В. Г. Родионов

Çеçпĕл прози. 1917-1922 çулсенчи проза


Çеçпĕл Мишшине эпир ытларах сăвăç пек пĕлетпĕр. Унăн прозăласа çырнă хайлавĕсем те пур. Тĕслĕхрен, 1918 çул пуçламăшĕнче «Хыпар» хаçатра сăвăçăн «Çапла пулăшатпăр-и?» тата «Пирĕн вăй» ятлă статйисем пичетленеççĕ. 1918 çулхи кăрлачăн 5(18)-мĕшĕнче çав хаçатрах («Чăваш пурнăçĕ» ярăмра) Çеçпĕлĕн тепĕр хыпарĕ кун çути курнă. Унта вăл хăй Хусантан Шăхран (хальхи Канаш хулин малтанхи ячĕ) станцине çитни, унта чăваш салтакĕсемпе пĕрле калаçса ларни çинчен хыпарлать. «Пит те тĕлĕнсе эпĕ савăнтăм чăваш тăванăмăрсем çине пăхса, – хавхаланса пĕлтерет Касаккасси каччи, – ĕлĕк çакăн пек станцисенче чăвашсен сассисем илтĕнместчĕç, вăрттăн анчах кĕтессенче пĕр-пĕринпе пăшăлтататчĕç. Халĕ пит аван хамăр чĕлхепе калаçса савăнса кулкалаççĕ».

Çеçпĕл çав салтаксене чăваш хаçачĕн тăватă номерне вуласа парать, чăвашла утмăл кĕнеке сутать.

«Çапла пулăшатăр-и?» ятлă статьяра Çеçпĕлĕн сăнар тăвас ăсталăхĕ уçăмлах паллă. Малтан вăл йывăр саманан тĕп палли – выçлăх аптратни – çинчен асăнса илет, унтан Шĕкĕр ялĕнче хăй илтнĕ калаçусене çырса кăтартать: «Çамрăксем улахсенче, ваттисем те халăх çинче калаçаççĕ:

– Вăрçăра салтаксем кунне çуршар кĕрпенке анчах çиеççĕ. Хуласенче çимĕç çук! – теççĕ.

Кăрчамасем ĕçсе ларнă чух та кăна çăвартан пăрахмаççĕ. Пĕр-пĕр çамрăк салтак арăмĕ те ĕçкĕре кукăркаланса:

– Юлташăм хăçан таврăнĕ-ши, выçă вилмесен юрĕччĕ! – тесе юрлать».

Малалла автор Шĕкĕр çыннисем хăйсен мăкаçей тыррине (халăхран вăрлăх валли пухнă тырра) выçă салтаксем валли илсе каясран хăраса килрен киле валеçсе тухни çинчен пĕлтерет. Тырă валеçсе ăшĕсене хыптарнăскерсем сĕлĕ сутса сăра илеççĕ те «çĕрĕпех янраса, кăшкăрса лараççĕ» иккен.

Малалли ÿкерчĕк татах та витĕмлĕрех: «Пуянни те, чухăнни те ĕçкĕ тăвать. Тăлăпли те ĕçет, çĕлĕкĕ тăрри çĕтĕкки те кая юлмасть, çын сиккипех сикес тет. Çĕрле урамра яшсемпе чупакан, упăшкасăр ача тунă салтак арăмĕсен, ÿсĕрсен юрри ыйăхлă ял тăрăх ян ярать, аякра, ял веçĕнче, тÿпелешсе хаяррăн шуйăхни илтĕнет».

Малалла автор хирĕçле сăнар калăплать, нÿрлĕ окопсенчи выçă салтаксем çинчен каласа парать. «Киле килме тухнă салтаксем выçă вилеççĕ; хуласенче пирĕн пек чунлă çынсемех выçăпа вăйран кайнă, ачасем ĕсĕклесе йĕрсе улаççĕ...» – хирĕçле ÿкерчĕк тăвать автор. Унтан вăл каллех Шĕкĕр ялне сăнлать. «Ватти-çамрăккисем ÿсĕрĕлсе: «Кăрчама тăвакана турă сывлăх патăр», – тесе юрра яраççĕ».

