В. Иванов

Çеçпĕл Мишши – шкул шăнкăравĕ


Мĕншĕн-ши пирĕнтен 100 çул аякра тăракан поэтăмăр пысăккăн курăнать? Инçетре çÿрекен çынсем пĕчĕк курăнаççĕ, аякалла кайнă май, çул юписем те патак пек кăна тăрса юлаççĕ, çÿл тÿпере вĕçекен сывлăш карапĕсем кайăк пысăкăш курăнаççĕ... Çeçпĕл вара пачах та урăхла – мĕн чухлĕ пирĕнтен аяккарах каять, çавăн чухлĕ вăл улăпланса пырать. Украинăна кайса çухалчĕ пулсан та, çулсерен Шупашкарта та, Остерта та ÿснĕçемĕн ÿсет пирĕн вилĕмсĕр поэтăмăр пĕвĕпе те, ăсĕпе те. Эпир ăна тепĕр чух хамăрăн пĕчĕк чалăшсемпе виçме пăхатпăр. Ку ăнланса илменрен ĕнтĕ, мĕншĕн тесен Çеçпĕл генийĕ стандартлă мар, унăн пултарулăхĕн чикки çук, вăй-хăвачĕн виçи çук. Утмăла та утăпăр, çитмĕле те çитĕпĕр, çапах та Çеçпĕл çырнă «Пирĕн вăй» манифеста асăрхаман пек пулатпăр, поэт ылханавĕ хамăра çитесрен хăраман пек тыткалатпăр. Пĕтĕм халăха, тÿре-шаралăха, пĕтĕм ăсчаха çунтарма, хăртма, кăларса ывăтма пултараççĕ вĕт кăвар чĕреллĕ çaп-çамрăк каччă хăйĕн юнĕпе çырса хăварнă, тимĕр пек хытă сасăпа тупа тунă сăмахсем:

Чун савнă чăваш чĕлхийĕ
Пĕтмелле пулсан, –
Усал курăк та ан шăттăр
Ман тăпра çине;
Çĕр çуралтăр та çĕр çăттăр
Вил шăммăмсене.

Çĕр ан чĕтретĕр тесен, ĕмĕр-ĕмĕр чăваша çирĕп тытса тăнă Киремете ÿкĕте кĕртер те Çеçпĕл поэзине, унăн аслати пек хăватлă сăввисен философине ваттине те, вĕттине те çитерме тăрăшар, пурнăçлама тапратар. Çак пархатарлă ĕçре, паллах, вĕренÿçĕсемпе вĕрентÿçĕсен тÿпи пысăк вырăнта. Вĕсене валли ятарласа каланă сĕнÿсем Çеçпĕлĕн туп-тулли, шырама та кирлĕ мар – ал тупанĕ çине лартса ăшăтмалла та халăх хушшине вĕçтермелле çеç. Мĕншĕн тесен пирĕн поэтăмăр – шкул шăнкăравĕ, урока та, урокран та ачасене хăвалакан хăват, шăнкăравăн кĕвви те, çемми те, ылтăнĕ те, кĕмĕлĕ те. Шăнкаравĕ пĕчĕккĕ кăна, сасси çинçе, анчах вăйĕ чан çапнинчен те, пуйăс шăхăрнинчен те, завод труби янравĕнчен те витĕмлĕрех – пĕр минутранах пур ача та класра парта хушшинче. Юратса, хисеплесе çырать Çеçпĕл кун пирки ачаш сăмахсемпе:

Ылтăн кĕвĕ-çемлĕ
Пĕчĕк шăнкăрав
Ирсерен илемлĕн
Урока йыхăрать.

