Писатели Чувашии в Великой Отечественной войне

 

Чувашская литература периода Великой Отечественной войны Погибшие на фронтах Великой Отечественной войны Они вернулись с поля боя
Педэрки Тихон (Петров Петр Тихонович)
Тихăн Петĕркки

Манăçми çулсем

1941 çулхи июнĕн 22-мĕшĕнче Куйбышев хулинче наукăллă конференци уçăлнăччĕ. Ун чухне эпĕ Синкĕл районĕнчи çутĕç пайĕн заведующийĕнче ĕçлеттĕм. Доклад умĕн кăна шартах сиктерекен хăрушă хыпар илтнĕ пирки конференци питĕ пăлхануллă иртрĕ.

Правительство мобилизаци пуçланни çинчен пĕлтерсенех "Мана та çара кайма черет çитмен-ши?.." тесе киле васкарăм.

Мана, райĕçтăвкомĕпе парти райкомĕн членне, мобилизаци ирттерес ĕçе хутшăнтарчĕç. Çынсене çеç мар, ялхуçалăх техникине те — тракторсемпе автомашинăсене фронта паратпăр.

Çутĕç пайĕн хăйĕн мобилизаци планĕ пур: учительсене çара ăсататăп, вĕсен вырăнне урăх çынсене ĕçе лартатăп.

Белоруссирен эвакуаципе çынсем çитрĕç. Вĕсене йышăнатпăр, ялсене вырнаçтаратпăр.

Колхозсенче тырă пухас ĕçе лайăх йĕркелес тĕллевпе тĕрлĕ ялсенче пулатăп. Кĕр çитеспе мана виçĕ колхозлă Куратков ятлă пысăк яла ячĕç. Тырă пухас ĕç кунта ытла вăраха тăсăлнă. Çынсем, машинăсем çитмеççĕ.

Сасартăк мана парти райкомне чĕнтерчĕç. Çитмелли сехетне те кăтартнă. Çумăр хыççăнхи пылчăклă çулпа хĕрĕх çухрăм каймалла. Мĕн пирки чĕнеççĕ-ши?

Куйбышев ВКП(б) обкомĕ мана оборона сооруженийĕ тума ярать. Çинкĕле манпа пĕрле каймалли çынсем те çитнĕ.

Эпир Ульяновск çывăхĕнчи Майна станцинче антăмăр. Эпĕ — виççĕмĕш оборонительнăй участок начальникĕ. Участокра темиçе пин çын ĕçлет. Мĕн тумаллине çар специалисчĕсемпе инженерсем кăтартаççĕ. ДОТсемпе ДЗОТсем тăватпăр, танксене чарса лартмалли шăтăксемпе траншейăсем чаватпăр. Çанталăк тÿсме çук сивĕ тăрать.

Фашистсене Мускав патĕнче аркатса тăкнă хыççăн халăха килĕсене салатрĕç. Эпĕ те киле таврăнтăм. Анчах та темиçе кунтанах, çутĕç пайĕн заведующине бронь панине пăхмасăрах, çара кайрăм.

Политработниксене хатĕрлекен курса пĕтерсен, мана ГЛАВПУРКА резервне Мускава ячĕç.

Вăрçă вăхăтĕнчи Мускав. Çĕрле час-часах тревогăсем çĕклеççĕ. Резервистсем кашни кун ушкăнĕ-ушкăнĕпе фронта каяççĕ. Эпĕ Калинин фронтне яракан ушкăна лекрĕм.

Çутăласпа эпир Яхны ятлă ялта вырнаçнă полк штабне çитрĕмĕр. Пирĕн проводник штаба кĕрсе тухрĕ кăна — артналет пуçланчĕ. Эпир, вырăнтан ыткăнса, траншейăна чупса пытантăмăр.

Ку вăл хĕвеланăç Двина шывĕ хĕрринче, Велиж хули çывăхĕнче, Тăваттăмĕш ударлă Армие кĕрекен полкра пулса иртрĕ.

1943 çулта политработниксенчен строй командирĕсем хатĕрлеме тытăнчĕç. Калинин хулинче хĕл каçиччен вĕрентсен, 1944 çулхи çуркунне Витебск хулинчен çурçĕр енчерехре, вăрманлă-шурлă вырăнта, оборонăра тăтăмăр.

