Писатели Чувашии в Великой Отечественной войне

 

Чувашская литература периода Великой Отечественной войны Погибшие на фронтах Великой Отечественной войны Они вернулись с поля боя
Ильбек Мигулай (Ильбеков Николай Филиппович)
Мигулай Ильбек

Салтаксем

Сăрт хыçне анма васкакан хĕвел салтаксем пуçтарăннă вĕтлĕх катине ачашшăн çутатать. Вăрăмланнă мĕлкесем каç умĕнхи тĕксĕм тĕспе карăнса куçран çухалаççĕ. Кукăр-макăр авкаланакан сукмапа Захаров иртсе пырать. Ури айне çакланнă тип туратсем çатăртатса ванаççĕ. Вăл Дергачев лейтенантăн ротине шырать. Кунта ăна тупмашкăн халь çăмăлах та мар: минометчиксем килсе тăкăлнă, артиллеристсем хăйсем валли çĕнĕ позицисем хатĕрлеççĕ, эппин, Дергачев роти тата маларах пулма кирлĕ.

Кирек мĕнле вăхăтра та Захаров парторг батальонри салтаксем патне çитмесĕр юлакан марччĕ. Унăн е çамрăк командирсене вĕрентсе пулăшмалла, е салтаксен кăмăлне çĕклентермелле, е Информбюро пĕлтернĕ хыпарсене каласа кăтартмалла. Хальхинче ун тата ответлăрах ĕç хускатмаллаччĕ.

Çак иртнĕ кунсенче Дергачав ротине Захаров темиçе хут та килкелесе кайрĕ. Ротăри Степан Петренко салтака пысăк хуйхă килсе пусрĕ. Петренко, чи маттур салтаксенчен пĕри, уçă кăмăлĕпе йывăр çапăçусенче те хăйĕн тусĕсене йăпатма ăстаскер, виçĕмкунтан вара паллама çук улăшăнса кайрĕ. Яланах çаврăнăçлă калаçакан чĕлхи хаярланчĕ. Халĕ вăл сăлтавсăрах чĕрре кĕрет-и, хăй тĕллĕн ятлаçкаласа илет-и, каланине хăлхине чикмест-и – тупăнать ун тĕлне. Паян ирпе тата, кунталла тухса килнĕ чух, çурăм миххине кăштах манса хăваратчĕ, юрать-ха, юлташĕсем асăрхаттарчĕç. Юлташĕсем ăнланаççĕ ăна, вĕсем ăшă сăмахпа та пулин йывăр шу-хăшне сиртерсе яма тăрăшаççĕ.

Батальон виçĕмкун Петренкон тăван ялне фашистсенчен тасатрĕ. Унта мĕнле пурнăç пыни пирки Петренко икĕ çул хушши пĕр хыпар-хăнар пĕлместчĕ. Мĕскĕн амăшĕ çинчен те, юратнă мăшăрĕ çинчен те, хăй вăрçа тухса кайнă чух пĕр уйăхра çеç тăрса юлнă пĕчĕк Мишша çинчен те пĕр сăмах илтменччĕ. Ак унăн тăван ялĕ халь пĕтĕмпе куç умĕнче. Иăлт тусса пĕтнĕ вăл, çуннă çуртсем хуп-хура курăнса тăраççĕ, тĕллĕн-паллăн кăмакасем кăна тăрса юлнă та, кĕрхи çил ÿлесе макăрнă пек иртет вĕсен тавра. Ял хĕрринчи айлăмра çеç хăрах каслă урам кăштах тăрса юлнă. Петренко шăпах çавăнта пурăнать. Кунталла килнĕ чух вăл юлташĕсене: киле кĕрсе чей ĕçĕпĕр, тетчĕ. Чарăнса тăрса пулмарĕ. Салтаксем, таракан тăшмана йĕрлесе, тата малалла васкарĕç, Петренкона çеç вăхăтлăха тăван килне кĕрсе тухма ирĕк пачĕç.

Килĕнче ăна çĕклесе илейми хуйхă кĕтнĕ иккен. Вĕсем патĕнче хваттере чарăннă фашистсем унăн пĕртен-пĕр ачине, Мишшине, çунан кăмăкана пăрахса çунтарнă. Ачи каçсерен йĕрмĕшнĕ имĕш, лешĕсене выртса канма кансĕрленĕ пулать. Çакна хăй курса тăнă ача амăшĕ çиĕнчех тăнран кайнă та, халь те пулин йĕркене кĕрей-мест. Çакăнтан кайран вăл, ачи вырăнне кипкепе пĕр-пĕр япала чĕркесе тытать те, ăна юрла-юрла сиктерсе çÿрет. Вăл хăй упăшкине Степкăна та паллаймарĕ. Ăна курсан та, аллинчи кипкеллĕ япалине хăй çумне хĕсерех тытса, пахча урлах хирелле чупса кайрĕ. Чупать те каялла çаврăнса пăхать, татах чупать, татах çаврăнса пăхать. Степан амăшĕ те чирлесе ÿкнĕ пулнă, халь ура çинчех çÿрекелет иккен-ха. Çак инкек çинчен амăшĕ ывăлне пĕтĕмпех каласа пачĕ. Степан, итленĕ май хăй те ăнран каясса çитнĕскер, çав кунхинех батальона таврăнчĕ, мĕн илтни çинчен командирĕсене каласа пачĕ. Батальон командире ăна вăхăтлăха отпуск парасшăнччĕ, Петренко килĕшмерĕ, тăшмана тĕппипе тавăрмасăр тăван ялăма пырса кĕрем мар, тесе, вăл тăпра çыртса тупа турĕ. Ротăри салтаксем те, çакна илтсен, фашистсене хаяррăн тавăрма сăмах пачĕç...

Захаров парторг шăпах Петренко çинчен шухăшласа утрĕ. Вăл пĕчĕк уçланкă урлă каçрĕ, тип вар хĕрринче Микитка Палюкне асăрхарĕ.

– Эсир кунта-и, Никитин? – ыйтрĕ вăл, пуçне çĕклесе.

– Кунта вырнаçрăмăр, кĕçĕн лейтенант юлташ, кĕрсе курăр пирĕн пата, – терĕ лешĕ.

Çĕр пÿртре чĕрĕ. Тапак туртса тултарнă. Салтаксем тем пирки хĕрсе калаçатчĕç. Захаровпа Палюк пырса кĕрсен, пурте ура çине тăчĕç. Парторг вĕсене каллах ларма сĕнчĕ, тар витнĕ питне-куçне шăлса илчĕ.

– Шăп кăна сăмах тĕлне килсе кĕтĕр-ха, парторг юлташ, – терĕ пĕр сарăрах çÿçлĕ салтак. – Эпир кунта леш енне каçасси çинчен калаçатпăр.

Вĕсен сăмахĕ паллахчĕ ĕнтĕ. Хăвăртрах Днепр урлă каçса, фашистсене унтан та хÿтерсе каларасси чĕлхерен хăпмасть.

– Канма килмен кунта эпир. Шыв хĕррине тухрăмăр, курса савăнтăмăр, çăвăнса тасалтăмăр, халĕ малалла кайма вăхăт, – килĕшрĕ парторг та. Вăл та салтаксен хушшине кĕрсе ларчĕ, урине хĕреслĕ хуçлатса,чикаркка чĕркесе ячĕ.

Çĕр пÿртре тĕттĕм. Снаряд гильзинчен тунă чĕпкуç çутса ячĕç. Хăрăмлă çутă пулин те, салтаксене пит-куçран кăштах палласа илме пулать.

– Лайăх вырнаçнă кунта эсир...

– Салтакăн ĕçĕ çавăн пек, ăçта пулсан та тăван килĕнче пек вырнаçать, парторг юлташ.

– Паян ав нимĕçсем шăпланнă-ха, тем ытлах персе тăмаççĕ пирĕн енне.

– Суранĕсене çуласа выртаççĕ пуль-ха.

– Анăранă халь вĕсем. Пирĕн леш енне паянах каçмалла, хамăра çăмăлтарах пулĕ.

– Эс, Энтип, тĕрĕс калатăн, – сăмаха хутшăнчĕ Палюк.– Вĕсем пире кунта канса тăраççĕ тесе шутлаççĕ пуль-ха.

– Темĕн, ача, вĕсем пире сыхласах тăрассăн туйăнать мана. Ăв, илтетĕр-и, анатра вĕсем мĕнле тĕвеççĕ.

– Çиллине шăнарайманнипе. Хăратса тăрасшăн, хăйсене те хăпартлантарасшăн перкелеççĕ.

– Разведка ямалла малтан. Пысăк мар ушкăна. Ун пек каçма çăмăлтарах. Хамăрăн тупăсем персе тăрĕç.

– Эпĕ ишсе каçма хатĕр, – юлташĕсен енне пăхса илчĕ Энтип.

– Эпĕ кунта кашни ялта пулнă...

– Ишсе каçма йывăр пулать. Шыв сулхăнланнă халь.

– Çавăн пирки калаçма килтĕм-ха сирĕн пата, терĕ Захаров.

Петренко шăпах. Кĕтеселле вырнаçнă та вăл, юлташĕсем калаçнине илтмен пек ларать, хăй чикарккă хыççăн чикарккă туртать. Тĕтĕм явăнать. Энтип, туртманскер, вăхăт-вăхăт чыхăнкаласа илет те, капланнă тĕтĕме сирсе ярас пек аллисемпе сулкаласа илет.

– Приказ пур, юлташсем, – терĕ Захаров, сывлăш çавăрса.– Батальонăн кĕçĕрех шывăн леш енне каçмалла. Нимĕçсем анăраса тăнă чухне терĕр эсир хăвăр та. Малтанласа пĕр ушкăн ярас терĕмĕр. Вăрттăн. Тăшмана систермесĕр. Артиллери пулăшса тăрать.

– Камсем каяççĕ? – чăтаймасăр ыйтрĕ Эитип.

– Çăмăл пулать теме çук унта, йывăр килме пултарать. Çавăнпа вăрçăра ăсталанса çитнисене кăна ярас терĕмĕр. Хăйсен ирĕкĕпе каяс текенсене суйлатпăр...

– Мана ярăр, парторг юлташ. Кунта эпĕ виçĕмçулах çапăçса курнă, кашни шăтăк-путăка астăватăп, тăван ял таврашне те ун пек пĕлейместĕп пуль, – терĕ Палюк.

