Писатели Чувашии в Великой Отечественной войне

 

Чувашская литература периода Великой Отечественной войны Погибшие на фронтах Великой Отечественной войны Они вернулись с поля боя
Кибек Дмитрий
Мĕтри Кипек

"Хура караппăл" вилĕмĕ

1942 çул. Гитлер çарĕ кăнтăрта Донбаспа Кавказа, çурçĕрте Ленинградпа Мурманска туртса илесшĕн çапăçать. Баренц тинĕсĕнчен пуçласа Хура тинĕсе çитиччен тăсăлнă фронтра пур çĕрте те юн юхать, ялсемпе хуласем тĕтĕм йăсăрлантарсах çунаççĕ. Фашист утса иртнĕ çĕр çинче кĕлпе кăмрăк купи кăна выртса юлать çапла, Совет халăхĕ умне калама çук пысăк хăрушлăх сиксе тухрĕ.

Сывлăш çарĕн З6-мĕш полкĕ çăвĕпех Ладога кÿлли çывăхĕнче çапăçрĕ. Çăмăл марччĕ ун чух. Тăшман самолечĕсем пирĕннинчен йышлăрахчĕ. Панасюк полковник летчикĕсем Ленинграда апат-çимĕç турттаракан транспорт самолечĕсене пурпĕрех шанчăклă хÿтĕлесе тăчĕç. Паллах, ăсталăх çапăçура ÿсет. "Як-3" истребительпе вĕçме пуçланăранпа ытти летчиксемпе пĕрле Олег Шашкаров та чăн-чăн совет асĕ пулса тăчĕ. Çу каçиччен çапăçса вăл пĕр самолет та çухатмарĕ, фашистсенне вара виçĕ бомбардировщикĕпе пилĕк истребительне çунтарса ячĕ, унсăр пуçне пĕрле вĕçекен юлташĕсене тăшманăн виçĕ самолетне персе антарма пулăшрĕ.

Нимĕç çарне Сталинградра çавăрса илнĕ хыççăн ытти фронтсенче çапăçу хĕрсе кайрĕ. Волховпа Ленинград фрончĕсем Ленин хулине вутлă ункăран кăларма çĕнĕ операци хатĕрлерĕç. Ладогăпа Селигер кÿллисем хушшинче сарăлса выртакан вăрмансемпе уйсенче кĕçех вăйлă çапăçу пуçланасса Гитлер генералĕсем те сисреç пулмалла, "Норд" тесе ят пана фронта вĕсем çĕнĕ çар пайĕсем куçарма тытăнчĕç.

Пĕррехинче Панасюк полковник эскадрилья командирĕсене штаба чĕнтерчĕ.

— Юлташсем! — терĕ вăл. — Эсир юлашки вăхăтра тăшман улшăннине сисмен-и?

— Паян заданирен таврăннă чух виçĕ фашиста тĕл пултăмăр, — пуçларĕ виççĕмĕш эскадрилья командирĕ Рубакин майор. — Самолечĕсем пуклак пуçлă, тăсмак фюзеляжлă. Çунат вĕçĕсене хачăпа касса татнă пек. Эпир хăйсенчен йышлăраххине пăхмасăр сĕмсĕррĕн тапăнчĕç. Хамăрăн патронсем пĕтсе çитнĕччĕ тата бензобаксем те пушаннăпа пĕрехчĕ. Ирĕксĕрех пĕлĕтсем хушшине кĕрсе пытанмалла пулчĕ.

— Фюзеляж çине мĕн те пулин ÿкернине асăрхамарăр-и? — ыйтрĕ полк командирĕ.

— Асăрхарăм. Пĕрин çине — хĕрлĕ çăлтăра сăхакан хура çĕлене, теприн çине сарлака çуначĕсене сарса вĕçекен çăткăн кайăка ÿкернĕ, — хуравларĕ Рубакин.

— Эппин, çавсемех, — ăшри шухăшне саспа каларĕ Панасюк. — Геринг хушнипе пирĕн фронта нимĕçсем хăйсен чапа тухнă авиаэскадрисенчен пĕрне, "Хура караппăл" ятлине куçарнă. Унăн командирĕ — Обенлох майор. Вăрçă пуçланнăранпа вăл пĕччен аллă виçĕ самолет персе антарнă тесе мухтанаççĕ фашистсем. Вĕсене ĕненсен, ун кăкăрĕ çине "Рыцарь хĕресĕ" ятлă ордена Гитлер хăй аллипех çакнă пулать. Эсир курнă самолетсем — "Фокке-Вульф — 190" ятлă çĕнĕ истребительсем, вĕсем 600 километр хăвăртлăхпа вĕçеççĕ, кашнин тăватă тупăпа икшер пулемет. Çавăнпа пирĕн "яксенчен" чылай йывăртарах. Çавна пула çÿлелле хăвăрт хăпарма пултараймаççĕ. Çапăçас-тăвас пулсан, чăнкă виражсем тутарма тăрăшăр, вара вĕсене хуса çитме çăмăлрах. Обенлох летчикĕсем пире сехĕрлентерес тесе, самолечĕсем çине тĕрлĕ тискер чĕрчунсем ÿкереççĕ. — Полковник Рубакин енне пăхса илчĕ. — Ну, мĕнле юлташсем, çав тискер кайăксенчен хăраса тармăпăр-и малашне?

