Писатели Чувашии в Великой Отечественной войне

 

Чувашская литература периода Великой Отечественной войны Погибшие на фронтах Великой Отечественной войны Они вернулись с поля боя
Мранька Никифор Федорович (Мораньков)
Никифор Мранька

Юншăн юн

Виçĕ актлă, 5 картинăллă пьеса

ВЫЛЯКАНСЕМ:

Çтаппан – красноармеец.
Хветĕр – Çтаппан ывăлĕ, летчик-лейтенант.
Полковник.
Дежурнăй.
Иван – партизансен отрячĕн начальникĕ.
Анка, Федул, Губаревич - партизансем.
Старик, карчăк - белоруссем.
Фашистен офицерĕ.
1-мĕш фашист.
2-мĕш фашист.
3-мĕш фашист.
4-мĕш фашист.
5-мĕш фашист.
6-мĕш фашист.

ПĔРРЕМĔШ АКТ.

Белорусси. Ял. Урам тулашĕ. Тĕттĕм çĕр. Лапсака хурăн патĕнче ватă белоруссем тăраççĕ. Пĕчĕк ачаллă хĕрарăмсем те пур. Вĕсене фашистсем хупăрласа илнĕ. Пулеметран, пăшалсенчен пеме хатĕр тăраççĕ.

Офицер. Тата нумайччен шăла çыртса тăратăр-и? Сирĕнтен ыйтаççĕ: ăçта ывăлăрсем? Ăçта большевиксем?

Старик. Пĕлес пулсан, тахçанах каланă пулăттăмăр...

Офицер. Аха, пĕлес пулсан... Халĕ пĕлместĕр апла? Санăн чĕлхе çухалман курăнать... (Стари к е сасартăк кăкăртан ярса илсе çынсем хушшинчен сĕтĕрсе кăларать). Санран ыйтаççĕ, йытă пуçĕ! Ăçта ывăлу?.. Каламастăн-и? Ме, апла пулсан! (Старике çапса йăвантарать.) Пуçна çапса салататăп! Кала, ăçта ывăлусем?.. Сахал пулчĕ-и мĕн, шарламастăн?.. (Салтакĕсене) Илсе килĕр вĕрен!

Икĕ фашист вĕрен йăтса килеççĕ.

Офицер (паллă туса фашистсене т ă х т а м а хушать). Эй, ват супнă! Чĕнмесен; тата темиçе минутран хурăн тăрринче пулатăн. Суйла: çăхансен апачĕ пулас килет-и, чĕрĕ юлсан авантарах-и? Юлашки хут ыйтатăп: ăçта ывăлусем?

Старик. Каçарăр, сире мĕнле чĕнмеллине пĕлместĕп эпĕ.

Офицер. Пурĕ-пĕрех...

Старик. Хăвăрах куратăр, выртнă çĕрте калаçма хĕн, тăма ирĕк парăр.

Офицер. Тăр!

Старик тăрать. Белоруссем хумханни палăрать.

Карчăк. Семен...

Офицер. Хупла çăварна, эсрел карчăкĕ! Санран ыйтмаççĕ!

Старик. Карчăк, ан хумхан эсĕ. Аслисем ыйтаççĕ, мĕн пĕлнине калас пулать.

Офицер. Ну, кала хăвăртрах!

Старик. Тĕрĕссине çеç каламалла-и?

Офицер. Ним пытармасăр калас пулать. Тĕрĕссине каласан, нимĕç офицерĕн кăмăлĕ çине шанма пултаратăн.

Старик. Тавтапуç ырă сăмахăрсене... Ним пытармасăр каласа парăп. Чăн тĕрĕсси çакă пулать: Белорусс халăхĕ нихăçан та сутăнчăк пулман. Мана панине каялла ил! (Офицера çупса я рать.) Ĕмĕр çапнă эпир сире, татах çапатпăр! Чăн сăмах çакă пулать...

Офицер (у р с а кайса). Çакăр ăна! Часрах!

Фашистсем старике ярса тытса сĕтĕрме тапратаççĕ.

Старик. Карчăк... Тăвансем... Ан парăнăр, çирĕп тăрăр ..

Офицер. Хуплăр çăварне...

Старик. Сыв пулăр...

1-мĕш фашист старике пуçран пăшал кÿпчекĕпе çапса антратать. Старик ÿкет. Фашистсем ăна сĕтĕрсе каяççĕ.

Карчăк (çынсем хушшинчен сирпĕнсе тухса офицер çине тапăнать). Çынвĕлеренсем! Вăрă-хурахсем!

Офицер. Эсрел карчăкĕ, ăçта çыпçăнатăн! (Карчăка ç а п с а ÿ к е р е т.)

Карчăк. Хытăрах çап, çынçиен! Ваттисемпе çапăçма вĕреннĕ эсир!

Офицер. Хупла çăварна!

Карчăк. Тискер кайăк! Çын сассинчен хăратăн-и? Эпир кăшкăрнине пĕтĕм тĕнче илтĕ. Ан васкăр, пур çĕршывра та сире хирĕç вăй çĕкленĕ. Пуриншĕн те ответ тытăр...

Офицер (револьверĕпе тĕллесе). Татах çăварна каратăн-и?

Карчăк. Акă, ватă кăкăрăмран тĕллесе пер. Темĕн чул урмăшсан та, хĕвеле тухма чараймăр. Пире чура тăваймăр.

Офицер карчăк çине тĕллесе перет.

Карчăк (вилеймен). Ылханлă, ирсĕр... Мана тĕл пеме те юнлă аллусем чĕтрекен пулнă...

Офицер (карчăк çинелле темиçе хут перет). Ме! Ме! Ме! (К а р ч ă к ш ă п л а н с а н) Эсрел карчăкĕ… Хайль Гитлер!

Фашистсем. Хайль Гитлер!

Офицер (белоруссене). Астăвăр, ырă кăмăлпа каласа памасан, пурсăра та сире (карчăк çине кăтартса) çакă кĕтет. Пурнас килет пулсан, каласа парăр. Вара кирек ăçта кайма та ирĕк паратăп... Тен эсир пирĕн щухăшсене чухлайман пирки ютшăнса тăратăр? Пĕлĕр: эпир сире тивме килмен. Эпир белоруссен тусĕсем. Большевиксене пĕтерсе, сирĕн çĕршыва йĕрке тума килнĕ. Кам пирĕн майлă, кам пире пулăшас тет, малалла тухса тăрăр!

Белоруссем пĕри те вырăнтан сикмеççĕ.

Офицер. Пирĕн майлисем никам та çук-и?.. Большевиксене пĕтерме пулăшасшăн мар эппин? Пирĕн кăмăл-шухăшăмсене халĕ те ăнланайман курăнать эсир. Юрĕ, тĕплĕрех ăнлантарма тăрăшăпăр. (С алтакĕсене.) Хатĕрленĕр!

Фашистсем пулеметран, пăшалсенчен пеме хатĕрленсе тăраççĕ.

Офицер (сехет çине пăхса). Шухăшлама икĕ минут паратăп. Вăхăт пур пек чухне тăна кĕме тăрăшăр. Кайран ÿкĕнмелле пулĕ. (Сехет çине пăхса) Тепĕр минут çеç юлчĕ... Кам каласа парас тет, мала тухса тăрăр... Никам та çук-и? Аван... (С а л т а к ĕ с е н е) Перĕр!

Фашистсем белоруссене пулеметран, пăшалсенчен персе пăрахаççĕ. Вилейменнисене штыксемпе чикеççĕ. Пĕчĕк ача хĕрарăм аллинчен ÿкет, йĕрсе ярать. Офицер ача патне чупса пырса ăна персе пăрахать.

