Биографи

 


Ашмарин
Николай Иванович - СССР Ӑслӑлӑх академийӗн член-корреспонденчӗ, профессор

Ашмарин Николай Иванович Етӗрне хулинче ҫуралнӑ, ачалӑхӗпе ҫамрӑклӑхӗ Кӑрмӑшра иртнӗ. Кунти пуҫламӑш шкулта пӗлӳ илнӗ хыҫҫӑн Чулхула гимназийӗнче вӗреннӗ.

1891 ҫ. Мускаври Лазаревсен Хӗвел тухӑҫ чӗлхисен институтне вӗренме кӗнӗ. Унта вӗреннӗ хушӑрах пулас тӗпчев валли материал пухма тытӑннӑ, «Этнографическое обозрение» журналта «Очерк народной поэзии у чуваш» ӗҫне пичетлесе кӑларнӑ. 1895–1919 ҫҫ. Хусанта Н.И. Ильминский уҫнӑ учительсем хатӗрлекен семинарире вӗрентнӗ. 1901–1917 ҫҫ. чӑвашла тата тутарла тухса тӑракан кӗнеке-хаҫата тӗрӗслесе тӑракан цензор ӗҫне туса пынӑ. 1917 ҫ. Ҫурҫӗр хӗвел тухӑҫ археологипе этнографи институтӗнче ӗҫлеме тытӑннӑ. 1919 ҫ. ӑна институтӑн ӑслӑлӑх канашӗ тӗрӗк чӗлхисен кафедрин профессорӗ пулма ҫирӗплетнӗ.

1920–1923 ҫҫ. тӗпчевҫӗ Чӑвашсен Чӗмпӗрти халӑха вӗрентес ӗҫ институтӗнче пулас учительсене чӑваш чӗлхи вӗрентнӗ.

1923–1926 ҫҫ. Азербайджан патшалӑх университетӗнче тюркологи кафедрине ертсе пынӑ. 1925 ҫултанпа – тюркологи докторӗ.

Хусанта Хӗвел тухӑҫ халӑхӗсен педагогика институтне уҫсан Чӑваш АССР правительстви чӗннипе Н.И. Ашмарин 1926 ҫ. Бакуран ҫак институтӑн чӑваш уйрӑмне ӗҫлеме куҫнӑ. Кунта вӑл 1931 ҫулчченех (пенсие тухнӑ вӑхӑт) чӑваш чӗлхи вӗрентсе пурӑннӑ.

Тӗпчевҫӗн чи пысӑк пӗлтерӗшлӗ ӗҫӗ – чӑваш сӑмахӗсен 17 томлӑ словарӗ. Унта пурӗ 40 пин сӑмаха яхӑн.

Малтанхи икӗ томӗ – 1910, 1912 ҫҫ., пӗтӗмӗшпе совет тапхӑрӗнче пичетленсе тухнӑ. 17 томӗ 1950 ҫ. Шупашкарта кун ҫути курнӑ.

Тюркологире тунӑ чаплӑ ӗҫӗсемшӗн 1929 ҫ. тӗпчевҫе СССР Ӑслӑлӑх академийӗн член-корреспондентне суйланӑ.

Тӗпчевҫӗ Хусан хулинче вилнӗ.

Краеведени музейӗнче. Авторӗ паллӑ мар.
Н.И. Ашмарин – сылтӑмран иккӗмӗшӗ, сулахайран пӗрремӗшӗ - Ю.А. Зайцев. Шупашкар. 1929.
Источник >>>