Вĕçĕнче çыравçă риторикăн ыйту мелĕпе усă курса вулавçăран çапла ыйтать: «Савнă чăваш, çапла пулăшатăн-и эсĕ выçă вилекен тăвануна?.. Ывăлу çăкăр ыйтсан чул анчах паратăн-и?» Юлашкинчен чунĕ кÿтсе çитнĕрен вăл çапла тарăхса калать: «Эх, выççа тутти мар, выççи анчах паллать пуль!»

«Пирĕн вăй» статьяра Çеçпĕл чăваша ытти халăхсем мăшкăл ан кăтартчăр тесен мĕн-мĕн тумалли пирки шухăша путать. Чăваш тĕп хысни (хальхилле – казначейство) тусан чăвашсем влаçа хăйсен аллине илессе шанать вăл. Малалла каллех çав «мăшкăлу мотивĕ» палăрать: «Пирĕн тĕттĕм пÿртсене те вĕренÿн çути кĕрсе çутатса ярĕ. Вырăс-мĕн мăшкăлласан çĕлĕке пусса лартса, пуçа чиксе чĕлхесĕр выльăх пек сăмахсăр пулмăпăр...» Тепĕр таватă предложенирен каллех çав кĕвĕллĕ сăмахсем тĕл пулаççĕ: «Кирек ăçта тухсан та чăваш тăлăххăн, мĕскĕннĕн хăраса çÿремĕ. Тин вара çунса, ялкăшса чăвашăн кĕтнĕ Хĕвелĕ тухĕ те Чăваш çĕрне, нумай асап курнă çĕре, хăй çуттипе ачашласа, çутатса ярĕ!..»

«Вăрман ачисем». Хайлава Çеçпĕл çичĕ сыпăка пайланă. Вăл кино сценарийĕ пекрех монтажлă пулса тухнă. Кашни сыпăк уйрăм кадрсен ушкăнне аса илтерет. Çакна хайлав пуçламăшĕнчех туйса илме пулать: «Йĕри-тавра сĕм вăрман. Çил улать, йĕрет. Вăрман хĕрринчи сăрт çинче ватă юман хаяррăн шатăртатса ларать; сăрт айĕнче çырма хĕрринче пĕчĕк лаçсем сапăнса ларнă. Ухилле мучи кил картине çÿллĕ хÿмепе хÿсе çавăрнă; кил варринче пĕчĕк чÿречесемлĕ хура пÿрт ларать».

Çыравçă кунта чăвашăн ĕмĕртен-ĕмĕре куçса пынă мифологилле тĕнчине ÿкерсе кăтартнă. Хайлав ятĕнче палăртнă вăрман ачисем – сăрт айĕнчи çырма хĕрринче пурăнакан чăвашсем. Вĕсем ку таранччен сăрт çинчи киремет хÿттинче пурăннă, халĕ вара ăна мана пуçланă иккен. Çакна эпир автор ватă Ухилле шухăшне каласа панинчен пĕлетпĕр: «Эх, самана, самана, ваттисен йăлине пăраха пуçларĕç. Эй, авал халăх карласа кашни çĕн уйăхăн ватă юман патне пуçтарăнатчĕ, халъ çулталăкра пĕр-иккĕ пуçтарăнкалаççĕ. Манчĕç сана, аслă Киремет, манчĕç!»

Чăваш хăй тĕнчинче хăйне тĕреклĕ те çирĕп туйнă. Çакна автор Çăлтăр (ку ята вĕçсĕрлĕхĕн, Пысăк Вăхăтăн, пĕтĕмĕшле каласан, Космосăн символĕ тесе ăнланмалла) ятлă каччă юрланă юрă урлă та систерет:

Э-э-эй! Авал паттăр Атăл пулнă тет...              
Маттур паттăр

   Атăл пулнă тет...

Э-э-эй! Ырă киремет.

Хайхи сăрт çинчи аслă Киремет сăнарĕ историре пулнă Аттила (V ĕмĕрте пурăннă хунсен патши) ашшĕн сăнарĕпе пĕрлешсе кайрĕ. Кунта Çеçпĕл Мишши Турхан Энтрин «Чăваш историйĕ» ятлă очеркне (вăл «Хыпарта» 1917 çулта пичетленнĕ) вулани, унти хăш-пĕр фактсемпе усă курни сисĕнет. Унта çапла йĕркесем пур: «Атăлăн ÿтне унăн халăхĕ кĕмĕл тупăк ăшне хурса, Дунай шывне пĕвелесе чавса вăхăтлăха урăх çĕре ярса, шыв тĕпĕ типсен çавăнта чавса пытарнă тет. Унтан пĕвине татса шывне хăйĕн вырăнне ярса савнă пуçлăхăн ÿтне шывпа витнĕ тет».

