Писатели Чувашии в Великой Отечественной войне

 

Чувашская литература периода Великой Отечественной войны Погибшие на фронтах Великой Отечественной войны Они вернулись с поля боя
Абаш Степан Павлович
Степан Абаш

Тăватă пĕр тăван

Слева круча, справа Дон
позади трибунал –
простор для мысли, биографии...

И. Грибачев. "Кто умрет сегодня"

Боецсем те, сержантсемпе офицерсем те çак полка лекнĕшĕн хăйсене хăйсем çав тери телейлĕ тесе шутлатчĕç, çакă полк вăрçă хирĕнче чи кирли, чи пахи, пур енчен те чи хăватли, тетчĕç вĕсем.

Чăнах та ĕнтĕ, 76 миллиметр калибрлă тупă инçете перет, тĕл перет; унăн комплектĕнче тăшманăн чĕрĕ вăйне пĕтермелли тата унăн техникине аркатмалли тĕрлĕ йышши снарядсем çителĕклех. Çав тери çирĕп, çав тери хулăн броньăлă "тигрсемпе" "пантерăсем" те унпа тытăçма шикленетчĕç. Çак туппа лашапа е машинăпа турттарса çÿреме кирлĕ мар, вăл хăй тĕллĕнех çÿрет – ăна танк корпусĕ ăшне вырнаçтарнă. Хăйĕн хавăртлăхĕпе тата "сиккипе" пынă çĕртех самантлăха та чарăнмасăр пеме пултарнипе вăл Отечественнăй аслă вăрçăра чапа тухнă хăватлă танксенчен те ирттеретчĕ. Çаврăнкалашĕпе – çĕр мулкачи тейĕн, ăна прицела илейменнипе пайтах хăшкăлатчĕç тăшман артиллерисчĕсем, пайтах "хур" тÿсетчĕç. Ăнсăртран-мĕнрен, снарядсем пĕтес пулсан, сарлака гусеницисемпе "утюглама" та пултарать вăл, мур илесшĕ!

Шăпах çакна пула, Н-ски полкĕн воинĕсем хăйсем пирки мăнаçлăн çапла калатчĕç: "Пĕр вăхăтрах эпир танкистсем те, артиллеристсем те!" Танкистсен паллă юррине те вĕсем хăйсене май юрлатчĕç:

Броня крепка, орудия речисты,
Бойцы в расчетах мужеством полны.
Мы и танкисты и артиллеристы –
Своей любимой Родины сыны!

Н-ски полкĕ çапăçу хирне çĕр çĕмĕрттерсе тухсан, ку таранччен пĕр чарăнми персе выртакан хамăрăн автоматчиксемпе пулеметчиксем те самантлăха хăйсем ăçтине манса каятчĕç: çын аллине пăхăнман юпах ăйăрсем пек ĕрĕхтерсе çÿретчĕç çак танк- тупăсем, пĕлĕте çити асар-писер çил-тăман кăларатчĕç, халиччен курман упа ташши ташлататчĕç, вĕтелентеретчĕç тăшмансене, вутлă çумăр айне тăватчĕç. Нимрен ытла тăшмансене çавă тĕлĕнтеретчĕ: сиксе тухать полк таçти тамăк хуранĕнчен, çапăçу хирне айăн-çийĕн çавăрать те самантрах таçта кайса çухалать – çĕр тĕпне анса кайрĕ тейĕн. Унтан, сиссе те юлаймастăн, сасартăк тепĕр тĕлтен, пачах кĕтмен çĕртен, вирхĕнсе тухать те пуçлать вара çунтарма!..

Батарейăсенчи расчетсене нихăшне те пĕрне мухтаса тепĕрне хурлама çукчĕ. Çапла пулин те, пĕр расчета ку полкра уйрăмах пысăка хурса хисеплетчĕç.

Расчетра вĕсем, яланхи пекех, пурĕ тăваттăнччĕ. Тăваттăшĕ те çамрăкчĕ-ха. Тахăшин йĕкĕлти чĕлхинчен тухса кайнă-çке ĕнтĕ: полкра вĕсене никам та ятран-хушаматран е расчет номерĕпе чĕнместчĕç, "ваттисем" тетчĕç кăна. "Ну, ваттисем, паян миçе тупăк çунтарса ятăр?" ("Тупăк" тени нимĕçсен танкĕ тенине пĕлтернĕ.) "Ваттисем"!.. Тăваттăнтан виççĕшĕн – çÿлти тута хĕррине тĕк те шăтман-ха, хурçă бритва та сĕртĕнсе курман. Пурин çулĕсене те пĕрле хушсан вара... вара – тăхăр вун пиллĕк пулать. Акă ăçтан тухса каинă вăл "ваттисем" тесе чĕнесси. Чи асли – казах джигичĕ Рашид Кунакбаев, расчетри заряжающи – тупă авăрлаканĕ ĕнтĕ – çирĕм çиччĕреччĕ. Унтан кĕçĕнреххи – расчет командирĕ Иван Нухратов – çирĕм тăваттăра; механик-водительпе наводчик – кашни çирĕм иккĕре.

Пăхма вĕсем, темшĕн-çке, пурте пĕр сăнлăрах пекчĕ, анчах чун-чĕре туйăмĕсене шута илсен, кашнин йăли-хăнăхăвне курсан...

Кунакбаев хăйне хăй çитĕннĕ çын пекрех тыткалать: лăпкă, çирĕп чĕреллĕ – пулчĕ-пулмарĕ хыпăнса ÿкмест; те вырăсла лайăхах пĕлменрен-и, ытлашши сăмах вакламасть; анчах, мĕн те пулин калас пулсан – кассах татать.

Иван Нухратов лейтенант, хăй чăваш майĕпе-ши е урăх сăлтавпа – именчĕкрех, анчах вичкĕн туйăмлă; сăнран пăхма вăл, темле, арçын шутне кĕреймен пекреххĕн курăнать, пĕвĕпе çинçешке, шуранка тăрăхла питлĕ... Кăмăлĕпе вара пачах çар çынни пек марччĕ. Расчетра пĕр-пĕр кăлтăк е çитменлĕх асăрхасан та, боецсене кăшкăрса е хăтăрса тăкма хăват çитерейместчĕ, куçран чăр пăхатчĕ те: "Кун пеккине эп тек курам мар",- – тетчĕ кăна. Çапла пулин те, расчетри боецсем ăна çав тери хисеплетчĕç, вăл каланине самантрах тăватчĕç, пĕр сăмаха икĕ хутчен калаттармастчĕç. Боец-сем кăна мар, полкри ытти офицерсем те ăна чунтанах. хисеплетчĕç.

