Писатели Чувашии в Великой Отечественной войне

 

Чувашская литература периода Великой Отечественной войны Погибшие на фронтах Великой Отечественной войны Они вернулись с поля боя
Садай (Цырульников) Владимир Леонтьевич
Владимир Садай

"Пĕр хыпарсăр çухалнă..."

Чăнах та çапла пĕлтернĕ пулнă иккен ун чухне Иван Алексеев çинчен амăшне.

Анчах çын – йĕп мар вĕт, ăçтан апла çухалтăр?

* * *

...Вăл çулхине хĕл пуçламăшĕнче ăшăпа сивĕ кунсем ылмашăнсах пычĕç. Пĕр кун ăшă тăрать, çумăр çуса иртет, ирĕлтерет, тепринче вара сивĕ килсе çапать те, çĕр, шăнса, чукун пек хытса каять, çиелтен кĕленче пек яп-яка пăрпа витĕнет.

Инза станцинче эпир, çара илнĕ çамрăксем, сивĕ кун антăмăр. Теплушкăсенчен тухрăмăр та, команда тăрăх, шуçлак перрон çине йĕркеленсе тăтăмăр. Списокпа тĕрĕсленĕ хыççăн пире çулсем çинче тăракан вакунсем, платформăсем айĕпе станцин леш енне каçма хушрĕç. Астăватăп-ха: унччен станцисенче-мĕнсенче пулса-çÿресе курманскер, эпĕ çивĕч кустăрмаллă вакунсен айне хăра-хăра кĕретĕп, унтан часрах тухас тесе, вăрт-вартрах пулма тăрăшатăп. Çурăм хыçĕнчи кутамкка темле тимĕр урлашкасене çакланать, урасем шăваççĕ. "Салтак çулĕ пуçланчĕ", – шутлатăп ăшăмра... Çулсенчен, ăçта килчĕ унта сапаланса выртакан шлакпа шпал куписенчен, темле канавсенчен иртсен, каллех строя йĕркеленсе тăтăмăр, станцирен ик-виç çухрăмра ларакан самаях çÿллĕ сăрт айĕнчи казармăсем патнелле утрăмăр. Пурпĕрех пăрахмалла пулать тесе, эпир килтен кивĕ-кирĕк çеç тăхăнса тухнă – хирĕç вĕрекен нÿрĕ те вăйлă çил витĕрех витет. Чăваш, мăкшă ачисем чылайăшĕ çăпатапа – урасем йăр та йăр шăваççĕ. Ÿкекенсем те пур.

– Çĕртен тыт!– шÿтлесе канаш паратпăр ун пеккисене. Е тата:

– Кăшт айккинерех куç-ха, эп те выртам!– тетпĕр. Казармăсем патне çитеспе яр уçса пăрахнă хапхаран пире хирĕç çамрăк салтаксен пысăк стройĕ – рота пулнă пулĕ –тухрĕ. Салтаксем пурте çĕнĕ шинельпе, çĕлĕкпе, хĕрлĕ пушмакпа та сăрă обмоткăсемпе, хыçĕсене симĕс кутамкка çакнă, хăйсем, харăс утса, "Идет война народная" юрра юрлаççĕ.

– Фронта каяççĕ,–терĕ пире ертсе килнĕ алăсăр лейтенант.

Çирĕм пиллĕкмĕш çулхисем иккен. Вĕсене кăçал хĕл вĕçĕнче илнĕччĕ. Эппин, пире фронта çитес çуркунне тин ăсатаççĕ пулать-ха. Вăрах кĕтмелле, çумра утакан Ваçлей тусăм калашле, екким-мекким!

Эпир, чарăнса тăрса, каякансене алă сулса ăсататпăр...

...Салтак часах пулаймарăмăр-ха. Малтан пире "каран-тинра" тытрĕç.

Карантин – çав казармах вăл. Стенан ик айккипе – нарсем, варринче – строй тăмалăх пушă вырăн. Нарĕсем çÿллĕ, виçĕ хутлă. Асăрхаймасăр персе анас пулсан... Казармăна шăнăçайманнисене клуба вырнаçтарчĕç. Унта урайĕнчех çывăраттăмăр. Лайăх кăна шăлаттăмăр та...

Алексеев Иванпа эпĕ шăпах çавăнта çывăхлантăм. Хамăр ялтан пĕрле килнĕ Ваçлей тусăма казармăна хăварчĕç, эпĕ вара клуба вырăс, тутар, мăкшă ачисен хушшине лекрĕм. Пулăç пулăçа инçетренех курать, теççĕ. Эпир те, Иванпа иксĕмĕр, пирвайхи кунах паллашрăмăр. Выртасса вăл маларах йышăнса хунă кăмака çывăхне (унта ăшăрах) выртаттăмăр. Ая ун фуфайкине сараттăмăр, çиелтен манăн аслăрах пиншакпа витĕнеттĕмĕр, пуç айне кутамккасене хураттăмăр...

Иван хăй Чăваш республикинченччĕ, Вăрманкас ятлă пысăках мар ялтанччĕ. Ялне питĕ илемлĕ тетчĕ. Ун витĕр лăпкă кăна шыв юхса иртет иккен. Шывне çу пуçламăшĕнче пĕвелеççĕ те, вăл пĕтĕм айлăма сарăлать-мĕн. Ун çинче вара çăвĕпех ача-пăча, хур-кăвакал сасси тăрать. Лăпкă ирсенче çынсем унта вăлтапа пула та тыткалаççĕ имĕш.

Ялне Вăрманкас тесе вăл ĕлĕк вăрман çумĕнче ларнăран каланă пулать. Анчах халĕ унта нимле вăрман таврашĕ те çук иккен. Ун вырăнне садсем нумай-мĕн. Шыв патнелле анакан пахчасене çурри таран ытла чие, улма, слива, терн йывăççисем, хурлăхан, хăмла çырли тĕмĕсем лартса тултарнă. Вĕсем çеçке çурнă вăхăтра çынсем, тутлă шăрша пула, эрех ĕçнĕ пек ÿсĕр çÿреççĕ имĕш. Тула кăларса лартсан, шыв та пылакланса каять иккен...

Пахчасен вĕçĕнче, шыв хĕрринчи çÿçесемпе тирексен айĕнче, кашнийĕнех тенĕ пек мунча пур-мĕн. Шăматкунсенче вара ял çине юманпа хурăн милĕкĕн ырă шăрши сарăлать...

Мунчасем çинчен Иван хамăр ытларах шăннă каçсенче тата çанçурăмсем питĕ кĕçĕтекен пулсан асăна пуçларĕ...

Темиçе кунтан пире чăнах та мунча кĕртрĕç, кивĕ гимнастерка, салтак шăлаварĕ, шинель, çĕлĕк, тăла тата... çаврака пуçлă мăкшă çăпатисем пачĕç. Тумланса ятăмăр та – пĕр-пĕрне палламастпăр та. Çăпаталлă та шалпар кивĕ шинеллĕскерсем, брезент пиçиххиллĕ те лучăрканнă çĕлĕклĕскерсем, эпир пĕртте салтаксем пек мар, аçамĕсем çинчен кушшак çыхса янă мужиксем евĕрлĕ курăнатпăр; кĕнекесенче вăрмана вутта каякан хресченсене çапла ÿкереççĕ. Ĕçĕмĕр те пирĕн салтак ĕçĕ мар: тăват-пилĕк çухрăмри вăрмантан кухньăпа пекарньăна тата казармăсене хутма вутă тултатпăр. Пĕрре кăнтăрлахи апатчен кайса килетпĕр, тепре – апат хыççăн...

Халĕ ĕнтĕ пире пурсăмăра та виçĕ хутлă пысăк казармăсене куçарчĕç. Малтан вĕсене эпир акшар шывĕпе çуса кăлартăмăр, унтан, колхоз хирне кайса, минтерсемпе тÿшексене улăм тултарса килтĕмĕр. Хытă чышса тултарнипе малтан вĕсем çинче выртма та кансĕрччĕ, çывăрса кайсан, айккинелле куçа-куçа анаттăмăр. Анчах кайран, улăмĕ вансан, вĕсем лăпчăнчĕç те чух кăна пулса юлчĕç.

Алексеев Иванпа эпир пĕр отделениех лекрĕмĕр. Командир, Мамедов узбек, питĕ лайăх çынччĕ, анчах кулнине питĕ юратмастчĕ, "Чево либĕшься?" тесе çеç тăратчĕ. Вăл хăй те вăрмантан пирĕнпе пĕрлех самай пысăк вут сыпписем йăтса таврăнатчĕ.

Ик-виç кун çапла çÿресен, эпĕ Иван уксахла пуçланине асăрхарăм. Малтан урине е шăйăрттарнă, е ÿксе-туса ыраттарнă пулĕ, тесеттĕм, анчах унăн уксахласси унтан та, кунтан та килмен иккен, вăл виçĕ çул каяллах çапла утма пуçланă. Пĕррехинче, юланутпа урампа иртсе пынă чух, пĕр иртĕнчĕк, ăна систермесĕр, ун лашине хыçалтан чăпăрккапа çапнă та, лешĕ картах малалла сиксе ÿкнĕ. Çакна кĕтмен Иван çĕре кĕрслетсе аннă. Çавăн чух ачан сулахай ури шартах хуçăлнă, чĕркуççи тĕлĕнче тата сикнĕ те пулнă иккен. Хуçăлнă тĕлĕ кайран сыпăннă, анчах сикнĕ тĕлĕнче вырăнне ларсах çитеймен-мĕн – нумай утсан, ыратакан пулнă, уксахлаттара пуçланă...

– Комиссири тухтăрсем мĕнле асăрхаман вара сан уру çаплине?– ыйтрăм эпĕ, вăл çак историе каласа парсан.

