Н. Иванов

Поэтăн Украинăри кунĕсем


1921 çулхи апрелĕн 23-мĕшĕнче Чăваш облаçĕнчи Çутĕç пайĕ çумĕнчи куçару комиссийĕн членĕ М. К. Кузьмин-Çеçпĕл Мишши облаçри Ĕçтăвкома çыру ярать. «Çулла çÿреме манăн çипуç çук, райпродкомран пир-авăр ыйтсаттăм, усси пулмарĕ. Çавăнпа та Облĕçтăвком Райпродкома мана тумтир çĕлетме 10 аршăн пир-авăрпа шалтан тыттармалăх пусма тата икĕ чăркам çип пама çырса ямĕ-ши тетĕп», – тенĕ вăл унта. Поэт ыйтăвне Облĕçтăвкомăн ларăвĕнче апрелĕн 28-мĕшĕнче пăхса тухнă, «Кузьмин гp-ин ăста куçаруçă пулса тунă ĕçсене шута илсе, Облпродкома унăн ыйтăвне тивĕçтерме, ăна айри икĕ кĕпелĕх, çири тумлăх материал тата сăран пушмак пама хушас: çак япаласем Облпродком аллинче çук-тăк, вĕсене облаçри ытти райпродкомсенчен çыртарса илсе парас», – тесе йышăннă. Çакăн çинчен Çеçпĕл Мишшине çийĕнчех çырупа пĕлтернĕ, ăна питĕ хăвăрт тумлантарнă. Çакă В. И. Ленин сĕннипе Мускавран чăваш халăхне ярса панă япаласен шутĕнчен пулнă. Çапла чыс тунă тăван поэта çĕршыв. Хăйĕн паллă ывăлне мĕн пуррине уйăрса панă.

Крыма каясси Çеçпĕл Мишшин кĕтмен çĕртен килсе тухнă. 1921 çулхи майăн 7-мĕшĕнче Шупашкартан ултă çынна Чулхулари эвакопункт урлă кăнтăра юсанма ямаллине пĕлнĕ. Етĕрнене, Çĕрпĕве, Сĕнтĕрвăррине васкавлă телеграмма çаптараççĕ, майăн 14-мĕшĕ тĕлне çынсем тупса хатĕрлеме ыйтаççĕ. Çавăн çинченех хаçат урлă пĕлтерме шутлаççĕ, хутне те çыраççĕ. Пĕлтерÿне вăхăтра çапса кăлараймаççĕ. Çапах пилĕк çын тупăнать, вĕсенчен пĕри - Çеçпĕл Мишши. Чăваш облĕçтăвком председателĕн заместителĕ С. А. Коричевпа иккĕшне пĕрле яраççĕ Крыма. С. А. Коричев аса илнĕ тăрăх, Çеçпĕл Мишши çавăн чухне хăйне питĕ лăпкă тытнă, унăн питĕнче вĕçĕм савăк кулă çиçсе тăнă; йăрă утса çÿренĕ, хастар курăннă. Çакăн сăлтавĕ поэт каллех халăхпа, çынсемпе çывăхланнинче, вăл хăйĕн ĕçĕсемпе тăван халăха усă кÿрессине тата вăйăрах туйса илнинче пулнă.

Çеçпĕл судне 1921 çулхи май уйăхĕнче ирттерме палăртнă пулнă. Анчах такам чарать, темен чăрмантарать - суда пуçармаççĕ. Чирлĕ Çеçпĕл Мишшин чăтăмĕ пĕтсе çитет. Тăван патшалăх Крыма кайма сĕнни ăна хĕскĕчрен хăтарать. «Ыран Крыма тухса каятăп, – тесе пĕлтерет поэт А. П. Червяковăна майăн 10-мĕшĕнче. – Таçтан-мĕнтен чăрмав сиксе ан тухтăрччĕ çеç. Ĕçе пĕтермерĕç-ха. Тухса тарса ĕлкĕресчĕ. Тĕпĕ-йĕрĕпе çул çинчен çырса ярăп. Каяймарăм-тăк – ыран çыру çырăп...

Паян хĕрсе ĕçлетĕп. Çĕлетăп, çыхатăп, майлатăп, анчах, çĕр çăтасшĕ, ман курçинккĕ те, чăматан та çуккă. Сывă пултăр тĕнче кĕлмĕçĕ!»

