Писатели Чувашии в Великой Отечественной войне

 

Чувашская литература периода Великой Отечественной войны Погибшие на фронтах Великой Отечественной войны Они вернулись с поля боя
Талвир (Башкиров) Алексей Филиппович
Алексей Талвир

Вилмен пулсан…

Виктор Тарутин ротăри чи çÿллĕ çын пулнине пуринчен малтан старшина асăрхарĕ.

– Сан пек телефон юпи валли манăн шинель те çук, гимнастерка та çук, – терĕ вăл, çĕнĕ салтака хăратса, – санăн пирĕн полка киличчен гарнизон универмагне кайса уйрăм заказ памалла пулнă.

– Вăрçă пуçланасса пĕлменни хупларĕ. Гитлер маларах евит тунă пулсан, гимнастеркине те, шинельне те ятарласа çĕлеттереттĕм, – ялкăшса илчĕ Виктор.

Халиччен вăл хăй валли тумтир туянас тесен, чăнах та, хатĕррине шыраман, çĕвĕçсем патне кайса юри хăйне кирлĕ пек виçтерсе çĕлеттернĕ. Анчах халĕ фронта тухса каймалла-çке. Кирек мĕнле пулсан та, çар тумтирне унăн кунтах тупас пулать.

– Мĕншĕн çакăн пек вăрăммисене пехотăна илеççĕ-ши? Ярасчĕ флота е кавалерине, – тарăхса каларĕ старшина, – унта тумтирне кашни салтак валли ятарласа çĕлетсе параççĕ, тет.

– Кавалерине яма юрамасть, – тĕртсе хучĕ тумтир илме пухăннă çамрăксенчен пĕри. – Унта ăна чăтакан лаша çук.

– Танкист пулмалла ун, – терĕ тепри.

– Юрамасть, пуçĕ перĕнет.

– Авиацире самолет чăтас çук, – кулкаласа каларĕ Тарутин хыçĕнче тăракан çамрăк салтак. – Çук, фронта илсе кайма юрамасть ăна. Вăрçăра тем курса тăрасси пулĕ... Мишень!

Виктор – ырă кăмăллă та уçă чĕреллĕ çын, хулпуççийĕсем унăн лаша ăмăрĕ пек сарлака курăнса тăраççĕ. Юлташĕсем хăйне тăрăхласа калаçнишĕн вăл çилленмерĕ, хулăнрах туталлăскер, кулкаласа çеç илчĕ.

– Акă сана пĕр комплект тумтир, ку чи пысăккисем валли, алă пус, – журналти графа çине пÿрнипе тĕксе кăтартрĕ старшина. – Вĕçтер, текех ман куç умне курăннă ан пул. Пурпĕрех сана юрăхли ман складра урăх ним те çук.

Тарутин çар çи-пуçне тăхăнсан, чăнах та, питĕ кулăшла курăнчĕ: гимнастерка çаннисем чавси таран, шинель арки чĕркуççине çитеймен, атă кунчисем ура хырăмĕ таран – тарăн тĕплĕ калуш пек курăнать. Старшина хыççăн ротăри юлташĕсем те ăна "телефон юпи" тесе тĕртсе илекен пулчĕç.

Уçă кăмăллă Тарутин эшелона ларнă-ларманах вагонри çамрăксен кăмăлне çĕклентерсе яма пултарни палăрчĕ. Темле кулăшла историсем кала-кала кăтартрĕ. Тепĕр икĕ кунтан эшелонра ăна палламан, сума суман çын та юлмарĕ, пурте унпа пĕрле ларса чикаркка пĕтĕрме, савăнăçлăн сăмах ваклама тăрăшрĕç.

Фронта çитсен, Виктора боеприпассем турттарса тăракан авторотăна ячĕç. Ку ĕç фашистсемпе хире-хирĕç тăрса çапă-çассинчен аяккараххине туйса илсен, Виктор малашне епле те пулин танкистсем патне лекме шухăшларĕ. Фронтра шофер пулса тăни çинчен халлĕхе вăл амăшне те çырса пĕлтермерĕ: "Танкист пулсан çырăп-ха", – терĕ хăй ăшĕнче. Çырнă пулĕччĕ вăл Ася е Микка патне, анчах вĕсем ăçта иккенне пĕлмест.

Ася ăçти паллă мар. Вăрçă умĕн вăл Польша чиккинче пиччĕшĕ патĕнче кăштах пурăннă. Халĕ пиччĕшĕ Урваша таврăннă. Арăмĕпе Асьăна вăл хăйĕнчен икĕ кун малтан эшелонпа ăсатрăм, тет. Анчах унтанпа икĕ уйăх ытла иртнĕ ĕнтĕ, арăмĕнчен те, Асьăран та пĕр хыпар-хăнар та пулман. "Эшелонне бомбардировщиксем аркатман-ши, тесе шутлаççĕ", – тесе çырнă ун патне пĕр çамрăк пĕлĕшĕ, Урвашри хыпарсене пĕлтерсе. "Ан кулян, – терĕ вара вăл, хăйне хăй йăпатса, –вăхăт çитĕ, фашистсене çĕмĕрсе тăкар-ха, сире те, тусăмсем, шыраса тупăп".

Боеприпассем турттарса тăрасси, нимĕн те калаймăн, кирлĕ ĕç ĕнтĕ, анчах Виктор шучĕпе ку ĕçе вăл мар, урăххисем, ватăраххисем, туса тăмалла, ун пек çамрăк çыннăн вара малта, çапăçу позицийĕнче пулмалла. Вăл авторота командирĕпе калаçса пăхнă – хăйне урăх çĕре куçарма ыйтнă. "Вăрçăччен эпĕ нихăçан та шофер пулман, права илес тесе çеç автошкулта кăшт-кашт хам ирĕккĕн тенĕ пек вĕренкеленĕччĕ", – тесе, хăй танкист пулмалли çын иккенне астутарнă. Анчах командир çав тăрăшакан çынна хисепленĕ. "Вăрçăччен эпĕ хам та заводра цех начальникĕ пулнă, – тенĕ вăл ăна. – Кирлĕ чухне рядовой шофер пулма та хатĕр".

1942 çулăн пуçламăшĕнче нимĕç бомбардировщикĕсем питĕ те ашкăнатчĕç. Боеприпассем турттаракан аслă çул çине бомбăсем пăрахман кун та иртместчĕ. Пирĕн истребительсем валли ĕç нумайччĕ ун чух.

Пĕр ирхине çапла, тин çутăлнă кăна пулин те, малтан темле пĕр икĕ хÿреллĕ тăшман самолечĕ вăрман енчен курăнса кайнă. Виктор пĕччен пулман, малта та, кайра та грузовиксем пайтах пынă, пурте вĕсем снарядсем турттарма вăрман варринчи станци патнелле васканă. "Халь кĕтсех тăр ĕнтĕ вĕсем ушкăнĕпе килессе", –тесе шухăшлама çеç ĕлкĕрнĕ, унччен те пулман – фашистсен самолечĕсем пĕр ушкăн курăнса та кайнă. Вĕсем тÿрех автоколонна çинелле васканă. Виктор çаксене курсанах çул айккинелле пăрăннă та ăшăх юр тăрăххăн машинине йывăррăн мĕкĕрттерсе кайнă. Машинине пытарма май пулман та, анчах тăшман самолечĕсем пĕртен пĕр машинăна хăвалама тытăнмĕç, тесе шухăшланă вăл. Унăн машини пăрăнса кĕнине кура ытти машинăсем те ăçта çитнĕ унталла сапаланма тытăннă, çапах та нумайăшĕ ĕлкĕреймен. Аялтанах вĕçсе иртекен фашистсем, пулеметсемпе, тупăсемпе персе, виçĕ машинăна çунтарса янă. Катара тăракан Виктор çав вăхăтра карабинне тытса месерле выртнă, тăшманăн самолечĕсенчен пĕрне те пулин персе ÿкерес тесе, икĕ обоймăна яхăн пушатнă. Анчах пĕрне те персе ÿкереймен. Хăй перекен самолетсенчен пĕри ун çийĕнченех вĕçсе иртнĕ. Виктор летчик сăнарне те курса илнĕ пек туйнă. Самолет ун çинелле пулеметпа шатăртаттарнă. Пульăсем юр çине чăшлатса кĕнĕ пек сасă кăларнă. Юрать-ха, Виктора та, машинăна та лекмен. "Эх, çакăнта эпĕ летчик пулас пулсан, мĕнле çапăçнă пулăттăм вĕсемпе", – шухăшланă Виктор.

Часах таçтан çÿлтен хамăрăн кĕмĕл тĕслĕ истребительсем ярăнса аннă. Виктор сăмахĕ тÿрре тухнă пекех, вĕсем фашистсене хирĕç çапăçма кĕрсе кайнă та куç умĕнчех тăшманăн икĕ самолетне персе антарнă. Пĕри çĕре ÿксенех, çурăлса, çунма тытăннă, тепри Виктортан инçе мар ÿкнĕ, ун тĕлĕнче, çÿлте, виçĕ парашют курăннă. Фашистсен ытти самолечĕсем, ăçта килнĕ унта бомбăсем пăрахса, каялла тарнă. Виктор пирĕн истребительсен ăсталăхĕ ÿснине туйнă. Ку ăна питех те савăнтарнă, "Танкист пулсан, эпĕ те çапăçуран тухмăттăм", – тенĕ шухăш унăн ĕмĕтне тата ытларах хавхалантарнă.