– Хыпаласах пăхмарĕç, хам каламарăм... Комиссире тата утасса та тăрăшса утрăм, – терĕ Иван.

– Ухмах. Хăвна нуша вĕт халĕ.

– Тÿсес пулать ĕнтĕ. Халĕ нуша кураканни эпĕ кăна мар...

– Çаплине çапла та...

Иван инкекĕ çинчен пĕлсен, Мамедов сержант рота командирне пирĕн Алексеева канцелярие писаре илме ыйтнă-мĕн. Ман тусăм унта пĕр-ик кун çÿресе те пăхрĕ, анчах ротная ун почеркĕ килĕшмен иккен. Çитменнине тата писарь ĕçĕ Иванăнне хăйĕнне те кăмăлне каймарĕ.

– Унта ялан командирсем пулаççĕ, ларма вăтанатăп, – терĕ вăл.

Часах пире татах мунча кĕртрĕç, шинельсене илсе, мамăк хурса çĕлетнĕ симĕс курткăсем тата хурçă тĕслĕ обмоткăсемпе тĕпĕсем хутланман хĕрлĕ ботинкăсем пачĕç; вĕсене Америкăранах кÿрсе килнĕ тетчĕç.

Çакăн хыççăн вара эпир салтаксемех пулса тăтăмăр. Пире çар уставĕсене вĕрентме тытăнчĕç. Кунне икшер сехет – хăш чух ытларах та–плацра "салтакла" утма, стройра çÿреме тата, халлĕхе патронсăрах-ха, винтовкăпа "пеме" вĕренетпĕр. Юр ларсан, йĕлтĕрсем пачĕç, вара хире е стрельбищĕне çапăçу тактикине е тĕл пеме вĕренме çÿре пуçларăмăр.

Пытарма çук ĕнтĕ: вунсаккăр та тултарайманскерсен, пирĕн ун чух шăмшак та тĕрекленсе çитмен пулнă-тăр-ха. Эпир çав тери ывăнаттăмăр, "отбой" хыççăнах вилнĕ пек çывăрса каяттăмăр та "подъемччен" пĕрре çаврăнса выртмастăмăр. Пирĕншĕн чи кăмăлсăр сăмахсем ун чух рота дежурнăйĕ ирсерен кăшкăракан "Подъем!" та "Выходи строиться на физзарядку!" сăмахсемччĕ. Вăхăтра ĕлкĕрес тесе, хăш чух эпир обмоткăсене ура хырăмĕсем çине каçхинех, çывăрма выртнă чухнех чĕркесе хураттăмăр. Анчах Мамедов сержант çакна сисе пуçларĕ. Вăл, эпир выртсан, утиялсене сирсе пăхатчĕ те çавнашкал "чее" курсанта "подъем" тăватчĕ. Хăш чух черет çитмесĕрех урай çутарни те пулнă...

Обмоткăсемпе физзарядкăсем, строевой занятисемпе походсем Алексеева питĕ асаплантаратчĕç. Строя вăл, хăй уксахне пула ыттисене утма чăрмантарас мар тесе, яланах ман ума тăма тăрăшатчĕ. Сулахай урине сĕтĕререх пынипе, ун хыççăн утма çав тери кансĕрччĕ, командирсем мана час-часах "В ногу!" тесе асăрхаттаратчĕç, анчах эпĕ ним те шарламастăм... Физзарядкăсенче, плац тавра чупса çаврăннă чух, Иван ыттисенчен каярах юлатчĕ те, эпĕ, юлташа тесе, командирсенчен ăна çеç ан лектĕр тесе, хам та каярах юлма тăрăшаттăм...

Хĕл варринче пирĕн шкула – эпир снайпер тата кĕçĕн командир пулма вĕренеттĕмĕр – Барыш станцине куçармалла турĕç.

Йĕлтĕрпе кайрăмăр.

Салтакăн "тупра" нумай мар: винтовка, кĕреçе, противогаз, патронташ, тĕрлĕ ăпăр-тапăр (хут-кăранташ, теплерен алла лекнĕ юратнă кĕнеке, супăнь, алшăлли) тата икĕ кунлăх панă типĕ апат чикнĕ хысна кутамкки – вĕсене пурне те çума çакнă, шинель аркисене, тавăрса, пиçиххи айне хĕстернĕ. Шап-шурă юрпа витĕннĕ хирсем тăрăх хуркайăксем пек карталанса шăватпăр. Çул çинче тĕл пулакан ялсене, пăт-пат ларакан катасене кĕместпĕр, айккинчен çаврăнса иртетпĕр.

Каç пуласпа çурма çула, Пасарлă Сăскан ятлă яла, çитрĕмĕр; кунта пирĕн çĕр каçмалла.

Пирĕн отделени икĕ пÿрте вырнаçрĕ. Эпир, пиллĕкĕн, ытла пысăках мар çуртлă Даша аппа патне – ятне халь те астăватăп-ха – кĕтĕмĕр.

Аппа тенĕрен, хăй вăл вăтăр урлă каçнăччĕ кăна, анчах пирĕншĕн чăнах та аппахчĕ ĕнтĕ. Икĕ кĕçĕн ачи унăн кăмака çинче çывăратчĕç. Пирĕн винтовкăсемпе противогазсене, обоймăри патронсене тыткаласа, хыпашласа, шăршласа пăхнă хыççăн, амăшĕ хистенипе, тепĕр аслăрах икĕ ывăлĕ те унта улăхса кайрĕç. Анчах çывăрма выртмарĕç, урисене хыçалалла ярса, çаплах пирĕнпе шакăлтатрĕç.

Урайĕнче выртма сивĕ пулĕ тесе, Даша аппа кăмакине хутса ячĕ, хăйĕн çĕрулмине ярса, пăрçа концентрачĕ – пире ăна çул çине панăччĕ – пĕçерсе пачĕ; яшкине эпир çывăрасшăн пулман ачасене те çитерсе пăхтартăмăр – питĕ юратрĕç. (Мĕн каламалли ĕнтĕ, çĕрулмисĕр пуçне урăх темех çисе курнă пулĕ вĕсем юлашки çулсенче.)

Аслă ачи çинчен амăшĕ: иккĕмĕш класа каять, терĕ. Анчах эпир пынă чух вăл шкула ĕнтĕ виççĕмĕш кун кайман пулнă иккен.

– Урине тăхăнмалли çук. Çĕтĕк кăçатăпа ямарăм, чирлесрен хăратăп, – терĕ ун пирки Даша аппа.

(Хăй чирлесрен хăрамасть те, ахăр: тĕпĕ хăпнă, "çăварне" карнă кивĕ атăпах çÿрет...)

– Ну-кă, кăçаттине кăтарт-ха, – терĕ Алексеев, тăрса ларса; эпир ĕнтĕ урайне кĕртсе пăрахнă улăм çине выртнăччĕ.

– Акă, кунта вăл.

Ача Ивана кăçаттине тăсса пачĕ. Ăна, чăнах та, тăхăнма май çук иккен: пуçĕ те, кĕли те çийĕнсе шăтнă – тĕпне хунă улăм та тытăнса тăмасть.

– Кĕççе кирлĕ пулать, – терĕ Иван.

– Кĕççе татăкĕсем пурччĕ те-ха вĕсем... Анчах эсир ывăннă вĕт, канмалла...

– Ничево, вăхăт пур-ха. Тата атпри, çиппе сăмала кирлĕ пулать.– Иван, урайĕнчен тăрса, сак çине ларчĕ.

– Вĕсем те пурччĕ-ха. Ашшĕ аппаланкалатчĕ çапла...

Даша аппан упăшки мĕн вăрçă пуçланнăранпах фронтра çапăçать иккен. Эпир пынă чух вăл унран ĕнтĕ виççĕмĕш уйăх çыру илмен терĕ.

Иван, пиллĕклĕ лампа сĕтел кĕтессине лартса, ĕçе тытăнчĕ. Кăçатă хуçи, кăмака çинчен вăрт-варт анса, ун çумне пырса йăпшăннăччĕ, амăшĕ ăна, пиччÿне ан кансĕрле тесе, çывăрма хăваласа ячĕ.

Пÿртре шăп. Çывăрса кайнă юлташсем сывлани те кăмака айĕнче шăрчăк чĕриклетни çеç илтĕнсе тăрать. Тулта та лăпкă: пирĕн телее, çанталăк лайăх тăрать: çил те алхасмасть, тăман та çук.

Питĕ ывăннă пулин те, эпĕ ниепле те çывăрса каяймастăп. Лутра маччаллă ăшă пÿрт, пурăпа шуратнă пысăк кăмака, сĕтел çинче мĕлтĕртетекен краççын лампи тата айра чăштăртатакан улăм инçетри тăван яла, тăван киле аса илтерет. Уйрăмах тутлă шăршлă улăм çапла...

...Ирхине атте каçхинех çыхса хунă улăм çĕклемне пÿрте йăтса кĕретчĕ те – улăмĕ вăл выльăх çинин юлашкиччĕ, унпа кăмака хутаттăмăр – урай варрине пăрахатчĕ. Пăявне эпир, ачасем, хамăрах салтаттăмăр. Улăм вара пĕтĕм урайне саланса каятчĕ те унта выляма пуçлаттăмăр, сак çине улăха-улăха сикеттĕмĕр. Эпĕ, чи асли, асанне курман хушăра – аттепе аннерен ытлах хăрамастăмччĕ – сĕтел çинчен те "вĕçе-вĕçе" анаттăм. Пирĕнпе пĕрле улăм çинче хура, шурă кăтрашка путексем сиккелетчĕç. Кăкаркăçра тăрса йăлăхнă пăру та пыра-пыра вăрăнатчĕ...