Ман рота вырнаçнă çĕртен инçе те мар Глистинец ятлă ял вырăнĕ курăнатчĕ. Хăшпĕр çуртсенчен ишĕлсе аннă кăмакасем çеç юлнăччĕ. Вĕсем çине пăхма та хăрушăччĕ. Кунтан эпир тăшман енне чĕлхе тытма çÿреттĕ-мĕр.

Чинов генерал-майор, дивизи командирĕ, эпир оборонăра мĕнле тăнине пырса тĕрĕслерĕ.

Тул çутăлсан июнĕн 22-мĕшĕнче наступлени пуçларăмăр. Çав кунах иккĕмĕш взвод командирĕ Паньков лейтенант паттăррăн вилчĕ, икĕ çын аманчĕ. Эпир Стаценко капитанпа пĕрле пĕр-пĕрне çемьесен адресĕсене патăмăр.

Виççĕмĕш кунне чăтаймарĕ тăшман, юлашки вăйĕпе тарчĕ. Анчах пирĕн канма вăхăт çук: тăшмана хăваламалла, пĕтермелле. Батальон пуçĕнче ман рота пырать. Хирте вилесем выртаççĕ: тăшмансен те, хамăрăннисен те нумай. Виçĕ кун хушшинче сахал мар çын тăкăннă кунта.

Çын виллисене çул айккинелле сире-сире пыратпăр. Халĕ те тĕлĕнетĕп: шăршă кĕнине астумастăп. Те ирхи сулхăн сывлăм пусарнă ăна?

Çул юпленнĕ тĕлте хамăрăн кĕçĕн лейтенант выртать. Çывăрнă пекех. Хăй вĕр-çĕнĕ обмундированипе. Пакунĕ çинче çап-çутă пĕчĕк çăлтăр. Çак офицер виллине курсан, куççуль шăпăртатса анчĕ — вăл шăпах хамăн ывăлăма аса илтерчĕ: çав тери шеллерĕм пурăнса та курманскере. Ывăлăм та, вунçиччĕре çара кайнăскер, таçта халĕ. Эх, мĕн чухлĕ вилĕм акмарĕ-ши çав тискер фашизм!

Июнĕн 22—26-мĕшĕсенче пирĕн 1-мĕш Прибалтика фрончĕ тăшман оборонине аркатса тăкса Белоруссие тасатма тытăнчĕ.

Тăшман, чакнă май, тĕлĕ-тĕлĕпе çар ушкăнĕсем хăварать: пирĕн хăвăртлăха чарасшăн ялсене тĕрте-тĕрте çунтарать, чугун çул шпалĕсене çĕмĕрет, çапах чараймасть пире.

Полоцк хулине илнĕ хыççăн пирĕн дивизие Невельско-Полоцкий тесе ят пачĕç. Кунта манăн хаклă тусăм — минометчиксен ротин командирĕ Стаценко капитан вилчĕ.

Эпир, тăшмана çĕмĕрсе, малалла шăватпăр. Акă Двинска çитрĕмĕр. Латви пуçланчĕ...

Кăшт госпитальте выртса тухнă хыççăн мана фронт тăрăхĕнчи районсенче çар коменданчĕн помощнике туса хучĕç. Ирĕке кăларнă Латвипе Литвари Рокишкис, Ионишкис, Тельшай хулисенче комендант ĕçне туса пытăм.

3-мĕш Белорусси фрончĕ, хĕвелтухăçĕнчи Пруссие пырса кĕрсе, Кенигсберг хулине штурмласа йышăннă хыççăн мана Пилькаллен хулинчи çар комиссариачĕн комендант помощникĕ турĕç. Вăрçă чарăннă кун эпĕ çак ĕçре пултăм.

Паттăр Совет Çарё, Берлина илсе, тăшмана парăнтарнă кун эпир ур-ра! кăшкăрса салют патăмăр.

Петĕркки, Т. Манăçми çулсем : [асаилÿ] / Тихăн Петĕркки // Ялав. - 1975. - № 6. – С. 13.