В. Канюков

Çеçпĕл поэзийĕнчи çĕнĕлĕхĕн халăхла туртăмĕсем


Çеçпĕл Мишши пултарулăхĕ çинчен çыракансем унăн лирикăри çĕнĕлĕхне асăнмасăр иртмеççĕ темелле. Ку çапла пулма кирлĕ те: хастар сăвăç пирĕн поэзие нихçанхилле мар çĕнĕлĕхпе килсе кенĕ. Анчах пĕрисем унăн çĕнĕлĕхне (новаторлăхне) сăвă реформинче – сăвă виçисене урăхлатнинче çеç курасшăн, теприсем, ыйтăва анлăрах пăхаççĕ пулин те, поэтăн сăвă калăплас, форма шайлаштарас шыравĕсене тишкернипех çырлахаççĕ. Нумайăшĕ сăвăçăн çĕнĕлле лирикине пирĕн наци литературин унчченхи туртăмĕсенчен (традицисенчен) уйăрса пăхаççĕ. Чăннипе вара илемлĕ сăмах тĕнчинче Çеçпĕл уçнă çулсем-йĕрсем халăхăн сăнарлă шухăшлав туртăмĕсемпе тачă çыхăннă. Вăл çыхăну поэт литературăри халăхлăха епле тытса пынинче те, унăн поэзийĕ халăх сăмахлăхĕпе мĕнле хутшăнура пулнинче те палăрса тăрать.

Хальхинче эпир сăвăç пултарулăхĕнчи çĕнĕлĕх халăхăн илемлĕх культурипе мĕнле килĕшсе пынине хăшпĕр енчен пăхăпăр. Çеçпĕл ăсталăхне тĕпчемен теме çук, анчах тĕлĕнмелле, асăннă ыйтăва чылай хушă никам та хускатман. 1970 çулччен пĕртен-пĕр çĕрте (М. Я. Сироткин кĕнекинче) пĕр сăмах - Çеçпĕл Мишши халăх лирикинчен, халăх сăмахлăхĕнчен хăйĕн произведенийĕсем валли темăсемпе сăнарсем суйланă тени кăна тĕл пулатчĕ. Сăвăç çуралнăранпа çитмĕл çул тултарнă тĕле унăн пултарулăхĕнчи фольклор туртăмĕсем çинчен И. И. Одюков çырнă статья тухрĕ. Урăх нимĕн те çук теме тивет. Ку çапла пулса тухни Çеçпĕл Мишши сăввисенче халăх сăмахлăхĕ ыттисеннинчи пек мар, куçа курăнса тăманнинчен, унăн лирикинче традицилĕхрен ытла çĕнĕлĕх курăнса тăнинчен килнĕ пулас.

Совет саманинчи пирĕн литература пуçламăшĕнче массăсен поэзийĕ паллă вырăн йышăнса тăнă. 1918-1919 çулсенче тухма тытăннă хаçатсемпе журналсенче пичетленнĕ хĕрлĕ армеецсемпе ĕç хресченĕсен, рабочисен, ялти интеллигенцин сăвви-юррисенче ĕçхалăхĕн революцилле пурнăç идеалĕ, социализмла саманан малтанхи курăмĕсем сăнарланма тапратнă, пичетпе литературăна пролетарилле идеологи килсе кĕнĕ, çĕнĕлле илемлĕх, çĕнĕ йышши произведенисем çуралнă. Çав поэзи вăй-хăвачĕпе çĕкленсе, çав поэзи мелĕ-шайĕпе калăпланса пирвайхи поэтсен - И. Ахах, Г. Тал-Мăрса, И. Тăхти, Н. Шелепи, Н. Ваçанкка т. ыт. пултарулăхĕ ураланнă. Пахалăхĕпе массăллă поэзи хăйне шайлă культура пулнă. Тÿррĕмех ÿссе çитнĕ литературăна куçса пыма пултарайман пулĕччĕ вăл. Унăн ырă туртăмĕсене аталантарса, ĕçхалăхĕн хальхи идеалĕсене çырлахтаракан чăн-чăн искусство хывма пултаракан талант, чăн-чăн новатор килмелле пулнă. Çав тивĕç Çеçпĕл Мишшине тухнă та.

Вăл пирĕн литературăна тĕпрен урăхлатаканĕ пулса тăнă. Унăн новаторстви поэзие çĕнĕ идея, çĕнĕ герой, çĕнĕ форма кÿнинче. Çавăнпа ăна эпир тивĕçлипех чăваш совет поэзине пуçараканĕ тесе пахалатпăр.