Çулла эпир, ачасем, колхоз йĕтемĕнче çапла выляттă-мăр. Унта улăмĕ те нумайччĕ, улăхса сикмелли те çÿллĕччĕ. Ĕçкĕрт айккинчен алăсене çунат пек сарса вĕçсе анаттăмăр та çăкăр шăршиех кĕрекен çемçе улăм ăшне мăй таранах путаттăмăр...

Çывăрса кайсан, тĕлĕкре эпĕ йăмăкăмпа шăллăмсене, кăтрашка путексене, çăлтăрлă çамкаллă пăрусене курнă. Эпир пурте улăм çинче сиккелетпĕр пек, анне шăллăмăн çĕтĕк кăçаттине тытса ларать. "Паян шкула каяймастăн... Аçу пулсан, юсаса парĕччĕ те вĕт..."– тет вăл салхуллăн. Шăллăм йĕре пуçларĕ...

Хальччен çука, çĕрле икĕ хутчен вăрантăм. Икĕ хутĕнче те ман Иван тусăм сĕтел умĕнче кăçатă тĕплесе ларнине куртăм. Вал хам çума хăçан пырса выртнине сисмен...

Иван ача кăçаттине кăна мар, Даша аппанне те юсаса панă иккен...

– Пирĕн те килте анне хăй анчах ĕçлет вĕт, шăллăмпа йăмăкăмсем пурте пĕчĕк-ха, – терĕ вăл, тепĕр ирхине ирех çула тухсан.– Тен, вĕсене те пулăшакан пулĕ çапла...

"Вĕсен" вара амăшĕн Ивансăр пуçне пиллĕкĕн иккен. Пирĕнни пекех. Анчах ман атте, алăсăр пулин те, киле таврăннă халь.

Çул çинче эпир ыттисенчен чылай кая юлтăмăр. Алексеев урапа аптранине курса, Мамедов сержантпа взвод командирĕ мана унпа юлма хушрĕç. Ирĕк панă тесе, эпир ытлах хыпаланмарăмăр та вара. Ыттисем такăрлатса хăварнă йĕрпе васкамасăр шунă май, "гражданкăри" пурнăçа аса илсе пытăмăр.

Пĕр ăвăс кати çумне канма ларсан, Иван хăй çĕленĕ брезент бумажникрен çырусем тата сăнÿкерчĕк кăларчĕ. Çырусене хăйсен ялĕнчи Елинкка ятлă хĕр çырнă иккен; вĕсем унпа пĕрле çичĕ класс пĕтернĕ. Укерчĕкĕ те çавăнах. Ăна вал таçтан ушкăнпа çапăннă çĕртен касса илнĕ пулмалла: пĕр айккинче такамăн хулпуççийĕ те курăнать. Ÿкерттерессе те пĕлтĕр-кăçал мар, Елинкка пĕр вуниккĕре-вунвиççĕре чухне ÿкерттернĕ, ахăр: ÿсме ярăннăскер, ырханкка, тăрăхла питлĕ, шăши хÿри пек çивĕтне хулпуççийĕ çине малалла уснă.

– Халĕ вăл кун пек мар ĕнтĕ, илемлĕ. Çивĕчĕ те хулăн, пилĕк таран, – терĕ Иван, ÿкерчĕкпе çырусене бумажникне чиксе.– Сан пур-и?

Ман çукчĕ-ха. Пĕр-пĕр хĕре килĕштерме ĕлкĕрейменччĕ. Çыру та никампа çÿретместĕмччĕ...

Барыша тĕттĕмленсен çитрĕмĕр. Хамăр батальона çийĕнчех тупрăмăр – вăл поселок варринчи Культура дворецне вырнаçнăччĕ. Дворецĕ вара темле пысăк хулана та илем кÿмеллескерччĕ. Чăн-чăн керменччĕ ĕнтĕ: пусмисем сарлака та çÿллĕччĕ, вестибюлĕнче рота вырнаçнăччĕ, киносем, спектакльсем кăтартмалли залĕ вара – пĕр-пĕр пĕчĕкрех урам пысăкăшчĕ темелле: унта туса лартнă нарсем батальона та ытлашшиччĕ...

Тултан та питĕ илемлĕччĕ культура çурчĕ: шап-шурă, фасадсене кăна мар, айккисене те эрешлесе пĕтернĕ. Анчах çак илем пире вăл вăхăтра ытлах савăнтармарĕ çав: тÿпе пек çÿллĕ маччаллă залра тултинчен кăшт кăна ăшăрахчĕ...

Хамăр малтан шухăшланă пек, фронта пире çуркунне, шыв-шур вăхăтĕнче, ăсатрĕç.

Иккĕмĕш Украина фрончĕн штабĕнчен çуран утрăмăр.

Çар штабе Кăнтăр Буг шывĕн леш енче терĕç. Вăл вăхăтра кунта пирĕн çарсем малалла кайса пыратчĕç. Виççĕмĕшпе Тăваттăмĕш Украина фрончĕсем, "пирĕн" Иккĕмĕш Украина фрончĕпе Хура тинĕс флочĕ пулăшнипе, Крыма ирĕке кăларнăччĕ, тăшманран Симферополь, Одесса тата Николаев хулисене тасатнăччĕ.

Апрель варри кăначчĕ пулин те, кунта, Кăнтăр Украинăра, çĕр типсе çитнĕччĕ ĕнтĕ. Хĕвел те хытах хĕртетчĕ – эпир самаях ывăнтăмăр. Алексеев уйрăмах аптраса çитрĕ. Эпĕ ăна тухса килес умĕн урине тухтăрсене кайса кăтартманшăн вăрçрăм. Вăл вара, яланхи пекех:

– Ничево, темех мар, – текелесе ирттерсе яма тăрăшрĕ. Пырсан-пырсан, хушса хучĕ:

– Фронта каясшăн мар хăтланать, теме пултараççĕ.

Вăй çитнĕ таран çапăçăп ĕнтĕ. Пăшал пеме пултаратăп-ха...

Перессе вăл, чăнах та, пиртен чылайăшĕнчен лайăхрах перетчĕ...

Армире пире карабин, патронсем, виçĕ кунлăх апат пачĕç. Эпир, хамăра хăш дивизие е полка ярасса кĕтсе, штаб умĕнчи пĕчĕк те çара сада сапалантăмăр. Канатпăр, апат çиетпĕр, туртатпăр, çырусем çыратпăр. Ларсан-ларсан, вăхăт пур пек чух, Алексеевна иксĕмĕр медсанбата кайса килме шутларăмăр.

Санбат штабран чылай инçетре-мĕн, ял витĕр иртекен аслă çул хĕрринче. Анчах унта тухтăрсем патне кĕресси çинчен асăнма та çук –алăк умĕнче те, урамра та суранлисем взвочĕ-взвочĕпе тенĕ пек тĕркĕшеççĕ. Аманнă салтаксем вара килсех тăраççĕ– машинăпа та, çуран та. Пурте ывăннă, асапланса çитнĕ. Нумайăшĕ пиртен туртма ыйтрĕç.

Алексеев черет кĕтме кăмăл тумарĕ...

Эпир каллех штаба таврăнтăмăр. Анчах садра хамăр юлташсене курмарăмăр.

– Вĕсем кайрĕç... Ĕнтĕ сехет те çитет пулĕ кайнăранпа, – терĕ пире витесем патĕнче урапа тикĕтлекен конюх.– Унта манăн ентеш те пурччĕ-ха.– Унтан вăл пире Сатанюк хушаматлă темле капитанпа калаçса пăхма хушрĕ.

– Çынни питĕ лайăх вăл, учитель пулнăскер. Ав, çав алăкран кĕрĕр те... Çапла-çапла, хамăр командăран юлнă, çавăнта кайнăччĕ, каçарăр, урăх ун пек пулмĕ, тейĕр...

Эпир питĕ кулянса ÿкрĕмĕр. Иван мана вăрçма тытăнчĕ. Халь ăçта кайса кĕре пĕлмелле ĕнтĕ, мĕн темелле? Хăшĕсем: юри юлнă, тесе шутлама та пултарĕç. Çитменнине тата ротăри юлташсемпе те, хамăра кунта илсе çитернĕ Тютюнник лейтенантпа та сывпуллашаймарăмăр; лайăх командирччĕ вăл, вунă кун хушшинче пĕр салтака та ятлани пулмарĕ...

Хушамачĕ шиклентермеллескер пулин те, капитан хăй, чăнах та, аван çын пулчĕ. Пире вăл хамăр лейтенанта каламасăрах санбата кайнăшăн та ытла çилленсех вăрçмарĕ.

– Пĕрре юлнă-юлнă, сире кăштах ĕçлеттерсен те пымаллаччĕ те, юрĕ эппин, вăй малашне хăвăра кирлĕ пулĕ,–терĕ те мана "Головин хуçалăхĕ, Нефедов майора" тесе çырнă конверт тыттарчĕ.

– Вăл Березовка таврашĕнче е хулинче хăйĕнче пулмалла, унта шырăр,- терĕ капитан.

– Пĕр-пĕр машина çине ларма тăрăшăр, унталла халĕ вĕсем нумай каяççĕ, – канаш пачĕ пире конюх.– Хăвăрăннисенчен маларах та çитме пултаратăр.

Эпир унпа сывпуллашрăмăр та аслă çул çине тухрăмăр, хĕвеланăçнелле утрăмăр. Тĕлĕнсе кăна пыратпăр хамăр: пире машина хыççăн машина, танк хыççăн танк хăваласа иртет. Тягачсем орудисем сĕтĕрсе пыраççĕ.