1921 çулхи майăн 11-мĕшĕнче вăл хăйĕн тахçанхи тусĕ Ревтрибунал председателĕ А. П. Лбов патĕнче пулать. Çеçпĕл Мишши А. П. Лбова çывăх пĕлнĕ, ăна хисеплесе «Чăваш чĕлхи» сăвă та çырнă. Тăван тăвана ăнланасса шаннах-тăр вăл. А. П. Лбов малтан Çеçпĕл Мишшине Шупашкартан кайма тÿрех ирĕк парать, хутне те çырса хурать. Анчах... алла памасть. Унтан тепĕр хут çырать, Çеçпĕл Мишшине тыттарать. Çавă хут чăваш поэчĕшĕн çăлăнăç хучĕ пулса тăрать. 1921 çулхи майăн 11-мĕшĕнче Чăваш облаçĕнчи Ревтрибунал панă 783 №-лĕ хут:

УДОСТОВЕРЕНИЕ

Дано сие тов. Кузьмину Михаилу в том, что принадлежавшие ему документы, как-то: отпускной военный билет и другие действительно находятся в деле, имеющемся в производстве Облревтрибунала Чувашской Автообласти, что подписью и приложением печати удостоверяется.

ПРЕДСЕДАТЕЛЬ А. ЛБОВ.


Шупашкарпа Çеçпĕл Мишши 1921 çулхи майăн 12-мĕшĕнче каçкÿлĕм сывпуллашнă, Чулхулана майăн 14-мĕшĕнче çитнĕ. Кунта вăл майăн 18-мĕшĕччен пурăнать, Крыма пĕр-ик эрнерен çитет. Кăнтăр хĕвелĕ, кăнтăр ăшши, кунта тĕл пулнă ырă та хастар çынсем чăваш поэчĕ кăмăлне уçăлтарсах яраççĕ, çине-çине çĕнĕ сăвă çыртараççĕ. Унта вăл хăйĕн йывăр хуйхине манать, çын телейне тупать. Ĕç уншăн каллех савнăç вучахĕ пулса тăрать. Вăл вăхăтра çĕршывра нумай паллă ĕçсем туса ирттернĕ. Мускавра Коммуниста Интернационалĕн конгресĕ пухăннă, Çеçпĕл Мишши çав ĕçсене сăнасах тăнă, вĕсем унăн чĕринче хăватлă та мăнаçлă кĕвĕсем çуратнă. Вăл çавăн чухне хастарлă сăвăсем çырнă: «Çĕн Кун аки» (июнĕн 7-мĕшĕ), «Тинĕсе» (июнĕн 12-мĕшĕ), «Инçе çинçе уйра уяр...» «Катарам каç килсен...», «Кивви çĕтет..» (июнĕн 16-мĕшĕ], «Шăршлă каç йывăрри...» (июнĕн 26-мĕшĕ) тата ыттисем те. Кунта поэт Мускав вырăсĕ Сергей Алексеевич Ивановпа, Украина ачисем Кирилл Иовович Турганпа, Федор Николаевич Пакрышеньпе тата Сергей Павлович Сагалатовпа çывăх туслашнă, çав туслăх ячĕпе сахал мар сăвă кĕвĕленĕ. Пĕчĕкрен Украинăна юратса пурăннăран-и, е йывăр кунсенче, выçлăх çулсенче, хăйне тăван-пĕтен вырăнне хурса йышăнасса сиссе-и, Çеçпĕл Мишши уйрăмах К. И. Турганпа Ф. Н. Пакрышене хытă кăмăлласа пăрахать. Тăван пек курнă вăл вĕсене, хăй каларăш, чечеклĕ Украина ывăлĕсене. «Мишшие ăсшăн тата пролетариата таса чунлă пулнăшăн пурте юрататчĕç», – аса илнĕ кайран Ф. Н. Пакрышень. «Июнь вĕçĕнче, – тет Ф. Н. Пакрышень, – хаçатсем Атăл тăрăхĕнче шăрăх кунсем тăни çинчен çырма тытăнчĕç, выçлăх сăмах сарăлчĕ. Çавсем Мишши кăмăлне питĕ хуçса хучĕç. «Манăн тăван çĕршыв вилсе выртрĕ ĕнтĕ»,– тетчĕ вăл час-часах. Хаçатра çырнисене ялан тĕплĕн вулатчĕ, тăван çĕршыв пĕтрĕ тесе пăлханса калаçатчĕ. «Выçлăх революци çĕнтерĕвĕсене тĕреклетме хытă чăрмантарчĕ»,– тетчĕ».

