Писатели Чувашии в Великой Отечественной войне

 

Чувашская литература периода Великой Отечественной войны Погибшие на фронтах Великой Отечественной войны Они вернулись с поля боя
Стуриков Николай Андреевич
Николай Стуриков

Гвардеецсем патĕнче

"Унăн ячĕ граждан вăрçи историне
йăлтăр çутă çăлтăр пек кĕрĕ –
вăл кĕме тивĕç те: ун пеккисем
сахал пулнă".

Çак сăмахсене, Дмитрий Фурманов хăйĕн такам та пĕлекен романĕнче Чапаев çинчен çапла каланине, гварди дивизине тухса каяс умĕн аса илтĕм. Урăххисем те, вăл шутрах çамрăк техника, Кÿкеç каччине Володя Власихина салтака ăсатни те, уйрăлас умĕн вăл хумханса каланă хĕрÿллĕ сăмахсем те аса килчĕç:

– Чапаева кашни ача мĕн пĕчĕкренех пĕлет, – терĕ вал.– Ача чухне вăрçă вăййисем выляттăмăр, Чапаевпа унăн боецĕсем пек пулас килетчĕ пирĕн. Çапах та, ÿссе çитсен, унăн ячĕпе тăракан дивизие службăна каясси пирки ĕмĕтленме те пултарайман эпир.

Куç умĕнчех çав кунсем – призывниксене чыслăн çара ăсатни. Ун чухне Чăваш комсомол организацийĕ хăй шефа илнĕ В. И. Чапаев ячĕпе хисепленекен дивизие республикăри каччăсен пирвайхи ушкăнне ячĕ. Гварди соединенинчен пирĕн пата воинсен делегацийĕ – офицерсем, сержантсемпе салтаксем килнĕччĕ. Граждан вăрçин легендарлă геройĕ çуралнă çĕршывра вĕсене кăмăллăн та тараватлăн кĕтсе илчĕç. Вĕсем призыв пункчĕсенче пулчĕç, пулас салтаксемпе паллашрĕç, республикăри колхозсемпе совхозсенче, промышленность предприятийĕсенче курса çÿрерĕç.

Кĕркуннехи пĕр вырсарникун салтак тумĕ тăхăнма çул çитнĕ каччăсем ир-ирех Шупашкаралла çул тытрĕç. Республикăри мĕнпур районсенчен пухăнчĕç тĕреклĕ, маттур çамрăксем. Чапаев дивизийĕ валли ятарласа суйласа илнĕ тейĕн вĕсене.

Пулас салтаксем ун чухне Шупашкар урамĕсем тăрăх çÿрерĕç. Хаваслă марш кĕввипе Ленин площадьне колонна пырса кĕчĕ. Призывниксем аслă Ленин палăкĕ умĕнче чарăнса тăчĕç. Вĕсем çакăнта чĕрери сăмаха калама килчĕç: палăк умĕнче Тăван çĕршыва, Совет халăхне, вăл тунă çитĕнÿсене хÿтĕлекен шанчăклă та пултаруллă салтаксем пулма тупа турĕç.

Пулас гвардеецсем Ленин палăкĕ умне чĕрĕ чечексем хучĕç.

Çакăн хыççăн призывниксем Чапаев палăкĕ патне кайрĕç, халăх паттăрне, хăй ячĕпе хисепленекен мухтавлă çар соединенине тăвакана сума сурĕç.

...Комсомолăн облаçри комитечĕ. Призывниксене кунта килме те чĕнчĕç. Çула тухас умĕнхи калаçу:

– Хăвăр коллективсенче лайăх ăсатса ячĕç-и?

– Лайăх, питĕ лайăх, – кăмăллăн илтĕнеççĕ сасăсем залран.

– Салтака кăмăлласах каятăр-и?

– Кăмăлласах!

– Разрядлă спортсменсем, алă йăтăр-ха.

Алăсем шăкăрах йăтăнчĕç.

– Камăн вара пĕрремĕш разряд?

Вĕсем те чылаййăн.

Лайăх каччăсем каяççĕ çара. Пурте комсомолецсем, пурте спортсменсем. Рабочисем, колхозниксем, интеллигентсем. Юрă ăстисем те, музыкантсем те пур вĕсем хушпшнче.

ВЛКСМ обкомĕн секретарĕ призывниксене комсомол путевки панă чаплă самант... Çак пĕчĕк кĕнекен пĕтĕмпе те икĕ страница кăна. Пĕр енче ÿкерчĕк: чĕвен тăнă ут çинчи Чапаев. Тепĕр енне çапла çырнă:

"Владимир Власихин юлташ комсомол путевкипе пирĕн мухтавлă земляк, граждан вăрçин легендарлă геройĕ В. И. Чапаев ячĕпе хисепленекен, Хĕрлĕ ялавлă, Суворовпа Богдан Хмельницкий орденĕсемлĕ Синельниковско-Будапештски гварди мотострелковăй дивизие службăна каять.

Эсир Тăван çĕршыв умĕнче хăвăрăн воин тивĕçне тÿрĕ кăмăлпа тăвасса, мухтавлă Хĕçпăшаллă Вăйсен çар традид-цийĕсене упраса пуянлатасса шанатпăр".

Чăваш çĕршывĕнчен мухтавлă дивизие каякан кашни качча çакăн пек наказ пачĕç.

Каçхине вара хулари çамрăксем, районсенчен килнĕ представительсем, граждан тата Отечественнăй вăрçăсен ветеранĕсем, Совет Союзĕн Геройĕсем электроаппаратура завочĕн Культура керменне пухăнчĕç. Кунтах – Чапаев дивизийĕнчен килнĕ гвардеецсем те, унта службăна каякансем те.

– Эсир пысăк чыса – пирĕн легендарлă земляк В. И. Чапаев ятне илнĕ дивизире службăра тăма тивĕç пултăр, – терĕ çамрăксене Сергей Петрович Скворцов ватă чапаевец.– Эпĕ граждан вăрçи чухне Чапаев дивизинче пултăм, Василий Ивановичпа пĕрле шуррисене хирĕç çапăçрăм. Хамăр командира юратнă эпир. Вăл пире хăйĕн ăсĕпе, хĕрÿлĕхĕпе, паттăрлăхĕпе тĕлĕнтерчĕ. "Çĕнтермелле, урăхла май çук пулсан, пуçа та хумалла, анчах тăшман умне чĕркуçленмелле мар"–çакăн пекчĕ пирĕн, чапаевецсен, девизĕ. Салтак тумне тăхăнсан, Чапаев дивизийĕнчи воинсемпе пĕр рете тăрсан, çак дивизин мухтавлă кун-çулĕ çинчен лайăх ыйтса пĕлĕр, ун ялавĕ айĕнче халăх телейĕшĕн, сирĕн телейшĕн пуç хунă геройсене асрах тытăр. Чапаев ячĕ сирĕншĕн хăват паракан, çĕнтерÿсем тума чĕнекен ят пултăр.

Призывниксем Отечественнăй вăрçă ветеранĕн Иван Андреевич Кабалинăн наказне те итлерĕç. Йывăр вăрçă çулĕсенче мухтавлă гварди дивизийĕнче çапăçнă вăл, унта Совет Союзĕн Геройĕ пулса тăнă:

– Эпир, аслă ăру çыннисем, сире, хамăрăн сменăна, наказ паратпăр: "Çак çивизин пĕрремĕш командирне –паттăр Чапаева тивĕç пулăр. Хамăр Тăван çĕршыва тăшман мăшкăлĕ пуласран çăлса хăварнă паттăрсене – аслаçусене, аçусене, аслă пиччÿсене тивĕç пулăр". Тăвансемпе туссене, юлташсемпе пирĕн пике-хĕрсене манса ан кайăр, çыхăну тытăр вĕсемпе. Кĕреш маттурсем пулса таврăнăр салтакран. Фабрикăсемпе заводсенче, колхозсемпе совхозсенче мирлĕ ĕç салтакĕсем таврăннине савăнса кĕтсе илĕпĕр.