— Патронсем пур чух куçа курăнччăр кăна, "Хура караппăл" вĕçсе пынă çĕрте тĕтĕм-сĕрĕм кăна йăсăрланса юлĕ, — терĕ Рубакин.

— Тăшманран шикленменни аван, — ырларĕ полк командирĕ. — Çапах ытлащши теветкелле хăтланма та ан васкăр. Малтан пирĕн "фоккерсен" çитменлĕхĕсене пĕлме тăрăшмалла. Вара "Хура караппăл" тĕкне татма та пулĕ. Çĕнтерÿ хакла ан лартăр тесен, пирĕн акă мĕн тумалла...

Полковник сĕтел çине топографи картти сарса хучĕ те, ыранхи операци планĕпе паллаштарса, кашни командира задани пама тытăнчĕ. Командирсем хăйсем мĕн тумаллине блокнот çине çырса пычĕç, карттă çине паллă турĕç.

Çав каçах Рубакин летчиксем канакан çĕрпÿрте пырса кĕчĕ те утиял айĕнчен йĕм-хура та кăтра çÿçлĕ пуçне кăтартса выртакан çынна хулпуççинчен лăскаса вăратрĕ. Лешĕ вырăн çине тăрса ларчĕ те йăпăр-япăр тумланма тытăнчĕ.

— Тăхта, Олег, — чарчĕ ăна командир. — Сана пĕр хыпар пĕлтерме кăна килтĕм.

— Эпĕ сире тинкерсех итлетĕп, — терĕ Шашкаров.

— Кала-ха, эсĕ хăвна ху епле туятăн? — унпа юнашар ларса ыйтрĕ майор.

— Чиперех. Задание каймалла-и?

— Ыран каймалла. Хамăр пата Шувалов генерал-майор килмелле, теççĕ. Вăл пирĕнпе пĕрле сывлăша çĕкленме пултарать. Эпир сана унпа мăшăрлă вĕçме хушас терĕмĕр. Ку — питĕ ответла ĕç.

— Туятăп. Дивизи командирĕпе мăшăрлă вĕçме шаннăшăн пысăк тав!

— Генерал — ăста летчик. Тĕрлĕ маневрсем тунă чух çĕтсе ан юл, çав вăхăтрах тăшман истребителĕсем тапăнасран та сыхланас пулать. Икĕ куçу — малта, икĕ куçу хыçалта пултăр. Ăнлантăн-и?

— Ăнланмасăр! Генерал самолетне те куçран вĕçертмелле мар, таврара мĕн пулса иртнине те вăхăтра асăрхамалла. Çапла вĕт?

— Çапла. Пултарассăн туйăнать-и?

— Совет летчике мĕн тума пултарнине пĕтĕмпех тăвăп, — сăмах пачĕ Шашкаров...

Тул çутăлнă-çутăлманах полк сывлăша çĕкленчĕ. Операци планĕ тăрăх 1-мĕшпе 2-мĕш эскадрильйăсен транспорт авиацийĕн колоннине икĕ енчен хÿтĕлесе пымалла, Рубакин майорăн эскадрильйи сывлăшри каравана çÿлтен пырса тапăнасран сыхламалла. Приказа пурнăçласси çаплах пуçланчĕ.

Дивизи командирĕ виçĕ пин метр çÿллĕшĕнчен аялта мĕн пулса иртнине сăнама тытăнчĕ. Сывлăшри армада малтан юр айне пулнă вăрман тĕлĕпе вĕçсе пычĕ, унтан Ладога кÿлли хĕррине тухрĕ. Çак вăхăтра икĕ енчен тăшман истребителĕсем çывхарса килни курăнчĕ. Пĕр ушкăнĕнче сакăр "фокке-вульф". Тепĕр ушкăнĕнче ултă "месcершмитт". Совет истребителĕсем "мессерсене" çăмăллăнах хуса ячĕç, анчах "фоккерсем" чакасшăн пулмарĕç. Вара хĕрÿ çапăçу пуçланчĕ. Акă умлăн-хыçлăнах икĕ истребителе вут хыпса илчĕ. Инçетре пирки Олег вĕсем камăнне уйăрса илеймерĕ. Кĕçех виççĕмĕшĕ тĕтĕм мăкăрлантарса çĕре ÿкрĕ. Ку "фоккер" пулчĕ.