Канупа сиплев вăхăчĕ хăвăрт иртет. Çеçпĕл Мишши Крымран 1921 çулхи августăн 14-мĕшĕнче тухса каять, уйăх тăршшĕ выçăхса-чăтса, сентябрĕн 12-13-мĕшĕсенче Киева çитет, темиçе кунтан, сентябрĕн 15-16-мĕшĕсенче художниксен шкулне вырнаçать. Шел, унта вăрах вĕренме пÿрмен-мĕн: 1920 çулхи сентябрь уйăхĕнче Çеçпĕл Мишшине, Чăваш Автономиллĕ облаçĕн Ревтрибунал председателĕ пулнăран, çулталăклăха çара илесрен хăварнă пулнă, çав вăхăт тухнипе унăн художниксен шкулне пăрахма тивнĕ. Кăна К. И. Турганăн сентябрĕн 28-мĕшĕнче Ф. Н. Пакрышень патне янă çырăвĕ лайăх кăтартать. «Киле сентябрĕн 25-мĕшĕнче çеç çитрĕм. Киевра çĕнĕ пропуск пирки нумай чупмалла пулчĕ. Мишши Хĕрлĕ Çара кайрĕ, унăн нимăн те çук, укçа-тенкĕрен питĕ аптрать. Киевра вĕреннĕ пулсассăн, эпĕ ăна кăштах пулăшнă пулăттăмччĕ, анчах халĕ килте пурăнатăп. Эпĕ ăна 1 кĕрепенкке салă тата 15.000 юлашки укçана парса хăвартăм. Çулталăкран-мĕнрен эпир унпа мĕнле те пулин майлашăпăр-ха, Хĕрлĕ Çарта вăл хăть çипуçлă çÿpe», – тесе çырать вăл.

«Хаклă çыннăм Федя! Эсĕ тăнланăн, эпĕ шанатăп, мана санăн ăшă сăмаху епле хаклине эсĕ тăнланăн. Манăн чуна çутă пуласлăха шанăç кĕртекен сăмах тупсамччĕ. Манăн усал пурнăçăн вĕçĕ курăнмасть-çке-ха. Килйышăм паян-ыран вилсе выртĕ. Коммунизм пуласлăх тăвĕ хыçне пытанчĕ. Вуншар çуллăха çĕршывра совет капитализмĕ хуçа пулса тăчĕ. Каллех пĕрисен нишлĕхĕ, теприсен пуянлăхĕ. Ãçта-ши тĕттĕм усал кунсене çутатса яма пултаракан хĕвел çути. Мĕн тери йывăр, мĕн тери хăрушă. Вилсе выртăттăмччĕ, лайăх пулĕччĕ, анчах темшĕн пурăнас килет. Умра нимле çутă кун çуккине пĕлетĕн, çавах пурнатăн, кун хыçăн кун ирттеретĕн...»

«Çакă çырăва эпĕ Мишширен ноябрь пуçламăшĕнче илтĕм, – тет хăйĕн асаилĕвĕнче Ф. Н. Пакрышень. – Çÿçентерсе яракан çыруччĕ вал. Мишширен эпĕ пĕтĕмпе 11 çыру илсеттĕм. Унăн çемçе чунне, унăн йывăр пурнăçне кăтартатчĕç вĕсем, çавă çырусем. Хамăн мĕн пурне веçех унпа çурмалла тунă ăна тата Кирюша Турган пулăшатчĕ». Федор Пакрышеньпе Кирилл Турган... Çаксем Çеçпĕл Мишшине Украинăра выçă çулта çăлса хăваракансем. Укçа-тенкĕпе апат-çимĕçпе, уйрăмах... ăшă сăмахпа чăваш поэтне пулăшаканĕсем, ырнă чунне йăпатаканĕсем, хастар пулма чĕнекенсем. Вĕсен туслă çырăвĕсем, ырă сăмахĕсем Çеçпĕл Мишшишĕн сиплĕ сим пек, юн таппи пек хăватлă пулнă, пурнăç çути пек ялтраса тăнă. Çывăх туссем пуррипе килленсе, Çеçлĕл Мишши пурнăç çине тепĕр хут савăк куçпа пăхма тытăннă.