Хĕр-упраç та ăсату сăмахне каларĕ.

– Мир хуралĕнче тимлĕ пулăр, сыхă тăрăр,–терĕç хĕрсем каччăсене.– Эсир салтакра чух эпир те алă усса лармăпăр. Эсир çук хушăра çĕнĕ çуртсем, çĕнĕ заводсем çĕкленĕç. Çартан таврăнсан, тен, Шупашкарпа çĕнĕрен паллашма тивĕ. Питĕ кĕтетпĕр эсир каялла килессе!

Çавăн чухне ĕнтĕ Володя Власихин трибуна патне хăпарчĕ. Юлташĕсем ячĕпе сăмах каларĕ. Ача чухне чапайла вылянине аса илчĕ. Тупа пек илтĕнчĕç унăн юлашки сăмахĕсем.

– Чапаев дивизийĕнче службăра тăрасси – пысăк савăнăç çеç мар. Ку вăл – пысăк ответлăх. Пире çапла шаннăшăн чĕререн тав тăватпăр. Ăна тÿрре кăларма мĕн кирлине пĕтĕмпех тăвăпăр.

Пĕр çул иртрĕ. Мĕнле пурăнаççĕ-ши пирĕн салтак-земляксем? Камсем пулса тăчĕç вĕсем? Мĕнле çитĕнÿсем турĕç?

Çакна пĕлме, земляксемпе тĕл пулма, дивизири мала тухнă подразделение комсомол Чăваш обкомĕн куçса çÿрекен ялавне пама пирĕн делегаци инçе çула тухса кайрĕ.

Дивизие çĕнĕ пополнени килсен, малтанхи кунсенче çамрăк салтаксене çар мухтавĕн музейĕпе паллаштараççĕ. Ку вăл – йăлана кĕнĕ йĕрке, вырăнти традици.

Ахальтен мар çапла тунă. Музее кĕнĕ çĕрте – Михаил Иванович Калинин каланă сăмахсене çырнă плакат. Тĕлĕнмелле лайăх сăмахсем:

"Полка службăна килнĕ салтак унăн номерне кăна пĕлни çителĕксĕр. Кашни салтак полкăн вут-çулăмри пĕтĕм историне, унăн мĕнпур геройĕсемпе çар наградисене, ăмăртусемпе маневрсенче тунă мĕнпур çĕнтерÿсене пĕлтĕр, хăйĕн полкĕпе мухтантăр, кирек ăçта та ун чысне упрама тăрăштăр".

Паллах, пирĕн делегаци çар службине килмен, анчах эпир те дивизипе паллашма шăпах музейран пуçларăмăр. Кунти хаклă реликвисемпе, документсемпе, сăнÿкерчĕксемпе хумханса паллашатăн. Вĕсем çамрăк салтаксене пирĕн асаттесем колчаковецсемпе шурă казаксене çапса салатни çинчен, Украина çĕрне петлюровецсемпе интервентсенчен тасатни çинчен каласа параççĕ. Паянхи салтаксен ашшĕсемпе аслă пиччĕшĕсем Чапаев дивизийĕн ретĕнче герой-хуласене–Одессăпа Севастополе хÿтĕленĕ, Мускав, Старая Русса, Харьков, Синельниково патĕнче çапăçнă, Днепр урлă каçнă, Корсунь-Шевченково патĕнчи çапăçăва хутшăннă, тăванла Чехословаки çĕрне ирĕке кăларнă, Будапешта штурмланă.

Камсем мĕн çырса хăварнă-ха музейпа паллашнă хыççăн? Нумай çын хушшинче Сталинградри çапăçусен паттăрĕ, икĕ хутчен Совет Союзĕн Геройĕ ятне илнĕ А. Родимцев генерал-полковник çырса хăварни пур. Эпĕ ăна хам блокнот çине те çырса илтĕм:

"Пысăк чыс вăл – граждан вăрçин легендарлă геройĕ В. И. Чапаев ячĕпе хисепленекен дивизире службăра тăрасси. Сирĕн соединенин традицийĕсем пуян та мухтавлă. Çар мухтавĕн музейĕ революципе çар традицийĕсене пропагандăласа ырă ĕç тăвать. Пирĕн Тăван çĕршывшăн, пирĕн партипе аслă Ленин идейисемшĕн çапăçура паттăрсен вилĕмĕпе вилнисене манма юрамасть. Хăйсен хăюлăхĕпе, ĕçĕпе тата çапăçури паттăрлăхĕпе сирĕн соединение мухтава кăларакансен ячĕсене упрани питĕ тĕрĕс".

Чаплă ĕç вăл Чапаев дивизинче службăра тăрасси... Шупашкарта, призывниксене ăсатнă чух, çак сăмахсене пĕрре мар каланăччĕ. Çав сăмахсене кунта та илтрĕмĕр. Музейра, кантăк витринăри ытти документсем хушшинче, Кÿкеç каччине Владимир Власихина панă комсомол путевки выртать.

Унăн служби мĕнле иртсе пыни çинчен эпĕ пĕр политработникран ыйтса пĕлтĕм.

– Широнин взводне лекрĕн пулсан, служба чапаевла кăна пулма пултарать, – терĕ вăл.

Широнин взвочĕ... Ку взвод çинчен ахальтен мар ĕнтĕ легендăсем çÿреççĕ...

1943 çулхи март уйăхĕнче Харьков çывăхĕнчи Тарановка ялĕ патĕнче пĕр талăк хушши пĕр чарăнмасăр çапăçу пынă. П. Н. Широнин лейтенантăн взвочĕ чугун çул переездĕнче тытакан позицисем çине гитлеровецсем атака хыççăн атака тунă. Тăшман самолечĕсем, икĕ хутчен вĕçсе килсе, гвардеецсен окопĕсем çине бомбăсем такса хăварнă. Пĕр атакăна фашистсем 25 танк хÿттипе пуçланă. Вĕсем хыççăн 15 бронетранспортер çинче пехота пынă. Броньăран та чăтăмлă пулнă гвардеецсем. Широнин взвочĕ пĕр утăм та каялла чакман. Персе çĕмĕрнĕ вунă танк, пĕр самоходкăпа бронетранспортер ларса юлнă чугун çул переезчĕ умне. Çĕр ытла салтак çухатса, тăшман каялла чакнă.

25 воин – пĕтĕм взвод – пĕр çын пек пулнă. Çакăн пек хăюлăхпа паттăрлăх кăтартнăшăн вĕсене пурне те Совет Союзĕн Геройĕ ятне панă. Кун пек паттăр ĕçе панфиловецсем тунăччĕ. Широнивецсем çав паттăрлăха тепĕр хут кăтартнă.

Çакăн пек взвода лекнине пĕлсен, хумханма сăлтавĕ пур. Володя Власихин пĕччен мар унта. Татах та виçĕ земляка– Алексей Казарина, Евгений Косолапова, Валентин Осипова янă унпа пĕрле.

