Прошу считать меня живым

Писатели Чувашии в Великой Отечественной войне

 

Чувашская литература периода Великой Отечественной войны Погибшие на фронтах Великой Отечественной войны Они вернулись с поля боя
Викторов Иван Викторович
Иван Викторов

Сухаçă шухăшĕ

Хĕвел ăшшăн пăхнипе
Сивĕ кунсем иртеççĕ,
Пирĕн туссем – шăнкăрчсем
Ăшă çĕртен килеççĕ.

Шăнкăртатса урамра
Юр шыв пăтранса юхать,
Уйра шур юр хуралать,
Ана-çаран тасалать.

Хĕвел хытă пĕçертет,
Шур юр ирĕлсе пĕтет,
Çĕршыв типсе çитсессĕн
Тахçан кĕтнĕ кун çитет.

Çак кунсенче канмасăр
Ĕçлес хытă тăрăшса.
Суха-сÿре таврашне
Юсас часрах васкаса.

Çĕршыв типсе çитсессĕн,
Ешĕл курăк хăпарсан,
Кил хушшинчен уялла
Тухса каяс акана.

Сухапуçне юсама
Ун чух вара вăхăт мар.
Хытă ĕçлес тăрăшса,
Буржуй кулли пулас мар!

1923.

Викторов, И. В. Сухаçă шухăшĕ : [сăвă] / И. В. Викторов // Тăван çĕршывшăн. – Шупашкар, 1956. – С. 113-114.