«Литература çинчен, искусство çинчен шухăшлас килет. Анчах никампа калаçма çук. Кĕнеке алла тытса ларăттăм. Ãна вуламанни тахçан пулать ĕнтĕ. Выçă чухне ăспуç минресе каять, хăвна выльăх пек шутлатăн. Xaлĕ акă Федя тусăм, эсĕ тăрăшнипе эпĕ тăрантăм, – чĕрере пуласлăха шаннин кăвайчĕ вăйсăррăн мĕлтлетсе илчĕ, хама чĕрĕ туятăп, çын иккенне куратăп, хăçан та пулин искусство тĕнчине каллех çывăх пулăп-ха тетĕп... Ах, мĕн тери ĕмĕтленес, хама лăплантарас килет. Часах акă мана çартан хăтарĕç. Эпĕ каллех санпа пĕрле пулăп. Каллех кĕнеке вулăпăр, каллех искусство çинчен, Шевченко çинчен, Украина çинчен, Гоголь çинчен калаçăпăр... Хĕллехи сивĕ кунсем иртсе кайĕç. Вăрман шавĕн чĕрĕлĕхĕпе, уйсемпе улăхсен симĕс сăнĕпе хĕвел питлĕ ырă çуркунне çитĕ, вĕçсĕр-хĕрсĕр Украинăн янкăр казак тÿпипе çутатса ярĕ. Йывăр ĕç хыççăн эпир иксĕмĕр ĕçе тухатпăр, ăшă та лăпкă каç вăрмана утатпăр. Лайăх, питĕ лайăх пире иккĕне. Мĕне кирлĕ пире пушă чунлă çынсем, пасар шуйттанĕн чурисем. Эпир пĕрле, икĕ тăван, эпир пĕр-пĕрне пурнăç шавĕнче шыраса тупрăмăр. Лайăх, мĕн тери лайăх, шуйттан илесшĕ» – тет вăл.

Шупашкартан тухса кайнăранпа пилĕк-ултă уйăх иртнĕ ĕнтĕ. 1921 çулхи май уйăхĕнче пулмалли суд ĕçĕ вĕçленнех-тăр. Çеçпĕл Мишши икĕ çĕре – РКП(б) Чăваш Обкомĕпе Ревтрибунала васкавлăн çыру ăсатать.

Чăваш облаçĕн ревтрибуналне çырнă хучĕ халлĕхе тупăнман-ха. Анчах Çеçпĕл Mишши çырăвĕ унта хăвăрт çитнĕ, каялла та хут килнĕ.

Çеçпĕл Мишши ĕçне Ревтрибуналта 1921 çулхи августăн 25-мĕшĕнче пăхса тухнă, вăл айăпсăр иккенни курăннă, поэт тăшманĕсен чĕлхи татăлнă. Çакна пĕлнĕ хыççăн вăл телей çитнĕнех туять. Анчах... Чăваш РКП(б) обкомĕ шарламасть, нимле хурав памасть. Поэт каллех çыру çырма ларать: ĕлĕкхи юлташĕсем ăна манмалла мар-çке-ха, каялла мĕн пулин те, икĕ-виçĕ сăмахпа та, çырса ямалла вĕсем. Тÿрре тухнă хыççăн вăл хăйне парти ретĕнче хăварма хăюллăнах ыйтма пултарать: Çеçпĕл Мишшин парти умĕнче те, халăх умĕнче те нимле айăп çукки куçкĕрет паллă-çке-ха. Çеçпĕл Мишшин парти ĕçне таврăнасшăн, таса кăмăлпа çĕнĕ пурнăçшăн – социализмшăн кĕрешесшĕн.


В областной комитет РКП Чувашской области.

Рабочего Окружного склада телефонно-телеграфных материалов Киевского военного округа (г. Киев, Лабораторная ул., № 7) Сеспель Михаила Кузьмича (при состоянии членом Чебоксарской организации Кузьмин, партбилет № 702314)

Заявление.