Тăшман парашютисчĕсем пĕлĕт айĕнче карусель пуканийĕсем пек сулланма тытăннă. Виктор аллинчи пăшалне хытăрах чăмăртанă та фашистсен летчикĕсене хирĕç чупма пуçланă. Çурçĕр енчен тухнă çил лешсене вăрман еннех вĕçтерсе кайнă. Тарутин, чĕркуççи таран юр ашса, нимĕçсем хыççăн такăна-такăна чупнă.

Парашютистсем çĕр çине тĕрĕннĕ-тĕрĕнменех, пурçăн зонт хысисене касса, вăрман еннелле тарнă. "Цюрюк!" – тесе кăшкăрнă вĕсем патнелле чупакан Виктор.

Виçĕ фашист, çак пăшалпа юнаса чупакан совет салтакне курсан, васкама тытăннă, анчах урисенче вĕсен виççĕшĕн те йывăр унттăсем пулнă. Кăçатă тăхăннă совет салтакĕ чухлех чупайман вĕсем. Вăрăм ураллă Виктор ярса пусмассерен вĕсем патне çывхарнă. Лешсенчен пĕри уйрăмах кая юла пуçланă. "Фриц!.. Цюрюк!" –тесе юнанă Виктор. Фашист вăл кăшкăрнине илтме те пултарнă пуль, çапах та вăрманти вĕтлĕхе çитсе ÿкесшĕн тапаçланнă. Виктор сыв-лăшне çавăрса илме чарăннă та чĕркуçленсе ларса пăшалĕпе тĕлленĕ. Ун умĕнче чупакан фашист çавăнтах персе ÿкнĕ. Ыттисем инçерех пулнă-ха, Виктор çаплах вĕсене хăваласа пынă. Виктор аманнă летчик парабеллумне туртса илнĕ те, пĕр минут чарăнса тăмасăр, малалла васканă.

Ăшă та хулăн комбинезонсем тăхăннă фашистсем, вăрман хÿттинче пилĕк таран юр ăшне ÿксен, малалла ниçта утаймасăр чарăнса тăнă. Пĕр-пĕччен чупакан совет салтакне хирĕç тăма пултарнах ĕнтĕ вĕсем, анчах "хенде хох!" тесе пистолетпа та карабинпа юнакан Тарутин халапри улăп пек курăннă. Çук, фашистсем, унпа хирĕç тăрса, хăйсем çиеле тухасса шанман. Кусем кĕрт хÿнĕ вăрман хĕрринче пĕр иккĕленмесĕр аллисене çĕкленĕ.

Виçĕ фашиста тыткăна илнĕ шофер çинчен часах пĕтĕм фронт тарах ырă хыпар сарăлнă: хаçатсем те çырнă, радиопа та каласа кăтартнă.

Çакна пула Тарутина Урваш хĕрĕ Ася Храмцова фронтрах шыраса тупнă.

Акă мĕнле пулса тухнă вăл.

Малоярославец таврашĕнчи пĕр ялта тăнă чухне Виктор снаряд тиеме кайма хатĕрленчĕ.

– Тарутин, сана чĕнеççĕ! – тесе янраса кайрĕ пĕр сасă. Виктор аллинчи путевкине васкасах бумажника хутлатса чикрĕ те ял хĕрринчи пĕр пĕчĕк пÿртрен урама тухрĕ. Ун умĕнче шинель тăхăннă сержант Ася тăра парать.

– Ася! – савăнса кăшкăрса ячĕ вăл, урăх ним калама пĕлмесĕр. Вăл хытса каяс пек тĕлĕнчĕ. – Эсĕ... эсĕ те фронтра-и? Ася!

Урвашра пурăннă чух çав хура куçлă хăюллă хĕр çине Виктор пăхсах кайманччĕ пулас. Питĕ чипер хĕр иккен! Илемлĕ, çамрăк тата вут пек вăй-хăват унăн, каччăсем çине те мăнкăмăллăхне пытармасăр, темле тиркешнĕ пек пăхать – ытти кирлĕ-кирлĕ мар пырса ан çулăх! Чĕри, чĕри вара... Çук, ырă çыншăн вăл пĕтĕм телейлĕ пурнăçне пама хатĕр. Ун пек çын-и? Ĕмĕт вăл, çамрăк каччăсен телейĕ!

Виктора мĕн тухса кайнăранпах çак шухăшсем канăç памарĕç. Ĕлĕк пĕрле ĕçленĕ чухне, тен, ун çине пăхса та кайман-тăр. Виктор хăй те çамрăк пулнă-ха ун чух, мăшăрлă пуласси çинчен шухăшламан та пулĕ. Анчах кайран, пĕр уйрăлса кайсан, уйрăлу юратăва упрать тенĕ пек, унăн Асьăна курас тесе тунсăхлани çулсерен мар, кунсерен те мар – сехетсерен тенĕ пек ÿссе пычĕ. Шухăшланипе çеç тарамччĕ-ха, тĕлĕкĕнче те вăл пĕрмаях ăна кура пуçларĕ. Çавăнпа хĕрсе вăрçă пынă вырăнта пĕр кĕтмен çĕртен Асьăна курни ăна пĕтĕмпе тĕлĕнтерсе ячĕ.

– Ася, эсĕ-çке? – терĕ вăл, ăна ыталаса илсех пирвайхи хут чуптуса.

– Эпĕ, Виктор, эпĕ! – Ася бензинпа ула-чăпарланнă шинеллĕ салтака ыталарĕ, шывланнă куçне пытарма тăчĕ.

– Э-эх, чунăм, Ася! – ним калама аптăрарĕ Виктор. – Атя, лар эс ман машина çине, эпĕ боеприпас тиеме каятăп. Лар-ха, эпĕ шăпах КП умĕнчен иртсе каятăп. – Темшĕн çапла каласа хучĕ вара вăл.

Хĕллехи çул такăрах мар – машина ерипен шăвать, Асьăна кайма çула май. Вăл кабинăна кĕрсе ларчĕ те, вара вĕсем пĕр-пĕринчен пăт-пат çеç ыйткаласа пычĕç.

– Микка халь ăçта-ши? – тесе ыйтрĕ Виктор. – Эпĕ ниепле те ун адресне шыраса тупаймастăп. Мульдиеров патне те, Урваша та çыртăм.

– Вăл Мускава вĕренме каясшăнччĕ. Халь, паллах, вăрçăра ĕнтĕ вăл... Туйĕ пулмаллаччĕ вĕсен...

– Чăнах-и? Кама илет вара вăл?

Ася çĕлĕкне çÿлерех çĕклерĕ, хура çÿç пайăркисем унăн хĕрелсе кайнă тулли питçăмартисем çине тухарах тăчĕç.

– Эсĕ пĕлместĕн пуль Валентина ятлă инженера?

– Ара, пĕлмесĕр! Вăл Урваша та пырса курнăччĕ-çке.

– Çавна илет.

– Микка лайăх çын, тÿрĕ кăмăллă та ăслă çын вăл, Ася... Ася, – Виктор кăштах ун еннерех куçса ларчĕ. Машина хăй çулĕпех пырать. – Эпĕ вĕт мĕн тесе...

– Мĕн тесе? – кĕтмен çĕртен ыйтрĕ Ася.

– Чăн калатăп, сана илет пуль тесе... Кала-ха, эс ăна юратнă-çке?

– Виктор, ун пек тÿрĕ кăмăллă çынна кăмăлламасан юрамасть. Анчах эпĕ унăн варли пуррине тĕшмĕртеттĕм.

– Ман çинчен шухăш та тытман ĕнтĕ эсĕ...

– Сан çинчен-и? – Ася, куçне чарса, ун çине пăхса илчĕ. Эсĕ мĕн çамрăкран вĕçкĕн-çке! Пирĕн пеккисене пăхасшăн та пулман.

– Вăт ку тĕрĕс мар вара.

– Епле тĕрĕс мар! Астăватăн-и, санăн палланă Маша пурччĕ, эсĕ унпа чух ниçта кайса кĕрейместĕн. Астăватăн-и тата, пĕр хĕр-техник Сания пурччĕ, эсĕ ăна ăсатма çÿреттĕн? Астăватăн-и тата...

– Çитĕ, – пÿлчĕ ăна Виктор, тăвалла улăхнă чухне машинине майĕпен чуптарса. – Сана шанман эпĕ ун чух. Кайран çеç тавçăрса илтĕм эс мана савма пултарасса. Анчах кайран та темле... Хм... кĕвĕçес кăмăл хускалса кайрĕ те, вара тухса кайнă чух та пĕр сăмах каламарăм... Ася, чунтан ыйтатăп, ан айăпла ĕнтĕ эсĕ мана.

– Уншăн çынна айăпламаççĕ, Виктор. Ну, кунта мĕнле? Чун савнине, тен, фронтра тĕл пултăн?