Çапăçу мĕнле пынине инçетрен çеç курни генерала йăлăхтарса çитерчĕ пулмалла та, вăл хăйĕн "якне" сулахай енĕпе аялалла антарма тытăнчĕ. Унччен те пулмарĕ — малтан хуса янă "мессерсем" хĕвел енчен хăвăрт çывхарса килни курăнчĕ. Вĕсенчен пĕри Шувалов самолетне тапăнас терĕ пулас, ун хыççăн ыткăнчĕ, ыттисем йывăр тиенĕ транспорт самолечĕсем патнелле васкарĕç. Шашкаров мĕн курнине генерала радиопа пĕлтерчĕ те ăна тапăннă фашист çулне пÿлме аялалла чăмрĕ. Ун пек чухне çапăçу мĕнле вĕçленесси летчик ăсталăхĕнчен килет. Тăшмана вăхăтра персе антарма ĕлкĕреймесен, вăл хăй сана персе ÿкерет. Çавна асра тытса, Олег "мессершмита" прицел хĕресленнĕ тĕле лексенех тупăпа пеме тытăнчĕ. Снарядсенчен пĕри тĕл тиврĕ пулас, генерал самолетне пулеметпа пеме тытăннă "мессер", штопор пек пĕтĕрĕнсе, çĕре ÿкрĕ.

— Тавтапуç! — илтĕнчĕ наушникре Шувалов сасси. — Эс мана вилĕмрен çăлтăн. Анчах фашист ман самолета амантма ĕлкĕрчĕ пулас, çÿлелле çĕкленесшĕн мар. Çавăнпа аэродрома çул тытатăп, эсĕ кунтах юл.

— Командир мана çĕре анмасăр та сиртен уйрăлма хушмарĕ. Эпĕ те пĕрле пыратăп, — терĕ Шашкаров.

— Юрĕ, — килĕшре дивизи командирĕ. — Хĕвел енне куç эппин.

Хăйсен аэродромĕ патне çывхарнă чух Шашкаров пĕччен вĕçекен "фокке-вульфа" курах кайрĕ. Те навигаци приборĕсем пăсăлнипе, те палламан района лекнипе, çĕтсе кайнă фашист çÿллĕ йывăç тăррисене кĕç-вĕç пырса перĕнеслех аяла аннă та шанчăклă ориеитирсем шыраса çÿрет.

— Çывăхра тăшман самолечĕ. Тапăнма ирĕк памăр-и? — ыйтрĕ Олег.

— Тăхта. Ытла та аяла аннă пирки фашист парашютпа сикеймĕ, çавăнпа ăна самолечĕ-мĕнĕпех тыткăна илме пултаратпăр. Сулахайран пÿл ун çулне, эпĕ сылтăмалла пăрăнма чарăп. Тапăнар!

Кĕçех пирĕн самолетсем аялалла анчĕç те нимĕç истребительне хĕскĕчпе хĕстернĕ евĕр икĕ енчен пырса "тытрĕç". Тăшман тарма шутларĕ пулмалла, самолетне пĕрре çÿлелле хăпартма, тепре сылтăмалла пăрма хăтланчĕ, анчах çутă йĕр хăварса вĕçекен пульăсем ун çулне вăхăтра пÿлсе пычĕç. Самолечĕ çунма пуçласан парашютпа сикни усăсăррине фашист лайăх пĕлет, çавăнпа унăн ирĕксĕрех совет летчикĕсене пăхăнмалла пулчĕ. Çапла "фоккер" аэродрома анса ларчĕ. Тепĕр самантран Шувалов самолечĕ ун хыçне пырса чарăнчĕ. Шашкаров пĕр тапхăр аэродром тĕлĕнче явăнса вĕçрĕ, унтан, нимĕç летчикĕ аллисене çĕклесе çĕре аннине курсан, вăл та хăйĕн "якне" антарса лартрĕ.

Кунашкалли час-часах пулмасть. Аэродромра ĕçлекенсем — салтаксемпе офицерсем малтан тĕлĕнсе хытса тăчĕç, унтан тăшман летчикĕпе самолетне çавăрса илчĕç. "Фокке-вульф" фюзеляжĕ çине тигрпа хир сысни ÿкернĕ.

— Ку мĕне пĕлтерет? — ыйтрĕ нимĕçле пĕлекенсенчен пĕри.

— Сыснасен тигртан хăрамаллине пĕлтерет. — Хуравларĕ нимĕç. — Хирĕç тăни усăсăр: тигр яланах хир сыснине çĕнтерет.

— Апла паянхи çапăçура пиртен хăшĕ тигр, хăшĕ хир сысни пулчĕ? — ыйтрĕ Шувалов.

— Тигр — эсир, хир сысни — эпĕ, — пуçне усрĕ нимĕç. Салтаксемпе офицерсем ахăлтатса кулса ячĕç...

Кăнтăрла тĕлĕнче 36-мĕш полка сывлăш çарĕн командующийĕпе хаçат корреспонденчĕсем килчĕç. Вĕсем нимĕç летчикне темиçе ыйту пачĕç, унăн сăнне ÿкерсе илчĕç, унтан "фокке-вульф" патне пухăнчĕç.

— Питĕ паха трофей! — тăшман самолечĕ çине кăтартрĕ командарм. — Анчах вăл пире мухтанма мар, тăшман техникин лайăх енĕпе çитменлĕхĕсене вĕренме кирлĕ пулĕ. Хамăр летчиксене пурне те кăтартăпăр ăна.

* * *

Хĕрĕх виççĕмĕш çулхи январĕн 12-мĕшĕ Тăван çĕршыв Аслă вăрçин историне ĕмĕр манми кĕрсе юлчĕ. Çав кун Ленин хулине блокадăран хăтарассишĕн хăватлă çапăçу пуçланчĕ.