Пурте пĕлеççĕ, сасси çирĕпех мар пулин те, вăл юрлама ăста: çемçен те лăпкăн, чуна витерсе, чĕре тĕпне ăшă хĕлхемĕ тивертсе юрлать. Нумай-нумай юрă пĕлет вăл, паллах, пуринчен ытла хăй çуралнă çĕршыв юррисене. Анчах чи юратнă юрри унăн пĕрре кăначчĕ. Çав юрă, кĕвĕ илемлĕхĕ тĕлĕшĕнчен илсен, темех марччĕ ĕнтĕ, анчах, вăл ăна хăйшĕн чи савăнăçлă вăхăтсенче е чĕринче лапках мар самантсенче юрланăран-и, килĕшетчĕ пурне те. Çак юрра юрлама расчетрисем те пурте вĕренсе çитнĕччĕ. Чăвашлах.

Полкра тата çакна лайăх пĕлетчĕç: таçта инçетре, Атăл тăрăхĕнче, унăн чун юратнă савнă тусĕ Соня пур. Вăл ăна яланах хăйпе пĕрле тесе шутлатчĕ. Пĕр-пĕр пысăк ĕç тусан, паллах ĕнтĕ, çапăçу хирĕнче çĕнтерÿ тунă хыççăн канăçлăрах вăхăт килсен, вăл яланах унпа калаçатчĕ. Çу-ук, чăн-чăн Соньăпа мар, унăн сăн ÿкерчĕкĕпе. Пайтахчен калаçатчĕ, чунтан калаçатчĕ. Хăйне йывăр килсен те, вăл ăна – сăн ÿкерчĕкне ĕнтĕ – гимнастеркăн сулахай кĕсйинчен кăларатчĕ те ыйтатчĕ: "Тăванăм, халь ĕнтĕ мĕн тăвăпăр-ха, э? Мĕнле хăтăлăпăр ку инкекрен?" Унтан, хĕр ăна чăнах та ăнланнă пек, лейтенант йăл-л кулатчĕ те хăйех ăна хирĕç ответлетчĕ: "Юрать, тăванăм, ăнлантăм, чунăм, мĕн те лулин шутласа тупатпăрах". Вара каллех кĕсйине чиксе хуратчĕ. Çывăрас умĕн – çав сăн ÿкерчĕкне хытă хут çине çыпăçтарнăччĕ те – пуç вĕçне çакатчĕ. Çапăçусене тухса кайнă чухне ăна вăл радио-передатчик корпусĕ тăрне тĕрĕнтерсе лартатчĕ: "Вăл ман умра пултăр, мана вăй парса тăтăр, тăшман умĕнче шикленсе-хăрас пулсан, ун умĕнче хама намăс пултăр".– тетчĕ. Полкра çакăн çинчен пит лайăх пĕлетчĕç. Пĕлетчĕç кăна мар, çав таçти инçетри Соньăна, халиччен хăйсем нихçан куçпа курман Соньăна, Иван Нухратовăн савнă тусне, юрататчĕç те. Лейтенанта тĕл пулсанах: "Ну, Соня мĕнле унта?" – тесе ыйтатчĕç. Кулса-шÿтлесе мар, чăнласах, чунтанах. Салам яма хушатчĕç.

Вырăс ачи механик-водитель Афанасий Березкинпа (Салихов ăна яланах Вилĕмсĕр Березкин тесе чĕнет. Афанасий тени грекла çапла иккен) пушкăрт йĕкĕчĕ Салихов Ким наводчик пирки (хăйĕн ятне те хурламастчĕ вăл, эпĕ комсомолпа пĕрле çуралнă, çавăнпа – Ким, тетчĕ) темах калама çук. Вĕсем пурнăç çулĕ çине тухма хатĕрленнĕ кăна-ха. Çапах та вĕсен кашнин хăйсемшĕн чи хаклă, чи таса ĕмĕчĕсем пулнах. Сăмахран акă, Березкин, пилĕкмĕш разрядри токарьте ĕçленĕскер, машинăсем тăвакан машинăсене конструкцилеме ĕмĕтленнĕ, заводра ĕçленĕ вăхăтрах индустри институтĕнче заочнă вĕреннĕ. Ким Салихов кĕçех алла стетоскоп тытма хатĕр тăнă – вăрçă кансĕрленĕ. Медицина институтĕнче вĕреннĕскер, вăл çав тери чараксăр латинистчĕ: хăйĕн пĕр-пĕр "пысăк пĕлтерĕшлĕ" шухăшне калама тăрсан, каласа хуратчĕ хайхискер... ăнлан вара ăна.

Салиховпа Березкинăн пĕр кăсăклă йăли пурччĕ. Маршра пилĕк-ултă минутлăха чарăнсан-и е çапăçусем кăшт лăплансан, иккĕшĕ те тупă установкинчен сиксе тухатчĕç те пуçлатчĕç кĕрешме!.. Иккĕшĕ те лутра-латакаскерсем, йăраланчăк упа çурисем пекех муталанатчĕç, пĕтĕм полкĕ тенĕ пек вĕсем тавра кĕпĕрленсе тăратчĕ те, вĕсене курса ывăнни те вăй илнĕ пак туятчĕ, аманни те суранĕ çинчен манса каятчĕ...

Çапласкерсемччĕ вĕсем, Нухратов лейтенант расчетĕнчи воин-каччăсем. Пурте вĕсем пĕр тăван пекех туслăччĕ, çав тери туслăччĕ.