Çеçпĕл хайлавĕнчи Çăлтăрăн юрри акă мĕнле сăмахсемпе вĕçленет: «Вилнĕ вăрçăра Çапăçнă чухне, Пытарнă ăна Ылттăн тупăкпа Тинĕсĕн тĕпне».

Çапла вара Çăлтăр чăвашсен авалхи паттăрлăх вăхăтне, халăхăн мухтавлăхне аса илсе юрлать. Çеçпĕл ятлă çамрăкăн юрри вара вăрманпа тата шăпчăк кайăкпа çыхăннă: «Шăпчăк, шăпчăк, Пĕчĕк кайăк, Тарам пĕчĕк пулсан та Мăн вăрмана ян ярать».

Çак сăмахсен вăрттăнлăхне пĕлме каллех Э. Турханăн «Чăваш историйĕ» очеркне пăхса илме тивет. Унта тутарсем мĕнпур пăлхар çĕрне тытса илни çинчен каланă хыççăн çапла çырни пур: «Хайхи пăлхар çĕрĕнчи сĕм вăрмансем пăлхарсене нумайăшне тарса пытанма вырăн пулнă. Çав сĕм вăрмансем, пуринчен те ытла Атăлтан хĕвел анăçĕнчи Сăр вăрманĕ, телейсĕр мĕскĕн чăваш халăхне хăйĕн йывăç çулçисем айне пытарнă. Тутарсем пыра пуçласан, ян-ян кайсан чăвашсене инкек çывăххине систерсе тăнă. Тутарĕсене çулçисемпе çупса, пăшăл-пăшăл туса «чăваш çук» тесе суйса янă. Тутарсем иртсе кайсан тин хура вăрман шăпчăкĕсем хăйсен хаваслă юррисене юрласа шăши чĕреллĕ чăваш халăхне вăрмантан тухса пĕр хăрамасăр ĕçе тытăнма чĕннĕ.

Тавтапуç сана, сĕм вăрманăм!

Эсĕ тĕнчере пулман пулсан, ху çулçупа ман асаттесене тăшмансенчен çăлман пулсан çут тĕнчери хÿхем кунсене эпĕ те, чăваш, кураймăттăм, хам пуçăма çÿле тытса чăваш ятне йăтаймăттăм. Чăваш тесен чĕре ăшшăн хавасланса выляймĕччĕ. Хам халăхăн чыс-чапĕшĕн чунăм çунса вĕреймĕччĕ. Тавтапуç сана!»

Эппин, шăпчăк мăн вăрманта юрлани вăл халăха ĕçе йыхăрнине, çывăхра тăшмансем çукне пĕлтернĕ. Сĕм вăрман – чăвашăн çăлăнăçĕ, хÿтлĕхĕ. Çăлтăр юрри чăвашсен паттăрлăхне аса илтернĕ терĕмĕр. Çеçпĕл ятлă çамрăкăн юрри вара Сăр вăрманĕсенче хÿтлĕх тупнă шиклĕ чăвашсен вăхăтлăх хавхалану юрри. Çак тапхăрта (ХШ-ХIX ĕмĕрсенче) чăваш халăхĕ, Э. Турхан калашле, «шăши чĕреллĕ» пулса тăнă. Çеçпĕл Мишши çак хăравçăлăхпа мăшкăлу мотивĕсене пĕрлештерсе хирĕç тăруллă фабула йĕркелет. Йăх пуçĕ Ухилле хăйĕн ывăлĕсемпе ял халăхне Киремете маннăшăн ÿпкелет. Унăн «ĕçлĕхсĕрленсе выртма» юратакан Сÿхепи ятлă ывăлĕ ашшĕне çапла сăмахсемпе вăрçать: «Ват супнă, киремет, киремет. Акă вырăссем шăнкăравсемпе шанкăртаттарса килсен куланай ăçтан тупса парăпăр-ха? Чÿк тăвас, çырлахтарас! Тиек хулăпа çунтара пуçласан – чÿк тăвăн – лайăх!»