Мĕншĕн хаклă-ши шкул шăнкăравĕ поэтшăн? Мĕншĕн тесен шăнкăрав çамрăк ăрăва чăвашлăха вĕрентет, ачапчан çут çанталăк панă ăсне тивĕçлĕ аталантарать, унăн пĕлÿшĕн çунакан ĕмĕтне асăрхать те пурнăçа кĕме çул уçать. Касаккассинче те, Шăхасанта та, Теччĕре те, Украинăра та Çеçпĕл хăлхинче шăнкăрав йыхравĕ янраса тăнă. Поэт вара хăй пирĕншĕн шăнкăрав пулса тăчĕ, паян та малалла хастарлă та хыт утăмлă утма чĕнет. Çулĕ такăр пултăр тесен, çулçÿревçĕн хăйне тытма пĕлмелле, паянхи чĕлхепе каласан, дисциплина çирĕп пулмалла. Шкул шăнкăравĕ ачана йĕркене хăнăхтарать – урокра та, коридорта та, пĕлу паракан дисциплинăсем урлă уйрăмах.

Чаплă поэтсем яланах пултаруллă халăх педагогĕсем. Çеçпĕл пултарулăхĕ миçе ăрăва чăн-чăн патриотизм çулĕ çине илсе тухнă пулĕ! Унăн поэзийĕн тĕп никĕсĕ ирĕклĕх пулни те куç умĕнчех, ку енĕпе поэтăмăр тĕнче литературин классикĕсемпе пĕр шайра тăрать: ирĕклĕхе вăл пĕртанлăхран тата тăванлăхран уйăрмасть. Чăн-чăн революционерсем тĕнче историнче ĕмĕр-ĕмĕр хăйсен тĕллевне виçĕ сăмах урлă халăха çитернĕ: фратерните, эгалите, либерте. Анчах вĕсем этем ирĕклĕхĕшĕн кăна мар, çут çанталăк ирĕклĕхĕшĕн те тăрăшнă. Чăваш çут çанталăк ачи пулнине поэт пĕлнĕ, çавăнпа та унăн сăввисенче тăтăшах Атăл, тинĕс, каç, уй-хир, хĕрлĕ мăкăнь, пахча, йывăç, сăрт, вăрман темăсем тĕл пулаççĕ. Анăçалла пăхсан та тÿрех асăрхама пулать – ăслă çынсем çут çанталăка хăйсен тусĕ вырăнне хурса юратнă. Фридрих Шиллер, калăпăр, çапла çьрса хăварнă: Der gebildete Mensch macht die Natur zu seinem Freund und ehrt ihre Freiheit (Вĕреннĕ çын натурăпа туслă, унăн ирĕклĕхне чыслать). Нимĕç классикĕн тепĕр шухăшĕ вара ятарласа Çеçпĕл çинчен каланăн туйăнать: Der Weg zu dem Kopf muβ durch das Herz geoffnet werden - Чĕре витĕр çул мимене çитет. Çеçпĕлĕн чĕре витĕр тухман сăмах пĕрре те çук, ăна кашни шкул ачи пĕлет:

Чăваш! Чăваш! Чăваш! Чăваш!
Сан ыйăхлă уюсене,
Сан лăпкă кăмăллă, ачаш,
Йăваш-айван ялусене
Савмашкăн манăн халăм çук...

Çеçпĕл çут çанталăк ачи пулни çинчен тата унăн поэзийĕ педагогикăшăн хаклă пулнине каларăмăр пулсан, поэт чăваш арăмне валли ятарласа çырнă халала аса илер:

Ачăрсене вĕрентме те эсир ан ÿркенĕр:
Чăваш çĕрне юратмашкăн вĕсене вĕрентĕр.