Расчетăн иксĕлми туслăхне палăртса, полкри пĕр-пĕр батарейăри питех туслă мар пек туйăннă расчет пирки асăнсан, Кунакбаев тÿрех çапла каласа хуратчĕ: "Эй, вĕсем-и? Вĕсем – Крылов асатте юптарăвĕ!" Кăна ĕнтĕ пурте ăнланатчĕç: сăмах "Акăш, рак тата çăрттан" юптару çинчен пырать. Вара вăл, юриех сăмахсене мăкăлтаса, çав юптарăва каласа паратчĕ: "Атнажты лебед ракăм, щукăм баклажан тащил..." – Вĕлеретчĕ култарса. Вĕçĕнче вара, çав виçĕ чĕрчун хушшинче туслăх пулманнине палăртса: – "Лебед, ракăм, щукăм ...о-овокий товарищ!" – тесе хуратчĕ лаплаттарса!.. "Анчах пирĕн расчет, – тетчĕ юлашкинчен мăнаçлăн, – Крылов юптарăвĕ мар!"

Акă мĕншĕн ĕнтĕ полкăн нихăш приказне те кĕмен тепĕр ырă ячĕ пурччĕ çак расчетăн: "Тăватă пĕр тăван". Тăватă пĕр тăван яланах пĕрле, яланах хăй вырăнĕнче, яланах çапăçăва хатĕр, пуриншĕн те чи лайăх тĕслĕх шутланатчĕ.

* * *

...О-во чугун çул станцийĕ тавра виççĕмĕш кун ĕнтĕ тÿсме çук вăйлă çапăçу пырать, фашистсем, хăйсем çав тери пысăк çухату тÿснине хăйсемех туяççĕ пулин те, урса кайса çапăçаççĕ, кашни самантрах ункăна çавăрса илеспе хăратаççĕ. Дивизин танк полкĕ малтанхи куннех хавшанă, иккĕмĕш кунне – çапăçăва кĕрейми вăйсăрланса юлнă. Артиллери сахал: вăл та пулин, çĕнĕрен çĕнĕ позицисем йышăнма тивнипе, чылай вăхăтне çапăçăва хутшăнаймасăр ирттерет. Асар-писер çапăçури мĕн пур йывăрлăхĕ Н-ски полкĕ çине тиенчĕ. Гитлеровецсем пĕр енче "савăл" çапаççĕ – Н-ски полкĕ унталла ыткăнать, савăла таптаса чĕрпĕклентерсе тăкать ; тăшман тепĕр енчен сĕкĕнет – полк унта çитет, каллех тăшмана тапса ывăтать, чăмласа пăрахать. Çапла пулин те, вăрçă вăл – вăрçă. Н-ски полкĕн те вăй чаксах пырать: халь пĕр установкăна вут хыпса илет, халь – тепĕрне.

Минутсем сехет çинче кăна пĕр виçеллĕ. Анчах этем пурнăçĕнче, уйрăмах çапăçу хирĕнчи салтакшăн, вĕсен виçи нихçан та пĕр тан мар. Хăш-пĕр чухне тамăк вутĕнчи çуллахи вăрăм кун та кĕске самантăн кăна туйăнать, тепĕр чухне минут тăршшĕ те – çулталăкăн, ĕмĕрĕн...

Тул çутăлса килнине расчетри тăватă çынран хăшĕ чи малтан асăрхарĕ-ши, паллă мар. Анчах нумаях та пулмасть вилĕм ташши кĕмсĕртетнĕ çапăçу хирĕ сасартăках шăпланни пурне те харăсах тĕлĕнтерчĕ.

Ытла та шăп. Çуллахи хĕвеллĕ кашни ире чĕвĕл-чĕвĕл юрăпа кĕтсе илекен кайăксен сасси те илтĕнмест вĕт-ха? Хăлха илтми, чĕрепе, чунпа кăна туякан янравлă шăплăх.

Тухăçран, шурăмпуçăн сенкер пурçăн каррине сирсе, çĕнĕ кун хĕвелĕ шуса тухрĕ. Тухрĕ те пĕтĕм тавралăха çутатса ячĕ. Çу-ук, унăн çути халь ăшшăн туйăнмасть, вăл кулмасть. Вăл, çак çутă тĕнчен чăн пурнăç аслашшĕ, çĕр çинчи хăйĕн хуçалăхне пăхса çаврăнать: "Курам-ха, мĕн ĕçлеççĕ унта, канăçсăр çĕр çинче?" Кăмăллă пулчĕ-ши ăна хăй мĕн курни, кăмăллă мар-ши, çакна калама хĕн. Вара вăл çÿлеллех, çÿлеллех çĕкленчĕ те хăйĕн ĕмĕр-ĕмĕрхи çулĕ çине ÿкрĕ.

Чи малтан Кунакбаев пуçне кăларчĕ, унтан Салихов наводчик... Березкин та хăйĕн люкне яриех уçнă. Пурте вĕсем ниçта та мар, хĕвел çине тинкернĕ. "Салам сана, çĕнĕ кун парнелекен пархатарлă хĕвелĕмĕр! Кур, эпир усал ĕç туман, эпир пĕтĕм çут тĕнчен тасалăхĕшĕн çакăнта тăратпăр. Ан пытан, пул эсĕ те пирĕнпех", – темерĕç-ши вĕсем кашни хăй ăшĕнче?

Таçта инçетре, çĕр айĕнчен тенĕ пек, пĕччен пăшал сасси илтĕнчĕ, тепĕр енче – пулемет тăкăртатни. Анчах çакă вăл ирхи сывлăшăн ултавĕ кăна – перессе çывăхрах переççĕ. Çав сасăсене илтсессĕн пурте сасартăках вăраннă пек пулчĕç, чĕмсĕр тавралăха пăхса илчĕç, ăнланчĕç: расчет пĕчченех тăрса юлнă.

Пĕччен! Çапăçу хирĕнчи салтакшăн çакăнтан йывăр туйăм пулман та, пулас та çук. Пурте куçĕсемпе лейтенант еннелле тинкерчĕç.

Нихăшĕ пĕр сасă кăлармарĕ пулин те, вĕсем мĕн ыйтасшăн пулнине лейтенант ăнланчĕ.

– "Ăçта?" Паллах, çапăçу хирĕнче, – терĕ Нухратав, нимĕнле хăрушлăха та туйман чухнехи пек лăпкă сасăпа. Унтан вăл та пуçне кăларса пăхрĕ. Вĕсен туппи пĕр утмăл-çитмĕл метр сарлакăш тĕмске хыçĕнче ларать иккен – нимĕнле çар картти çинче те паллă туман тĕмеске хыçĕнче.