Унăн çĕнĕлĕхĕ литературăри чи çÿлĕ пусăмри новаторство шайĕнче тăрать. Çав çĕнĕлĕх пирĕн халăхăн илемлĕх культуринчи пултарулăхăн чиккисем мĕн тери анлă пулнине кăтартса пачĕ, нацилле эстетика аталанăвне хускатса ячĕ, пĕтĕм литературăн малашлăхне çул уçрĕ, уйрăмшар çыравçăсен пуласлăхне майсем кăтартса пачĕ. Кĕскен каласан, вăл пирĕн литературăна нумай ĕмĕрсемлĕх ÿсĕм çулĕсем кăтартаканĕ пулса тăчĕ.

Çеçпĕл новаторствин иксĕлми хăвачĕ тăван халăхăн сăмах культуринче литературăри çĕнĕлĕхе юрăхлă майсене (вĕсен законĕсене) шыраса тупнинче. Массăллă поэзире вăй илнĕ сăвăçсене те вăл тăван сăмахра çĕнĕ хăват шыранăшăн ырлать.

Тăван çĕршыв чĕлхин
малашнехи çинчен
Шухăшласа, пуçа тĕрлĕ
шухăш килсен, -
Сан иртнĕ ĕмĕрÿ, çĕре кĕнĕ
поэт,
Чуна пăчăртаса ялан аса
килет, -

тет вăл «Чăваш поэтне Ахаха асăнса» сăввинче. Çав сăвăра шăранса тухнă унăн эпир манми сăмахĕсем:

Чăваш чĕлхи пур чух тăван
поэт ятне
Вĕри, кăвар чунсем
савма пăрахас çук.

Поэзие Çеçпĕл кÿнĕ çĕнĕ идейăна унăн лирикинчи тĕп тема уçса парать: «Революции – халăх – этем». Ытти сăвăçсемшĕн революци патшана вырăнтан сирпĕтнин уявĕ пулнă. Вĕсем пĕринчен тепри хытăрах янраттарнă: патшана тĕп турăмăр, сывă пултăр ирĕклĕх! Çеçпĕлшĕн революци – ĕç çынни ăшран çĕнелсе урăхланни, тĕнчене ĕçпеле çĕнетсе урăхлатни, çĕнĕ йышши çын çĕкленсе тăрасси. Эпĕ те çын теерччĕ! – чĕнет вăл сăввисенче. «Ĕмĕр чура пулма çитĕ, Чура пулма намăс!..» Улшăнар, урăхланар, чура пулма пăрахасси хамăртан килет... «Чăваш çынни те халь ĕнтĕ хăй пуçне çĕклерĕ... «Эпĕ те çын», терĕ...» («Чăваш арăмне»). Эпĕ те çын! Чăваш-и, ытти халăх-и - ĕççыннисем пурте тан. Çĕн чĕреллĕ çĕн ĕмĕр чăвашĕ ун сăввинче хулпуççипе кăвак пĕлĕте перĕнесле çĕкленет, умне, çĕн çул çине, интернационал кĕперĕ анать («Çĕн Кун аки»).

Тĕп геройĕ унăн пролетарилле интернационализм идейине çирĕплетет. Ĕç ачи вăл. Чухăнсемшĕн хăйĕн кунçулне, çамрăк ĕмĕрне вăл хĕрхенмест, коммунизм хĕрлĕ ялавне чун тухиччен çĕре ÿкермест («Пурнăçпа вилĕм»). Çĕнĕ çын хăй аллипе хăй çĕнĕ пурнăç хывнине ĕмĕтре курать Çеçпĕл: кăвар чĕлхеллĕ чăваш ачи çĕнĕ культурăна, чăвашăн капăр чĕлхине хăватлăх кĕрттĕр («Чăваш ачине»), чăваш арăмĕсем ачисене чăваш çĕрне юратмашкăн вĕрентчĕр («Чăваш арăмне»), çĕршывăн хастар ачисем социализма хурçă шанчăкпа ĕненсе вут кайăклăн вĕçчĕр, кунçул уттинчен ан юлччăр («Хурçă шанчăк»).

