Чăваш Республикин наци библиотекинче 2018 çулхи чӳк уйăхĕн 20-мĕшĕнче «Михаил Сироткин, Николай Резюков, Сергей Юшков эткерлĕхĕ тата хальхи самана» çавра сĕтел ĕçлерĕ. Ӑна чăваш филологийĕпе литературинче паллă йĕр хăварнă М.Я. Сироткинăн 110 çулне, Н.А. Резюковăн 120 çулне, С.П. Юшковăн 100 çулне халалланă. Фоторепортаж…

Чӳк уйӑхӗн 27-мӗшӗнче Чӑваш Республикин наци библиотекинче «Варкӑш» литература клубӗн черетлӗ ларӑвӗ иртет. Клуб ларӑвӗсем ирӗклӗ калаҫу формипе иртеҫҫӗ, хутшӑнакансем суйласа илнӗ кӗнекесене сӳтсе яваҫҫӗ, шухӑш-кӑмӑлне пӗлтереҫҫӗ, ҫыравҫӑсен пултарулӑхне тишкереҫҫӗ, хӑйсен хайлавӗсемпе паллаштараҫҫӗ. Ҫитес тӗл пулура «Варкӑша» ҫӳрекенсем Римма Прокопьева ҫыравҫӑн «Сар хӗвел…
Чӗмпӗр ҫӗрӗ ҫинче
Юпа уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Чӑваш Республикин культура ӗҫченӗсен пӗр пысӑк ушкӑнӗ Чӗмпӗр тӑрӑхне – Чӑнлӑ районӗнчи Кивӗ Улхаш ялне ҫитсе курчӗ. Делегаци йышӗнче чӑваш халӑх писателӗ Анатолий Кипеч, Чӑваш Республикин профессионал писательсен союзӗн председателӗ Геннадий Максимов, «Тӑван Атӑл» журналӑн тӗп редакторӗ Лидия Филиппова, Людмила…
2018 çулхи юпа уйăхĕн 19-мĕшĕнче Сире «Чăн чăваш филологийĕ: иртнĕ ĕмĕр ăслăлăхĕ е пирĕн пуласлăх?» çавра сĕтел ĕçне тата савăнăçлă тĕлпулăвахутшăнма чĕнетпĕр. Ăна паллă чĕлхеçĕ, литературăпа ÿнер тĕпчевçи, обществăпа политика ĕçченĕ, Чăваш наци конгресĕн хисеплĕ президенчĕ А.П. Хусанкай 70 çул тултарнине халалланă. Лару Чăваш Республикин наци библиотекин лару залĕнче (119 пÿлĕм) 13 сехетре пуçланать. Тӗплӗнрех
Юпа уйӑхӗн 10-мӗшӗнче Чӑваш Республикин наци библиотекинче ҫыравҫӑн, журналистӑн Владимир Кузьминӑн литература каҫӗ иртет. Уява автор литературӑра ӗҫлеме пуҫланӑранпа 60 ҫул ҫитнине халалланӑ. Унтах Владимир Прокопьевич ҫӗнетсе кӑларнӑ «Тымар» романӑн презентацийӗ иртӗ. Владимир Порокопьевич Кузьмин ҫурла уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Чӑваш Республикинчи Вӑрнар районне кӗрекен…
Чӑваш Ен ҫинчен Ӑсталӑх Ҫутҫанталӑк тата ялхуҫалӑх Илемлӗ литература Истори. Этнографи. Археологи Культура. Ӑслӑлӑх. Ҫутӗҫ Медицина тата спорт Чӗлхе. Литературоведени. Фольклор Экономика

Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, К.В. Иванов ячӗллӗ Патшалӑх премийӗн лауреачӗ тӗпчевҫӗ, сӑвӑҫ, куҫаруҫӑ Геннадий Федорович Юмарт ҫуралнӑранпа 80 ҫул ҫитнине халалласа Чӑваш Республикин наци библиотекин ӗҫченӗсем унан пурнӑҫӗпе пултарулӑхне халалланӑ биобиблиографи указателӗ хатӗрлесе кӑларчӗҫ. Кӑларӑма авторӑн 1954 ҫултан пуҫласа 2018 ҫулхи ака…
«Эсир наци малашлăхĕшĕн сăмах тытмалли çынсем. «Халăхсене вĕсен литературипе виçеççĕ», – тенĕ Виктор Гюго. Чăваша малашне сирĕнпе виçĕç. Сулмаклăрах пусасчĕ сирĕн çав тараса çине!.. Чĕлхе вĕренĕр… Шанчăк – сирте, яш-кĕрĕм, хĕр упраç!.. Тепре курнăçнă чух савăнмалли те, мухтанмалли те пултăр! – тенĕ чăваш…
Ака уйӑхӗн 26-мӗшӗнче «Варкӑш» литература клубне ҫӳрекенсем ҫӗнӗ ларӑва пухӑнчӗҫ. Ҫавра сӗтел хушшинче чӑвашла вулама юратакансем Ольга Австрийская ҫамрӑк ҫыравҫӑн «Чӑлах пуканесем» кӗнекине кӗнӗ калавсене тишкерсе тухрӗҫ. Ольга Австрийская (Иванова) ҫырас ӑсталӑхне шкулта чухнех туптама пуҫланӑ. Ҫураласса пултаруллӑ калем ӑсти Вăрнар районĕнчи Пăртас…
Чăваш музыка культурин паллă ĕçченне, композиторне тата музыка педагогне Анатолий Михайлова халалласа республикӑри 1-мӗш «Михайлов вулавӗсем» наукӑпа практика конференцийӗ иртрӗ. Фоторепортаж Официальный сайт МБУ ДО «Детская школа искусств им. А.М. Михайлова» пос. Опытный Цивильского района Чувашской Республики Форума хутшӑнакансене Çĕрпÿ районĕнчи А.М. Михайлов…