Ĕмĕр чĕрĕ, ĕмĕр çамрăк

Чăваш писателĕсем Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче

 

Чăваш литератури Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче вилнисем Вăрçăран таврăннисем
Данилов–Чалдун Максим Николаевич
Данилов–Чалдун Максим Николаевич
(1894-1944)

1894 çулхи кăрлачăн 18-мĕшĕнче Пушкăрт Республикин Стерлитамак районĕнчи Усăлă ятлă ялта çуралнă. Ача чухнехи пурнăçĕ унăн савăнăçлă пулман. Тăватă уйăхра чухне амăшĕнчен тăлăха тăрса юлнă. Ăна пуçламăш шкултан та вĕренсе тухма май килмен, виçĕ çул вĕреннĕ хыççăнах ашшĕпе пĕрле Çĕпĕре тухса кайнă, Кемерево çывăхĕнчи Бирюли ятлă поселокра пурăннă. Унта Крохолоевски шахтăра крепельщик тата забойщик пулнă.

1914 çулта ăна Пĕрремĕш тĕнче вăрçине илсе кайнă. 1917 çулта Псков хули патĕнче пĕр пысăк çапăçура вăл йывăр аманнă. Госпитальтен сывалса тухсанах хăй ирĕкĕпе Хĕрлĕ гварди ретне çырăннă, Псков таврашĕнчи хуласемпе ялсенче Совет влаçне çирĕплетессишĕн кĕрешнĕ.

1920 çулта Томскри совпартшкула вĕренме кĕнĕ. Çав çулах вăл Коммунистсен партийĕн членĕ пулса тăнă. Çакăнтан пуçласа вунă çул хушши парти ĕçĕнче ĕçленĕ.

1934 çулта Шупашкара куçса килнĕ. Темиçе çул хушши Чăваш çыравçисен Союзĕн правлени председателĕн çумĕ пулса ĕçленĕ, "Чăваш коммуни" хаçат редакцийĕнче тата Чăваш АССР Министрсен Совечĕ çумĕнчи Радиоинформаци комитетĕнче ĕçленĕ. 1941 çулхи раштав уйăхĕн 2-мĕшĕнче хăй ирĕкĕпе фронта тухса кайнă. Малтан Калинин фронтĕнче рота командирĕ пулса çапăçнă, 1943-1944 çулсенче Белоруссипе Балтика тăрăхĕнчи хуласемпе ялсене ирĕке кăларнă çĕре хутшăннă. Çыравçă вăрçă шавĕ тискеррĕн кĕрлесе тăнă çĕрте те алăран кăранташ пăрахман, вăрçă хирĕнчи паттăрсем çинчен калавсемпе очерксем çырнă. Çав вăхатра çырнă "Кочетков фельдшер", "Вĕретнĕ шыв", "Тĕлпулу", "34-мĕш атака умĕн", "Красноармеец Самсонов", "Вилĕмрен хăтăлнисем" тата "Пăлан хыççăн" калавсемпе очерксем чăваш литературин çав тапхăрти аталанăвĕшĕн те паллă хайлавсем шутланаççĕ.

1944 çулхи хĕлле çыравçă вăрçă хирĕнче йывăр аманнă, çав çулах пуш уйăхĕн 2-мĕшĕнче Калинин облаçĕнчи Кувшиновка хулинчи çар госпиталĕнче операци сетелĕ çинче вилсе кайнă.

Тĕп кăларăмсем: "Вăрçă калавĕсем", "Икĕ вăй", "Революци çулăмĕ", "Çăлтăрлă çĕлĕк", "Тайга паттăрĕсем", "Фронтра" т. ыт. те.