Петр Николаевич Широнин – взводра яланах чи кĕтнĕ, хаклă хăна. Хальхинче те çамрăк салтаксем патне пынă вăл. Ветеран сăмахне сывламасăр тенĕ пек итленĕ вĕсем. Кун пирки земляксем акă мĕн каласа пачĕç:

– Салтаксем умĕнче час-часах тухса калаçатăп, – пуçласа янă хăй сăмахне хăна.– Темшĕн-çке çамрăксем эпĕ тÿрех взрывсен çулăмĕсем çутални, тупăсем кĕмсĕртетни çинчен каласа парасса кĕтеççĕ.

Çапăçу вăл çакăнпа пуçланмасть. Паттăрлăх пуçламăшĕ те мар вăл.

– Апла мĕнрен пуçланать-ха?– ыйтаççĕ манран теприсем.

– Пысăк ĕç тăвасси пĕчĕкрен пуçланать, – тетĕп вĕсене.– Кулленхи пурнăçра кулленхи салтак службинче çуралать вăл. Акă, паян эсир политзанятинче пултăр, окопсем те чаврăр, чăрмавлă полоса çинче ăмăртрăр. Паттăрлăх пуçламăшĕ шăпах çакăнта...

Ним пытармасăр йышăнăр-ха: хăшĕ-пĕрисем тепĕр чух каппайланса каланине те илтме пулать.

"Йывăр килсен, эпĕ те хама кăтартнă пулăттăм", – текенсем те пур вĕт сирĕн хушăра?

Тăхта, юлташ, ан васка, тесе калас килет кун пек çынна. Калама калатăн – ĕненме йывăр. Ним те хăйхаллĕнех çуралмасть. Уйрăмах йывăр вăхăтра палăрать çакă. Паттăр ĕç тăвас тетĕн пулсан, малтанах хатĕрленсе пыр. Малтан хатĕрленменнине пуçа килсен тин тăваймăн.

Çамрăк салтак! Чăнах та паттăр пулас тетĕн пулсан, уставсеве çирĕп пăхăн, тĕрĕс тытса пыр вĕсене, тÿрĕ чунпа пурнăçла. Çар уставĕ – салтак пурнăçĕн законĕ; унта санăн пурнăçри кашни минута пăхса хунă. Устав вăл – пĕлÿпе хăюлăх, çирĕплĕхпе тавçăрулăх çăлкуçĕ. Чăн-чăн салтака кирли пĕтĕмпех пур унта.

Эпĕ сиртен çакна çеç ыйтатăп: хăвăр паян тунă кашни ĕçĕн пĕлтерĕшне курма вĕренĕр. Мишене пуля лекрĕ-и, паян каллех окоп чаврăн-и, е юлташа вăхăтра пулăшрăн, е вĕренÿре йывăр килсен те çухалса каймарăн, пысăк хăрушлăх умĕнче те чĕтресе тăмарăн – ак çаксем туптаççĕ салтакăн чун-хавал вăйне. Салтак пурнăçĕнче пустуй ĕç çук. Вĕсем пурте пĕр тĕллеве пăхăнса тăраççĕ.

Пĕр салтак ĕç вăхăтĕнчех пĕррехинче çапла каланă тенине илтнĕччĕ:

– Мĕн тума çавăн чухлĕ çĕр чавмалла? Окоп чавни пĕр-икĕ сехет иртмест, позицие улăштарма приказ параççĕ... Эпĕ вара хамăр пурнăçри пĕр йывăр çапăçу умĕн позицие мĕнле хатĕрленине аса илетĕп. Çапăçу иртсен, взводри кашни салтак Совет Союзĕн Геройĕ пулса тăчĕ. Мĕн чухлĕ окопсемпе траншейăсем чаврăмăр малтан. Юрать-ха, хăнăхнă алăсем кĕреçене вĕçертмеççĕ. Чăтаççĕ салтаксем, пĕри те "мĕн тума кирлĕ" тесе нăйкăшмасть. Вăрçă вĕрентсе çитернĕччĕ пире: хăвна хÿтĕлеме пĕлтĕн – сывă юлтăн, эсех çĕнтертĕн. Сывлăшран бомбăсем тăкрĕç пирĕн сине, танксемпе лапчăтрĕç, артиллеристсем пĕтĕм çĕре сухаласа тухрĕç. Чĕрĕ чун та юлман темелле, анчах эпир атака хыççăн атака сире-сире яратпăр. Çĕр нумай чавни харама каймарĕ. Суя позицисем тăшмана улталарĕç, тăшман вутне хăйсен çине илчĕç. Лайăх чавнă окопсем пирĕн пурнăçа сыхласа хăварчĕç.

Службăра кашни минут шутра пултăр, вăл сана вăйлăрах, çирĕпрех, хăюллăрах тутăр. Тăшман халех туйтăр сан вăя, хăлаçланма хăраса тăтар.

Çамрăк юлташ, эпĕ хамăн пăшала сан аллуна панăранпа чылай çул иртрĕ. Манăн хамăн та ачасем ÿссе çитрĕç. Саванăçлă та телейлĕ мăнукăмсем çине пăхса киленетĕп. Анчах пире юнакансем çаплах пур. Океан леш енчи капитал юнлă куçсемпе пирĕн еннелле пăхать. Сыхă тăр, юлташ! Тăшман сĕмсĕрленме пăхать пулсан, ăна "ăс пама" хатĕр пул. Салтак, сирĕн аçăрсен ячĕпе сана çак приказа паратăп! Çапла вĕрентнĕ ветеран.

Çар докуменчĕсен чĕлхи – хыткан чĕлхе. Вăл эрешлесе çырнине юратмасть. Боецсем çинчен çырнă характеристика тăватă-пилĕк йĕркерен çеç тăрать:

"Рядовой Власихин Владимир Сергеевич, ВЛКСМ членĕ, Широнин взвочĕн группкомсоргĕ. Питĕ лайăх пеме пĕлекен стрелок-гранатометчик. Службăна килнĕренпех хăй дисциплинăллă, мĕн хушнине пурне те тÿрĕ чунпа тăвакан воин пулнине кăтартрĕ. Кĕске хушăрах хăйĕн хĕçпăшалне хăнăхса çитрĕ – пĕрре пенипех тĕл тивертет".

Взводри ытти хамăрăн земляксене – Евгений Косолапова, Алексей Казарина, Валентин Осипова панă характеристикăсене те вуларăм эпĕ. Кĕске те витĕмлĕ сăмахсем воинсен чăн-чăн сăн-сăпатне кăтартаççĕ.

Çак кĕскен çырнă документсене туллинрех уçса пăхас килчĕ. Вара хамăр земляксен служби çинчен акă мĕн пĕлтĕм.

Строевой службăна илсен, чаçра широнинецсенчен лайăххисем пулман. Политикăлла вĕренÿре те, хĕçпăшалпа перес тĕлĕшпе те вĕсемпе ăмăртма çăмăл мар. Взводра пĕр тапхăр пулеметчиксем çеç малта пыракансен шутĕнче пулман-мĕн. Евгений Косолапов, Алексей Казарин хăйсен юлташĕсемпе пĕрмаях полигона çÿренĕ. Кашни кун тренировкăра пулнă. Кăткăсран та кăткăс мишеньсене пеме хăнăхнă вĕсем. Куç виçине тĕрĕс илнĕ, пенĕ чухне алсем чĕтремен. Халĕ широнинецсем тĕл перес тĕлĕшпе те кашнинчех лайăх тĕслĕхсем кăтартаççĕ.