Кунта Сÿхепи шикленни, куланай пухакан вырăссенчен (каярах мĕнпур вырăсран) хăрани курăнать. Çапах та вăл хăйĕн тĕнче касса çÿрекен Микур вăртахĕн сĕнĕвĕпе килĕшет, вырăс хушшине чугун çул хывнă çĕре ĕçлеме кайма пулать. Хăйĕн хăтланăвне çапла ăнлантарать вăл: «Шутласан каймалла пек те туйăнать. Часах выçă лармалла пулĕ. Çăвар нумай – тырри пулмасть. Кайăксем Атăлтан леш енне куçнă тет атте. Ăçтан этем пулас! Кайсан луччĕ!»

Вунă чăваш инçе çула тухма хатĕрленет. Ĕç ăнăçмасси малтанах сисĕнет. Ваттин пилне илес вырăнне Сÿхепи ашшĕпе харкашать, вĕсем вырăс тиеке кирлĕ хутсем тутарнăшăн икĕ тилĕпе пĕр юпах тиха «парнелеççĕ». Эртеле хăравçă та çапкаланчăк Микур ертсе кайни те йĕркеллĕ мар пек. Сăр шывĕ хĕрне çитнĕ-çитменех вĕсен икĕ лашине вырăссем ăна пула туртса илеççĕ, хĕнесе тăкаççĕ. Ирĕке тухсан Микурĕ çапла каппайланса илет: «Юрать хам вырăсла пĕлеп. Эп пулман пулсан хупса лартатчĕç-ха!»

Малалла та ăнса пымасть тăван ялĕнчен инçетелле кайса пыракан чăвашсен. Малтан Шăнкăрча, унтан Çеçпĕле çухатаççĕ. Кайран Микур пĕр лаша çине утланса эртеле пăрахса тарать. Халĕ тин ĕнтĕ Сÿхепи ашшĕн сăмахĕсене аса илет. Автор çав саманта кĕскен çырса кăтартать: «Сÿхепи чĕрине хуйхă кĕрсе çунтарса ячĕ те аякри аслă вăрман, ял, аслă Киремет аса килсе кайрĕ. Сÿхепи вăрмана кĕчĕ те пĕр йываç умне чĕркуçленсе кĕлтăва пуçларĕ».

Эртел каялла тарать. Вĕсене вăрă вырăнне хурса вырăссем хăвалаççĕ. Çав саманта автор харкамçă куçĕпе курăмлăн сăнланă: «Акă Сÿхепи умĕнче улăх варринчи утă куписем çаврăнса кайрĕç... Пур япала та çаврăнса кайрĕ. Ун çумĕнче Паккайпа Тăмпа лашисем çинчен ывтăнса кайрĕç. «Эй, турă!» – тесе сехĕрленни илтĕнсе кайрĕ. Тяккапа Маккан айĕнче лашисем йăванса кайрĕç. Сÿхепи вĕсен урлă сиктерсе кайрĕ, лешсем лашисен айĕнче харлатса юлчĕç. Лайăх курать Сÿхепи – Сăр урлă Тимккапа Çăлтăр ишсе çыран хĕрне çитеççĕ»,

Сÿхепи те хăй шыв урлă каçса хăтăласса шанать, лаши-качки Сăр шывне сикет. Вăл вилнĕ саманта автор сăнарлăн çырса кăтартать: «Курать – икĕ вырăс ăна çыран çинче пăшалпа тĕллесе тăраççĕ. Пăшал сасси илтĕнмест; пăшал вĕçĕсенче тĕтĕм курăнчĕ те Сÿхепи тавралла шыв хĕп-хĕрлĕ пулса кайрĕ. Лаши те, Сÿхепи те çаврăнса юхăмпа пĕрле кайрĕç.

Пĕлĕт тап-таса, кăн-кăвак, пĕчĕк пĕлĕт татăкĕсем çинче хĕп-хĕрлĕ хĕлхемпе хĕвел вылять. Юхса пырать Сÿхепи, ун умĕнче хăйĕн ачисем чупса çÿреççĕ; ашшĕ, ватă Ухилле, тырă вырать. Сăрт çинче ватă юман кашласа ларать...»