Тул çутăлас умĕн летчиксене тревогăпа вăратрĕç те Панасюк полковник приказ вуласа пачĕ. "Паян Хĕрлĕ Çар Ленинграда пăвса тăракан тăшман ункине татассишĕн историлле наступлени пуçлать. Пирĕн, совет летчикĕсен, хамăр фронт тĕлĕнчи кăвак тÿпене нимĕç авиацийĕнчен тасатмалла. Гитлер çарне тапăннă хĕрлĕ пехотăпа танксем çине пĕр бомба та ан ÿктĕр. Сывă пултăр никам çĕнтерейми совет авиацийĕ! Коммунистсен партине мухтав! Нимĕç оккупанчĕсене вилĕм!"

— Юлташсем! — терĕ полк командирĕ, приказа вуласа панă хыççăн. — Командовани пирĕн ума пысăк задача лартрĕ. Ăна пурнăçлас тесен, хăюллă пулни çителĕксĕр, кашни летчикăн ăста çапăçма пĕлмелле. Çав ăсталăха эсир юлашки çапăçура питĕ лайăх кăтартрăр. Фашистла Германире мухтава тухнă "Хура караппăл" эскадрăри çĕнĕ самолетсен виçĕ пайĕнчен пĕр пайне çунтарса ятăр. Тек "Хура караппăл" мар, хура шуйттан та пирĕншĕн хăрушă мар. Тăшман летчикĕсене сывлăш çавăрма ан парăр! Тăван çĕршывăмăр хăйĕн паттăрĕсене тав тума манмĕ. Çапăçăр! Çĕнтерĕр! Пысăк ăнăçлăх сунатăп сире, тусăмсем!..

Симĕс ракета çиçсе хăпарсанах истребительсем сывлăша çĕкленчĕç. Пĕрремĕш эскадрильйăна полк командирĕ хăй ертсе кайрĕ, иккĕмĕшне — унăн заместителĕ, виççĕмĕшне — Орлов полковник. Комиссарсен институтне пĕтернĕренпе вăл полк командирĕн политика енĕпе ĕçлекен заместителĕ пулса тăчĕ. Çавăнпа ăна кĕскен замполит теççĕ.

Замполит ертсе пыракан эскадрилья кăвак çутăллах фронт линийĕ урлă вĕçсе каçрĕ те хĕвел тухнă чух нимĕç аэродромне сасартăк пырса тапăнчĕ. Фашистсем капла пуласса кĕтмен пулмалла, йĕркипе лартса тухнă бомбардировщикĕсем тĕлне маскировка тетелĕсем те карман, зенитлă артиллерипе пысăк калибрлă пулемечĕсене те ĕçе яма хатĕрлемен. Хĕрлĕ çăлтăрлă "яксем" çуначĕсене сарса ларакан "юнкерссемпе" бензозаправ-щиксем çине пĕр чăрмавсăрах малтан бомбăсем тăкса хăварчĕç, унтан каялла вĕçсе килчĕç те тупăсемпе пулеметсенчен çунтарса тухрĕç. Вара темиçе минут хушшинче тăшман аэродромне йалтах вут хыпса илчĕ. Самолетсемпе бензин турттарса пынă цистернăсем куçа шартаракан çулăмпа çунаççĕ, снарядсемпе бомбăсен склачĕсем çĕр чĕтретсе сирпĕнеççĕ. Кĕçех нимĕç летчикĕсем пурăнакан казармăна та вут тиврĕ.

Каялла таврăннă чух совет летчикĕсем тăшман бомбардировщикĕсен колонни вĕçсе пынине курчĕç. Вĕсене хÿтĕлекен истребительсем сывлăша çĕкленме ĕлкĕреймен пулмалла, курăнмаççĕ. Патронсемпе снарядсем сахалланса юлнă пулсан та, Орлов полковник çав хура çăхансене тапăнма шутларĕ. Вара ун командипе "яксем" аялалла ыткăнчĕç. Çапăçу нумая пымарĕ, малтан атакăланă хыççăнах ултă бомбардировщикран виççĕшĕ хура тĕтĕм йăсăрлантарса çĕре ÿкрĕç, ыттисем бомбисене ăçта килнĕ унта тăкса хăварчĕç те каялла çаврăнса тарчĕç.

Халĕ ĕнтĕ снарядсемпе патронсем илме тата бензобаксене тултарма аэродрома таврăнмалла. Орлов полковник çавăн çинчен приказ парасшăнччĕ кăна, таçтан муртан сакăр "мессершмитт" вĕçсе тухрĕ те çапăçу тепĕр хут хĕрсе кайрĕ. Совет летчикĕсен ĕçĕ ку хутĕнче те ăнăçлă пулчĕ. Тăватă истребитель çухатнă хыççăн тăшман эскадрильйи пĕлĕтсем хушшине кĕрсе куçран çухалчĕ. Чăнах та, пирĕн те çухатусăр пулмарĕ: икĕ "як" тĕтĕм кăларсах çĕре ÿкрĕ, виççĕмĕшĕ аманнă пирки çапăçуран тухрĕ те фронт линийĕ патнелле васкарĕ.