Кĕркуннехи тĕрĕслÿре намăс кăтартман взводри гвардеецсем. Пемелли рубежа тухма Косолапова приказ параççĕ. Самантрах салтак хатĕрленсе выртать. Мишеньсем – "тăшман" салтакĕсен "чупакан мĕлкисем" курăнчĕç. Пĕр хÿтлĕхрен "сиксе тăраççĕ" те вĕсем тепĕр çĕре "чупса кайса" пытанаççĕ. Мишеньсене тĕл тивертес тесен, çу каçипе мĕн вĕреннине паян пĕтĕмпех кăтартмалла, Косолапов аллинчи пулемет пĕр тикĕс ĕçлерĕ. Кашни мишене лектерчĕ вăл. Казарин та пулеметпа тĕл перессипе юлташĕнчен юлмарĕ.

Çар ĕçне алла илме Владимир Власихина пуринчен те йывăртарах пулнă. Япăх курăнакан мишене пĕрре пенипех лектерме хĕн иккен. Анчах гранатометчикăн йăнăшма юрамасть. Ăна танкпа кĕрешме хатĕрлеççĕ. Асăрхамасăр юлтăн, тĕл тивертеймерĕн – хăвна та, юлташусеве те тимĕр улăп лапчăтса хăварĕ. Танксемпе çĕрлехи çапăçура та кĕрешме тивет. Апла пулсан, ку ĕçпе чи ăста салтак пулма тивет. Шухăшламасăр, тĕрлĕ майсем шырамасăр, çак ĕçе хăнăхса алла илмесĕр, ăстаçă пулаймăн. Гранатометчиксене çакă, чăнах та, канăç паман.

Куç хăрать те алă тăвать, теççĕ ваттисем. Хăнăху йăлана кĕрет, салтак çаврăнăçулăхĕ ÿсет. Пенĕçем гранатăсем те тĕл тивеççĕ. Пĕрре вĕренсе çитсен, каçхине пересси кăнтăрлахинчен ытлашши уйрăмах та мар иккен.

Тĕрĕслÿ вăхăтĕнче Владимир Власихина кăнтăр кунĕнче пеме хушнă. Хумханнă салтак, спусковой крючока хыттăн туртнă – граната кирлĕ çĕре лекмен. Мĕн тери намăс туйнă Володя хăйне юлташĕсем умĕнче. Мĕн парĕ-ха ăна хăй çине тарăхни? Тепре персе пăхасчĕ, ирĕк памаççĕ. Ытти гранатометчиксен каçхине пемелле. Власихин командир патне пырать, хăйне те çак группăна кĕртме ыйтать. Командир ăн-ланнă çамрăк салтака. Каçхине Володя чи лайăх перекенсенчен пĕри пулнă. Пурте ĕненнĕ: кăнтăрлахи йăнăш – ăнсăртран пулнăскер.

Уншăн çеç мар, Валентин Осиповшăн та взводри юлташĕсем пăшăрханнă иккен. Кайран паллă пулчĕ ку. Валентина икĕ уйăх каялла çеç снайпер пулма лартнăччĕ. Тĕрĕслÿре унăн çулталăк ытла хатĕрленнĕ снайперсемпе пĕр тан пемелле. Снайпер ĕçĕ хăйне май ăсталăх вĕт. Валентин хăй кулянма шутламан та. Шупашкар каччи яланхи пекех лăпкă тытнă хăйне. Снайперсен командирне вăл питĕ тел пеме пултарнăшăн лекнĕ-çке. Лайăх пытанса ларма пĕлет, кирлĕрех тĕлсене шыранă май "тăшман" позицине куç илмесĕр сăнать, васкамасăр, чăтăмлăн кĕтет. Оптически прицелпа усă курса пеме те тÿрех хăнăхнă вăл.

Пемелли рубежа тухиччен Валентин вăхăта сая яман, çил вĕçекен пульăна мĕн чухлĕ пăрса яма пултарассине ăсра шутласа хунă, хăвăрт куçакан мишень умне мĕн чухлĕ маларах пемеллине те палăртнă. Кайран вара, хирте хăйĕнчен чылай аякра мишеньсен мĕлкисем курăнса кайсан, Валентин тÿрех оптически прицела пĕрин тĕлне тытнă. Пăшал пени янăраса кайсанах мишень ÿкнĕ. Иккĕмĕш пульăпа снайпер тепĕр мишене те лектернĕ. Татах та аякрарахра выртакан пулеметчик мишене кăкăр таран çеç курăнать. Каллех самантрах мĕн кирлине палăртнă снайпер, çеккунтранах спусковой крючок çине пуснă.

Кашни мишенех пĕрре пенипех лектернĕшĕн юлташĕсем Валентина кăшт çеç урра çĕклемен. Мĕн калăн: ăсти мĕнле – ĕçĕ çапла.

Çакăн пек вĕсем, широнинецсем...

Казармăра, стена çумĕнче – сăнÿкерчĕк. Ÿкерчĕкрен салтаксем çине çамрăк каччă йăл кулса пăхать. Петлицăсенче – артиллерист эмблемисем. Совет Союзĕн Геройĕ Игорь Панганис вăл.

...Игорь Панганис сержантăн оруди расчечĕ çул юппишĕн миçе кун çапăçнине те манса кайнă. Ку хаяр çапăçусем пирки полк командирĕ дивизи штабне янă донесенире акă мĕн каланă: "Гварди сержанчĕ Панганис расчечĕ питĕ паттăрла ĕçсем турĕ: çичĕ кун хушшинче тăшманăн 15 автомашинине персе тивертсе çĕмĕрчĕ, çĕр ытла салтакне тĕп турĕ".

Анчах çапăçу саккăрмĕш кун та чарăнман. Хальхинче расчет позицийĕ патнелле 15 танк çывхарнă.

– Тусăмсем, вилсен те чакма юрамасть пирĕн,– тенĕ сержант. Наводчик вырăнне Панганис хăй тăнă.

Танксем çĕр метрта. Оруди кĕрĕслетнĕ. Малти машинăн гусеници татăлса вăркăннă, вăл пĕр вырăнта çаврăнса илнĕ. Тепĕр самантранах сержант иккĕмĕш танка тивертсе вут хыптарнă.

Асăрханă фашистсем паттăрсене, позици çийĕн вут-вилĕм тăвăлĕ явăннă. Виçĕ артиллерист пĕрин хыççăн тепри стройран тухнă. Пĕчченех юлнă Панганис. Оруди пеме чарăнман. Виççĕмĕш танк çуннă позици умĕнче.

Тăшман снарячĕ орудие стройран кăларсан та, каялла чакман Панганис, граната çыххи йăтса тăваттăмĕш танка хирĕç тухнă.

...Казармăра халĕ унăн сăнÿкерчĕкĕ çакăнса тăрать. Аялта – яланах тирпейлĕ пуçтарса хунă койка. Каçхи тĕрĕслÿре пĕрремĕш взводăн сылтăм флангĕнче тăракан боец яланах уçă сасăпа пĕр пек ответлет:

– Совет Союзĕн Геройĕ, гварди сержанчĕ Панганис пирĕн Тăван çĕршывăн ирĕклĕхĕпе никама пăхăнманлăхĕшĕн çапăçса пуç хунă.

Курăнмалла вырăнта – вымпел. Игорь Панганиспа юлташĕсем вилнĕ вырăнти комсомолецсем ярса панăскер. Темиçе çул каяллах ăна чи лайăх взвода панă. Çавăнтанпах вымпела пĕрремĕш взвод тытать.

Взводра пирĕн земляксем иккĕн. Анатолий Атаманов – Улатăртан, Геннадий Петухов – Шупашкар каччи. Икĕ комсомолец, иккĕшĕ те отличниксем.