Сÿхепи хăйĕн йăнăшне – Киремете манма юраманнине – кая юлса ăнланчĕ. Вĕсем çапкаланчăк Микур хыççăн кайса хăйсен пуçне хăйсемех çирĕç. Ку кăна-и-ха? Тимккапа Çăлтăр тăван ялне çитсессĕн сăрт çинчи аслă юман çилпе хуçăлса выртнине кураççĕ. Шурă сухаллă Ухилле те ывăлĕсем вилнине пĕлсен симĕс курăк çине кайса ÿкет. Çакăнпа хайлав вĕçленет, анчах та вулавçă çав ватă çын урăх тăраймасса пĕлет, мĕншĕн тесессĕн ял чăвашĕн тĕрекĕ – сăрт çинчи аслă юман – тÿнсе выртнă.

Хайлав идеи тĕрлĕ халăхсене хирĕçлетнинче мар, чăваша истори харкам хупăнчăклăх (самоизоляция) патне илсе çитернин синкерлĕхне кăтартнинче. Çав шухăш Çеçпĕлĕн Э. Турхан очеркне вуланă хыççăн тĕвĕленни иккĕленÿсĕр. Çав хушăрах вăл илемлĕ идейăна Киремет юманĕ тавра çыхса пĕрлештерет, символла сăнар калăплать. Хайлав эпикăлăх тата философилĕх енне сулăнать.

Жанр тĕлĕшĕнчен ăна халăх аваллăхĕпе çыхăннă, эпопея сĕмне илнĕ калав йышне кĕртме май пур. Ун чухне Э. Турхан шăпах çавăн йышши аваллăх халапĕсене «калав» тесе палăртать: «Хусана илни çинчен чăваш хушшинче пĕр калав пур». Çеçпĕл Мишшин «Вăрман ачисем» хайлавĕ çав жанра питех те çывăх. Унти аваллăха упраса пурăнакан Ухилле ватă ячĕ авторшăн ютă мар: вĕсен йăхне пуçласа яраканĕ те çав ятлă пулнă-мĕн.

«Юншăх». Маларах «Юншăх» калавпа «Улик» драма ал çырăвĕсене хăçан хайлани паллă тенĕччĕ. Вĕсене авторăн 1921 çулхи март уйăхĕнче çырнă çырăвĕсемпе пĕр вăхăтра йĕркеленĕ. Çеçпĕле лайăх пĕлнĕ, унпа Теччĕ семинарийĕнче пĕрле вĕреннĕ И. Петров çапла аса илнĕ: «Чăваш каччипе вырăс хĕрĕ хушшинчи хутшăнусене пула наци хирĕçĕвĕсем пуçланни пирки роман çырасси çинчен мана Кузьмин темиçе хут та каласа панăччĕ. Унти сюжет çапларах пулмалаччĕ: чăваш каччипе вырăс хĕрĕ паллашаççĕ. Вĕсем пĕр-пĕринпе çывăхланаççĕ, пурнăç вĕçне çитичченех перле пулма тупа тăваççĕ. Хĕрĕ унăн каччи чăваш пулнине пĕлет те унран йĕрĕнсе пăрăнать, уйрăлса каять».

Çеçпĕл вилсен унăн хăш-пĕр хучĕсене Ф. Пакрышень сăвăç амăшĕ патне ярса парать, вĕсен хушшинче çак калавпа «Улик» пьеса ал çырăвĕсем те пулнă. Вĕсене темиçе хут та тÿрлетсе тухнине шута илсен, автор çав хайлавсене вĕçлесе çитерме тĕллев тытнă тесе каламалла. «Юншăх» калава вăл 1919 çултах çырма пуçăннă. Çакна унăн А. Червякова патне янă пĕр çырăвĕнчен пĕлме пулать. Унта хрестоматие кĕмен çапларах йĕркесем пур: «Сире, таса та илемлĕ вырăс çыннисене, кăнттам чăвашăн ăраскалсăр шăпи мĕн тери йывăррине ăнланма пÿрмен. Сирĕншĕн тĕлĕнмелле-тĕр, анчах çав чăваш, шел пулин те, сисĕм-туйăмлă».

Кунта Çеçпĕлĕн тепĕр çĕрте каланă сăмахĕсене аса илмелле: «Темле пулсан та малалла чăвашăн чăвашла калаçмалла пулать. Нимĕн тума та çук. Мĕн тăвăн çухалма пĕлмен чĕлхене? Ирĕксĕрех хисепе хурас пулать». Çак «шел пулин те», «ирĕксĕрех» тенисене автор тепĕр çын куçĕпе пăхса калаçнине, вăл унпа вăрттăн тупăшăва кĕнине сисме пулать.