Ачапа амăшĕн пĕрлĕхне, вĕсем пĕрле кăна ирĕке тухма пултарнине поэт курнă. Шиллер та çак шухăшсенех палăртать: Der freisten Mutter freie Sohne (Чи ирĕклĕ амăшĕн кăна ывăлĕсем ирĕклĕ). Ирĕклĕх теми икĕ поэта пĕрлештерет кăна мар, вăл вĕсене тăванлатать те. Ирĕклĕх çук пулсан, пуянлăх пирки те, гуманизм çинчен те, илемлĕх пирки те сăмах тапратни вырăнсăр. Çеçпĕлĕн «чăваш хулисенче ирĕклĕ чăвашсем». «Эй эс, Ирĕклĕх, хĕрлĕ ялавçăм!» е Шиллерăн «Er hat die Freiheit immer mehr geliebt als das System (Ирĕклĕх системăран хаклăрах) сăмахĕсем пирĕн пата çитнĕ чи пысăк ĕмĕтсем, вĕсемшĕн çапăçса мĕн чухлĕ çын пуçĕсене хунă, хураççĕ паян кун та. Çеçпĕлпе Шиллер та, Хусанкайпа Гейне те, Ивановпа Гете те ирĕклĕхшĕн кĕрешсе хăйсен кĕске е вăрăм ĕмĕрĕсене ĕмĕрленĕ, анчах халĕ те вĕсем пирĕнпе пĕр ретре, Çеçпĕл калашле, пирĕн вăй пулса тăраççĕ. Енчен те Гетен «ирĕклĕ халăхăма ирĕклĕ çĕр çинче курăттăм» (das freie Volk auf dem freien Boden) ĕмĕчĕ пурнăçланчĕ пулсан, Çеçпĕлĕн «тин ирĕке тухрăн, тĕп чăваш чĕлхи» е «Таса Ирĕк юрри чĕререн янрама пăрахмĕ» тĕллевĕсем те хут çинче кăна юлмĕç.

Çапла вара, чăвашсемпе нимĕçсен поэчĕсем ăнланнă тăрăх, «ылтăн кĕвĕ-çемлĕ пĕчĕк шăнкăрав» янракан шкулсенче виçĕ дисциплина тĕп вырăнта пулмалла – анне чĕлхи (Muttersprache), атте çĕр-шывĕ (Vaterland), Ирĕклĕх (Freiheit). Ку тĕллевсем Çеçпĕле тивĕçтереççĕ.

Die Guelle aller Geschichte ist die Tradition, und das Organ der Tradition ist die Sprache. Епле куçарма пулĕ-ши çак Шиллер каланă шухăша Çеçпĕл сăмахĕсемпе? Иккĕленме кирлĕ мар, талант таланта аякранах асăрхать, вĕсем пĕр шухăшлă пулнине çирĕплетме йывăр мар: «Сире аса килет-и авалхи? Шухăшлăр-ха! Астăвăр, ваттисем», «Чиркÿсенче хамăр чĕлхепе турра кĕл туса савăнса юрлăпăр», «Эй ваттисем! Тăван çĕр-шывăн капăр чĕлхине ялан савма хушса хăварăр». Çапла, традици, истори, аваллăх пирĕншĕн те, нимĕçсемшĕн те çăлкуç, унсăрăн телейлĕ наци пулас çук, тăван çĕр-шыв та тĕнче картинчен тухса ÿкĕ. Çеçпĕл питĕ хăранă çак пысăк хăрушлăхран, анчах авалхи йăла-йĕркене упраса хăварма майне-çулне шыраса тупнă. Çав мăн çулăн ячĕ «чĕлхе-юрă» пулать. Чăваш чĕлхисĕр, чăваш юррисĕр çĕр-шыв – пирĕн мар. Нимĕçле пĕлнĕ-и, пĕлмен-и Çеçпĕл – калама çук, анчах та Германири ăсчахсем ламран лама хăйсен кодексне çитерсе тăнă: Die Wahre Heimat ist eigentlich die Sprache (Тăван çĕр-шыв - тăван чĕлхе кăна). Чăвашпа чăваш тăван чĕлхепе калаçсан поэтăмăрăн çĕр çуллăх программи пурнăçа кĕретех. Енчен те эпир, Шиллер калашле, организмсем мар, механизмсем кăна пулса юлтăмăр пулсан, Çеçпĕл программине тултараймăпăр.

