Written on Июн, 07, 2021
by admint
Чӑваш чӗлхи историйӗнче «Сочинения, принадлежащие к грамматике чувашского языка» кӗнеке паллӑ вырӑн йышӑнать. Чӑваш чӗлхин пӗрремӗш грамматики 1769-мӗш ҫулта Питӗрте пичетленсе тухнӑ. Ку ӗҫе Ермей Иванович Рожанский миссионер хастар хутшӑнни паллӑ. Виталий Родионов тӗпчевҫӗ палӑртнӑ тӑрӑх «XVIII ӗмӗре Е.И. Рожанский тапхӑрӗ тесен те йӑнӑш…
Written on Май, 25, 2021
by admint
Ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Наци библиотекинче паллӑ ҫыравҫӑн, журналистӑн Николай Ларионовӑн пултарулӑх каҫӗ иртӗ. Ӑна ҫыравҫӑ ҫуралнӑранпа 60 ҫул ҫитнине халаллӗҫ. Николай Николаевич – Раҫҫей писателӗсен союзӗн членӗ, Раҫҫей журналисчӗсен союзӗн членӗ, А. Талвир ячӗллӗ премин лауреачӗ, Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ…
Written on Апр, 29, 2021
by admint
Ака уйӑхӗн 28-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Наци библиотеки онлайн мелӗпе (ZOOM платформӑра) «Пӗрле вулатпӑр = Читаем вместе» акци ирттерчӗ. Ӑна ҫӗнӗ чӑваш ҫырулӑхне йӗркеленӗренпе 150 ҫул, И.Я. Яковлев чӑваш халӑхне панӑ халала 100 ҫул ҫитнине тата Чӑваш чӗлхи кунне халалласа йӗркеленӗ. Калаҫӑва «Хавал» обществӑлла…
Written on Апр, 29, 2021
by admint
Ака уйӑхӗн 28-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Наци библиотекинче онлайн мелӗпе (ZOOM платформӑра) «Пӗрле вулатпӑр = Читаем вместе» акци иртрӗ. Ӑна ҫӗнӗ чӑваш ҫырулӑхне йӗркеленӗренпе 150 ҫул, И.Я. Яковлев чӑваш халӑхне панӑ халала 100 ҫул ҫитнине тата Чӑваш чӗлхи кунне халалларӗҫ. Акцие республикӑри 19 районпа…
Written on Апр, 27, 2021
by admint
«Çĕнĕ хум» конкурс пĕтĕмлетĕвĕ КĔТЕТПĔР СИРЕ, КĂВАР ЧĔРЕЛЛĔ ЧĂВАШ АЧИСЕМ! Чăваш наци конгресĕн вĕренÿ комитечĕ йĕркеленĕ И. Я. Яковлев «Чăваш халăхне» халала çырнăранпа 100 çул, çĕнĕ чăваш çырулăхне туса хунăранпа 150 çул çитнине халалланă регионсен шайĕнчи «Çĕнĕ хум» литература конкурсĕ вĕçленчĕ. Çамрăк çыравçăсен…
Written on Апр, 26, 2021
by admint
Чӑваш чӗлхи кунӗ умӗн, ака уйӑхӗн 23-мӗшӗнче, Республикӑн тӗп библиотекинче ҫӗнӗ чӑваш ҫырулӑхне йӗркеленӗренпе 150 ҫул ҫитнине халалланӑ пысӑк курав уҫӑлчӗ. Курав уҫнӑ ҫӗре патшалӑх деятелӗсем, наукӑпа ҫутӗҫ ӗҫченӗсем, Чӑваш Республикинчи тата Раҫҫей Федерацийӗн тӗрлӗ регионӗсенчен килнӗ библиотека ӗҫченӗсем хутшӑнчӗҫ. Курава Чӑваш Республикин…
Written on Апр, 26, 2021
by admint
Ака уйӑхӗн 28-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Наци библиотекинче ҫӗнӗ чӑваш ҫырулӑхне йӗркеленӗренпе 150 ҫул ҫитнине халалласа «Электронлӑ чӑваш ҫырулӑхӗ» ҫавра сӗтел иртӗ. Калаҫӑва сумлӑ ӑсчахсем, общество хастарӗсем, чӑваш чӗлхипе кӑсӑкланакансем хутшӑнӗҫ. Тӗпчевҫӗсем чылай ыйту пӑхса тухма палӑртнӑ: тӑван чӗлхемӗр пуласлӑхӗ, чӑваш чӗлхине аталантарас тата…
Written on Апр, 21, 2021
by admint
Апрелӗн 24-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Наци вулавӑшӗ Пӗтӗм Раҫҫейри акцие хутшӑнса «Вулавкаҫӗ» ирттерет. Вӑл вуннӑмӗш хут иртет, ӑна ирттересси йӑлана кӗчӗ. 2021 ҫ. библиотекӑшӑн юбилей ҫулӗ – 150 тултарчӗ Наци вулавӑшӗ, ҫавӑнпа та вулавкаҫне анлӑрах та паллӑрах ирттерес тетпӗр. Ҫак уява хутшӑнакансене тӗлӗнмелле, хӑйне…
Written on Мар, 15, 2021
by admint
2021 ҫулта эпир И. Я. Яковлев çĕнĕ чăваш алфавитне тунăранпа 150 çул, «Чăваш халăхне» халала çырнăранпа 100 çул çитнине паллӑ тӑватпӑр. Ҫак пулӑмсене халалласа Чăваш Республикин культура, национальноçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министерстви, Чăваш наци конгресĕ, Чăваш Республикин наци библиотеки тата И. Я. Яковлев…
Written on Янв, 28, 2021
by admint
«Тӑван Атӑл» литературӑпа культура тата искусство журналӗ кӑҫал 90 ҫулхи юбилейне паллӑ тӑвать! Ҫак пулӑма халалласа кӑрлач уйӑхӗн 29-мӗшӗнче Чӑваш Республикин наци библиотекинче «Тӑван Атӑл» журналăн наци культуринчи вырăнĕ» ҫавра сӗтел иртӗ. Мероприятие паллӑ ҫыравҫӑсем, литература тӗпчевҫисем, журнал редакторӗсем, библиотека ӗҫченӗсем хутшӑнӗҫ. «Тăван…