Прошу считать меня живым

Писатели Чувашии в Великой Отечественной войне

 

Чувашская литература периода Великой Отечественной войны Погибшие на фронтах Великой Отечественной войны Они вернулись с поля боя
Данилов–Чалдун Максим Николаевич
М.Н. Данилов–Чалдун

Красноармеец Самсонов

Пирĕн подразделенинче служить тăвакан красноармеец Ефим Григорьевич Самсонов çамрăк мар ĕнтĕ, хĕрĕхрен иртсе аллă çулсем енне çывхарнă. Çÿçĕ те пĕрчĕ-пĕрчĕ шуркаланнă.

Ефим Самсонов турра ĕненекен çын. Вăл Хĕрлĕ Çар ретне килсен те мăйĕнчи йĕс хĕресне пăрахман.

— Самсонов, мĕншĕн мăйна ыраттарса çакса çÿретĕн çав чăх хÿри хĕресне? – тесе асăрхаттараççĕ ăна юлташĕсем.

— Сирĕн мĕн ĕç? Маншăн йывăр мар ăна çакса çÿресси. Мăя та ыраттармасть, – тесе ответлет вăл хирĕç.

Ефим Самсонов, хăй каласа панă тăрăх, килĕнче пурăннă вăхăтра çынна пăшалпа персе вĕлерме мар, аллине çĕçĕ тытса автана пусма та хăранă.

— Юн курсан, эпĕ тÿсейместĕп, чĕре кăкăртан çурса тухасла тапса сикет, – тет вăл.

— Автансене кам пусатчĕ апла? – тесе ыйтсан: – Арăм пусатчĕ. Така пусма кÿршĕме чĕнеттĕм, – тет Ефим Самсонов.

Халĕ ĕнтĕ Ефим Самсонов фронтра. Кунта нимĕçсемпе çапăçасси автан пусассинчен кăшт йывăртарах. Çын юнĕ те автан юнĕнчен нумайтарах.

Пирвайхи çапăçуран Ефим Самсонов юнланмасăр тухрĕ. Вăл çапах та пĕр нимĕç салтакне персе вĕлернĕ. Ăна епле вĕлерни çинчен вăл юлташĕсене темиçе хутчен те кала-кала пачĕ. Малтанах итлекелерĕç унăн сăмахне, кайран вара никам та итлеми пулчĕ. "Иккĕмĕш хут наступленине кайсан нумайрах вĕлерме тăрăшас", тесе шухăшларĕ Самсонов хăй тĕллĕн.

Иккĕмĕш хут наступленине кĕрсен, Ефим Самсонов пĕр нимĕç салтакне те персе ĕлкĕреймерĕ, ăна хăйне суранлатрĕç. Вăл пĕр вăхăтра ăнсăр пулса выртрĕ. Нумай-и, сахал-и вăхăт иртрĕ, тăна кĕчĕ. Куçĕсене уçса пăхрĕ: аллисем чĕп-чĕрĕ юн, çăварне юн кĕвĕлсе ларнă, чĕлхи те юнлă. Хăйĕн юнне курсан, вăл тем пек хăраса ÿкрĕ. Кĕçех хаяр сассипе кăшкăрса яратчĕ. Анчах унран инçе те мар нимĕç мини ухлатса çурăлчĕ. Ефим хăй юнланнине пăхмасăр, вăл вырăнтан тăрса, пĕр пĕчĕк окопа хĕсĕнкелесе кĕрсе выртрĕ.

"Ах, турă, мĕнле çăлăнас ку хăрушлăхран?"

Халĕ ĕнтĕ вăл хăйĕн юнĕ çине хăрамасăр пăхать. Унăн мĕнле те пулин чĕрĕ юлас килет. Вăл халĕ хăйĕн пĕтĕм иртнĕ пурнăçне – ачаран пуçласа паянхи кунччен – асне илчĕ. Арăмĕ, ачи-пăчисем унăн куçĕ умне тухса тăчĕç.

— Самсонов, сыхлан! Нимĕç танкĕ килет!

