Прошу считать меня живым

Писатели Чувашии в Великой Отечественной войне

 

Чувашская литература периода Великой Отечественной войны Погибшие на фронтах Великой Отечественной войны Они вернулись с поля боя
Данилов–Чалдун Максим Николаевич
М.Н. Данилов–Чалдун

Антун çемйи

Ульяна пĕр çĕклем вутă çĕклесе кĕчĕ. Вăл салма яшки пĕçерме васкать. Анчах вутти чĕрĕ, çунасшăн мар, шăхăрса-чашкăрса çеç выртать. Çунман вутăсене хăвăртрах хыптарса ярасшăн пулса, Ульяна вĕрме тытăнать.

— Ых, мур пуçĕ! Васканă вăхăтра вăл та çунасшăн мар, – тесе тарăхать Ульяна.

Анчах кăмакари чĕрĕ вутă çав-çавах чашкăрса çеç выртать.

— Ачам, эсĕ çăнăха илсе кĕрсе салма çăр. Пар, кăмакана хам тивертем, – тет Ульянана амăшĕ.

Ульяна хăвăрт тухса, нимĕç салтакĕсенчен пытарса усракан çăнăхне илсе кĕрет. Алламасăрах чуста çăрма пикенет. Амăшĕ кăмака умĕнче тăрмашать.

— Нимĕçсем таврăниччен пĕçерсе çисе ĕлкĕресчĕ. Вĕсем çитсен, каллех кÿпсе ярĕç. Вара каллех кунĕпе выçă, – тесе хăй тĕллĕн тарăхса калаçать амăшĕ. Хăй пĕр канмасăр кăмака тивертме хăтланса асапланать. Пĕркеленчĕк питçăмартийĕсем тăрăх тар пĕрчисем юхса анаççĕ.

Вĕсен ялне нимĕç салтакĕсем пырса кĕнĕренпе икĕ уйăх çитет ĕнтĕ. Çак хушăра Ульянапа амăшĕ пĕр татăк çăкăр çисе курман. Нимĕç салтакĕсенчен пытарма ĕлкĕрнĕ çăнăхран салма пĕçеркелесе тăранса пурăнаççĕ. Салма яшкине те вăрттăн, салтаксем килте çук чухне çеç пĕçереççĕ. Яшка пĕçернĕ тĕле пулсан, лешсем калаçса та тăмаççĕ, вăйпа туртса илсе çиеççĕ. Нимĕç салтакĕсемшĕн кил хуçи хĕрĕпе амăшĕ выçă пурăнни нимĕн те мар. Вĕсем хăйсем çеç тутă пулччăр. Вĕсене хирĕç сăмах чĕнме çук. Çавăнтах çапса амантаççĕ е персе пăрахаççĕ. Юлашки вăхăтра вăл нимĕç салтакĕсем тискер кайăкран та тискерленсе çитнĕ. Нимĕç çарĕ хĕвеланăçнелле чакать. Çийĕнчен тата хыçалта партизан отрячĕсем сывлама памаççĕ, кунĕн-çĕрĕн кĕтмен çĕртен сиксе тухса çĕмĕреççĕ. Йĕри-тавра вĕсем хăйсен тăшманĕсене кураççĕ. Капла пуласса кĕтмен-çке вĕсем! Вырăс халăхне çăмăллăнах пăхăнтарма ĕмĕтленнĕ.

Çапла ĕнтĕ вăл: тискер кайăка персе амантсан, вăл пушшех тискерленсе çитет. Хăйне персе амантнă сунарçа туртса çуркаласа тăкма хатĕр.

Амăшĕ, асаплана-асаплана, çунмасăр тарăхтарнă кăмакине тивертсе ячĕ. Часах чÿлмекри шывĕ те вĕреме кĕчĕ.