Я состоял в партии с 1918 г. До сентября 1920 г. работал в Тетюшской организации РКП, послe чего был переведен в Чебоксары и состоял членом Чебоксарской организации при партбилете № 702314. С 27-го декабря 1920 г., будучи арестованным по возбужденному против меня курьезному делу (по обвинению в поджоге), я совершенно оторвался от партии, т. к. с приобщением партбилета к делу обвинения утратил право участия в партийной работе. Когда же еще до окончания дела 12-го мая 1921 г. был командирован на излечение в Крым меня приняли в Красную армию, что еще более отдалило меня от партии, т. к., не имея партбилета, я не мог зарегистрироваться в военных организациях партии. В декабре месяце 1921 г. две недели тому назад я получил от Трибунала Чувобласти извещение, что мое дело за отсутствием состава преступления прекращено в августе месяце 1921 г.

Имея все также глубокую преданность партии и горячее желание участия в партийной заботе, и ввиду того, что я от работы был удален исключительно по возбужденному против меня делу, бессмысленность обвинения по коему теперь уже Трибуналом доказана прекращением дела, чем доказана и несправедливость моего удаления от партии, – прошу Областной комитет партии восстановить мои права члена Российской коммунистической партии, вновь зачислив меня членом партии. Прошу по прилагаемому адресу выслать мне партийный билет. На общем собрании прошу огласить, кто из знающих меня партийных работников может поручиться за меня, что необходимо, наверно, для отметки на партбилете о прохождении чистки партии.

Вместе с сим отправлено отношение Трибуналу Чувобласти о передаче в Компартию имеющегося в прекращенном деле партийного билета № 702314.

С сентября м-ца 1921 г. ношу чувашскую фамилию Сеспель вместо Кузьмин.

С коммунистическим приветом М. Сеспель.


Çеçпĕл Мишшин икĕ çырăвĕ те Чăваш РКП(б) Обкомне чиперех çитнĕ, вăл каласа ыйтнисене тĕплĕ пăхса тухнă. 1921 çулхи январĕн 27-мĕшĕнче Шупашкар хули комитечĕ М. К. Кузьмин-Çеçпĕл Мишши патне çакăн пек хут ярать:


Кузьмин-Çеçпĕл юлташа (çарти 1 № телефон роти).

Шупашкар хули комитечĕн секретариачĕ Сирĕн ыйту çине çапла хуравлать: Сире айăплакан суд ĕçне кăçалхи (тĕрĕс мар çырнă, «1921 çулхи» кирлĕ, – Н. И.) августăн 26-мĕшĕнче 45 №-пе хупнă, çавăнпа Сирĕн РКП(б) членĕн прависем сыхланса юлнă, тасатăва Эсир кунтан кайнă пирки лекмен.

Ответлă секретарь Лукин.


Çеçпĕл Мишшин пĕтĕм шанчăкĕ çак хутпа çыхăннă. Çырăвĕ, паллах, Киева çитме пултарнă. Тем сăлтава пула Шупашкар çырăвĕ, çĕнĕ вăй пама пултарнă хут, поэт аллине лекмен.

1921 çулхи февралĕн 27-мĕшĕнче Çеçпĕл Мишшине Хĕрлĕ Çартан хăтарнă. Мартăн малтанхи кунĕсенче поэт хăйĕн çывăх юлташĕ, тус-тăванĕ, Ф. Н. Пакрышень патне Кашкăр сăрчĕ ялне пырса çитет, ĕçе вырнаçать.

Чернигов тăрăхĕнче Çеçпĕл Мишши ятлă-чыслă çын шутланнă. Ãна кунта пысăк та ответлă ĕçсем шанса панă, вăл каланисене хисепе хурса йышăннă. Чăваш поэчĕ Остерти комсомол ĕçне активлă хутшăннă, кунти çамрăксене общество ĕçне йышлăн явăçтарнă. Остерти çĕрĕç пайĕпе куçса килекенсене пулăшакан комисси секретарĕ пулса, выçлăха хирĕç хастар кĕрешнĕ, нумай çынна вилĕмрен çăлса хăварнă. Киевран инçе мар Бровар станцинче вăл тăрăшнипе «Кану çурчĕ» уçнă, унта çĕршер çын апатланнă, тумланнă, сипленнĕ. Çеçпĕл пĕтĕм вăйне, пĕтĕм халне выçлăха хирĕç кĕрешнĕ çĕре ярать. 1922 çулхи майăн 20-мĕшĕпе июнĕн 20-мĕшĕ хушшинче ун планĕпе выçлăх уйăхĕ ирттереççĕ, нумай тĕштырă, çипуç, укçа пухаççĕ, выçă çынсене ялсемпе саласене салатаççĕ, ĕçе вырнаçтараççĕ. Çеçпĕл Мишши уйрăмах ача-пăчашăн хытă тăрăшать, уйăхлăх вăхăтĕнче ятарласа ача çурчĕ уçасшăн хыпаланса çÿрет.