Офицер (вилесем çине пăхса). Çĕр ăманĕсем! Куна çеç мар кăтартăпăр-ха эпир сире. Çĕр çинчен çÿп-çап пек сăтăрса тăкăпăр!.. Салтаксем! Ял сирĕн алăра. Мĕн тупатăр, пĕтĕмпех сире пулать. Юлашкине çунтарăр. Хайль Гитлер!

Фашистсем. Хайль Гитлер!

(Фашистсем йыт кĕтĕвĕ пек ялалла саланса пĕтеççĕ. Урам хушшинче пăшал пенисем, хĕрарăмсем тискеррĕн çуйхашнă сасăсем илтĕнеççĕ. Инçетре ял çунать. Урам тăрăх япаласем йăтнă фашистсем васкаса утаççĕ, Анка пытана-пытана килни курăнать.)

Анка (вилесем хушшипе ÿ пелен с е ачаллă хĕрарăм патне пырать). Анне... Ма чĕнместĕн эсĕ?.. Мĕн турĕç сана?.. (А ч а выртнине к у р с а.) Микола... (А ч а н а аллине и л е т.) Сана та-и, тăванăм?.. Ах, анне... (Хĕрарăм к ă к ă р ĕ çине ÿ к с е х у л л е н й ĕ р е т.)

(Икĕ фашист килни курăнать. Иккĕшĕ те хĕрĕнкĕ),

1-мĕш фашист. Карл, телей çук пирĕн. Ку ялта та путлĕ япала тупса пулмарĕ. Çак эрнере нимĕн те ярса памасан, савнă хĕр пуçа тытса çиет ĕнтĕ манне.

2-мĕш фашист. Манăн хĕр тилĕ тирĕнчен çĕлетнĕ пальто ыйтса янă. Ăçтан тупас манăн ăна, – кунта йăлтах пытарса пĕтернĕ пулсан?

1-мĕш фашист. Ан хуйхăр, Карл. Раççее парăнтарсан, пурте пулать. Эпĕ Хура тинĕс çывăхĕнчи çĕршыва вырнаçма шухăш- латăп. Ку енчи çанталăк нÿремсĕртерех... Шухăшла, Карл, мана пĕр-пĕр колхоз йышăннă вырăна парĕç. Вырăссем ĕçлеççĕ... Эпĕ хамăн чечен Хильдăпа, сулхăнра виноград шерпетне çеç ĕçсе ларăп.

2-мĕш фашист. Темĕн, виноград сĕткенĕсем йÿçе пуçларĕç-ха. Фюрер пире хĕрĕх кун хушшинче Раççей витĕр тухатпăр тесе шантарнăччĕ. Халĕ, шалалла кĕнĕçем, Раççей çĕршывĕ ытларах та ытларах аслăланнă пек туйăна пуçларĕ. Пуçа каялла тĕрĕс илсе кайсан тем пекехчĕ те.

1-мĕш фашист. Карл, мĕн калаçатăн эсĕ?

2-мĕш фашист. Нимех те мар. Хайль Гитлер!

1-мĕш фашист. Хайль Гитлер!

2-мĕш фашист. (Анка йĕнĕ сасса илтсе). Тăхта-ха, çын сассийĕ мар-и унта?

1-мĕш фашист. Тĕлĕнмелле! Эпир пулнă çĕрте вилĕсем йĕме пуçларĕç тем?

2-мĕш фашист. Кирлĕ мара ан сÿпĕлтет-ха эсĕ. Курмастăн-и, вилĕсем хушшинче чĕрĕ çын мĕкĕлтетет?

1-мĕш фашист. Куратăп çеç те мар, Карл, пĕтĕм ÿт-пĕвĕмпе туятăп. Çамрăк ку. Манăн кăмăл çамрăка савать. Ваттисемпе çапăçса тинке тухрĕ ĕнтĕ.

2-мĕш фашист. Ерипен эсĕ. Чĕрĕлле тытасчĕ, пыр леш енчен, хупарла. Эпĕ ку енчен...

Фашистсем икĕ енчен сыхланса пырса Анкăна хупăрласа илеççĕ.

1-мĕш фашист (хыттăн). Стой! Мĕн тăватăн эсĕ кунта?!

Анка (фашистсен еннелле çаврăнса ларать. Ă с р а н кăйнă пек пулса). Ан шавлăр, çывăртăр... Пĕчĕккĕ вăл. Эпĕ ăна чечек татса паратăп. Вăл пы-ысăк, пы-ысăк пулать. Ан шавлăр, çывăртăр...

2 мĕш фашист. Ку мĕн, ухмаха ернĕ-и?

1-мĕш фашист. Мĕн тумалла пирĕн унăн ăсĕпе? Сăн-сăпатне пăх эсĕ. Çамрăк уйăх пек вĕт.

2-мĕш Фашист. Пăрах ку йытă çурине!

Анна. Ан шавлăр, çывăртăр... Эпĕ халех таврăнатăп. (Хуллен каялла чакма тăрать).

1-мĕш фашист. (Хăвăрттăн пырса А н к а кĕпин а р к и ç и н е пусать.) Кур-ха эсĕ ăна! Ухмах, ухмах та, айккинеллех шăвать.

1-мĕш фашист. Пăрах тенĕ сана! (А н к а аллинчи ачана çапса ÿкерет.)

Анка. (Х а я р р ă н кăшкăрса ярать.) Анне! Кашкăрсем çиеççĕ! (Фашистран вĕçерĕнсе тарма хăтланать, анчах ăна çавăнтах тытаççĕ.)

1-мĕш фашист. Вăт ухмах те эсĕ ăна.

2-мĕш фашист. Ытла та йăрă хĕр иккен эсĕ. Пирĕнтен тарса хăтăласшăн!.. Атя!

Анка. Ниçта та пымастăп. Киле каятăп-эпĕ... (Вĕçерĕнесшĕн çăлкаланать.)

2-мĕш фашист. Мĕн туртăнан, айван! Нимĕç салтакне кăмăла кайнăшăн савăнмалла санăн! Атя, ут!

Фашистсем Анкăна вăйпах сĕтĕрсе кайма хăтланаççĕ. Çав вăхăтра хÿтлĕхрен – пăшал сасси янраса каять. 2-мĕш фашист ÿкет.

1-мĕш Фашист. (А н к ă н а пăрахса). Карл?..

Хÿтлĕхрен татах пăшал переççĕ. 1-мĕш фашист йăванса каять. Иван чупса тухать. Вăл пăшалпа.

Иван. Анка! Тăхта! (Хуса çитсе тытать.) Анка...

Анка. Пичче... (Йĕрсе ярать.)

Иван. Анка, ан йĕр...

Анка. Мĕнле тÿсес, Иван пичче... Аннене вĕлернĕ. Пĕтĕм кÿршĕ-аршăсене...

Иван. Ан хăра, Анка... Урăх мăшкăл тума памăпăр...

Анка (ачаллă хĕрарăм патне пырса.) Ах, анне... Савнă шăллăм...(Х ĕ р а р а м к ă к ă р ĕ çине ÿкет.)

Иван тепĕр хут хÿтлĕхелле кĕрсе каять. Вăхăт нумай та иртмест, партизансем тухаççĕ. Федулпа Иван старике йăтнă Губаревич пур. Старике карчăкпа юнашар вырттараççĕ. Партизансем пурте картусĕсене хывнă.