– Тĕл пуласса тĕл пултăм та, анчах вăрçă пĕтмесĕр пĕрлешме килĕшмест ĕнтĕ. Вăрçăн вĕçĕ те курăнмасть-ха...

– Ун вырăнĕнче пулсан, эпĕ хам та йĕкĕтсене çапла каламалла. Вăрçă вăхăтĕнче качча тухса чуна ыраттарни çеç пулĕ. Тем курассу пур. Эп вилсен, ăна йывăр пулĕ, вăл вилсен, мана...

– Вăрçă тесе юратмалла та мар-и вара? – умĕнчи руль сине ÿпĕнсе ыйтрĕ Виктор. – Чĕрене ăна приказ пама çук-çке!

– Юратма никам та чармасть сана, анчах халлĕхе çемьеленме çеç кирлĕ мар тетĕп эп.

– Апла эсĕ, Ася, пĕтĕм чун-чĕрÿне вут хыптаракан варлине тĕл пулман пулĕ-ха? Унашкал çынна тĕл пулсан, апла калаçмăттăн. Походрах качча тухăттăн...

– Фронтра ача амăшĕ пулма хатĕрленекеннисем те пур, – терĕ Ася, куçне Виктортан тартса. – Пирĕн пĕр телеграфистка БАО командирне качча тухрĕ те, халĕ ăна, ача çуратма, килне ăсатаççĕ. Унашкал хĕрсене эпĕ юратмастăп. Вăрçăри йывăрлăхран хăраса тарнă пек туйăнать вăл мана. Тĕрĕс-и? Эсĕ мĕнле шутлатăн?

– Ун прки хĕрсем хăйсем шухăшласа пăхчăр. Эпĕ – йĕкĕт.

Машина пĕр тикĕс пырать. Ася Виктор çине пăхать те кулать, ăна хирĕç каччи те йăл кулать. Унăн пысăк куçĕсем Ася çине çĕкленнĕ кăмăлпа савса пăхаççĕ.

– Пирĕн батальон вăрман леш хĕрринче тăрать, кунта эпĕ пакет илсе килтĕм те çар хаçатĕнче сан ятна курах кайрăм. Сана ăста шофер теççĕ иккен. Орден та парĕç ак... Сан çинченех тем пысăкăш статья çырнăччĕ.

– Çыраççĕ ĕнтĕ, – малалла пăхса каларĕ Виктор.

– Вара эпир санпа пĕр çартах иккенне тавçăрса илтĕм... Эпĕ сана май пур чух пур çĕрте те шыраттăм. Кунта вара сана паллакан командирсем каласа ячĕç те, эсех иккенне пĕлсе, çитсе курас терĕм.

– Тавах ĕнтĕ сана çакăншăн, Ася!

– Ман адреса пĕлнĕ пулсан, эсĕ те мана шыраса тупаттăн пуль?

– Тупмасăр! Маттур эсĕ, Ася, хĕр пуçпа фронта килсе кĕнĕ! Командирсем сана пурте юратса пăрахнă пуль ĕнтĕ? Кăмăла каяканни пур-и?

– Эпĕ качча тухасси çинчен шухăшламан, эсĕ салтак пуçпах авланма шут тытнă... Мĕн ятлă-ха вăл сан чунна вут хыптарни?

– Катюша! Эх, курасчĕ сан ăна!.. Паянах авланма пехиллĕттĕн. Пирĕшти пек чипер вăл.

– Эпĕ çĕр çинче кун чухлĕ пурăнса пирĕшти таврашне курман-çке... Тем тĕслĕ вăл?

– Пурпĕрех хитре вăл. Хамран ултă çул кĕçĕн. Тăххăрмĕш класра вĕренет.

– Ăçта пурăнать вара вăл?

– Тулăра. Мускава çĕнĕ машина илме кайсан, вĕсем патĕнче чарăнтăмăр. Амăшĕ, шăллĕ, пĕчĕк йăмăкĕ пур. Ашшĕ фронтра.

– Тăххăрмĕш класра вĕренекен хĕрачана юратса пăрахрăн пулать?

– Юрамасть-им? – шăртланма тытăнчĕ Виктор. –Эсĕ хăв ăшăнта тем пек ятласа тăкрăн пуль ĕнтĕ, идеалист, айван, романтик, тесе пĕтертĕн пуль? Çапла-и? Фронтри шофер таса юрату çинчен ĕмĕтленни çак тапхăрта сана кулăшла туйăнать пуль? Ара, фронтри шофер таçта та çитсе курать, тылра та пулать, фронтра та çÿрет, такама та курать, такампа та паллашать, çул çине тухнă хĕрсем те ăна юратаççĕ, инке-арăмсем те саваççĕ. Кашни утăмрах юрату. Çапла-и? Эпĕ пур Тулăри пĕр ватам шкулта вĕренекен Катюшăна юратса пăрахнă. Ирхине те ун çинчен шухăшлатăп, кăнтăрла та вăл ман куç умĕнче тăрать, çĕрле тĕлĕкре те ăна çеç куратăп.

Ася пĕр кăна тĕлĕкри пек ним шарламасăр ларса пычĕ. Виктор, хĕр мĕн çинчен шухăшланине пĕлесшĕн пулса, тĕртсе илчĕ:

Эсĕ ман юмаха итлемерĕн те пулас, санăн пуçăнта пĕр-пĕр чаплă майор е подполковник пулĕ-ха? Ахалех манран пытаратăн. Эпĕ куçран пăхсах чухлатăп.

– Чухлатăн пулсан, ыйтма та кирлĕ мар.

– Мĕнле çыннине çеç пĕлейместĕп. Капитан е майор ĕнтĕ вăл...

– Мĕншĕн эсĕ мана ватă çынсене çеç юраттарасшăн? – кулса ячĕ Ася. – Эпĕ лейтенанта е пĕр-пĕр сержанта юратса пăрахнă пулсан?

– Лейтенант пайекĕ мĕн вăл! Сержант çинчен калаçмалли те çук... Пирĕн патра Феня Шорникова ĕçлет, бензин илмелли талонсем, путевкăсем çырса ларать. Вăл пĕрмай майора е подполковника качча тухасси çинчен ĕмĕтленет, – шÿтлеме тăчĕ Виктор.

Хĕр кăна хирĕç те нимĕн каламарĕ, шухăша кайнă пек пулчĕ.

– Пирĕн пата мĕнле килсе тухрăн эсĕ, Ася? – сăмаха урăххи çине куçарса ячĕ Виктор.

– Польша чиккинче атте вилсен, эпĕ киле кайма тухнăччĕ, анчах çул çинче инкене çухатрăм. Шырама тытăнтăм. Унтан бомбардировка вăхăтĕнче аманнă салтаксен суранĕсене çыхма тытăнтăм, пĕр дивизи штабĕнчи çынсем мана хăйсемпе перле фронт тулашне формировкăна илсе тухрĕç. Эпĕ киле кайма тумарăм, дивизи тылра тăнă чух телефонистка ĕçне вĕрентĕм, – тесе, Ася хăйпе юнашар Тарутин енне çаврăнса пăхрĕ, – эсĕ, Виктор, пĕрре те улшăнман, ĕлĕкхи пекех.

– Мĕнле улшăнман? Шофер пулнă-çке!

– Ан та кала! Чугун çул çынни автотранспорта куçнă.

– Мĕн тăвас тек. Бронепоезд çине илмеççĕ тесе, килте ларас-им?

Вĕсем татах çапла калаçкаласа кайрĕç. Ася анса юлас çул юппи те çывхарчĕ. Йăрăс хырсем çĕлĕк пек тăррисене каçăртса тăраççĕ. Виктор, машинине чарса, Ася адресне çырса илчĕ. Тепĕр кана чĕнмесĕр пычĕç вĕсем.

– Итле-ха, – терĕ вăл, хĕр куçĕнчен ăшшăн пăхса. –Эпĕ Катюша çинчен халап ярса панине ан ĕнен эс. Çăвар вылятса çеç каларăм. Нимĕнле Катюша та çук ман.

– Манăн та нимĕнле лейтенант та çук, Виктор.

– Мĕн-и? – Виктор сасси сасартăк улшăнчĕ.

– Мĕн? – хĕрĕн хура куçхаршийĕ те сасартăк çÿлелле сиксе ÿкрĕ.

– Çырăнар-и? Эпĕ сана юратнине пĕлетĕн. Пире телей пÿрнĕ пулсан, пуля та тивмĕ, снаряд та айккинчен вĕçсе кайĕ, мина тĕпренчĕкĕ те лекмĕ.

Ася çилленмерĕ ăна, пĕр кана шухăша кайнă пек пулчĕ, унтан тин ăшă кăмăлпа кулса ячĕ:

– Фронтра ЗАГС çук-çке.

– Эпĕ ыран çак машинăна юсаттарма Мускава каятăп, наряl илтĕм ĕнтĕ. Эсĕ командирунтан ик-виç кунлăха отпуск ил. Çырăнма кайнине ан пĕлтер, упăшкана тĕл пултăм, тесе кала. Тен, хамăн пырса ыйтас? Чăнах та, пыратăп та калатăп, арăма курма килтĕм тетĕп. Тен, ун валли Мускавран мĕн те пулин япала илсе килмелле? Шофера фронтра фотограф пекех тарават пулаканччĕ.