Пĕр-пĕринчен юлмаççĕ туссем. Атаманов – пулеметчик, лăпкă ача, калаçма сахал калаçать, ĕçе тĕплĕ шутласа тăвать. Питĕ тĕл перет ун аллинчи пулемет. Петухов та хăй ĕçне лайăх пĕлекен салтак. Иккĕшĕ те разрядлă спортсменсем.

Чăваш çĕршывĕнчен килнĕ воинсем çинчен гварди капитанĕ Юрий Мисько, подразделени командирĕн заместителĕ, каласа пачĕ. Кашни каччах паллать вăл. Хамăр республикăра пулнăскер. Чăваш ĕççыннисен ăшă кăмăлне, чăваш комсомол воспитанникĕсен лайăх службине асăнчĕ капитан. Çаплах каларĕ: "Маттур вĕсем, сирĕн каччăсем!"

Дивизири чаçсем сарлака плацра йĕркен-йĕркен тăрса тухрĕç. Кĕрхи тĕксĕм çанталăк та, йăлăхтаричченех çапса тăракан вĕтĕ çумăр та салтаксен савăнăçлă кăмăлне пăсма пултараймарĕ.

Кĕркуннехи тĕрĕслев мĕнле иртни çинчен командир каласа пачĕ:

– Пирĕн гварди дивизийĕн салтакĕсем, сержанчĕсемпе офицерĕсем Совет влаçĕн юбилейĕ ячĕпе ирттернĕ социализмлă ăмăртăва хавхаланупа хутшăнчĕç. Вĕсем хăйсен обязательствисене мĕнле пурнăçланине кĕркуннехи тĕрĕслев лайăх кăтартса пачĕ.

Пирĕн мĕнпур подразделенисем вăрçă ĕçĕнчи ăсталăха малалла ÿстерчĕç, çар дисциплини татах та тĕрекленчĕ. Кирлĕ пулсан, паянах çапăçăва кĕме хатĕр эпир. Хамăр хатĕрленĕ ăста стрелоксемпе, çарпа политикăллă вĕренÿ отличникĕсемпе тивĕçлипех мухтанма пултаратпăр. Çак воинсем хушшинче Василий Иванович Чапаев землякĕсем – Чăваш çĕршывĕнчен килнĕ çамрăк салтаксем те сахал мар.

Çитĕнÿсем лайăх, анчах умра таракан задачăсем татах та пысăк, татах та ответлăрах. Хамăр тивĕçе яланах чыслăн пурнăçласа пырăпăр эпир.

Комсомол Чăваш обкомĕн секретарĕ обкомăн куçса çÿрекен Хĕрлĕ ялавне ăмăртура мала тухнă подразделени командирне пачĕ.

– Комсомол Чăваш обкомне мĕнпур салтаксен, сержантсен, офицерсен ячĕпе тав тума ирĕк парсамăр, – терĕ командир, ялава илнĕ май.– Чăваш комсомолецĕсем пирĕн туслăха çапла хакланăшăн, пирĕн пурнăçпа интересленнĕшĕн, службăна хăйсен чи лайăх юлташĕсене янăшăн тав тăватăп. Шансах тăрăр, эпир малашне те çар ĕçне çине тăрса вĕренĕ-пĕр, дисциплинăна çирĕплетсе пырăпăр.

Делегаци дивизире пулнă кунсенче эпир Чăваш комсомолĕ янă воинсемпе пĕрре мар тĕл пултăмăр, калаçрăмăр, весен пурнăçĕпе паллашрăмăр.

Пирĕн республикăран килнĕ каччăсене командирсем мухтаса калаçрĕç. Çак ăшă сăмаха тивĕç те вĕсем: икĕ çынтан пĕри – çарпа политикăллă вĕренÿ отличникĕ, тăваттăшĕнчен пĕри – класлă специалист, кашни тенĕпе пĕрех – разрядлă спортсмен. "Службăн пĕрремĕш çулĕшĕн кăтартусем питĕ пысăк", – тесе мухтарĕç командирсем.

Уйрăлас умĕн эпир хамăр земляксене совет воинĕн тивĕçне тата лайăхрах пурнăçлама ăнăçусем сунтăмăр:

– Çĕршыв хуралĕ эсир, салтаксем. Эсир аннесен телейне, Аслă Октябрь панă телее, пирĕн халăх тунă çитĕнÿсемпе вăл паян тăвакан ĕçе хÿтĕлетĕр. Совет салтакĕсем, чапаевецăн ячĕпе чысне çÿлте тытăр, çар присягипе уставсем хушнине çирĕп пурнăçлăр.

Иккĕмĕш хут гварди дивизине пополнени килсе çитрĕ. Ир-ирех пулин те, çамрăксене кĕтсе илме офицерсем тухнă.

Вĕсенчен пĕри – çÿллĕ те патмарскер. Вичкĕнрех куçлă сăн-пичĕ тÿрех астуса юлмалласкер унăн. Офицер пирĕн тĕрлĕ йышши халăхран тăракан ушкăна ăшшăн пăхса çаврăнчĕ, унтан пурне те алă парса тухрĕ:

– Паллашар-ха.

Çара килнĕ çамрăксем хăйсен ячĕсене каласа тухрĕç. Эпĕ, çарта пулнă çын, тÿрех çакна туйрăм: кун пек офицерсене хисеплеççĕ кăна мар, юратаççĕ те. Пурте ун пек пулма тăрăшаççĕ. Командир таланчĕ, тактик тавçăрулăхĕ, пеçагог ăсталăхĕ – пурте пур унăн.

– Килти пек пулăр, – терĕ вăл.–Шефсем хăнасем мар, дивизи те сирĕншĕн хăнăхнă кил-йыш пултăр.

Делегаци воинсем патне Чапаев çурчĕ пулнă вырăнтан пĕр ывăç тăпра илсе килчĕ. Артистсем те пур пирĕн йышра, выставка йĕркелеме чăваш художникĕсем ÿкернĕ картинăсен репродукцийĕсене, çавăн пекех Шупашкарта кăларнă кĕнекесене те илсе килтĕмĕр.

Пирвайхи делегаци килни çинчен (ун йышĕнче Чăваш обкомĕнче ĕçлекенсемпе çар комиссариачĕн представителĕсем пулнăччĕ), вăл Чапаев дивизинчи чи лайăх подразçеление куçса çÿрекен ялав пани çинчен маларах асăннăччĕ.

– Савăнтаракан парне пулчĕ ку пирĕншĕн, – каласа параççĕ хальхинче пире.– Ялав илнĕ подразделени нумай пулмасть полигонра тĕл пенипе савăнтарчĕ.

– Сирĕн земляксем çинчен лайăххисĕр пуçне урăх мĕн калăн, – хушса хучĕ тепĕр офицер.– Тепĕр тесен шефсем япăх çынсене дивизие ямаççĕ те.

– Шефпа шеф пĕр мар, – сăмах хушрĕ виççĕмĕшĕ.– Тепри пур – ыр ятлă пуласшăн шавлать. Пуçламăшĕнче сахал мар хитре сăмахсем тухса калать кун пекки. Кайран вара, уяв-тем килсен, телеграмма ярса саламлать те – ĕçĕ те пĕтрĕ. Сире пăхсан, тĕлĕнес те килет. Чапаевецсем патне пополнени янипе çырлахмастăр, земляксен пурнăçĕпе пĕрмаях интересленетĕр, хăвăр та килсе каятăр...