Салихов та лейтенантла юнашар çĕкленсе тăчĕ. Куç туллин йĕри-тавралла пăхрĕ те тĕлĕнсех кайрĕ: ним сас-чÿсĕр лăпкă хирте ăçта пăхнă унта – кăвакрах симĕс мундирлă вилесем. Инçех те мар, шурă хĕресĕсене юриех кăтартасшăн, чĕмсĕр пулин те хăратасшăн пулнă пек, фашистсен темиçе танкĕ çийĕн, сÿнес умĕнхи вут пуççинни евĕр, шĕвĕ тĕтĕм йăсăрланать. Çавсемпе çапăçса ĕнтĕ çак расчет полкран татăлса юлнă, тăшманăн юлашки танкĕн "чунĕ тухиччен" упа ташши ташлатнине пула тул çутăлнине сисмен вĕсем.

– Диски леге артис , – терĕ наводчик, пуçласа çăвар уçса.– Ну мĕнĕх, урнă йытăсем, пурнăç йăлăхтарчĕ пулсан, ад патрес ăсатнăшăн пире тав туччăр.

Лейтенант сехет çине пăхса илчĕ: тăватă сехет те вăтăр минут – шăпах раци тăрăх полк командирĕпе çыхăнмалли малтан палăртнă вăхăт. Анчах ăçта-ши полк? Çĕрле, çапăçусем пынă вăхăтра, темиçе хутчен те чĕнсе пăхнă, çук, полкпа çыхăну тытса пулмарĕ. Нивушлĕ раци пăсăлнă е полк тĕппипех пĕтнĕ? "Çук, çук, пулма пултараймасть!" – пуçне килнĕ усал шухăша сирме тăрăшрĕ Нухратов.– Эпир пур, эпир сывă, апла пулсан, полк та сывах, вăл çапăçу хирĕнчех!"

Акă вăл карланкă мăкăлне пусса тăракан ларингофон çаврашкине тата хытăрах туртса лартрĕ те полк командирне чĕнме тытăнчĕ:

– "Çеçпĕл пĕрремĕш", "Çеçпĕл пĕрремĕш". "Тăватă пĕр тăван" чĕнет. "Тăватă пĕр тăван" чĕнет. "Çеçпĕл пĕрремĕш!" "Çеçпĕл пĕрремĕш!.."

Пилĕк минут та, вунă минут та, çур сехет те иртет, наушник сасă памасть, наушник чĕмсĕр. Апла пулсан...

Тăвăр пулин те, пурте тупă уйрăмне пухăнса тăнă, механик-водитель те кунтах. Пурте вĕсем хăйсен командирĕ куçĕнчен тинкернĕ, вăл ырă хыпар пĕлтерессе кĕтеççĕ. Анчах раци те, командир та вĕсене нимĕнле хыпарпа та савăнтараймасть. Çакна туйса илсен тин пурте ăнланаççĕ: пирĕннисем чакнă, расчет тăшман ункинче, полкпа çыхăну çук.

Чĕресем хăвăртрах тапма пуçлаççĕ, пĕтĕм ÿт-пĕве шиклĕх хупăрласа илет, анчах çакна пĕри те палăртмасть. Пурте командир куçĕнчен пăхаççĕ: "Малашне мĕнле?!"

Расчетăн кăмăл-туйăмне командир самантрах ăнланчĕ: кун пек самантра урлă-пирлĕ шухăшлама, пуçа усма, сехрене ÿкме пама юрамасть.

– Пурте харпăр хăй вырăнне! – команда пачĕ вăл çирĕппĕн.-– Салихов, тавралăха сăна, мĕн те пулин асăрхасан, мана пĕлтер!

– Есть! – наводчик каллех хăйĕн вырăнне йышăнчĕ те перископне çÿлелле улăхтарчĕ.

Березкин та хăйĕн "шăши шăтăкне" кайса ларчĕ люкне хупрĕ, ерипен те пĕр тикĕссĕн моторне ĕçлеттерме тытăнчĕ. Кунакбаевăн çеç нимĕнле ĕç те çук.

– Лейтенант юлташ, – терĕ вăл чĕререн тухакан лăпкă сассипе, командира çăмăллăх тупса парас евĕр.– Лейтенант юлташ, пирĕн... Ну... Сирĕн Соня...Тен, вăл мĕн те пулин...

Кунакбаев пĕлет: йывăр вăхăтсенче савнă хĕрĕн сăн ÿкерчĕкĕпе çеç калаçсан та, лейтенант чĕри лăпланать, пуçĕнчи шухăш çиппи те тикĕсреххĕн çăмхаланма тытăнать. Анчах лейтенант Соньăпа та, хăйĕн маттур заряжающийĕпе те калаçасшăн пулмарĕ курăнать. Йăл кăна кулса илчĕ те вăл, атя-ка, Соньăна кансĕрлер мар, хамăрах май тупатпăр, терĕ çеç. Вара каллех раципе аппаланма тытăнчĕ.

Умформер* лайăх ĕçлет, ку паллă. Анчах приемникпе передатчик. Хăшĕ пăсăлнă? Кĕçех асăрхарĕ: приемникри пĕр лампи çутăлмасть. "Çунса кайнă е?.. Пĕр лампине, теприне шаккаса пăхать вăл пÿрне вĕçĕпе. Пралук сыпписене тĕрĕслет. Çĕр кисретсе каллĕ-маллĕ ĕрĕхтерсе çÿренĕ вăхăтра татăлма та, сыпписем хăпăнма та пултарнă. Тĕрĕсех. Акă, пĕр пралукĕ татăлнă, шăпах приемнике каяканни.

– Кай, кай, Ив-а-на...– ĕнĕрлеме пуçларĕ лейтенант хăйĕн яланхи юррине, – ма кай-мас-тăн Ив-ва-на...– Ку ĕнтĕ унăн кăмăлĕ улшăннине, лайăхланнине пĕлтерчĕ. Вăл хĕрсех ĕçе тытăнчĕ.

Таврара çав-çавах шăп. Тĕмескерен пĕр-ик çĕр метрта йăсăрланса ларакан нимĕçсен танкĕнче сасартăках снарядсем шартлатса çурăлма тытăнчĕç. Хуп-хура тĕтĕм тапса тухрĕ. Тахçанах аманнă хурçă аçтаха юлашки сывлăшне кăларса ячĕ.