— Ачам, шыв вĕрет. Салмана яр ĕнтĕ хăвăртрах, – терĕ карчăк, ирĕккĕн сывласа. Унтан вăл тарланă питне кĕпи çанни вĕçĕпе шăлса типĕтрĕ.

Ульяна салма татса пĕтерчĕ. Çак вăхăтра кантăк умĕнче çын ури сасси илтĕнчĕ.

— Ах, яшкана пĕçерсе ĕлкĕреймерĕмĕр. Нимĕçсем таврăнаççĕ. Паян каллех выçă юлтăмăр. Ульяна, ачам, татнă салмуна пытар. Курсанах тытса илĕ! – терĕ амăшĕ васкаса ÿксе.

Ульяна урай хăмине уçрĕ те таканине тĕпсакайне лартрĕ.

Амăшĕ кăмакари вуттине сÿнтересшĕн васкать. Анчах кĕрлесе çунакан пуленесем нимпе те сÿнмеççĕ. Хускатсан пушшех ялкăшса çуна пуçларĕç.

— Анне, шыв сапса сÿнтер! – тесе васкатать Ульяна амăшне.

Амăшĕ ним тума пĕлмесĕр кăмака умĕнче чупкала тăрать. Акă вăл каткаран куркапа шыв ăсрĕ. Çак вăхăтра тултан кантăка такам хуллен шак-шак! шаккарĕ. Карчăк кантăк çинелле пăхрĕ те шартах сикрĕ. Хăранипе аллинчи шыв курки çĕре персе анчĕ.

— Ульяна, ачам! Пăх-ха... Хăратăп, – тесе сехĕрленет амăшĕ. Хăйĕн куçĕсем сиксе тухасла чарăлса кайнă, сăнĕ улшăннă, пĕтĕм ÿт-пĕвĕпе чĕтрет.

— Мĕн куртăн тата?

— Пăх-ха, авă пиччÿ кантăк умĕнче тăрать! – пăшăлтатать амăшĕ, кантăк еннелле пÿрнипе тăсса кăтартса.

— Ан аташ-ха, анне... Кăмакана хăвăртрах шыв сапса сÿнтер. Вилнĕ пичче ăçтан чĕрĕлсе килтĕр? Нимĕç салтакĕсем ăна юри, пире хăратасшăн, кантăка шаккаса çÿреççĕ, – тет Ульяна. Унтан вăл амăшĕ каланине ĕненмесĕр, хăй те кантăк умне пырса пăхать. Сасартăк, хăранипе, кутăн-кутăн чакать.

— Мĕнле?

— Çавă, пичче сăнĕ! Ку мĕне пĕлтерет? – аран пăшăлтатать Ульяна.

Амăшĕпе хĕрĕ пĕрре хăранипе, тепре тĕлĕннипе ним тума пĕлмесĕр хытса тăраççĕ.

Чăнах та хăрамалла вĕт: Ульянан пĕртен-пĕр пиччĕшне, Антуна, уйăх каялла нимĕçсем тытса кайрĕç. Пĕр ăна çеç мар, Антунпа пĕрле тата 5 колхознике. Вĕсене фашистсем пурне те, коммунистсемпе комсомолецсем тесе, персе вĕлермелле тунă. Персе вĕлерес умĕн хăйсене валли хăйсенех шăтăк алттарнă. Вĕсене персе пăрахни ĕнтĕ уйăх ытла. Пиччĕшне тата унăн ытти юлташĕсене пытарнă масар çине Ульянапа амăшĕ темиçе хут та кайса ларса, тăприсем çинче выртса йĕнĕ. Мĕн чухлĕ куççуль тăкнă... Халĕ акă çав персе вĕлернĕ çын кантăк умне килсе шаккаса çÿрет! Ку мĕне пĕлтерет? Тен, амăшĕпе хĕрĕ çывăраççĕ? Тен, ку тĕлĕк пулĕ? Çук, ку тĕлĕк мар, чăн. Акă вĕсем иккĕшĕ те Антунăн сăнне кураççĕ. Антун та амăшĕпе йăмăкĕ çине пăхса тăрать. Унăн тин çеç сухал шăтма пуçланă тутисем савăнăçлăн кулаççĕ, таса хăмăр куçĕсем йăл-йăл выляççĕ.

