Биографи

Композитор, хор дирижерӗ, педагог, общество пурнӑҫӗнчи хастар ӗҫчен. Консерваторире пӗлӳ илнӗ малтанхи чӑваш музыканчӗсенчен пӗри. Республикӑри композиторсен юрӑ жанрӗнчи чи паллӑ ҫитӗнӗвӗсем унӑн ячӗпе ҫыхӑннӑ. Чӑваш Республикин Красноармейски районӗнчи Ҫавалҫырма ялӗнче ҫуралнӑ. Малтан Чатукассинче, унтан Шупашкар районӗнчи Ишекре вӗреннӗ. 1928 ҫ. ӑна Шупашкарти музыка шкулне илеҫҫӗ, тепӗр ҫултан музыка техникумне куҫараҫҫӗ (унта 1929-32 хор дирижерӗсен класӗнче вӗренет). Техникум пӗтерсен виҫӗ ҫул Чӑваш патшалӑх хорӗнче юрлать, дирижер ҫумӗ пулса ӗҫлет. 1935-42 - Мускав консерваторийӗн хор дирижерӗсен факультечӗн студенчӗ. 1942-56 - Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблей ертӳҫи тата тӗп дирижере. Вӑтӑр ҫул ытла Шупашкарти музыка училищинче хор дирижерӗсене вӗрентет. 1948-77 республикӑри Композиторсен союзне ертсе пырать. Каярахпа - Хор обществин, Музыка обществин ертӳҫи. Хӑйӗн пирвайхи юррисене музыка техникумӗнчех Ф. П. Павловпа В. М. Кривоносов пулӑшнипе ҫырнӑ. Консерватори пӗтерсе ансамбльте ӗҫлеме пуҫласан творчество ӗҫне ытларах хутшӑнать. 900 яхӑн юрӑ кӗвӗленӗ хӑй ӗмӗрӗнче, юррисен пуххисене Шупашкарта вунҫиччӗ, Мускавра вуниккӗ кӑларнӑ. Пурнӑҫпа тан утма тӑрӑшнӑран общество, гражданлӑх темисемпе ҫыхӑннӑ юрӑ чылай ҫырчӗ. Масса юррисем ҫырассипе унпа никам та танлашаймӗ. Лирика – композитор ӑс-хакӑлӗнчи чи вӑйлӑ туйӑм, юррисем те ку тӗлӗшпе чи ӑнӑҫлисем: чӑваш ҫамрӑкӗсемпе юрӑҫ-солистсен юратнӑ юррисем вӗсем.

Ф. М. Лукина Раҫҫей Федерацийӗн халӑх артисчӗн, Чӑваш тата Дагестан республикисен искусствӑсен тава тивӗҫлӗ деятелӗн хисеплӗ ячӗсене, СССР Патшалӑх премине, пилӗк орден панӑ. Ӑна Чӑваш Республикин Ӗҫ Мухтавӗпе Паттӑрлӑхӑн Хисеп кӗнекине кӗртнӗ. Шупашкарти пӗр урама ун ятне панӑ.

Ю.А. Илюхин, музыковед

>>> Лукин Филипп Миронович (03.07.1913-03.02.1994) // Чӑваш Республикин композиторӗсем=Композиторы Чувашской Республики [Изоматериал] : [портреты с биографическими сведениями на чувашском и русском языках] / [авт.-сост. Ю.А. Илюхин]. - Чебоксары, 1998. – С. 1.

Каялла