Чăваш поэчĕ УКП(б) Остер комитечĕпе тачă çыхăну тытать, выçлăх уйăхлăхĕн планне унта çирĕплеттерет. Кунтан Шупашкара икĕ хутчен телеграмма çаптарать: вăл хăйĕн партири шăпине пĕлмех тăрăшать. Унăн телеграммисем Шупашкара вăхăтрах çитнĕ. Вĕсене кунта курнă та, вуланă та. Анчах нихăшĕ те çийĕнчех хурав тăвайман. Чăваш поэчĕн кунĕсем катăлсах пынă. Чĕре суранĕпе ура ыратнисем юнне-чунне пăрлантарса пынă. «Май пуçламăшĕ, – каласа парать Ф.Н. Пакрышень, – кану кунĕ, ирхи апат хыççăн Мишши куçĕ тунсăхлине, вăл чунĕнче темшĕн асапланнине асăрхарăм. «Мишши, – терĕм, – сана мĕнех канăç памасть, чунна ыраттарать». «Федя, – терĕ вăл, – тĕрĕс, чунра лăпкă мар манăн. Пĕлетĕн-и, Федя, манăн ура япăх. Ĕнер больницăра пултăм, темле тăмсай патне лекрĕм. Пĕлетни, мĕн каларĕ вăл. Гражданин, тет, сирĕн ура суранĕ йывăр, шăмă чирĕ, ăна нимле сиплеме пулмасть. Тупăнать путсĕр сын, эпĕ хамăн чире пачах пĕлместĕп терĕ-ши... Нэп... Мана та, сана та, икĕ чухăн валли мар çав курортсем, çук... Хампа мĕн тума шутланине сана калама та хăратăп... Эпĕ хамăн пурнăçпа татăлма шутларăм. Хам çине алă хурас тетĕп...». Мишши сăмахĕсем мана çÿçентерсех ячĕç. Эпĕ ăна ÿкĕтлеме тытăнтăм, усал шухăша пуçран сирме каларăм. Эпĕ санран çĕр хут чирлĕрех, ăспа та танлашаймастăп, çавах пурăнатăп, терĕм. Мишши, эпир санпа тăванлантăмăр вĕт-ха, тавай çакă пурнăçа кĕрешсе ирттерер. Эсĕ халĕ çамрăк, Мишши, пĕтĕм пурнăç санăн малалла. Тархаслатăп сана, Мишши, мана пĕчченçĕ пăрахса ан хăварччĕ. Мишши эпĕ макăрнине курчĕ те: «Федя, – терĕ, – чăнне калатăп, сăмах паратăп, сана ĕмĕрне пăрахмăп. Эп тепĕр виçĕ кун шутласа пăхăп, вара сана калăп. Тĕрĕсне пĕлтерĕп, пурăнăп-и е пурăнмăп-и. Виçĕ кун хушши эсĕ мана паянхине аса ан илтер».

Кун иртрĕ. Мишши ĕçрен таврăнчĕ те çĕр ĕçпайĕ Остер хулинчен Кивĕ хула салине куçни çинчен каларĕ. «Федя, – тет, – тăнла, мана çĕнĕ вырăн питĕ килĕшрĕ, пысăк сад, типсе хăрнă сирень тĕмĕсем, тĕрлĕ йывăçсем, çурт çумĕпех Остер юхса выртать»...