Иван (карчăкпа старик умне чĕркуçленсе ларать). Хаклă атте-аннем... Упраймарăм сире, каçарăр... (Старикпе карчăка чуптуса ура çине тăрать.) Юлташсем... Вăхăтсăр, паттăррăн вилнĕ тăвансем çинче куççуль тăкни килĕшÿсĕр. Фашистсем пирĕн телейлĕ çĕршыва çĕклейми хуйхă, вĕçĕмсĕр куççуль, вилĕм илсе килчĕç. Пирĕн ырă пурнăçа çулăмлă вучах ăшне пăрахрĕç. Юлташсем... Тăвансен вилли çинче, фашистсене хирĕç тумлам юн юлмиччен çапăçма тупа тăвар.

Партизансем. Тупа тăватпăр!

Иван. Юлташсем... Тăвансене пытариччен фашистсене тавă-рар. Губаревич, эсĕ турикас вĕçне кай. Пĕр фашистне те чĕрĕ пуççăн хăварар мар. Федул, эсĕ ял хушшинче çуйхату çĕкле. Ыттисем – цепе!

Партизансем хăварттăн саланса пĕтеççĕ. Юлашки ушкăнĕ çавăнтах цепе выртать

Иван (Анка патне пырса). Анка, уйрăлма вăхăт...

Анка. Ах, анне...

Иван. Лăплан, Анка... Темĕн чухлĕ йĕрсен те чĕртес çук эсĕ вĕсене. Çирĕп пул. Эсĕ комсомолка, ăнланмалла...

Анка. Сывпул, анне... Эсĕ, Микола...

Иван. Çитет, Анка...

Анка. Çук, урăх йĕместĕп, Иван пичче... (Вĕлернĕ ф а ш и- с т ă н пăшалне в а с к аса пырса илет.) Карăмăр, Иван пичче...

Иванпа Анка та партизансен ушкăнне пырса цепе выртаççĕ. Урам хушшинче Федулпа кайнă партизансем „урра" кăшкăрашни, пăшал пенĕ сасăсем илтĕнме пуçлаççĕ. Фашистсем ăнланмасăр чупа-чупа тухаççĕ. Вĕсене Иван ушкăнĕнчи партизансем пере-пере ÿкереççĕ.

Ч А Р Ш А В.

ИККĔМĔШ АКТ

Хирти штаб. Сĕтел. Сĕтел çинче телефон, карттă. Сĕтел хушшинче полковник. Самолетсем вĕçни илтĕнет. Хветĕр кĕрет. Пуçне бинтпа çыхнă. Ывăннă, анчах палăртасшăн мар.

Хветĕр. Полковник юлташ! Боевой приказа пурнăçланă. Фашистсен колоннине çапса салатрăмăр. Çапăçу хирĕнче çирĕм çичĕ танк, боеприпассем тиенĕ утмăл виçĕ автомашина çунса юлчĕ! Сывлăшри çапăçура виçĕ „Юнкерса", икĕ „Мессершмитта" персе ÿкернĕ. Пирĕн енчен пĕр çухату та пулман. Отряд çĕнĕ çапăçава вĕçсе тухма хатĕр!

Полковник. (П у к а н и л с е пара т ь). Ларăр тархасшăн.-.. Пуçăра мĕн пулчĕ?

Хветĕр. Нимех те мар, полковник юлташ. Фашистсен пульки тăрмаларĕ.

Полковник. Ытла хăрушах мар-и суран? Госпитăле кайма-стăр-и?

Хветĕр. Шантаратăп, полковник юлташ, эпĕ хама-хам çавте-ри лайăх туятăп. Хăвăрах пĕлетĕр: тÿперен ярăнса анса тăшмана çапассинчен урăх ниепле госпиталь те сурана юсас çук.

Полковник. Çаплах та, упранма тăрăшас пулать, лейтенант юлташ. Кашнинчех пуçна тивертме парсан, пуçсăр та тăрса юлма пулать.

Хветĕр. Халĕ те упранас тенĕччĕ, полковник юлташ. Каялла таврăннă чухне „Мессершмиттсен" тепĕр кĕтĕвĕ тапăнчĕ. Тытăçăва кĕрсе карăмăр. Хавăрах пĕлетĕр, унта хама упрама мар, тăшмана çĕнтермелле пулнă. Ман çине пенĕ фашист, самолечĕ-мĕнĕпех, тĕтĕм пулса юлчĕ.

Полковник. Службăшăн спасибо, лейтенант юлташ!

Хветĕр. Совет Союзне служить тăватăп, полковник юлташ!

Полковник. Боевой заданине ăнăçлăн туса ирттернĕшĕн, сирĕн валли манăн парне пур.

Хветĕр. Мĕнле парне, полковник юлташ?

Полковник. Сирĕн кăмăла каймалла парне пулĕ тесе шут-латăп, çырнинченех паллă.

Хветĕр. Шÿт тăватăр эсир, полковник юлташ.

Полковник. Ĕненместĕр-и? Акă, мейĕр. (Сĕтел çинчен çыру илсе парать.)

Хветĕр (конверт çине пăхсанах хаваслăн йăл-кăшса) Нина...

Полковник. Тĕрĕс каламарăм-и?

Хветĕр. Вуламасăр ним калама та пултараймастăп, полковник юлташ.

Полковник. Вулăр, вулăр...

Хветĕр çырăва хай ăшĕнче вулама тытăнать : Дежурнăй кĕрет.

Дежурнăй. Полковник юлташ! Патрульсем пĕр хĕрачана, тытса килнĕ.

Полковник Мĕнле хĕрача вăл?

Дежурнăй. Белорус хĕрĕ. Фронт леш енчен каçса килнĕ, тет. Аслă начальниксемсĕр пуçне никампа та калаçмастăп, тет.

Полковник. Чĕнĕр кунта.

Дежурнăй. Есть, полковник юлташ! Хĕре кунта чĕнмелле. (Тухса каять.)

Хветĕр (в у л а м а ч а р ă н с а). Чухласа каланă эсир, полковник юлташ. Ку чăнах та чуна савăнтаракан çыру.

Полковник. Кам çырать?

Хветĕр. Колхоз председателĕ çырать, полковник юлташ. Курасчĕ эсир ăна... Çавтери маттур хĕр вăл.

Полковник. Йăнăшма пултарман эпĕ, Куропаткин юлташ. Çапăçура паттăр пулма аслă чĕреллĕ, юратупа тулли кăмăллă пулас пулать. Эсир çавнашкал çын та ĕнтĕ... Мĕн çырать?

Хветĕр. Пысăк савăнăç çинчен пĕлтерет, полковник юлташ. Манăн атте вăрçă тухсан тепĕр куннех фронта тухса килнĕ. Анне унăн вырăнĕнче конюхра ĕçлет. Колхозниксем пĕр кун хушшинче государствăна хăйсен ирĕкĕпе хĕрĕх центнер аш панă. Колхоз плантан ытлашши икĕ ĕне, пилĕк пин литр сĕт, çĕр килограмм ытла çăм, пин çăмарта панă. Тата колхозла салам ярать. Фашистсене çĕрĕн-кунĕн аркатăр, сывлама ан парăр, тет.

Полковник. Совет халăхĕ пултарать çав вăл. Тăшмана хирĕç вăл мĕнпур хăвачĕпе çĕкленет...

Хветĕр. Çĕкленет, полковник юлташ...

Дежурный Анкăна илсе кĕрет те хăй тухса каять.

Анка (п у ç т а й с а, хăюллăн). Аван-и?..

Полковник. Аван-ха, аван...

Анка. Асли хăшĕ пулатăр эсир кунта?

Полковник. Эпĕ пулатăп... Ху ăçтан килнĕ эсĕ?

