
Çу уйăхĕн 24-мĕшĕнче Чăваш Республикин Наци библиотекинче «Варкăш» литература клубĕн черетлĕ тĕлпулăвĕ иртрĕ, ларăва халăх йышлă пуçтарăнчĕ. Чăваш Республикин Профессиллĕ писательсен союзĕн пайташĕсем, Чăваш кĕнеке издательствин, «Хыпар» Издательство çурчĕн ĕçченĕсем, артистсемпе çыравçăсем, журналистсемпе вĕрентекенсем тата библиотекарьсем пĕр шухăшлă пулса Лариса Петрова çамрăк сăвăçа…