Ася кабина алăкне уçма хăтланчĕ:

– Пире телей пÿрнĕ пулсан, Берлинра çырăнăпăр. Унччен чăрманса çÿрес мар.

Виктор ÿпкелешме тытăнчĕ:

– Юратмастăн, – терĕ вăл, хурланса, – юратсан апла калаçмăттăн.

Хĕр куç-пуçĕ çилленнĕ пек те, тупа тунă пек те вут-хĕмĕн ялкăшса илчĕ. Виктор каçару ыйтнăн сăмаха урăх йĕр çине куçарса ярасшăн пулчĕ.

– Ася, мĕншĕн-ха эс медсестрасем хатĕрлекен курса кĕмен? Медсанбатра е госпитальте ĕçлеттĕн халь... Вăрçă хыççăн медицина институтĕнче вĕренме те çăмăл пулатчĕ.

– Тухтăр пулас çук эп, Виктор. Чун туртмасть. Вăрçă хыççăн аслă шкула кĕрес тесен те, техника енĕпе кайăп.

– Чугун çул çыннине техника туртать ĕнтĕ, МИИТа çул тытасшăн апла эс?

– Çук, МИИТа та чун туртмасть. Радио интереслентерекен пулчĕ мана. Çыхăну батальонĕнче ĕçлени ахаль иртмест-мĕн, эпĕ вăрçă хыççăн та çыхăну институтне кĕрĕттĕм. Ну, сыв пул, Виктор, эпĕ çакăнта анса юлам, – Ася сылтăмалла пăрăнакан сукмак çине тăсса кăтартрĕ. – Эпĕ кунтан икĕ километрти ялта, узелра. Май килнĕ чух кĕрсе тух, чăнах та.

– Мускавран таврăнсан, тÿрех кĕретĕп, – терĕ машинине чарса тăратнă Виктор.

– Çулу ăнса пытăр, Виктор. Асту, сыхланса çÿре... мана юрататăн пулсан.

Хĕр анса юлсан, вунă-вунпилĕк минутранах шап-шур юр витнĕ хире çĕмĕрттерсе тухрĕ Виктор. Уçă çĕрте çил вĕрни те чăрмантарать ăна, çанталăк сивĕтсе килни те сисĕнет. Анчах тĕнчере чун савни пулсан, ун сăнарĕ сана шартлама сивĕре те шăнма памасть, çул çинчи темле чăрмава та çĕнтерме пулăшать.

Виктор вăтăр километрти яла мĕнле çитнине сисмерĕ те - юр хÿсе кайнă ланкашкаллă çулпа мар, асфальт сарнă тип-тикĕс автострада тарах пынăн туйăнчĕ ăна. Каялла унпа рота командирĕн помощникĕ Капранов ларса пычĕ– снарядсем тиенĕ машинăна кунтан пĕрмай офицер ăсатса ярать.

– Эсĕ, Тарутин юлташ, ыран Мускава каятăн, – терĕ ăна техник-лейтенант, – манăн киле кĕрсе тухаймăн-ши? Хваттер çук пулсан, унтах çĕр выртма пултаратăн. Эпĕ çыру çырса хатĕрлĕп.

– Кĕмесĕр! Эсир, техник-лейтенант юлташ, Мускавран-и?

– Мускавран. Неглинкăра пурăнатăп, Госбанкпа юнашар. Шкула чупакан ывăл пур ман. Мишша. Нимĕç каски парса ярас тетĕп. Тахçанах ыйтатчĕ.

– Кĕртсе паратăпах! – терĕ Виктор, хăйĕн пуçлăхне ĕнентерсе. – Çул май эпĕ вутă та турттарса кайма пултаратăп... пĕр-ик кубометр... килтисем вутă хутаççĕ пулсан.

– Эпир харпăр кил валли вутă хатĕрлеме тытăнсан, Гитлера хăвалаканни кам пулĕ вара?

– Çул май тетĕп-çке. Машина пурпĕрех пушăлла каять.

– Пушăлла мар, Тарутин, – йывăррăн сывласа пĕлтерчĕ техник-лейтенант, – кунтан кайнă чух эсĕ ыран медсанбата кĕретĕн, аманнă салтаксене Мускаври госпитале лартса каятăн. Санпа пĕрле тата тăватă грузовик пыраççĕ. Мĕн-пурĕ пилĕк машина ăсататпăр. Наряд илтĕм. Мускава çитсен, аманнă салтаксене госпитале антарса хăваратăр та, завода çитсе, пилĕк машинăна та юсама паратăр, весен вырăнне пилĕк машина юсаса хатĕрленине йышăнатăр.

– Апла сирĕн хăвăрăн пымалла Мускава, техник-лейтенант юлташ? Ывăлăра та курса килĕттĕр.

– Мускава сире автобат командирĕ ертсе каять.

– Вăл та мускавсем-и?

– Çук. Минскран вăл. Çемйи тăшман тылне тăрса юлнă. Пĕр сас-хура çук... Тарутин, эсĕ авланнă-и çав? Çемйÿ ăçта? – сасартăк ăшшăн калаçма тытăнчĕ техник-лейтенант.

– Авланнă. Манăн арăм телефонистка. Кунта, – Тарутин çултан сулахай енчи вăрман енне тăсса кăтартрĕ, –çыхăну батальонĕнче ĕçлет.

– Штабра-и? – мулаххай çĕлĕкне ĕнси çине тĕртсе лартрĕ техник-лейтенант. – Мĕншĕн халиччен пĕлтермен? Увольнительнăй та ыйтмастăн?

– Эпир кашниех арăм патне кайма отпуск ыйтма тытăнсан, снаряд турттараканни кам пулĕ? Гитлер пырĕ тарăн вĕт – снаряд та пар ăна, бомба та...

– Эх, Тарутин! – терĕ те командир урăх нимĕн те чĕнмерĕ.

* * *

Юсамалли пилĕк грузовика Мускава çитерсе, завод картишне кĕртсе тăратсан, автобат командирĕ шоферсене çапла каларĕ:

– Канăр ыранччен. Мунча кайса кĕрĕр. Ыран вунă сехете пурсăр та завода килĕр. Çĕнĕ машинăсем йышăнатпăр. Эпĕ военпред патĕнче пулатăп.

Тарутин Неглинкăри çурта шыраса кайрĕ. Ун телейне, Капранов техник-лейтенант ывăлĕ килтех пулчĕ – амăшĕ ĕçре иккен. Шап-шур çÿç-пуçлă ача вăл. Питне хуратут пуснă. Ырханланса кайнă. Вăрçă вăхăтĕнчи йывăрлăх ачан ырханкка питĕнче те, путса аннă куçĕнче те сисĕнет. Ÿсекен ачана сĕт кирлĕ, вăл, тен, хура çăкăр та тăраниччен çиеймест. Пушă аври пек çинçешке алли тăрăх юн тымарĕ юплĕн-юплĕн тăртанса тăни курăнать: шăммипе ÿчĕсĕр пуçне унта урăх нимĕн те çук тейĕн çав.

Мишша ашшĕ парса янă пулă консервине уçса Тарутин умĕнчех çисе ячĕ те фронтран ятарласа илсе килнĕ нимĕç каскине тăхăнса пăхрĕ. Уиччен те пулмарĕ коридора чупса тухрĕ вăл: "Саша! Эдик! Боря!"– тесе кăшкăрса чĕнни илтĕнчĕ. Каска курса, каçса кайнă ачасем тĕпĕртетсе Тарутина курма кĕрсе тăчĕç. Пурте Мишша пек шурса кайнăскерсем, вĕсем хăшĕ икĕ хут джемпер, хăшĕ пальто, хăшĕ çанăсăр ăшă жилет тăхăнса янă. Виктор тинех асăрхарĕ – Мишша та килĕнче чух та туллатса çĕлетнĕ ăшă пальтопа ларать. Ăшă парса тăмалли батарейăсем сивĕ. Кермен пек саркаланса ларакан çурта хутма пăрахнă. Урам енчи кан-тăк умĕнче тимĕр кăмака пуррине те курах кайрĕ вăл. "Пĕрер пуленке те пулин хурса килмеллеччĕ", – ÿкĕнсе илчĕ Виктор.

– Эсĕ чăн-чăн салтак-и? – Тарутина çавăрса илнĕ ачасенчен пĕри, хăюллăраххи, пуçласа сăмах хушрĕ.

– Артиллерист-и?

Виктор çийĕнчех туйса илчĕ: шофер тесен, ачасем ăна салтак вырăнне те хумаççĕ.

– Танкист, – тесе суйрĕ вăл, хăйне шăтарас пек пăхса тăран çинçешкесене.

– Нимĕçсенне миçе танк çунтартăн?

– Шутламан.

Икĕ хут кăвак джемпер тăхăннă кăтрашка ача Тарутин шинельне аллипе хыпашласа пăхрĕ те пуçне мăнаçлăн каçăртса тăчĕ:

– Ман атте летчик! Çичĕ гитлера çапса антарнă. Тата виççĕ персе ÿкерсен, ăна герой тăваççĕ...

