Г. Юмарт

Çеçпĕл куçарма та шутланă


Çеçпĕл ытти халăхсен илемлĕ литературинчен куçаркаланă хăш-пĕр хайлавсен ячĕсем тахçанах паллă. Поэт 1921 çулхи ака уйăхĕнче Чăваш автономи облаçĕн çут ĕç пайĕ çумĕнчи куçару комиссийĕнче ĕçленине те пĕлетпĕр. Анчах сăвăçăн куçару пултарулăхне ятарласа тишкерни халиччен курăнмарĕ. Ку вăл пуринчен ытла Çеçпĕл куçарнисем питĕ сахал упранса юлнăран килчĕ. Алă айĕнчи текстсене тата поэта çывăх пĕлнĕ çынсен хыпарĕсене тишкерсе пăхсан Çеçпĕл илемлĕ куçару ĕçĕнче те курăмлă йĕр хăварни палăрать. Эппин, вăл мĕн-мĕн куçарнă-ха, ку ĕçре мĕнле йĕркене пăхăннă, мĕнле лару-тăрура ĕçленĕ?

Куçару комиссийĕн отчечĕсем тăрăх, Çеçпĕл Лев Толстойăн «Хаджи-Мурат» повеçне куçарма тытăннă пек курăнать. Ãна мĕн чухлĕ куçарма ĕлкĕрни паллă мар. Куçарма тытăннах пулсан тăлмач ал çырăва Крымра вĕçлеме шутланă теме пулать. Вăл хăйĕн ытти хучĕсене те кăнтăра илсе кайнă, сăвăç вилсен вĕсенчен хăшне-пĕрне Чернигов облаçĕнчен Шупашкара ярса панă. «Хаджи-Мурата» куçарма Çеçпĕл хăех суйласа илнĕ пулас. Унта поэт хăйĕн чунне çунтарса-пĕçертсе тăракан çивĕч ыйтăва куç хывма пултарнă. Повеçре чечен халăхĕ Вырăс çĕр-шывĕпе пĕрлешме килĕшмесĕр Раççейпе çапăçни çинчен сăмах пырать: пăлхавçăсене ертсе пынă Шамиле пулăшаканĕн – Хаджи-Муратăн шăпине çутатса панă. Автора Кавказри халăхăн хăйне евĕр чун хавалĕ хытă интереслентернĕ. Тăван халăхăн çутă пуласлăхĕшĕн хыпса çунакан Çеçпĕле çакă шухăшлаттармасăр тăма пултарайман. Куçару пахалăхĕ пирки нимĕн те калама çук, ун çинчен пĕр хыпар та тупайман.

Çапла шухăшлама та пулать: Çеçпĕл «Хаджи-Мурата» куçарма шухăшланă кăна-тăр, çавăнпа ăна куçару комиссийĕн планне кĕртнĕ. Кун пек калама акă мĕн хистет. Асăннă комиссире поэтпа пĕрле ĕçленĕ Наум Андреев (Урхи Наумĕ) çырса хăварнă тăрăх, Çеçпĕл Лев Толстойăн «Казаксем» повеçне куçарма тытăннă. Ку хыпар чăнах та иккенне çакă ĕнентерет: Урхи çак хайлавăн пиллĕкмĕш сыпăкĕ çинчен ятарласа асăнать, унта каçхи пейзажа сăнласа кăтартнине пĕлтерет («Хаджи-Муратăн» та пиллĕкмĕш сыпăк пур, унта урăх япала çинчен каланă). Урхи хăйĕн çĕнĕ пĕлĕшĕ хайхи пиллĕкмĕш сыпăка темиçе хут юсаса тухнине те палăртать: «Лайăх ас тăватăп, «Казаксем» повеçĕн 5-мĕш сыпăкĕн пуçламăшĕнче пит илемлĕ картина пур. Толстой унта Кавказра хĕвел аннă вăхăта кăтартнă. Казаксем хиртен, пахчасенчен ĕçлесе таврăнаççĕ, уйран кĕтÿ кĕрет, хĕрсем хăйсен выльăхĕсене хирĕç тухса илеççĕ. Толстой çак картинăна сăмахпа питĕ аван ÿкернĕ. Вуланă чухне вăл куç умне чĕрĕ пек тухса тăрать. Чăвашла куçарнине вуланă чухне те куç умне çав картинах тухса тăтăр тесен ăна пит ăста куçарас пулать. Çав вырăна тĕрĕс куçарас тесе Çеçпĕл Мишши чылай тăрăшрĕ. Вăл темиçе тĕрлĕ те куçарса пăхрĕ. Унтан куçарнине мана вуласа пачĕ. Тĕрлĕ енчен пăхсассăн, эпир иксĕмĕр те пĕр вариантне йышăнтăмăр, çапах та пăртак юсамалли пурччĕ. Вăл ăна юсарĕ те каллех вуласа кăтартрĕ. Мана пит кăмăла кайрĕ» («Кăвар чĕре», Ш, 1979, 138 с).

