Мухтавлã сãвãç! Чěрě эсě: Пурнатӑн халӑх чӗринче. Тӑван чӗлхен шевли сӳнмесӗр Яту ҫухалмӗ ҫӗр ҫинчен!» (А. Кӑлкан «Поэт ячӗпе») Кӑрлач уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Наци библиотекинче чӑваш халӑх поэчӗ, К.В. Иванов ячӗллӗ патшалӑх премин, Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ премин лауреачӗ, Аслӑ Аттелӗх вӑрҫине хутшӑнаканӗ…
Ҫӗнӗ ҫул умӗн Чӑваш Республикин Наци библиотеки «Ҫулталӑк кӗнеки — 2017 ҫул календарӗ» пичетлесе кӑларнӑ. Кӑларӑмра Чӑваш Енӗн политикӑпа, экономикӑпа, культурӑпа, ӑслӑлӑхпа ҫыхӑннӑ 550 пулӑмӗ пирки ҫырса кӑтартнӑ, республикӑн чи сумлӑ ҫыннисен кун-ҫулӗпе паллаштарнӑ.
Чӑвашсен паллӑ тӗпчевҫи, этнографӗ, историкӗ, педагогӗ, истори наукисен кандидачӗ Куҫма Васильевич Элле ҫуралнӑрана 120 ҫул ҫитнӗ май Чӑваш Республикин наци библиотекипе Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ асӑну каҫӗ ирттерчӗҫ. Унта наукӑпа культурӑ ӗҫченӗсем, халӑх ӑсчахӗсем, вулакансем хутшӑнчӗҫ. Фоторепортаж