– Разведчик та герой пулать, – терĕ тепри, – ман атте разведчик, хĕлле вăл шурă маскхалатпа çÿрет, çулла симĕс маскхалат тăхăнать, нимĕçсем ан курччăр тесе...

– Ман атте артиллерист, – мухтанарах каласа хучĕ-виççĕмĕш ача, – артиллери пулмасан, çар пĕр утăм та малалла каяймасть.

Ачасем тăтăшах сĕтел енне çаврăна-çаврăна пăхаççĕ: унта пуçламан консерва пур-çке. Тарутин каска хуçи Мишша мĕн тунине сăнаса тăчĕ.

– Манăн атте командир, – сассине пачĕ вăл, çĕлĕк çинчен тăхăнса янă каскине хывса, – фронтри мĕнпур шоферсен командирĕ. Кама снаряд кирлĕ, кама патрон, кама бомба, мина, граната – пурне те атте шоферĕсем турттарса тăраççĕ. Снаряд е патрон вăхăтра илсе çитереймесен, чулпа ывăтса пеме çук вĕт вĕсене... гитлерсене?

Кунпа ачасем пурте килĕшрĕç. "Фронтри шоферсене те сума сăваççĕ иккен ку селепесем, эпĕ ахалех вăтаннă иккен", –хăйне хăй аван мар туйса илчĕ Виктор.

– Мĕн-и? Вăрçă час пĕтет-и? Берлина çитме тата миçе километр юлнă? – кăна летчик ывăлĕ ыйтрĕ. – Салтаксене кала, хăвалаччăр ăна... Гитлера. Атте часрах таврăнтăрччĕ. Салтак миххине салтса Тарутин ачасене пĕрер татăк сухари – фронт кучченеçĕ тыттарчĕ. Савăнса кайнă ачасем кĕпĕрленсе коридора тухрĕç, Мишша каскине черетлĕн тăхăнса, кухньăпа ваннăй хушшинчи кĕтесре "наступлени" пуçласа ячĕç. Пÿлĕмре пĕр-пĕччен ларса юлнă Виктор патне кÿршĕ карчăкĕ пырса кĕчĕ.

– Эсир Мишша ашшĕ патĕнчен килнĕ тет-и? Чипер çÿрет-и? Юрать апла пулсан. Чĕрĕ таврăнмалла пултăр! Атту пирĕн хваттер кунта пĕр арçынсăр тăрса юлĕ. Çав ачасем ашшĕсĕр ÿсеççĕ ĕнтĕ, – коридор енне кăтартрĕ карчăк, – летчикĕ вилнĕ, ывăлне çеç пĕлтерместпĕр-ха, разведчик текенни виçĕ уйăх ĕнтĕ çыру ямасть, те вилĕ, те тыткăна лекнĕ, артиллерист арăмĕ штабран çыру илчĕ, Волхов патĕнче вилнĕ, тет. Ачисем пĕлмеççĕ, мĕскĕнсем, ашшĕсем таврăнасса кĕтеççĕ. Эсир Мускава нумайлăха килнĕ-и? Чей ĕçетĕр-и? Вĕретсе парам-и? Мишша амăшĕ заводра гранатăсем тунă çĕрте ĕçлет, каçсăр таврăнмасть. Манăн кĕçĕн хĕр пулать вăл. Вăрçăччен музыкăпа аппаланатчĕ. Пианистка. Халĕ заводра токарь пулса тăчĕ. Мĕн тăвас тен? Вăрçă нуши пурне те тиврĕ çав, урăх çĕрте лайăхрах хваттер тупман пулсан, çывăрма кунта кил. Вырăн кухньăна сарса парăп, унта ăшăрах. Эпир хамăр та кухньăра çывăратпăр... Халь эс мунча кĕресшĕн пуль? Пирĕн мунча юнашарах кунта... сундуновски мунча, теççĕ. Илтнĕ пуль?

– Илтнĕ те, çăвăннă та, – савăнса кайрĕ Виктор. Çавăнтах вăл салтак миххинчен пĕр мăшăр таса кĕпепе кальсон кăларса хаçатпа чĕркерĕ те мунчана тухса утрĕ, миххине вăхăтлăха карчăк патне хăварчĕ. Кăнтăр варринче мунчара çын ытлашши йышлă мар иккен – черет те нумай тăмалла пулмарĕ. Мунча алкумне кĕрсе салтăнма тăрсан, пĕр кăлтăк сиксе тухрĕ вара – ара, ун, шофер çеç пулсан та, пистолет пур-çке – нимĕç летчикĕсене тыткăна илнĕ чух тупăннă трофей, ăна гимнастеркăпа черкесе пăрахса хăварма çук-çке? Тумтир сыхласа тăракан хыткан старик çăлчĕ ăна: Виктор "парабеллумне" вăл, ача пек вĕçкĕнленсе, хăй хулпуççи урлă çакса ячĕ.

– Пăшалу шанчăклă алăра тесе шутла, кĕрсе çăвăн! – сухалне каçăртса каларĕ вăл.

Фронтран килнĕ салтакшăн вĕри мунчаран ырри мĕн пур ĕнтĕ? Виктор каçса кайсах çăвăнчĕ. Салтак ĕçне пур çĕрте те хăвăрт тума вĕреннĕ пулсан та, мунчаран васкаса тухмарĕ – сахалтан та пĕр сехет çăвăнчĕ.

Карчăк Виктор таврăннă çĕре чей те вĕретсе хунă иккен.

– Чей çук та пирĕн, авăртман кофе упранса юлнăччĕ, çавна пăртак ярса пĕçертĕм, – терĕ вăл, алăкăн-тĕпелĕн кăштăртатса çÿренĕ май. Пăртак тăрсан, карчăк, коридора тухса, хуп кунтăк пек типсе кайнă хĕрарăма ертсе кĕчĕ. –Антонина Мефодьевна Воронцова ку. Паллашăр. Кÿршĕ арăмĕ. Санăн кĕпÿсене çуса парас тет. Ыранччен типĕç. Хамăн алă сыпписем ыратаççĕ те, çусах кайман. Эсĕ паянах каялла каймастăн пулĕ-ха? Юрать апла. Мунчара хывса пăрахнă кĕпÿсене кÿр кунта. Антонина ÿркенсе таракани мар вăл. Халех çуса çакать. Фронтра сана прачка кĕтсе тăманнине пĕлетпĕр эпир.

Антонина Мефодьевна пĕр сас-чĕв те кăлармарĕ, Виктор хаçатпа чĕркенĕ тĕркене йăтрĕ те йăпшăнса коридора тухса кайрĕ.

– Пиллĕкри ачи нимĕçсем патне тăрса юлнă, – терĕ ун пирки карчăк, – çĕрĕ-çĕрĕпе çывăраймасть, пĕрмай хуйхăрать, тепле пуçĕ çурăлса каймасть... Эпир лăплантарма тă-рăшатпăр та... пустуй сăмах ĕнтĕ эпир калани. Сăмахпа кунта нимĕн те тума çук. Вăрçă пуçлансанах, Мускавра бомбардировка пулĕ тесе ачине вăл кукамăш патне яла леçсе ячĕ. Нимĕçсем çывхарса килсен, пирĕн Антонина васкаса яла тухса кайрĕ, ачине те, кукамăшне те Мускава илсе килесшĕн пулчĕ. Çул çинче ăна салтаксем тытса чарнă, тăван ялĕнче нимĕçсем ашкăнма тытăннă, тет. Виçĕ уйăх ытла ĕнтĕ пĕр хыпар çук. Антонина сухари те хатĕрлерĕ, ку-тамкка та çĕлерĕ, темиçе хутчен фронт урлă каçса кайма хăтланчĕ. Май килмерĕ. Хамăрăннисем каялла тавăрчĕç.

Çак хыпара илтсен, Виктор йывăр шухăша путрĕ, карчăка ним каласа шантарма пĕлмерĕ, анчах, тăшман аллине тăрса юлнă ача амăшĕ патне кухньăна тухса , ăна калаç-тарма тăрăшрĕ.

– Эпĕ пĕлетĕп, халлĕхе мана никам та пулăшма пултараймасть, – терĕ Антонина, куççульне шăлса, – пирĕн Угра патне çитсен наступлени те, ак, чарăнса ларчĕ. Информбюро нимĕн те асăнмасть. Кăнтăрта кашни кун хĕрÿ çапăçу пырать, кунта темшĕн лăпкă... Пĕркун пирĕн десантниксем йышлăн вĕçсе ÿкнĕ терĕç. Вĕсем те сас-хура памаççĕ нихак.

Виктор туять: Антонина Мефодьевна тем пек ыйтасшан, вăл ăçти фронтран килнине пĕлесшĕн, анчах унашкал ĕç çинчен çар çыннисенчен ыйтма юрамасть.

– Пĕркун Капранов пирĕн ял ятне çырса илчĕ, çав енче пулма тĕл килен, тĕрĕслесе пăхăп тесе хăварчĕ те, наступлени чарăнса ларчĕ.

– Капранов техник-лейтенантпа эпир пĕр батальонра, пирĕн командир помощникĕ вăл. Çул май килсен, вăл та, эпĕ те шыраса пăхăттăмăр... нимĕçсене хăваласа кăларма-сăр нимĕн те тума çук ĕнтĕ. Пăртак кĕтес пулать.

