П. Хусанкай

Пин-пин чĕре


Çеçпĕл – çурхи чечек.

Çавăн пек хушамат суйласа илнĕ хăй валли Михаил Кузьмин (1899-1922), хамăр республикăн хальхи Канаш районне кĕрекен Шĕкĕр ялĕнче çуралнă хресчен ывăлĕ. (Кăçалтан вара ялĕ Çеçпĕл ятлă пулать). Пур сăввисене те Мишша çапла алă пуснă. Хăй виличчен пăртак маларах вăл ăна хăйĕн чăн-чăн хушамачех туса хунă.

Çеçпĕл – ир тухакан çурхи чечек. Вунсаккăр тин çеç тултарнă йĕкĕт, Аслă Октябре савăнса кĕтсе илнĕскер, хăйне-хăй чăннипех те çав чечек пек туйнă пулас: теветкеллĕ те хăюллă, çуркунне часрах сарăлса çитессе кĕтекен, хăйĕн пĕтĕм çепĕçлĕхне чееленмесĕр, яр-уççăн кăтартакан чечек; чуна шăнтса пăрлантаракан вăрах тăсăлнă кивĕ, тĕттĕм пурăнăç хĕлĕ хыççăн ÿссе çурăлнă чечек.

Çеçпĕл Мишшине пирĕн халăхра «кăвар чĕреллĕ сăвăç» теççĕ. Вăл, чăваш совет поэзийĕн никĕсне хывакан çын, çуралнăранпа кăçал 70 çул тулчĕ. Çак уява хамăрпа пĕрле Украина тата ытти тăванла республикăсем те палăртаççĕ.

Шăпине пула чăваш сăввин ăсти хăйĕн иккĕмĕш тăван çĕршывне Украинăра тупрĕ. Ãна вăл питĕ ачашшăн юратнă. Çĕршывĕ хăй те ун ятне пысăк хисеппе асăнса пурăнать. Чернигов облаçĕнчи Остер хулинче Çеçпĕл вилтăпри çине палăк лартнă. Гранит юпа çинче поэтăн сăнĕ пур тата аллă çул ăшă кăмăлпа вулакан «Чăваш чĕлхи» сăввăн пĕр çаври ÿкерĕннĕ. Ãна виçĕ чĕлхепе – чăвашла, украинла, вырăсла – картса çырнă:

Тĕнчене тасатрĕ ирĕк вут-кăварĕ,
Çут тĕнче çуталчĕ, иртрĕ авалхи.
Тĕттĕмĕ тĕп пулчĕ, мăшкăл иртсе кайрĕ–
Тин ирĕке тухрăн, тĕп чăваш чĕлхи!

...1921-мĕш çулта никам та палламан çамрăк çын, Хĕрлĕ Çар шинельне тăхăннăскер, Украинăн пуç хули тăрăх хăйĕн тин тĕвĕленекен «Хурçă шанчăк» сăввин кĕввипе маршланă пек утса пынă. Кейÿре пурăнакан поэт-коммунист хăй вăхăтĕнчи кăткăс та хирĕçлевлĕ пулăмсене тĕрĕс ăнланса илме пултарнă. Вăл саманамăрăн тимĕр аслă çулĕ пуррине туйса илнĕ. Иртнĕ пурăнăçăн кукăр-макăр та хĕсĕк сукмакĕсем çинчен часрах çав аслă çул çине тухнă çын çеç пур енĕпе те телейлĕ пулассине пĕлнĕ вăл.

Хастарлă, хыт утăмлă пулăр,
Çĕршывăн хастар ачисем,
Вут кайăклăн вĕçĕр, ан юлăр,
Ан юлăр кунçул уттинчен!

Çеçпелĕн Украинăра тухнă «Хурçă шанчăк» ятлă кĕнеки çак сăвăпа уçăлать.

Поэтăн ĕçĕ-хĕлĕпе кунçулне тахçантанпах тĕпчекен пирĕн тус Юрий Збанацкий ун çинчен, вăл чухăнсен комитечĕн пуçлăхĕ пулнă ялти сăвăçпа – Пакрышень Хĕветĕрĕпе – туслашса, Украинăра пĕрле ĕçлени çинчен роман çырса кăларчĕ.