Анка. Эпĕ вăрмантан килнĕ.

Полковник. Вăрмантан? Мĕнле хăраман-ха эсĕ çак вăхăтра вăрманта çÿреме?

Анка. Хăравçăлăха пирĕнне фашистсем пĕтернĕ, началник юлташ.

Полковник. Паттăр хĕрача курăнать эсĕ! Кам пулатăн-ха эсĕ?

Анка. Эпĕ – Анка. Иван пичче пирĕн начальник.

Полковник. Мĕнле начальник вăл сирĕн Иван пиччĕр?

Анка. Фу-ти, çавна та чухлаймастăр эсир. Иван пичче пирĕн колхоз председателĕ вăл. Халĕ пурте вăрмана куçнă эпир. Фашистсене пĕтерсе пурăнатпăр. Иван пичче пирĕн начальник, партизансен начальникĕ. Ăнланатăр-и ĕнтĕ.

Полковник. Ăнлантăм, Анка... Мĕн ĕçпе килнĕ вара эсĕ?

Анка. Пичче пысăк секрет парса ячĕ мана.

Полковник. Мĕнле секрет!

Анка. Халех... (Алăк еннелле çаврăнса хĕвĕнчен пакет кăларса п а р а т ь.) Акă, вулăр.

Полковник Анка аллинчи пакета илсе салатать, ун ăшĕнчи хутсене вулама тытăнать.

Хветĕр. Полковник юлташ, кайма юрать-и?

Полковник. Тăхтăр-ха.

Анка. Начальник юлташ, вăрман пылăхĕнче фашистсен аэро-планĕсем пур. Хам куçăмпа куртăм. Кашни каçах кунталла вĕçе-вĕçе килеççĕ. Пĕтересчĕ вĕсене.

Полковник. Хăш тĕлтине карттă çинче тупса пама пултарай-мастăн-и?

Анка. Тупатăп. Шкулта эпĕ географипе ялан отлично илнĕ.

Полковник. Миçе çул вĕреннĕ эсĕ?

Анка. Сакăр çул.

Полковник. Апла чăн та пултармалла. Кил-ха, акă кунта картта... Кăтартса пар, хăш вырăнта фашистсен аэропланĕсем?

Анка (карттă çине пăхса). Эпир вĕреннĕ карттă пек мар ку сирĕн...

Полковник. Сăнасарах пăхма тăрăш эсĕ. Акă, кунта район центрĕ...

Анка. Ак япала! Пирĕн хулах-çке ку? Ха, ялсем те пур... Хуларан кăнтăр еннелле пулма кирлĕ вăл. Акă юханшыв...

Полковник. Аса ил, аса ил...

Анка. Шыв урлă каçсан – вăрман. Тĕрĕсех... Акă пылăх. Йăнăшмастăп, начальник юлташ. Çак вырăнта пулать. Хам куçăмпа куртăм.

Полковник. Молодец, Анка! Чăнах отличница мĕн эсĕ. Аçу-аннÿсем пур-и санăн?

Анка (сасартăк тĕксĕмленчĕ). Çук...

Полковник, Ăçта?

Анка. Фашистсем вĕлерчĕç... Миколăна та... Маттур шăл-лăмччĕ... Аннепе иккĕшне пĕрле пытартăмăр. Аттене унччен вĕлерчĕç.

Хветĕр. Çынçиенсем!..

Полковник (Анкăна пуçран савса). Лăплан, Анка... Тăван çĕршыв аçу-аннÿ пекех пăхса çитĕнтерĕ сана. Хĕрлĕ Çар пуриншĕн те тавăрĕ. Халĕ канас пулать санăн. Ывăнтăн пулĕ... (Звонок парат ь.)

Анка. Çук, çук начальник юлташ... Манăн каялла таврăнмалла. Пиччене пĕлтерес пулать. Кĕтеççĕ вĕсем мана.

Дежурнăй кĕрет

Дежурнăй. Мĕн хушатăр, полковник юлташ!

Полковник. Çак хĕрачана апат çитерĕр.

Анка. Начальник юлташ, апат çисе тăма вăхăт çук манăн. Эсир мĕн те пулин çырса парăр та, каятăп эпĕ.

Полковник. Ĕлкĕрен, Анка. Ним шухăшламасăрах кан. Унччен çырса хатĕрлетĕп эпĕ.

Анка. Васкăр эсир, начальник юлташ. Манăн каяс пулать!

Полковник. Юрать, юрать, Анка...

Полковник Анкăна алăкранах ăсатса каларса ярать. Дежурнăй та тухать.

Хветĕр. Полковник юлташ, манăн шутпала, хĕрача каланă аэродром эпир шыракан аэродром вăл.

Полковник. Иккĕленмелли çук. Анчах кунта тата тĕплĕрех сведенисем пур. Акă, штабри офицертен туртса илнĕ оперативнăй план. Пирĕн чаçсен сулахай флангĕ çине тапăнма „СС" мотомех дивизийĕ килет. (Карттă çине кăтартса.) Халĕ çакă пункта пухăнаççĕ вĕсем. Командование часрах пĕлтерес пулать.

Çав вăхăтра тревога панă сасă илтĕнет.

Хветĕр. Тревога, полковник юлташ!

Полковник (телефон трубкине илсе). Мĕн унта? Фашистсен самолечĕсем-и? Нумайăн-и? Хула çинелле çул тытаççĕ. Сывлăша! Фашистсен çулĕсене пÿлĕр. Хула патнелле ан ярăр!

Хветĕр. Полковник юлташ, вĕçме ирĕк ыйтатăп.

Полковник. Лейтенант юлташ, эсир паян икĕ хутчен çапăçу-ра пулнă. Тата суранăра та пăхас пулать.

Хветĕр. Полковник юлташ! Совет хĕрĕсене мăшкăл кăтартнă-шăн совет çыннисене асаплантарнăшăн тавăрма ирĕк ыйтатăп.

Полковник, Вĕçĕр! Çĕмĕрсе тăкăр фашистла çăхансене.

Хветĕр. Есть, полковник юлташ!

Хветĕр васкаса тухса каять. Самолетсем кĕрлени илтĕнет.

Ч А Р Ш А В.

ВИÇÇĔМĔШ АКТ

1-мĕш картина

Вăрманта. Сăртанкă тÿпинче станковăй пулемет ларать. Пулемет патĕнче Çтаппан. Хăйпе юнашар – гранатăсем, кобуртан кăларса хунă маузер. Йĕри-тавра фашистсен виллисем выртаççĕ. Автоматсенчен, пăшалсенчен пени илтĕнет. Пĕр енче фашистсем кăшкăрашнă сасă илтĕнме пуçлать.

Çтаппан (пуçне çĕклесе). Çук, эпĕ чĕрех-ха... Суятăр, манăн вилĕ урлă каçмасăр малалла каяймăр... (Граната илсе ывăтать.) Чыхăр, мĕн тути калать! (Пулеметран пеме пуçлать).

Фашистсем кăшкăрашни илтĕнми пулать. Çтаппан хыçĕнчен 3 – 4 фашист хырăмпа шуса сăрталла хăпарасçĕ. Çтаппан вĕсене курмасть.

3-мĕш фашист (Çтаппан патне çите пуçласан, с и к с е тăрса хаяррăн кăшкăрса ярать). Рус, парăн!

Çтаппан (каялла хăвăрттăн çаврăнса). Ах, ирсĕр! Кунтах килсе çитнĕ.

Фашиста маузертан персе ÿкерет. Çав вăхăтра 4-мĕш фашист Çтаппан çинелле штыкне сулса ярать.