Ялтан тухсан, эпир снарядсем тиенĕ машина çине сиксе лартăмăр. Пĕр виç-тăват çухрăм кайсан, вăл сулахаялла пăрăнса кĕчĕ. Эпир анса юлтăмăр та каллех аслă çул çине тухрăмăр. Утсан-утсан, пĕр пĕчĕк кăна çырма патне çитрĕмĕр те, саперсем васкаварлă, çапах та питĕ тĕреклĕ тунă кĕпер айне анса, шыв ĕçрĕмĕр. Унтан тухма кăна тăнăччĕ– çул çинче такам: "Воздух!"– тесе кăшкăрса ячĕ.

Тухăçран нимĕçсен разведчикĕ–"Фокке-Вульф"– килет иккен. Анчах вăл персе-туса тăмарĕ, çул тăрах аялтанах питĕ хăвăрт вĕçсе иртсе кайрĕ. Пеме вăл ерçеймен те иккен: ăна хыçалтан пирĕн икĕ "Як" хăваланă...

Эпир хамăра çула май лекнĕ тата икĕ машина çине ларса антăмăр. Ниçта та вăрах чарăнса тăмарăмăр, çаплах малалла кайрăмăр, анчах Березовка пиртен тарнăçемĕн тарса пычĕ: штаб тăракан ялтан тухсан, тĕл пулнă пĕр аманнă салтак пире: вăл çирĕм çухрăмра пулмалла, тенĕччĕ, каç пулса тĕттĕмленеспе вара çак енчен килекен машина шоферĕ: çирĕм-çирĕм икĕ çухрăм, терĕ. Ăна ĕненмесĕр, эпир тĕл пулакан ытти салтаксенчен ыйтса тĕпчеме пуçларăмăр, анчах вĕсенчен хăшĕ пĕлмерĕ, тепри калаçса та тăмарĕ.

– Ну, капла аташса çÿренĕшĕн сире аван лекет-ха, – тесе хăратакансем те пур.

Ним шухăшлама, ним тума аптраса, эпир çултан пăрăнтăмăр та хăва тĕмĕсем хушшинчи утă капанĕн тĕпĕ çине лартăмăр, çырткаласа ятăмăр. Тĕттĕмленчĕ.

Çĕрле самаях сивĕ иккен. Утса тарланăскерсем, эпир шăна пуçларăмăр. Вара капанран юлнă утта пĕр çĕререх пухрăмăр та ун айне кĕрсе выртрăмăр.

Çуркунне ку айлăмра шыв тăнă пулмалла: утăран пăнтăх шăрши кĕрет. Хăлха патĕнчех шăшисем чăштăртатаççĕ. Те çапăçаççĕ, те савăнаççĕ – чăйăлтата-чăйăлтата илеççĕ. Вĕсем хăлхаран е сăмсаран – вĕсем ман пысăках мар та – килсе çыртасран та хăраса выртатăп. Иван та çывăрмасть, вăл ури сурнипе асапланать пулмалла.

Пуçа тĕрлĕ шухăш çĕмĕрет. Акă, эпир вута хирĕç каятпăр. (Хĕвеланăç енче инçех те мар çине-çинех ракетăсем ялтлата-ялтлата илеççĕ, тупăсем пĕр чарăнми переççĕ. Фронт çывăхĕнче çĕрле хăрушăрах иккен, кăнтăрла аплах мар.) Çур çул хушши пĕр апат çинĕ кирек ăçта та пĕр çулпа çÿренĕ, пĕр нар çинче выртса тăнă юлташсемпе те сыв-пуллашаймарăмăр, килсене те çыру çырса яраймарăмăр... Инçете, хăрушă çĕре илсе килчĕ пире салтак шăпи. Снайперсен шкулĕнче чухне йĕри-тавра юлташчĕ, кил те пĕр икçĕр çухрăмра кăначчĕ...

Анăçра тупăсем кĕмсĕртетеççĕ, тÿпере "кукурузниксем" шатăртатаççĕ, çул çинче танк гусеницисем çанкăртатаççĕ, автомашинăсем ăрăлтатаççĕ, çынсем шавлаççĕ, хăлха патĕнче шăши чăйăлтатать... Анчах ывăнни хăйĕннех тăвать– эпир çывăрса кайнă.

Ирхине иксĕмĕр те пĕр вăхăтра, те шăннипе, те çынсем шавланине илтсе, вăранса кайрăмăр.

– Итле, – пăшăлтатрĕ Иван.– Нимĕçле калаçаççĕ.

Чăнах та!

Пĕтĕм çан-çурăм пĕрре вĕриленсе, тепре çÿçенсе кайрĕ. Пилотка айĕнче пурлă-çуклă çуç те йăшăлтатма пуçларĕ. Пĕтрĕмĕр вĕт!

Нимĕçле эпĕ "Анна унд Марта баден" ("Аннапа Марта шыва кĕреççĕ") тенине çеç пĕлетĕп: вăл учебникăн малтанхи страницинчехчĕ. Пĕр урок ирттернĕ хыççăн пирĕн учителе фронта илсе кайрĕç те, эпир нимĕçле текех вĕренеймерĕмĕр. Хальччен вăл чĕлхепе калаçнине те илтмен тата...

Мăштах выртатпăр. Ман сылтăм ура утă айĕнчен тухса кайнă, ăна каялла туртса илме те хăратăп...

Сехĕрленсе ÿкнипе те шăннипе çапла пĕр вунă минут чĕтресе выртрăмăр. Çав хушăра тата эпĕ, тăмпăшал, хам карабина хальччен те авăрламаннине аса илтĕм.

– Вста-ать! Приготовиться к маршу!– илтĕнчĕ пăртакран çул çинче.

Пире чун кĕрсех кайрĕ. Эпир, пурпĕрех питĕ асăрханса, утă ăшĕнчен пуç кăларса пăхрăмăр та çул айккинчен çĕр шапи тĕслĕ тум тăхăннă нимĕç салтакĕсем çĕкленнине куртăмăр. Вĕсем васкамасăр çурăмĕсем хыçне тем чышса тултарнă кутамккисене çакаççĕ. Çул çинче, нимĕçсене икĕ енчен хупăрласа, пирĕн автоматчиксем тăраççĕ.

Тăрса ларса карабина авăрларăм та, эпир çул патнелле утрăмăр. Тыткăна лекнĕ нимĕçсен ушкăнĕ – унта виççĕр-тăватçĕр салтак та пулĕ – хĕвеланăçнелле тапранса кайрĕ. Умне автомат, айккисене дисксемпе СВТ штыкĕ çакнă çамрăк конвоиртан "Головин хуçалăхĕ" ăçтарах иккенне ыйт-рăмăр.

– Кунтан пĕр çирĕм çухрăмра пулмалла, – терĕ вăл, пире пĕрер пирус парса.– Трофейнăй, туртса пăхăр. Мухтаççĕ, пирĕнни çумĕнче вара – паккăç. Çапла, пĕр çирĕм çухрăмра пулмалла. Халлĕхе, çак çулпах кайăр. Тÿрех. Унтан – ыйтăр ыттисенчен.– Вăл вара урăх калаçса тăмарĕ, нимĕçсен ушкăнĕ хыççăн утрĕ.

Çар штабĕнчен тухнăранпа çирĕм мар, хĕрĕх çухрăм та килтĕмĕр пулĕ, халĕ акă – каллех "пĕр çирĕм çухрăмра..."

Малалла танккатпăр...

Каç пуласпа эпир, пĕр арканнă пысăк ял витĕр тухса, – унăн çурри ытла çунса кайнă, – тарăн çырма хĕррине çитсе тăтăмăр. Çырми сарлака та мар, анчах питĕ тарăн. Шывĕ тĕпĕнче çеç мĕлтĕртетет.

Кĕпер умне танксем, лавсем, машинăсем, пехота пырса тăкăлнă. Кăшкăрашнипе сасси тытăннă капитан, пуçне, карттусĕ çухалнипе пулмалла, лучăрканнă салтак çĕлĕкĕ тăхăнса янăскер, кĕпер çине, ылмаштарса, пĕрре машинăсем, танксем, тепре лавсемпе пехота кĕртет.

Çырма урлă каçрăмăр кăна – таçтан муртан нимĕç самолечĕсем вĕçсе килчĕç, бомбăсем пăраха пуçларĕç.

Пуçланса кайрĕ...

Эпĕ темле ăшăх кăна çырмара, хăва тĕмĕ айĕнче, тăна кĕтĕм. (Çырминче кунта шыв çуркунне кăна пулать, ахăр, тĕпĕ те курăклă. Хăй вăл эпир паçăр каçнă вар хушшине тухать пулмалла.) Ытти япаласем çумрах, пилотка вара таçта ÿксе юлнă. Хам пĕтĕмпех пылчăкланса пĕтнĕ.

Иван ман хыçра ларать, карабинне пылчăкран тасатать.

– Ну, хытă чупан та эс, ÿксен тин хăваласа çитрĕм. Сывлăш хумĕ сана ывăтсах ячĕ, вĕлерчĕ пулĕ тесе, чĕрем çурăлсах кайрĕ, – терĕ вăл салхуллăн, хуллен.– Мана ти-веймерĕ, ытла кая юлнăччĕ...

Бомбардировщиксем вĕçсе кайнăччĕ ĕнтĕ. Кĕпер енчен вара çаплах шăв-шав илтĕнетчĕ-ха. Фашистсем темшĕн ял çине те ик-виç бомба пăрахнă, унта темле пысăк çурт – те клуб, те шкул – çунать.

– Бумажнике çухатса хăварнă, – терĕ Иван, тасатнă затворне вырăнне чиксе.– Манăн пурте унтаччĕ вĕт...

Пĕлетĕп-ха унăн бумажникĕнче мĕн пулнине: "Красноармеец кĕнеки", çырусем тата Елинкка сăнÿкерчĕкĕ... Çитменнине, вăл унăн килне асăнтаракан, Елинккапа çыхса тăракан пĕртен пĕр япаличчĕ. Çавăнпа эпĕ бумажника кайса шыраса пăхма сĕнтĕм.