Ши-ши, шăй-шай! шăхăрма пуçларĕ наушникре, унтан çатăртатни, хăрăлтатни... Кĕçех, таçтан хăяматран, нимĕç радисчĕ йытăлла вĕрлешни хăлхана кĕре пуçларĕ'

– "Çеçпĕл пĕрремĕш!" "Çеçпĕл пĕрремĕш!" "Тăватă пĕр тăван" чĕнет, "Тăватă пĕр тăван" чĕнет, прием! – вĕçĕмсĕрех, вĕçĕмсĕрех такмаклать Нухратов, "Çеçпĕл пĕрремĕш" пур пĕрех сасă памасть. "Ан тив – шухăшлать лейтенант, – полк пире илтмест-ха, анчах раци ĕçлет, шанчăка çухатма кирлĕ мар. Халь ĕнтĕ малашнехи çинчен шухăшламалла, мĕнле те пулин татăклă решени йышăнмалла".

– Заряжающий! Снаряд миçе?

– Вун виçĕ снаряд, виçĕ автомат, пĕр карабин, – самантрах пĕлтерчĕ Кунакбаев, – гранатăсем... гранатăсем тăваттă кăна.

"Ăçта халь расчет? Чĕмсĕр хирте, тăшман виллисем хушшинче, – шухăшлать командир. – Апла халех мар пулин те, тепĕр сехетрен е тата кăшт вăхăт иртсен, чĕмсĕр хир те сасартăках вăранма пултарать. Унта та кунта сапаланса выртакан вилесем вырăнне чĕррисем, тек ĕмĕрне хускалми танксем вырăнне тăшманăн çĕнĕ танкĕсем килсе тухма пултараççĕ. Кашни самантрах хатĕр тăмалла, çав вăхăтрах ху кунта иккенне те палăртмалла мар. Асăрхану – çăлăнăç, çĕнтерÿ; тимсĕрĕх е чараксăр "паттăрлăх" – вилĕм е тыткăн, ăруран ăрăва куçакан чикесĕр намăс.

Чи кирли вăл – пур енчен те шанчăклă позици йышăнасси, иккĕмĕшĕ – хĕç-пăшал запасĕ тата тимлĕх.

"Пурĕ вун виçĕ снаряд. Перекетлĕ усă курсан, тĕл персен, пайтах тытăнса тăма, тăшмана пайтах сиен кÿме пулать. Виçĕ автомат, пĕр карабин, тăватă граната. Эх, пулемет пулсанччĕ тата! – тĕмсĕлсе шухăшларĕ Нухратов. – Çак самантра ăçтан тупăн-ха ăна? Чим, çапăçу хирĕ – çапăçу хирĕ мар-им вара? Кам хăюллăрах? Кунакбаев, Салихов е Березкин? Хушсан пĕри те шикленсе тăрас çук. Анчах Салихов... Тĕрĕс, Салихова ярсан вырăнлăрах пулать. Кунакбаевпа Березкин тата командир кашни хăй черетпе тупă установки валли позици тăваççĕ, тăшмана сăнаççĕ. Кĕреçе – пурĕ те пĕрре кăна. Ку начар. Пĕр кĕреçепе пĕр çын кĕрсе тăмалăх окоп чавма та пайтах вăхăт кирлĕ. Апла – урăх май тупмалла. Тол çук. Бикфорд шнурĕ те çук. Çук? Вара мĕнех?!"

Кунашкал вăхăтсенче шухăш çиçĕм пек вĕçет. Кирлине те самантрах тупать. Çапла пулмалла командирăн.

"Миçе снарядчĕ-ха? Ах, вун виççĕ, шуйттан тÿшĕнĕ? Пĕттĕр виççĕшĕ. Тĕмеске варрине кĕреçепех тарăн лакам чавас. Хĕсĕк, ансăр, анчах тарăн пултăр. Тĕпне, бензинпа йĕпетсе, çак шăрăхра ахаль те кирлĕ мар фуфайка пăрахас... Çу-ук, ку тĕрĕс мар. Фуфайкăсăрах, виçĕ еннелле пăхтарса, виçĕ снаряд хурас, кашнин çумне пĕрер граната çыхас. Запал ункисенчен çыхнă кантра вĕçĕсем виç-тăватшар метр... çук, виççĕшне пĕр тĕвве тытăнтарса çиеле пĕр вĕç кăларсан та çитет. Лакăмне тăпрапа витес, таптас. Ара çав, таптас! Лакăмĕ анлăрах пултăр. Çапла, çак установкăри расчет çыннисен артиллерист кăна мар, танкист та, стрелок та, пĕр вăхăтрах сапер та пулмалла.

* * *

Миçемĕш хут ылмашăнчĕç-ши ĕнтĕ расчет командирĕпе унăн икĕ помощникĕ!? Лейтенант хăй те, механик-водительпе наводчик та гимнастеркисене çеç мар, аялти кĕписене те хывса пăрахнă. Йĕп-йĕпе тара ÿкнĕ, тăпра тусанĕпе вараланса пĕтнĕ Нухратов тупăк антарма чавнă пек ансăр та тарăн шăтăка тепĕр хут сикрĕ. Кунта сывлăш сивĕрех, нÿрĕрех, çапах та ĕçлеме çăмăл мар – чăн-чăн вил тăпри шăтăкех ĕнтĕ. Тата тепĕр çур сехете яхăн чавнă хыççăн вăл установкăна аяккарах кайса лартма хушрĕ те Кунакбаевпа Березкина хăй патĕнчен хăваласа ячĕ, унтан чи кăткăс ĕçе – снаряд-сене майласа хурса вĕсене гранатăсемпе çыхăнтарма пуçларĕ. "Сапер хăй ĕмĕрĕнче пĕр хут çеç йăнăшать", – теççĕ çарта. Ку тĕп-тĕрĕсех ĕнтĕ: йăнăшрăн – амантăн е... ĕмĕрлĕхех куçна та хупрăн. Çавăнпа лейтенант çак ĕçе хăй çине илчĕ – йăнăшсан та пĕр хăй кăна пĕтет. Инкек-мĕн пулас пулсан, ыттисен, чĕрĕ юлаканнисен, кайран мĕн тумаллине те каласа тăмарĕ вăл: йăнăш пулас çук, пулсан та... виçĕ паттăр аптраса ÿкес çуках, хамăрăннисем патне тухаççех.

