Э. Дмитриева

Пирĕн Çеçпĕл


Шупашкарти улттăмĕш вăтам шкулта вĕренекенсем кăвар чĕреллĕ поэта «пирĕн Çеçпĕл Мишши» теççĕ. Çапла калама вĕсен сăлтавĕ те пур. Поэтăн çуралнă кунне палăртасси, Çеçпĕл эрнине çулсерен ирттересси, çыравçăсемпе тĕл пулусем йĕркелесси шкулта йăлана кĕнĕ. Ĕлĕкрех литература каçĕсенче Петĕр Хусанкайпа Никифор Ваçанкка поэтăн пурнăçĕпе пултарулăхĕ, тĕнче курăмĕ çинчен вĕренекенсене интереслĕн каласа пани халĕ те асра. 1963 çулта пирĕн шкулта Çеçпĕл премийĕн лауреачĕ Юрий Збанацкий пулса хăйĕн кĕнекине асăнмалăх алă пусса парнелерĕ, аса илĕвĕсемпе вĕренекенсене паллаштарчĕ. Вăл çиччĕре чухнех Çеçпĕле курнă иккен. Каярахпа ун çинчен кĕнеке çырас шутпа Шăхасан тăрăхĕнче пулнă, Çеçпĕл Мишши амăшĕпе сехечĕ-сехечĕпе калаçнă, поэтăн Остер таврашĕнчи çулĕ-йĕрĕпе утса тухнă. Çакăн хыççăн «Çеçпĕл» роман çуралнă. «Çеçпĕл» кинофильмра тĕп роле вылянă Иосиф Дмитриев артистпа, поэт шăллĕпе - Гурийпе, тĕрлĕ çыравçăсемпе тĕл пулни те шкул ачисен асĕнче нумайлăха юлчĕ.

Остер хулинчи шкул ачисем пирĕн шкулта икĕ хутчен пулчĕç. Вĕсен «Нимене» ятлă ушкăнĕ юрлани вĕренекенсен чун-чĕринче ырă туйăмсем хускатма пултарчĕ. Украин хĕрачи Людмила Цымбалюк çапла каларĕ: «Эпĕ шкула кайнă чухне кашни кунах Çеçпĕл вил тăпри умĕпе иртетĕп. Унта çитсен шалти темĕнле туйăм мана яланах кăштах чарăнса тăма хистет. Çуркунне вара, çеçпĕл çурăлсан, çурхи пĕрремĕш чечеке эпĕ чи малтан кунта килсе хуратăп. Çеçпĕл ячĕ мана тÿрĕ кăмăллă та çутă тĕллевлĕ пулма хавхалантарать». Çакăн йышши тĕл пулусем вĕренекенсене поэт пурнăçĕпе, пултарулăхĕпе кăсăкланма хавхалантараççĕ.

Çеçпĕл çуралнă кунне тĕрлĕрен паллă тăватпăр. Активлă усă куракан формăсенчен пĕри - литература каçĕ. Сăвăç хайлавĕсене те вулатпăр унта, юрлатпăр, викторина ирттеретпĕр. «Ку таранччен чăваш сăмахĕ илтĕнмен – халĕ чăваш юрри илтĕнĕ; чăваш сăмахĕ Атăл хумĕ пек, вăрман сасси пек, кĕсле сасси вырăнне пулĕ. Вăхăт çитĕ...» Çеçпĕл Мишшин çак шухăшĕ литература каçĕнче пирĕн яланах тĕп вырăнта. Çак уявсене хальхи çыравçăсене те чĕнетпĕр. Юлашки хутĕнче Юрий Сементер, Валерий Туркай поэтсем хăйсен сăввисене вуласа савăнтарчĕç.