– Ăçта эс, сержант юлташ! Унта ман пек çамрăккисен каймалла, – сăмаха çийĕнчех хутшăнчĕ Энтип.

– Эпĕ каятăп, кĕçĕн лайтенант юлташ, – терĕ Степан Петренко, халиччен сăмах чĕнмесĕр лараканскер. – Вăрçăччен унта эп ут çитерме çÿренĕ.

Юлташĕсем пурте ун еннелле пăхрĕç. Петренко ун пек çĕре кирек хăçан та чи малтан каяканччĕ. Маттурлăхĕпе тĕлĕнтеретчĕ вăл ротăра. Ахальтен мар ун кăкăрĕ çинче икĕ Хĕрлĕ çăлтăр та кĕмĕл миталсем йăлкăшаççĕ. Анчах хальхинче вăл, хăйне çаплах хур кăтартнă фашистсене пĕтĕм чĕри хăвачĕпе çилле хывнă чух, ытла хĕрсе кайнипе, мĕн тусан мĕн пулса тăрасса та пăхса тăмĕ, усал тăшмана чеелĕхпе çĕнтерес вырăнне куç курнине-пĕр çунтарма тăрăшса, хăй пуçне те пĕтерĕ. Çакна пулах Захаров ăна çак ĕçе явăçтарасшăн пулмарĕ. Рота командире те çаплах каларĕ.

– Петренко, эс ытла ан васка-ха, сан валли урăх ĕç тупăнать.

Степан ура çине тăчĕ – çÿлĕ те вăйлă вăл.

– Нимĕçсемпе манăн хамăн уйрăм шутăм пур... Парторг юлташ, – кăкăр кĕсйинчен хутлатнă шурă хут кăларса Захарова тăсрĕ вăл, – паян лери окопра чухнех хатĕрленĕччĕ. Партие кĕрес тетĕп.

– Юрать, Степан. Телей те сывлăх сунатăп.

– Рекомендацине пĕрне комиассар парăп тенĕччĕ. Асăнтараймăр-ши ăна, сывалса таврăнсан?

– Ыран-паян таврăнмалла вăл медсанбатран, калăп ăна.

Салтаксам шавласарах калаçма тытăнчĕç.

– Çитĕ, çитĕ, юлташсем, – чарчĕ вĕсене Захаров. – Мĕн ытла шуйханса кайрăр, туя каймалла мар-çке унта?

Ушкăн кимĕпе каçать. Батальон пĕтĕмпе каçиччен çав ушкăн тăшман çарне хăй чарса-илĕртсе тăмалла. Каяс текенсем ытти ротăсенчен те нумай, анчах батальон командирĕ Дергачев лейтенант сĕннипе килĕшрĕ, пĕрремĕш ротăран коммунистсене суйласа илĕпĕр, ушкăн командирне Никитин сержанта лартăпăр, терĕ.

Шăпах çав вăхăтра тăшман енчен тупăсемпе ик-виçĕ ăстрăм персе ячĕç те часах чарăнчĕç.

– Эпир те çывăрмастпăр тесшĕн пулчĕç пуль...

– Тем мар, часах çывăрттарăпăр вĕсене. Ĕмĕрлĕхе. Тăванĕсем кăна асăнма ан манччăр, – терĕ Палюк.

Захаров леш енне каяс текенсене суйласа илчĕ. Ушкăнра асли Никитин Палюк пулать. Унта пĕрле Котов Василий, Белов Тарас, Величко Семен снайпер, лере, тата тепĕр разведчик Гайбназаров хутшăнать, вăл пур çĕрте те тултарать.

– Калаçса татăлтăмăр, эппин?

– Парторг юлташ, чимĕр-ха, епле вăл çавăн пек ĕçе мансăр кайма пулать?– Энтип тумланма та тытăнчĕ.

– Юрĕ, Фролов, сана та кĕртĕпĕр... Ну, хăвăртрах хатĕрленĕр те кăйăпăр.

Петренко та тумланать.

– Степан, итленĕ пул хальхинче те, сана эпир уйрăм ĕç хушăпăр, эсĕ кунтах юлатăн, – чарчĕ ăна Захаров.

Дергачев килсе кĕчĕ. Васканă вăл, халь те пулин хашкаса сывлать.

– Ну, камсем каяççĕ-ха, – пăхса илчĕ вăл салтакĕсене.– Фролов, эс те каятăн-и?

– Мĕнле вăл "эпĕ те" лейтенант юлташ? Унта эп кашни тĕмескене таптаса тухнă. Мансăр ĕç тухмасть унта.

– Лейтенант юлташ, мана илесшĕн мар ав вĕсем, – йăлăннă пек тилмĕрсе куçран пăхать Петренко.

– Илмерĕç, тетне? Тепĕр сехетрен ак пурсăмăр та хускалса каятпăр. Эсĕ, Петренко, ман связной пулатăн... Ну, васкăр, эппин, хăвăртрах. Майор кĕтет унта сире.

Салтаксене ăнăçу сунса ăсатса ячĕ вăл. Кам малтан пĕлсе тăрас пур ĕç мĕнле çаврăнса тухасса. Шанса тăрассипе кăна мар-çке, кăтмен çĕртен нимĕçсем капланса килнĕ пулсан? Ĕлкĕреймен-ха вĕсем, терĕ батальон командирĕ. Унăн разведка пĕлтерсе тăни пур. Разведка пĕлтерни лайăх-ха, анчах пысăк ĕç тăвасси пуç çинчен хăпмасть. Салтаксене вăл алă парса тухрĕ, кăштах тăрсан пĕтĕм батальон, унтан пĕтĕм полк каçма тытăнать тесе шанчăк кĕртрĕ. Салтаксем тухса кайрĕç.

* * *

Микитка Палюкĕпе Хрулкка Энтипĕ иккĕшĕ те Атăл тăрăхĕнчен пынă салтаксем. Вĕсем пĕр ротăра, пĕр отделенире. Палюкăн вăрçăри кунçулĕ питех ăнăçса каймарĕ. Ăна Харьков патĕнче çапăçнă чух амантрĕç, дивизири медсанбатра вăл ун чухне эрне ытла выртрĕ, окопрах сывалса çитĕп тесе тухрĕ. Кайран, Дон тăрăхĕпе наступленире пулнă чух, ăна тепĕр хут амантрĕç. Госпитальте пĕр уйăх ытла выртсан таврăнчĕ.

Окопри юлташсем... Вĕсем пĕрле тăшмана хирĕç кĕрешнĕ, савăнăçне те, хуйхине те пĕтĕмпе вĕсем пĕрле ирттернĕ, пĕр котелокран тенĕ пек пăтă-шÿрпе çинĕ, пĕрле çапăçнă, пĕрле каннă. Суран-сĕвен сипланет, окопри терт манăçать, юлташсем тесен, ĕмĕр тăршшĕпе асра юлаççĕ. Пĕри-пĕри вăрçăра вăхăтсăр ÿксе вилес пулсан, чĕлхÿне хĕссе шăлна çыртан та, вара çавăнтах пĕр-пĕр хатĕр траншейăна-и е урăх çĕрте пĕчĕк шăтăк та пулин чавма ĕлкĕрсе, тăван пек çывăх пулнă паттăр тусна хăвăн куççулĕпе çуса ĕмĕрлĕхе хăваратăн. Сывă юлташусемпе пĕрле каллех тăшмана хирĕç шунă çĕрте шуса, йăраланса, утса-чупса пыратăн-и, – пурпĕрех малалла туртăнатăн. Тата тепри те ÿксе юлас пур, аманаççĕ те, анчах пурăнассу килет пулсан, малалла каймалла, тăшмана тĕп тумалла. Юрать-ха, çынна, салтаках пулсан та, пурăнас шанчăк пăрахмасть. Вăрçăра канăç сехетне ĕмĕтленместĕн, тепĕр чух талăкĕ-талăкĕпе те утмалла пулать, утнă маях сĕнксе те илетĕн, тĕлĕк те куратăн. Çапла сулăнкаласа утсах кăшт вăй илем пек пулатăн та каллех çапăçу. Тăшмана мĕн çĕнтериччен çавăн пек. Хальхинче ак хамăр çар ăнтарса ячĕ – Совет Çарĕ хĕвеланăçнелле çул тытать. Эппин, чи кансĕрри те кансĕр мар, салтака малъен çунатлантарать. Палюк чăтман мар ĕнтĕ, ун тĕлне хури-шурри пит нумай тупăнчĕ. Сталинградра çапăçнă чух пĕтĕм взводра та çич-сакăр çын кăна тăрса юлчĕ. Палюк команда парасса хăй çине илчĕ. Урнă тăшман çине-çине атакăларĕ, сĕкĕнсе кĕресшĕн пулчĕ– Палюк салтакĕсем тăшмана кĕртмерĕç, аркатса тăчĕç. Çавăнтан вара ăна сержант ятне пачĕç. Мĕн куранине-чăтнине килтисене каласа кăтартас пулсан, сăмах та çитереймĕн. Тепĕр тесен, мĕн каласа парасси унăн пит-куçĕнче палăрса тăрать: тăнлавĕнчен пуçласа самки урлах питĕрсе питĕрĕнми хĕрлĕ йĕр хывăннă та, тинех ăна патла супăньпе çусан та тасатма çук...

Палюк пĕвĕпе çÿлĕ мар, лутра та мар. Салтаксен йĕркинче тăнă чух ăна варринерех шăнăçтараççĕ. Çÿрессе вăл кăшт ÿпĕнерех çÿрет, урисем утлă çар салтакĕ пулма майлашăннă темелле, кăшăл хывас пек авмакарах, аллисем вăрăм, пичĕ-куçĕ типшĕмрех. Палюк вăтăр патнелле çывхарать. Вăхăтсăр шурала пуçланă çÿçĕ хăй çулĕнчен аслăрах сăнар кĕртет, тĕттĕм хăмăр куçĕ çаплах хĕлхем сапас пек йăлкăштарса пăхать.

