
Авӑн уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Чӑваш Республикин наци библиотекинче паллӑ ҫыравҫӑн, журналистӑн Владимир Кузьминӑн пултарулӑх каҫӗ иртрӗ. Владимир Прокопьевич нумай пулмасть 80 ҫул тултарчӗ, ҫак сумлӑ юбилей тӗлне вӑл вулакансем валли паха парне илсе ҫитерчӗ – «Родник души» (Чун ҫӑлкуҫӗ) ятлӑ ҫӗнӗ кӗнеке. Юбиляра саламлама…