Çтаппан (4-м ĕ ш ф а ш и с т ă н пăшалне я р с а тытс а, ăна хăй çинелле туртса и л е т. Фашиста кăкăрĕнчен тытса). Ирсĕр... Пирĕн çăкăр, пирĕн çĕр кирлĕ пулнă сана! Акă çĕр, акă çăкăр сана! (Фашиста пăвса п ă р а х а т ь).

Фашистсем тепĕр енче кăшкăрашма тытăнаççĕ.

Çтаппан (пăвса п ă рах н ă фашист р а н васкавлăн х ă п с а.) Килĕр тархасшăн, кĕтетĕп... (Фашистсем ен не л л е граната ы в ă т а т ь, п у л е м е т р а н пеме п у ç л а т ь).

Фашистсем кăштах лăпланаççĕ; Çтаппан пеме чарăнса пулемечĕпе хÿтлĕхерех вырнаçать. Фашистсем икĕ енчен те çывхараççĕ. Сцена çине пĕр ушкăн фашист чупса тухать. Офицер та пур.

Офицер. Рус, парăн!

Çтаппан. Тăван çĕршывшăн! Сталиншăн! (Пулеметр а н ç и н е тăрса п е м е т ы т ă н а т ь).

Фашистсем йăвана-йăвана каяççĕ. Хăшпĕрисем выртса переççĕ

Çтаппан (лентăри юлашки патрона персе пĕтерсен). Шел... Чĕрĕ хăварма тивет сире... (Хăрах аллипе м а у з е р н е тытса, т е п р и н п е пулемета с ĕ т ĕ р с е в ă р м а н а л л а ш ă в ать).

Офицер (ура ç и н е с и к с е т ă р а ть). Атакăна!

Фашистсем шикленкелесе тăраççĕ. Хăшпĕрисем Çтаппан еннелле чупма хăтланаççĕ.

Çтаппан. Йÿнех илеймĕр... (М а л т а чупакан фашистсене м а у з е р т а н п е р е-п ере ÿкерет).

Фашистсен речĕ арпашса каять. Çтаппан йывăçсем хушшинелле кĕрсе кайса куçран çухалать. Çав вăхăтра фашистсен тылĕнче красноармеецсем хăватлăн урра кăшкăрнă сасă янраса каять.

5-мĕш фашист. Рус килет...

6-мĕш фашист. Пĕтрĕмĕр... (Тăрса айккинелле тарма х ă т л а н а т ь).

Офицер. Ăçта таратăн, йытă! (6-м ĕ ш фашиста персе ÿкерет). Противник çине, огонь!

Красноармеецсем килекен енчен пăшалран пенĕ сасă илтĕнсе каять. Офицер ÿкет. Ытти фашистсем йĕрке тума ĕлкĕриччен красноармеецсем чупса тухаççĕ. Хирĕç тăма хăтланнă фашистсене штыксемпе чиксе пăрахаççĕ. Ыттисем аллисене çĕклеççĕ.

Ч А Р Ш А В.

Иккĕмĕш картина

Вăрманта. Партизансем пуçтарăнаççĕ. Винтовкăсемпе. Хăшпĕрисем тимĕр кĕреçе йăтнă. Иван, Федул тата Губаревич.

Иван. Юлташсем, вăхăтлăха каллех çакăнта чарăнăпăр. Кунта çапăçу пулас вырăнсем те çывăхра тата сыхланма та шанчăклă. Губаревич, эсĕ сăнаканни пулатăн. Авă, çав туратлă йывăç çине хăпарса лар. Лайăхрах сана. Çул çинче машина-мĕн килни курăнас-тăвас пулсан, часрах систер.

Губаревич. Юрĕ, Иван Семенович. .(У ш к ă н т а н у й р ă л а т ь).

Иван. Ыттисем йывăçсем хушшинелле кĕрсе вырнаçăр. Кĕ-ленчесене бензин тултарса хатĕрлĕр. Сыхланма тăрăшăр. Сыв-лăшри разведчик килсе тухасран хăрушă. Паян пире йывăр çапăçу кĕтет.

Партизансем харпăр-хăй çĕрелле кĕрсе кайса курăнми пулаççĕ. Сцена çинче Иванпа Федул çеç юлаççĕ.

Иван. Эсĕ ма юлтăн?

Федул. Санпа юнашар пулас килчĕ, Иван Семенович.

Иван. Юрĕ, вырт.

Федул. Иван Семенович, Анка çухалчĕ-çке пирĕн.

Иван. Таврăнаймарĕ çав... Тен килĕ-ха.

Федул. Неушлĕ фашистсен аллине çакланчĕ пуль?

Иван. Пĕлме çук. Фронт урлă каçасси урам урлă каçасси мар.

Федул. Çакланчĕ пулсан, мĕн тăватпăр вара?

Иван. Мĕн тăвас тен, ним тума та...

Федул. Ăна каламастăп-ха эпĕ, Иван Семенович, пулăшу çи-теймесен мĕн тăвăпăр?

Иван. Пурĕ-пĕр тапăнатпăр.

Федул. Хамăр тĕллĕн çеç нимех те тăваймăпăр, Иван Семенович. Питех йышлăн килсе тухма пултараççĕ вĕсем. Летчик-сем пулăшма килес пулсан, ĕç тухĕччĕ те. Эпир малти отрядне çапса салататтăмăр, летчиксем – тĕп колоннăна...

Иван. Пулăшу пирки ним калама та çук. Анка пĕлтерме ĕл-кĕрнĕ пулсан та, Хĕрлĕ Çар командованийĕн хăйĕн планĕ пулма пултарать. Фашистсем çак çулпах килсен, хамăр тĕллĕн те нумай çухату кÿме пултаратпăр. Минăсем, кашкăр шăтăкĕсем хăйсен ĕçне тăвĕччĕç. Урăх çулпа кайсан, хатĕрленни те ахалех пулать.

Тÿпере самолет вĕçни илтĕнет.

Федул. Акă, килеççĕ мар-и?

Иван. Темĕн, сасси хамăрăнни пек мар...

Иывăç тăрриичен Губаревич кайăкла кăшкарса тревога парать.

Иван. Фашистсен самолечĕ, выртăр!

Самолет пуç тÿпинче вĕçкелесе çÿресен-çÿресен инçетелле кайса çухалать.

Иван. Тĕрĕсех.

Федул. Мĕн тĕрĕсех?

Иван. Фашистсем эпир кĕтекен çулпа килеççĕ. Ку разведчик ăнсăртран çаврăнкаласа çÿремест. Çул çинче мĕн пуррине астума тухнă.

Федул. Кирек мĕн кала та, Иван Семенович, радиостанцисĕр пурнăç мар. Сĕмвăрманти пекех пурăнатпăр. Радиостанци пулнă пулсан, Анкăна та уттарма кирлĕ марччĕ. Хĕрлĕ Çар чаçĕсене мĕн кирлине тÿрех пĕлтерме пулатчĕ. Мускав хыпарĕсене те пĕлеттĕмĕр.

Иван. Туянатпăр акă, Федул. Пурте пулĕ.

Вăрманта кайăкла кăшкăрса сасă пани илтĕнет.

Федул. Илтетĕн-и?

Иван. Илтетĕп...

Вăрманта каллех кăшкăрнă сасă илтĕнет. Вăл сасса хирĕç Губаревич йывăç тăрринчен сасă парать.

Федул. Пулăшу ыйтать мар-и?

Иван. Пулăшу ыйтать.

Федул. Кам пулма пултарать вăл?