Энтип вара йăлт урăхла çын. Вăл вăрçăчченех салтакра пулнă, штабра писăрта тăнă. Сталинградра çапăçнă чух стрелоксен ретне куçнă. Кунтах вăл Палюкпа паллашрĕ. Эитипĕн кăштах хăйне пысăкраха картас йăли пур, вĕçкĕнленесси те хăйпе пĕрлех çуралнă темелле. Калаçнă хушăра "Ман шухăшпа" та "Эпĕ сире çапла кала-тăп" текелеме юратать. Рота пĕр хушă канса тăнă чух Энтип хăй пулăшас кăмăлĕпе Палюка автомата мĕнлĕ тĕл пемеллине вĕрентме тытăнчĕ. Палюк вăл мĕн-мăн каланине тăрăшсах итлерĕ-ха. Кайран, ротăра тĕл перес пирки ăмăрту пулнă чух, Палюк хайĕн ăсталăхне пуринчен маттур кăтартрĕ – вăл пĕрремăш вырăна тухрĕ. Энтип вуниккĕмĕш вырăн йышăнчĕ пулас, "Паян манăн, тем ăнмарĕ-ха", текелесе, тÿрре тухма пăхрĕ вăл.

– Эпĕ тĕрĕс перетĕп-и?– шÿтле халлĕн ыйтрĕ Палюк.

– Шăл йĕрме пăхатнам, Палюк пичче? Чим-ха, эппин, тепре те ăмăртса пăхăпăр, – терĕ Энтип.

Чăнласах та тепрехииче ăмăртмалла пулса тухрĕ, малти позицире тăнă чух. Ирпе пуçласа каçчен тăшман тăватă хут атакăна çĕкленчĕ. Палюк аллинче карабинччĕ. Çав кунхине вăл тăватă фашиста персе ÿкернине Энтип хăй куçĕпе хăй курчĕ.

– Пултаратăн, Палюк пичче! – куçкĕретĕн мухтарĕ вăл ăна.

Палюк мал алла тинкерсе пăхрĕ. Пĕр тем патнелле нимĕç мĕкелтетсе шăвать. Палюк пăшалне майлаштарса кăна хучĕ, перессе памерĕ.

– Авă, куратна, – аллипе тăсса кăтартрĕ вăл, – сан нимĕçÿ йăраланать унта.

– Куртăм, куртăм, чим-ха, эп ăна ăса кертес терĕм-ха, – терĕ те, темле, васкасарах персе те ячĕ – тивертеймерĕ, çийĕнчех вăл тепĕр хут персе пăхрĕ. Нимĕç тĕм хыçне çитсе куçран çухалчĕ.

– Эх, эс те çав, – кулкаласа пăхрĕ Палюк. – Каллех ман валли хăвартăн пулать.

– Тем пулчĕ мана паян, аллăм чĕтрерĕ пулмалла, – тунмасăр кунăçрĕ Энтип.– Тĕллесерех пеме вĕренмелле манăн.

– Халь вĕренмелле. Вăрçă хыççăн вăрçă ĕçне вĕренни пирĕншĕн кирлĕ те пулмасть...

Салтаксен ушкăнĕ тĕмсен хÿттипе иртекен çуран сукмакпа шыв хĕрринелле анчĕ. Вĕсен, шывăн леш енне каçса, малтанлăха пĕчĕк те пулин плацдарм йышăнса хумалла. Унта нимĕçсем тарăн окопсем чавса хатĕрленĕ теççĕ. Енчен паянах унта каçайсан, пысăк ĕç ăнăçма кирлĕччĕ, тăшманăн хирĕçсе тăмалăх халĕ çитес çук – çаплах шутларĕ батальон командирĕ Степанов майор. Полкран та, дивизирен те ăна пулăшса тăма пулчĕç, ăнăçлă çапăçма сунчĕç.

Виçĕмçул вĕсен полкĕ шăпах çак вырăнта çапăçнăччĕ. Йывăр килчĕ ун чухне пирĕннисене. Ун чухнехи салтаксенчен халь полкра сахал юлнă. Юлнисене Степанов батальонне куçарнăччĕ, çавăнпа çак пысăк ĕçе те ун батальоннех шанса пачĕç. Майор салтаксене суйласа илме хăйĕн заместителĕ вырăнĕнче ĕçлекен Захарова сĕнчĕ.

– Ушкăнра çак салтаксем пулаççĕ, – тесе пĕлтерчĕ Захаров. – Пурте коммунистсем, пĕр Фролов кăна комсомолец.

– Юрать, комиссар. Операцие ирттерсен, ăна та партие кĕме рекомендаци парăпăр, – шантарчĕ майор.

Батальон командирĕ васкать. Умĕнчи картта пăхнă хушăрах ал сехечĕ çинчен те куçне илмест. Салтаксене вăл вăрман витĕр шыв хĕррине ертсе кайрĕ.

– Эсир, Никитин аслă сержант, ушкăнра асли пулатăр, – терĕ майор.

– Итлетĕп, майор юлташ, анчах эпĕ сержант кăна-ха.

– Паянтан вара аслă сержант. Приказне кайран вуласа парĕç.

Палюк вăтанчĕ. Çавна пула шăппăн çеç каларĕ.

– Итлетĕп, майор юлташ...

Салтаксене батальон командирĕ хăйпе юнашар вырттарчĕ. Вĕсен хушшинче Гайбназаров разведчик та пур, халь ăна та Палюк ушкăнĕпе яраççĕ.

Каç çывхаратчĕ ĕнтĕ, майор пурне те Днепр леш енне асăрхаса пăхма хушрĕ. Днепр кунта ытти çĕртинчен сарлака. Инçетри айлăмсене тĕллĕн-паллăн çăра тĕтре кара-кара илнĕ. Сулахай енчи сăрт хыçĕнче хамăр артиллеристсем персе тивертнĕ нимĕçсен çар склачĕ çунать.

– Куратăр-и çавна, – терĕ майор, вут çути енне кăтартса.– Эсир каçса çитиччен те сÿнмест-ха вăл. Леш енне каçмалли чи лайăх ориентир. Унран анатарах шыв хĕррине пăхăр. Çутăрах вырăн. Хăйăрлă сăмсах вăл. Сирĕн шăпах çавăнта тухмалла пулать. Тухатăр та тип çырмана кĕретĕр. Çав сăмсах çумĕнчех. Каçсанах пире кĕсъе хунарĕпе сигнал паратăр...

Вăл мĕнрен ытларах асăрханмаллине каларĕ, артиллеристсем унта тата пĕр вунпилĕк минутран пеме тытăнаççĕ...

– Мĕн ыйтса пĕлес тетĕр?

– Пĕтĕмпе ăнлантăмăр, майор юлташ.

–Ăнлантăр, эппин! Апла пулсан ман хамăн ыйтас килет. Малтанах каласа хурам, сире çăмăл пулмасть. Каям мар текенсем çук-и сирĕн хушшăрта?

– Ун пирки сăмах та çук, – терĕ Палюк.

– Апла пулсан, пурсăра та шанатăп. Сирĕн сигналăра йышăнсанах батальон каçма тытăнать. Сирĕн задачăр: çырмасем-варсем тĕлĕнче плацдарм йышăнса хурасси, хамăр батальона каçмалăх май пултăр. Енчен вĕсем хирĕçе пуçласан, выртса тăмалла пулмасть, хăвăр валли пулеметсемпе те гранатăсемпе çул хыватăр…

Вăхăт иртет. Тĕттĕмленсе çитрĕ. Çурçĕр енчен сулхăн çил çĕкленчĕ. Таврана хура пĕлĕтсем хупăрласа илчĕç.

– Пурсăра та паттăра тухма сунатăп, – терĕ майор, – телейлĕ пулăр, сывă пулăр.

Майор кашнине ыталаса алă парса тухрĕ.

Ăсăртран тупăпа перкелешни янăраса каять. Ыйхине çухатнă темле кайăк çĕрлехи сывлăшра пĕтĕрĕнсе аялтанах вĕçсе иртет. Кăштах тăрсан, тĕнче каллех вăхăтлăха шăпланать. Çыран хĕррине халăх килнĕçемĕн килсе тăрать. Ĕçчен саперсем тĕрлĕ çĕре çитсе шыв тарăнăшне виçеççĕ, понтон каперсам майлаштараççĕ. Пĕрмаях йывăр ĕçпе тăрмашакан минометчиксем васкавлăн тунă суллисене шыва антараççĕ. Пурте ĕçре. Паян кăнтăрлаччен канăç сехетне пĕлмен салтаксем ăçтан кăна чăтаççĕ пуль: леш енне каçатпăр тесен, вĕсем çак хыпара пурте савăнса йышăнчĕç, савăнсах ĕçлеççĕ халĕ те.

Лăпкăн шăмпăлтатса выртать аслă шыв. Кимĕ çине чи малтан Палюк кĕрсе ларчĕ. Ун хыççăн Котовпа ыттисем вырнаçрĕç, аллисене кĕсменсем тытрĕç. Ăсатма пынă салтаксем гранатăпа патрон ешĕкĕсене кĕртсе лартма пулăшрĕç. Энтип хÿре тытса пыраканĕ пулчĕ. Кимĕ тапранса кайрĕ. Икшер мăшăр кĕсмен шыва çепĕççĕн ăсса малалла туртăнтарчĕ.

Пĕлĕте сасартăк ракета хăпарчĕ. Тăшман ракети. Салтаксем, малтан калаçса татăлнине асăрхаса, пурте пĕр харăс кимĕ тĕпне хутланса шăпланчĕç. Ялтăр çутă куçа йăмăхтарать. Ракета çÿлте пĕрчĕк-пĕрчĕкĕн тĕпренсе ванать те лапах сÿнет. Леш енчи çыранран кĕске-кĕске черетпе пĕр пулемет шăтăртатса чыхăнчĕ. Унччен те пулмарĕ, пирĕн артиллеристсем тăшмана тĕве пуçларĕç.

"Сисрĕç-шим пире?" тесе шухăшларĕ кимĕри кашни салтаках. Анчах ăшра кăна хускалнă шухăша никам та сасăпа каламарĕ. Нимĕçсем урăхран ракетăсемпе персе аппаланмарĕç: вĕсен хăйсен те нуши çитетчĕ пулмалла. Салтаксем пикенсе малалла ишме тытăнчĕç.

– Еплелле? Кăнтăрлахи пек çутатса илчĕ пире, – пăшăлтатрĕ Энтип.