Çапла вара Çеçпĕл хăйĕн пулас романĕнче (тĕрĕсрех каласан ăна повесть тесе палăртмалла-тăр) чăвашсене ытти халăхсем кÿрентернине сăнласа парасшăн пулни курăнать. Калавра кÿрентернине мар, герой хăвăрт кÿренме пултарнине кăтартса панă. Унăн катăклăх комплексĕ вăйлă. Вăл (Миклуха) хĕр хăйне упăтепе танлаштарнăшăн хытах кÿренет. Лешсем сăнран китай çынни евĕрлĕрех çамрăк вырăс марне сисеççĕ, çавăнпа ăна тиркештерме пăхаççĕ.

Миклуха прототипе Çеçпĕл хăй пулни иккĕленÿсĕр. Çапах та хайлаври ĕç-пуçа чăн пурнăçран ÿкерсе илнĕ тесе калама çук.

«Чунăмçăм, çунатăмçăм». Çеçпĕл хăйĕн савнийĕ (А. Червякова) патне янă 98 çыру упранса юлнă. Вĕсене автор илемлĕ хайлав çырас тĕллевпе шăрçаламан ĕнтĕ. Вăхăт иртнĕçемĕн çав çырусем литература палăкĕ пулса тăчĕç, илемлĕ хайлав пек, юрату поэми пек вуланма пуçларĕç. Çырусенче Çеçпĕлĕн идеалĕ, илем туйăмĕ, пурнăç чăнлăхĕ, вĕсен хирĕçĕвĕ курăнать. Поэт хăйне те, ытти çынсемпе вăхăта та хак парать.

Çак çырусенче каланине тĕрĕс ăнланас тесен пирĕн А. Червякова чăннипе мĕнлерех çын пулнине пĕлмелле. 1919 çулта А Червякова Чĕмпĕртен Теччĕ хулине темиçе уйăхлăха хăнана каять, вăхăтлăха унти библиотекăра ĕçлет. Çавăнта паллашаççĕ те икĕ çамрăк чун – чăваш поэчĕпе вырăс чиперкки. Ку таранччен пирĕн тĕпчевçĕсем А. Червяковăна «мещен хĕрарăмĕ», «шурă гвардеец арăмĕ» тесе сивлеккĕн хаклама юрататчĕç, «вăл Çеçпĕле юратман» тетчĕç. Тĕрĕссипе Анастасия Александровна мораль тĕлĕшĕнчен хăйне йÿле янă çын пулман: чиркÿре венчет тăнă саккунлă упăшкине улталама вăл, Çеçпĕле тем пек юратсан та, хал çитереймен. Мăшăрĕ çĕре кĕнĕ хыççăн çеç вăл туйăмне пытарма пăрахнă, хăйĕн чăн-чăн юратнă çыннин адресне шыраса тупса хĕруллĕ çырусем çырма тытăннă. Ун чух хăйне кая юлнине пĕлме пултарайманскер (пирвайхи çырăвне çырнă тĕле поэт çакăнса вилнĕренпе виçĕ уйăх иртнĕ) пĕрре чунне уçса çырать, тепре мăн кăмăллă йĕркесем шăрçалать, хăйĕн шанăçне çавах çухатмасть.

А. Червякова Çеçпĕл патне 1922 çулхи сентябрĕн 14-мĕшĕнче çапла çыру çырнă пулнă:

«Çырмасăр чăтаймастăп, çавăнпа каллех шурă хута хурататăп, каллех сан кăнлĕхе сирсе сăмах хушнăшăн йывăра илместĕн пуль тетĕп. Каçар, хаклă çыннăм, анчах ытла йывăр-çке... Хам мĕнле асапланни, шăпа иксĕмĕре икĕ еннелле уйăрса яни çинчен эпĕ сансăр пуçне никампа та калаçаяс çук... Анчах ун чухне эп хам та хам маррине, çын аллинче пулнине, çав тивĕçрен иртейменнипе умри телее сирнине, çапах та чыс сăваплăхне, чыс тасалăхне упраса хăварма пултарнине эсĕ те ăнланмаллах. Пĕлсем, ун чухне эс мĕнле асапланнине курса эп хам та санран кая мар çунтăм. Ман ăшра мĕнле кĕрешÿ пынине эс курман, çавăнпа сан чунна ытлашши ыраттарас мар тесе тăрăшни маншăн мĕн хак ларнине те, чылай чухне эпĕ хама хам ăнăçлă кĕрешейменнине те ĕненĕн-ши? Çав кĕрешÿре вăйăм-халăм пĕтсе çитнине туйсанах уйрăлса кайрăм санран. Ку маншăн мĕне пĕлтернине эс курман, ма тесен эпĕ чăн туйăма яланах пытарма тăрăшнă, тепĕр чухне, пытарса çитеймен самантсенче, çав туйăм çиеле вăркăнса тухсан та вăл шеллев-хĕрхенÿ кăна мар, вăл ирĕке талпăнакан чун ăнтăлăвĕ пулнине систерес мар тесе вăй хураттăм. Çырусене хирĕçÿллĕ те пăтрашуллă çыраттăм, çавăнпа та пĕррехинче чунри туйăма тÿрремĕнех кăтартсан та ĕненмерĕн эс, хам та ытлашшиех çине тăмарăм, ма тесен çав туйăм ĕмĕрлĕх юрату мар, самантлăх алхасу кăна пулĕ тесе шутларăм. Эс çырма пăрахрăн... Сан çинчен ним пĕлмесĕр иртсе кайнă çулсем çакна çирĕплетрĕç: сана эпĕ манаймастăп, асăмран кăларса пăрахас тесе тем пек тăрăшсан та кăларса пăрахаймастăп. Миçе çул пытарса пурăнтăм çакна санран, халĕ вара, сан шăпу паллă маррине пĕле тăркачах мĕншĕн тапратрăм-ха çак калаçăва? Мĕншĕн – пĕлместĕп. Манмалла пулсан йăлтах манăçа кăлар. Йăлтах. Сан умра тÿрре тухма тăрăшнă пек ан туйăнтăрччĕ. Анчах ман сана пĕлтересех килет: çак сăмахсем – йăлтах чăн, хам пĕлменни, хам туйманни çинчен сана эп нихçан та каламан. Ăнланатăп, паллах, мана эс хăвăн пурнăçна çапла арпаштарса янăшăн каçарасшăн пулмăн, туятăп... Анчах уншăн эпĕ хама хам та каçарассăм çук, ма тесен хамăн пурнăç та арăш-пирĕш сапаланчĕ, арканчĕ. Анчах йĕрет, нăйкăшать тесе ан шутла, ман чăтмалла. Кунта эпĕ йăлтах хам айăплă, сана мĕншĕн те пулин йывăра илме сăлтав çук. Хамăн сивĕ те чунсăр кăмăлпа сан туйăмна сÿнтертĕм пулать те, – епле айăплама хăям-ха сана? Хаклă çыннăм! Мĕн тери асапчĕ маншăн «эсĕ мана ăнланмастăн, эсĕ ман туйăмсенчен кулатăн» тесе ÿпкеленисене илтесси. Çав вăхăтра мана мĕнле йывăр килнине пĕлесчĕ санăн... Пĕлнĕ пулсан – унашкалах ÿпкелемĕттĕн эс мана <...>

Эсир маншăн хам туйăма хамран пытарасси мĕне ларнине ăнланман, эп Теччĕрен тухса кайни хамран хам тарни пулнине те пĕлмен. Ун чухне эп Сире ним шантарма та пултарайман, мĕншĕн тесен урăх çын умĕнчи тупама сăваплă тесе шутланă, паллах, çав тивĕçĕме туйса тăнă хушăрах эпĕ Сирĕн тата хамăн пурнăçа аркатма пултарайман. Хам шăпама эпĕ пит шеллесех каймастăп, анчах Сирĕн пурнăçăра пăлхатса янишĕн хама нихăçан та каçарассăм çук. Пур çырура та пĕр шухăшах тăсатăп, ма тесен Эсир хăш çырăвне илессине пĕлместĕп. Çитейĕ-ши хăшĕ те пулин?»