Эпир тăрса силлентĕмĕр те паçăрхи хăрушă вырăналла утрăмăр. Эпĕ хам çырмана ăçтан чупса килсе выртнине ас-тумастăп, Алексеев вара аван пĕлет. Ура айне питĕ лайăх пăхса утрăмăр, анчах бумажник тупăнмарĕ.

Нимĕçсем пăрахнă бомбăсем кĕпере лекмен иккен. Сиенне хăйсем пурпĕрех нумай тунă: темиçе машина юрăхсăра тухнă, пĕри, хуп-хура тĕтĕм пĕрĕхсе, çунса ларать; вилнĕ аманнă салтаксем курăнаççĕ. Çул айккинче, туртисем хушшинчех, турă лаша хăрăлтатса выртать, темле ещĕксемпе çыхăсем хунă урапи çинче – лавçи, сап-сарă мăйăх-сухаллă салтак. Вăл тÿрех вилсе кайнă пулмалла, лаши вара çаплах чĕтрене-чĕтрене илет, сăмсинчен, çул çинчи сăрă тусана хуратса, юн юхать...

Ман пуçа тем хĕстерсе хунă, ыратать, тата тăтăшах кашласа тăрать. Хăлха та начар илтет иккен: Иван мĕн те пулин каласан, ăнланмасăр, тепĕр хут ыйтатăп.

Кăмăл пирĕн пушшех пăсăлса кайрĕ. Эпир, пуç чиксе, каллех паçăрхи çырманалла утрăмăр. Бумажника тупаймарăмăр. Ытла куляннипе ман тусăмăн куçĕ те шывланчĕ.

(Манăн килтен чиксе тухнă япаласенчен йăмăк çĕлесе, тĕрлесе панă табак енчĕкĕпе сăмса тутăрĕ пурччĕ, вăл вара шăлăнасса та хысна тутăрăпе шăлăнатчĕ.)

Пĕлтĕрхи хăрăк курăк çине канма лартăмăр, обмоткăсене сÿтсе, ботинкăсене хывса, урасене уçăлтартăмăр, тăласене çĕнĕрен чĕркерĕмĕр. Хамăр ним те чĕнместпĕр.

Çав хушăра хĕвел анчĕ. Анăç енчи çур тÿпе малтан хĕп-хĕрлĕ пулса кайнăччĕ, унтан вăл тĕксĕмлене пуçларĕ. Килте чухне эп çак картинăна сăнама юрататтăм, халĕ вăл мана килĕшмерĕ: горизонт юнпа пĕвеннĕ те, юнĕ кĕвĕлсе пынă пек туйăнчĕ.

Çÿл енчен виçĕ салтак килни курăнчĕ. Эпир ура çине тăтăмăр.

Салтаксем аманнăскерсем иккен. Иккĕшĕ марлĕпе чĕркенĕ аллисене мăйĕсенчен çакса янă, марлĕ айĕнчен юн сăрхăннă та, тусан ларнипе, хуралса кайнă; теприн пĕтĕм пуçне бинтланă, хăрах куçĕ те çăварĕ çеç курăнать. Вĕсем туртма ыйтрĕç. Хăйсем вара Головин дивизийĕнчен иккен.

– Хăш полка каймалла сирен?- ыйтрĕ манран пĕри, алăран аманни, эпĕ ăна чикарккă чĕркесе парсан.

– Хăш полкне пĕлместпĕр-ха, пире дивизи штабне тупма каланă.

– Хм.– Вăл юлташĕсем çине пăхса илчĕ.– Пĕлместĕп. Лешсем те ним калаймарĕç.

– Апла эсир çак çырмапах утăр. Кайсан-кайсан, вăл пĕр ката çумĕпе иртет...

– Кунтан инçе-и?

– Инçи-мĕнĕ... Курăр унта хăвăрах. Çав ката хыçĕнче темле штаб пулмалла.

– Фрончĕ хăй инçе-и?– ыйтрĕ Алексеев.

– Халĕ эсир хăвăр фронтра.

–Ну, малти лини эппин? Салтак кăшт кулса илчĕ.

– Линине шуйттан пĕлет-и ăна. Халĕ вăл кунта, тепĕр сехетрен – таçта... Фриц танк нумай илсе килнĕ...

Пире табакшăн тав туса, салтаксем малалла утрĕç. Эпир çырмапа кайрăмăр.

Ĕнер тата паян ирхине, эпир хамăр "кил" енче чухне, тупă сассисем малта илтĕнетчĕç. Халĕ вара вĕсем пĕтĕм таврара кĕмсĕртетеççĕ. Çитменнине, çывăхрах. Пăшал, пулемет пени те илтĕнсех тăрать. Тĕттĕмленсен пуç çинче "кукурузниксем" шатăртатма тытăнчĕç.

Ĕнтĕ чылай утрăмăр, анчах ката çаплах курăнмарĕ-ха. Эпир тата, айвансем, вăл çырман хăш енче пулнине те ыйтма чухлайман.

Çырма ăшăхлансах пычĕ. Халĕ ĕнтĕ вăл кăшт çеç палăрать. Ката патĕнчен эпир асăрхамасăр иртсе кайрăмăр пулмалла.

Çак самантра малта, инçе те мар, ракета хыпса илчĕ те, çăтăртатса çунса, тавраналла вĕтĕ хĕлхем сапса, пирĕн пуç тăрринелле вĕçсе анчĕ. Тавралăх кăнтăрлахи пек çутал-чĕ. Вара унччен те пулмарĕ – автомат шатăртатса илчĕ, хăлха çумĕнченех пульăсем шилетсе иртрĕç. Эпир çĕр çине лап выртрăмăр та çавăнтах каялла шума пуçларăмăр.

Чĕркуççисемпе чавсасем, ал тунисемпе ура пÿрнисем шыçнă пек ыратакан пуличченех шурăмăр. Хамăр чăм шыва ÿкрĕмĕр, сывлаймиех пулса çитрĕмĕр.

Вăй йăлтах пĕтнĕ пек туя пуçласан, чарăнтăмăр та пĕр хушă хускалмасăр выртрăмăр.

Хыçра ракетăсем çаплах çутала-çутала каяççĕ-ха, анчах пенине ытти сасăсем хушшинче уйăрса илме çук.

Эпир, пăртак лăпланса, тăрса лартăмăр. Вара çавăн чухне тин хамăр паçăрхи çырмапа мар, урăххипе шунине тавçăрса илтĕмĕр. Леш çырман тĕпĕ курăклăччĕ, типĕччĕ, кунта – пылчăклă, тĕлĕ-тĕлĕпе çăл тапать. Çыранĕ те çеремлĕ мар, ишĕлсе тăрать.

Эпир сехĕрленсе ÿкрĕмĕр. Чăнах та, ытла та айван салтаксем çав-ха. Тăшман йышăннă çĕрелле кĕрсе кайнă пулсан вара? Каялла шăвас – переççĕ, малалла утас – ăçта кайни паллă мар...

Çапла кулянса, ниçта кайма аптраса ларнă вăхăтра сылтăм çыран енчен тем тăнкăртатни тата такам вырăсла килĕшÿллех мар сăмахсемпе ятлаçни илтĕнчĕ. Пире чун кĕр-сех кайрĕ.

Эпир майĕпен, сасă тăвасран асăрханса, çыраналла шуса хăпартăмăр та тĕттĕмелле тинкертĕмĕр.

Малта пăт-пат хăва тĕмĕсем, самай çÿллĕ йывăçсем лараççĕ. Тата темле хура мĕлке курăнать. Пăхсан-пăхсан, вал урапана кÿлнĕ лаша иккенне чухласа илтĕмĕр. Урапа хыçĕнче, çаплах усал сăмахсемпе ятлаçа-ятлаçа, темле çын аппаланать.

– Эй, салтак!– чĕнтĕм эпĕ; салтаксăр пуçне кунта урăх никам та пулма пултараймасть ĕнтĕ.

Çын урапа тепĕр енне сиксе ÿкрĕ те, выртса, винтовка затворне уçса хупрĕ.

– Кам унта?

– Ку эпир-ха, хамăрăннисем. Головин дивизийĕнчен...

– Нумаййăн-и?

– Иккĕн.

– Мĕн сулланса çÿретĕр çĕрĕпе?

– Штаб кирлĕччĕ...

– Шăлан çаппи кирлĕ сире, акă мĕн. Ну, тухăр-ха эппин кунта!

Эпир тухрăмăр. Вăл та ура çине тăчĕ.

– Мĕн тума кирлĕ сире штаб?

– Кирлĕ... Пакет пур. Службăна килетпĕр.

– Апла халлĕхе кунта служить тăвăр-ха эппин. Салтак темле оруди патне снарядсем илсе каять иккен те, урапин пĕр кустăрми шăтăка лекнĕ – лаши ниепле те туртса кăлараймасть. Эпир, виççĕн, урапана кĕтессинчен тытса йăтрăмăр та лаша малалла кайрĕ. Эпир ун хыççăн утрăмăр.

Лавçă салтак кунта пĕрре кăна мар килнĕ пулмалла, лашана вăл хăва тĕмĕсем хушшипе пĕр иккĕленмесĕр тытса пырать.

– Кам килет?!– пире шарт сиктерсе ыйтрĕ такам малта.

– Перепелица-ха ку, – сас пачĕ лавçă.

– Ну уттар, уттар эппин... Вăрах çÿретĕн.

– Халĕ те çитеймен пулăттăм-ха... Юрать, ак, граждансем пулăшрĕç...

– Мĕнле "граждансем" тата унта?