– Шăп пулăр. Хăвăртрах ишсе каçар, – хистерĕ сержант. Хăй çавăнтах леш енчи çыран палăрмасть-и тесе пăхса илчĕ, анчах ăна хайхи вут çутинчен урăх нимĕн те курăнмарĕ. Пĕр хамăр пенĕ снарядсем çеç вут-çулăм сирпĕтсе вĕçĕмсĕр тенĕ пек кĕрлесе тăраççĕ. Çур сехет хушши пемелле-ха вĕсен. Унтан тата шаларах пеме тытăнмалла. Каçакансен çав вăхăта хăйсене хушса янă вырăна çитмелле. Кĕсменлисем хушăран улăшăнса кăштах та пулин канкаласа илеççĕ те татах вăй хураççĕ. Тарăн çĕрте вĕсен киммине анаталла туртать, пурпĕрех парăнмалла мар; кимĕ шуни ним чухлĕ те палăрмасть, хăш чух вырăнтан иртмен пек те туйăнать. Кăпăк-ланан хумсем кимме хирĕç хирĕлсе явăнаççĕ, çапăнса саланаççĕ, уйтан тапĕр хут капланса килеççĕ. Палюк сăртри вут çутине пăхса илчĕ. Инçетех кайман-ха. Кĕсменсене питех вылятмалла мар, кимĕ хÿрине çеç тÿрĕ тытса пымалла. Чарăнас тенĕ çыранран кăшт çÿле-рех нимĕçсен пулемечĕ персе ячĕ. Пурте тинкерсе пăхрĕç. Çутатакан пульăсем таткаланчăк йĕр хывса шывăн леш еннелле кумаççĕ. Юрать-ха, ракета таврашĕ пулмарĕ. Тăшман пулемечĕ те пеме чарăнчĕ. Палюк аллипе кăна сулчĕ: ним пăшăрханмалли те çук, тенĕ майлă ăнланмаллаччĕ ăна. Умра çыран палăра пуçларĕ.

...Сасартăк кимĕ пĕр вырăна çитсе тăпах чарăнчĕ. Салтаксам хăйсем сисмесĕрех малалла ÿпĕнчĕç. Çыран-и вара? Чăнах та çыран-и?!

Пĕрне-пĕри ĕненмен пек пулса, пăхкаласа илчĕç салтаксам. Тĕрĕс. Акă вăл, тахçан ĕмĕтленнĕ çыран.

Тĕттĕм витĕр шăтарас пек малалла пăхать Палюк. Сăртри çунса пĕтмен вут çути тĕксĕммĕн мĕлтлетет. Çапла! Вăл шăпах çавăн тĕлне тухма ĕмĕтленнĕччĕ. Ура çине тăчĕ те Палюк, плащ-палаткипе пĕркенсе, çыранăн тепĕр енне хунар çутипе сигнал пачĕ. Хăйсем ăнăçлă каçнăшăн салтаксем тем пек хĕпĕртерĕç. Халĕ ĕнтĕ шывра мар вĕсем, ура айĕнче– хытă çĕр. Кансĕр пулсан та çапăçма май пулать, амансан – шыва путассинчен хăрамалла мар. Вилесси пирки-и? Сыхланса тăр, тăшман! Тинех совет салтакĕсене нимĕнпе те хăпăтса илеймĕн кунтан! Çĕнтерÿ мар-и вара ку? Ан тив, ку пуçламăшĕ кăна пултăр, малалли – умра!

* * *

Салтаксем пĕрин хыççăн тепри çыран хĕррине тухаççĕ. Курăнмалла ан пултăр тесе, вĕсем киммине те çыран хĕррине сĕтĕрсе кăларчĕç, ăна ÿпне вырттарса хучĕç. Текех тытăнса тăма юрамасть кунта. Вĕсем упаленсе малалла васкарĕç. Хăйсем валли ятне тунă пекех пĕр лупашкана кĕрсе вырнаçрĕç. Çыран хĕрринчи катрашкасем юмахри керменсем пек курăнаççĕ. Фашистсем шăпах-ха. Шыв шăмпăлтатни кăна катаран пĕр евĕрлĕ сасăпа илтĕнет. Палюк хăй кăна малалла шуса кайрĕ. Кĕтмен çĕртен минăсем тĕлне çакланас мар тесе, епрелсе тăракан лачакаллă çĕртен иртме тăрăшрĕ. Нÿрлĕ хăйăрпа курăк çийĕн шуса вăл паçăрах йĕп-йĕпе пулнăччĕ. Халĕ пылчăкпа варланман вырăн та юлмарĕ. Акă унăн пÿрнисем йĕплĕ пралук çине çакланчĕç. Сивĕ пралук чĕрене çÿçентерет.

Кунта пралук карса хуни пуласса Палюк малтанах кĕтнĕччĕ. Миçе рет пралукпа каркаласа пĕтернине пĕлесшĕн пулчĕ вăл. Кассан – сасă пулать, вăхăт та чылай иртет. Палюк хăй пĕлнĕ çулпах юлташĕсене те ертсе пычĕ. Пралуксен кармакĕ çине плащ-палаткăсемпе шинельсене уртса сарчĕç, вара, сыхланса çеç, пĕрин хыç-çăн тепри пралук карта урлă каçа-каçа кайрĕç. Малтанхи чăрмавран ăнăçлăн тухнипе хĕпĕртесе, Палюк малалла çул шыра пуçларĕ. Пĕр ăшăк кăна типĕ вар шыв патнелле тухать. Унта шыв çурнă лупашка пур. Салтаксене çавăнта ертсе çитерчĕ те Палюк, малалла хăй кăна шуса кайрĕ. Леререх чăнкă сăрт пур иккен. Халлĕхе кăштах çакăнта чарăнса тăма, таврара мĕн пуррине асăрхаса сăнама ку лупашкаран шанчăклă вырăн урăх ан та шыра.

Граната ещĕкĕсене халлĕхе кунтах тытма пулать. Сас-чÿ илтĕнмест-ши тесе, Палюк çĕр çине выртса итлерĕ. Нимĕн те илтĕнмест. Сăрт çинче тăракан фашистсем умлăн-хыçлăн виçĕ ракета кăларса ячĕç. Мĕне пĕлтерет ку?.. Нимĕçсем пулеметпа та печĕç. Вĕсене хирĕç пирĕн артиллери пĕр-икĕ снаряд кăларса ячĕ. Снарядсем таçта инçете кайса ÿкрĕç, вара икĕ енчен те пеме чарăнчĕç. Халиччен ĕнтĕ хамăрăннисем каçма та тытăнмалла.

Май пур чухне салтаксене хăвăртрах кунталла çывхартас тесе, Палюк хăй палланă çулпа пурне те шыв çурнă чăнкă вырăна, ятнех траншея евĕр алтса хунă пек тĕле, ертсе çитерчĕ. Куç хăнăхса çитнипе-ши, çанталăк кăштах çуталнăн туйăнчĕ. Çывăхра çын тăрсан, ăна курма та май пур ĕнтĕ. Халлĕхе пăшăрхантаракан сăлтав çуккине кура Палюк, ытти юлташĕсене çавăнтах пулма хушса, пĕр-пĕччен çÿлелле хăпарса кайрĕ. Чимĕр! Çывăхрах тем мăкăртатаççĕ. Фашистсем! Вĕсем çыран тепĕр аяккинче чикарккă туртаççĕ. Чикарккă çутине уйăрса илме питех те кансĕр-ха: е çын тĕлне пулать вăл, вара курăнмиех пытанать, е сÿне-сÿне ларать. Палюк, вĕсене асăрхасан, каялла шурĕ.

– Гайбназарав, – терĕ вăл шăппăн кăна, – эсĕ граната тĕл пăрахма ăста, шултра гранатăсене тыт та, сыхласа тăр. Çапăçу пуçлансанах çав нимĕçсене пĕтерсе ларт. Асту, çапăçу пуçланиччен чăтса тăр вара... Эпир ав лери сăрт çинче пулатпăр. Куратăн-и чăнкă вырăна?.. Çавăн тăрринче пулатпăр.

Гайбназаров ещĕкрен пĕр мăшăр граната илчĕ, хушнă ĕçе тума хатĕрленсе тăчĕ.

Чи малтанхи тапхăрта Палюк кунта хăй çеç хуçа иккенне ăнланать-ха. Капла юрасах каймасть ĕнтĕ, анчах шанчăклăрах.

Ытти юлташĕсем вăл мĕн хушасса кĕтсе тăраççĕ. Кĕтчĕр-ха, ĕç пуриншĕн те тупăнать.

Палюк малтанлăха пурне те хăй тума тăрăшрĕ, хăйĕнчен пуçне вăл халлĕхе никам çине те шанасшăн пулмарĕ. Вăл каллех вар хĕррипе шуса иртрĕ, хальхинче аяккарах та сăрт çинерех пăрăнчĕ. Пилĕкĕнчен çакнă кинжалĕ пĕрмаях хăйăр çине тăрăнкаласа кансĕрлерĕ, чулсем тĕлне пулсан сасă та тукалать, – вăл ăна çурăмĕ çинерех куçарса хучĕ. Гранаттисене аллисене хĕстерсе тытрĕ. Капла шумашкăн та меллĕрех. Ури тупанĕсемпе талпăнса малаллах шуса пычĕ вăл. Çĕр çийĕпе кашни хут шăвăнса илмессерен ăна хăйсем йышăннă пĕчĕк вырăн, пĕчĕк плацдарм пысăкланнă пек туйăнчĕ.

Сăрт çине хăпарнă чух вăл пĕр хура тĕмеске асăрхарĕ. Мĕн ку? Дзот-и е пĕр-пĕр вырăнсăр туса лартнă хуралтă-и? Палюк çĕрелле хĕсĕнсе итлеме тытăнчĕ. Аякра ултă кĕпçеллĕ миномет илемсĕр янăраса макăрчĕ. Хутран-ситрен пулемет çатăртаткаласа илчĕ. Хамăр енчи вырăнта шăп. Сасартăк çывăхрах тимĕр питлĕх хупăн-каласа уçăлни илтĕнчĕ. Çавăн хыççăн часах умра курăнакан тĕмескерен пĕр этем мĕлки уйрăлчĕ те аллисене тăраткаласа хăлаçланчĕ – анасларĕ пулас; унтан çав мĕлке тÿрех Палюк патнелле утрĕ. Тата улт-çичĕ утăмран, хайхискер, çитсе те тăчĕ...