Украинăри литература критики Çеçпĕле поэзин пысăк ăстисемпе – Владимир Маяковскипе, Павло Тычинăпа, Янка Купалăпа, Саломея Не-риспа, Джамбулпа, Сулейман Стальскипе тата ыттисемпе те юнашар лартать. (М. Равлюк – «Співець чуваського народу», «Жовтень» журналăн 1953 çулхи 1-мĕш номерĕ, 121-124 страницăсем.).

Кăçалхи уяв ячĕпе тата Украинăри юханшывсем тăрăх «Çеçпĕл Мишши» пăрахут çÿре пуçлать. Кейÿре поэт пурăннă çурт çине асăну хăми çапаççĕ, ун пурнăçĕпе пултарулăхĕ çинчен кинофильм ÿкереççĕ. «Хурçă шанчăк» кĕнекене çĕнĕрен куçарса кăлараççĕ. Петĕр Чичканов художник ÿкернĕ поэтăн сăнне почта уçă çырăвĕ валли çирĕм пин хисеппе кăларнă та ĕнтĕ.

Çакăншăн пуриншĕн те эпир Украина çыравçисен пĕрлешÿне, ырă кăмăллă пĕтĕм Украина халăхне чунтан-вартан тав тăватпăр.

Поэт, чăваш сăввин реформаторĕ, патшалăх ĕçне те туса пынă çын Çеçпĕл Мишши питĕ сахал пурăннă. Анчах ун пурнăçĕ шупка мар – калама çук çутă пулнă. 1920-мĕш çулта, хăй çуралнă кун, иртнĕ кунçулне астуса, малашнехи çинчен шухăшласа, вăл хăйĕн куллен-кунлăх çыру кĕнекине çапла çырса хунă:

«...1918-мĕш çула коммунистсен партине кĕнипе вĕçлерĕм. Хама-хам çав тери ирĕклĕн, вăйлăн туйăнса кайрăм. Килйышри, тĕнри, халăхри тĕшмĕшсенчен хăтăлса, пролетариатпа пĕрле пурнăç хуçи пек пулса тăтăм. Çавăнтан вара манăн ăсăм-тăнăм уçă. Шухăшăм хăватлă. Эпĕ – коммунист!

Хамăр Облăç Єçтăвкомĕн членĕ, ревтрибунал председателĕ, пролетариат юстицин деятелĕ пулса, хамăн 22-мĕш çулăма пуçлатăп. Карьеризм, суялăхпа тÿрĕсĕрлĕх çук ман шухăш-кăмăлра. Коммунист ятне нихăçан та вараламасса шанатăп».

Çакна çырнăранпа 19 уйăх иртсен, поэтăн пурнăçĕ сарăмсăр татăлса кайнă.

Çеçпел сайра курăнакан метеор пек вĕçсе иртрĕ. Хамăр поэзи пĕлĕтне, хăй каларăшле «кăвак хуппи çутатса янă Чăваш Çĕршывĕн пĕлĕтне», вăл халиччен пулман çутă йĕр хăварчĕ.

Ку таранччен усраннă Çеçпĕл çырнисем шучĕпе ытла нумаях та мар: пĕтĕм вариантсене, çырса пĕтерейменнисене хисепе илсен те – алла яхăн сăвă кăна. Анчах çав сăвăсенче вышкайсăр вăй, тем аркатма пултарасла хăват упранать. Атом тĕшне çĕмĕрсен вĕçĕмсĕр сарăлакан хевте пек вĕсем ĕнтĕ акă 50 çул хушши çĕнĕрен çĕнĕ çамрăк ăрăва хавхалантарса, çĕклесе пыраççĕ. Ахаль мар Чăваш комсомолĕн премийĕ те Çеçпĕл ячĕпе хисепленет.

Революциллĕ ăнтăлупа лирикăлла вĕрилĕх, пысăк шухăшпа асра юлан сăнарлăх, нацилĕхпе интернацилĕх пĕрлешсе поэт пултарулăхне хальхи – пирĕн саманари – кивелми хĕçпăшал туса хураççĕ.