Тăшмана тапăннă чух замполит яланах малта, аэродрома таврăннă чух хыçалта вĕçекенччĕ. Халĕ те çаплах. Сасартăк пĕлĕтсем хушшинчен пĕччен "мессершмитт" сиксе тухрĕ те, пулеметпа персе, ун самолетне вут хыптарчĕ. Полковникăн тăшман çарĕ тытса таракан çĕр çине парашютпа сикмелле пулчĕ. Сывлăшри пират хĕрлĕ çăлтăрлă истребителе персе антарнипе çырлахмарĕ, парашютпа сикнĕ летчика персе вĕлерме хăтланса пăхрĕ. Анчах ăсмассерен турам кĕмест, теççĕ. Хальхинче Шашкаров тăшмана хăйне персе антарчĕ.

Эскадрильйăри ытти самолетсем инçе вĕçсе кайма ĕлкĕрнĕ пирки, Олег юлташĕсем пулăшасса кĕтмерĕ, парашютпа сикнă полковника пĕчченех хÿтĕлеме тытăнчĕ. Акă Орлов уй варрине анса тăчĕ. Çывăхри ялта тăнă фашистсем çавна асăрхарĕç пулмалла, вăл парашют çаккисене салтса тăнă чухнех уя салтаксем тиенĕ вездеход сиксе тухрĕ те çулсăр-мĕнсĕрех ун патнелле вĕçтерчĕ. Замполит тăшман аллине чĕррĕн парăнас çуккине пĕлет Шашкаров, парăнсан та ăна фашистсем пурпĕрех асаплантарса вĕлермелле. "Ăна вилĕмрен çăлаймасан, эпĕ этем ятне илтме те тивĕç мар", — терĕ те, Олег истребительне кĕç-вĕç çĕре перĕнеслех аялалла антарса, вездехода тупăпа персе вут тивертрĕ, унтан самолетне Орлов патне антарса лартрĕ.

— Сылтăм урăра кабинăна чикĕр, пуçăра козырек айне пĕшкĕртĕр, аллăрсемпе прицелпа пультран çатăрласа тытăр! — васкатрĕ вăл.

Замполит вăл каланă пек турĕ. Вара мотор хаяррăн кĕрлерĕ те, самолет часах сывлăша çĕкленчĕ.

Çăмăл пулмарĕ Шашкарова штурвал тытса пыма. Орлов кĕлеткипе приборсене хупăрларĕ, умра мĕн пулса иртни те путлĕ курăнмасть. Юрать-ха, сывлăшра тапăнакансем пулмарĕç, тăшман зениткисем те тĕл тивертеймерĕç. Çапла вара, тем пек йывăр килнĕ пулсан та хамăр аэродрома чиперех вĕçсе çитрĕç. Хăрах айккинелле тайăлнипе "як" рулĕ пăхăнасшăн мар, кăшт йăнăшсанах çĕре анса ларас вырăнне çунатпа çĕре пырса çапăнма пултарать. Анчах летчик ăсталăхĕ çĕнтерчĕ: тÿсĕмлĕ истребитель ним пулман пекех ăнăçлă анса ларчĕ.

— Паян мана вилĕмрен икĕ хут çăлтăн. Тавтапуç, тăванăм! — çĕре ансанах Шашкарова ыталаса чуптурĕ Орлов.

— Пĕрне-пĕри пулăшмасăр пурăнма çĕр çинче те çăмăл мар, сывлăшра вара майĕ те çук, — терĕ Олег.

— Тĕрĕс! — килĕшрĕ замполит. — Сан йышши таса чунлă çамрăксем çеç летчик пулма тивĕçлĕ...

* * *

Пĕр эрне хĕрсе çапăçнă хыççăн Хĕрлĕ Çар Шлиссельбург хулине ирĕке кăларчĕ. Хĕрĕх виççĕмĕш çулхи январĕн 18-мĕшĕнче Волхов фронтĕнчен çĕнтерсе килнĕ çарсем Ленинград фронтĕнче çапăçакан дивизисемпе пĕрлешрĕç. Çапла Ленин хулине вунултă уйăх ытларах пăвса тăнă тăшман унки татăлчĕ. Ку вăл — Тăван çĕршыв Аслă вăрçин историйĕнчи чаплă страницăсенчен пĕри пулчĕ. Совет правительстви çак çĕнтерĕве туптанă паттăрсене тивĕçлĕ наградăсем парса чыс турĕ. Çунакан самолет çинчен тăшман тылне сикнĕ замполита вилĕмрен çăлнăшăн тата нимĕç авиацийĕпе паттăррăн çапăçнăшăн Шашкарова та орден пачĕç.