Куçару комиссийĕнче ĕçленĕ вăхăтрах Çеçпĕл хăй юратнă «Мцыри» поэмăна куçарма тытăннă. Н. Ваçанкка ун çинчен çапла аса илет: «Ик-виç эрнерен Çеçпĕл ман патăма тепĕр çыру ячĕ. Унта вăл хăй Крыма тухса каясси çинчен пĕлтерчĕ. Çавăнтах М. Ю. Лермонтовăн питех те хăйне кăмăла каякан «Мцыри» ятлă поэмине куçарма пуçлани тата куçарма çăмăлах марри çинчен çырнăччĕ. Вăл сĕннĕ тăрăх çав поэмăн малтанхи пайне эпĕ те куçарса пăхрăм» (çав кĕнекеренех, 134 с).

Урхи асаилĕвĕнченех эпир ун авторĕпе Çеçпĕл куçару принципĕсене йĕркелени çинчен пĕлетпĕр. Оригинал стилĕпе сăнарлăхăн уйрăмлăхĕсене упрас тесе ав Çеçпĕл куçару чĕлхине темиçе хут та юсаса тухать.

Куçару ĕçне вăл 1919 çултах, хăй пикенсех сăвăсем çырма тытăннă чухнех пуçланă. Теччĕре поэтпа пĕрле вĕреннĕ И. Петров историк аса илнĕ тăрăх Çеçпĕл чылай вырăс поэчĕн сăввисене, «Пулассине» Крайскирен куçарнă иккен: «Кузьмин много переводил на чувашский язык стихи русских поэтов. Особенно любил стихи русского советского поэта Крайского. Перевод одного из стихов Крайского «Пуласси» подвергался Кузьминым неоднократной переработке и отвечал, видимо, по своему идейному содержанию его мыслям и чувствам. Он с любовью читал нам свой перевод этого стихотворения (ЧПГÃИ ĂА, V уйр., 83 упр. ед., 270 л.). Чăнах та, "Пулассин" икĕ тĕрлĕ ал çырăвĕ упранса юлнă. «Крайский» псевдонимпа çырнă пĕртен-пĕр вырăс поэчĕ паллă. Унăн хушамачĕ те Кузьмин. Алексей Крайский – пролеткульт поэчĕ, унăн поэзине революци романтики витернĕ. Çеçпĕл те унпа хавхаланнă. Крайский 1891 çулта çуралнă, 1941 çулта вилнĕ. Чăваш поэчĕ Крайскин 1919 ç. тухнă «Улыбки солнца» кĕнекипе паллашма пултарнă. 1907 ç. Тăваньялсем Сергей «Çитесси» сăвă пичетленĕ. Ку сăвă хăйĕн ячĕпе, шухăшĕпе, калăпăшĕпе «Пуласси» евĕрлĕ. Çавăнпа унччен вĕсене вырăсла пĕр текстран куçарман-ши тесеттĕмĕр. Крайский малтанхи хут 1916 ç. пичетленнĕ. Апла пулсан, «Çитесси» Крайский пултарулăхĕпе çыхăнман. «Пуласси» сăвă куçару иккенне унăн хушма ячĕ те кăтартса парать, унта «Вырăсла кĕвĕ» тесе палăртнă. 1926 ç. Т. Парамонов та ăна хăй хатĕрленĕ вĕрену кĕнекинче вырăсларан куçарнă тесе кăтартать, анчах унта унăн авторне асăнман. Çеçпĕл ку сăвва силлабо-тоника виçине пăхăнса куçарнă. Хăй вăхăтĕнче çакă çĕнĕлĕх шутланнă. Совет саманиччен ку виçепе куçаркаланисем пичетре тухайман-ха. 1919 ç. Алексей Милли революци юррисене силлабикăпах куçарса кăларать, Гаврил Кореньков та И. Крылов юптарăвĕсене чăвашла куçарнă чух халăх юррисен кĕввипех кĕвĕлет. Вăл тапхăрта сăвăлла куçарусем нумаях пулман. Ыттисенчен Тимухха Хĕветĕрĕ Пушкинран «Пулăçăпа ылтăн пулă» юмаха куçарнине асăнмалла, анчах ăна çырасса та силлабо-тоникăпа çырман, силлабикăпа куçарнă.