Пирĕн ума çÿллĕ те сарлака хулпуççиллĕ патвар çын тухса тăчĕ. Çине вăл телогрейка, пуçне çĕлĕк тăхăннă, çĕлĕкĕн хăлхисене усса янă.

– Штаб шыраççĕ.– Лавçă мана хулпуççинчен тĕксе илчĕ: – Чĕлхĕр пур вĕт, калăр.

Эпĕ хамăр çинчен каласа патăм.

– Вăхăтлăха пире пулăшăр-ха эппин, – терĕ çÿллĕ салтак.– Ну, пушатар давай.

Тÿпенелле умлă-хыçлă икĕ ракета вĕçсе хăпарчĕ. Вĕсен çутинче эпир хăва тĕмĕсем хушшинче ларакан йывăр орудие тата ун айккинерех выртакан икĕ çынна куртăмăр. Вĕсем шинельсемпе витĕннĕ, пичĕсене çĕлĕкĕсемпе хупланă, аллисене, урисене мелсĕррĕн тăсса хунă. Салтаксем мĕншĕн çапла выртнине ăнлансан, манăн пĕтĕм çан-çурăм сăрăлтатса илчĕ...

Снаряд ещĕкĕсене пушатсан, вилнĕ салтаксене урапа çине йăтса хутăмăр та, лавçă кайрĕ. Паçăрхи çÿллĕ çынпа – вăл сержант, оруди командирĕ иккен – тепĕр салтак пире снаряда мĕнле памаллине, орудие мĕнле авăрламаллине вĕрентрĕç. Тепĕр салтакĕ хăй тракторист-мĕн: тягач çывăхрах, хăва тĕмĕсем хушшинче ларать. Вăл хыткан, пĕвĕпе Иванран та, манран та пĕчĕкрех, анчах питĕ вăрт-варт та çивĕч чĕлхеллĕ. Вăйĕ те пур куран. Сасси вара хăй-не кура мар хулăн; аса илсен, хăлхара ăна халь те илтетĕп-ха...

Манăн артиллеристсенчен дивизи штабĕ ăçта тăнине ыйтас килетчĕ, анчах вĕсем пирĕн çинчен хăйсене пăрахса каясшăн тесе шутлĕç терĕм те – шарламарăм.

Иван та çаплах шухăшларĕ пулмалла.

* * *

Çутăла пуçларĕ.

Пирĕн пĕччен оруди питĕ сайралса юлнă хурăн кати хĕрринче, çул айккинче ларать. Патвар сержант каланă тăрăх, вĕсене çав çула сыхлама хушнă.

Орудие окопа чавса лартнă. Ун умĕнче самаях çÿллĕ те çирĕп бруствер. Щит çумне, кĕпçен ик енне, икĕ çамрăк хурăн тăратса хунă.

Тавралăх шăпланнă пек. Анчах ку халĕ пире пушшех хăратать: тĕнче тăвăл умĕн çапла лăпланать теççĕ-çке.

– Самсонов, эсĕ тягачна лайăхрах хатĕрлесе тăрат, – терĕ сержант тракториста.

– Вăл хатĕр, командир юлташ.

Самсонов çапла каларĕ кăна – малта кĕрлени илтĕне пуçларĕ.

– Танксем!– кăшкăрса ячĕ тракторист. Эпир хамăра кăтартнă вырăна тăтăмăр.

Танксем умри ката айккипе килекен çул кукăрĕнчен темле вăйпа сирпĕтсе кăларнă пек вăркăнса тухрĕç – малтан пĕри, унтан тепри, вара виççĕмĕш...

Сержант щит умĕнчи çара хурăнсене айккинелле сирсе пăхрĕ те, хăйне хăй "Огонь!" тесе команда парса, тупăран персе ячĕ. Манăн, çăвара вăхăтра уçайман пирки, ахăр, пăртак уçăлнă пек пулнă хăлха каллех хупланса ларчĕ.

– Давай-давай!– кăшкăрчĕ Самсонов те пире, те хăйне хавхалантарса.

Тăваттăмĕш снаряд малта килекен танка лекрĕ. Вăл чарăнса ларчĕ те тĕтĕм йăсăрлантара пуçларĕ. Анчах юлнă икĕ танкĕ унран иртсе кайрĕç, пынă çĕртех пере-пере, çывхарсах килчĕç.

Те вунтăваттăмĕш, те вунпиллĕкмĕш снаряд кăларса янă хыççăн мала тухнă танкăн гусеници хывăнса ÿкрĕ. Ун ăшĕнчен умлăн-хыçлăн тăватă çын – пĕтĕм экипаж – сиксе тухрĕ. Çакă пире савăнтарчĕ: танкран текех перекен пулмасть.

Танксем хыççăн пынă автоматчиксем сапаланса кайрĕç, çул айккинчи канавсене те тĕмсем айне выртрĕç. Вĕсем, автомачĕсемпе пенĕ май, пирĕн еннелле шунине асăрхарăм. Карабина илсе, фашистсене пеме пуçланăччĕ кăна, сержант:

– Снаряд!– тесе кăшкăрса пăрахрĕ те, карабина каялла хутăм.

Снаряд лекнĕ танк тĕтĕм кăларма чарăнчĕ, вырăнтан хускалчĕ те "çăпатасăр" юлнин айккине пырса тăчĕ, ăна хупăрласа, гусеницăна юсакан экипажа пытарчĕ. Хăй вара пирĕн ката хĕррине пулеметпа шатăртаттара пуçларĕ; орудие пульăсем чăнк! та чăнк! килсе çапăнаççĕ.

Ещĕкре тăхăр снаряд юлчĕ. Нумай ванчăк паракан икĕ снаряда сержант пехота çинелле персе ячĕ, ыттисемпе танксене пере пуçларĕ.

Паçăр аманнă пек пулнă танк каллех хуп-хура тĕтĕмпе хупланчĕ. Вăл гусеници хывăннă танк патĕнчен малалла куçса ларчĕ те, ун ăшĕнчен экипажĕ сирпĕнсе тухрĕ.

Çав самантра хăйсен пехотине хÿтĕлес тесе майĕпен шăвакан малти танк персе янă снаряд оруди умнех килсе ÿкрĕ. Вăл шартлатса çурăлчĕ те, щита ванчăксем килсе çапăнчĕç, панорамăна ватса пăрахрĕç. Халĕ ĕнтĕ вăл кирлех те марччĕ, пирĕн пĕр снаряд çеç юлнăчĕ. Ăна сержант тупă кĕпçи тăрăх тĕллесе персе яма тăнăччĕ, анчах, тем аса илсе, ку шухăша каялла турĕ те Самсонов енне çаврăнчĕ:

– Трактор!

Самсонов хăва тĕмĕсем хыçнелле ыткăнчĕ.

Нимĕçсем, питĕ асăрханса, хуллен кăна пулин те, пирĕн позици патнелле çывхарса килеççĕ. Вĕсем ката хĕрринче пехота та выртать тесе шутлаççĕ пулмалла... Вăл çуккине чухлас пулсан... пире çавăрса илме те пултараççĕ вĕт!

Снарядсем çуккине кура, эпир, Алексеевна иксĕмĕр, карабинсемпе пере пуçларăмăр. Хам тĕл лектернипе лектер-меннине пĕлместĕп, анчах Иван темиçе фашиста пĕтерни паллах: кун пек хушăран вăл çынна мар, панулмине те лектерме пултарать.

– Самсонов!

Çав вăхăтра тракторист хăй чупса пычĕ.

– Магнето та, карбюратор та...– Вăл каласа пĕтереймерĕ, ахаль те шурнăскер, шурса-шурса пычĕ те çĕр çине тĕшĕрĕлсе анчĕ, ÿпне тăсăлса выртрĕ. Сержант ун патне чупса пычĕ, месерле çавăрса хучĕ, Самсоновăн куçĕ те шăвăçланса кайрĕ...

Хам паллакан çын çакнашкал çывăхра, умрах, ÿксе вилнине эпĕ малтанхи хут куртăм. Паçăр кăна чĕрĕччĕ-ха вăл, вăрт-вартскер, тем тума та ĕлкĕретчĕ: тракторне тĕрĕслесе килчĕ, магнетопа карбюратора ванчăксем çĕмĕрмен пулсан, орудие кунтан вăрманалла та турттарса каятчĕ-и, анчах халĕ выртать авă, аллисене айккинелле сарса пăрахнă, куçне хупнă... Тул çутăласпа вăл манран туртма ыйтрĕ, малтан хута ырларĕ ("Çÿхе те, çурăлмасть те"), унтан табака мухтарĕ ("Пĕтĕм ăшчике кантарать, кун пеккине патша та туртайман пулĕ"). Халĕ акă ăна, шăтăксăр пуçне, ним те кирлĕ мар. Анчах эпир шăтăкне те чавса тăраймастпăр...

Сержант сулахай станина айĕнчен тилхепе пек пуçтарса çыхнă трос туртса кăларчĕ, салатса, ун пĕр вĕçне боевой шнуртан çыхрĕ. Унтан окопра йăваланса выртакан шăтăк каскăпа сошниксем чаваласа кăларнă тăпрана ăсса илчĕ те, тăшман хамăр çинелле пĕр чарăнми персе тăнине пăхмасăр, бруствер урлă сиксе каçрĕ, тăприне оруди кĕпçине силлерĕ. Щита çаплах пульăсем киле-киле çапăнаççĕ, çывăхах снаряд ÿксе çурăлчĕ, анчах сержант пирĕн пата сывă-чĕрĕ халлĕнех сиксе анчĕ.

– Кайрăмăр! Ман хыççăн!– кăшкăрчĕ те вăл пире, тросăн пĕр вĕçне хăй аллине яваласа тытса, хăвапа шăлантĕмĕсем хушшипе вăрман еннелле чупса кайрĕ.