Орден илни çар çыннине Тăван çĕршывшăн пурнăçа шеллемесĕр паттăррăн çапăçма хавхалантарать. Шашкаров юмахри паттăр пекех хăюллă çапăçрĕ. Юлашки вăхăтра вăл сывлăшра Обенлохпа темиçе хут та тĕл пулчĕ. Совет летчикĕсем унăн самолетне фюзеляжĕ çине ÿкернĕ хура караппăл силуэтĕнчен паллаççĕ. Çак хăрушă пират хăйĕн ĕçне чăнахах питĕ лайăх пĕлнĕ: ăна нимпе те персе антарма май килмерĕ. Хăй вара самаях пысăк сиен турĕ. Уйрăмах вăл Панасюк полкĕнчи летчиксене апрелĕн вăтăрмĕш кунĕнче хытă тарăхтарчĕ. Ирхине полк командирĕпе замполит рекогносцировкăна тухса кайрĕç. Хăйсемпе пĕрле вĕсем тата икĕ истребитель илнĕччĕ. Каялла таврăннă чух вĕсем, тăшман зениткисем ан чăрмантарччăр тесе, çĕр çуммипе вĕçсе пычĕç. Çав вăхăтра сасартăк хура караппăл ÿкернĕ "фоккер" пĕлĕт айĕнчен сиксе тухнă та замполит самолетне вут хыптарнă. Совет истребителĕсем ăна хăвалани усăсăр пулнă. Хăйĕн ирсĕр ĕçне тунă хыççăн Обенлох хальхинче те чиперех тарса хăтăлнă. Орлов полковник çунакан самолет çинчен парашютпа сикме пултарайман, мĕншĕн тесен ытла та аялта вĕçсе пынă пирки парашют уçăлма ĕлкĕреес çуккине пĕлнĕ. Вара вилес умĕн те тăшмана ытларах сиен тăвас тесе çунакан самолечĕпе çывăхри тимĕр кĕпере пырса çапăннă та шыв варринчи фермине ишсе антарнă.

Çак хыпара пĕлсен, ытти летчиксемпе пĕрле Шашкаров та фашистсене тавăрма тупа турĕ.

"Ыран майăн 1-мĕшĕ, — шухăшларĕ Олег. — Тăшмансенчен чи сĕмсĕррисем пире уйрăмах революци уявĕсенче тарăхтарма тăрăшаççĕ. Обенлох та çаплах ĕнтĕ. Ăна тавăрас тесен, манăн дежурнăй звенора пулма тăрăшмалла".

Хăйĕн шухăшне вăл эскадрилья командирне пĕлтерчĕ.

— Революцилле уявсенче наряда эпир фашистсене уйрăмах хытă курайман летчиксене яратпăр, — терĕ Рубакин.

— Эпĕ — вĕсенчен пĕри.

— Кала, эппин, мĕншĕн вĕсене эсĕ уйрăмах хытă кураймастăн? — ăна куçран пăхса ыйтрĕ майор.

— Сăлтавĕ нумай, — шухăшлăн каларĕ Олег. — Совет халăхне телейлĕ пурнăç тума чăрмантарни, айăпсăр çынсене пинĕ-пинĕпе вĕлерни, ялсемпе хуласене çунтарни, хамăр хуçалăха юхăнтарни, ачасене тăлăха хăварни... Пурне те калама сăмах та çитес çук. Унсăр пуçне...

— Унсăр пуçне тата мĕн? — хăвăрт ыйтрĕ Рубакин.

— Нацистсем пире, чăвашсемпе ытти вак халăхсене, виççĕмĕш сортлă çынсем тесе шутлаççĕ. Ман вĕсене эпир "таса юнлă ариецсенчен" ним чухлĕ те кая маррине кăтартас килет.

— Çапăçура-и?

— Халĕ çапăçура, вăрçă хыççăн ытти ырă ĕçре.

— Юрĕ, — килĕшрĕ командир. — Ыран дежурнăй звенора пулăн...

Тепĕр кунне летчиксем митинга пухăннăччĕ кăна, сăнав пунктĕнчен аэродром енне тăшман самолечĕсем вĕçсе килни çинчен пĕлтерчĕç. Оперативлă дежурнăй тревога пама хушрĕ. Вара сирена ÿлеме пуçларĕ. Çав самантрах Олег хăйĕн звенине сывлăша çĕклерĕ.

Митинга пухăннă çынсем симĕс чăрăшсем айне пырса тачĕç те сывлăшра мĕн пулса иртнине сăнама тытăнчĕç. Инçетрен икĕ "фоккер" килни курăнчĕ.

— Пирĕн уява пăсасшăн çунса çÿреççĕ, — терĕ бинокльпе пăхса тăракан Панасюк.

— Тăрăшни сая кайĕ, — терĕ Рубакин. — Шашкаров вĕсене çывăха та ямĕ.

Совет истребителесем кирлĕ чухлĕ çĕкленчĕç те атакăна кайма хатĕрленчĕç.

— Сулахайри фрица иккĕн тапăнăр, сылтăмрипе хам çапăçăп, — юлташĕсене радиопа пĕлтерчĕ Шашкаров.

— Хамăр тăшмана персе антарсан, сире пырса пулăшăпăр, — терĕç фронта иртнĕ эрнере кăна пырса çитнĕ çамрăк летчиксем.

Çапăçу Олег каланă пекех пуçланчĕ. Юлташĕсем сулахайри "фоккера" хăюллăн пырса тапăнчĕç, тепĕр истребительне хăй аяккалла илсе кайрĕ те, чăнкă виражсем тутарнă хыççăн прицел хĕресĕ тĕлне тытса, персе антарчĕ.