Революцилле поэтăн пĕртен-пĕр вырăнĕ, Çеçпĕл Мишши шучĕпе, çĕнĕ литературăри революцилле халăхлăх ялавĕ айĕнче. Çĕн поэт «кĕрешÿ ĕçне-вăйне хăй чĕрин хĕвелĕ тутăр» («Тинĕсе»), «Чĕрем юрри - пин çын юрри» теме пултартăр («Инçе-çинçе yйpa уяр..»). Революцилле халăхлăх тени Çеçпĕлшĕн этемлĕхĕн ку таранчченхи культуринчен уйрăлас тенине мар, унăн паха туртăмĕсене аталантарас тенине пĕлтернĕ. «Пĕчĕккĕн-пĕчĕккĕнех... вăрахăн чăваш Пушкинĕсене, Лермонтовĕсене курăпăр. Вăхăт çитĕ! – вулатпăр унăн сăвă çырассипе ударени правилисем çинчен калакан статйинче. Хăшĕ-пĕри вăл вăхăтра «классиксене apкатас!» текелесе янрашнă, Çеçпĕл тĕрлĕрен классика чăвашла куçарнă, чылайăшĕнчен вĕреннĕ. Унăн поэзийĕнче тĕнчери прогрессивлă культурăн тĕрлĕрен йĕрĕсене сăнама пулать, çав хушăрах унăн стилĕнче индивидуаллă сăн-сăпат арпашăнмасть. Хамăрăн классикла поэзин ырă туртăмĕсене те вăл çĕнĕ поэзие тивекен паха пулăмсем тесе йышăннă.

Фольклорти шыравсем те Çеçпĕлĕн новаторла. Кунта aкă мĕне шута илмелле: писатель пултарулăхĕпе фольклор çыхăнăвĕсем тени литературăра халăх сăмахлăхĕн пĕр-пĕр тĕсĕпе усă курни кăна мар, вăл - халăх эстетикипе литератор эстетикин хутшăнăвĕ. Фольклор, халăх философийĕпе халăх поэзийĕ пулса тăрса, писательпе вулакана ачаран нацин илем тĕнчине ăша илсе ÿсме парать. Писатель фольклор çине мĕнле пăхни вăл халăх пурнăçĕ çине мĕнле пăхнине пĕлтерет. Класлă позицийĕсене кура, эстетика тĕллевĕсене кура, тĕрлĕрен писатель фольклор енне те тĕрлерен çаврăнма пултарать. Тĕслĕхрен, Çеçпĕл Мишши литературăна кĕрсе пынă тапхăрта, Февральти революци хыççăн «Хыпар» ятпа тухса тăнă буржуалла хаçат чăвашра «классемсĕр пĕртăванлăх» идейине сарма пикеннĕ. Чăваш вăл йăваш халăх, унăн хăй хушшинче харкашмалли çук, йăваш, лăпкă пулар, текелесе, хаçат çав идейăнах консервативлă фольклорта шыранă, лăпланчăк дидактикăлла сюжетсемпе усă курнă.

Çеçпĕл Мишши фольклор çинчен (хальхи ăнланăвпа) тÿрремĕн каланине пĕлместпĕр эпир. Сăввисенче вăл халăхăн (нацин) чун-кăмăл туртăмĕсене революцилле пуласлăх куçĕпе виçет. Буржуалла литературăра мухтанă йăвашлăха патне те ямасть вăл.

Чăваш! Чăваш!..
Чăваш! Чăваш!..
Сан ыйăхлă уюсене,
Сан лăпкă кăмăллă, ачаш,
Йăваш-айван ялусене
Савмашкăн манăн халăм
çук.

(«Чăваш! Чăваш!..»)

Лăпкă халăх – пултăр
паттăр.
Вăл йăваш – йăвашлăх
çĕттĕр,
Чун кăвар çунатлăн вĕçтĕр
Кив çĕртен çĕн çул çине.

(«Тинĕсе».)

