Н.И. Ашмаринӑн пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗн тӗп тапхӑрӗсем

 


    1870 ҫ. 4 октябрь   - Етӗрне хулинче купсасен ҫемйинче ҫуралнӑ.

    [1870]-1890 ҫ. -Ашмаринсем Кӑрмӑш хулине яланлӑхах пурӑнма куҫса кайнӑ. Кунтах вӑл пуҫламӑш пӗлӳ илнӗ, хулари училищӗнчен вӗренсе тухнӑ.

    1891 ҫ. - Чулхулари классицизм гимназийӗнчен вӗренсе тухнӑ.

    1891-1894 ҫҫ. - Мускаври Хӗвел тухӑҫ чӗлхисен Лазарев ячӗпе хисепленекен институтӗтенче вӗреннӗ, пӗрремӗш степеньлӗ дипломпа пӗтернӗ.

    1892 ҫ.
    - И. Н. Юркин этнограф тата писатель пухнӑ чӑваш халӑх юррисене тӗпе хурса "Очерк народной поэзии у чуваш" ятлӑ статья хатӗрленӗ, ӑна "Этнографическое обозрение" журналта пичетлесе кӑларнӑ.

    1895 ҫ. 1 декабрьтен
    - Хусанти халӑх ҫут ӗҫӗн ведомствине ӗҫлеме вырнаҫнӑ, унта вӑл 1927 ҫулчченех вӑй хунӑ.

    1895-1899 ҫҫ.
    - Хусанти крешшӗн-тутар тӗп шкулӗнче тутар чӗлхи вӗрентнӗ.

    1898 ҫ.
    - Хусан хулинче "Материалы для исследования чувашского синтаксиса" ятлӑ кӗнеки кун ҫути курнӑ.

    1899-1919 ҫҫ.
    - Хусанти учительсем хатӗрлекен вак халӑхсен семинарийӗнче географи вӗрентнӗ.

    1900 ҫ.
    - Унӑн "Чӑваш словарӗ хатӗрлемелли программи" икӗ хут пичетленсе тухнӑ.

    1900-1918 ҫҫ.
    - Хусанти учительсем хатӗрлекен вак халӑхсен семинарийӗнче вӗрентнӗ, Хусанти крешшӗн-тутар тӗп шкулӗн учителӗ пулса ӗҫленӗ. Ҫав вӑхӑтрах чӑвашла тата тутарла тухса тӑракан кӗнеке-хаҫата тӗрӗслесе тӑракан цензор ӗҫне туса пынӑ. Чӑваш чӗлхипе тӗпчев ӗҫӗсене малалла тӑснӑ.

    1901-1917 ҫҫ.
    - Хусанти вӗренӳ округӗн Куҫару комиссийӗпе тачӑ ҫыхӑну тытнӑ, мусульман кӑларӑмӗсен цензорӗнче тӑрӑшнӑ.

    1902 ҫ.
    - Тӗпчевҫӗн Хусан хулинче "Болгары и чуваши" ятлӑ кӗнеки тухнӑ.

    1903 ҫ.
    - Чӑваш чӗлхин синтаксис тытӑмне тӗплӗ тӗпченӗ хыҫҫӑн Хусан хулинче "Опыт исследования чувашского синтаксиса. Часть 1." кӗнеки тухать.

    1905 ҫ.
    - Хусан хулинче "Об одном мусульманском могильном камне в загородном архиерейском доме в Казани" статйи пичетленнӗ.

    1910 ҫ.
    - «Чӑваш сӑмахӗсен кӗнекин» (Thesaurus Linguae Tschuvaschorum) пӗрремӗш томӗ тухнӑ.

    1912 ҫ.
    - "Чӑваш сӑмахӗсен кӗнекин" (Thesaurus Linguae Tschuvaschorum) иккӗмӗш томӗ пичетленнӗ.

    1917 ҫ.
    - Хусанти тин ҫеҫ уҫӑлнӑ Ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫри халӑхсен археологипе этнографи институтне тутар тата чӑваш чӗлхисене вӗрентме чӗнсе илнӗ.

    1917-1920 ҫҫ.
    - Ҫурҫӗр хӗвел тухӑҫӗнчи халӑхсен археологипе этнографи институтӗнче чӑваш тата тутар чӗлхисен профессорӗ пулса ӗҫлеме тытӑннӑ.

    1919 ҫ. 5 сентябрь
    - Тӗпчевҫе Хусан хулинчи Ҫурҫӗр хӗвел тухӑҫӗнчи халӑхсен археологипе этнографи институчӗн тӗрӗк чӗлхисен кафедрин профессорӗ пулма ҫирӗплетнӗ.

