Писатели Чувашии в Великой Отечественной войне

 

Чувашская литература периода Великой Отечественной войны Погибшие на фронтах Великой Отечественной войны Они вернулись с поля боя
Тенюшев Иван Яковлевич
Иван Тенюшев

Вĕсем виççĕн çеç юлчĕç

Роман
Иккĕмĕш кĕнеке
Пĕрремĕш пайĕ
Юратусăр телей çук
Вăрçăпа хуйхă – çывăх кÿршĕсем

Легкоступов урине Дмитров хулинчи эвакогоспитальте ампутаци турĕç. Касса татмасан пысăкрах инкек кĕтетчĕ - ури хуралса çĕрме тытăннăччĕ, урăхла каласан, гангрена тапраннăччĕ. Халĕ вăл тăрса ларакан, палата тăрăх çÿрекен пулчĕ.

- Гриша, кала мана тÿррипе, - шÿтлереххĕн ыйтрĕ унран юнашар койка çинче сипленекен Сергей Сунцов сержант, - эсĕ кама та пулин чун-чĕререн юратса курнă-и?

Сержант еннелле пуçне пăрасса пăрчĕ Легкоступов, анчах тăруках нимĕн те калаймарĕ, шухăша кайса куçне кăна мăчлаттарчĕ.

- Ийя, юратнă. Темиçе хут та... - пулчĕ хурав пĕр-ик минутран.

- Темиçе хутчен пулсан, пĕрре те чăнласах юратман... - ахăлтатсах кулса ячĕ сержант.

Аманнă çар çыннисене шăпа Мускав облаçĕнчи Дмитров хулине илсе çитернĕ. Мĕнлерех хула ку - Легкоступов лайăххăн пушкараймасть *. Вăн Сунцовăн ĕç-пуç пачах урăхла. Гипсланă алли таçта çитсе килме те чăрмантармасть. Хăрах урапа вара пит аякках сикеймĕн. Сунцов каласа панă тăрăх, Дмитров - пысăках мар авалхи хула. Унта Успени соборĕ, Бориспа Глеб мăнастирĕ пур. Вун пилĕк метр çÿллĕш хула ту (крепость) тата ун тавра алтса çаврăннă ур ** сыхланса юлнă. Мускав-Атăл канал хĕрринчи çак хулан пристанĕ самаях пысăк.

Çук, тухса çÿреймест хулана Легкоступов, сержант каласа кăтартнипех çырлахма тивет. Çăкăр-тăвар хире-хирĕç тенĕ пек, салтак сержанта виççĕмĕш взводпа унăн паттăр командирĕ Поже-данов чăваш çинчен тем те, тем те ăшшăн каласа кăтартать. Сержант ăна тутине пăрарах итлет. Ĕненмелле-ши е ĕненмелле мар-ши тесе шутлать, ахăр. Салтак çакна асăрхаманçи тăвать.

Легкоступов госпиталь коридорĕ тăрăх икĕ костыльпе çăмăлраххăн çÿреме хăнăхрĕ. Халĕ ав хăйне юравлă йывăç протез хатĕрлесе парасса кĕтет. Пысăк мар мастерскойне унашкал заказсем пайтах параççĕ те, клиентсен вăрах кĕтме тивет.

Фронтра, малти линире, салтакăн пушă вăхăт тĕлĕрсе вăй илмелĕх кăна. Госпитальте сипленекен çар çынни вара ку енĕпе самаях пуян. Сунцов ав пĕр кĕнеке вуласа пĕтерет те тепĕрне тытать. Пĕр çĕре кайса килет те тепĕр вырăна васкать. Çÿлти пуçлăхсем алă пусса, пичет хурса çирĕплетнĕ йĕрке тăрăх, сипленекенсене - госпитальти пек каласан, ранбольнойсене - хула тăрăх çÿреме юрамасть. Вĕсенчен ытларахăшĕ шавлă урамсене мар, хула тулашĕнчи ращана çул тытать те, госпиталь картишĕнчен чылай аякка тухса çÿрекенсем çине пуçлăхсем алă кăна сулчĕç: çÿреччĕрех - ращари уçă сывлăш темле эмелрен те пахарах. Кунсăр пуçне, çÿрени алă усса, ура хуçса ларни мар. Кирек мĕнле куçăм та - пурнăç хускалăвĕ-çке-ха. Куçăм чĕрĕлĕхĕн чи витĕмлĕ палли тесе ахаль каламан ĕнтĕ. Пурнăç унпа тытăнса тăрать. Чунăн хавалне те вăл хускатать.

...Дмитров хулинчи госпитальтен кăларсан Григорий Легкоступов пĕр палатăра сипленнĕ юлташĕсемпе сыв пуллашрĕ те тăван ялне - Владимир облаçĕнчи Çирĕклĕхе (Ольховкăна) мар, Атăл тăрăхĕнчи Юманайне (Дубровкăна) çул тытрĕ. Ăристансен взвочĕ полк валли утă çулнă чухне çак ялта тăнăччĕ. Тĕрĕс-тĕкел алă-ураллă салтак унта Лукерья Таракановăпа çывăхланнăччĕ. Тен, кăмăла килекен çак хĕрарăм хăрах урапа юлнăскере те тиркемĕ. Çапла, Григорий ытам тулли кăпăшка Лукерья патне васкарĕ.