Çеçпел вырăспа украин халăхĕсен классикла поэзине питĕ лайăх пĕлнĕ. Вăл хăй вăхăтĕнчи литература юхăмĕсемпе шкулĕсене тĕплĕ сăнаса пынă. Кăна пире «Шухăшласа кăларнă куçсене» ятлă вырăсла çырнă сăввиех кăтартса парать. Сăввине «манăн ытарайми имажинизм поэзине» тесе халалланă. Тĕрессипе каласан, сăвви ку чухне историксемпе литература тĕпчевçисемшĕн çеç кăсăк япала. Çеçпĕлĕн сывă, халăхла-революцилле Музишĕн вăл кăтартуллă мар. Имажинистсенчен пирĕн поэта кам та пулин килĕшнех тесен, ку Сергей Есенин пулма пултарнă. Каярах вăл хăй те çав юхăмран писнĕ.

Çеçпĕл хăйĕн тĕп пурлăхне – тăван чăваш чĕлхине – тăрăшса тĕпченĕ, халăх сăвви-юррине сăнаса çирĕплетнĕ хăйĕн çĕнĕ шухăш-ĕмĕтне. Вăл пĕр тĕлте çапла çырса хунă: «Чăваш сăввисенче ар рифмăсем ама рифмăсенчен ытларах иккен; дактилле е импердактилле йĕрке вĕçĕсем питĕ сайра тĕл пулаççĕ – хальхи вăхăтри, нумай хисепри ĕçхĕлте (глаголта) çеç».

Çеçпĕлĕн «Сăвă çырассипе ударени правилисем» ятлă теориллĕ ĕçĕ пирĕн сăвă ăсталăхне тĕпренех улăштарчĕ, чăн-чăн реформа турĕ. Поэт унта çапла çырать: «Революци пурнăçа пур енчен те çĕнĕ сывлăш, чĕрĕ сывлăш кĕртрĕ. Пур ĕçре те Чĕрĕлĕх. Чăваш кунçулне çутатмашкăн, чĕрĕ сывлăш вĕрсе кĕртмешкĕн, чăваш поэзи те чĕрĕле пуçларĕ. Ку пирĕн Чăваш Çĕршывĕшĕн çĕнĕ ĕç. Çул шырас пулать».

Çеçпĕл хăйĕн ăста çырнă сăввисемпе пирĕн ĕлĕкхи, час-часах мăтăк çичĕ сыпăкпа çырлахакан силлабикăлла поэзи вырăнне силлабо-тоникăлла сăвă йĕрки аталанассине уççăн кăтартса пачĕ. Çĕнетевçĕ-сăвăçăн тĕслĕхĕсене ун хыççăн тухнă поэтсем йышлатрĕç. Вĕсен халĕ çирĕп шкул пур, тивĕçлипе ят панă Çеçпĕл шкулĕ.

Кĕрешÿпе пултарулăх вăйне, алă ĕçĕпе ăс-хакăл ĕçне килĕшÿллĕн пĕрлештересшĕн тăрăшнă поэтăмăр. Вăл, кивĕ ял кая юлнине, унăн хытса ларнă консервативлăхне курса, вĕсене хăвăртрах пĕтерме чĕннĕ:

Тăван чăваш хăюллине,
Вăл вăйлине курасчĕ ман.
Чăваш!.. Çĕклен те çунатлан!
Куçна тĕлле хĕвел çине.
Чăвашăн ăсĕ, хурăç пул,
Пăр кас, – ак çирĕп чул –
Ãспа чул кас та вут кăлар!
Чăвашăн ăсĕ! Вут-кăвар,
Хĕртсе хĕретнĕ хурăç пул!

Поэт Çеçпĕл ăнланăвĕпе – кĕрешÿ йыхравçи, ĕçчен çын, коллектив членĕ, вăл

Çĕн куна, çĕн тĕнчене
Юратса çĕн юрă хутăр,
Кĕрешÿ ĕçне-вăйне
Хăй чĕрин хĕвелĕ тутăр.
Çĕн поэт ака та тутăр,
Утă çултăр,
Вутă çуртăр,
Ĕçлесе çĕн юрă хутăр,
Туй пулсан,– ташлатăр, култăр.

Акă унăн тĕп ĕненĕвĕ.

Хĕрÿллĕ патриот, ĕнентеруллĕ интернационалист Çеçпĕл хăйĕн тăван халăхĕ çĕнĕ пурнăçра, пур енĕпе те уçăлса çитсе, халиччен пулман пĕлÿ илессе ĕненнĕ.