* * *

Днепр урлă каçас умĕн шыв хĕрринчи вăрманта митинг пулса иртрĕ. Салтаксем хатĕрленсе çитнĕччĕ ĕнтĕ. Вĕсем, леш енне каçма пуçлатпăр тесе, шыв хĕррине васкарĕç. Захаров, Дергачевпа калаçса, кăштах чарăнса тăчĕ.

– Çак сехете нихçан та манас çук, лейтенант юлташ, – терĕ парторг, сывлăшне канăçлăн çавăрса илсе. Хĕпĕртенипе куçĕсем тарăннăн пăхса йăлтăртатаççĕ.– Акă, наступлени пуçласа, кунта та çитрăмĕр, Днепр урлă та каçса кайăпăр... Шухăшлатăп та эпĕ, мĕн тесен те, пире çапăçма кунсерен çăмăлтарах пула пуçларĕ. Вăй та хамăрăн ÿснĕçем ÿссе пырать. Хамăр та ăсталантăмăр ĕнтĕ. Çапла мар-и?

– Тĕрĕс, Федор Ефимыч, ăсталантăмăр эпир, вăй та пирĕн ÿснĕçемĕн ÿссех пырать. Акă халь кĕрешÿ аслă çулне аса илме те кăмăллă. Хĕрĕх пĕрремĕш çулхине чакса пыраттăмăр та, пĕррехинче, çапла, виçĕ кун та виçĕ каç куç хупса пулмарĕ. Çапăçан татти-сыпписĕр, хăш чух ăнăçлă та пулать, малалла та иртетĕн – приказ чакма хушать. Хăшкăлтăмăр çав, амитке, – утса пынă çĕртех куç хупăнатъ. Инкекчĕ çав... Тепрехинче тата (эпĕ ун чух ефрейторччĕ) çакăн пек камит пулса иртрĕ. Çитсе кĕтĕмĕр хула хĕррине; фашистсем хăйсем тăнч ÿсĕр – пĕрисем ÿкеççĕ, ыттисем малалла пыраççĕ. Йĕрлесе пынă пек пыраççĕ çав. Урам тăрăх тытăнчĕ вĕсен пулемечĕ шатăртаттарма– ура ярса ан пус! Эп тепле майпа çул вашмăкне выртрăм – вырăнăм шанчăклă мар. Пăхатăп – ман умра çĕр айĕнчен шыв юхтармалли пысăк пăрăх вырта паратъ, Чим-ха, тетĕп, кĕрсе выртас унăн ăшне. Манăн та пулемет пур, ăна эпĕ пăрăхăн малти вĕçне вырнаçтартăм, – вăл енчен хама кĕме кансĕр пулчĕ. Тепĕр вĕçĕнчен кĕтĕм те, пулемет патнелле шуса мекеçленетĕп. Çуррине шуса тухрăм пулĕ, каялла çаврăнса пăхасшăн... Ăçта унта çаврăнма! Çитменнине тата, çумма çакнă противогаз коробки, тепле урлă май пулнă та, малалла иртме те, хыçалалла чакма та памасть. Аллăмпа туртăнасшăн – аллăм шăвать, урапа тапаçланатăп – ура шăвать. Мĕн тăвас? Вырт та макăр хуть! Вилес килмест-çке тăшман патне юлса! Татах туртăнатăп, хĕсĕнетĕп, пăркаланасшăн хăтланатăп–çук, шăнса ларнă пекех! Противогаз çаккине хыврăм, кĕсъесене пушатасшăн – ăçта унта!.. Фашист ман паталла пырать, пăрăх вĕçĕнчен куратăп ĕнтĕ, мур илесшĕсене, шăпах мана вĕсем çине пеме питĕ те меллĕ. Пĕтĕм вăйăмпа туртăнтăм та, темĕн шартлатрĕ, темĕн çĕмрĕлчĕ, аран-аран хирĕлсе тухрăм. Ярса тытрăм пулемета, тытăнтăм çунтарма, тытăнтăм çунтарма!.. Тинех кун курнă пек пултăм. Çапла пăтăрмах пулчĕ çав пĕрре, çавна калатăп. Мĕне кирлĕ пулнă иккен çавăнта сĕкĕнме... Çул аяккипех чул çурт патне çитме пулатчĕ иккен, çит те çавăнта – йышăн ху кăмăлна кайнă позицине...

– Халĕ пулсан?

– Халĕ пулсан-и? Халĕ кашни салтак хăй маневрне тавçăрать, ăçта пулмалла та мĕншĕн унта пулмалла, ăçтан хăвна кăтартмасăр тăшмана пĕтерме меллĕ – пурте çавна чухлаççĕ ĕнтĕ.

– Тĕрĕс, вĕренсе çитрĕмĕр. Халь акă пулас çĕнтерÿ кунĕ те курăнать. Мухтавлăн та тăвăллăн кĕрлесе иртет аслă вăрçă. Иртрĕç кунсем. Çулсем те хăйсен черечĕпе иртĕç. Сипленĕç паянхи сурансем. Çĕре урлă-пирлĕ каскаланă траншейăсемпе окопсем йăлтах питĕрĕнĕç. Сталинградпа Севастополь кунĕсем ĕмĕр çулĕсем урлă çутатса тăрĕç. Пирĕн ывăлсем, хамăрăн пархатарлă ĕçĕмĕре чысласа, пĕтĕм чун хавалĕпе савăнĕç. Эпĕ ак çакăн çинчен шухăшлатăл: малашне татах та пирĕн халăха хирĕç çапăçма хăякансем тупăнĕç-ши?

– Эпĕ ăнланатăп сана, Федор Ефимыч. Çав империалистсем, ав, иккĕмĕш фронта та виççĕмĕш çул "уçаççĕ" ĕнтĕ. Мĕн тейĕн эсĕ, чăнах та уçĕç-ши вĕсем?– ыйтрĕ лейтенант.

– Эсĕ мĕн тейĕн?

– Темĕн, шансах пĕтерейместĕп. Улталаççĕ вĕсем.

– Камсене? Пире-и? Хăйсене хăйсем улталаççĕ вĕсем, – терĕ те Захаров, шухăша кайрĕ. Вăл васкавлăн тапак чĕркерĕ. Шăрпăкĕ чĕрĕччĕ, вăл ăна темисе хут сĕрнĕ хыççăн тин тивертрĕ. Чикарккин çăра тĕтĕмне тарăннăн сывласа çăтрĕ.

– Эпир вĕт, лейтенант юлташ, вĕсене пăхмасăрах хамăр ĕçе тăватпăр. Тăван çĕршыв чиккинелле çитер-ха, вĕсем ун чух хыпăнсах ÿкĕç, тархасшăн ан килĕр тесен те, иккĕмĕш фронт уçаççех, – каларĕ тесе калăн. Мĕншĕн, тейĕн эсĕ? Хăйсенчен хăйсем хăраççĕ вĕсем – акă мĕншĕн. Фашистсене çĕнтерсе ирĕке тухма ĕмĕтленнĕ халăх влаçа хăй аллине илесрен сехри хăпать. Çиленнĕ йытă хăй хÿрине хăй çыртать. Çавăн пекех пулаççĕ-ха вĕсем те, – Захаров кăштах чарăнса тăчĕ те малалла калама пуçларĕ:– Халăхĕ пирки нимĕн каламалли те çук ĕнтĕ. Вĕсем пирĕн çĕнтерÿсемшĕн савăнса тăраççĕ. Правителĕсенчен хăшĕ-пĕрисем вара, – çĕр çăтса кайтăрах вĕсене, – кирек ăçта та пире такăнтарасшăн çеç хĕрĕнсе тăраççĕ. Кашкăр кашкăрах çав.

– Тĕрĕс.

Вĕсем калаçнă хушăрах шыв хĕрринелле утма пуçларĕç. Кунта темĕн чухлĕ халăх ĕнтĕ, пурте хăйсен ĕçне пуçăннă.

– Эсĕ мĕнле шутлатăн, – ьйтрĕ лейтенант парторгран, – ăнтарĕç-ши пирĕн унта янă салтаксем?

– Пултарма кирлĕччĕ... Вĕсене эпĕ хам ертсе каясшăнччĕ, анчах майор Никитинах ярасшăн пулчĕ.

Вĕсем ротăна çитрĕç. Петренко алăк патĕнче тăратчĕ.

– Халĕ те сигнал çук, – пĕлтерчĕ вăл пăшăрханса.– Унта Никитин пеккисене мар, хам пулсан, çамрăкраххисене янă пулăттăм.

– Сана, сăмахран?

– Мĕн, ара? Пултарайман пулăттăм-и? Курăпăр, акă, тепĕр ушкăн ямалла пулать... Чăнах, мĕншĕн ăна ячĕç-ха, çитменнине– асли тунă тата...

– Петренко, эсĕ ун пултарулăхне пĕлместĕн-çке. Мĕншĕн ăна хурлатăн?'

– Хурласа каламастăп, лейтенант юлташ. Манăн чĕре вĕресе тăрать, эпĕ фашистсене тавăрмаллах, чунăм чăтаймасть, – мана ямарĕç...

– Ан васка. Пурне те хăйĕн вăхăчĕ пулать. Ытла хĕрсе çитни те хăш чух вырăнсăр. Тăшмана саншăн пĕр ху кăна мар, пĕтĕм рота, батальон тавăрĕ.

Вĕсем батальонăн асăрхамалли пункчĕ патне çывхарчĕç.

– Сигнал! – терĕ лейтенант сасартăк.

– Сигнал!..

– Сигнал! – ламран лама кайрĕ çак çунатлă сăмах.

Шыв леш енчен чăнах та вут çути мĕлтлеткелесе тăчĕ...

– Леш енне каçни çурма ĕç çеç-ха. Унта çапăçмалла пулать-çке, – терĕ хыçаларахра тăракан Петренко. Вăл тепĕр ушкăнпа шыв леш енне каçма тесе халичченех ĕмĕтленсе тăнă-мĕн. Халь ак тинех ротăри ытти салтаксемпе хутшăнчĕ те малалли приказа кĕтме тытăнчĕ.

Çывăхри окопа телефонистсем вырнаçнă. Унта зуммер1 нăйăлтатса йынăшать. Ун умне пĕр хĕр пĕшкĕнсе ларнă.