Акă ĕнтĕ снарядсемпе гранатăсене ыталаштарса вырттарнă, çиелтен каллех тăпра витнĕ, таптаса пирчетнĕ. Аяккарах кайса выртса вăрăм кантра вĕçне вăйпа туртасси çеç юлнă. Ансăртран кантри ан татăлтăрччĕ кăна.

Минутсем сехет çинче кăна пĕр виçеллĕ. Акă халĕ... çеккунт та сехетĕн туйăнать, сехет йĕппи те тÿсме çук вăраххăн куçать.

Чик-чик, чик-чик! шаккать пĕчĕк сехет.

Кĕмсĕр-р! кĕрлерĕ взрыв.

Нухратов та, Кунакбаенпа Березкин та çакăн хыççăн пĕр самант хăйсен вырăнĕнчех выртрĕç, унтан çапăçу хирне куçпа пăхса çаврăнчĕç, унта нимĕнле улшăну та, нимĕнле хускану та палăрмарĕ, нимĕçсен чĕмсĕр танкĕсем хушшинче кăна Салихав пăлтăртатса çÿрет. Вăл мĕн пулса иртнине ăнланчĕ пулас та пилоткине темиçе хутчен çÿлелле ывăтрĕ – хăйĕн командирне саламларĕ ĕнтĕ.

Тахăшĕ команда панă евĕр виççĕшĕ те харăсах сиксе тăчĕç те взрыв лакăмĕ патне чупаса пычĕç.

– Вăт ку аван! – кăшкăрса ячĕç наводчикпа механик-водитель.

– Пит аван! – çирĕплетрĕ командир.– Халь ĕнтĕ каллех алла кĕреçе тытăпăр, кăпка тăпрана ывăтасси темех мар.

Каллех пуçланчĕ хĕрÿ ĕç. Çак лакăма аслăлатса çитерсен вара шикленмелли çук – установкăна вырнаçтармалла та каç тĕттĕмĕ çитессе кĕтмелле, тăшмана асăрхамалла, ункăран тухма тĕрĕс çул шыраса разведка тумалла, эфирта "Çеçпĕл пĕрремĕшне" шырамалла.

Пĕри чавать, тепри канать, ку ывăнать – виççĕмĕшĕ кĕреçе тытать. Вăркăнать нÿрĕ тăпра, аслăланать, тарăнланать установка валли вăрттăн "йăва".

Акă ĕнтĕ хĕвел те каç еннелле сулăна пуçларĕ. Установкăна та вырнаçтарса лартнă ĕнтĕ, маскировка тăвасси çеç юлчĕ.

Салихов... Мĕнле маттур йĕкĕт вăл Салихов! Нимĕçсен çунмасăрах тĕп пулнă танкĕсем çинчен пĕрре мар, харăсах икĕ пулемет сĕтĕрсе килнĕ. Иккĕшĕ те тĕрĕс-тĕкелех. Патрон чыхса тултарнă дисксем те çителĕклех. Вĕсене, çак пысăк мар тĕмескен икĕ айккине вырнаçтарса, çавра оборона тума пулать. Тен, установ-кăрах вырнаçтарсан тĕрĕсрех пулмĕ-ши? Анчах хăш тĕле?

Лейтенантăн шухăшне пĕлнĕ пекек, Салихов акă мĕнле сĕнÿ пачĕ:

– Хĕрсе çапăçу пынă вăхăтра мĕне кирлĕ пире перископсем? Кăларас та ывăтас. Вĕсен йăвисене, штырь çине тирсе, икĕ енне икĕ пулемет вырнаçтарар. Пулчĕ вара чăн-чăн хурçă крепоç.

Аван ĕçлет çак Пушкăрт йĕкĕчĕн пуçĕ. Маттур!

Халь ĕнтĕ пурте хатĕр, пурте йĕркеллĕ, теме пулать. Тата мĕн манса юлнă? Тата мĕн çинчен шухăшламалла?

– Эх, ăста-ши пирĕн кухньă? – лейтенантăн шухăшне сирсе ячĕ Кунакбаев.– Пĕрре кăна, килти пек çуллă плов е баклажан пăтти çисе кураясчĕ тăраниччен...

– Манăн килтисем халь ĕнтĕ çывăрма та выртрĕç пулĕ, – сăмах хушрĕ Салихов, тарăннăн анасласа.

Механик та икĕ мотор хушшинчен пуçне кăларнă.

– Çук, манăннисем халь... сменăран кăна тухрĕç пуль-ха. Е тата тепĕр сменăна юлчĕç-ши?..– Унтан хаш сывларĕ те малалла каларĕ: – Мускав мĕнлерех-ши халь? Часах каç пулса çитет, урамсенче электричество çутмаççĕ, кантăксене хупланă...

Кунакбаев та, Салихов та – кашни харпăр хăй çуралнă çĕршывĕ çинчен аса илчĕ.

– Сирĕн мĕн тăваççĕ-ши халь? – терĕ Кунакбаев, раципе ăшталанакан Нухратова хулĕнчен кăлт тĕртсе.

Лейтенант наушникне хыврĕ, илтмĕш пулса тепĕр хут ыйтрĕ. Наводчикпа заряжающие хулĕсенчен ыталаса илчĕ те механик çине пăхрĕ.

– Манăн тăвамсем-и? – ыйтрĕ вăл харăсах пуринчен те.– Манăн тăвансем хăвăртрах Гитлера çĕнтерсе эпĕ киле таврăнасса кĕтеççĕ. Куç пек кĕтеççĕ. Çапла, тăванăмсем.

Вăл каллех рацие ĕçе ячĕ. Каллех те каллех "Çеçпĕл пĕрремĕшне" чĕне пуçларĕ. Хум çинчен хум çине куçать, эфира хуйхатать. Анчах "Çеçпĕл пĕрремĕшĕ" чĕнмест те чĕнмест.

