
Чăваш кĕнеке издательствинче Петр Сидоровăн (Петĕр Лаштай) «Паллă çынсемпе пĕрле» кăларăмĕ кун çути курчĕ. «Паллă çынсемпе пĕрле» кĕнекери очерксемпе асаилӳсем Чăваш Республикин тата Раççей Федерацийĕн кун-çулĕнче тарăн йĕр хăварнă ентешсемпе паллаштараççĕ. Хайлавсене Петр Петрович тĕрлĕ çулсенче çырнă. Вĕсенчен чылайăшĕ хăй вăхăтĕнче республикăри тĕрлĕ…



