Тăшман тăсрĕ кунта юнлă алă,
Юн ĕçме шуса тухрĕ çĕлен.
Пăшал тыт çапăçма, паттăр халăх,
Тăван çĕршĕн пĕр çын пек çĕклен!
Хаяр вăхăт умра... Хула, ялăм,
(çĕршыв чĕнчĕ, çĕклен эсĕ кар.
Ирĕк пурнăçшăн тăр, паттăр халăх,
Тăшмана çиçĕм евĕр çунтар!
Çĕр çинче çĕр айне асататпăр,
Çĕр çине ыткăнать пĕлĕтрен.
Шыв çинче – шыв тĕпне путаратпăр.
Çапăçма, паттăр халăх, çĕклен!
Вилĕм çеç тивĕç çав çынçиеншĕн,
Тивĕç хĕсĕк, ылханлă масар.
Тавăрар тăвансен юнĕсемшĕн,
Паттăр халăх, çĕклен эсĕ кар!
Пирте пулĕ, хĕвел, ыр çанталăк,
Пăшал тыт, ĕççыннийĕ, алла.
Фашиста тĕп тума, паттăр халăх,
Тăван çĕршĕн вăрçа! Малалла!
Васькин, В. Тăван çĕршĕн çĕклен, паттăр халăх! : [сăвă] / Василий Васькин // Вăрçăра : калавсемпе сăвăсем. – Шупашкар, 1968. – С. 129-130.