Çамрăк летчиксен ĕçĕ ăнмарĕ. Вĕсем, çапăçура пулса курманскерсем, час-часах йăнăшрĕç. Тăшман летчикĕ, çав йăнăшсемпе усă курса, малтан пĕрне персе антарчĕ, унтан теприне çунтарса ячĕ. Çавăн хыççăн унăн çапăçуран тухмаллаччĕ ĕнтĕ, анчах вăл, Шашкаровран тарас вырăнне, хăй ăна хирĕç ыткăнчĕ. Олегăн çÿлерех çĕкленмеллеччĕ, анчах юлташĕсен ĕçĕ ăнманшăн кÿреннипе вăл ун çинчен шухăшламарĕ, тÿрех тăшман енне çаврăнчĕ. "Фокке-вульфăн" тăватă тупă, кирлĕ чухлĕ çывхарма парсан, вăл совет истребительне çăмăллăнах персе антармаллаччĕ, анчах çамрăк летчиксемпе çапăçнă чух унăн снарядсемпе патронсем пĕтсе çитнĕ-мĕн. Çавна пĕлсен, нимĕç летчикĕ хăйĕн самолетне аялалла чăмтарчĕ. Шăпах çав самантра Шашкаров "фоккерăн" фюзеляжĕ çине ÿкернĕ хура караппăла курах кайрĕ.

— Ну, Обенлох! — саспах каларĕ совет летчикĕ. — Паян санăн шалчу тулатех!

Темиçе çеккунт хушши пĕр-пĕринпе ăмăртнă пек аялалла вĕçрĕç истребительсем. Симĕс вăрман, такам çÿлелле çĕкленĕ пек, хăвăрт çывхарса килет. Тăнлаври юн тымарĕсем шăратнă тăхлан тултарнăн пĕçерсе кайрĕç. "Фоккер" çав-çавах аялалла чăмать. Тата тепĕр самантран вăл çĕре пырса тăранмаллаччĕ, анчах Обенлох ăна вăхăтра çÿлелле çĕклентерме ĕлкĕрчĕ.

"Як" тăшман истребителĕнчен çăмăлраххине Олег аван пĕлет.

— Халĕ ĕнтĕ эсĕ ман алăра! — тăшман хыççăн çÿлелле ыткăнса кăшкăрчĕ Шашкаров. — На, хăвна кирлине туян!

Анчах пулемет шатăртатмарĕ. Тупăпа пеме хăтланни те усăллă пулмарĕ. Спарядсем унăн та пĕтсе çитнĕ-мĕн.

"Тартма юрамасть! — çиçсе иртрĕ пуçра. — Апла пулсан, таран тăвас!"

Çак шухăшпа вăл пилĕкçĕр метр çÿллĕшĕнче "фоккера" хуса çитрĕ те хăй истребителĕн пропеллерĕпе тăшман самолечĕн хÿрине кастарчĕ.

Çавăн хыççăн истребительсем иккĕшĕ те штурвала пăхăнми пулчĕç.

— Пĕтрĕ Шашкаров! — ассăн сывларĕç аэродромра пăхса тăракансем.

— Пурăнасса та паттăр пек пурăнчĕ, вилессе те... — пилоткине хыврĕ Панасюк.

Ун хыççăн ыттисем те пилоткисемпе карттусĕсене хыврĕç.

Анчах пуçа усма васканă-мĕн Олегăн тусĕсем. Акă кăвак тÿпере умлă-хыçлăнах икĕ парашют уçăлса хăмпăланчĕ. Хури — нимĕç летчикĕн, Шурри — Олегăн. Шурри çÿлерех юлчĕ, хури хăвăрт çĕр çумне çывхарса пырать.

— Дежурнăй! — чĕнчĕ полк командирĕ. — Автоматчиксене нимĕç летчикне тытма илсе кай. Врач — манпа пĕрле "Виллис" çине! Кайрăмăр!

Тепĕр самантран автомобильсем парашютистсем аннă еннелле вĕçтерчĕç.

Самблетсем çĕре ÿксе сирпĕнсе кайни те, летчиксем парашютпа сикни те çапăçу вĕçленнине пĕлтермерĕ. Обенлох урисем çĕре перĕнсенех парашют çаккисене хыврĕ те, "парабеллумне" кобура ăшĕнчен кăларса, çĕр çумне çывхаракан Шашкарова виçĕ хутчен печĕ. Анчах, те ытлашши хыпаланнипе, те сехри хăпнипе тĕл тивертеймерĕ.

Вăл мĕн хăтланнине курсан, Олег урсах кайрĕ. "Ах, Гитлер йытти, вилес умĕн те шăлне йĕрме пăрахмасть. Тăна кĕртмеллех ăна", — шухăшларĕ вăл.

Ĕçĕ ăнманнине сиссен, нимĕç летчикĕ çывăхри вăрман еннелле тапса сикрĕ.

— Стой, йĕксĕк! Руки верх! — фашист вырăсла пĕлни-пĕлменнине пăхмасăрах кăшкăрчĕ Шашкаров.