Малаш-пуласлăха революцилле туйса, тăван культурăна вăл шав çĕнелнĕн курать, халăха çав çĕннишĕн вăй хума йыхăрать: «Эсир тата, вĕри чунсем! Кăвар чунсем, яшсем, хĕрсем! Каç-каç урамсене тухса, Кĕвĕллĕ юрăсем хурса, Тăван çĕршывăн чĕлхине Мухтав тума манса кайман-и? Чăваш чĕлхин хĕвеллĕ илемне Чунтан савса тăма манман-и?» («Чăн чĕрĕлнĕ!»). Вăхăт çитĕ. Чăваш чĕлхи те тимĕр татĕ. Çивĕч пулĕ, хĕртнĕ хурçă пек пулĕ...» («Чăваш căмахĕ»)

Паçăр асăннă статьяра И. И. Одюков Çеçпĕл Мишши вырăс литературипе паллашса поэзи пултарулăхне килнĕ сăвăç хăйĕн ăсталăхне шыранăçемĕн халăх сăмахлăхĕпе те усă курнăскер, тесе çырать. М. Я. Сироткин та çавăн пекрехех калать. Тен, ку çаплах та пулĕ. Сăнасарах пăхсан, тепĕр енĕ те курăнать: Çеçпĕлĕн литературăри чи малтанхи утăмĕсемех тăван халăхăн сăнарлă шухăшлавĕпе уйрăмланса мар, тачăланса пынă. Çакна сăмахран, унăн «Вăрман ачисем» калавĕнче (1918, март) асăрхама пултаратпăр. Калавра халăхсем хушшинчи хирĕçÿпе чăваш халăхне мăшкăллакансене асаплăн кÿреннин кĕвви тĕп вырăнта тăрать, тесе шутлать М. Я. Сироткин. Тинкерсе вуласан, апла мар пулса тухать. Кунта тĕп проблема урăххи: калавçă обществăна капитализмла хутшăнусем килнĕçемĕн этем тĕнчинче натураллă хуçалăх саманинчи тăнăçлăх арканни çинчен, çынсем хушшинче чарма çук çураçусăрлăх сиксе тухни çинчен çырать. Çавна кăтартса парас тĕлĕшрен калав питех те хÿхĕм пулса тухнă. Драматизм туллиех унта. Калав пуçламăшĕнче чăвашăн туррисемпе ыррисем те, мăнаслашшĕсем те, çыннисем те, поэзийĕ те - пурте пĕрле, пурте килешÿллĕ çыхăнура. Кайран, çамрăксем укçа ĕçлесе илме тухса çÿренĕ хыççăн, пĕтĕмпех арканать: киремет юманĕ тÿннĕ, кил-çурт арканнă, телей шырама кайнисем вилce килеççĕ, кил пуç ватти те тĕшĕрĕлсе анать... Этемшĕн шиксĕp пуçне, вĕчĕрхенÿпе пĕчченлĕхсĕр пуçне нимĕн те юлмасть. Çак кĕвве тытса пынăçемĕн калавра Çеçпĕл авалхи фольклорăн асамлăх ăнланăвĕсене те, фольклорла пурнăçкурăмне те пултаруллă ăсталаса усă курать. Çамрăкла çырнă ытти произведенисенче те («Выç куç Марка», «Скоро», «Судьба солдата», «Атăл юрри») фольклор кĕввисем аванах сисĕнеççĕ. Каярахпа та Çеçпĕл фольклорла шухăшлава пăрахмасть. Çавăнпа мар-ши вăл, харăсах чăвашла та, вырăсла та çырса тăнă пулин те, хăйне чăваш сăвăçĕ тесе шутланă («Çырнисен пуххи», 30 стр.).

Çеçпĕлĕн фольклорти шыравĕсем чылай тĕрлĕ. Пур тĕслĕхе асăнса тăраймăпăр. Вĕсенчен ансатраххисем - сăвва фольклор жанрĕн уйрăм тĕсĕсене кĕртни, кăткăсраххисем - авалхи асамлăхпа вĕрÿ-суру символикине çĕнĕлетни. Ансат тĕслĕхсенчен «Чăваш арăмне» сăвăра халăх юрри çаврăмĕсемпе, ваттисен сăмахĕпе усă курнине асăнма юрать. «Хура-шур анчах курмашкăн Кам çуралса ÿснĕ?.; Чăваш арăмне асапшăн Ашшĕ-амăш çуратнă». Ку – халăх юрринчен («Мана анне çуратнă, хурлăх курма ÿстернĕ...»). Е ваттисен сăмахĕ: «Хĕрарăмăн çÿçĕ вăрăм, ăсĕ кĕске, - тетчĕç...» Çак мел - халăх юррипе ваттисен сăмахне сăвва кĕртни - поэт сăмахне çынпа тĕлметĕл тăрса калаçнăлла туса ярать, сăввăн публицизмне çивĕчлетме, ĕлĕкрен хĕрарăма картмасăр пăхнине хирĕçлеме пулăшать:

Хĕрарăмсем, эсĕр те халь
Этем шутне кĕрĕр!..

