Written on Май, 30, 2024
by admint
Çуркунне пĕтĕм çут тĕнче вăранать, йывăç-курăк чĕрĕлет. Этем чĕринче тĕлĕрекен-тĕлкĕшекен ĕмĕт-шанăç та çĕнĕрен йăл илет. Хĕвел хĕртсе пăхнă, тавралла кайăксем чĕвĕлтетнĕ чухне тунсăхлă çӳреме йывăртарах, кирлĕ те мар. Çу уйăхĕнчи çакăн пек илемлĕ кунсенчен пĕринче «Варкăш» литература клубĕн хастарĕсем Чăваш Республикин Наци библиотекине…
Written on Май, 17, 2024
by admint
Ҫу уйӑхӗн 28-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Наци библиотекинче «Чӗре тӗпӗнчи туйӑм» кӗнеке хӑтлавӗ иртет. Асӑннӑ кӑларӑм Чӑваш кӗнеке издательствинче кун ҫути курнӑ. Коллективлӑ сборнике пухса хатӗрлекенӗ – Ольга Фёдорова, редакторӗ – Ольга Иванова, ӳнерҫи – Светлана Бритвина. Унта сакӑр прозаикӑн калавӗсемпе повеҫӗ кӗнӗ. Вӗсен…
Written on Апр, 25, 2024
by admint
Чӑваш халӑхӗн пысӑк пӗлтерӗшлӗ уявӗсенчен пӗри – Чӑваш чӗлхи кунӗ ҫывхарса килет. Ҫак куна паллӑ тума Чӑваш Республикин Наци библиотеки тулли те анлӑ программа хатӗрлерӗ. Программа Ака уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Тимофей Матвеев ҫуралнӑранпа 140 ҫул ҫитнине халалланӑ «Чӑваш чӗлхин классикӗн пурнӑҫ ҫулӗ тата ӑслӑлӑх…
Written on Апр, 18, 2024
by admint
Ака уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Наци библиотекинче «Варкӑш» литература клубӗн хастарӗсем «Сцена ҫинче те – пурнӑҫ» кӗнеке хӑтлавне пуҫтарӑнӗҫ. Кӑларӑм Чӑваш кӗнеке издательствинче кун ҫути курнӑ. Редакторӗ – Галина Антонова, хуплашкине ӳкерекенӗ – Дмитрий Литаврин. Пьесӑсен пуххине Арсений Тарасовӑн «Хӗрлӗ кӗпеллӗ телей», Николай…
Written on Апр, 17, 2024
by admint
Ака уйăхĕн 16-мĕшĕнче Чӑваш Республикин наци библиотекинче «Музыка фольклорисчĕ тата учитель Петр Пазухин» (çуралнăранпа 135 çул çитнĕ май) темăпа «ҫавра сĕтел» иртрĕ. Ăна Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн фольклористика секцийĕпе библиотекăн наци литературипе библиографи пайĕ пĕрле йĕркеленĕ. Тӗплӗнрех
Written on Апр, 01, 2024
by admint
Пуш уйӑхӗн 29-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Наци библиотекинче «Варкӑш» литература клубӗн тӗлпулӑвӗ ытти чухнехинчен урӑхларах форматпа иртрӗ. Вулавӑшӑн акт залне поэтсемпе прозаиксем, журналистсемпе библиотекарьсем, студентсемпе чӑваш литературине юратакансем йышлӑн пуҫтарӑнчӗҫ. Тӗллевӗ пурин те пӗрре – Владимир Левукова «Ӗмӗр пӗрле пуласчӗ» кӑларӑмӗ кун ҫути курнӑ…
Written on Мар, 25, 2024
by admint
Пуш уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Наци библиотекинче «Чӑваш ача-пӑча литератури» онлайн-лекци иртет. Калаҫаканӗ – филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ Александр Мефодьев. Ача-пӑча литератури – чӑваш литературин пӗр пайӗ. Ӑна литература тӗпчевҫи XX ӗмӗрӗн вӗҫӗнче туллин тӗпчеме тытӑннӑ. Пуян материал пухса вӑл «Чӑваш ача-пӑча литератури» монографи…
Written on Мар, 01, 2024
by admint
Кĕнеке пичетленсе тухни авторшăн кăна мар, вулаканшăн та – пысăк савăнăç. Çамрăк çыравçăн кăларăмĕ кун çути курни вара – пушшех те. Эппин, чăваш литератури аталанать-ха, сумлă писательсен ĕçне малалла тăсакансем пур. Нарăс уйăхĕн 29-мĕшĕнче Чăваш Республикин Наци библиотекинче «Варкăш» литература клубĕн тĕлпулăвĕнче шăпах…
Written on Фев, 27, 2024
by admint
Нарӑс уйӑхӗн 29-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Наци библиотекинче «Варкӑш» клуба ҫӳрекенсем Нина Царыгинӑн «Ҫил-тӑманлӑ ӗмӗт» кӗнекине сӳтсе явма пуҫтарӑнӗҫ. Асӑннӑ кӑларӑм Чӑваш кӗнеке издательствинче кун ҫути курнӑ. Нина Царыгина «Хыпар» Издательство ҫурчӗн «Ҫамрӑксен хаҫачӗн» корреспонденчӗнче вӑй хурать. Унӑн хайлавӗсем «Кӗтмен юрату», «Ҫӗршывӑмҫӑм, Чӑваш ҫӗршывӗ.…
Written on Фев, 02, 2024
by admint
Кăрлач уйăхĕн 30-мĕшĕнче Чăваш Республикин Наци библиотекинче Сергей Павловăн «Шăпчăк çĕрĕпех юрлать» романĕн хăтлавĕ иртрĕ. Кăларăм пĕлтĕрхи çуркунне Чăваш кĕнеке издательствинче кун çути курнăччĕ. Унăн ал çырăвĕ ачасемпе çамрăксем валли çырнă произведенисен конкурсĕнче (2022) çĕнтернĕ. «Сĕлкĕш», «Авăр», «Тан таппи», «Тĕтре», «Сарă хăмăш, сар…