– Çапла ĕнтĕ, çапла, – ахлатса каларĕ вĕтеленсе кайнă хĕрарăм.

Мунча хыççăн чей ĕçкелесе сивĕнсен, Виктор хула тăрах тухса утма хатĕрленсе тăчĕ: фронтри юлташĕсем парса янă адрессем тăрăх чупмалли пайтах-ха ун, каçхине Аслă театра лекес кăмăлĕ те пур.

Çак тарават килтен тухса каяс умĕн Виктор коридорта телефон пуррине асăрхарĕ.

– Аппарат ĕçлет-и? –савăнса ыйтрĕ вăл карчăкран.

– Ĕçлет. Шăнкăртаттарăр. Тархасшăн...

Виктор ВЛКСМ Центральнăй Комитетне ĕçлеме куçарнă Валентина Вирьялова патне шăнкăртаттарса пăхма шут тытрĕ (кун пирки ăна Эль станцинче ĕçлекенсем çырса пĕл-тернĕччĕ). Ăна кирлĕ телефон номерне справка бюровĕ (09 телефон) тупса пачĕ. "Пысăк ĕçе кĕнĕ ятпа саламлам-ха çав Валентинăна, шкулта пĕрле вĕреннĕ юлташ-çке! Ытлашши мăнкăмăлланса кайман-ши?"– тесе, вăл телефон аврине аллинчен вĕçертмерĕ.

– Алло! Мана Вирьялова юлташ кирлĕччĕ.

– Эпĕ Вирьялова. Итлетĕп... Виктор-и? Ăçтан эс, Витя?Тарутин шÿтлеме хăтланчĕ:

– Мĕн тăвать вăл вăрçă тапхăрĕ! Сана Центральнăй Комитета çити хăпартса ячĕ, мана окопа ывăтрĕ, –кăштах вĕçкĕкленсе каларĕ вăл.

Çавăнтах хăй окопра выртакан салтак маррине, фронтри шофер çеç иккенне асра тытса вăтанчĕ, хăлхи çунаттисем пĕçерсе кайнине туйрĕ.

– Эпĕ нимĕн те ăнланмастăп, Витя, – терĕ трубкăри тарават сасă. – Мускавран калаçатăн-и эс?

– Неглинкăран.

– Халех ман пата чуп. Вăхăту пур-и?

– Ыранччен пушă эп. Ыран фронта тухса каятпăр.

Маросейка урамĕнче тĕл пулчĕç вĕсем. Ăшă çухаллă хăмăр пальто тăхăннă хĕр. Шинеллĕ салтак. Пĕр-пĕрин куçĕнчен пăхса илчĕç. Валентина туртăннă, анчах нумай ул-шăнман, ĕлĕкхи пекех хитре, яштака, чакăр куçĕнче çеç темле тĕтреллĕ йĕр палăрать: те ывăннине, те пăшăрханнине пĕлтерет вăл. Виктор пушшех ÿссе кайнăн, сарлакараххăн, кĕрнеклĕреххĕн курăнать.

– Эпĕ Миккана шыраса тупрăм, – сăмаха çăтнă пек каларĕ Валентина, – Тимирязев академийĕнче, госпитальте выртать. Аманнă. Партизан отрядĕнчен ăна самолетпа илсе тухнă. Фронт урлă каçнă чух нимĕçсем чутах персе ÿкермен. Сылтăм урине татмалла теççĕ тухтăрсем. Санăн вăхăту ;пур-и? Кайса килĕттĕмĕр ун патне.

Трамвай çине ларсан тин Валентина фронтовик çинчен ыйтма тытăнчĕ. Виктор шофер иккенне пĕлсен, вал ăна куçран пăхса тĕртсе илчĕ:

– Мускава машинăпа килнĕ пуль? Мĕншĕн-ха мана трамвайпа çÿрететĕн эс?

Хăй çинчен Валентина пĕр-ик сăмахпа çакна пĕлтерчĕ.

Амăшĕ Эль станцинчех пурăнать, тепĕр хут ĕçе кĕнĕ, фронта кайнă арçын-стрелочник вырăнне тăнă. Хăй вăл вăрçă пуçлансанах Хусан чугун çул тытăмĕнче ĕçлесе пăхнă, унтан ăна комсомол хула комитетне суйланă, çĕнĕ çул умĕн Мускава чĕнсе илнĕ, халĕ вăл ВЛКСМ Центральнăй Комитечĕн пропаганда пайĕнче инструктор пулса ĕçлет, час-часах фронт çьгвăхĕнчи районсенче пулать. Рокоссовский генерал штабĕнче пулма тÿр килнĕ ăна, Волоколамскра Катуков генерала, Калугăра Болдин генерала курнă вăл, гварди саккăрмĕш дивизи командирĕ Белобородов генералпа та калаçнă Валентина. Нимĕçсем ишсе-аркатса хăварнă Истра, Боровск, Верея, Малоярославец, Массальск, Калуга, Тула, Калинин, Клин, Солнечногорск хулисенчи комсомолецсемпе çамрăксен канашлăвĕсенче пулнă, вĕсем фронта пулăшма тапратса янă хĕрÿ ĕçе хутшăннă. Халĕ те командировкăна тухах тăрать вăл.

– Микка йĕрĕ çине эпĕ Калининра ÿкрĕм, – терĕ Валентина, – хăй вăл аманнă хыççăн мана пĕр çыру ямарĕ. Вăрçă пулман пулсан, эпир мăшăрланмаллаччĕ. Чун патĕнчи чи çывăх çын вĕт ĕнтĕ вăл? Аманнă та, мана хурлантарас мар тесе; пачах куçран çухалма пăхнă. Тĕлĕнсе каймалла вĕт унран? Те мана вăл шăтăк пуçлă ланчашка тесе шутланă? Уксах-чăлах пуçпа эпĕ ăна кансĕрлесе кăна пурăнăп, тенĕ-ши ĕнтĕ? Çавăнтан сыхланам пекки тунă-ши? – тарăхса каларĕ хĕр.

– Фронтра аманнă çын пуçне темиçе тĕрлĕ шухăш та пырса çапăнма пултарать, – юлташĕ хутне кĕме тăрăшрĕ Виктор, – эпĕ ку таранччен аманса курман пулин те, тепĕр чухне: "Вилесчĕ те çĕр çинчи тамăка курас марччĕ", – тесе шухăшлатăп. Фронтра эпĕ çурран утса çÿреместĕп пулсан та, калама çук ывăнса çитнине туйса илетĕп, касса-персе пăрахсан та, ура çине сиксе тăмалăх хевте юлмасть. Чуна вĕтелентерсе яракан самантсем те пулаççĕ.

– Эпĕ сана, Витя, мĕн пĕчĕккĕренех оптимист тесе шутланă, – йĕкĕте сăнаса пăхрĕ Валентина, – фронт темле çирĕп çын психологине те улăштарать-ши?

– Эс мана тĕрĕс ăнлан. Миккана айăпламалла мар, тесшĕн эпĕ. Вăхăтлăха хавшанă самант пулнă ун. Çавăнпа сана пĕлтермесĕр тăнă вăл... Оптимизм пирки эс пĕртте ан хăра, оптимизм манăн хамшăн та, юлташшăн та çителăклĕ.

Тимирязев ячĕпе хисепленсе таракан ялхуçалăх академийĕн районĕнчи пĕр пысăк çурта госпиталь йышăннă. Микка Кулдаев кунта иккĕмĕш уйăх выртнă: чĕркуççинчен аяларах аманнă ури самайланманни тарăхтарнă ăна. Тухтăрсем темиçе хутчен консилиумсем туса ирттерсен, пĕр ирхине вăл хăй патне кашни кун кĕрсе ларакан тухтăртан çÿç-пуçа вирелле тăратакан сăмах илтнĕ: "ампутаци", урăхла каласан унăн аманнă сылтăм урине татса пăрахмалла, Микка ĕмĕрлĕхех хăрах урапа тăрса юлмалла, унсăрăн хăрушă имĕш, гангрена пуçланма пултарать. "Кастармастăп" – тенĕ Микка. – Кастармастăп!" Тухтăрсем ун патне пырах тăран Валентинăна та калана – хăрах урасăр тăрса юлма килĕшмесессĕн, вăл гангрена текен чир вучахĕнче çунса кайма пултарать. Валентина Микка умне ÿпĕнсе пăшăлтатнă: "Тухтăрсене итлес пулать-и, тен".

Микка яхăна та яман; "Вилсен – вилетĕп, урана кастармастăп", – тесе, вăл Валентинăна та хăй патĕнчен хăваланă, тухтăрсене те хăратса пăрахнă. Çапла пĕр эрне иртсе кайнă. "Ампутаци" сăмахпа ăна хăратакан пулман. Валентинăпа Виктор Тарутин пырса кĕнĕ кун тухтăр ăна: "Кризис иртсе кайрĕ, икĕ ураллă тăватпăр сана", – тесе савăнтарнă.

Çакна пула вăл фронтран килнĕ Виктора каçса кайсах йышăнчĕ.