Çапла вара Çеçпĕлпе Червякова хушшинчи хутшăну ансатах мар пулнине, поэт хăй савнă çыннăн сăмахĕсене пурне те чăна хуманнине пĕлтĕмĕр. Червякова Çеçпĕл вилĕмĕшĕн хăйне айăпланă. Ф. Пакрышень патне янă пĕр çырăвĕнче вăл çапла хак парать: «Вăл мана чăн-чăн юратупа, халĕ никам та çавăн пек юратма пултараймасла юратнă. Çапла юратма идеаллă лайăх çынсем кăна пултарнă пулĕччĕç. Пирĕн ĕмĕрте ун йьшшшсем çукрах ĕнтĕ».

Çеçпĕл çырăвĕсене унăн пурнăçĕпе пултарулăхĕн тапхăрĕсене лартса уйăрса пăхни тĕрĕсрех пулĕ. Теччĕри малтанхи тапхăрта сăвăç юратупа хыпса çунма ĕлкĕреймен-ха. Тĕрĕссипе Теччĕ тапхăрне икке (малтанхи, кайранхи) пайланин сăлтавĕ поэт А. Червяковăна курнипе çыхăннă. Кайранхи тапхăрта вăл юрату лирики енне сулăнать, çырусене поэзии сăнарлăхне хăюллăн кĕртет. Шупашкар тапхăрĕнчи çырусем иккĕленÿ туйăмĕсемпе тулнă. Сăвăç хăйĕн шанманлăхне палăртать, аллисене те уснă вăл. Ку вăхăтра Çеçпĕлĕн çемçе чĕри чăн пурнăçри хытă та чул чĕреллисене пула хытах ыратать. Çав хушăрах хăй юратакан хĕрпе сăмах вылятма та халĕ çитет-ха унăн.

* * *

1917-1922 çулсенче проза чи малтан чăвашла хаçатсенче кун çути курнăран унăн жанрĕсем журналистикăпа публицистика жанрĕсемпе тачă çыхăннă. Чылай чухне илемлĕ калав, фельетон, очерк е тĕрленчĕк евĕрлĕ пулса тухнă, публицистикăпа пĕрлешсе кайнă. Çакна уйрăмах И. Ахах йышши хаçатçăсен хайлавĕсенче курма пулать. Ытларах чухне вĕсем вырăсла хаçат материалĕсене куçарса пичетленĕ. Çакă вара чăваш прозин тытăмĕпе проблематикине çавăн чухнехи вырăс публицистики енне хытах сулăнтарнă. И. Ахахăн чылай прози çапларах пулса тухнă. Тĕслĕхрен, «Икĕ виле» калавра çыравçă хĕрлисемпе шуррисем вăрçнине çавăн чухнехи хирĕçлетÿ мелĕпе кăтартнă. Сăрт çинче икĕ виле выртать. «Кам-ши ĕнтĕ çаксем? Хăçантанпа пĕр-пĕрне тăшман пулса пурăннă-ши? Мĕншĕн вĕсем çакăнта пĕрне-пĕри чикрĕç-ши? – шухăшлăн ыйтать калуçă. Малалла хуравне хăех пĕлтерет: – Пĕри иккен кусенчен – буржуй ывăлĕ, офицер; патша туса лартасшăн, хырăм пысăклатасшăн çĕртен-шывран уйрăлчĕ. Тепри тата – вăл чухăн, ака-суха тăвакан. Тăшман мăшкăлне тÿссе ку таранччен пурăннă».

И. Ахахăн публицистакăран хăпса çырнă хайлавĕсем те пур. Кунта тĕслĕх вырăнне унăн «Сарă хĕр» калавне (1919) илсе кăтартма пулать (хайлава эпир каярах, Хумма Çеменĕн пултарулăхĕпе паллашнă май пăхса тухăпăр).

Чăваш прози 1917-1922 çулсенче анлă утăмсемпе аталанманни çав çулсенче журнал-кĕнеке таврашĕ тухсах кайманнипе те, вăхăт хăвăртрах халăх патне çитерме май паракан жанрсене çул уçса панипе те тачă çыхăннă.


Родионов, В. Г. Çеçпĕл прози. 1917–1922 çулсенчи проза // Родионов, В. Г. Чăваш литератури : (1917–30-мĕш çулсем) : вĕренÿ пособийĕ / В. Г. Родионов. – Шупашкар, 2005. – С. 85-93.


Литература о жизни и творчестве М. Сеспеля

Библиография