Нарӑс уйӑхӗн 20-мӗшӗнче «Варкӑш» литература клубне ҫӳрекенсем ҫӗнӗ тӗлпулу ирттерчӗҫ. Клуб йышӗ ларуран ларӑва ӳссех пырать, уйрӑмах ҫамрӑксем – пулас вӗрентекенсем, журналистсем, тӗпчевҫӗсем, ҫыравҫӑсем, вулама юратакансем – хастар хутшӑнма тӑрӑшаҫҫӗ, кашни тӗл пулу валли тӗплӗн хатӗрленсе килеҫҫӗ. Хальхинче кӗреке хӑни паллӑ драматург, ҫыравҫӑ,…

И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн чăваш чĕлхипе литератури кафедри 2018 çулхи нарăс (февраль) уйăхĕн 16-мĕшĕнче «Митта – чăваш поэзийĕн мухтавĕ» ятпа иртекен регионти наукăпа практика конференцине хутшăнма йыхравлать. Информаци ҫырӑвӗ Конференцие хутшăнма тĕпчевçĕсене, аслă тата вăтам шкул преподавателĕсене, чăваш чĕлхипе литературине,…
Кӑрлач уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Чӑваш Республикин наци библиотекинче «Варкӑш» литература клубне ҫӳрекенсем кӑҫалхи пӗрремӗш ларӑва пухӑнчӗҫ. «Варкӑш» майӗпен вӑй илсе пыни куҫкӗретех: хальхинче тӗлпулура ҫӗнӗ ҫынсем нумай пулни савӑнтарчӗ. Хӑнасемпе паллашнӑ хыҫҫӑн пайташсем иртнӗ ларура вулама палӑртнӑ Василий Эктелӗн «Лили» кӗнекине шӗкӗлчеме пикӗнчӗҫ. Хӑй…
Раштав уйӑхӗн 20-мӗшӗнче Чӑваш Республикин наци библиотекинче паллӑ чӑваш поэчӗн Станислав Сатурӑн «Юхӑмра» кӗнекен хӑтлавӗ иртрӗ. Ҫӗнӗ кӗнекене автор халиччен кун ҫути курнӑ сӑввисемпе ҫӗнӗ хайлавӗсене пухса кӗртнӗ. Фоторепортаж Тин пиҫсе тухнӑ кӗнекене тивӗҫлӗ хак пама библиотекӑна хисеплӗ хӑнасем пухӑнчӗҫ: ӑсчахсем, тӗпчевҫӗсем, ҫыравҫӑсем,…

Юрӑ ӗмӗртен-ӗмӗре чӑваша йывӑрлӑхсене ҫӗнтерме, кӑмӑла ҫӗклеме май панӑ. Ача ҫуралать-и, салтака ăсатмалла-и, туй кӗрлет-и, пур уява та юрӑ-кӗвӗ илем кӳнӗ, халӗ те çапла. Юрӑра чӑваш халӑхӗн чунĕ хӑпартланать, малалла пурӑнмалӑх хевте тупăнать… Чăваш Енĕн Куславкка районӗнчи Хурамалти юрра ăста çынсем 50 çул…
Юпа уйӑхӗн 30-мӗшӗнче Чӑваш Республикин наци библиотекинче Чӑваш Енри Ашшӗпе Амӑш ҫулталӑкне халалласа «Чӑваш поэзийӗнчи атте-анне сӑнарӗ» темӑпа уҫӑ лекци иртрӗ. Ӑна И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн чӑваш тата вырӑс филологийӗн факультечӗн доценчӗ Ольга Скворцова вуларӗ. Атте-анне пӗлтерӗшӗ чӑвашсемшӗн калама ҫук…

Юпа уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Чӑваш Республикин наци библиотекинче Кабарда-Балкар халӑх поэчӗ Кайсын Кулиев ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнине халалланӑ литература каҫӗ иртрӗ. Кайсын Кулиева Чӑваш ҫӗрӗпе ҫыхӑнтараканни нумай: Аслӑ Аттелӗх вӑрҫинче ӑна, йывӑр аманнӑскерне, сипленме Шупашкар хулине илсе ҫитереҫҫӗ, кунта вӑл паха сӑвӑ-калавсем хайлать. Вӑрҫӑ…

Халӑх ҫипуҫӗ – чӑвашлӑхӑн чӗрӗ палли, наци илемӗ. Кăçал кăрлачран пуçласа пуш уйăхĕччен иртнĕ регионсем хушшинчи «Чăваш тумĕ — халăх пуянлăхĕ» конкурс ăнăçлăхĕ пурне те хавхалантарса ячĕ. Ку ӗҫ-пуҫа пуçарса яраканӗ — чăваш тумĕн тата тӗрӗ ӑсти Зинаида Воронова. Палӑртнӑ конкурса пĕтĕмлетсе паха…
Авӑн уйӑхӗн 28-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Наци библиотекинче паллӑ композитор, дирижёр, драматург Фёдор Павлов ҫуралнӑранпа 125 ҫул ҫитнине халалланӑ ҫавра сӗтел иртрӗ. Уява тӗпчевҫӗсем, ӑсчахсем, культура ӗҫченӗсем, вӗрентекенсемпе студентсем хутшӑнчӗҫ. Фоторепортаж Ҫавра сӗтеле «Чӑваш кӗнеки» центрӑн ертӳҫи Галина Соловьева уҫрӗ, чӑваш литературипе культурине атлантарас…

Авӑн уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Чӑваш Республикин наци библиотекинче паллӑ ҫыравҫӑн, журналистӑн Владимир Кузьминӑн пултарулӑх каҫӗ иртрӗ. Владимир Прокопьевич нумай пулмасть 80 ҫул тултарчӗ, ҫак сумлӑ юбилей тӗлне вӑл вулакансем валли паха парне илсе ҫитерчӗ – «Родник души» (Чун ҫӑлкуҫӗ) ятлӑ ҫӗнӗ кӗнеке. Юбиляра саламлама…