Ĕмĕр чĕрĕ, ĕмĕр çамрăк

Чăваш писателĕсем Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче

 

Чăваш литератури Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче вилнисем Вăрçăран таврăннисем
Васькин (Никитин) Василий Никитич
Васькин (Никитин) Василий Никитич
(1917-1942)

1917 çулхи нарăс уйăхĕн 22-мĕшĕнче Чăваш Республикинчи Красноармейски районне кĕрекен Шывпуçĕнче çуралнă. 1931 çулта Канаш районĕнчи Энтриялĕнчи колхоз çамрăкĕсен шкулĕнчен вĕренсе тухнă хыççăн Улатăрти педагогика техникумĕнче вĕреннĕ. 1935-1939 çулсенче Шывпуçĕнчи тулли мар вăтам шкулта, 1939-1941 çулсенче Канаш районĕнчи Чарпуçĕнчи вăтам шкулта ачасене чăваш чĕлхи вĕрентнĕ. 1939-1940 çулсенче Чăваш педагогика институтĕнче чĕлхепе литература факультетĕнче куçăмсăр майпа вĕреннĕ. 1936-1940 çулсенче çамрăк сăвăçăн сăввисем "Пионер сасси" тата "Çамрăк большевик" хаçатсенче тăтăшах пичетленсе пынă. 1934-1940 çулсенче граждан вăрçи паттăрĕсем çинчен "Сергей Лазо" ятлă поэма çырнă. Çак çулсенчех унăн калавĕсем те пичетленнĕ.

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине 1941 çулта тухса кайнă. 1942 çулхи кĕркунне Конотоп хулине ирĕке кăларассишĕн пынă çапăçусене хутшăнса паттăрсен вилĕмĕпе вилнĕ.

Çапăçу хирĕнчи паттăрсем çинчен сахал мар сăвă çырнă. Икçĕр ытла пичетленнĕ статьясемпе алçырусен авторĕ. Унăн тĕрлĕ çулхи сăввисем "Сăвăсем" кĕнекере, "Юлашки юн тумламĕччен..." тата "Сердце, пробитое пулей" калавсемпе сăвăсен пуххисенче пичетленсе тухнă.

В. Васькина 1962 çулта вилнĕ хыççăн СССР писателĕсен Союзĕн членне илнĕ.