Земляксен урăхла пулма юрамасть. Кирек хăш салтака та тăван кĕтес хăй патнеллех туртать. Службăра чух тепĕр земляка тĕл пултăн-и, е кам та пулсан тăван енчен килет, çыру е хаçат илтĕн – салтакшăн уяв вăл.

Çавна шута илсех пулĕ, Чапаев дивизинче пополнени килнĕ вырăнсенчен хаçатсем çырăнса илеççĕ. Вуламалли залра Балтика тăрăхĕнчен, Казахстанран, Туркменирен, Украинăпа Çĕпĕртен, Иваново хулинчен тата, паллах ĕнтĕ, Чăваш çĕршывĕнчен килекен хаçат тĕркисем выртаççĕ. Ленин пÿлĕмĕнчи витринăсемпе стендсем гвардеец-чапаевецсен делегацийĕсем Чăваш республикине кайса килни çинчен, унти ĕççыннисен пурнăçĕпе ĕçĕсем çинчен каласа параççĕ.

Каллех дивизири çар мухтавĕн музейне кĕрсе куртăмăр. Салтаксем ăна "Чапаев музейĕ" теççĕ. Чăнах та герой пурнăçĕпе мĕн çыхăннине кунта пĕтĕмпех пухма тăрăшнă.

Кантăк витрина айĕнчи пĕчĕкçĕ ещĕксенче – тăпра.

Кĕске текст:

"Тăпрана пирĕн Тăван çĕршывăн хĕвеланăçĕнчи чиккинчен, 1941 çулхи июнĕн 22-мĕшĕнчен пуçласа июлĕн 19-мĕшĕччен Чапаев дивизийĕнчи 31-мĕш Пугачевски стрелковăй полк пирĕн чикĕсене хÿтĕлесе çапăçнă вырăнтан, илсе килнĕ".

Тепĕр ещĕкри тăпра – Чапаев дивизийĕнчи 99-мĕш гаубицăллă артиллери полкĕ вăрçă тухсан 25 кун хушши чикĕре оборона тытнă вырăнтан илнĕскер.

Ку икĕ ывăç тăпрана кунта пирĕн республикăри Комсомольскинчи вăтам шкулта вĕренекен çамрăк йĕрлевçĕсем илсе килнĕ. Вĕсем дивизи çапăçнă вырăнсем тăрăх çÿренĕ.

Татах тепĕр ещĕк. Унта хăйăр, вак чулсем тултарнă, çиеле снаряд осколкине хунă. Чапаевецсем хÿтĕленĕ герой-хула Одесса тăпри çакă.

Витринăра хăйăр тултарнă хĕрлĕ хутаç. Аякран, Урал шывĕ хĕрринчен килнĕскер. Ăна чăнкă çырантан, Чапаев юлашки хут шурă казаксемпе çапăçнă вырăнтан, илнĕ. Граждан вăрçи паттăрĕсен юнĕпе хĕрелнĕ хăйăрлă тăпра. Çакна палăртас шутпа хутаçа та хĕрлĕ пиртен çĕленĕ.

Эпир те музее хума Василий Иванович çуралнă çĕршывран, Будайкăра Чапаевсен килĕ пулнă вырăнтан илсе килнĕ тăпрана патăмăр. Ăна савăнăçлă пухура дивизи командире илчĕ. Тупа тунă пек кĕске сăмах каларĕ:

– Чăваш çĕршывĕнчен илсе килнĕ тăпрана савăнса йышăнатпăр. Пĕр ывăç тăпра. Ăна ăçтан илсе килнине яланах асра тытăпăр. Хамăрăн пĕтĕм çĕре хÿтĕлеме те яланах хатĕр тăрăпăр.

Шухăшсем каллех Чапаев музейне таврăнаççĕ. Легендарлă начдив çĕршывĕн – пирĕн республикăн паянхи кунĕсем çинчен мĕн-мĕн кăна пухман кунта. Шупашкарти пир-авăр комбинатĕнчи ăстаçăсем тĕртнĕ пирсем, ачасен техника станцийĕнче хатĕрленĕ карап моделĕ, Муркаш районĕнчи Чапаев ячĕпе хисепленекен колхозран ĕçченсем ярса панă фотоальбом, Чапаев пооелокĕн парни – баян, Патăръел районĕнчи "Гвардеец" колхоз парнеленĕ радиола. Шуршăлтан А. Г. Николаевпа В. В. Николаева-Терешкова портречĕсене ярса панă.

Аслă Отечественнăй вăрçă вăхăтĕнче гвардеецсем кăтартнă паттăрлăха асăнса йĕркеленĕ залра та "тăвăр". Галерейăра –Совет Союзĕн Геройĕ ятне илнисен портречĕсем. Дивизири çитмĕл çичĕ воина панă çак чыслă ята.

Геройсенчен тăваттăшĕ – пирĕн земляксем. Вĕсем пурте пĕрле штурмовой отрядра пулнă, чи малтан Днепр урлă каçнă. Семен Андреев противотанковăй пăшал хуçи пулнă, Константин Антоновпа Иван Кабалин – минометчиксем, Иван Кувин – сапер.

Каç тĕттĕмĕ хупласан, штурмовой отряд шăппăн, асăрханса хамăр енчи çырантан уйрăлать. Кимĕсем Днепр варрине çитсен, сасартăк тавралăха ракетăсем çутатса яраççĕ. Нимĕçсем пеме пуçлаççĕ. Вĕсене хирĕç сулахай çыранран пирĕн артиллери те хăватлăн сасă парать.

Акă çыран. Гвардеецсем "ура" кăшкăрса фашистсем çине ыткăнаççĕ, вирлĕ çитсе çапнăран тăшман çухалса каять, воинсем малти траншейăсене вăркăнса кĕреççĕ.

Икĕ кун хушши штурмовой отряд хăй йышăннă плацдарма тытса тăрать. Виççĕмĕш каçхине Днепр урлă дивизин тĕп вăйĕсем каçаççĕ.

Плацдармри çапăçусенче пирĕн тăватă земляк паттăрлăх кăтартать.

Семен Андреев бронебойщик, ураран аманнă пулин те, çапăçурах юлать. Умра фашистсен тăватă танкĕ. Малта пыраканĕ пирĕн окопсем патнех çитет. Ăна хирĕç окопсенчен гранатăсем вăркăнаççĕ. Танка вут хыпса илет. Тепĕр иккĕшĕ чарăнса тăраççĕ. Вĕсен пулемечĕсем тăкакан тăхлан çумăр пуç йăтма памасть. Андреев авиабомба воронкине çитнĕ, майлашса выртнă. Меллĕрех хунă противотанковăй пăшала. Мушка тăваттăмĕш танка йĕрлет. Урнă пек малаллах кĕрет эсрел. Андреев аллине спусковой крючок çинчен илмест. Кам кама – курăпăр. Анчах çывăхрах ÿкнĕ мина сержанта аяккалла ывăтса ярать. Çук, чунĕ тухман-ха унăн. Каллех шăвать вăл пăшал патне. Пĕрре перет, тепре, виççĕмĕш хут... Танк хăвăрт çывхарать, воронка патнех çитет ĕнтĕ. Татах тепĕр хут илтĕнет пăшал сасси. Танк самантлăх чарăнса тăрать, тепĕр çеккунтранах ун ăшĕнчи снарядсем шартлатса çурăлаççĕ. Осколкăсем тивнипе паттăр воин ĕмĕр-лĕхех куçне хупать.