    1920 ҫ.
    - Тӗпчевҫӗ арӑмӗпе ултӑ ачине пӑхса пурӑннӑ, ҫавна май ҫемьене нумай йывӑрлӑх тӳсме тивнӗ.

    1920 ҫ.
    - Чӗмпӗр хулине пурӑнма куҫнӑ.

    1920-1923 ҫҫ.
    - Чӗмпӗрте Чӑваш халӑха вӗрентес ӗҫӗн институтӗнче вӑй хунӑ.

    1920-1926 ҫҫ.
    - Чӗмпӗр хулинчи халӑха вӗрентес ӗҫӗн Чӑваш педагогика институтӗнче чӑваш чӗлхи теорине вӗрентнӗ.

    1920-1930 ҫҫ.
    - Республикӑра чӗлхе строительствин процесне хастар хутшӑннӑ.

    1923 ҫ.
    - Азербайджан патшалӑх университетӗнче ӗҫлеме пуҫланӑ.

    1923 ҫ.
    - "Опыт исследования чувашского синтаксиса" кӗнекен иккӗмӗш пайӗ пичетленсе тухнӑ.

    1923-1926 ҫҫ.
    - Азербайджан патшалӑх университетӗнче хӗвелтухӑҫ факультечӗн тюркологи кафедрине ертсе пынӑ.

    1925 ҫ. 3 февраль
    - Азербайджан патшалӑх университечӗн канашӗ йышӑнӑвӗпе тюркологи докторӗ ята тивӗҫнӗ.

    1925 ҫ.
    - Баку хулинче пурӑннӑ чухне чӑваш чӗлхине тӗпчеме пӑрахман, кунта вӑл "Подражание в языках Среднего Поволжья" ӗҫне вӗҫленӗ.

    1925 ҫ.
    - Шупашкар хулинче «Ваттисем каланӑ сӑмахсем» кӗнеке кун ҫути курнӑ.

    1926 ҫ.
    - Баку хулинче "Общий обзор тюркских говоров г. Нухи" монографи пичетленнӗ.

    1926-1931 ҫҫ.
    - Хусанта Хӗвел тухӑҫ педагогика институчӗн чӑваш уйрӑмӗн профессорӗ пулса ӗҫленӗ.

    1926 ҫ., ҫулла
    - Хусанти Хӗвел тухӑҫ педагогика институтӗнче чӑваш уйрӑмне уҫас ӗҫе хастар хутшӑннӑ. Час-часах Шупашкарта пулнӑ, Чӑваш енри ӑслӑлӑх учрежденийӗсемпе ҫыхӑну тытнӑ.

    1927 ҫ., март
    - Ҫурҫӗр хӗвел тухӑҫӗнчи халӑхсен археологипе этнографи институтӗнче тутар тата чӑваш чӗлхисене вӗрентнӗ.

    1927 ҫ.
    - Ҫурҫӗр хӗвел тухӑҫӗнчи халӑхсен археологипе этнографи институтӗнче тутар тата чӑваш чӗлхисене вӗрентнӗ.

    1928 ҫ.
    - Хусан хулинче мимологи теорийӗпе "О морфологических категориях подражаний в чувашском языке" тӗпчев ӗҫӗ пичетленсе тухнӑ.

    1928-1950 ҫҫ. - 17 томран тӑракан "Словарь чувашского языка" (Thesaurus Linguae Tschuvaschorum) кӗнеки тухнӑ.

    1929 ҫ., 31 январьтен - 1929 ҫултанпа СССР Ӑслӑлӑхсен Академийӗн член-корреспонденчӗ. Чӑваш наукӑпа тӗпчев институчӗн наукӑпа культура канашӗн хисеплӗ членӗ пулса тӑнӑ.

    1933 ҫ., 9 май
    - Чӑваш АССРӗн халӑх комитечӗн Канашӗ "По изданию академического словаря чувашского языка профессора Н.И. Ашмарина" постановлени йышӑннӑ.

    1933 ҫ., 26 август
    - Кун-ҫулӗ Хусан хулинче вӗҫленнӗ.

    1950 ҫ.
    - "Словарь чувашского языка" (Thesaurus Linguae Tschuvaschorum) кӗнекен 17-мӗш томӗ кун ҫути курнӑ.

    1994-2000 ҫҫ.
    - 17 томлӑ "Словарь чувашского языка" кӗнекене тепӗр хут пичетлесе кӑларнӑ.