Ку евĕр тĕслĕхсем унăн татах пур. Калăпăр, «Чăваш чĕлхи» сăвва пумилкке сăмахĕсене кĕртсе лартни: «Вара вилнĕскерĕ канлĕ-канлĕ выртĕ, Канлĕ, çăмăл пулĕ çийĕнчи тăпри». Тата ыттисем те!. Ку мел сăвă чĕлхине калаçу чĕлхипе çывăхлатма парать. Мелĕ ку пирĕн поэзире Çеçпĕлчченех паллă пулнă пулсан, Çеçпĕлĕн урăхла мелĕсем вара пачах хăйне евĕрлĕ. Вăл фольклортан пат кĕтмесле жанр тĕслĕхĕсем илсе çĕнĕлетет, çĕнĕ содержани хывать. «Чăн чĕрĕлнĕ!» сăвăра акă поэт мессианство символикипе усă курать, Кăвак хуппи (чăваш мифологинчи телей кÿрен ырă) сăнарне çĕнĕ сăн парать, чăвашăн пил кĕллине чĕртсе тăратать. Çук, çук, чиркÿ кĕнекисенче ÿкерсе кăтартнăскер - çылăхсенчен çăлакан мар, революцире çĕнĕ Çăлăнăç чĕрĕлсе тăчĕ:

Кăвак хуппи пĕлĕт тăрĕнчен,
Чăваш çĕрне çутатса ячĕ.

Çавна тĕллесе, сăвăç ваттисене чăвашла асăнать, чăвашла пиллет:

Эй, ваттисем! Пĕтĕм чĕререн
Сире пиллетгпĕр ыр пилпе:
Эсир асапсене парăнманнипе
Чăваш чĕлхи чĕрĕлчĕ
вилĕмрен.

Эппин, ăçтиçук суя Çăлакана «мăнкунсенче» асăнса мар, чăваш чĕлхине асăнса:

Эй чăвашсем! Пĕтĕм чĕререн:
– Чăн чĕрĕлчĕ! – тесе
кăшкăрар...

Фольклор философийĕпе тавлашать поэт, унăн жанрне урăхлатса, ав, çĕнĕлле янăрав кÿрет.

Ытти сăвăсенче те авалхи символсем çĕнĕлле сăнарлаççĕ унăн. «Катаран каç килсен...», «Или! Или! Лима савахвани!..», «Паянтан» сăвăсенче патша саманинчи Чăваш çĕршывĕн сăнарĕпе паралеллĕ библири Голгофа («Асап тăвĕ»), Юнлă хĕрес, Йÿçĕ эрех, Хурахсем (Супостаты) сăнарĕсем чĕрĕлсе тăраççĕ, вĕсене хирĕçле çĕнĕ Чăваш çĕршывĕн сăнарĕпе паралеллĕ фольклортилле символсем çĕкленеççĕ: Кĕмĕл çурт, Вуткайăк, Çĕн Кун, Çĕн Сывлăш, Çĕн Çул, Шевле сарри, Хĕрнĕ хурçă, Çунтаракан çиçем т. ыт. те.

Кĕтмесле жанрсем хывать Çеçпĕл. Пехил сăвви çырать («Эп вилсен...»), çĕнĕ экономика политики тапхăрĕнче çырнă пусăрăнчăк шухăшлă пĕр сăввине «Выç псалом» тесе ят парать. «Йывăр шухăшсем» сăввинче авалхи ылханпа тупа стилĕпе усă курни калас сăмаха темĕнле асамлă вичкĕнлĕхпе хăват парать. Революцилле поэт тăван халăхăн пуласлăхĕшĕн, унăн культуришĕн, унăн чĕлхишĕн çунма тивĕçлĕ, апла пулас мар пулсан, поэт пурнăçа шанмасăр иккĕлене пуçлать пулсан,

Апла пулсан... чĕрем хыпса
çунтăр,
Чĕрем хыпса çунса, сив кĕл
пултăр.
Сив кĕл хаяр çилпе вĕçсе
пĕттĕр,
Сивĕ çапнă чу на вилĕм кĕтĕр.
Ват асатте çиллĕ тăвăл витĕр
Мана масар çине кайса
чиктĕр.
Тăпрам çинче ĕмĕр çил
улатăр,
Ватă йывăçсене суллатăр.
Вил тăпри вĕлтĕрен тăхăнтăр,
Пуçăм çинче çĕлен шăхăртăр.