– Илтетĕр-и? "Сокол"! "Сокол"!... Ма итлеместĕр...Сирĕнпе "Куккук" калаçать. Пачĕç!.. Мĕн? Сигнал пачĕç, тетĕп... Калăр аслă хуçана, – тет, телефонистка. Хĕпĕртенипе сасси унăн хыпăнарах тухать.

Кимĕсемпе сулăсем çине вырнаçнă салтаксем, вăхăта вăраха ямасăр, леш енне каçма хускалчĕç.

* * *

Мĕн тумалла Палюкăн?

Умне çывхарнă фашист, – вăл фашистах ĕнтĕ, Палюк ăна кĕске куртка тăхăннăран та шалпар кунчаллă аттинчен уйăрса илчĕ, – пĕчĕк вĕтлĕх тĕлне тăчĕ. Чĕри хĕссе тапать Палюкăн, юн тымарĕсем сăрăлтатнă пек пулса хăпарса тухрĕç, шăлĕ хыттăн çыртăнчĕ, – темĕн вăхăтра вăл кинжалне туртса кăларчĕ.

Фашистсен салтакĕ итлесе тăчĕ, унталла-кунталла пуçне çавăркаларĕ те, тепĕр хут тарăннăн анасласа илсе, шăпах Палюк выртнă çĕрелле çывхарчĕ. Утса пынă май, унăн аттисем лакăштăк-лакăштăк тăваççĕ. Палюк сасартăк сиксе тăчĕ, лешĕ мĕн те пулин тавçăрма ĕлкĕриччен, ăна мăйĕнчен çавăрса тытрĕ те кинжалĕпе вашт! пашлаттарчĕ. "Таси паха!" çиçĕм пек вылянса илчĕ шухăш Палюк пуçĕнче. Тăшман салтакĕ йывăррăн хăрăлтатрĕ те тĕшĕрĕлсе анчĕ. Палюкăн алли чĕтрерĕ, вăхăтлăха пÿрнисем те хутланман пек пулса тăчĕç. Аллине темĕн çыпăçасран вĕркеленĕ пек туса, кăштах малалла иртрĕ. Акă вăл тинех уйăрса илчĕ: хайхи хура тĕмеске çĕре чавса лартнă танк иккен, туппи те курăнать – шыв еннелле пеме выраçтарнипех карăнса тăрать.

Вăхăт сахал иртрĕ пулин те, Палюка вăл чылай иртнĕ пек туйăнчĕ. Хăвăртрах юлташĕсем патне таврăнчĕ, гранатăсене çĕклесе пурне те хăй хыççăн пыма хушрĕ. Ушкăнран вăл Энтиппе Белова уйăрса илчĕ. "Танк"", – терĕ вăл шăппăн, пÿрнипе тăсса кăтартса. Унтан Белов автомачĕ çине кăтартрĕ, танк çине аллипе сулчĕ, вăхăт çитсен гранатăсемпе пеме хушрĕ.

– Ман шутпа...– хăй мĕнле тăвасси çинчен каласа парасшăн пулчĕ Энтип.

– Нимĕн те сан шутпа мар, – çинчех татса хучĕ Палюк Энтипе, калаçса тăма вăхăт çуккине асăрхаттарса. Белов пуçне сулса илчĕ. "Мĕн тумаллине ăнлантăмăр" тенĕ пек пулчĕ ĕнтĕ вăл пуçне сулни.

– Кирлĕ чух Гайбназарова та пулăшăпăр, – пĕлтерчĕ Палюк кунта юлакан салтаксене.

Танксем çывăхра татах та пулĕç тесе, Палюк Котовпа Величкона гранатăсем нумайрах илме хушрĕ. Унтан вара, пулеметсене хăйсенчен хăвармасăр, виççĕшĕ те аяларах анчĕç те пилĕк таран ÿснĕ хăях хĕррипе çÿлерех çĕре хăпарчĕç. Нумай та каяймарĕç, – анатри прожектор çутатса ячĕ. Палюксем пĕр харăс тăсăлса выртрĕç. Сенкер çутă ярăм лапри тĕтре патне пырса перĕнчĕ, тĕксĕм çырана хыпашларĕ. Çутă пĕр май куçса çÿрерĕ. Çавăнтах шыв леш енчен пирĕн тупăсем персе ячĕç. Палюк малалла пăхрĕ. Хăй патĕнчен инçех те мар пĕр тикĕс сăртлă йĕр иртнине асăрхарĕ Йĕр хĕррипе лăчах хура тĕмсем палăрчĕç. Прожектор çутатса тăнă чух Палюк вĕсене лайăхрах пăхасшăнччĕ, анчах çутă çав самантрах сÿнсе ларчĕ, тĕнче паçăрхинчен те тĕттĕмрех пулса тăчĕ "Епле çавăн çине кĕрсе каймарăмăр-ха, – тесе тĕлĕнчĕ, савăнчĕ те Палюк. Ун хыççăн Котов ăна хулпуççинчен тытрĕ.

– Минăсем! – пăшăлтатрĕ Палюк хăй тавçăрнă майпа.

Малта чăнах та траншея хĕррипе нимĕçсем туллиех мина лартса тухнă. Кунтах йĕплĕ пралук кăшăлĕсем те купаласа хунипех выртаççĕ. Вĕсене вара е карса ĕлкĕреймен, е мĕн каркаланипе çитĕ тесе хăварнă пулĕ. Величко, сапер ĕçне ăста пĕлекенскер, хăйне ĕç хушасса кĕтсе тăмарĕ. Палюкпа Котова çакăнтах юлма каларĕ те, хăй сывлăмлă курăк çийĕпе, шунă çĕрте шуса, упаленнĕ çĕрте упаленсе, кушак пек хăвăрт малалла иртрĕ.

Шурăмпуç хăпарать. Çÿлĕ çыранлă сăртсен питне ирхи шупка çутă васкамасăр çутататъ. Катаран вăхăтран вăхăта машина моторĕсем кĕрлени илтĕнет. Машинăсем ăçталла çÿренине тĕрĕс уйăрса илме çук, мĕншĕн тесен пĕр мотор сассиех е начартарах илтĕнет, е кăшт тăрсанах уççăн илтĕнет те каллех илтĕнми пулать.

Величко таврăнчĕ, аллипе кăчăк туртрĕ.

– Мĕн унта?

– Траншея патне çитме çул уçă. Траншейăра никам та çук.

Меллĕ çĕре тухрĕç-çке вĕсем!

Палюк чухласа илчĕ: ахăртнех, çав траншея танк патне пырать. Тепĕр енĕ вара?..

– Ертсе кай, Величко!

Траншейăна тахçанах чавса хатĕрленĕ-мĕн. Çиелтен ăна икĕ аяккиичен те анраçарăкпа утмăлтурат пуснă та, вăл пуррипе-çуккине уйăрса илме те çук. Хăшпĕр çĕрте траншейăн аяккинчи стенисем ишĕле-ишĕле аннă. Çапах кунта çын çÿрени палăрать – -тĕпĕ такăр, унта-кунта хут татăкĕсем, пушаннă сигарет пачкисем курăнкалаççĕ.

Палюк хăлхи çине выртса итлерĕ.

– Величко, эсĕ çакăнтах юлатăн. Пулемету хатĕр тăтăр. Сăлтавсăр ан пер... Котов, эсĕ...

– Тĕрĕс. Пĕрле кайăпăр.

Котов малта. Малалла утнăçемĕн траншея тарăнланать. Сулахай енне тепĕр юпă уйрăлать. Котов малаллах иртрĕ, Палюк çак юпă тĕлне чарăнса тăчĕ. Ун шухăшĕпе çак юпă вĕçĕнче тепĕр танк пулмалла пек туйăлать.

Котов часах каялла таврăнчĕ.

– Кунта шăтăк пур, – терĕ, юлас çĕрелле кăтартса, – шăтăка пусма тăрăх анмалла.

– Тарăн-и?

– Шала кĕмерĕм.

– Котов, эсĕ Величко вырăнне юлатăн.– Палюк Величкона чĕнсе илчĕ.

– Ăçта сан минăсем?

– Çавăнтах купаласа хăвартăмăр-çке, мĕне кирлĕ вĕсем?

– Кирлĕ. Шултрисем пур-и?

– Хутăш.

– Пĕр виçĕ противотанковăйне илсе кил те, çак траншея вĕçĕнчи шăтăка, шăпах кĕрес çĕре, вырнаçтарса хур. Васкамалла пулать. Çакна туса пĕтерсен, пулеметпа сăрт енне сыхламалла. Вырăну çакăнтах пулать.

– Итлетĕп, – терĕ Величко.

Палюк хăй çумĕнчи гранатăсене тĕрĕслерĕ. Автоматне умне çакрĕ, шултра гранатисене аллине тытрĕ, – траншейăн тепĕр юпи тăрăх утрĕ. Кăштах кайсан, чарăнса тăчĕ. Çывăхрах ура сасси илтĕннĕ пек пулчĕ. Ун-кун пăхкаларĕ – çын курăнмасть, итлесе пăхрĕ– хыçалтан такам килет пулас. Вăл лăпчăнса выртрĕ. "Котов мар-ши? Вăл пулсан, тата мĕн кирлĕ ăна? Çук, ку ун утти мар..." Мĕншĕн кинжалне пăрахса хăварчĕ иккен Палюк? Акă вăл кунта епле кирлĕччĕ... Вырăнĕ те меллех мар-çке, ытла курăнманни кăна усă парĕ, тен..."

Палюк гранатисене аяккинерех сарса хучĕ те, автоматне хывса, кĕпçинчен çавăрса тытрĕ. Акă ун патнелле хайхи çын çывхарать. Вăл нимĕç иккенне Палюк куçлăхĕнченех уйăрса илчĕ. Ирттерсе ямашкăн та ниепле май çук. Нимĕç, ним те пулас çук пек, васкамасăр пырать. Палюк сиксе тăчĕ те автомат тÿртĕшпе сулмаклăн сулса нимĕçе пуçран яра пачĕ. Лешĕ хаяррăн ахăрса илчĕ, куçлăх кĕленчисем чăл-пар тĕпренсе чăнкăртатрĕç. Палюк ăна тĕшĕрĕлсе ÿкичченех мăйĕнчен ярса тытрĕ, пÿрнисем шăтарса кĕрас пек пăчăркарĕ. Вара ÿпне çавăрса пăрахрĕ те мĕн тапкаланма чарăничченех аллисене вĕçертмерĕ.