– Командир юлташ! Сылтăмра – тăшман танкĕсем! – сасартăк пĕлтерчĕ яланах сыхă Кунакбаев.

Чăнах та, çак тĕмескерен пĕр çичĕ çĕр метрта тăшман танкĕсем курăнса кайрĕç. Пĕрре, иккĕ... тăваттă, пиллĕк, улттă... Пурĕ улттă. Вĕсем станци еннелле çул тытнă. Тарăн окопа кĕрсе ларнă "Тăватă пĕр тăванăн" установкинчен çĕр аллă, ик çĕр метрта иртсе кайма тивĕç.

Нимĕнле команда пама та кирлĕ пулмарĕ: кашниех харпăр хăй вырăнĕнче. Березкин моторсене ĕçе ячĕ.

– Алеа якта эст дикой Юлиус Цезарус1, – тесе, прицел умне пĕшкĕнчĕ те Салихов, тăшманăн малти танкĕ шунă май тупа кĕпçине те унпа танах шутарса пычĕ. – : Аудентес фортуна юват!

– Шăп! – чарчĕ ăна лейтенант.

– Ара çав, лейтенант юлташ, телей хăюллисене пулăшать. Кăна эпĕ мар, Вергилий2 калана.

Шăваççĕ тăшман танкĕсем, куçать прицел, куçать кĕçех вут-хĕм сапма хатĕр тупă кĕпçи.

– Малтине тивертсен, чи хыçалтине! Кашнине пĕрер снарядран ытла мар.

– Есть, кашнине пĕрер снарядран ытла мар! – янратса ячĕ наводчик.

Кам калать ăна, çĕр çинче пĕр шиксĕр салтак пур тесе? Çук, апла каланине нихçан та ан ĕненĕр. Айван çеç е нихçан çапăçусенче пулса курман çăмăлттай кăна çапла калама пултарать. Сан куçăнтан пăхса сана хирĕç вилĕм шăвать пулсан, темĕнле паттăрăн чĕри те шиклĕрех, хăвăртрах тапма пуçлать. "Кам кама!" Çапла вăл ĕмĕр ылхавлă ирсĕр вăрçăсен хаяр саккунĕ. Ан ман, сан умăнта тăшман. Çакна хăвăртрах аса ил те клещеле чĕрÿне, вичкĕнлет куçна, çивĕчлет хăлхуна, çатăрла пăшална. Пăшалпа хăв уйрăлми пĕр пул, аннÿ хăй варĕнчен иксĕре пĕрлех çуратнăн! Вара... Вара эс паттăр, вара эс çĕнтерÿçĕ! Тăван çĕршыв? Кун пек самантра эпир ун ятне сăмахпа асăнмастпăр, вăл пирĕн чĕрере, пирĕн юнра, пирĕн ÿтре, пирĕн куçа курăнми кашни атомра!

Чĕмсĕрччĕ, шăпчĕ тавралăх. Тек чĕмсĕр мар, тек шăп мар тавралăх. Чанкăртатаççĕ гусеницăсем, çĕре хăйăраççĕ траксем. Виç çĕр метр, ик çĕр аллă... ик çĕр!

– По фашистским гадам, бронебойно-зажигательным, огонь!!!

Вут хыпрĕ малтине.

– Огонь!

Мăйне татнă автан евĕр çаврăнать хыçалти.

– Вилместĕн?! Огонь!

Тăваттăшне çулăм хыпса илсен тин тăна кĕчĕç фашистсем. Анчах... кая.

Лейтенант темĕн кăшкăрать. Салиховпа Кунакбаев вăл хăйĕн яланхи юррине пуçларĕ пуль тесе, хăйсем те юрла пуçларĕç.

Ка-ай, кай, Ив-ва-на,
Мм-а ккайма-стăн Ив-ва-на...

– Полк, полк чĕнет! – кăшкăрать Нухратов, раци еннелле кăтартса. Çук, ăнланмарĕ ăна нихăш те.

Пиллĕкмĕшне те вут хыпса илсен, Афанасий, грекла ятпа – Вилĕмсĕр Березкин, установкăна окопран кăларчĕ те тÿрех улттăмĕш еннелле ыткăнтарчĕ. Лешĕ тарать.

Саккăрмĕш снарядне чикесшĕнччĕ Кунакбаев, лейтенант ăна картах тытса чарчĕ:

– Ракетницă! Ракетă пар!

Пĕлĕте çити тĕтĕм кăларса тарать тăшман танкĕ. Хăвалать ăна "Тăватă пĕр тăван". Хăвалать, уçă тупă кĕпçи витĕр снарядсем мар, трасса хăваракан снаряд вырăнне – ракетăсем вĕçеççĕ. Аван та иккен вăл тăшмана сехре хăптарма! Пăталама-и? Пăталама ĕлкĕрме пулать. Халь ĕнтĕ вăл тараймасть.

– Заряжай!

Лейтенантăн пит-куçĕ чалăшнă, куçĕсем пĕр вăхăтрах савăнăçпа та, хаярлăхпа та ялкăшаççĕ:

Броня крепка, орудие речисто...

Пĕрремĕш хут хăйĕн яланхи йăлине улăштарчĕ лейтенант...

Бойцы в расчетах мужеством полны.
Мы и танкисты и артиллеристы –
Своей любимой Родины сыны!

юрра хутшăнчĕ пĕтĕм расчет.

– Огонь!

– "Çеçпел", "Çеçпĕл"! Кăна эпир юрлатлăр, "Çеçпĕл"!

Гремя огнем, сверкая блеском стали,
Идет расчет наш в яростный поход...

Илтет-ши вĕсене кам та пулин?!

Илтмин! Илтмĕçин! Расчет пурнать, расчет сывă! Расчет тăшмана хăвалать, тăшмана таптать, ăна пăталать.

– Огонь!

Кĕмсĕртетрĕ тупă. Нухратовпа Салихов та тÿсеймерĕç, çÿлелле кармашса пуçĕсене кăларсах пăхрĕç. Салихов урра кăшкăрса ячĕ. Тăшман танкĕ, аманнă нăрă евĕр, пĕр вырăнта çаврăнчĕ-çаврăнчĕ те тăпах чарăнчĕ – хăрах гусеници татăлнă.

– Малалла! Сиккипе малалла, Березкин!