Ульяна савăннипе Антун çинчен куçне илмесĕр пăхать, Антун та амăшĕпе йăмăкĕ çинчен куçĕсене илмест. Юлашкинчен, амăшĕпе йăмăкĕ хăраса ÿкнине чухласа пулас, сасă пачĕ:

— Ульяна, анне, ан хăрăр манран. Эпĕ вилмен. Сире курма, сирĕн сывлăхăра пĕлме, хама вĕлерме тăнă фашист салтакĕсене тавăрма килтĕм.

Ульянапа амăшĕ илтеççĕ: сасси те Антунăн. Кураççĕ: çийĕнчи тумтирри те унăн.

— Ах, пÿлĕхçĕм, чăнахах Антун-шим эсĕ? – кăшкăрса ыйтрĕ амăшĕ.

— Пичче, пÿрте кĕр! – чĕнчĕ Уляна.

— Кĕретĕп. Анчах ан хăрăр эсир манран. Алăка уçăр...

— Антун ачам, пÿрте кĕр часрах.

Антун пÿрт алăкне яр! уçса пăрахрĕ. Унăн хулпуççийĕ çийĕнче автомат çакăнса тăрать, пилĕкĕ çумне наган хĕстернĕ. Кĕсйинчен граната аврисем курăнаççĕ. Вăл чăн-чăн вăрçă çынни.

Алăк янаххи урлă урине ярса пусрĕ.

— Халĕ ĕнтĕ эпĕ иккенне ĕненетĕр-и?

Ульяна чăтса тăраймарĕ, хирĕç чупса пырса, пиччĕшне-ыталаса илчĕ.

— Пичче! Кала, вилĕмрен мĕнле хăтăлтăн?

Антун тĕпелелле утса иртрĕ. Амăшне ыталаса чуптурĕ.

— Антун, ачам! – тесе амăшĕ ăна çурăмĕнчен ачашласа çупăрлать.

Пăртакран Антун хăй мĕнле майпа вилĕмрен хăтăлни çинчен каласа пачĕ:

— Хам вилĕмрен хăтăлнинчен хам та тĕлĕнетĕп эпĕ. Нимĕçсем пире масар çине хăваласа пычĕç. Кашнине-тимĕр кĕреçе тыттарчĕç. "Алтăр хăвăра валли шăтăк", терĕç. Акă, аршăн çурă тарăнăшлĕ, виçĕ аршăн сарлакăшлĕ шăтăк хатĕр. Унтан вĕсем пире ултсăмăра та шăтăк хĕррине юнашар тăратрĕç. Ултсăмăра ултă фашист салтакĕ пеме хатĕр. Пурсăмăра та пуçсенчен тĕллерĕç. Пеме команда янраса кайрĕ. Çак вăхăтра эпĕ, хам та сисмерĕм, пуçа сылтăм еннелле пăрса ĕлкĕртĕм. Фашист салтакĕн пули лекмерĕ, мăйран шăтарса тухса кайрĕ. Эпĕ шăтăк хĕрне ÿкрĕм. Хамăн ăн çухалмарĕ. Вара юри вилнĕ пек пулса выртрăм. Ытти юлташсем пурте шăтăка ÿксе пĕтрĕç. Нимĕç салтакĕсем: пурте вилчĕç, тесе шутларĕç пулас. Унтан вĕсем мана ураран сĕтĕрсе юлташсем çине пăрахрĕç, çиелтен пĕр шит хулăмĕш тăпра витрĕç. Чылай выртрăм тăпра айĕнче. Пăчă пулса çитрĕ. Сывлăш тухми пулчĕ. Унтан тăпра айĕнчен тухрăм. Пăхап: никам та курăнмасть. Çĕр тĕттĕм. Ăçта каяс ĕнтĕ? Киле таврăнма çук. Мăйран юн юхать. Кĕпе çаннине татса илсе сурана çыхрăм. Çумăр çăва пуçларĕ. Çĕр пушшех тĕттĕмленсе çитрĕ. Утатăп. Суран ыратать. Пĕр вăрмана çитсе кĕтĕм. Ывăннипе урасем утмиех пулчĕç. Канма тесе лартăм. Хам та сисмен, ÿкнĕ те çывăрсах кайнă. Хĕвел тухас умĕн тăрса лартăм. Тÿсме çук ĕçес килет. Çăвар ăшĕ типсе çитнипе чĕлхе хускалмасть. Йĕри-тавра пăхатăп: çук, ниçта та шыв курăнмасть. Эпĕ çывăрса кайсанах çумăр çума чарăннă пулас. Эпĕ тăтăм та, шыв шыраса, пĕр вар тăрăх утрăм. Чылай вăхăт çÿрерĕм аташса, анчах шыв тупса ĕçеймерĕм. Нимĕç салтакĕ персе вĕлереймерĕ, ун вырăнне шывсăр антăхса вилетĕп, тесе шухăшлатăп хам. Каллех каç пулать. Эпĕ вăрманта аташса çÿретĕп. Халĕ ĕнтĕ маншăн тискер кайăксем: упа, кашкăр хăрушă мар. Каяллах фашистсен аллине çитсе лекес мар. Çавăнтан çеç хăратăп

