Прошу считать меня живым

Писатели Чувашии в Великой Отечественной войне

 

Чувашская литература периода Великой Отечественной войны Погибшие на фронтах Великой Отечественной войны Они вернулись с поля боя
Петтоки (Петухов) Андрей Трофимович
Андрей Петтоки

Çиçĕм

Тĕнче çийĕ хумханчăк пит,
Çиçет çут çиçĕм пĕлĕтре.
Кив ĕмĕр, мĕскĕн анчăк пек
Аран хăй хÿрине сĕтрет.
Умра çĕн ĕмĕр, çĕн тĕнче,
Хĕрÿ кăварлă çамрăклăх,
Хĕвел вылять ун питĕнче, –
Ăçтан ăна çăварлăхлăн?!
Çĕн çамрăк вăй –
Çиçен чĕр çиçĕм.
Çĕн çамрăк хал
Кĕрлет çĕр çийĕн.
Яш вăй-хала
Çĕнмешкĕн çук,
Хастарлăх ун
Иксĕлес çук.
Çĕн çамрăк вăй –
Çиçен чĕр çиçĕм,
Çĕн çамрăк чун –
Хĕрÿллĕ çулăм.
Çиç, çиçĕм, çун!
Янра, яш куллăм!..
Пур çамрăк, кил кунта,
Нăйкăшлăха пăрах!
Юрлар хытăрах пĕрле.
Пĕр ĕмĕтлĕ пулса,
Паян тĕпрен çăвар
Кивелнĕ ват çĕре.
Тĕнчипелех кĕрлер,
Янрар, сарăлар çилпе,
Ĕмĕтпеле пĕрле.
Çĕн сăрпала тĕрлер
Çĕре вĕр-çĕн тĕспе,
Телей çулне йĕрлер.
Пире валли – илем!
Пире валли – хĕвел!
Пур савăнăç – пирте...
Хĕвеле алла илем,
Уйăха чикем хĕве...
Ташлам çеçенхирте.

Петтоки, А. Çиçĕм : [сăвă] / А. Петтоки // Тăван çĕршывшăн. – Шупашкар, 1956. – С. 118-119.