Çинçе трос карăнсан, сержант пире выртма хушрĕ те пĕтĕм вăйĕпе ăна карт! туртрĕ.

Пирĕн паçăрхи позицире хыттăн шартлатни илтĕнчĕ. Тăрсан, эпир унталла пăхрăмăр та сирĕлсе пыракан тĕтĕм айĕнче оруди кĕпçесĕр ларнине куртăмăр.

Оруди минкелни фашистсене хавхалантарса ячĕ. Вĕсем çакна хăйсен танкисчĕсем турĕç тесе шутларĕç пулмалла, ахăрашса-çухăрашса, пирĕн еннелле чупма тытăнчĕç.

– Самсонова пытараймарăмăр та,–питĕ кулянса каларĕ Иван, тăшман танкĕсемпе салтакĕсем пирĕн паçăрхи позици патне çитнине туйса.

– Шел паллах. Анчах, тен, хамăра та çапла выртса юлма пÿрнĕ-и-ха, – хуллен тавăрчĕ сержант.

Лăплантарчĕ пулать...

Анчах вăл ытла йăнăшмарĕ те иккен.

* * *

Чупсан-чупсан, сывлăш çавăрса яма тесе, чарăнса тăтăмăр, унтан, Алексеев хамăртан юлнипе, ăна ларсах кĕтрĕмĕр.

Иван çитсен, сержант вăл йăтнă икĕ автоматран пĕрне илчĕ те ăна хурăн вулли çумне çапса ватрĕ, дискне каялла пачĕ. Иккĕмĕш автомата мана та çаплах тума хушрĕ.

Вăрман вăхăт-вăхăт пачах пĕтсе ларать, унтан каллех пуçланать. Уçă çĕрсене сухаланă, тырпул акса тăнă пулмалла.

Çавăн пек пĕр пусă урлă каçнă чух айккинчи тĕмсем енчен пире пеме пуçларĕç. Эпир выртрăмăр та каялла вăрмана шуса кĕтĕмĕр, йывăç вуллисем хыçне пытанса, фа-шистсем курăнасса кĕтрĕмĕр. Анчах вĕсем курăнмарĕç те, урăх пемерĕç те.

– Эпир çухалса кайрăмăр пулмалла, урăх çĕрелле пăрăннă... Е пире çавăрса илесшĕн-ши вĕсем?– хăйпе хăй калаçса илчĕ сержант.

Татах кĕтетпĕр, сăнатпăр.

Иван автоматне çурăмĕ хыçне çакнă, умне карабинне хунă; унпа инçетерех пеме пулать. Пичĕ унăн хут пек шурса кайнă. Питĕм хамăн та çаплах пулмалла, курмастăп кăна. Ытла ăшах мар пулин те, эпĕ чăм шыва ÿкнĕ, çамка тăрăх тар юхать.

Сержант çеç лăпкă пек. Анчах лăпкă-ши вара?

– Батарея сулахаярах пулма кирлĕ, – терĕ вăл, çапла кăшт выртсан.– Каçасса пурпĕрех пусă урлă каçма тивет, унсăрăн хыçрисем çитме пултараççĕ... Инçех мар. Курăк çÿллĕ, çĕр çинче выртакан фрицсем курас çук...

Каласса каларĕ те, хăй çапах та иккĕленет пулмалла, хăйне те, пире те лăплантарас тесе, çапла хушса хучĕ:

– Асăрхаймаççĕ... Йывăç тăрринех улăхса ларман ĕнтĕ вĕсем...

Пăшал сассисем хыçра та илтĕнми пулчĕç. Танксем те килмеççĕ, куран.

– Ну кайрăмăр,–терĕ сержант.– Ман хыçран эсĕ пырăн, – вăл Алексеев енне пăхрĕ,– эсĕ – ун хыççăн,

Пĕлтĕрхи хытхура çÿллĕ, айккинчен пăхсан, пире чăнах та асăрхама çук пулĕ. Çапах та эпир çĕртен пĕр миллиметр та хăпмасăр шăватпăр. Анчах... Е сержантпа Иванран пĕри пуçне çĕклесе пăхрĕ-ши? Умлă-хыçлă ик-виç пăшал сасси илтĕнчĕ. Ман умра пыракан Иван "айк!" тенĕ пек сасă кăларчĕ те пуçне аллисемпе ярса тытрĕ, пичĕпе çĕр çумне лăпчăнчĕ. Эпĕ ун патне шуса пытăм. Пуля Иванăн сылтăм тăнлавĕнчен кĕнĕ те тепринчен тухса кайнă. Кĕнĕ шăтăкĕ пĕчĕк кăна, унтан юн та юхмасть, сулахай тăнлавĕ вара чышкă кĕрес пек...

– Докуменчĕсене, наградисене ил, – терĕ сержант каялла çаврăнса пăхса.

– Çук унăн...

Апла...–Сержант каласа пĕтереймерĕ, пуçнĕ чикрĕ.

Эпĕ, сехĕрленсе ÿксе, ун патне пытăм. Вăл таçтан аманнă иккен, пичĕпе, Иван пекех, çĕр çине тăрăннă, çăварĕнчен, сăмсинчен юн каять.

– Каçарăр, тăванăм, эпĕ айăплă пултăм... Тен, чарса тăмалла та марччĕ-и сире, пирĕн задани хăрушă пулнине пĕлнĕ-çке-ха эпĕ...– терĕ вăл хăрăлтатса.–Кĕсъери формуляра илĕр, батарея командирне парăр...

Сержант хытăрах хăрăлтата пуçларĕ.

– Кунтан... кай часрах. Пристрелка тунă, снайперсем пулмалла, – терĕ вăл юлашкинчен; унтан сывлама та чарăнчĕ.

Эпĕ ун телогрейкин тÿмисене вĕçертсе ятăм та кăкăрĕ çинчен "Хĕрлĕ Çăлтăр", "Слава" орденĕсене, темиçе медальне вĕçертрĕм, унтан кĕсйинчен темле пĕчĕк кĕнеке кăларса илтĕм те – докуменчĕсем çукчĕ – айккинелле шуса кайрам. Хам, тарланă пулин те, сиксе чĕтретĕп, чĕре çурăлас пек тапать, тăнлавсенче тем тăлтлатать.

Те асăрханмасăрах шурăм, вăрмана çитнине сисмен те. Ăвăспа хурăн вуллисем хушшинче ура çине тăтăм та, пĕшкĕнсе, малалла чупма пуçларăм. Ура айĕнче пĕлтĕрхи çулçă чăштăртатать, хăрăк туратсем шартлата-шартлата хуçăлаççĕ, эпĕ вара, ухмах, ун çинчен шухăшламан та. Çакна тавçăрса илсен, чарăнса тăтăм та çĕр çумĕнченех юпленсе ÿснĕ хурăн айне лартăм. Хăранипе, куляннипе ним шутла пĕлместĕп. Таврара каллех пăшал пеме, тупăсем кĕрслетме тытăнчĕç пулин те, мана хама халĕ пĕтĕм тĕнчере пĕр-пĕччен тăрса юлнă пек туйăнать.

Çутăласпа, нимĕçсем тапăнас умĕн, манăн çиес килнĕччĕ. Халĕ хырăм выçни те иртсе кайрĕ. Пĕр енчен ку вăл лайăх та: виç талăклăх панă паека эпир ик кунрах çисе янă.

Кĕсъерен сержант кĕнекине кăларса пăхрăм. Оруди формулярĕ иккен... Номерĕ пур, хăçан тунине, хăçан пеме тытăннине кăтартнă: вăрçă пуçланнă кунах-мĕн. Анăçри чикĕрен Сталинград таран чакнă, унтан каллех кунта çитнĕ. Темиçе çын алли тупă хальччен миçе хут пени, ахаль çулпа е шоссепе миçе çухрăм çÿрени, унăнне хăш-хăш пайне юсани, вăл тăшмана мĕнле сиен кÿни çинчен çыра-çыра хунă. Халĕ акă çак кунччен тÿснĕ, фашистсене аçа-çиçĕм пек хăратнă тупă темле вăрман хĕрринче тусса ларать, вăл та, хуçи пекех, командованишĕн пĕр хыпарсăр çухалнă: эпĕ сержантăн хушаматне те, ятне те, ун батарейи ăçта тăнине те пĕлместĕп. Алексеев тусăм вилни çинчен пĕлтерĕп-ха дивизире, анчах ун çинчен вара мĕн калас?

Сержант темиçе минут каялла çеç каланă сăмахсем аса килчĕç:

"Тен, хамăра та çапла выртса юлма пÿрнĕ-и-ха..."

* * *

Дивизи штабне эпĕ çаплах тупаймарăм. Çĕрле çулсемпе хирсене минăсем чавса хуракан саперсен батальонне пырса ертĕм те çавăнтах юлтăм; батальон Головин дивизине кĕретчĕ.

Барышра, çар шкулĕнче, пире ЯМ, ПМЦ, ПОМЗ текен минăсем мĕнрен-мĕнрен тăнине кăна кăтартнăччĕ, хама янă пĕрремĕш ротăра вара эпĕ вĕсене мĕнле майлаштарса ху-маллине те, мĕнле тупса кăлармаллине те вĕренсе çитрĕм. Саперсен ĕçĕ мана килĕшрĕ. Çавăнпа тепĕр эрнерен, хама батальон штабĕн начальникĕ чĕнтернине пĕлсен, эпĕ хăраса ÿкрĕм: тен, урăх çĕре ярасшăн?

– Ну, халсем мĕнле, пĕр хыпарсăр çухалнăскер? – ыйтрĕ аслă лейтенант.

– Мĕнле–"çухалнăскер"?–ăнланмарăм эпĕ.