Çÿресен-çÿресен партизансене тĕл пултăм. Вĕсем манран эпĕ камне, мĕншĕн кунта çÿренине ыйтса тĕпчерĕç. Эпĕ вĕсене ĕç мĕнле пулнине тĕрĕссипе каласа патăм. Вĕсем мана йышăнчĕç, хăйсем пурăнакан вырăна ертсе кайрĕç. Ĕçтерчĕç, çитерчĕç. Сурана тирпейлесе çыхрĕç. Уйăхран суран пĕтĕмпех юсанса çитрĕ. Халĕ ĕнтĕ акă эпĕ партизан. Хама вĕлерме тăнă фашистсене тавăрма килтĕм. Эпĕ пĕччен мар, манăн юлташсем те пур, вĕсем ял тула-шĕнче кĕтеççĕ... Мана нимĕçсен штабĕ кам çуртĕнче вырнаçни кирлĕ, – тесе пĕтерчĕ Антун хăйĕн калавне.

— Ах, эпĕ вĕт малтанах ĕненмесĕр тăратăп. Ырусал пулĕ тесе чунăм тухать, – терĕ амăшĕ.

Пĕр вăхăта вĕсем – амăшĕ, ывăлĕ, хĕрĕ – пĕр çĕре чăмăртанса тăчĕç. Ах, епле хаклă вăл амăшĕ ачисемшĕн, ачисем – амăшĕшĕн!.. Çак чунилен нимĕç салтакĕсем килмен пулсан, вĕсем пĕр хуйхăсăр пурăнатчĕç. Халĕ ĕнтĕ акă пĕри унта, тепри кунта саланса кайрĕç. Выçăллă-тутăллă пурăнаççĕ.

Амăшĕпе йăмăкĕ Антуна курса тăранаймаççĕ. Калаçмалли нумай та, – сăмах çук.

— Ачам, Антун, санăн хырăму выçă пулĕ? Мĕн тупса çитерес-ши сана? – терĕ амăшĕ.

— Анне, кăмака çунать. Татнă салма хатĕр. Халех пĕçерсе пиччене апатлантаратпăр, – васкаса ÿкрĕ Ульяна.

— Ан чăрманăр. Эпĕ тутă. Апатланса тăма вăхăт та çук. Тул çутăличчен пирĕн хамăра кирлĕ ĕçе туса пĕтермелле, – терĕ Антун.

