Прошу считать меня живым

Писатели Чувашии в Великой Отечественной войне

 

Чувашская литература периода Великой Отечественной войны Погибшие на фронтах Великой Отечественной войны Они вернулись с поля боя
Викторов Иван Викторович
Иван Викторов

Выртмара
(Сыпăк)

Ула-чăла пĕлĕтсем
Хăямата каяççĕ,
Чăлтăр-чăлтăр çăлтăрсем
Пытанмалла выляççĕ,
Уйăх çÿле хăпарса
Йĕри-тавра çаврăнать.
Хура вăрман хушшинче
Шăпчăк ыйăхран тăрать.
— Ипчак-ипчак! треле-ле! –
Пĕрмай унтан илтĕнет.
Тул çутăлни палăрать,
Уйăх çути çухалать...
Ешĕл улăх варринче
Йăлт-йăлт туса вут çунмасть,
Тул çутăлса кун килет,
Уйăх урăх çутатмасть.
Ешĕл вăрман хушшинче
Ипчак-чак-чак! илтĕнет –
Шăпчăк юрлать юррине,
Сĕм вăрмана ян ярать.

1923.

Викторов, И. В. Выртмара : [сăвă] / И. В. Викторов // Тăван çĕршывшăн. – Шупашкар, 1956. – С. 112-113.