– Ай-ай, кăсăк-çке, эпир чугун çул çыннисем мар-им? – тесе пуçне пăркалам пекки турĕ Микка, – пĕри шофер, тепри комсомол инструкторĕ, виççĕмĕшĕ... эпĕ инвалид... Мĕне пĕлтерет ку? Транспорт çинче кам ĕçлемелле? Патшалăх пире чугун çул çинче ĕçлекенсен профессине вĕрентнĕ мар-и?

– Эсĕ мĕншĕн пит пăшăрханатăн? Чугун çул çинчи ĕçчен çар çыннисем фронтра та, партизансен отрядĕнче те, ертсе пыракан юлташсен ретĕнче те пулни япăх мар тесе шутлатăп эп. Чăн-чăн патриотсем вĕсем... чугун çул çыннисем...

– Маттур, Виктор! – Микка ури вĕçне пырса ларчĕ Валентина, – Эль станци çыннисем кайра мар. Савантей Мульдиеров ывăлне те эпир хамăр çын теме пултаратпăр, пирĕн шкулта вĕреннĕ вăл. Совет Союзĕн Геройĕ халь вăл. Фашистсенне темиçе самолет персе антарнă, пĕр бомбарди-ровщикне таран тунă.

– Чăнах та-и? – тĕлĕнсе ыйтрĕ Виктор.

– Эсĕ Указ вуламан-им? Пур хаçат та пичетлерĕ ăна. Мульдиеров майора, летчик-истребителе, Герой ятне парас тесе çырнăччĕ вĕт? – хĕрсе кайрĕ Валентина.

Çук, Виктор çав Указа вуланине астумасть: çул çинче пулнă май хаçатне курмасăр ирттерсе янă-мĕн.

– Тата тепĕр хыпар пĕлтерем-и? – малтан Микка, унтан Виктор куçĕнчен пăхса ыйтрĕ хĕр. – Эль станцинчен килнĕ хыпар. Савантей мучин ашшĕ те пурăнать иккен. Пиктемир Мульдиеров. Колхозра. Çитмĕлтен иртнĕ, тет, хăй. Вĕлле хурчĕ нумай усранă. Халĕ çав старик вĕллисене сутса укçа тунă та хăй шучĕпе самолет илсе мăнукне панă. Вăт епле çынсем пур пирĕн енче!

– Рехмет сана, Валентина, çак хыпаршăн! Савантей мучи патне çыру çырăр-ха, – тесе Микка шурă минтер çинчен пуçне çĕклесе пăхрĕ, – эпĕ те алă пусăп... Тата хăçан-хаэпир виççĕн тĕл пулатпăр!

Валентина сумкинчен блокнот кăларса палата варринчи сĕтел патне пырса ларчĕ, çырма тытăнчĕ.

– Çынсем вăрçăра юн тăкса çапăçаççĕ, улăпла паттăра тухаççĕ, герой пулаççĕ, – тарăхса пуçларĕ Микка, – эпĕ кунта йăваланса выртатăп. Нивушлĕ эп текех фронта çакланаймăп, э-э, Виктор?

Тарутин юлташне лăплантарса хăй ăçта-ăçта çÿрени çинчен йĕркипе калама пуçларĕ, Ася Храмцовăпа пĕр çара лекнине пĕлтерчĕ.

– Вăл та салтак-и?

– Салтак. Телефонистка! Çар штабĕнче ĕçлет.

– Урваш станцинчи пĕртен пĕр хĕр-составитель, –хăй витĕннĕ шурă утиялне сирсе пăрахрĕ Микка, – ĕçре арçынсенчен ирттернине кунта та маххă парас çук вăл. Хăçан куратăн-ха эс ăна? Салам кала. Çук. Нимĕн те ан кала. Ман пек кашни уксах салам яма тытăнсан, хĕр кăмăлĕ çеç пăсăлĕ.

Виктор ĕлĕк хăй айван, ухмах, суккăр пулни, çав тери маттур хĕре те асăрхамасăр çÿрени çинчен ÿкĕнсе каласшăнччĕ, халĕ ĕлĕкхи йăнăшне кăштах тÿрлетме хăтланни-не – хăй Асьăна юратнине те пĕлтересшĕнччĕ, теме аса илчĕ те чĕнмесĕр ирттерсе ячĕ.

Савантей мучипе унăн ашшĕ патне, фронтовиксен ячĕпе тав туса çыру çырса, виççĕшĕ те алă пуснă хыççăн Валентина кайма васкаса ÿкрĕ.

– Манăн тата тепĕр сехетрен Радиокомитетра пулмалла, çамрăксен передачи валли хатĕрленĕ материала тĕрĕслемелле, – терĕ вăл, Микка умне хулăн тетрадь хурса, – сан валли эп конспектсем илсе килтĕм. Университетри декан сана халь тесен халь заочно вĕрентекен курса илме хатĕр. Экзамен йышăнма кунта преподаватель яратăп, тет.

Микка йывăррăн сывласа йăшăлтатрĕ, пит-пкуçне пĕрĕнтерчĕ.

– Уксах урапа МИИТ çинчен ĕмĕтленме кирлĕ те мар-тăр çав. Физмата кĕртес тетĕн-и эс мана? Пултарайăп-ши?Университет мана МИИТран та ытларах хăратать.

Виктор Валентинăна вăрçса тăкма хатĕрччĕ – çыннăн ури сурма чарăнман, вăл пур ăна студент тăвасшăн хыпса çÿрет.

Лешĕ ăна хут татки тыттарчĕ:

– Акă ман адрес. Паян эпĕ тăххăрсăр килте пулаймастăп. Сана кÿршĕсем уçса кĕртĕç. Кĕтсе лар. Чей вĕретсе ĕçтерĕп, – тесе вăл Миккана чуптурĕ те Виктора алă памасăрах васкаса тухса кайрĕ. – Ман пата кĕмесĕр ан кай, Ася валли кучченеç парса ярас тетĕп.

Тарутин палатăрах ларса юлчĕ. Микка ăна хăй мĕнле партизансем патне çакланнине, икĕ уйăха яхăн тăшман тылĕнче çĕмĕрттерсе çÿренине, чугун çул кĕперĕсене, пуйăссене, бензин турттаракан цистернăсене вут хыптарнине, шпалсем айне минăсем хунине каласа кăтартрĕ. Хăй вал Калинин çывăхĕнчи пĕр станцире ĕçлекенсемпе пĕрле эвакуаци эшелонне ларса Мускава тухмалла пулнă, Гитлер çарĕ Калинин хулине çавăрса илсен, Клин станци те тăшман аллине тăрса юлсан, Микка вырăнти партизансен отрядне шыраса тупнă, унта ăна чугун çул тăрах тăшмана хирĕç диверси туса çÿрекен команда пуçлăхĕ тунă. Хамăр çар Калинин хулине илнĕ кун Торопец çулĕ çинче Миккана амантман пулсан, вăл вăрçă пĕтмесĕр те чугун çул çине таврăнма шутламан. Халĕ, ак, вăл фронта та юрăхсăр, чугун çул çинче те ĕçлеме пултараймасть.

– Валентина мана пессимизма ÿкесрен сыхлатăп, тет пуль, студент тăвас тесе çÿрет. Айван вăл! – Виктора куç хĕснĕн туса кăштах йăшăлтатса илчĕ Микка..

– Мĕншĕн айван?

– Ман чун çапăçура çеç лăпланма пултарнине ăнланмасть вăл. Хăвнах ил. Академие ярсан та, каймастăн вĕт эс халь вĕренме?

– Тĕрĕс. Эпĕ каймастăп, мĕншĕн тесен эпĕ – шофер, санăн каяс пулать. Валентина тĕрĕс тăвать... Конспектсем те кĕнекесем кÿрсе парать.

– Юратмасть вăл мана, хĕрхеннипе çеç чупкаласа çÿрет.

– Кам каларĕ?

– Хам куратăп... Куçран пăхса. Патриотка вăл. Ман вырăнта эс выртас пулсан, сан патна та килех тăрĕччĕ.

– Вăрçă пулман пулсан, эсир тахçанах пĕрле пурăнма тытăнаттăрччĕ? Çапла-и? Хăв савнине ÿпкелешее калаçма епле-ха сан чĕлхÿ çаврăнать?

– Авланма ĕлкĕрейменни аван пулĕ-ха, – çамка тирне пĕрĕнтерсе тем пирки шухăша ÿкрĕ вăл. – Эпир çĕнтеретпĕр. Вăрçă пĕтет. Пурнăç хăй йĕркине ларать. Валентинăн та госпитальсем тăрăх чупса çÿресси пулмасть. Йăва çавăрасси, ача амăшĕ пуласси килĕ ун. Уксах упăшка мĕн тума кирлĕ ăна? Мана хĕрхенсе пурăниччен хăй юратнă çынна туптăр вăл.

– Кирлĕ мара ан павра-ха эс, Микка! Кам каларĕ сана вăл юратмасть тесе? Кама кĕвĕçетĕн?

Микка "Ун пирки калаçса, çăвар тутине те сая ярас мар" тенĕн аллине сулчĕ те пачах чĕнми пулчĕ.

– Эпир Ася Храмцовăпа сăмах пĕтертĕмĕр, – панк персе ячĕ Тарутин. – Вăрçă пĕтсен çырăнатпăр... Унччен чĕрĕ пулсан, конешнă.