Обенлох, чупнă çĕртех каялла çаврăна-çаврăна пистолетне темиçе хут кĕрĕслеттерчĕ. Шашкаров та ахаль пымарĕ. Иккĕшĕ те перкелешсе вăрман патнелле чупаççĕ. Хĕрсе кайнипе Олег патронсем пĕтнине те сисмен, пистолет затворĕ хупăнми пулсан тин ăна тавçăрса илчĕ. пурпĕрех хуса çитетĕп!"— терĕ вăл ăшра.

Вăрмана çитесси иумай юлмарĕ. Анчах пÿлĕнсе çитнĕ нимĕç малалла чупма пултараймарĕ, сывлăш çавăрас тесе чарăнса тăчĕ те каялла çаврăнса пăхрĕ. Совет летчикĕ ун патнех çывхарса çитнĕ.

— Бросай оружие! — пистолечĕпе юнаса кăшкăрать вăл. Унтан çав сăмахсене хăех нимĕçле куçарать: — Ваффен хинлеген!

Фашист вăл каланине итлемерĕ, пистолетне çĕклерĕ те, Олега тĕллесе, кĕрĕслеттерчĕ.

Шашкаровăн хулпуççийĕ пĕçерсе кайрĕ, сулахай алли лаштăрах усăнчĕ. "Амантрĕ шуйттан! — ăшра вăрçса илчĕ вăл. — На, ху та аман!"

Çак сăмахсемпе вăл аллисене çĕкленĕ нимĕçе пистолетпа темиçе хут питрен çатлаттарчĕ.

— Тăхта, Шашкаров юлташ! Питне нимĕрлетиччен курса юлар. Урăх ан хĕне! — кула-кула кăшкăрчĕ автомобильпе килсе çитнĕ Панасюк полковник.

— Хăй айăплă, — терĕ Олег. — Тыткăна парăнас вырăнне кутăнлашса тăрать.

Çак самантра автомобиль çинчен врач анчĕ те ун патне чупса пычĕ.

— Эсир аманнă пулĕ, сулахай çанăр ăшĕнчен юн шапăртатсах юхать, — терĕ вăл.

Унтан летчикăн суранне тĕрĕслеме тытăнчĕ. Ыттисем тăшман патне кĕпĕрленчĕç.

— Кам нимĕçле пĕлет? — ыйтрĕ полковник.

— Эпĕ кăштах калаçкалатăп, — терĕ автоматчиксенчен пĕри.

— Ыйт-ха, вăл мĕн ятлă тата хăш эскадрăран? Автоматчик командир ыйтăвне нимĕçле куçарчĕ.

— Эпĕ — Обенлох, тĕнчипе паллă ас, — вырăсла куçарчĕ тăлмач тăщман каланине. — Ан вĕлерĕр, фюрер кирек хăçан та мана хăвăрăн тыткăна лекнĕ генералпа е урăх чаплă çынпа улăштарма пултарать.

— Суять вăл, — калаçăва хутшăнчĕ дежурнăй. — Вилĕмрен хăранипе тыттарать.

— Хăй чăнахах Обенлох иккенне вăл мĕнпе кăтартма пултарать? — ыйтрĕ Панасюк.

Тăлмач çак сăмахсене куçарсанах нимĕç летчике комбинезон тÿмисене туртса татрĕ те кăкăрне уçса кăтартрĕ. Кителĕ çинче унăн орденсемпе медальсем чăнахах туллиех иккен. Вĕсем хушшинче юман çулçиллĕ рыцарь хĕресĕ те пур. Çавна курсан, полковник хăйсен аллине мĕнле кайăк çакланнине тавçăрчĕ. Çитменнине, кĕсйинчен кăларса илнĕ документсем те Обенлохăннах пулчĕç.

— Тинех алла лекрĕн иккен! — шăл витĕр сăрхăнтарса каларĕ полковник. — Пайтах юн тăкрăн, пайтах пире сиен турăн. Ашкăнма пĕлтĕн пулсан, ответ тытма та пĕлес пулать.

Çакна илтсен, пуçне каçăртса тăнă фашист кĕл пек кăвакарса кайрĕ.

— Ан вĕлерĕр! Тархасшăн чĕррĕн хăварăр! — ÿкĕтлеме тытăнчĕ вăл.

— Тепĕр хут "Хура караппăл" эскадрине таврăнса пирĕнпе çапăçма-и? — йĕрĕнсе пăхрĕ ун çине полковник.

— Çук, господин полковник! Ман эскадрăра урăх пĕр самолет та юлмарĕ. "Хура караппăл" вилчĕ, вăл нихçан та сирĕнпе çапăçас çук.

— Юрĕ, — терĕ полк командирĕ. — Эпир тыткăнри çынсене вĕлерместпĕр. Сана та лагере ярăпăр...

1965 çул.

Кипек, М. "Хура караппăл" вилĕмĕ : [калав] / Мĕтри Кипек // Кипек, М. Парăнманнисем çĕнтереççĕ / Мĕтри Кипек. - Шупашкар, 1978. – С. 124-137.