Самсонов кам кăшкăрнине уйăраймарĕ. Пуçне çĕклесе пăхрĕ. Йĕри-тавра никам та курăнмасть. Сывлăш анчах уласа тăрать. Унта та кунта мина, снаряд çурăлать. Таврана хура тар тĕтĕмĕ хупласа илнĕ. Тар тĕтĕмĕ шăрши сывлăша хуплать. Пурнăçăн чи хăрушă вăхăчĕ çитрĕ. Кам кăшкăрчĕ ăна "сыхлан" тесе? Самсонов пĕлмест. Хамарăннисем те курăнмаççĕ. Нимĕç салтакĕсем те çук. Тен, вăл тыткăна тăрса юлнă? Ку ĕнтĕ уншăн вилĕмрен те хăрушă: "Фашистсен аллине лекиччен хама хам персе пăрахам. Çăмăлтарах пулĕ. Вĕсен аллине лексен, тем тĕрлĕ асаплантарĕç. Ыйтса тĕпчĕç. Эпĕ пĕр сăмах та чăннине каламăп. Куншăн пурпĕрех персе пăрахĕç", тесе шухăшлать вăл. Турра кĕлтăвать. Пуçĕнчи пилоткине хывмасăрах сăхсăхать. Сасартăк танк кĕрлесе килни илтĕнчĕ. Вăл окоп шăтăкĕнчен çĕкленсе пăхрĕ. Курать: нимĕç танкĕ. Тÿрех ун çинелле шăвать. Акă тата темиçе минутран вăл танк хăйĕн гусениципе Самсонова лÿчĕркесе иртсе кайĕ. Çук. Самсоновăн танк айне пулса вилес килмест. Акă унăн умĕнче П.Т.Р. (танка хирĕç перекен пăшал) выртать. Пăшалпа пĕрле патронсем те пур. Самсонов вăрах шухăшласа тăмасть. П. Т. Р. пăшала ярса тытать те, авăрласа, нимĕç танкĕ çинелле тĕллесе перет. Пĕр патрон, иккĕ. Виççĕмĕш патронпа персен, танк пĕр вырăнта çаврăнса илет: "А-а-а... кирлĕ вырăнтан лектертĕм", савăнăçлăн калаçса илет Самсонов. Унтан каллех танк çине перет. Танка вут хыпса илет, çулăмланса çунать. Танк ăшĕнчен нимĕç танкисчĕсем 3 çын тухаççĕ.

— Стой!.. Парăнăр! – хаяр сасăпа кăшкăрса ярать Самсонов. Ури çине сиксе тăрать. Нимĕç танкисчĕсенчен пĕри пăрахса тарать. Иккĕшĕ парăнса аллисене çĕклеççĕ. Самсонов тараканнине персе парахать.

— Ман паталла килĕр! – кăшкăрать аллисене çĕкленĕ танкистсене. Лешсем ăна пăхăнса ун патнелле утаççĕ. Çак вăхăтра Самсонов патне взводнăй командир пырса çитет:

— Ну, молодец, Самсонов! Эс килĕнте автан пусма та хăйман пулсан, фронтри фашист салтакĕсене персе пăрахма маçтăрланса çитрĕн, – тесе мухтать ăна командир.

— Совет Союзĕшĕн служить тăватăп! – тесе ответлет Самсонов. Хăйĕн алли суранланнипе пичĕ-куçĕ чĕп-чĕрĕ юн. Халĕ ĕнтĕ вăл хăйĕн çийĕнчи юнне те курмасть. Юн çинчен шухăшлама та маннă.

— Самсонов юлташ, санăн кăкăру çинче темĕн çитменлĕх пур, – тет командир юптарса.

Самсонов хăй тăрăх пахать. Унăн, хырăмĕпе шуса çÿренĕ пирки, гимнастеркин тÿмисем татăлса пĕтнĕ, çавăнпа çухи уçăлса кайнă та, ÿчĕ курăнать.

— Гимнастеркăн тÿмисем татăлса пĕтрĕç çав. Эпĕ вĕсене халех çĕлесе лартатăп, – тесе тăрать Самсонов айăплăн.

Лейтенант йăл кулать:

— Эпĕ гимнастерка тÿмисем çинчен мар калатăп, санăн кăкăру çине орден çакмалла, тетĕп.

Самсонов чухлать. Хăй те сисмест, тутисем кулаççĕ.

1943.

Данилов-Чалдун, М. Н. Красноармеец Самсонов : [калав] / М. Н. Данилов-Чалдун // Тăван çĕршывшăн. – Шупашкар, 1956. – С. 13-15.