Тепĕр кун Мишши киле савăк таврăнчĕ, мана алран ярса тытрĕ те: «Федя, тĕрĕс сăмахăм çакă пултăр, эпĕ пурăнма шутларăм, пурăнас килет, çăва шăтăкĕччĕ лешне, вилĕме», – терĕ. Вăл мана кунта çамрăк хĕрпе, Наталья Николаевна Рубиспа, паллашни çинчен, унпа журнал кăларма сăмахлани çинчен каласа пачĕ. «Питĕ çивĕч хĕр, матур, – тет, – нумай вĕреннĕ. Паян пĕтĕм сада утса çаврăнтăмăр, литература çинчен нумай калаçрăмăр. Манăн сăвăсене каçса кайса ырларĕ. Сăвăсене пухар та – ĕçе тытăнар».

Ĕçпуç çакăн пек вĕçленни мана хытă савăнтарчĕ. Кăкăр çинчен арман чулĕ илсе пăрахнăн туйăнчĕ. Эпĕ Мишширен ура пирки ыйтма хăйрăм. Кăштах ыратать, терĕ вăл, шыв чаксассăн Десна хĕрне çÿреме тытăнăпăр, хĕвел питĕнче хĕртĕнсе выртăпăр. Çакăн хыççăн Мишши питĕнче асап пулнине курмарăм».

Выçлăх уйăхлăхне ирттерме Остерти çĕрĕç пайĕ çумĕнче «тройка» тăваççĕ. Унăн председателĕ – Çĕрĕç пайĕн пуçлăхĕ Савченко, секретарĕ – Кузьмин. Савченко, халĕ кăна Остерти çĕрĕç пайĕн пуçлăхне ларнăскер, кулак чунлă çын, хăйне кăна савнă, хăй тавра явкаланса çÿрекенсене, хăраса-чĕтресе тăракансене кăмăлланă, кукăр алăллă пулнă. Вăл ялан хирĕнсе-вăрçса çÿренĕ, хăйне ĕçлĕ çын пек кăтартма тăрăшнă. «Савченко тÿрĕ çын марри сăнĕнчен курăнать», – çапла хакланă Çеçпĕл Мишши хăйĕн «хуçа»-пуçлăхне, унпа чĕрре кĕнĕ. Выçлăх уйăхлăхне ирттернĕ чухне Савченко хăйне усал тытнă: «тройкăн» пĕтĕм ĕçне Çеçпĕл Мишши çине тиенĕ, вырăна хăвăрт çитермелли хутсене алă пусмасăр тарăхтарнă, укçа-тенкĕ, çипуç, атă-пушмак, апат-çимĕç пухас ĕçе чăрмантарнă. Çеçпĕл выçлăх уйăхлăхне чылай çынна хутшăнтарать: пĕрисем ялсем тăрăх çÿреççĕ, тырă та, тем те пухаççĕ, теприсем спектакльсем хатĕрлеççĕ, килтен киле утаççĕ, халăх йышлă вырăнсенче çÿреççĕ. Çеçпĕл Мишши уесри комсомол конференцийĕнче пулать, коммунистсене, комсомолецсене, мĕнпур çамрăка выçлăхпа кĕрешес ĕçе явăçтарас тесе хĕрÿллĕ сăмах калать. Вĕçĕм халăхпа вăл, вĕçĕм халăх çинче. Тепĕр чухне ĕçрен ирĕклĕн тухса кайма та пултарайман «хуçи» ăна ура хурсах тăнă. 1922 çулхи май уйăхĕнче – те шăнса çÿренĕрен, те вĕçĕм çуран утнăран, – Çеçпĕл Мишшин чирлĕ ури хытах ыратма тытăнать, кунĕн-çĕрĕн сурса тăрать. Каллех тухтăр патне кайма тивет. Ăна юсанма çÿреме пуш кун туса параççĕ.

Май вĕçĕпе июнь пуçламăшĕнче Çеçпĕл Мишши Çĕрĕç пайĕнчен тухмасăр тенĕ пекех ларать, çынсене чĕне-чĕне илсе калаçать, выçăпа аптракансене йышăнать. Пĕтĕмпе пĕр ĕçпе вăл – выçлăх ĕçĕпе. Вăл тăрăшнипе Остер таврашĕнче выçăпа аптранă тата куçса килнĕ çынсене, вĕсен ачи-пăчисене пулăшас ĕç чылаях аванланнă. Çакă чăваш поэчĕн ырă ĕçĕ пулнă, тăван халăх çăлăнăçĕшĕн тунă паттăр ĕçĕ.