Константин Антонов комсомолец фронтра чух парти ретне кĕрет. Воронеж патĕнче, Курск пĕккинче çапăçать вăл. Белгород, Харьков, Лозовая, Барвенково, Синельниково хулисемпе станцисене ирĕке кăларасшăн пынă çапăçусене хутшăнать. Ун хыççăн – Днепр. Батальон парторгĕ, штурмовой отрядри миномет батарейин командирĕ пулать вăл. Плацдарм тытса илсен, Антонов коммунистсемпе комсомолецсене чи йывăр участоксене вырнаçтарса тухать, хăй те вĕсемпе пĕрлех пулать. Минометчиксем тăшманăн вунă ытла атакине сирсе яраççĕ.

Чи йывăр самант çитсен, фашистсем пирĕн салтаксене пуç йăтма паман чухне, сасартăк "урра!" кăшкăрни илтĕнсе каять. Иван Кабалин, взвод командирĕ вырăнне тăрса, минометчиксене атакăна çĕклет.

Плацдармра икĕ кун пынă çапăçура Кабалин взвочĕ нимĕçсен ултă орудине пĕтерет, сакăр пулемета, çĕр ытла гитлеровеца тĕп тăвать.

Штурмовой батальон Днепр урлă каçма пуçличченех сулахай çыранран çăмăл кимĕ шăппăн уйрăлать. Пилĕк сапер лараççĕ ун çинче. Вĕсенчен пĕри – пирĕн земляк Иван Кувин. Каç тĕттĕмĕпе усă курса, асăрханса тухаççĕ вĕсем тăшман йышăннă çырана. Кашни шит çĕре алăпа хыпашласа малалла шăваççĕ, алă сĕмĕпех минăсем тупса кăлараççĕ. Йĕплĕ пралук витĕр икĕ çĕртен çул уçсан тин нимĕçсем саперсене асăрхаççĕ. Унччен штурмовой отряд сылтăм çырана каçма ĕлкĕрет.

Кувин кайран батальон оборона тытнă тĕлте минăсем лартса тухать, плацдармри ытти боецсемпе пĕрле фашистсен контратакине сире-сире ярать.

Гитлеровецсем çывăхах çитсен, Кувин юлашки гранатăна та вĕсем çинех вăркăнтарать.

Днепр хĕрринчи плацдармра икĕ харсăр Герой – Семен Андреевпа Иван Кувин паттăрсен вилĕмĕпе вилеççĕ. Тепĕр икĕ Герой малалла каять.

Одесса облаçĕнче Козацкое ялĕ пур. 1944 çулхи мартăн 25-мĕшĕнче çакăнта Константин Антонова амантаççĕ. Апла пулин те, Совет Союзĕн Геройĕ батальона атакăна çĕклет. Совет воинĕсем хăюллăн пырса çапнине тăшман чăтса тăраймасть. Анчах тăшман пули Герой кун-çулне татать.

Иван Кабалин гвардеец вăрçă çулĕсемпе мĕн вĕçне çитичченех утса тухать. Канаша таврăнать, слесарь-инструментальщикра ĕçлет. Институтра вĕренет. Халĕ инженер.

Паттăрсен ĕçĕ çухалмасть. Геройсен ячĕсене халăх манмасть. Патăръелĕнчи "Гвардеец" колхозра Семен Андреевпа, Комсомольскинче Константин Автоновпа, Улатăр хулинче Иван Кувинпа, вĕсен паттăрлăхĕпе мухтанаççĕ.

Музейра пирĕн земляксем çинчен каласа паракан документсем татах та пур.

Гвардеец-чапаевецсем хăйсен кулленхи пурнăçĕ çинчен киножурналсем ÿкернĕ. Вĕсене курнă чухне эпир Чăваш комсомолĕн путевкипе килнĕ хамăр каччăсене те палласа илтĕмĕр.

Хăйсене те дивизие пынă кунах тĕл пултăмăр. Республикăн тава тивĕçлĕ артисчĕ Юрий Мясников Иван Петров салтака курсан савăнса кайрĕ. Çара киличчен вăл ăна музыкăна вĕрентнĕ иккен. Талантлă музыкант, çара килсен, салтаксем валли юрă çырнă. Пĕтĕм дивизи юрлать халĕ ăна.

Салтаксенчен нумайăшĕ тава тивĕçлĕ артиста Николай Комиссарова палласа илчĕç:

– Эсир пирĕн патра Вăрнарта юрларăр...

– Сире Елчĕкре курнăччĕ...

– Куславккана та пынă вĕт эсир?..

– Эсир пынă чухне эпĕ Çĕрпÿри Культура çуртĕнче ĕçлеттĕм.

– Чăнах та-çке, палласа илтĕм. Службăри ĕçсем мĕнле?– ыйтать артист.

– Япăх мар пулĕ: тăватă хутчен тав турĕç.

– Апла пулсан пиллĕкмĕш хут эп тав тăвам, – шÿт тăвать хăна.

Городокри çулпа пынă чух пĕр салтак савăнăçлăн сывлăх сунчĕ. Женя Косолапов иккен. Малтан тĕл пулнăранпа унăн пурнăçĕнче улшăнусем чылаях пулкаланă. Отличник-воина комсомол организаци секретарьне суйланă, Шупашкара отпуска кайса килнĕ. Наряда кайма васкатчĕ вăл. Нумаях калаçма май килмерĕ. Пурне те пĕлме васкать салтак: "Шупашкарта çĕнни мĕн пур?", "Аннене курмарăр-и?", "Мĕнле кĕнекесем çĕнĕрен тухрĕç?" – ответлесе çитерме те çук Женя мĕн ыйтнине.

Кĕнекесемпе ахальтен мар интересленет вăл: нумай вулать, хăй те сăвăсем çырать. Тепĕр кунхине эпир пынă ятпа савăнăçлă вечер пулчĕ. Воин-земляксен ячĕпе Женя Косолапов сăмах илчĕ. Хăйсем тивĕç пулнă пысăк чыс çинчен, Чапаев дивизийĕн мухтавлă традицийĕсене упрани, малалла аталантарни çинчен каларĕ салтак. Юлашкинчен хăй çырнă сăвва вуларĕ:

"Чапаевским традициям верны мы до конца,
У нас под гимнастерками горячие сердца!"

Дивизие пирвайхи хут килсессĕнех Александр Фомин ефрейтор çинчен пĕрре мар илтнĕччĕ. Асăрханса ĕçлеме пĕлекен сапер, хăюллă подводник терĕç ун пирки. "Ахăртнех, Шупашкарта чух Атăл çинчи тинĕс клубĕнче вĕреннĕскер пулĕ", – шутлатăп хам тĕллĕн. Саша дивизие Шупашкартан килмен. Вăл Патăръел районĕнчи Çĕнĕ Ахпÿрт каччи пулчĕ. Унта ишме те пысăк шыв çук.

Ун чухнех пире Сашăн тусĕ – Анатолий Киргизов ефрейтор çинчен те каласа панăччĕ. Вăл та сапер, Фомин пекех шыв айĕнче ĕçлеме вĕренсе çитнĕскер. Çураласса та Патăръел районĕнчех çуралнă. Ялĕ çеç урăх унăн – Первомайски.

Курасчĕ ку каччăсене. Анчах та вĕсем çинчен мухтаса каласа паракан офицер пирĕн кăмăла тÿрех хуçрĕ:

– Паян вĕсене тĕл пулаймăн. Çул çинче сирĕн поездсем хирĕç пулчĕç пулĕ? Дивизи командирĕ Сашăна отпуск пачĕ. Халĕ килте ларать ĕнтĕ вăл. Киргизов, авă, çĕрле задание тухса кайрĕ. Юнашар облаçра кивĕ снарядсен складне тупни çинчен пĕлтерчĕ. Унта ячĕç пирĕн саперсене.

