Писатели Чувашии в Великой Отечественной войне

 

Чувашская литература периода Великой Отечественной войны Погибшие на фронтах Великой Отечественной войны Они вернулись с поля боя
Вашки (Никифоров) Иван Никифорович
Иван Вашки

Герой палăкĕ

Баллада

Шывра чăмпăл-чăмпăл
Ишеç ачасем.
Çанталăк пит хапăл,
Тавралăх – илем.

"Мĕнле, çитейреп-ши
Çак шывăн тĕпне?
Чăмать те пĕрешĕ ,
Туять кăлăхне.

Ача сĕмлĕ маррăн
Тепри тупăнать,
Кулаççĕ пĕр харăс:
"Тур çăлтăр ăна!"

Чылай вăхăт хушă
Кĕтсен, тусĕсем
Пуçларĕç ак уншăн
Çунма тем сиссе.

Анчах вăл тухнийĕ
Ниçта курăнмасть, –
Пуçларĕç кашнийĕ
Чăмса шырама.

Никам та сисмен-тĕр
Леш тухнă чухне.
"Эй, итлĕр, атьсемĕр!"
Чĕнет вăл пурне.

Çыран хĕрринче хăй
Тăрать кăшкăрса:
"Часрах кунта тухăр!" –
Янрать уçă сас.

Асарĕ -писерĕ
Иртсе кайнă май
Çав сасă хистерĕ
Пурне пухăнма.

Вăр-вар сырса илчĕç
Итлесшĕн пулса.
Кашнин пĕлес килчĕ:
"Мĕскер унта сан?"

Шалт тĕлĕнчĕç пурте –
Кашнин куçĕ вут.
Шыв тĕпĕнче пур, тет,
Чăн-чăн самолет.

Ача хыпашланă,
Тет, хăй аллипе...
Кайса хыпарланă
Çапла ялĕпех.

Çыран хĕрне халăх
Самант пухăнать.
Теме хăпартмалăх
Кунта вăй тăрать.

Час курăнчĕ акă
Пĕр тимĕр çунат,
Тепри те пăртаккăн
Шывран улăхать.

Тухать хурçă кайăк
Кĕкрем тĕпĕнчен.
Ун умĕнче халăх,
Каллех – çут тĕнче.

Хуть пăнтăхнă пултăр
Мĕнпур кĕлетки –
Çапах хĕрлĕ çăлтăр
Нимрен тутăхми.

Вăл чĕрĕ чĕлхеллĕ –
Калать пĕтĕмпех.
Пур çын та пĕлмеллĕх
Истори хăех.

Вĕçевçĕ тумтирĕн
Татки-кĕскинче
Кабинăра тупрĕç
Çĕрмен билет çеç.

Ун çут целлулойдлă
Хутне шыв внтмен.
Унта – комсомолăн
Чапне çĕклекен...

Уçсассăн вуланчĕ
Пĕр вилĕмсĕр ят.
Мухтав çунатланчĕ,
Хыпар саланать.

Билет çине çырнă
Райком адресне.
Хыпар вĕçсе пынă
Чăваш çĕршывне.

Çав паттăр çуралнă
Кĕтес – кунти ял
Таçта та шыранă
Ачи йĕрне халь.

Вл йĕр час çитерчĕ
Тăван полк штабне.
Унта хавăрт пĕлчĕç
Мĕнпур пурнăçне

...Кĕрленĕ кун-çĕрĕн
Хаяр çапăçу.
Вутра Совет çĕрĕ –
Вутра Белоруç.

Тухать истребитель –
Вăл пирĕн герой.
Яп-янкăр тÿпи те
Вут-тĕтĕмлĕ ум.

Фашист çăхансенĕн
Унта шучĕ çук.
Кĕрешнĕ çĕмренĕн
Чăваш та ун чух.

Геройăмăр пирĕн
Тăшманшăн хăруш.
Ăна çитĕнтернĕ
Хăватлă ару.

Туссем кĕтсе илнĕ
Нумай вĕçеврен.
Анчах кайранхийĕ
Пулмарĕ ун пек.

Вăл лекнĕ , сисмен те,
"Ассен" кăшăлне.
Пĕлмен юлташсем те
Мĕнле ÿкнике.

Вал вилĕме çĕннĕ
Хăй вилĕмĕпе.
Ун ячĕ çĕкленнĕ
Халь акă тепре.

Юрлать Белорусси
Çав йĕкĕт çинчен.
Шыв çумĕн пыруçăн
Чарнаççĕ çынсем.

Тăрать унта палăк.
Геройăмăр, сан.
Ку вырăн пит паллă
Яту хаклăран.

Хĕрсем хăвараççĕ
Чечек çыххисем.
Шевле вылятаççĕ
Çурхи çут кунсем.

"Вĕç, вĕç, çыру" теççĕ
Чăваш çĕрĕнче.
Саламăн чĕкеçĕ,
Çит Атăл енчен!

Сăвап сунса çÿрĕ
Тек-тăтăш çыру.
Туслашнă пит çирĕп,
Чăваш, белорус.

Пур халăх çемйи вăл
Темрен хаклăрах.
Тăванлăхшăн – символ
Ав палăк тăрать.

Вашки, И. Герой палăкĕ : [баллада] // Вашки, И. Сăвăсем / Иван Вашки. – Шупашкар, 1957. – С. 46-51.