Механик-водитель командира самантрах ăнланчĕ: чарăннă тăшман танкĕ хăйĕн туппине çавăрса тĕллеме ĕлкĕриччен ун çывăхне, персе тивертмелле мар сектора, çитсе ÿкмелле, вара экипажне тыткăна илмелле.

– Вĕçтер, вилĕмсĕр Березкин! – кăшкăрать Салихов та.

Нухратов шутлани тĕрĕсех пулчĕ – тăшман танкĕ персе ĕлкĕреймерĕ. Авă ĕнтĕ, Кунакбаевпа Салихов ун çине хăпарса тăнă та кĕмсĕртеттереççĕ кăна башньă люкĕнчен. "Хэнде хох! Хэнде хох!" – кăшкăрашаççĕ иккĕшĕ те.

Люк уçăлчĕ. Танк ăшĕнчен, аллисене çĕклесе, пĕрин хыççăн тепри виççĕн тухрĕç. Шапа тĕслĕ тумлăскерсем, хăйсем хăранипе шуралса кăвакарса кайнă, алли-урисем чĕтреççĕ, куçĕсем шăшилле йăпăртатаççĕ, шăлĕсене шаккаса темĕн мăкăртатаççĕ – ан вĕлерĕр тесе тархаслаççĕ пулмалла.

– Эх, Салихов, Салихов... Айван ача пулнă иккен эс! – ахăлтатсах кулса ячĕ лейтенант.– Кам хушнă сана латин чĕлхине вĕренсе аппаланма? Çак путсĕрсемпе латинла калаçса тулкă тупас пур тетĕн-и? "Хэнде хохсăр" пуçне нихăшĕ те пĕр сăмах пĕлместпĕр, мĕнле калаçăпăр-ха ĕнтĕ?

– Хушăр кăна, хам калаçатăп, – фашистсем еннелле çиллессĕн пăхрĕ Кунакбаев.

– Березкин!

– Итлетĕп, лейтенант юлташ!

– Хăвăртрах танк моторне тĕрĕслĕр.

– Есть!

– Салихов!

– Итлет Салихов!

– Туппине, прицел механизмне тĕрĕсле, снарядсем миçине пĕл.

– Есть!

– Кунакбаев...

– Кунакбаев итлет, лейтенант юлташ!

– Тыткăна илнисен кĕсйисене ухтар, татăлнă гусеницăн тракĕсене сыптар. Кала, хăвăртрах ĕçлеччĕр.

– Есть, лейтенант юлташ! Парам эп вĕсене... лебедь, ракăм, щукăм! Шнель! – кăшкăрчĕ вăл гитлеравецсем еннелле.

Лейтенант, установка ăшне кĕрсе ларса, çапăçу хирне сăнама пуçларĕ, каллех тăшман килсе тухасран сыхă тăчĕ, малалла мĕн тумалли çинчен шухăшларĕ. Вăл çапла план турĕ: тăшман танкне те пĕрлех илсе, хăвăртрах малтанхи позицие кайса вырнаçмалла. Каç тĕттĕмĕ çитсен – хамăрăннисем еннелле. Тăшманпа тытăçма тивсен, нимĕç танкĕ те нимĕçсенех аркаттăр. Ункăран вĕçерĕнмеллех, полкпа пĕрлешмеллех.

Расчет тăшман танкĕн моторĕ те, туппи те юсавли çинчен пĕлтерчĕ. Гусеницăна та нимĕçсем хăйсемех сыпса майлаштарчĕç.– Расчет, итле приказ! – лăпкăн та çирĕппĕн каларĕ Нухратов лейтенант.– Хамăн малтанхи плана улăштарса акă мĕн хушатăп. Нимĕçсен танкне хам ертсе пыратăп. Манпа пĕрле – Кунакбаевпа пĕр нимĕçĕ. Хамăрăн установка çинче – Березкинпа Салихов. Тăшман ункинчен тухиччен эпĕ малта пыратăп, Березкин ман хыçра. Тăшманран татăлсан, Березкин мала тухать, - эпĕ ун хыçне ÿкетĕп. Пурте ăнлантăр-и?

– Ăнлантăмăр, лейтенант юлташ, – харăсах ответлерĕç виççĕшĕ те.

Кунакбаев ун-кун пăхкаласа илчĕ те ыйту пачĕ:

– Тепĕр икĕ фашистне ăçта хурăпăр?

– Эпир тăшман ункинче, каламасăрах пĕлмелле.

– Есть, лейтенант юлташ!

– Маршрут – О-во станцийĕнчен пĕр километр сулахаярах, тухăçалла! По местам! Приготовиться к бою! Ман хыççăн, вилĕмсĕр Березкин! Юрăпа, хамăрăн юрăпа!

Ка-ай, кай, Ив-ва-на,
Мм-а ккайма-стăн Ив-ва-на...

Паллах, моторсен кĕрлевĕ витĕр хăйсен юррине хăйсем те илтмеççĕ вĕсем. Пулин! Ку вĕсемшĕн пур пĕрех, ку вĕсемшĕн темех мар. Çĕнтерÿçĕсем юрлаççĕ, çавă паха!

* * *

Тăватă пĕр тăван! Тупайрăр-ши ун чухне хавăрăн полкăра, пĕрлешейрĕр-ши унпа?

Тăватă пĕр тăван! Ăçта-ши эсир халĕ, вăрçă хыççăн? Сывах-ши, тĕрĕс-тĕкĕлех-ши?

Тавахчĕ!

Юратнă ачăрсене утьăкка сиктеретĕр-ши, е вĕсем ĕнтĕ шкула та чупакан пулнă?

– Тавахчĕ!

Паян кун аслă Çĕнтерÿ кĕрекинче ларатăр-ши? Никам нихçан çĕнейми Тăван çĕршывăмăр мухтавĕшĕн тав курки çĕклерĕр-ши?

Тавахчĕ! Тавахчĕ!

Е... Вăрçă вăл – вăрçă. Вара... Вара ан ÿпкелĕр. Юратнă Тăван çĕршвшăн эсир яланах чĕрĕ, яланах пĕрле!

Абаш, С. Тăватă пĕр тăван : [калав] / С. Абаш // Халăх хăвачĕ. – Шупашкар, 1965. – С. 107-123.