Пĕрре мар çĕнсе мухтавлăн
Тухнă пирĕн эскадрон.
Астăвать-ха анлă Атăл,
Астăвать-ха лăпкă Дон.
Çĕнтермесĕр нихăçан
Вăрçăран эпир тухман.
Епле тăкăнчĕ тăшман –
Астăваççĕ Дон, Кубань...
Чĕнчĕç, ак, каллех.
Тухатпăр –
Пултăр йывăр та инçе.
Пул хăюллă,
Пул эс паттăр
Хаяр вăрçă хирĕнче.
Çивĕч утăм, хăвăрт вĕç.
Пĕр самант – çитетпĕр кĕç.
Тăван çĕршĕн чыслă ĕç.
Тăшмана тура эс, хĕç.
Тăшмана нихçан пĕр пусăм
Парас çук тăван çĕре.
Ырă утăм – паттăр тусăм,
Шухă çил пек эс çÿре.
"Çĕнтерÿ патне çул уçă", –
Тейĕпĕр эпир часах.
Кĕç çĕкленĕ мирлĕ шуçăм,
Çут телей пек ялкăшса.
Васькин, В. Поход юрри : [сăвă] / В. Васькин // Паттăрлăх кунĕсем. – Шупашкар, 1995. – С. 26.