Кулдаев питĕнче темле шăнăр йĕрĕ палăрчĕ, куç шăрçи те пĕр самантлăха пĕр тĕле хытса ларнăн курăнчĕ. Мĕне пĕлтерчĕ-ши ку? Хăй Асьăсем патĕнче пурăннине, ăна кăмăлланине, ун çинчен шухăшласа ĕмĕтленсе çÿренине аса илчĕ-ши?

– Телейлĕ пулăр, – чĕре тĕпĕнчен тухакан ăшă сасăпа ырă сунчĕ вăл, пăртак тăрсан. – Асту, Виктор, сыхла хĕре,унăн таса чунне ан ыраттарнă пул!

Тепĕр кунне Совинфюрмбюро тăшман çарне Юхнов хулинчен хăваласа кăларнине пĕлтерчĕ.

Капранов техник-лейтенант çемйипе сывпуллашма Неглинкăри çурта пырса кĕрсен, Тарутин автобат командирне те тĕл пулчĕ. Вăл кунта çĕр выртнă иккен.

– Эпир тылра çапкаланса çÿретпĕр, – терĕ вăл, хăйне те, Тарутина та ятласа тăкнăн, – пирĕннисем унта Юхнова штурмланă. Васкас пулать, Тарутин!

– Эпĕ хатĕр, майор юлташ!

Каç кÿлĕм вĕсем, çĕнĕ машинăсем йышăнса тĕрĕсленĕ хыççăн, çул çине тухрĕç. Викторпа пĕр кабинăра Антонина Мефодьевна та ларса пычĕ: унăн тăван ялĕ шăпах Юхнов-а юнашар, тет. Унăн путса аннă куçĕнче пĕрре савăнăç, тепре хурлăх хĕлхемĕ çиçсе илет. "Часрах, часрах çитес-чĕ", – тет вăл хăй ăшĕнче.

Фронт çулĕ хĕлле те вĕçĕмсĕр вĕркесе тăрать. Автобат командирĕ ертсе тухнă пилĕк грузовик, виçшер тонна турт-тараканнисем, Малоярославец çывăхĕнчи складра снарядсем тиерĕç те çав кунах Юхнова – тăшман аллинчен çăлăннă хулана пырса кĕчĕç. Антонина Мефодьевна хуларан ултă çухрăмри яла çуран кайрĕ. Машинăсене пушатса, автобата таврăнсан, Тарутин Капранов техник-лейтенанта шыраса тупрĕ, çемйи парса янă çырăвне тыттарчĕ, сăмах май Антонина Мефодьевнăна лартса килнине те пĕлтерчĕ.

– Пултăм эп вăл ялта, – терĕ Капранов, – ачине нимĕçсем пусса пуçхĕрлĕ пăрахнă. Çăлса хăвараймарăмăр эпир Генкăна. Пĕр пусă тулли ача тупрăмăр. Урса кайнă Гитлер салтакĕсем ялти пĕчĕк ачасене пухса пурне те пĕтернĕ... Амăшĕсене Германие хăваласа кайнă, Генка кукамăшне персе пăрахнă.

Тарутин куçĕ умне тискертен те тискер картина тухса тăчĕ: ял варринче пусă, пусă тавра – вилнĕ ачасем пăрланса выртаççĕ, весен хушшинче Антонина Мефодьевна хăйĕн ывăлне шыраса упаленсе çÿрет, йĕрейми те пулнă вăл – халтан кайнă: чĕререн татăлса вĕçĕмсĕр йынăшни çеç илтĕнет.

Çакна аса илнĕ Виктор çÿç-пуçĕ вирелле тăрса кайрĕ.

– Техник-лейтенант юлташ, – тархасласа калассăн сиксе ÿкрĕ вăл, – эпĕ халь пушă вĕт. Çуран кайса килем-и çав яла?

Капранов пуçне ухрĕ:

– Çуран мар, иксĕмĕр пĕрле машинăпа кайса килĕпĕр. Антонина Мефодьевнăна пирĕн шыраса тупмаллах.

Мускавра хĕл каçма ĕмĕтленнĕ Гитлер салтакĕсем халиччен тĕнче илтмен тискерлĕх кăтартса хăварнă яла вĕсем каç тĕттĕмленнĕ çĕре тин çитрĕç. Пусăран кăларнă ачасене пурне те шкул çуртне пухса тупăка вырттарнă. Шурă, хура, кăтра çÿç-пуçлă ачасем, шакла пуçли те пур, пĕр пилĕк çулхи хĕрĕн тупăк тăрах тăсса хунă çивитти вĕçне пурçăн хăю çыхса янă. Пăрлă шывра шăнса хытса кайнă кашни ача сăнĕ çĕр çинче çĕр çул пурăнса ирттернĕ старик сăнĕ пек курăнать.

Кашни тупăк умĕнче тăванĕсем пĕрерĕн-икшерĕн тăраççĕ: ватă çынсемпе вунă-вуник çулхи ачасем. Гитлер салтакĕсенчен пытанса юлнăскерсем вĕсем. Антонина Мефодьевна Воронцовăна шыраса, Капрановпа Тарутин ял тăрăх тĕрĕслесе çаврăнчĕç, шкула та кĕрсе пăхрĕç, Генка амăшĕ ниçта та çук. Ăçта кайса кĕнĕ-ши вăл?

Капранов ялти ватă çынсенчен ыйтма тытăнчĕ. Антонина Воронцова килнине куракансем пулнă иккен.

– Ачине тупаймарĕ вăл, ачине шыратчĕ, – терĕ çĕтĕк-çатăк тумтир тăхăннă старик. – Хăйсен килне каймарĕ-ши?

Тарутин йĕркерен лартса тухнă тупăксем çине кăтартрĕ:

– Кунта çук-им?

– Çук, Антонина ачи çук кунта. Чĕрĕ мар-ши вăл тетпĕр. Гестапоран ăçта та пулин пытанса юлман-ши вăл?

Кăна илтсен, Капрановпа Тарутин та Генка Воронцов вилĕмрен çăлăнса юлман-ши тесе ĕмĕтленчĕç. Антонина Ме-фодьевнăна çийĕнчех тупайманнипе ун çинчен вĕсем çар иккĕмĕш эшелонĕнчи штабра ĕçлекен офицерсене, политпай начальникне пĕлтерчĕç. Çыхăну батальонĕнчи комсорг ĕçрен пушă телеграфисткăсемпе телефонисткăсене ертсе тухрĕ – пурте Антонина Воронцовăна шырама тытăнчĕç.

Шинель тăхăннă хĕрсем хушшинче Тарутин Ася Храмцовăна асăрхарĕ. Вăл кабинăран сиксе анчĕ те хĕре аллипе сулчĕ. Лешĕ ун патне чупса пычĕ, анчах çын умĕнче йĕкĕте ыталаса илме вăтанчĕ.

– Эпĕ сана Мускавра тесе? Хăçан таврăнтăн?

– Паян... Генка Воронцов амăшне эпĕ лартса килтĕм, – терĕ Виктор, ытти хыпарсене кая хăварса, – халь ниепле шыраса тупаймастăп. Таçта кайса кĕчĕ?

Ася сăнĕ çийĕнчех тĕксĕмленчĕ.

– Вăрçăччен эпĕ нимĕç халăхĕ тĕнчери чи культурăллă халăх тесе шутлаттăм. Шкулта вĕреннĕ чух Гете сăввисене вулама юрататтăм, Бетховен музыкине илтсен, вилсех каяттăм, – хурланса каларĕ хĕр. – Генрих Гейне юррине нимĕçле вулама вĕреннĕччĕ... Вăрçăра салтак салтака вĕлернинчен тĕлĕнмелли çук. Гитлер салтакĕ виç-тăват çулхи ачасене те халера... чума чирĕ пек шăлса тухассине ĕненменччĕ. Çын вĕт-ха вăл?

– Фашист вăл, çын мар, – терĕ Тарутин, Асьăна хăйпе юнашар кабинăна лартса.

Кузова телеграфисткăсемпе вилĕмрен çăлăнса юлнă шкул ачисем ларса тулчĕç.

Тарутин вĕсене кÿршĕри тепĕр яла илсе кайрĕ, анчах кăлăхах пулчĕ – Генка амăшĕ унта та çук.

Тата икĕ кунтан Антонина Воронцова снаряд тиеме каякан Тарутина çул çинче хăй тĕл пулчĕ.

– Нимĕçсене халь çеç хуса кăларнă сакăр яла çитсе куртăм, Генка çулĕ çине ÿксе пулмарĕ, – терĕ вăл, куççулĕ тухми пуличчен йĕрсе халтан кайнăскер. – Вилмен пул сан, ăçта çÿрет-ши вăл? Ун пек пĕчĕк ачасене Гитлер салтакĕсем илсе кайман пулĕ-çке?

Чăнах та, ăçта кайса кĕнĕ-ши вăл, Генка Воронцов, пилĕк çулхи ача?

Талвир, А. Вилмен пулсан… : [калав] / Алексей Талвир // Вăрçă : калавсемпе сăвăсем. – Шупашкар, 1969. – С. 461-484.