Ĕмĕр чĕрĕ, ĕмĕр çамрăк

Чăваш писателĕсем Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче

 

Чăваш литератури Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче вилнисем Вăрçăран таврăннисем
Викторов Иван Викторович
Викторов Иван Викторович
(1901-1944)

1901 çулхи авăн уйăхĕн 14-мĕшĕнче Чăваш Республикинчи Çĕрпÿ районне кĕрекен Хурамал Туçара çуралнă. 1912-1914 çулсенче Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Шĕнерпуç шкулĕнче, унтан Çĕрпÿри икĕ сыпăклă шкулта вĕреннĕ. 1917 çулта Хусанти учительсем хатĕрлекен педагогика курсĕнчен вĕренсе тухнă, темиçе уйăх Шăхасанти икĕ класлă шкулта кĕçĕн классене верентнĕ.

1918 çулта хăй ирĕкĕпе граждан вăрçине тухса кайнă, алла пăшал тытса, Тăван çĕршыва хÿтĕленĕ.1921 çулта Çĕрпÿ хулинче выçăпа аптракан ачасене пулăшас тĕлĕшпе ĕçленĕ, 1923-1926 çулсенче Мускаври Литература институтĕнче вĕреннĕ.

1929-1932 çулсенче "Коммунар" хаçат редакцийĕн яваплă секретарĕ пулнă, 1934 çултанпа Самарта тухса тăнă "Колхозник" хаçат редакторĕ пулса ĕçленĕ. Литература ĕçне хастар хутшăннă.

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçлансан Белоруссири партизансен пĕр отрядĕнче разведчик пулнă. Тыткăна лекнĕ, ăна тăшмансен Минск хулинчи концлагере ăсатнă, кайран Борисов хулинче лагерьте усранă, 1944 çулта кĕркунне асаплантарса вĕлернĕ.

Тĕп кăларăмсем: "Ирĕклĕхшĕн çапăçакансем", "Çырмара", "Ялти кĕвĕсем". Хайлавĕсем "Сердце, пробитое пулей" калавсемпе сăвăсен пуххинче те пичетленнĕ.