Иван. Пыр-ха часрах. Анчах сисĕмлĕ пул. Мĕн те пулин пулас пулсан, çийĕнчех систерме тăрăш.

Федул. Юрать, Иван Семенович...

Федул вăрманалла кĕрсе каять. Вăл кайăкла кăшкăрса сасă пани, ăна хирĕç хĕрарăм чĕнни илтĕнет. Самай вăхăт иртсен, Анка тухать. Вăл, "Максим" пулемета сĕтĕрнĕ.

Иван. Анкă, хĕрĕм! Чиперех кайса килтĕн-и? Эпир сана кунта çухатнăччĕ.

Анка. Мĕн пултăр мана.

Иван. Мĕн хыпар илсе килтĕн? Ку пулемета ăçтан тупрăн?

Анка. Тăхта, Иван пичче. Пĕтĕмпех каласа парăп. Авă, çын аптранă унта.

Иван. Мĕнле çын?

Федул Çтаппана йăтса килсе вырттарать.

Иван. Кам ку?

Федул. Хĕрлĕ боец, Иван Семенович.

Анка. Пĕлми пулнă.

Иван. Сывлăшĕ пур-и?

Федул. Сывласси сывлать те, йывăр, Иван Семенович.

Иван. Апла пулсан, тăна кĕртме тăрăшас пулать. Часрах, шыв илсе килĕр.

Федул. Халех, Иван Семенович.

Иван. Ăçта тĕл пултăр эсир ăна?

Анка. Шурлăх панче тĕл пултăм, Иван пичче. Шурлăх хĕр-рипе сыхланса пыраттăм, йынăшнă сасă илтĕннĕ пек туйăнчĕ. Мĕн сасси ку тетĕп. Пĕлес килчĕ. Упаленсе çитрĕм, пăхатăп, – çын выртать. Эпĕ çитнĕ çĕре ним пĕлмиех пулнă, хăй чĕп-чĕр юн. Суранĕсене çыхса ятăм. Йăтса килем тесе тытрăм, – йывăр. Тата пулеметне те пăрахса хăварас килмерĕ. Çавăнпа пулăшу ыйтса сасă патăм. Эсир кунта пуласса эпĕ малтанах щухăшласа килтĕм... Пĕчĕк çын мар пулмалла. Револьверĕ çине темĕскер çырни пур.

Иван Мĕн тесе çырнă?

Анка. Авă, вулăр...

Иван. (Çтаппанăн маузер кабурине тытса сасăпа вулать).

Товарищу Куропаткину, Степану Максимовичу... За проявленную храбрость в борьбе с белогвардейщиной. Реввоенсовет Восточного фронта. Тысяча девятсот девятнадцатый год... (Вулама чарăнса Çтаппана ыталаса илет). Степа... Хаклă юлташăм. Мĕнле паллайман эпĕ сана малтанах!

Анка. Иван пичче, паллатăн-и эсĕ ăна?

Иван. Паллатăп çеç те мар, Анка, ку чăваш манăн тăвантан та çывăх юлташ пулнă.

Федул (витрепе шыв йăтса пырать). Шыв илсе килтĕм, Иван Семенович.

Иван (Çтаппан питне-куçне шывпа çуса). Степа... Тăна кĕр, Степа...

Çтаппан (вăйсăртарах сасăпа). Шыв...

Иван. Халех, Степа... Тултарса парăр часрах.

Федул куркапа шыв тултарса парать.

Иван (Çтаппана шыв ĕçтерсе). Степан Максимович... Степа...

Çтаппан (куçне уçса пахать). Пулемет ăçта манăн?

Иван. Кунтах, Степа...

Анка. Акă...

Çтаппан (малтанах тавçăрса и л е й м е с ĕ р). Ăçта эпĕ?... Камсем эсир?..

Иван. Тăна кĕр, Степа... Пăх лайăхрах...

Çтаппан (тинкерсе п ă х с а). Тăхтăр-ха... Тĕрĕсех куратăп-и эпĕ е халĕ те тăна кĕрсе çитейместĕп-и? Çук, аташмастăп... Тĕрĕсех куратăп... Ванюш, эсĕ мар-и ку?

Иван. Эпĕ, Степа...

Çтаппан. Хаклă тус-йышăм...

Çтаппанпа Иван ыталанса чуптăваççĕ.

Иван. Степан Максимович, мĕнле майпа килсе лекнĕ эсĕ ку Упа шăтăкне?

Çтаппан. Вăрçă илсе килчĕ, Иван Семенович. Ху пĕлен, тă-ван çĕршыва вилĕмлĕ хăрушлăх хупăрласа илнĕ вăхăтра килте ларма пултарайман эпĕ. Фронта килсен, мана хамăн отделенипе, ытти чаçсем çитиччен, пĕр сăрта туртса илме хушнăччĕ.

Иван. Туртса илейрĕр-и?

Çтаппан. Туртса илтĕмĕр, Иван Семенович. Нумайччен çапăçма тиврĕ.

Федул. Тытса тăрайрăр-и?

Çтаппан. Тытса тăтăмăр пулĕ тесе шутлатăп. Красноармеец-сем урра кăшкăрни хăлхана кĕнĕччĕ. Вара астумастăп... Аташнă курăнать эпĕ. Хамăр еннелле каяс вырăнне тыла тата шаларах кĕнĕ-мĕн. Шыв ĕçес килнипе ăш çунса аптрарăм. Кунта мĕнле лекнине астумастăп вара. Кунта илсе килнĕшĕн кама тав тумалла манăн?

Иван. Кунта сана çакă хĕр тĕл пулса илсе килнĕ, Степан Максимович.

Çтаппан. Эсĕ çăлнă-и мана, хĕрĕм?

Анка. Аманнă боеца тĕл пулсан, мĕнле пăрахса хăварăн?

Çтаппан. Тавтапуç, хĕрĕм. Ĕмĕрÿ телейлĕ пултăр. Эсĕ тĕл пулман пулсан, пĕтнĕ пулăттăм чиперех... Вăт ăрăскал, Иван Семенович... Этем тени ăçта тĕл пулмĕ вăл пĕр-пĕрне?

Иван. Çапла, Степан Максимович. Ĕлĕк сирĕн Атăлăр тавра-шĕнчи уйхирсенче, сивĕ Çĕпĕр уйхирĕсенче çапăçаттăмăр. Чăвашсен ялĕсенче те пулнă. Халĕ пирĕн çĕршывăн уйхирĕсенче пĕрле çапăçма тиврĕ. Пĕтĕмпех çаратса çунтарчĕç... Кусем – партизансем. Фашистсене тылран аркататпăр.

Çтаппан. Ан тив, урмăшчăр, Иван Семенович. Нумаях ашкă-наймĕç. Урнă кашкăр яланах вилес умĕн хаярланать.

Иван. Паян та вĕсем валли пысăк кучченеç хатĕрлесе хунă эпир. Хĕрлĕ Çар пулăшу парасса кĕтеттĕмĕр. Сана курнипе савăнса ыйтса пĕлме те манса кайнă... Каласа пар ĕнтĕ, Анка, мĕнле кайса килтĕн?

Анка. Питĕ аван кайса килтĕм, Иван пичче. Каялла таврăннă чухне, вăрман хĕрне çитичченех мотоциклпа ăсатрĕç.

Иван. Эпĕ парса янă хутсене патăн-и?

Анка. Полковнике хăйне тĕл пулса патăм, Иван пичче.

Иван. Мĕн каларĕç?

Анка. Сире пурсăра та пысăк салам каласа ячĕç.

Иван. Ун çинчен мар эп, Анка...