«Татăр ăслăлăхăн ешĕл çулçине» (Çеçпĕл). Шиллер педагогикăшăн пысăк пĕлтерĕшлĕ çак шухăша ирĕклĕхпе çыхăнтарнă (frei durch Vernunft). Авалтанах килет ĕнтĕ ку вĕрентÿ: Sciencia potencia est. Анчах та Çеçпĕл революционер пĕлÿ категорине икĕ пая пайлани сисĕнет: пурнăçа юрăхлă пĕлÿ тата никама та кирлĕ мар пĕлÿ. Çавăнпа та вăл ăслăлăхăн типсе хăрнă, пăнтăхнă çулçисене пĕлÿ вырăнне хумасть. Уншăн ешĕл çулçăсем кăна хаклă, практикăшăн усăллă теори кăна кирлĕ. Каснă-лартнă Гете афоризмĕ: Grau, teurer Freund, ist alle Theorie, und grun des Lebens goldner Baum (теори - тĕссĕр, пурнăçăн ылтăн йывăçĕ -симĕс). Çеçпĕл эткерĕ ăслăлăхăн ешĕл çулçи вырăнĕнче пулсан, каламасăрах паллă, чăваш шăпи телейлĕ пулĕ, поэтăн «тĕттĕмлĕхрен тухăр çутă çул çине» хушуне эпир хăвăртрах пурнăçлапăр. Тепĕр чухне çул сине тухни те çителĕклĕ пек туйăнать, анчах та Çеçпĕл максималист пире çутă çул çине кăларасшăн: тĕтреллĕ çанталăкри çулпа çÿреме питех те хĕн, çавăнпа хĕн-хур айĕнчен хăтăлма çутă çулах кирлĕ. Поэт кашни сăмаха çырас умĕн сехечĕпе шухăша кайман пулĕ, анчах та чунĕпе пуян пулнăран вулакан валли чи кирлĕ сăмахсемпе сăвă сăвăланă – калан сăмах чунтан тухмасть пулсан, харам эпир мĕн калани. Поэтăн кашни йĕрки вулакан чĕрине вутпа вăратса унта илем те тĕрĕслĕх çуратать. Çавăнпа та Çеçпелĕн поэзийĕ гениллĕ тени тĕрĕсех мар – унăн кашни йĕрки гениллĕ. Апла пулсан, Çеçпĕле куçаракансен питĕ асăрхануллă пулмалла. Калăпăр, вырăсла «Выходите все /Из темницы мук! На большой стезе /Ждут плоды наук» вариантра сăмахĕсем илемлĕ, çав вăхăтрах тĕрĕслĕх çук, нимĕнле «ешĕл çулçă» та курăнмасть, темĕнле вăйлă куçлăх витĕр пăхсан та «çутă çула» асăрхаймăн. Тен, Шиллер асăрхаттарăвĕсене шута илмелле - пултарулăх илемлĕ пулни çителĕксĕр, вăл вĕрентмелле - eine schone lehrende (didaktische) Kunst пулмалла.

Пĕлÿре дифференциаци çирĕп пулмалли çинчен каланă шухăшсене пĕтĕмлетме каллех Шиллерах хушар-ха: Vor einer Vernunft ohne Schranken ist die Richtung zugleich die Vollendung, und der Weg ist zuruckgelegt, sobald er eingeschlagen ist. Тарăн шухăшлакан философ пулнă çав нимĕç классикĕ, виçесĕр пĕлÿ пуçланă ĕçе пĕтерсе хума пултарнине вăл чухланă, каяс çула та питĕрсе хурса çынна каялла тавăрнине вăл нумай курнă иккен. Кĕскен чăвашла каласан, темĕн те «пĕлекен» пакăлтатакансемпе сÿпĕлтетекенсем сахал мар шар кăтартаççĕ. Е пĕтĕмпех пĕлетĕн, пурне те курнă пулсан, мĕн тума тухатăн çула? Çеçпĕл мĕншĕн çула тухни вара питех те паллă – «çĕнĕ шухăш ĕçме».

