Филипп Миронович Лукин (1913-1994) – чӑваш культурипе искусствин паллӑ деятелӗ. Унӑн ячӗ чӑвашсен профессионаллӑ музыки йӗркеленсе кайнипе тата аталанӑвӗпе ҫыхӑннӑ. Вӑл – талантлӑ композитор, хор дирижерӗ, педагог тата общество деятелӗ.

Чӑваш композиторӗсен 20-мӗш ӗмӗрти юрӑ-кӗвӗ тата хор пултаруллӑхӗнчи чи паллӑ ӳсӗмӗсем Филипп Миронович ячӗпе ҫыхӑннӑ. Консерваторире пӗлӳ илнӗ малтанхи чӑваш музыканчӗсенчен пӗри. Композиторӑн пултарулӑх ҫулӗ иртнӗ ӗмӗрӗн 30-мӗш ҫулӗсенче пуҫланнӑ. Республикӑри композиторсен юрӑ жанрӗнчи чи паллӑ ҫитӗнӗвӗсем унӑн ячӗпе ҫыхӑннӑ. Чӑваш халӑхӗн мухтавлӑ ывӑлӗ Ф. Лукин пуян эткерлӗх хӑварнӑ. Хӑй ӗмӗрӗнче 900 яхӑн юрӑ кӗвӗленӗ, вӗсенчен сакӑрвуннӑшне ачасене парнеленӗ. Пурнӑҫпа тан утма тӑрӑшнӑран общество, гражданлӑх темисемпе ҫыхӑннӑ тата масса юррисем нумай ҫырнӑ. Ӑсталӑхӗ капелла пек хорпа юрламалли произведенисенче те палӑрать. Вӑл шутра: «Ҫӗршыв аннемӗр», «Уяв юрри», «Пирӗн телей», «Анлӑ Атӑл хӗрринче», «Вӑйӑ юрри». Унсӑр пуҫне халӑх юррисене пухассипе, вӗсене илемлетессипе те чылай тӑрӑшнӑ («Аслӑ улӑх тулли», «Шур перчетке», «Укӑлчаран тухрӑм», «Чӗнтӗрлӗ те кӗпер» тата ытти те). Филипп Лукин кӗвӗленӗ «Кӗтерне», «Атӑлпа Сӗве хушшисем», «Уҫланкӑри палан», «Ялан юрлать чӗре», «Тусӑм тухчӗ Атӑл хӗррине», «Такӑрлатӑп урампа», «Халь кама юрруна парнелен?» тата ытти нумай-нумай юрӑсем халӗ ылтӑн ҫӳпҫере упранаҫҫӗ. Композиторӑн палӑртнӑ хайлавӗсене аудиогалерейӑра итлеме пулать. Вӗсем наци культурин чӑн-чӑн пуянлӑхӗ пулса тачӗҫ. Вӗсем республикӑри профессиллӗ тата хӑй тӗллӗн ӗҫлекен хор ушкӑнӗсен репертуарне ҫирӗппӗн кӗрсе вырнаҫнӑ. Филипп Мироновичӑн юррисене радиопа телевидени эфирӗнче итлесе килленме май пур. Вӗсене шкул ачисем те, аслӑраххисем те хаваспах шӑрантараҫҫӗ. Юррисен пуххисене Шупашкарта вунҫиччӗ, Мускавра вуниккӗ хут кӑларнӑ.

Ф. М. Лукин педагог, дирижер пулнипе те паллӑ. Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗн тӗп дирижерӗнче тӑрӑшнӑ. Пӗр вӑхӑт Чӑваш патшалӑх филармони директорӗ тата илемлӗх ертӳҫи пулса ӗҫленӗ. Вӑтӑр ҫул Чӑваш композиорӗсен союзне ертсе пынӑ.

Ф. М. Лукин общество пурнӑҫне те хастар хутшӑннӑ. Вӑл йӗркелесе ертсе пынипе Мускав, Ленинград, Горький, Киев, Минск хулисенче, Дагестан, Карели тата Атӑлпа Урал регионӗнчи пур республикӑра та Чӑваш музыкин кунӗсем пысӑк шайра иртнӗ.

Ф. М. Лукин хӑйӗн пурнӑҫне халӑха халалланӑ, вӑйне шеллемесӗр ӗҫленӗ вӑл, унӑн ӑсталӑхне ют ҫӗршывсенче те пысӑка хурса хаклаҫҫӗ. Унӑн еткерӗ композиторсене малашлӑхра пулӑшса пырӗ, юррисем вара халӑх асӗнче ӗмӗр-ӗмӗр упранӗҫ.