Диск ҫинчен

«Филипп Лукин: юрӑ-кӗвӗ ӑсти» электронлӑ кӑларӑма чӑваш культурипе искусствин паллӑ деятелӗ Ф.М. Лукин (1913-1994) ҫуралнӑранпа 105 ҫул ҫитнӗ май хатӗрленӗ.

Талантлӑ композиторӑн, хор дирижерӗн, педагогӑн, общество пурнӑҫӗнчи хастар ӗҫченӗн пурнӑҫӗпе пултарулӑхӗ ҫинчен калакан кӗнекесемпе статьясене, архив докуменчӗсене системӑласа Ф. Лукинӑн нумай енлӗ пултарулӑхне пӗр кӑларӑмра анлӑн кӑтартса пама тӑрӑшнӑ.

Электронлӑ кӑларӑм ҫак пайсенчен тӑрать: «Пурнӑҫӗпе пултарулӑхӗ», «Асра хӑварни», «Галерея», «Библиографи». Материалсене чӑвашла тата вырӑсла панӑ.

Кӑларӑмӑн пӗрремӗш пайӗ Ф. М. Лукинӑн пурнӑҫӗпе пултарулӑхӗн тӗп тапхӑрӗсене уҫса парать. Кунтах композиторӑн пурнăçěпе ěçě-хěлěнчи паллă датăсемпе паллашма пулать.«Пурнӑҫӗпе пултарулӑхӗ» пая паллӑ музӑкҫӑна халалланӑ кӗнекесем, статьясем, архив материалӗсем кӗнӗ.

«Еткерлӗх» ятлӑ пай Филипп Лукинӑн тӗрлӗ енлӗ пултарулӑхне кӑтартса парать. Кунта унӑн литературӑри тата музыкӑри ӗҫӗсене тупма пулать.

«Галерейӑра» фото-, аудио- тата видеоматериалсем вырнаҫтарнӑ. Кунтах Филипп Миронович сӑнланӑ тӗрлӗ ӳнерҫӗсен ӗҫӗсем кӗнӗ.

Юлашки пая Ф. М. Лукинӑнӑн ӗҫӗсен тата унӑн пурнӑҫӗпе пултарулӑхне ҫутатса панӑ кӗнекесемпе статьясен тулли библиографи списокне кӗртнӗ.

Кӑларӑма хатӗрлеме Чӑваш Республикин наци библиотекин тата архивсен фончӗсемпе усӑ курнӑ.

Электронлӑ кӑларӑмпа литература тата ӳнер тӗпчевҫисем, вӗрентекенсем, библиотека ӗҫченӗсем, аслӑ тата вӑтам шкулта вӗренекенсем, Ф. М. Лукин пурнӑҫӗпе тата пултарулӑхӗпе интересленекенсем справочник вырӑнне усӑ курма пултараҫҫӗ.

Кӑларӑма хатӗрлеме Расул Гамзатов ячӗпе хисепленсе тӑракан Дагестанри наци библиотеки, Ф. М. Лукин ячӗллӗ халӑх мемориал музейӗ, Чӑваш патшалӑх ӑслӑлӑх институчӗ, «Чӑвашкино» патшалӑх киностудийӗ тата электронлӑ документлӑ архив, Чӑваш композиторӗсен союзӗ, Чӑваш композиторӗсен ассоциацийӗ пулӑшрӗҫ.

Уйрӑм тав сӑмахне музыковед, искусствоведени докторӗ М. Г. Кондратьев тивӗҫ.

Пухса хатӗрлекенӗсем: В. С. Архипова, Н. Е. Филиппова, В. Г. Григорьева

Ӑслӑлӑх консультанчӗ: М. Г. Кондратьев

Компьютерпа илем кӳрес енӗпе ӗҫлекенсем: И. В. Фунтикова

Материалсене сканерлаканӗ: М. Н. Тимофеев, Н. И. Михопаров

Видеомонтажӗ М. Н. Тимофеевӑн

Сӗнӳсемпе асӑрхаттарусене ҫак адреспа ярса пама ыйтатпӑр:

  • 428020, Шупашкар хули, Ленин проспекчӗ, 15, ӳнер литературин пайӗ
  • Тел.: 23-02-17 (доб. 137)
  • E-mail: oli@publib.cbx.ru