Амăшĕпе йăмăкĕ нимĕçсен штабĕ кам çуртĕнче тăнине каласа пачĕç.

— Пирĕн патра та тăватă нимĕç салтакĕ пурăнаççĕ. Калама та çук усалскерсем. Пире çиме те ирĕк памаççĕ. Вĕсем çук вăхăтра çеç салма яшки пĕçерсе тăранкаласа пурăнатпăр, – тесе пĕлтерчĕ амăшĕ.

— Халĕ ăçта вăл салтаксем? – ыйтрĕ Антун.

— Кам пĕлет вĕсене? Каçпа тухса каяççĕ те çĕрĕпе таçта çÿреççĕ. Çутăлас умĕн тин килеççĕ. Çимеллишĕн кастараççĕ. Мĕн пурне йăлтах кÿпсе пĕтерчĕç. Кăнтăрла кунĕпе килте. Çывраççĕ. Пире нимĕн тума та памаççĕ. Хамăра пÿртрен кăлараççĕ. Кÿрше каяс, унта та çавах – салтаксем...

Антун шăлне çыртрĕ:

— Ых, йытăсем! Пире чура тума-и? Çук, вăл пулмĕ. Эпир вилмен-ха, чĕрĕ. Пурсăмăра та вĕлерсе пĕтереймĕç. Кирлĕ пулсан, вилнисем те масар çинчен тухса çапăçĕç.

— Пичче, эпĕ те санпа пĕрле пыратăп, – терĕ Ульяна, Антуна куçран пăхса.

Вăл вунпиллĕкре çеç-ха.

— Вилсен те, чĕрĕ пулсан та, ачамсем, пĕрле. Нимĕçсен мăшкăлне тÿссе пурăнасси пулмасть. Эпĕ те сиртен юлмастăп, – терĕ амăшĕ те.

Антун кăшт шухăша путса тăчĕ. Куçĕсемпе пÿрте йĕри-тавра пăхса çаврăнчĕ. Стена çумĕнче вунпилĕк çул ĕлĕк вилнĕ ашшĕн сăнне курчĕ. Вăл салтак шинелĕпе, урисенче – кĕске кунчаллă салтак атти, пуçĕнче – сăмсасăр картус. Ку сăнне вăл 1915 çулта ÿкерттернĕ. Вăл та вĕт 1914–1916 çулсенче вăрçăра нимĕçсемпе çапăçнă. Суранлансан, нимĕçсен аллине тыткăна лекнĕ. Унта икĕ çул тăршшĕ нимĕç баронĕ патĕнче йывăр ĕç ĕçлесе пурăннă. Çавăнтан вăл чире кайса таврăннă. Темиçе çул хушши вăл Германирен илсе килнĕ чирпе асапланнă. Амăшĕ Ульянана çуратнă çул ашшĕ вилсе выртнă. Амăшĕ, çамрăк пулсан та, урăх качча тухман. Ачисене пăхса ÿстерме тăрăшнă. ÿстерсе çитерсе пурăнма çеç пуçланăччĕ, каллех нимĕçсем вăрçăпа килчĕç.

— Юрĕ, анне, Ульяна, пуçтарăнăр, манпа пĕрле пырăр. Ан тив, пирĕн пĕтĕм çемье нимĕçсемшĕн хаяр тăшман пултăр, – терĕ Антун.

Лешсем хĕпĕртесе ÿкрĕç. Çавăнтах тумланма пуçларĕç. Анчах çуртне пăрахса хăварма çав тери йывăр пек туйăнать амăшне. Вĕсем вĕт çак çурта упăшкипе иккĕшĕ татăкăн-татăкăн пухса тунă. Çак çуртра пурăнса çур ĕмĕрне ытла ирттернĕ. Ватăлмалăх кунĕнче хăйĕн тăван çуртĕнче выртса вилме ĕмĕтленнĕ.