1919 çулхи кĕркунне Хусанта Пĕтĕм Раççейри чăваш çамрăкĕсен съезчĕ иртет. Ун вăхăтĕнче Н. Ваçанкка Çеçпĕлпе тĕл пулнă чухне поэтăн сăвă блокнотĕнче хушăран В. Брюсовпа А. Блокран чăвашла куçарнă строфасем курнă (çавăнтах, 213 л.). И. Петров шăпах çак куçарусене асра тьггса чылай поэтсен шутне В. Брюсовпа А. Блока кĕртет пулас. В. Станьял Çеçпĕлĕн «Хурăç шанчăк» сăввинче В. Брюсов евĕрлĕ каланине асăрханă. (Кам «çук» тет, вăл - суеç чĕлхеллĕ, Кам «мар» тет, çав - суккăр чапрас.) Эппин, чăваш поэчĕ асăннă вырăс классикĕсене те куçарнă теме пулать. Çак сăвăçсенчен мĕн-мĕн куçарнă, мĕнле куçарнă - вĕсем çинчен хальлĕхе хыпар çук.

Упраннă текстсем хушшинче «Çăмăрăн тăмламĕ» текен икĕ куçару пур. Ку вăл А. Плещеевран илсе йĕркепĕрĕн куçарса хунă текст шутланать, ăна якатса çитернĕ теме çук. Ãна Çеçпĕл 1921 ç. куçару комиссийĕнче ĕçленĕ чухне куçарма пуçланă пулас, пĕр-пĕр вĕренÿ кĕнеки валли хатĕрлеме тытăннă теме юрать. Ку сăвва А. Плещеев Венгрире çуралнă нимĕç поэтĕнчен Мориц Гартманран куçарса çырнă. Çапла вара Çеçпĕлĕн куçару ĕçĕ вырăс литературипе кăна мар, ытти халăхсен поэзийĕпе те çыхăнни палăрать.

Кунашкал тĕслĕх татах та пулма пултарать: Çеçпĕл Тарас Шевченко сăввисене куçарни çинчен те асăнкалаççĕ. Чăнах та, чăваш поэчĕ украин сăвăçин пултарулăхне лайăх пĕлнĕ. Теччĕре вĕреннĕ чухне Çеçпĕл Тарас Шевченкăран сăвăра шухăш-туйăма палăртма хăнăхса пынă. Çакна «Нас водила молодость» (Ш., 1972) сборникре тухнă П. Бекшанский асаилĕвĕсем те çирĕплетеççĕ. П. Чичканов хăй Çеçпĕл çинчен çырнă «Сенкер Десна» романра поэт Шевченкăн «Катерина» поэмине куçарса ларнине сăнласа парать. Ку роман авторĕн фантазийĕ çеç пулма пултарать.

Тишкерсе тухнă тĕслĕхсем çакăн пек пĕтĕмлетÿ тума май параççĕ. Çеçпĕл Мишши поэзи, проза, драматурги хайлавĕсем çырнипе пĕрлех илемлĕ куçару ĕçне чылай вăй хунă. Вăл уйрăмах вырăс литературин классикине – М. Лермонтов, В. Брюсов, А. Блок, А. Крайский поэзине, А. Толстойăн «Казаксем» повеçне куçарма тытăннă. Вăл ытти халăх литературине чăвашла куçарас ĕçе çĕнĕлле йĕркелесе яма хутшăннă. Илемлĕ куçару ăсталăхне вырăс куçаруçисенчен вĕренсе пынă.

Совет тапхăрĕчченхи куçаруçăсем вулаканăн пĕлÿ шайне шута илсе ансатлатса чăвашла сĕм кÿрсе куçарнă пулсан, Çеçпĕл урăх литературăн пахалăхĕсене туллинрех упраса хăварас енне ытларах туртăнать. Ку вăл, паллах, илемлĕ куçару ĕçне çÿллĕрех шая çĕклекен пулăм. Çеçпĕл хыççăнхи сăмах ăстисем çак ăсталăха пикенсех туптама тытăнаççĕ. Поэтпа пĕрле куçару комиссийĕнче Тимухха Хĕветĕрĕ, Наум Урхи тата Михаил Петров ĕçленĕ. Вĕсем хывнă никĕс кĕçех çÿллĕ çурт хăпартма май парать.


Юмарт, Г. Çеçпĕл куçарма та шутланă / Г. Юмарт // Халăх шкулĕ = Народная школа. – 2000. – № 1. – С. 20-21.


Литература о жизни и творчестве М. Сеспеля

Библиография