Тĕлĕнсе хытсах кайăн, сăввăн çак хăватлă сыпăкне хăй вăхăтĕнче, вĕрÿ-суру таврашĕ ку тесе, пичетлемесĕр тăнă... Шел, вырăсла куçаракансем те унăн халăхла стильне упраса кăтартаймарĕç-ха.

Тупапа ылхан сăмахĕсем (урăхларах варианта) «Эп вилсен...» сăвăра та тĕл пулаççĕ.

Халăх культури паракан майсемпе усă курса Çеçпĕл чăваш поэзине кÿнĕ чи паллă çĕнĕлĕх шутне, чăнах та, унăн сăвă реформине хумалла. Кун пирки ĕнтĕ чылай çырнă, реформăн пĕтĕмĕшле пĕлтерĕшĕ паллă: вăл - халăх чĕлхин ударени мелĕсемпе усă курса чăваш сăввинче силлабо-тоника виçи уçни. Силлабо-тоника пирĕн сăвва çĕнĕ кĕвĕ, çĕнĕ çемĕ, çĕнĕ янăрав, çĕнĕ уçăмлăх пачĕ. Ун çинчен тепĕр хут каласа тăрар мар, Çеçпĕл çĕнĕлĕхĕ тавра пынă кĕрешĕве пирĕн литературăра мĕнле çутатни пирки пĕр-икĕ сăмах хушса хăварар. Çеçпĕл Мишши сĕннĕ силлабо-тоника системи те, çĕнĕ сăнарлăхпа çĕнелнĕ архаизм та, кăткăс неологизмсем те - пурĕ пĕрле наци литература чĕлхипе сăввин малашнехн аталанăвĕнче халиччен курманла улшăнусем кÿмелле пулнă. Çакă чылайăшне хавхалантарнă, нумайăшне шиклентернĕ те. Поэтăн революцилĕхĕ пурин ăнлавне те шăнăçайман, вăл ытла та малта пынă курăнать. Акă тытăнаççĕ вара Çеçпĕле редакцилеме, урăхлатма, «юсама». 1959 çулчченех, унăн «Çырнисен пуххине» наукăлла принциппа кăлариччен, сăвăçăн тексчĕсене урăхлатнă вариантсемпе пичетленетчĕç. «Пурнăçпа вилĕм», «Йывăр шухăшсем», «Чăваш чĕлхи», «Чăваш ачнне» сăвăсене пичетлесе, пĕррехинче «Сунтал» редакцийĕ тÿррĕмех çапла хушса çырнă: Çеçпĕл Мишши шухăшĕсемпе редакци килĕшмест, анчах техника тĕлĕшĕнчен сăвăсем лайăх пулннне шута илсе пнчетлет... т. ыт. те (1924, 2-3 №, 40-41 стр.).