— Антун, ачам, çурта мĕнле пăрахса хăварăпăр? Шел-çке? – терĕ амăшĕ.

— Ан кулян, анне. Пуçсем сывă пулсан, çурт тăвăпăр. Анчах малашне ĕнтĕ пирĕн çуртра нимĕç салтакĕсем те саркаланса пурăнаймĕç. Çитĕ, – терĕ Антун татса. Уншăн халĕ нимĕн те шел мар, вăл халĕ пурин çинчен те маннă. Унăн пĕтĕм шухăшĕ нимĕç оккупанчĕсене пĕтерес, вĕсене ăçта курнă унта персе пăрахас шухăш.

— Пичче, хăвăртрах тухса каяр. Унсăрăн нимĕç салтакĕсем час таврăнĕç. Яланах вĕсем пĕр вăхăтра таврăнаççĕ, – терĕ Ульяна пиччĕшне васкатса.

— Юрĕ. Эсир аннепе малтан утăр. Вăрмана кĕрсен, çулăн сылтăм енче пĕр ватă хыр пур, çавăн айĕнче пире кĕтсе тăрăр. Эпĕ юлташсемпе пĕрле пырăп, – терĕ Антун. Вăл йăмăкĕпе амăшне ăçталла каймаллине кăтартса ячĕ.

Вĕсем пÿртрен тухрĕç. Антун çаврăнса пÿрт алăкне хупма çеç ĕлкĕрнĕччĕ, сасартăк асне илчĕ:

— Ах, кĕçех аттен сăнне манса хăварман. Эпĕ халех кĕрсе илсе тухăп. Эсир карта хыçнелле утăр, – терĕ вăл.

Ульянапа амăшĕ пахча урлă каçса вăрман еннелле утрĕç. Антун каланă ватă хыр вĕсене хăнасене йышăннă пек кĕтсе илчĕ.

Амăшĕпе хĕрĕ хыр айне çитсе ларсан, вăрах та вăхăт иртмерĕ, ялта пăшал пенĕ сасăсем, гранатăсем ухлатса çурăлни илтĕнчĕ. Çуртсене пĕрин хыççăн тепĕрне вут çулăмĕ ыталаса иле пуçларĕ. Çулăм айĕнче фашист салтакĕсем хăшĕ çаруран, хăшĕ кĕпе вĕççĕн чупкаланине Ульянапа амăшĕ савăнăçлăн пăхса ларчĕç.

— Ак, çапла кирлĕ вĕсене!

Нимĕçсен штабĕ вырнаçнă çурт пĕренисем çÿлелле çĕкленчĕç. Çурт тĕлĕнче хура тĕтĕм çеç мăкăрланса тăчĕ.

— Тăшмансен пĕр йăви пĕтрĕ! – савăнса кулчĕ Ульяна. Антунпа унăн юлташĕсем фашист салтакĕсемпе офицерĕсене миçе çын пĕтернине эпĕ çырмастăп. Çапла çеç калама пулать: вĕсем ялтан пĕри те тухса каяйман. Мĕншĕн тесен ялăн йĕри-тавра партизансем тăрса тухнă та, курнине пĕр пере-пере ÿкернĕ. Чылайăшĕ çулăм ăшĕнче пĕтнĕ.

Шурăмпуç шуралса килчĕ. Партизансем ватă хыр айне пуçтарăнчĕç.

— Паллашăр: ку манăн анне, ку йăмăк – Ульяна, – тесе пĕлтерчĕ Антун хăйĕн юлташĕсене.

Пурте алă тытса паллашрĕç.

Çапла Антунăн пĕтĕм çемйи ташманпа çапăçма тухрĕ.

1943.

Данилов-Чалдун, М. Н. Антун çемйи : [калав] / М. Н. Данилов-Чалдун // Тăван çĕршывшăн. – Шупашкар, 1956. – С. 25-32.