Пĕлÿ тени мĕскер-ши çав? Хуравне каллех Çеçпĕл пурнăçĕнче тупма пулать: кам пурнăç чăнлăхне пĕлесшĕн çуннă, хăй шухăш-туйăмне яр уçса каланă, çавна хăваланă, хĕненĕ, çакнă, çунтарнă. Ку шухăшсене, йывăр пулсан та, йышăнмаллах: тĕрĕслĕх шыракансен шăпи çăмăл мар. Çеçпĕлĕн те шăпи урăхла пулма та пултарайман: поэт ытла та йăваш, таса, çепĕç чунлă çамрăк, эппин, вĕри пулнă çав. Чи малтан вăл хăйне шеллемен. Аса илер-ха, Киевран Чернигова сĕлкĕш тăрăх çаруран утса çитнĕ, выçăллă пурăннă, хăйĕн юлашки çăкăрне ачасене панă. Çав вăхăтрах аса илекенсем поэтăн çемçе чунне палăртаççĕ. Çапла вара, характера виçмелли критерисем витĕр пăхсан, Çеçпĕл питĕ чаплă персона шутланать: Strenge gegen sich selbst mit Weichheit gegen andre verbunden, macht den wahrhaft vor-trefflichen Charakter aus (Хăйне çирĕп тытни ыттисемпе çемçе тытнипе çыхăннă пулсан, ку вăл чăн-чăн кăмăла пĕлтерет). Çеçпĕлĕн характерне чăваш тĕнчи формăланă, асăннă тĕнче литературин классикĕн сăмахĕсем ăна питех те тĕрĕс хак параççĕ. Нимĕн иккĕленмесĕрех калама юрать: чăваш поэтне этемлĕх историнче вырăн тупăнатех.

Çеçпĕлпе Шиллера тăванлатма шутларăмăр пулсан, пăнчă лартас умĕн, нимĕç поэчĕн тепĕр сăмах çаврăнăшне чăваш поэчĕн шăпипе виçер-ха: Er soil sich der Welt gegeniiber stellen, weil er Person ist und soil Person sein, wsil ihm eine Welt gegeniiber stent - Çын пĕтĕм тĕнчене хăйне хирĕç тăратать, мĕншĕн тесен вăл пĕр çын (персона), тата персона (чăн-чăн çын) пулмалла, мĕншĕн тесен тĕнче ăна хирĕç. Çак сăмахсем пĕтĕмпех Çеçпĕле пырса тивеççĕ. Ун евĕр вăйлă, хăюллă, чуралăх психологине аркатакан геройсем ĕмĕрте пĕрре çуралаççĕ. Калăпăр, 500 çул каялла нимĕçсен Лютер тупăннă. 100 çул каялла чăваша валли Çеçпĕл тупăнчĕ. «Санăн кунта мĕн ĕç пур» тесе Лютер Рима калама пултарнă. Çак сăмахсенех Çеçпĕл Мускава калама хăйнă. Пур-ши паян ку енĕпе Çеçпĕле евĕр пĕр çын та пулин? Ку ĕнтĕ риторикăлла ыйту кăна. Çеçпĕл пĕччен пирĕн евĕр этемсен тĕнчине хирĕç тăрать. Унăн йывăрлăхне ни утăмпа, ни çухрăмпа, ни чалăшпа, ни пăтпа виçсе тухаймăпăр. Пурнăçри юлашки утăмне те поэт хыт утăмпа утса тухрĕ, çил-тăвăла хирĕç сурчĕ, ултавлă йĕри-тавралăха хирĕç çĕкленчĕ.

Çеçпĕле тĕнче классикĕн шухăшĕсемпе хаклама май пуррине куртăмăр. Çавăнпа кăна вăл чăн интернационалист шутланать. Гениллĕ поэтăн сăмахĕсем пур чĕлхепе те хăватлăн янăраççĕ. Нимĕçле унăн темиçе йĕркине çеç итлесе пăхма сĕнесшĕн:

Йывăр асапран та,
Тимĕр сăнчăртан та
Эсĕ парăнмасăр
Хăтăлтăн пулсан, –
Пулас пурнăçра та
Çивĕчпе хăватлăх    
Ют чĕлхесенчен те
Кая пулмĕ сан.

Wenn du schwere Plagen
Und eiserne Ketten
Ohne Niederlagen
Durchbestanden hast,
Wirst du auch weiter
Im kommenden Leben,
Wie die fremden Sprachen
Scharf und mutig sein.

Иванов, В. Çеçпĕл Мишши – шкул шăнкăравĕ / В. Иванов // Халăх шкулĕ = Народная школа. – 2000. – № 1. – С. 15-18.


Литература о жизни и творчестве М. Сеспеля

Библиография