...Вăл ирхине Çеçпĕл Мишши ĕçе васкамасăр тухса каять. Çарран. Ф. Н. Пакрышеньрен куç эмелĕ валли 300.000 тенкĕ укçа кивçен илет. Кăнтăрлахи апата таврăнма пулать вăл, çăкăр татăкĕ чикет, яланхи пек мар, сысна салине хальхинче ĕçрен килсен, кăнтăр апачĕпе çиме хăварать. Теме сиснĕн, ялти тусĕ ăна кил картинчен кăларса ярать, вăл епле утса кайнине темĕн вăхăт пăхса тăрать. Çеçпĕл Мишши çав кун киле килмест, тепĕр кунне те таврăнмасть. «Эпир журнал кăларма хатĕрленетпĕр. Комсомол пухăвĕсене çÿретĕп. Тепĕр чух хуларах çывăрма юлма тивĕ» тенисем пулнă унăн. Нумайлăха таçта кайсан-тусан, хут татăкĕ çырса хăварнă. Çавăнпа-ши Ф. Н. Пакрышень поэта килтен тухмасăр кĕтсе ларнă. 1922 çулхи июнĕн 16-мĕшĕнче кăнтăрлапа ун патне ял Совет ĕçтăвкомĕн секретарĕ чупса пынă: «Санăн Мишши урăх çук ĕнтĕ...»

«Эпĕ нимĕн калама та пултараймарăм, – тет Ф. Н. Пакрышень, – хамăн пÿлĕме питĕрĕнсе лартăм та йĕре пуçларăм. Эпĕ ун пек аттешĕн те макăрман, вăл мана 12 çулта тăлăха хăварчĕ. Кайран та çавăн чухнехи пек йĕрсе курман эпĕ. Тепĕр кунне тин урама тухрăм, пĕтĕм кÿршĕ, пĕтĕм пĕлĕш, мана курса, сасăпа йĕрет....

...Кайран пĕлтĕм, Мишши июнĕн 15-мĕшĕнче, кăнтăр иртсен 4 сехетсенче, çакăнса вилнĕ. Павел Остерин çĕрĕç пайĕн конюхĕ, унăн пурçăн пиçиххине касса янă, вăл малтан ура çине хытса тăнă, вара çĕре тÿннĕ. Мана вил-тăпри çине ертсе кайрĕç. Тахăшĕ хирти чечексен çыххине пырса хума ĕлкĕрнĕччĕ ĕнтĕ. Вилтăпри çийĕн çăка тайăлса ларать, унăн ал çулĕшĕнчи турачĕ усăнарах тăрать. Çавă турат айăплă, вăл ăна вĕлернĕ. Йĕри-тавра пысăк çăкасем кашласа лараççĕ, сирень тĕмĕ тата жасмин. Вырăнĕ çÿллĕ.

Мишшипе пĕрле ĕçленĕ çынсем çапла каласа пачĕç. Июнĕн 15-мĕшĕнче çĕрĕç пайĕнче ĕçлекенсен пухăвĕ пулнă, унта ĕç укçи пирки сăмах тапратнă. Мишши çĕрĕç пайĕн пуçлăхне ыйту панă, лешĕ ăна питĕ усал сăмахпа хăртса хунă. Çакăн хыççăн Мишши нимĕн чĕнмесĕр шухăша путса ларнă. Пуху хыççăн ĕçрех ларса юлнă, машинкăпа темĕн пичетленĕ. Журнал валли хăйĕн сăввисене хатĕрлет пулĕ-ха, тенĕ юлташĕсем. Вăл вилнĕ хыççăн библиотека кĕнекисем, «Красная новь», куç эмелĕ тата ĕçри пĕтĕм юлташĕсемпе манăн ятлă çырнă çырусем тупăннă. Милици (врач та пулнă) килнĕ, Мишши япалисене пĕтĕмпе пуçтарса кайнă та халăх следовательне панă... Мишшие çĕре чикнĕ тĕле çумăр çăва пуçланă...».


Иванов, Н. Поэтăн Украинăри кунĕсем / Н. Иванов // Ялав. – 1979. – № 11. – С. 26-27.


Литература о жизни и творчестве М. Сеспеля

Библиография