Çакăнпа пĕрлех аслă классенче вĕренекенсемпе эпир «Чунăмçăм, çунатăмçăм» ятпа литература каçĕ ирттеретпĕр. Паллă ĕнтĕ, А. П. Червякова аллинче Çеçпĕлĕн çĕре яхăн çырăвĕ упранса юлнă. Вĕренекенсем вĕсене чăвашла та, вырăсла та пысăк туйăмпа вуласа, поэтăмăрăн таса чун-чĕрине, çынлăхне, вăл хĕрарăм умĕнчи тивĕçе мĕн тери пысăка хунине палăртма тăрăшаççĕ.

Наци библиотекин уявĕсене хутшăнса та пирĕн вĕренекенсем Çеçпĕл Мишши çинчен ытларах пĕлме тăрăшаççĕ. 1979 çула аса илетĕп, 6-мĕш шкулта вĕренекенсем Наци библиотекин пысăк пÿлĕмĕнче, кунтах çыравçăсем, культура ĕçченĕсем те йышлăн. Пурте Çеçпĕл Мишши тусне, çывăх юлташне Павел Бекшанские курасшăн. Тăхтавра ун патне пытăмăр. Вĕренекенсен аллинче – «Кăвар чĕре» кĕнеке. П. Бекшанский асăнмалăх алă пусса çак сăмахсене çырса пачĕ:

«Внукам и правнукам – школьникам.

Знайте и любите Сеспеля, пламенного коммуниста и комсомольца, первого поэта Советской Чувашии.

Павел Бекшанский.

2. XI. 1979».

Ку вĕренекенсемшĕн Çеçпĕл Мишшипе тĕл пулнă пекех пулчĕ.

Юбилей кунĕсенчен пĕринче 5-7-мĕш классенче вĕренекенсем валли «Тĕнче çути кăтартнипех, анне, тавтапуçа эс тивĕç манăнне» девизпа уяв ирттертĕмĕр. Çеçпĕл Мишши амăшĕ Агафья Николаевна каласа панине В. Давыдов-Анатри поэт çырса илнипе анлăн усă куртăмăр. Миша Кузьминăн ачалăх кунĕсем, вăл амăшне мĕн тери юратни, хисеплени ачасен куçĕ умне яр уççăн тухса тăчĕ. Уява çак йĕркесене каласа вĕçлерĕмĕр. «Чыс та мухтав хĕрарăма - этем амăшне, ун юратăвĕн вĕçĕ-хĕрри çук, вăл хăйĕн кăкăрĕпе пĕтĕм çут тĕнчене тăрантса çитĕнтернĕ. Этемре мĕн пур лайăххи, ырри – хĕвел хĕлхемĕпе амăшĕнчен килет». Юлашки çулсенче 6-мĕш шкулта вĕренекенсем «Çеçпĕл кăвайчĕ» фестивале те хастар хутшăнчĕç. Кунта пирĕн ачасем тĕрлĕ çĕртен килнĕ вĕренекенсемпе тĕл пулса калаçма, çыхăнусем йĕркелеме пултарчĕç, Çеçпĕл сăввисене вулас пултарулăха туптарĕç. Наташа Смолина, Владимир Жаров малти вырăнсене йышăнчĕç, парнесем илме тивĕç пулчĕç.

Çеçпĕл Мишши çуралнăранпа 100 çул çитнĕ тĕле вара шкулта музей-пÿлĕм уçрăмăр. Унта – кăвар чĕреллĕ поэтăмăр пурнăçне халалланă стендсем, ачасем хăйсем хатĕрленĕ альбомсем, Украинăра чăваш поэтне асăнса лартнă палăк ÿкерчĕкĕ. Асăнмалăх алă пусса панă кĕнекесем йышлă.

Çапла вара Çеçпĕл Мишши ячĕ пирĕн вĕренекенсемшĕн чи çутă ятсенчен пĕри, вăл яланах пирĕн шкулта.


Дмитриева, Э. Пирĕн Çеçпĕл / Э. Дмитриева // Халăх шкулĕ = Народная школа. – 2000. – № 1. – С. 28-29.


Литература о жизни и творчестве М. Сеспеля

Библиография