* * *

Тÿпене умлăн-хыçлăн ракетăсем вĕçсе хăпарчĕç. Палюк нимĕçе траншейăран кăларса пăрахас мар-и тесе те шухăшларĕ, анчах вăхăт ăна кĕтмест. Çапăçу хальтен халь пуçланасса туйса, вăл гранаттисене тытрĕ те хăвăртрах малалла чупрĕ.

Сасартăк Гайбназаров юлнă вырăнта граната çурăлни янраса кайрĕ. Ун хыççăн тата пĕр-иккĕш çурăлчĕ. Çывăхрах пулемет шатăртата пуçларĕ. Палюк малалла иртрĕ, хăй таврашĕнчех пулеметпа персе тăнине асăрхарĕ. Вутлă çипсем инçете тăсăлаççĕ. Нимĕçсем ун умĕнчи тĕмескерен переççĕ иккен. Пилĕкĕнчи гранаттисене хывса илчĕ те Палюк, пулемет çине тĕллесе яра пачĕ. Граната ванчăкĕсем йĕри-тавра сирпĕнчĕç, пулемет çаплах перет. "Дот пулма кирлĕ". Палюк тата маларах иртрĕ – броня калпакне асăрхарĕ. Пĕр пысăк гранаттине шăпах калпак тĕлне туса ывăтма шухăшларĕ. Хăйне ăна пытанса тăма питĕ меллĕччĕ. Гранаттине ывăтрĕ те хăй лăпах выртрĕ. Пĕтĕм тавра кисренчĕ. Сирпĕннĕ çĕр муклашкисем сапаланса ÿкрĕç. Пулемет тинех пеме чарăнчĕ. Çапах та Палюк, шанчăклăрах пултăр тесе, тапĕр гранаттине ывăтрĕ, унтан, траншея тăрăх лăпчăнса, каялла çаврăнчĕ.

Пур енчен те çапăçу хускалчĕ. Хальхинче кам пенине, ăçталла пенине уйăрса илме те кансĕр пулчĕ.

Çутăлчĕ. Çывăхра мĕн пурри пурте палăра пуçларĕ.

Палюк Величко патне çитрĕ. Лешĕ суранланнă-мĕн, траншея хĕррине таяннăччĕ. Палюка курсан вăл пăтрана пуçланă куçĕсемпе пăхса илчĕ те тĕкех ура çинче тăрайманнипе хăяккăн çаврăнса ÿкрĕ.

– Ни-китин... Ни-ки-тин...– терĕ Величко чĕтренсе тухакан сассипе, – эпĕ вĕсене гранатăпа пĕтертĕм.

Палюк ăна ярса тытрĕ. Величко гимнастерки вĕри юнпа исленнĕ, шывланнă куçĕсене тепĕр хут чарса уçрĕ те вăл, аран илтĕнмелле сасăпа:

– Сывă пулăр... Тавăрăр...– теме çеç ĕлкĕрчĕ.

Çапла вăл алăрах вилсе кайрĕ. Палюк ăна хуллен çеç çĕр çине вырттарчĕ. Пырĕнче капланнă сурчăкне çăтаймасăр асапланчĕ, куçне шăла-шăла илчĕ. Вара хăйĕн туснă автоматне пăрахса Величко пулеметне çĕклерĕ те, хăрах аллинчи гранатине хальтен халь ывăтма хатĕр тытса, хайхи шăтăк патнелле утрĕ.

Паçăр Величкона хăварнă çĕрте шăтăк пĕтĕмлех ишĕлсе аннă. Лартма хатĕрлесе хунă минăсем те çавăнтах тăраççĕ. Величко вĕсене вырнаçтарма ĕлкĕреймен курăнать, унăн ирĕксĕрех граната пăрахмалла пулнă пулмалла.

Сăрт çинчен Палюксем вырнаçнă траншея енне пулеметсемпе персех тăма пуçларĕç. Палюк сыхланса çеç каялла чакрĕ те Котав патне çитрĕ.

– Куратăн-и вĕсене?– ыйтрĕ Котов.– Ав, вĕсем, вар хĕррипе килеççĕ.

Вар хĕррипе сапаланнă нимĕçсем Гайбназаров еннелле пыраççĕ. Котов вĕсене уçăрах çĕре тухасса кĕтнĕ-мĕн. Нимĕçсем малалла чупма тытăнсанах, Палюкпа Котов вĕсене икĕ пулеметпа çунтарма тытăнчĕç. Лешсем, ниçта кайса кĕреймесĕр каялла чака пуçларĕç.

Анчах сăрт çинчен нимĕçсем минометсемпе те пере пуçларĕç. Минăсем шăпах Палюкпа Котов вырнаçнă тĕлелле ÿксе çурăлаççĕ,

– Котов, лăпчăнарах тăр!– тесе кăшкăрчĕ те Палюк, пулеметне тытсах, малалла чупрĕ. Нимĕçсем, пĕр взвода яхăн, сăрт çинчен траншея патнелле хускалнăччĕ. Палюк вĕсене çийĕнчех асăрхарĕ. Анчах вĕсем, пуç çĕклеме çук, пере пуçларĕç. Çунтаракан пульăсем тăпра сирпĕтсе чăшлатани илтĕнет. Минометсемпе пени кăштах тамалсан, Палюк нимĕçсем кĕç-вĕç хай патне персе çитессе кĕтрĕ. Çÿлтен вĕсем васкасах чупаççĕ. Палюк пулеметне траншея хĕррине майлаштарса лартрĕ, пĕр дискне пушатрĕ. Нимĕçеем кăштах сайралчĕç, çапах та вĕсем васкасах ун патнелле çывхараççĕ. Акă вĕсем Палюк ăçта иккенне те асăрхарĕç пулас, мĕншĕн тесен пульăсем шăпах вăл вырнаçнă çĕрелле ÿкеççĕ. Нимĕçсене епле те пулин траншейăна кĕртес мар тесе, Палюк маларах куçрĕ те, çитсе чарăннă маях хăй таврашĕнчи нимĕçсене шĕкĕлчеме пуçларĕ. Çывăхри фашистсем çĕрелле пере-пере ÿкрĕç. Кăшкăрашнă, йынăшнă сасă, пулеметсемпе те пăшалсемпе пенипе хутшăнса, ниепле те уйăрса илеймен шав пулса тăчĕ. Хĕрсе çитнĕ Палюк, сывлăшне çавраймасăр аптраса хăшкăлнăччĕ, йăлтах тара ÿкнĕччĕ. Йĕп-йĕпе çамкине çанни вĕçĕпе шăлса илчĕ те пулемечĕ çинелле ÿпĕнсе каллех кĕске-кĕске черетпе пеме тытăнчĕ. Сывă юлнă нимĕçсем çыран еннелле чака пуçларĕç. Анчах вĕсен тепĕр флангĕнчен те пулемета пени илтĕнчĕ. Палюк пĕшкĕнме ĕлкĕрчĕ çеç, пульăсем ун тĕлĕнче чăлтлатса тăрăна та пуçларĕç. Хăй пулеметне аран туртса илме ĕлкĕрчĕ Палюк. Таçтан запасла диск илсе пыма ăс çитернĕ вăл. Ку пите вырăнлă-ха. Мĕн тесен те пĕр тулли диск пур, тата тепĕр граната – çавсем çинче ĕнтĕ пĕтĕм шанчăк.

Палюк хăй вырăнĕнчен кăштах каялла чакрĕ, пуçне çĕклеме май çуккипе пĕшкĕннипех тăчĕ. "Котов... Мĕншĕн вăл пеме чарăнчĕ-ха тата? Е вăл шăпах çакăн пек вăхăтра кунталла килинччĕ... Котов! Котов! Котов!"– çине-çине кăшкăрчĕ Палюк. Чĕнни илтĕнтĕр-и вара çакăнта...

Иртерех пуçланчĕ çав çапăçу. Акă хамăрăннисем те килеймерĕç-ха. Палюк кулянса пăхать траншея ани тăрăх. Хайхи танк курăнать-и çавăнта? Ун патĕнче Энтиппе Белов юлнăччĕ. Танк башни пĕр кĕтмен çĕртен вăрăмланнă пек курăнчĕ Палюка. Мĕн ку? Палюк куçне мăч-мăч хупкаласа илчĕ те хăйне хăй ĕненмесĕр тинкеререх пăхрĕ. Танкри пулемет тăшмана ăшалантара пуçларĕ. Палюк чăтаймарĕ. Ури çине сиксе тăчĕ те:

– Энтип! Сывă пултăр Энтиппе Белов!– тесе кăшкăрса ячĕ. Унтан пулеметне çавăрса тытрĕ те хăй патнелле çывхарса килнĕ нимĕçсене каллех элес-мелес çунтарма тытăнчĕ. Хальхинче вăл вăрăм черет пама ĕлкерчĕ. Унчен те пулмарĕ, нимĕçсем ун çинелле темиçе граната ывăтрĕç. Хăвăртрах пулеметне туртрĕ вăл, паçăр хăй персе тăнă вырăна çитсе лапах выртрĕ. Гранатăсем тĕрлĕ çĕре ÿксе сирпĕнчĕç.

Палюк пĕртен пĕр гранаттине аллине тытрĕ. Юлашки! Урăх нимĕн те çук ĕнтĕ унăн – граната та çак кăна, диск та пушанчĕ. Кĕртмеллех пулать-шим нимĕçсене траншейăна? Эппин, мĕн тăвăн-ха çара аллăн! Ирĕксĕрех чун сÿлет, чĕре юнпа çăвăнса хăвăрт-хăвăрт тапать, тăнлавра мăлатукпа çапса тăнă пек юн тапни илтĕнет.

Çапах та вилессĕн туйăнмасть-ха Палюка, вăл кунта юн тумламĕ юлмиччен çапăçма сăмах панă. Акă вăл Котов патне çитĕ, унта гранатăсем пур, автоматсем пур, тăшманпа çапăçмасăр тăрас çук. Çапла шутларĕ те Палюк аллинчи гранаттине кăкăрĕ çумне чăмăртарĕ, вара, пĕтĕм тăлпăвĕпе туртăнса çĕкленчĕ.