Хăватлă, çĕн чĕреллĕ çĕн ĕмĕр чăвашĕ,
Хулпуççипе кăвак пĕлте пернсе,
Кунçул уйне тухса, хĕвел тумтир тумланĕ,
Çĕн Кун ăна ыталĕ савăнса, ачашшăн;
Умне, çĕн çул сине, çĕн чечексем чĕртсе,
Интернационал кĕперĕ анĕ.

Çапла çĕкленмерĕ-и Чăваш Çĕршывĕн ывăлĕ Виççĕмĕш космонавт Андриян Николаев, шкул сакки çинчех Çеçпĕле юратса ÿснĕскер? Поэтăмăр çавнашкал пророкла каласа хăварни пирки 1962-мĕш çулхи çурла уйăхĕнче хамăр пичет те, тăванла халăхсен пичечĕ те пайтах çырчĕ. Космоса тухнă тĕнчери виççĕмĕш халăхăн çынни вĕçнине Çеçпĕлĕн çунатлă шухăш-ĕмĕчĕ вĕçнипе çыхăнтарчĕç ун чух халăхсем.

Çеçпĕл чăн-чăн наци поэчĕ, чăваш поэчĕ. Вăл Аслă Октябрь чĕрĕлĕх панă хамăр халăх ывăлĕн-хĕрĕн чи çутă ĕмĕчĕсене сăнласа кăтартма пултарнă. Вăл пĕтĕм таса кăмăлĕн тивĕçĕпе çапла каланă:

Кăвар чĕрем – пин çын чĕри.
Эп пĕр çын мар – эп хам пин-пин,
Эп пин чăваш, эп пин-пин çын!
Чĕрем юрри – пин çын юрри.

Ку кĕнекере Çеçпĕлĕн программăллă пĕр сăвви «Сĕн Кун аки». Вăл 50 чĕлхепе тухать. Совет Союзĕн халăхĕсем те, тĕнчери ытти халăхсем те куçарнă ăна.

Çак сăвă чи лайăх поэтсен чĕри хĕлĕхне пырса тивнĕ, янратса янă. Куçаракансем хушшинче: патшалăх премийĕн лауреачĕсем Андрей Малышкопа Сильва Капутикян, халăх поэчĕсем Юсуп Хаппалаевпа Миклай Казаков, Латви культурин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Юрий Ванаг, чечен халăхĕн пысăк поэчĕ Магомет Мамакаев, Димитров премийĕн лауреачĕ – пирĕн çывăх пăлхар тусăмăр Ангел Тодоров, Пушкинăн «Евгений Онегинне» куçаракан чех сăвăçи Ольга Машкова, Христо Ботевăн вилĕмсĕр сăввисене куçарнă мадьяр (венгр) поэчĕ Гэза Кепеш, паллă хорват поэчĕ Иво Балентович, словен сăвăçи-куçаруçи Катя Шпур, паллă еврей поэчĕ Арон Вергелис, полякла ăста куçарнă Борис Олыпевски, çав шайпах финла куçарнă Яакко Ругоев...

Эпир чĕннине кăмăллăн йышăнса, пархатарлă ĕç тунă çынсене пурне те чунтан-вартан тав тăватпăр. Çакă ĕçхалăхсем пĕрне-пĕри ăнланнине, вĕсен ырă кăмăлне, арканми туслăхне кăтартса парать.

Пирĕн Çеçпĕле пĕтĕм этемлĕх генийĕн аслă тĕнчине кĕме пулăшакан пур поэтсене те ырлăх-сывлăх сунатпăр, вĕсен пултарулăх ĕмĕчĕ çÿлтен çÿле çĕкленессе шанатпăр.

Якутла куçаракан Баал Хабарыыс çак кĕнеке тухиччен пурăнаймарĕ, вăхăтсăр çĕре кĕчĕ. Унăн ячĕ чăваш халăхĕн «пин-пин чĕри» тапакан пирĕн Çеçпĕллĕхе ĕмĕрлĕхех кĕрсе юлĕ.


Хусанкай, П. Пин-пин чĕре / П. Хусанкай // Çеçпĕл М. Çĕнĕ Кун аки / Мишши Çеçпĕл. – Шупашкар, 1969. – С. 5-10.


Литература о жизни и творчестве М. Сеспеля

Библиография