Филипп Лукинӑн пурнăçěпе ěçě-хěлěнчи паллă датăсем

1 утӑ 1913 Красноармейски районӗнчи Ҫавалҫырма ялӗнче ҫуралнӑ. Чатукассинчи пуҫламӑш шкулта вӗреннӗ
1924-1928 Шупашкар районӗнчи Ишекри тулли мар вӑтам шкулта вӗреннӗ
1928-1929 Шупашкарти музыка шкулӗн вӗренекенӗ
1929-1932 Чӑвашсен музыкӑпа театр техникумӗн студенчӗ
1932-1935 Чӑваш патшалӑх хорӗн артисчӗ, ҫав хушӑрах дирижер ҫумӗ пулса ӗҫленӗ
1941 СССР композиторӗсен союзӗн пӗрлӗхне йышӑннӑ
1935-1942 П.И. Чайковский ячӗллӗ Мускав патшалӑх консерваторийӗн хор дирижерӗсен факультечӗн студенчӗ (В. И. Мухинпа В. Г. Соколова класӗ)
1942-1956 Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗн илемлӗх ертӳҫи тата тӗп дирижерӗ. Ансамбль Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче Калинин тата Брянск фрончӗсенче 120 ытла концерт панӑ.
1945 Чӑваш АССР искусствӑсен тава тивӗҫлӗ деятелӗ ятне панӑ
1947-1955 Шупашкар хула совечӗн депутачӗ
1948-1977 Чӑваш АССР композиторӗсен Союзӗн тата Чӑваш АССР Хор (Музыка) обществин правленийӗсен председателӗ
1952 III степенлӗ Патшалӑх (Сталинла) премийӗн лауреачӗ
1957-1959 Чӑваш патшалӑх филармонийӗн директорӗ тата илемлӗх ертӳҫи
1950, 1964 СССР Аслӑ Канаш Президиумӗн указӗпе килӗшӳллӗн «Хисеп палли» орденпа наградăланă
13 юпа 1960 РСФСР Аслӑ Канаш Президиумӗн указӗпе килӗшӳллӗн РСФСР искусствӑсен тава тивӗҫлӗ деятелӗ ятне панӑ
1959-1992 Шупашкарти Ф.П. Павлов ячӗпе хисепленсе тӑракан музыка училищинчи хор дирижерӗсен уйрӑмӗн вӗрентекенӗ
22 ҫӗртме1970 РСФСР Аслӑ Канаш Президиумӗн указӗпе килӗшӳллӗн Раҫҫей Федерацийӗн халӑх артисчӗ ятне панӑ
1955, 1959, 1971 Чӑваш АССР Аслӑ Канашӗн депутачӗ
14 ҫу 1972 Дагестан АССРӗн Аслӑ Канаш Президиумӗн указӗпе килӗшӳллӗн Дагестан АССРӗн искусствӑсен тава тивӗҫлӗ деятелӗ ятне панӑ
3 утӑ 1973 СССР Аслӑ Канаш Президиумӗн указӗпе килӗшӳллӗн Ӗҫлӗх Хӗрлӗ Ялав орденӗпе наградӑланӑ
1 утӑ 1983 СССР Аслӑ Канаш Президиумӗн указӗпе килӗшӳллӗн Октябрьти Революци орденӗпе наградӑланӑ
1989 Чӑваш Республикин Ӗҫ Мухтавӗпе Паттӑрлӑхӑн Хисеп кӗнекине кӗртнӗ
1993 Шупашкар хулин Хисеплӗ гражданинӗ
18 авӑн 1993 Раҫҫей Президенчӗ Указӗпе килӗшӳллӗн «Халӑхсен туслӑхӗ» орденпа наградӑланӑ
3 нарӑс1994 Шупашкар хулинче вилнӗ

Каялла