Мĕн тăвас-ха: икĕ интервью "çухалчĕ" вĕт. Ку хутĕнче те малтан шикленсе ÿкрĕм.

– Хальхинче, авă, Киргизов отпуска кайрĕ. Тем ăнмасть сирĕн, – кулса илчĕ офицер.– Кулянма кирлĕ мар. Фомин кунтах. Текех ефрейтор мар, кĕçĕн сержант. Тел пулма пултаратăр унпа.

Часах Саша Фомина шыраса тупрăмăр. Калаçу тÿрех çыхăнчĕ. Земляк хамăр республикăран килекен хаçата йĕркеллĕн вуласа пырать. Эпĕ ăна хаçата çыру çырма сĕнтĕм. Фомин аллинчи ручка тетрадь листи тăрăх "чупма" пуçларĕ.

"Службăра эпĕ иккĕмĕш çул. Çарпа политикăллă вĕренÿ отличникĕ", – пуçларĕ Саша. Хăй ĕçĕ çинчен, служба пурнăçĕ çинчен каласа пама шутларĕ пулас:

"Пире телефонпа сасартăках çула тухма чĕнчĕç. Яланхи пекех хăвăрт пуçтарăнтăмăр, командирпа пĕрле хамăра чĕннĕ çĕре тухса кайрăмăр..."

Саша тем шухăшларĕ те тетраде аяккалла тĕртсе хучĕ.

– Çук, пулмасть, хам çинчен çырма лайăх мар.

– Киргизов çинчен çыр апла пулсан...

– Толя пурнăçĕ ман пурнăçран уйрăм-им? Сапер. Виçĕ пин ытла снаряд тупса тĕп тунă вăл.

Тутăхнă минăсем, артиллери снарячĕсем, авиаци бомбисем. Виçĕ пин те икçĕр утмăл хутчен Фомин та вилĕмпе куçа-куçăн тăнă.

"Пире телефонпа сасартăках çула тухма чĕнчĕç", – çапла çырчĕ Саша тетрадь сине. Ăна малалла тăсмарĕ. Сăмахпа каласа пачĕ.

Ку вăл вăрçă кĕрлесе иртнĕ вырăнсенче пулнă. Вилĕм кÿрекен вăрттăнлăхсем çаплах сыхланса юлнă-ха кунта. Сасартăках плуг металл çине пырса тăрăнать. Тракторист машинăна чарать. Саперсене чĕнеççĕ. Вĕсем алăсемпе тăпрана асăрханса сиреççĕ. Тутăхса кайнă 203 миллиметрлă хăрушă та ултавлă снаряд курăнса каять.

Лейтенант, опытлă подрывник, Александр Фомин çине пăхса илет: "Малтанхи снаряд. Çамрăк-ха сапер. Службăра пĕрремĕш çул кăна, йăнăшма пултарĕ", – вĕлтлетет ун пуçĕнчи шухăш. Команда парать:

– Рядовой Фомин! Чуп, пытан окопа!

Салтак чупать. Окоп кунтан пĕр çĕр метрта. Унтан асăрханса лейтенант мĕн тунине сăнать. Снаряда сиктерсе яма хатĕрлет командир. Бикфорд шнурне тивертсе ярать те окопа чупса çитсе сикет.

Хир çийĕн "вăрçă кĕрлевĕ" янăраса каять...

Гварди рядовойĕ Александр Фомин хăйĕн службине чапаевла пуçланă. Çакă пулнă унăн пирвайхи ответлă заданийĕ.

Пĕррехинче ял çумĕнче кивĕ минăсен складне тупнă. Сапаланса выртнă минăсем. Çавăнтах сирпĕтсе ярасчĕ – çынсем юнашарах пурăнаççĕ. Асăрхануллă пул, сапер. Пĕр мина çурăлсан – пĕтĕм склад сывлăша çĕкленет.

Александр Фомин кун çинчен мана çапла каласа пачĕ:

– Çĕре чĕпчĕммĕн чĕпĕтсе илтĕм, асăрханса-асăрханса, пĕр мина кăлартăм. Тутăх çисе янă ăна. Машина кузовĕ çине, хăйăр сарнă çĕре, хуллен илсе хутăм. Теприне чавса кăлариччен апла та, капла та шухăшласа пăхатăп. Васкама юрамасть. Каллех чаватăп. Юнашарах ман командир–гварди лейтенанчĕ ĕçлет. Мĕн шиклĕ, унран ыйтса пĕлетĕп.

...Каярахпа ялтан аякра, çеçенхирте, хăватлă взрыв çĕре кисретет: мина склачĕ сывлăша çĕкленет.

Тата тепринче те васкавлăн чĕнсе кайрĕç.

Икĕ арçын ача, пĕрремĕш класа каяканскерсем, пахчарах шĕвĕр пуçлă тимĕр тупнă. Йăтма йывăр, вăй çитмест. Ачасем çак муклашкана йăвантарма тытăнаççĕ. Перине çав самантрах асламăш чĕнсе илет. Ача пÿрте кĕрсе тăрать çеç, пахчара вăйлă взрыв кĕрлесе каять. Пÿрт кантăкĕсем тухса вăркăнаççĕ. Çынсем чупса çитеççĕ.

– Эпĕ пĕлнĕ-им вĕсем снарядсем пулнине, – хыпса ÿксе хуйхăрать карчăк.– Ман пахчара вĕсем хĕрĕх те ытла выртаççĕ. Мунча çенĕкĕнче вĕсем çинех урай сарнă.

Яла саперсем килеççĕ. Ку хутĕнче Фомин çирĕм "чашкăракан çĕлене" тĕп турĕ. Киргизов тÿпине сакăр снаряд лекрĕ, ыттисем – командира.

Каллех шиклентерекен хыпар. Браконьерсем пулă анăратса тытма шыва взрывчаткăсем пăрахнă. Пĕри хăй те çавăнтах арканса кайнă. Вĕсем тунă бомбăсем шыва та путнă иккен.

Мĕнле япала ку бомба? Мĕнле хăрушлăх кĕтет унран? Никама та ним те паллă мар.

Тăватă хутчен анса каять Фомин шыв тĕпне, йăлмакаллă юшкăнра алăсемпе хыпашласа çÿрет. Тăваттăмĕш хутĕнче çеç тол шашкисен çыххипе бикфорд шнурне тупать.

Виçĕ пин те икçĕр утмăл хут вăл çак "чашкăракан çĕленсенчен" вилме пултарнă. Çапах çĕнтернĕ салтак... Çакăн пек вăл гварди кĕçĕн сержанчĕ Александр Фомин тунă паттăр ĕç.

Сапер мирлĕ вăхăтра та йывăр постра тăрать. Ахальтен мар çарта çапла калаççĕ: сапер летчик-испытатель пек хăюллă та тавçăруллă пултăр, ăна музыкантăнни пек сисĕмлĕ пÿрнесем кирлĕ, вăл электронлă машина пек тĕрĕс шутласа хума пултартăр. Фомин пиркиех каланă пулĕ ку сăмахсене.

Çакăн пек каччăсем службăра тăраççĕ Чапаев çивизинче. Урăхла пулма пултараймасть те. Ахальтен мар вĕсене гвардеецсем теççĕ.

Стуриков, Н. Гвардеецсем патĕнче : [калав] / Николай Стуриков // Вăрçăра: калавсемпе сăвăсем. – Шупашкар, 1968. – С. 646-665.