Каллех фашистсем килеççĕ. Нумайăн вĕсем. Палюк чи çывăхрине куçларĕ: нимĕç кĕске пăшаллă аллине çÿлелле çĕкленĕ, ыттисене хăйпе пĕрле пыма хистет. Палюк ал вăйĕ çитнĕ таран карăнса туртăнчĕ, гранаттине ывăтса ячĕ çеç – сулахай хулпуççийĕ унăн вутлăн пĕçертсе илчĕ. Палюк пĕшкĕнчĕ. Аллипе хулпуççине ярса тытрĕ. Пулеметне илесшĕнччĕ вăл – сулахай алли ăна итлеми пулчĕ. Юнланнă аллипе пулеметне тытрĕ. Куç-пуçĕ хуралса килчĕ, пуçĕ çаврăна пуçларĕ, умĕнче çутă-çутă ункăсем сарăлнăçемĕн сарăлнă пек курăнчĕç. Çапах та пулеметне сĕтĕрсе, енчен енне сулăнса, утнă майăн пуçне сĕнкрĕ те траншея тăрăх хăй патнеллех пĕри чупса пынине уйăрса илчĕ. Палюк çавăнтах кукленсе ларчĕ. Темĕн кăшкăрашни илтĕнчĕ, темĕнле сăмахсем янрарĕç, таврара темиçе хутчен граната ÿксе çĕр ксренчĕ.– Чĕррĕн пурпĕрех парăнмастăп, – терĕ Палюк, – вилмелле пулсан – кĕрешсе вилес.

* * *

Петренко хăйсен отделенийĕнчи салтаксемпе чи малтан каçма ĕлкĕрчĕ. Шыв урлă каçнă чух нимĕçсем тĕллĕн-паллăн çеç минометсемпе пеме тытăнчĕç, анчах ун чухне Степанов батальонĕ çыран хĕррине çывхарнăччĕ ĕнтĕ.

Петренко юлташĕсенчен малтан васкарĕ. Аллинче унăн автомат, гранатăсене – пилĕкĕ тавра çыхса çакнă. Çыран хĕррине тухсанах вăл шинельсем уртса карнă пралук картине асăрхарĕ те чупса пынă маях вашт! çеç сиксе каçрĕ. Паттăрăн кĕрешсе вилнĕ Величко патĕнчен иртсен, тÿрех траншейăна кĕчĕ. Иртнĕ чух вăл çĕре чавса лартнă танк çывăхĕнче те пулчĕ. Ăна курсан Петренко нимĕн тума аптрарĕ. Сиктерсе ватас тесе гранат çыххи те хатĕрленĕччĕ, анчах çав танк нимĕçсене персе тăнине курсан – тĕлĕнчĕ те малалла васкарĕ.

Таврара нимĕçсем ахăрашаççĕ. Петренко çитнĕ маях автомачĕпе вĕсем çине пĕр вĕçĕмсĕр пеме тытăнчĕ. Петренкон ытти юлташĕсем те шăпах вăхăтра ĕлкĕрчĕç. Пур енчен те пере пуçланине кура нимĕçсем чăтаймарĕç, чарăннă çĕртех выртса юлчĕç.

Часах çыран енчен хум-шавлă тăвăл хускалнă пек "ур-ра" кăшхăрни янрама тытăнчĕ. Вăл пĕр вырăнтан пуçласа пĕтĕм çыран тăрăх, пĕтĕм шыв тăрăх çĕкленчĕ. Шыв леш енчен пĕлĕт палăрми совет самолечĕсем хускалчĕç, тупăсемпе пенĕ сасă – вĕçĕмсĕр кĕрĕлтетсе тăнă аслати пек янрарĕ. Нимĕçсем, çакна курсан, мĕнле майпа та пулин траншейăна кĕме хĕрĕнчĕç. Петренко суранланнă Котова курчĕ. Хăвăртрах ун пулеметне ярса илчĕ те – нимĕçсене хăй курнине-пĕр пере-пере пăрахрĕ.

– Котов, тăванăм! Куратăн-и çак çĕнтерĕве!– тесе кăшкăрса, çиллеслĕн персе тăчĕ вăл.

Нимĕçсем сайралчĕç. Вĕсен пĕр ушкăнĕ каялла чакма хăтланчĕ, унта вĕсене танкран персе тăракан пулемет та çунтарма тытăнчĕ.

– Ăçта Никитин? – кăшкăрса ыйтрĕ Петренко.

Котов выртнă çĕртен тăрасшăн асапланчĕ. Çав вăхăтра Петренкон ытти юлташĕсем те çитрĕç.

– Васкăр малалла!– терĕ Котов, каллех çĕрелле тĕшĕрĕлсе ÿксе. Юнпа шÿнĕ гимнастерки унăн шăлаварĕ патне çитиех хĕрелнĕ. Петренко автоматне çĕклерĕ те çавăнтах траншея патне шуса пыракан нимĕçсене асăрхарĕ. Ик-виçĕ кукăр урлă чупса иртрĕ вăл. Вара шăпах çывхарнă нимĕçсен тĕлне çитсе тухрĕ, вĕсене виç-çĕшне те пĕр харăс персе пăрахрĕ. "Траншейăна та кĕрсе ларман-ши-ха вĕсем", – тесе вăл, сыхланса çеç малалла васкарĕ. Траншея тăрăх пĕр çын хăй хыççăн темĕн сĕтĕрсе, пуçне сĕнксе утса пыратчĕ, пынă маях кукленсе ларчĕ.

– Никитин! Павел Никитич!.. Герой!.. – чăтаймасăр кăшкăрса ячĕ Петренко. Унтан вăл ун патнелле чупса пычĕ те ыталаса илесшĕн пулчĕ.– Çăлтăмăр вĕт сире!..

Ку чăнах та Палюк пулчĕ. Хăйне пырса тытакана вăл, нимĕç вырăнне хурса, пĕртен-пĕр сывă аллипе çухинчен ярса илчĕ.

– Павел Никитич! Павел Никитич!.. Павел пичче!..Эпĕ ку! Эпĕ – Степан Петренко...– Пăвăнса йывăррăн сывла пуçларĕ Петренко. Палюк, нимĕн пĕлми пулса, кайса ÿкрĕ. Петренко унăн суранне васкавлăн çыхса ячĕ, ăна аран хăй çурăмĕ çине çĕклесе тăвăр траншея тăрăх такăна-такăна Котов патне çитрĕ.

Батальон салтакĕсем тăшман позицийĕсене пĕтĕмпех çĕмĕрсе малалла иртрĕç. Нимĕçсен çĕре чавса лартнă танкăн экипажне касса туранă Энтиппе Белов чылайччен пулеметсемпе персе тăчĕç. Çапăçу иртсен тин танкран тухрĕç те, тăван ротăри салтаксемпе ыталашса, хăйсен суранланнă юлташĕсем патне пухăнчĕç.

Палюка шыв сапса тăна кĕртнĕччĕ ĕнтĕ. Вăл хăраса куçне уçса пăхрĕ.

– Степан, эсĕ-и ку?– терĕ вăл хăй çине пăхса тăракан çынна.

– Эпĕ, Павел Никитич, эпĕ. Акă кунтах – Фролов та, Белов та, – пурте кунта, пĕтĕм рота, пĕтĕм хамăр çар.

Палюк ĕненмесĕр пăхса илчĕ.

– Юлташсем! Юлташсем!.. – пăшăлтатрĕ вăл, хăй çĕрте выртнинчен вăтаннă пек пулса, çĕкленесшĕн хăтланчĕ. Ăна тăрса ларма пулăшнă çĕре парторг та çитрĕ.

– Сывах-и, паттăрсем!– терĕ те вăл, пĕшкĕнсе, чи малтан Палюка чуптуса илчĕ, унтан Энтипе, Котова, Гайбназарова, Белова. Парторг куçĕнче çутă тумламĕсем йăлтăртатрĕç.

– Çĕнтертĕр, çĕнтертĕр! Пурнăçа чун-чĕререн юратса эсир хăвăра хĕрхенмесĕр çапăçрăр! Ĕмĕр мухтавĕ те ĕмĕр чысĕ пултăр сире.– Парторгăн сасси тытăннă, хĕпĕртенипе нимĕн те тăва пĕлмаст. Унтан, Петренко çине пăхса илчĕ те, ăна, çурăмĕнчен лăпакаса:– Ну, каларăм вĕт, çапла пулать, тесе... çĕнтерессе пĕлсех тăраттăм... Эсĕ, тăванăм, вĕсемпех килнĕ пулсан, вĕриленнĕ пуçна вырăнсăр çухатма та пултараттăн.

– Тĕрес калатăн, парторг юлташ, – терĕ Петренко, самай лутăрканнă мăйне шăлкаласа, – чăн та çапла пулса тăнă пулĕччĕ. Хам кунта каçиччен шутламанччĕ эпĕ кусем çапла чаплăн çĕнтерĕç тесе.

– Çĕнтермесĕр! Эпир – совет салтакĕсем-çке! – терĕ танкра йăлтах хуралса пĕтнĕ Энтип.

– Тĕрĕс! Эпир – совет салтакĕсем!

Петренко хăйне Никитин епле çавăрса тытнине каласа кăна парасшăнччĕ, вĕсем патне майорпа лейтенант та çитрĕç.

– Мухтав сире, геройсем!– терĕ майор. Салтаксене вăл пурне те çамкисенчен чуптуса тухрĕ.

– Майор юлташ, – терĕ Палюк аран ура çине çĕкленсе. Юн витнĕ гимнастеркине тирпейлĕрех тытасшăн тÿрлеткелерĕ те тÿрĕрех тăма тăрăшса:– Эсир мĕн хушнине турăмăр, – терĕ чĕтрекен сасăпа.

– Маттурсем! Эсир халăх приказне, парти мĕн тума хушнине лайăх турăр. Сире пурсăра та тивĕçлипе хаклĕç!..

Батальон, сăрт урлă каçса тÿрем вырăна тухрĕ те, çĕнтерÿллĕ хăватпа малалла васкарĕ.

Часах хĕвел тухса сарăлчĕ. Кимĕсемпе тулнă Днепр, ирхи хĕвел çутинче ылттăнпа та кĕмĕлпе йăлтăртатнă пек, мухтавлăн та канăçлăн юхса выртать.

Илпек, М. Салтаксем : [калав] // Илпек, М. Вăрçăпа çĕнтерÿ / Микулай Илпек. – Шупашкар, 1973. – С. 40-64.