– Дивизи штабне çитейменнипе юлташăрпа сирĕн çинчен тăванăрсене çапла пĕлтернĕ иккен. Халь мĕн тумалла-ха?

– Эпĕ çухалман... Телейлĕрех пултăм, ахăр...–аптраса ÿкрĕм эпĕ.– Иван та... Алексеев та пĕр хыпарсăр çухалман, çапăçура вилчĕ...

– Штабра пĕлмен çакăн çинчен. Эппин, хăвăр çырса пĕлтерĕр тăванĕсене.

"Çук ĕнтĕ, çаплах пултăр... Тăванĕсемшĕн вăл çук пулсан, "пĕр хыпарсăр çухалнă" пултăр, вĕсем: "Тен, чĕрех-ха, тен, таврăнĕ", – тесе ĕмĕтленсе пурăнĕç, кĕтĕç. Темиçе çултан вара çухату суранĕ те кăштах пирчейĕ",–шухăшларăм эпĕ.

Халĕ акă ним шутла пĕлместĕп: те тĕрĕс турăм ун чухне, те йăнăш...

Те аван турăм, те япăх...

* * *

Иртнĕ çулла эпĕ Вăрманкасра пултăм. Варрипе лăпкă кăна шыв юхса иртекен, шыв патнелле анакан пахчисенче чие, улма, слива, тĕрн йывăççисем, хурлăхан, хăмла çырли тĕмĕсем ешерекен, çуркунне чечек, çулла пыл, çырла, улма, шăматкунсенче юманпа хурăн милĕкĕ, вырсарникунсенче икерчĕ, кукăль ăшă çăкăр шăрши сарăлакан Вăрманкасра. Ялĕ, чăнах та, илемлĕ, Иван сăнласа панă пекех. Çĕнĕ çуртсем çеç ытларах курăнаççĕ. Урамсенче тата вăл вăхăт ра килсерен Мускавпа Шупашкар сассине, Ильич çутине салатакан юпасем ларман пулĕ.

Униç аппа, Иван амăшĕ, ялăн кăнтăр енчи вĕçнерех пурăнать иккен.

Вăл килĕнче пĕчченехчĕ. Çук, пĕчченех те мар: тĕпелти йывăç кравать çинче пĕр виççĕсене çитнĕ сарă кăтра çÿçлĕ арçын ача çывăрать. Çине витнине вăл сирсе пăрахнă, мăнтăркка аллисене айккинелле сарса янă. Униççе аппа ăна чĕнтĕрпе витрĕ.

– Ку кĕçĕннин-ха, Иван ятлах хутăмăр, – терĕ вăл, эпĕ ача çине пăхнине асăрхаса.– Ыттисем саланса пĕтрĕç. Иван хыççăнхи качча кÿршĕ яла кайрĕ, вăталăххисем хулара пурăнаççĕ.

Униççе аппа хăй халĕ пĕр утмăл пиллĕксенче пулмалла. Анчах сăнĕпе вăл чылай ватăрах. Çÿçĕ шап-шурă та сайра, питĕнче пĕркеленчĕк çине пĕркеленчĕк. Çăмăлах пулман-тăр çав пилĕк ачана çын çине кăларма; упăшки, Иван ашшĕ, фронтран сусăрланса таврăннăскер, вăрçă пĕтнĕ çул-хинех вилсе кайнă...

– Пирĕн Иван мĕнле пурăнать тата унта?– ыйтрĕ Униççе аппа, мана питĕ тĕлĕнтĕрсе.

– Мĕнле... "мĕнле пурăнать"? – ăнланаймарăм эпĕ; хам кам иккенне тата ăçтан килнине ăна малтанах каласа панăччĕ.– Вăл... эпир унпа службăра çеç пĕрле пулнă, кайран... уйрăлтăмăр.

– А-а, апла иккен. Анчах пирĕн Иван çамрăк-çке-ха, вунсаккăра пусни те уйăх кăначчĕ, эсĕ, акă, хĕрĕхе те çитнĕ пулĕ ĕнтĕ...

– Çитсе пыратăп, Униç аппа. Эпир, Иванпа иксĕмĕр, пĕр çулхисем вĕт.

– Каларăн та вара... Иван çамрăк-ха.

Ман пуçра темле хам та ăнланмалла мар тĕтреллĕ шухăш вĕлтлетсе иртрĕ. Тен, вăл чирленĕ? Тен... Тепĕр шухăш мана хăратса та пăрахрĕ.

Çав самантра çенĕкре ура сасси илтĕнчĕ.

– Ах, Иван таврăнмарĕ-ши!– хыпăнса ÿкрĕ Униç аппа. Вăл тăчĕ те алăк патнелле васкарĕ. Анчах çитме ĕлкĕреймерĕ – пÿрте çамрăк хĕрарăм кĕрсе тăчĕ.

– А-а, кин иккен... Иван çитеймерĕ пуль-ха апла,–терĕ карчăк, алăк умне чарăнса.

Вăл, пуçне усса, тем пăшăлтатса, чылайччен çавăнтах хытса тăчĕ. Мана ун çак хăтланкаларăшĕ те ăнланмалла мар пулчĕ.

– Аннерен ан тĕлĕнĕр эсир, – терĕ пăшăлтатса çакна асăрхапă кинĕ Татюк.– Унăн кăштах ăсĕ пăсăлнă. Иван пăяхама асăнсан, ялан çапла. Вăл çухалнине пĕлсен çапла пулса кайнă, теççĕ. Çĕр варринче темиçе хутчен сике-сике тăрать, çаплах ăна кĕтет...

Униç аппа пĕчĕк Иван вăраннине илтсен тин тăна кĕнĕ пек пулчĕ. Вăл, мăнукĕ патне пырса, ун çийĕнчи чĕнтĕрне сирчĕ те тăратса лартрĕ. Лешĕ, амăшне курса, ун патне пырса йĕрмĕшме пуçласан, ăна эпĕ илсе килнĕ çутă хутлă канфета тыттарчĕ.

– Иван тетÿ сана кучченеç парса янă акă...

Ача лăпланчĕ, ман çине хăррăн-хăррăн пăхкала пуçларĕ. Анчах канфетне çисе ярсан вара ютшăнма-именме пăрахрĕ, хырса çунă сап-сарă урайне шуса анчĕ те, хăй чĕлхипе тем кăшкăра-кăшкăра, алăкăн-тĕпелĕн чупма тытăнчĕ.

Часах Татюк çенĕкрен вĕрекен сăмавар йăтса кĕчĕ, сĕтел çине майларĕ. Униç аппа çак хушăра пĕр чĕнмесĕр пуçне усса ларчĕ, – хăй ăсĕпе тем аса илчĕ ĕнтĕ... Ун хăлхине Татюкпа иксĕмĕр калаçни те пĕртте кĕмерĕ пулмалла.

Униç аппа мана сĕтел пуçне, турăш кĕтессине, лартасшăн пулчĕ; ĕлĕк, çара кайиччен, унта Иван ларнă иккен. Ума кашăк хучĕ, чейне те хăех ярса пачĕ.

– Пылакрах ту, – терĕ вăл.

Пурте майлашса ларсан, Униç аппа сасартăк тем аса илчĕ пулмалла та вырăнĕнчен тăчĕ, кайса, тĕпелте ларакан арчине уçрĕ.

– Иван юлташĕ, кил-ха кунта, – чĕнчĕ вăл мана; ята манчĕ, ахăр.

Эпĕ, сĕтел хушшинчен тухса, ун патне пытăм.

– Ку акă Иван хут купăсĕ-ха, никама та тыттармастăп, пăсса пăрахĕç, килсен калаймĕ те, – терĕ карчăк.–Ку ак – аттисем...

Купăсĕ кивĕ, тата çирĕм икĕ çул хушшинче юрăхсăра та тухнă пулĕ. Аттисем те лапчăнса, кукăрăлса лирнă, хытса кайнă... Униç аппа арча кĕтессинчен тем катăкĕсем тултарнă шап-шурă енчĕк илчĕ.

– Ача чухне Иван пылак пит юрататчĕ, – терĕ вăл.–Сахăра çакăнта тытаттăм та, вăрттăн час-часах кăлара-кăлара илетчĕ.– Униç аппа ăшшăн йăл кулчĕ. Питĕнчи пĕр-келенчĕксем ун сахалланчĕç, куçĕсенчен вăл халĕ чиперех шухăшлама пуçлани палăрнă пек пулчĕ.– Хăш чух çăрана та уçатчĕ. Ăна тек çакмастăп та ĕнтĕ. Енчĕкне те çыхмастăп акă – илтĕрех, килсен...

Униç аппа мана укăлча хапхинчен тухичченех ăсатса ячĕ.

– Тата кил... Ивана кала: часрах таврăнтăр, аннÿ кĕтет, те...

Манăн кăмăл хуçăлса килчĕ, эпĕ ним тавăрса калаймарăм: суйма, "калăп", тесе шантарма–хăюлăх çитеймерĕ, тĕрĕссине пĕлтерме вара – кая юлнă...

Çил арманĕ патне çитсен, çул кукăрĕнче, каялла çаврăнса пăхрăм.

Çине хура кĕпе тăхăннă, пуçне чăпар явлăк çыхнă Иван амăшĕ укăлча хапхи айккинче çаплах пĕр хускалмасăр тăрать. Сулахай аллине вăл умне тытнă, сылтăммипе ун çине чавсаланнă та янахне тĕреленĕ.

Те мана ăсатать ĕнтĕ, те ывăлне кĕтет.,.

Эпĕ текех тÿсеймерĕм, кĕсъесенче тутăр шыра пуçларăм…

Садай, В. "Пĕр хыпарсăр çухалнă…" : [калав] / Владимир Садай // Вăрçăра : калавсемпе сăвăсем. – Шупашкар, 1968. – С. 382-407.