Анка. Урăх нимĕн те каламарĕç вĕсем. Хама хăна турĕç.

Федул. Мĕнле апла?

Анка. Çаплах вăт...

Иван. Анка, тен çитсе параймарăн пуль эсĕ?

Анка. Мĕнле çитмен? Хут çырса парса ячĕç те...

Иван. Ăçта? Кÿр часрах!

Анка. Халех... (Айккинелле çаврăнса хĕвĕнчен хут кăларса парать.) Акă, ме...

Иван (А н кăран илнĕ хута сасăпа вулать). Сире пурсăра та красноармеецла хĕрÿллĕ салам. Эсир юнлă фашизма хирĕç паттăррăн кĕрешнине тăван çĕршыв нихçан та манмĕ... Кĕçех пĕрлешĕпĕр. (Вулама чарăнса). Да кĕçех пĕрлешĕпĕр.

Федул. Урăх нимĕн те çырман-и?

Иван. Тата мĕн кирлĕ сана? Кĕçех пĕрлешĕпĕр тени мĕн тени вăл? Молодец, Анка!

Çтаппан. Камран ку хут?

Иван. Сывлăш флочĕн чаçĕнчен. Полковник çырать. Эпир Ан-кăна фашистсенчен туртса илнĕ хаклă сведенисем парса янăччĕ. Çавсене леçсе таврăнчĕ вăл.

Çтаппан. Паттăр хĕр мĕн эсĕ. Аманнă боеца пăхма çеç мар, боевой заданине те хăюллăн пурнăçлама пултаратăн.

Иван. Хĕр мар, ăмăрткайăк вăл пирĕн, Степан Максимович, анчах сăмаха пула, эпир сана хăна тума та манса кайнă.

Çтаппан. Чăннипе каласан, хырăм выçнине туя пуçларăм кăш-тах. Вăй кĕрет пулас.

Иван. Халех, пурте пулать. Юлташсем, апат илсе килĕр-ха!

Федул. Илсе килетĕп, Иван Семенович. (Консерва, сыр, çу çăкăр илсе киле т.)

Иван. Çийĕр, Степан Максимович. Федул, Анка!... Эсир ма лармастăр? Ларăр, ларăр!

Çтапан. Запаслă çынсем иккен эсир.

Иван. Эпир запаслă пулмасан, кам запаслă пултăр? Пирĕн валли Гитлер çу Данирен, консервă Норвегирен, сыр Голландирен кÿрсе тăртать. Ĕнер çеç çакăн йышши консервă обозне тĕл пул-тăмăр. Шел, пухса хума вырăн çук пирĕн, пĕтĕмнех çунтарма тивет.

Губаревич чупса кĕрет.

Губаревич. Иван Семенович! Çул çинче тусан мăкăрланать.

Иван. Апла пулсан килеççĕ. Юлташсем, хатĕрленĕр!

Партизансем хăшĕ бензин тултарнă бутылкăсем, хăшĕ-пĕрисем гранатăсем илсе, пĕр самантра строя тăраççĕ.

Иван. Губаревич, эсĕ малта пыракан машина çине тапăн. Федул кайри машинине аркатать. Анка, эсĕ Степан Максимовичпа юлатăн...

Çтаппан. Çук, Иван Семенович, эпĕ те пыратăп.

Иван. Мĕн калаçан эсĕ, Степан Максимович. Санăн канас пулать. Мĕн чухлĕ юн юхтарнă та.

Çтаппан. Сире тĕл пулни пĕтĕм сурана юсарĕ манне. (Ура çине тăрать.) Куртăр-и?

Иван. Куратăп-ха та...

Çтаппан. Ху пĕлетĕн, манăн ÿт-пĕвĕм тахçанах пулькăна хăнăхса çитнĕ. Ăçта-ха манăн „максимка?" Патронсем пури сирĕн?

Иван. Пулма кирлĕ. Федул!

Федул. Халех, Иван Семенович!

Федул пулемет лентине васкаса илсе килет.

Çтаппан. Вăт телей! Патрон пĕтсе çитнипе тăнран ÿкнĕ пулас эпĕ.

Çÿлте самолетсем вĕçсе килни илтĕнет.

Иван. Пытанăр!..

Губаревич (самолетсем пуçтÿпи тĕлне вĕçсе çитсен). Иван Семенович! Хамăрăн самолетсем! Иван. Пирĕн юлташсем!

Федул. Ну, тÿсĕр, фашистсем!

Иван. Кайрăмăр, юлташсем!

Партизансем васкаса каяççĕ.

Ч А Р Ш А В.

Виççĕмĕш картина

Сцена çавах. Инçех те мар автоматсенчен, пăшалсенчен, тупăсенчен пенĕ сасăсем илтĕнеççĕ. Тĕмĕ айĕнче Губаревичпа Анка. Анка Губарешичăн суранне бинтпа çыхать.

Губаревич. Анка, чăнах куртăн-и?

Анка. Курмасăр. Гранатуна ывăтсан танк гусеници пат çеç татăлса карĕ. Фашистсем чупкалама тытăнчĕç. Степан Максимович вĕсене чылаях çулса тăкрĕ.

Губаревич. Иван Семенович манăн умра икĕ фашиста чиксе пăрахрĕ.

Анка. Пирĕн Иван пичче пултараканскер вăл. (Çыхса пĕ-терет.)

Губаревич. Пулчĕ-и?

Анка. Пулчĕ.

Губаревич. Ентĕ каллех кайма юрать.

Анка. Ăçта?

Губаревич. Юлташсем патне, Анка.

Анка. Ниçта та каймастăн. Иван пиччерен çавнашкал приказ.

Губаревич. Вăл хушнине ан пăх-ха, Анка.

Анка. Ан шарла! Калаçма никам та ирĕк паман сана.

Губаревич. Хĕр чĕри мар иккен санăн Анка, чул чĕре.

Анка. Калана сана ан шарла тесе. Асту, чипер выртмасан выговор паратăп. Вырт чипер. Эпĕ халех, таврăнатăп. (Васкаса к а я т ь.)

Губаревич. Тупăннă начальник. Эсĕ хушнине пăхăнатăп эпĕ кунта, кĕтсех тăр. (Пăшалне йăтса каять.)

Анка Федула çавăтса килет.

Анка. Тайăн, хытăрах тайăн ман çине.

Федул. Хам та утатăп эпĕ.

Анка. Мĕн эсĕ йăтаймасть тетĕн-и мана?

Федул. Уншăн мар, Анка. Мана ураран ÿкерме пистолетран мар, тупăран перес пулать. Чун тарăхни йывăрлатать, çавна сирсе яма хĕн.

Анка. Фу-ти санпала, мĕншĕн тарăхмалла пулчĕ вара? Миçе мотоцикл мина çине лексе сирпĕнчĕ. Миçе танк, миçе фашист пĕтрĕ. Пирĕн летчиксем вĕсене паян самаях аркатрĕç.

Федул. Вăл тĕрĕс, Анка, нумайччен асăнса пурăнĕç ирсĕрсем. Хамăн ĕмĕтре пурри пулаймарĕ, çавă тарăхтарать.

Анка. Мĕнле ĕмĕт вăл санăн, тăранма пĕлмен ĕмĕт?

Федул. Радиостанци туянаймарăм, Анка. Эпĕ эфир çинче çĕçме вĕреннĕ çын, Радиостанци туяннă пулсан, паянхи çĕнтерÿ çинчен тÿрех Мускава, Кремле пĕлтереттĕм. Аслă çулпуçне чĕнсе илсе: „Хаклă аттемĕрĕм, санăн приказна илтнĕ эпир, пур-нăçлатпăр", тесе пĕлтерес тенĕччĕ.