Хăшпĕр литературоведсем, Çеçпĕл тавра пынă тавлашăва политикăлла çивчĕ кĕрешÿ тесе пахаланă хушăра, силлабо-тоникăна çийĕнчех йышăнманнисене чăваш совет поэзине «ура хума», «чарса тăма» пăхакансем вырăнне хураççĕ. Пăхăсăн, ĕçĕ урăхларах пулса пынă. Тавлашу час-часах кам та пулин революцилле поээие хирĕç кăмăллă пулнинчен мар, теорилле уçăмлăх çителĕксĕрринчен тухса пынă. Н. Шупуççынние илес. Силлабо-тоникăн тĕп тăшманĕ пулнă вăл, теççĕ ун çинчен статьясенче. Чăнах та, Шупуççынни пĕр статйинче чăвашăн яланхи сăвă виçине: хÿтĕлесе çапла çырнă: «Тоника та тоника тейеç (сăмах силлабо-тоника çинчен пырать - В. К.), анчах никам та тоника йĕркипе çыраймĕ... кам чăваш чĕлхи тымаррисем çинчен пĕртте пĕлмест, çав анчах ку тĕлĕшрен виçĕ юман хушшинче çĕтсе кайса çынсене те çухалса çÿреме чĕнет... силлабика чăваш поэзине саламлĕ, тоника ăиа лупашканалла тÿнтерсе ярса, наци культуринчен кăларса пăрахса... йăнăш çулпа ярĕ, кайран часах пĕтерсе те лартĕ» («Чăваш поэзии формисем çинченех»). Кунта статья авторĕ Г. Келие хирĕç тавлашать. Пĕр пăхсан, тавлашаканĕсем иккĕшĕ те усал шухăшлă пулман, анчах иккĕшĕ те, ыйтăва пĕр енлĕн лартса, татса парайман. Шупуççынни чăваш сăввинчи халăх тымарĕсемшĕн тăрать, чăваш такмакне, çичĕ сыпăк юррине аркатасран шикленет, анчах вăл çав халăх тымарĕсемех силлабо-тоникăна та çул панине чухлаймасть-ха. Келийĕ, силлабо-тоникăна çĕклесшĕн çунса, тепĕр енне персе ÿкет. Критикăра вульгарлă социологи приципĕсене тытса пыраканскер, вăл ку ыйтура та тÿррĕм татса касать: кам та кам силлабикăшăн хыпăнать, вăл оппортунизм лачакинче ларать, тесе хурать («Поэзи формисем çинчен»). Вульгарлă-социологилле критика классиксене аркатнипе пĕрле М. Федоровăн, К. Ивановăн, Тайăр Тимккин, Н. Шелепин сăвă виçине те пăрахăçланă. Вăхăт иртнĕçемĕн Çеçпĕл Мишши çĕнĕлĕхĕ пурнăçа кĕчĕ. Кĕçех Н. Шупуççынни çĕнĕ сăвă виçине йышăнать. Силлабика та пурнăçран тухса ÿкмерĕ. П. Хусанкай, чи малтанхисем шутĕнче Çеçпĕл енче пулнăскер, каярахпа, «Паянхи поэмăра», иртнĕ тавлашусен тапхăрне асăнса, çапла калать:

«Силлабĕк», «тонĕк» теттĕмĕр
(Хуппи вĕт ухмаха!).
Тавлашрăмăр, çĕнтертĕмĕр.
Халь - иккĕш те паха.

Тепĕртакран вăл, хăй сăмахне ĕнентерме тенĕ пек, çичĕ сыпăк кĕввипе «Яманкас юмахĕ», тăхтасан «Тури Вылта туй сикет», «Суйлавçăсемпе калаçни» çырать.

Хальхи поэтсен аслă ăрăвĕнчисем хăйсене Çеçпĕл шкулĕнчен тухнисем тенине илтме пулатчĕ. Тивĕçлипех ĕнтĕ! «Чăваш поэчĕсем вырăссенчен тĕплĕн вĕренсе пыни Çеçпĕл Мишшин силлабо-тоникăлла шкулне çирĕпленсе çитме вăй пачĕ... сăвăри çĕнĕ йĕрке çĕнтерчĕ-çĕнтерчех, чăваш поэзи историйĕнче вăл асран кайми тапхăр пулса тăчĕ. Çав йĕрке чăвашла сăвă çырас меслетсене классикла янрамалли мелсем уçрĕ. Халĕ эпир тĕнчери пур поэтсен произведенийĕсене те хăйсен тăван чĕлхипе çырнинчен кая мар хăватпа чăвашла куçарма пултаратпăр», – тенĕччĕ В. Митта «Автобиографийĕнче». А. Алка чăваш писателĕсен X съездĕнче каланăччĕ: «К. Ивановпа Çеçпĕл Мишшине вунă çул çеç уйăрса тăнă пулин те, сăвăçсем пĕр пек çырма пултарайман. Вĕсен хушшинче икĕ саманан тарăн йăранĕ выртнă. Çеçпĕл Ивановран çамрăкрах пулнă, анчах вăл пиччĕшĕ пек çырнă. Пултарулăхĕпе классикăмăра урлă пыман. Унсăрăн вăл Çеçпĕл Мишши те, К. Иванов та пулаймастчĕ. Таланта хирĕç талант вăрçа тухмасть».

Тĕрĕс, Çеçпĕл таланчĕ наци культуринчи унчченхи паха туртăмсене аталантарнипе çĕкленнĕ. Халĕ, пирĕн саманара, вăл хывса хăварнă туртăмсем аталанаççĕ.

Аталанура çĕнĕлĕх пурăнĕ.


Канюков, В. Çеçпĕл поэзийĕнчи çĕнĕлĕхĕн халăхла туртăмĕсем / В. Канюков // Ялав. – 1979. – № 11. – С. 24-25.


Литература о жизни и творчестве М. Сеспеля

Библиография