Чӑваш Ен ҫинчен Ӑсталӑх Ҫутҫанталӑк тата ялхуҫалӑх Илемлӗ литература Истори. Этнографи. Археологи Культура. Ӑслӑлӑх. Ҫутӗҫ Медицина тата спорт Чӗлхе. Литературоведени. Фольклор Экономика
Чунтан хурланатпӑр

Чӑваш республикин Наци библиотеки Роза Ивановна Шевлепи (Ильина-Юхма) паллӑ сӑвӑҫ, прозаик, публицист, Чӑваш писателӗсен союзӗн членӗ, А. Талвир тата Эмине премийӗсен лауреачӗ, Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ (1995) вилнӗ пирки тарӑннӑн хурланнине пӗлтерет. Роза Ивановна 15 яхӑн кӗнеке авторӗ. Унӑн ачасем валли…
2021 çулхи çĕртме уйăхĕн 10-мĕшĕнче Чăваш Республикин Наци библиотекинче Ермей Иванович Рожанский çуралнăранпа 280 çул çитнине халалланă çавра сĕтел иртрĕ. Фоторепортаж Унта ăсчахсем, библиотека ĕçченĕсем, И.Н. Ульянов ячĕллĕ ЧПУн тата И.Я. Яковлев ячĕллĕ ЧППУн вĕрентекенĕсемпе студенчĕсем, çыравçăсем хутшӑнчӗҫ. Тӗплӗнрех

Чӑваш чӗлхи историйӗнче «Сочинения, принадлежащие к грамматике чувашского языка» кӗнеке паллӑ вырӑн йышӑнать. Чӑваш чӗлхин пӗрремӗш грамматики 1769-мӗш ҫулта Питӗрте пичетленсе тухнӑ. Ку ӗҫе Ермей Иванович Рожанский миссионер хастар хутшӑнни паллӑ. Виталий Родионов тӗпчевҫӗ палӑртнӑ тӑрӑх «XVIII ӗмӗре Е.И. Рожанский тапхӑрӗ тесен те йӑнӑш…

Ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Наци библиотекинче паллӑ ҫыравҫӑн, журналистӑн Николай Ларионовӑн пултарулӑх каҫӗ иртӗ. Ӑна ҫыравҫӑ ҫуралнӑранпа 60 ҫул ҫитнине халаллӗҫ. Николай Николаевич – Раҫҫей писателӗсен союзӗн членӗ, Раҫҫей журналисчӗсен союзӗн членӗ, А. Талвир ячӗллӗ премин лауреачӗ, Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ…
Ака уйӑхӗн 28-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Наци библиотеки онлайн мелӗпе (ZOOM платформӑра) «Пӗрле вулатпӑр = Читаем вместе» акци ирттерчӗ. Ӑна ҫӗнӗ чӑваш ҫырулӑхне йӗркеленӗренпе 150 ҫул, И.Я. Яковлев чӑваш халӑхне панӑ халала 100 ҫул ҫитнине тата Чӑваш чӗлхи кунне халалласа йӗркеленӗ. Калаҫӑва «Хавал» обществӑлла…

Ака уйӑхӗн 28-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Наци библиотекинче онлайн мелӗпе (ZOOM платформӑра) «Пӗрле вулатпӑр = Читаем вместе» акци иртрӗ. Ӑна ҫӗнӗ чӑваш ҫырулӑхне йӗркеленӗренпе 150 ҫул, И.Я. Яковлев чӑваш халӑхне панӑ халала 100 ҫул ҫитнине тата Чӑваш чӗлхи кунне халалларӗҫ. Акцие республикӑри 19 районпа…
«Çĕнĕ хум» конкурс пĕтĕмлетĕвĕ КĔТЕТПĔР СИРЕ, КĂВАР ЧĔРЕЛЛĔ ЧĂВАШ АЧИСЕМ! Чăваш наци конгресĕн вĕренÿ комитечĕ йĕркеленĕ И. Я. Яковлев «Чăваш халăхне» халала çырнăранпа 100 çул, çĕнĕ чăваш çырулăхне туса хунăранпа 150 çул çитнине халалланă регионсен шайĕнчи «Çĕнĕ хум» литература конкурсĕ вĕçленчĕ. Çамрăк çыравçăсен…

Чӑваш чӗлхи кунӗ умӗн, ака уйӑхӗн 23-мӗшӗнче, Республикӑн тӗп библиотекинче ҫӗнӗ чӑваш ҫырулӑхне йӗркеленӗренпе 150 ҫул ҫитнине халалланӑ пысӑк курав уҫӑлчӗ. Курав уҫнӑ ҫӗре патшалӑх деятелӗсем, наукӑпа ҫутӗҫ ӗҫченӗсем, Чӑваш Республикинчи тата Раҫҫей Федерацийӗн тӗрлӗ регионӗсенчен килнӗ библиотека ӗҫченӗсем хутшӑнчӗҫ. Курава Чӑваш Республикин…
Ака уйӑхӗн 28-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Наци библиотекинче ҫӗнӗ чӑваш ҫырулӑхне йӗркеленӗренпе 150 ҫул ҫитнине халалласа «Электронлӑ чӑваш ҫырулӑхӗ» ҫавра сӗтел иртӗ. Калаҫӑва сумлӑ ӑсчахсем, общество хастарӗсем, чӑваш чӗлхипе кӑсӑкланакансем хутшӑнӗҫ. Тӗпчевҫӗсем чылай ыйту пӑхса тухма палӑртнӑ: тӑван чӗлхемӗр пуласлӑхӗ, чӑваш чӗлхине аталантарас тата…