Анка. Ма туянмарăн эппин.

Федул. Телейĕ те çывăхрахчĕ. Машина хам уммах пырса чарăнчĕ. Ывăт хайхискер ун çине граната. Машина çинче икĕ офицер, радиостанци пулнă. Кайран пырса пăхатăп та – нимĕн те юлман.

Анка. Чухласарах ывăтмаллаччĕ. Ху айăплă.

Федул. Халĕ те чухласа ывăтас терĕм, гранати итлемерĕ... Тăхта, Анка тепĕр хут кайса пăхам эпĕ. Мĕн те пулин юлмасть-ши унта?

Анка. Э, кайса пăхан эппин! Ытла та чее эсĕ. (Губаревич çуккине асăрхать.) Фу-ти, тепри ăçта кайса кĕчĕ тата?

Федул. Кам?

Анка. Губаревич ара. Чиперех çакăнта вырттарса хăвартăм.

Федул. Мĕн пулнă ăна?

Анка. Аманнăччĕ вăл. Иван пичче мĕн калать ĕнтĕ мана? Ăçта вăл сирĕн дисциплина! Сыввисем мĕн хушнине çавăнтах итлеççĕ. Сирĕнпе намăса кĕни çеç.

Федул. Ăнланас пулать, Анка...

Анка. Ан шарла тенĕ сана. Нимĕн те ăнланмастăп... Лар чипер.

Анка Федул суранĕсене çыхать. Самолетсем вĕçсе килни илтĕнет.

Федул. Ку мĕнле япала? Çапăçаççĕ мар-и?

Анка. Пĕр самолетне виçĕ самолет хупăрласа илнĕ.

Федул. Пĕчченни пирĕн вĕт вăл, э?

Анка. Ма ушкăнтан татăлса юлнă вăл?

Федул. Пăх-ха, тÿрех фашист çине тытрĕ.

Анка. Çапăнаççĕ! Пĕтрĕ...

Федул. Пăх, Анка! Фашист пăрăнчĕ.

Анка. Маттур, хăлат!

Федул. Фашист пĕтрĕ вĕт.

Анка. Вут хыпса илчĕ.

Федул. Анка кур эсĕ, тепĕр фашистăн хÿрине пырса тухрĕ.

Анка. Мĕн тăвасшăн вăл?

Федул. Хуса çитрĕ. Халех çапăнать!

Анка. А-ай!.. (Куçне хупласа ларать).

Федул. Анка, мĕн пулчĕ сана?

Анка. Хăрушă...

Федул. Айван... Пăх эсĕ, фашист пуç хĕрлĕ чикеленсе аннине курса юл.

Анка. Ăçта?

Федул. Авă...

Анка. Тĕтĕм çеç куратăп-çке эпĕ?

Федул. Çапла çав. Тÿрех хÿре вĕçне пырса тăрăнчĕ. Авă, виççĕмĕшĕ каялла çаврăнса пăхмасăр хăйсен еннелле каять.

Анка. Тăхта эсĕ... Ма хамăрăн та çĕрелле тăрăнса анма пуçларĕ.

Федул. Чăнах?

Анка. Аэроплан çинчен сикрĕ.

Федул. Вăт инкек. Хайĕн те мĕн те пулин пулнă ентĕ.

Анка. Кунтах анать... Эсĕ вырт-ха.

Федул. Эсĕ ăçталла?

Анка. Тен пулăшу кирлĕ пулать?

Федул. Эпĕ те пыратăп.

Анка. Аран уткалан та, ăçтан пыратăн эсĕ?

Федул. Ан хăра, Анка. Утма пуçласан, эсĕ хăваласа çитеймĕн.

Анкапа Федул васкаса тухса каяççĕ. Тупăсенчен, пăшалсенчен пенĕ шав лăпланать. Партизансем çаврăнаççĕ. Çтаппанпа Губаревич Ивана йăтнă; ăна çĕре вырттараççĕ.

Çтаппан. Ванюш, хаклă тус-йышйм...

Иван. Степан... Пирĕн летчик çĕнтерчĕ-и?

Çтаппан. Çĕнтерчĕ, Ванюш... Юлташсем вăл парашютпа аннă çĕре карĕç.

Иван. Шел... Эпĕ кураймастăп вăл паттăра. Манăн ятпа тав тăвăр ăна...

Çтаппан. Сывалатăн-ха эсĕ. Татах нумай пурăнăпăр, фашист-сене çĕмĕрĕпĕр...

Иван. Йăпатни пулăшаймĕ, Степа. Улталанни те вырăнсăр. Эпĕ хамăн суран мĕнлине лайăх туятăп. Вилĕм çине уççăн пă- хатăп. Эпĕ лăпкă, Степа. Манăн куç умĕнче çĕнтерÿ вĕлкĕшет. Вăл самант инçе мар ĕнтĕ... Отряда сан çине шанса хăваратăп... .]

Çтаппан. Ванюш...

Иван. Тавлашса вăхăта ан чăс, Степа. Калаçма пар...

Çтаппан. Тупа тăватăп, Ванюш...

Иван. Тавтапуç, Степа... Тата юлашки ыйту... Отряд „Аслă туслăх" ятлă пултăр. Совет халăхĕн аслă туслăхне нимĕнле тăшман та çĕнтереймĕ... Юлташсем... Тăвансем... Ма пуçăрсене уснă эсир? Пуçăрсене çÿлерех çĕклĕр! Хăюллă та паттăр пулăр... (Лăпланса выртать.)

Губаревич. Иван Семенович...

Çтаппан. Тус-йышăм...

Çтаппан Иван кăкăрĕ çине ÿкет. Партизансем картусĕсене хывса шарламасăр тăраççĕ. Анка, Хветĕр, Федул тата темиçе партизан килеççĕ. Хветĕр Анкăна алăран тытнă, пуçне бинтпа çыхă.

Анка. Ма персе ÿкермерĕн эсĕ ăна, ма пырса перĕнтĕн?

Хветĕр. Патрон пĕтрĕ, Анка. Пырса çапăнман пулсан, хама пĕтеретчĕç.

Федул (партизансем картусĕсене хывнине асăрхаса). Чимĕр-ха, мĕн пулнă унта?

Пурте васкаса утаççĕ.

Анка (маларах çитсе Иван выртнине к у р а т ь). Иван пичче!..

Федул. Мĕн пулнă Иван Семеновича?

Çтаппан. Иван пиччÿ урăх çук, Анка... Вăл тăван çĕршыв ирĕклĕхĕшĕн хăйĕн пурнăçне пачĕ.

Анка. Ах, Иван пичче... (Иван к ă кăрĕ çине ÿкет).

Хветĕр. Атте... Эсĕ кунта-çке?

Çтаппан. Юратнă ывăлăм... (Хветĕре ыталаса илет). Паянхи çĕнтерÿн савăнăçĕ пирĕн чи çывăх тус-йышăн пурнăçĕ татăлнипе тĕксĕмленчĕ.

Хветĕр çĕлĕкне хывать.

Çтаппан. Ху чаçне таврăн, Хветĕр. Эпĕ кунтах юлатăп. Хаклă тус-йыш юнĕшĕн – юнпа тавăрма юлатăп. Май килсен – аннÿне çырса пĕлтер. Сывă пул...

Ч А Р Ш А В.

Мранька Н. Юншăн – юн : [пьеса] / Никифор Мранька // Илемлĕ литература. – Шупашкар, 1942. – 10-мĕш кĕнеке. – С. 3-21.