
Авăн уйăхĕн 24-мĕшĕнче Чăваш Республикин Наци библиотекинче çуллахи каникул хыççăн «Варкăш» литература клубĕ ĕçне малалла тăсрĕ. Хальхинче варкăшçăсем Елена Аксупин «Пилеш куççулĕ» кĕнекине сÿтсе яврĕç. Кăларăм кăçал Чăваш кĕнеке издательствинче кун çути курнă, унта калавсем кĕнĕ. Автор уява Чĕмпĕр хулинчен килсе çитрĕ. Елена…