Лукерйăн карниз çинчи киккирик автанлă çурчĕ хăй вырăнĕнче чиперех ларать. Пÿрт ум пахчин карти, Легкоступов хыр хăмаран ăсталани, çирĕп-ха. Шел, сăрлама ĕлкĕреймерĕ ун чухне. Хапха юпи самаях чалăшнă, крыльца алăкĕ хирĕнсе уçăлакан пулса кайнă. Арçын алли тĕкĕнменрен ĕнтĕ. Ку çуртра Легкоступов пĕр уйăх ытла пурăннă, Лукерйăн упăшки вырăннех пулнă. Кунта хăйне халĕ те тарават йышăнасса шанса килчĕ. Çурт хуçи вара ăна тĕлĕнереххĕн кĕтсе илчĕ.

- Эпĕ госпитальтен тÿрех Юманайне... сан патна килтĕм. Кала, Луша, тÿррипе: тĕрĕс турăм-ши? - тÿсĕмсĕррĕн ыйтрĕ Григорий.

Лукерья салтак çине çаплах тĕлĕнсе пăхрĕ-ха. Григорий сăрă шинельпе, ăна пилĕк тĕлĕнчен брезент пиçиххипе туртса çыхнă. Симĕс шăлаварĕн пĕр пĕççине салтак ботинки çине усса янă, тепĕр пĕççин вĕçне тавăрса хунă - протезĕ уринчен кĕскерех иккен. Салтак пĕвĕ-кĕлетки килĕшмерĕ пулас кил хуçине, пит-куçне йĕрĕнчĕклĕн пĕркелентерсе илчĕ. Килнĕ çынна темшĕн ăшă сăмах калама васкамарĕ, тĕпеле иртсе ларма та сĕнмерĕ. Чĕлхи çыхланса ларчĕ темелле.

Вăрăм çул килсе ĕшеннĕ салтак, кил хуçи сĕнессе кĕтсе илеймесĕрех, алăк патĕнчи урлă сак çине вырнаçса ларчĕ, шинельне йÿле ячĕ те пĕр курка шыв пама ыйтрĕ. Шыв ĕçнĕ чухне курка тытнă алли сив чир ернĕн тăр та тăр чĕтрерĕ. Пăлханмаллипех пăлханнăран, ахăр. Пытармасăр каласан, атакăна каяс умĕн те вăл çакнашкал пăлханман. Кунта ав, хăй кăмăлланă хĕрарăм умĕнче, чĕтрене ерчĕ, тарласа чăм шыва ÿкрĕ. Пăртакран хăйне алла илчĕ-илчех, лăпланчĕ, лăпкăн калаçма пуçларĕ.

- Ман ыйтăва самантрах татса пама май килмест пулĕ çав. Çапах юнашар лар-ха, Лукерья Порфирьевна, каламалли сăмахсем пур...

Туртăнкаласа тăнă хыççăн хĕрарăм ирĕксĕртереххĕн арçын çумне пырса ларчĕ.

- Ним калама та пĕлместĕп. Çырăвусенче уруна татни çинчен пĕр сăмах та шарламанччĕ те... - куçне тартса аранах сăмах хушрĕ хайхи хĕрарăм.

- Хăрах ури çуккишĕнех салтака саççим ан тирке-ха. Эпĕ хуçалăхри кирек мĕнле ĕçе те тума пултаратăп. Килĕмĕрте тĕтĕм сÿнме памăпăр.

Григорий савнă хĕрарăмăн аллине асăрхануллăн тытрĕ, ăна çепĕççĕн сăтăркаларĕ. Унăн алли ÿчĕ хĕп-хĕрлĕ, шăртлă-вĕчĕрхенÿллĕ хĕрарăмăнни пек. Çакна Григорий халиччен епле асăрхаман-ха... Пултăрах, ку нимех те мар.

- Луша, кала-ха тархасшăн, сан шутпа епле: юрату чăн-чăнах пур-ши çут тĕнчере е ăна пĕри-пĕри ерçÿллĕ вăхăтра ытахальтен шухăшласа кăларнă-ши?

- Юрату - çÿллĕ ту. Ун çине хăрах урапа хăпараймăн... - йĕрĕнчĕклĕн куланçи турĕ Лукерья.

- Икĕ çул каялла иксĕмĕр ăшшăн-ăшшăн калаçни, хăв Мăк сăртне запас полка пырса çÿрени ман чуна кĕрсе юлнă. Сассу çав тери кăмăллăччĕ. Эсĕ тăмра каланине итлесе тăранаймастăм. Манăн çав туйăма халĕ те çухатас килмест. Тăван çĕршыва хÿтĕленĕ чухне сана та асрах тытнă пулĕ...

Ку сăмахсене илтсен Лукерья нимĕн те шарламарĕ, хулăн çивĕтлĕ пуçне кăна аялалла пĕкрĕ. Григорий хăй килĕштернĕ хĕрарăма куçран тилмĕрсе пăхрĕ, ун куçĕнче шанчăк çути палăрасса кĕтрĕ.

- Ман шутпа, юратура чи хакли - ăна упраса хăварни. Ну, пирĕн юрату пулман тейĕпĕр. Килĕштерÿ те пулин пулнах. Иксĕмĕр шăкăл-шăкăл пурăннине мантăн-им? Халĕ пырса та ан перĕн - тиркемеллипех тиркетĕн. Ма ун пек хăтланатăн? - тÿсеймерĕ ыйтмасăр Григорий. Ыйтасса ыйтрĕ те - ÿкĕнмелле пулса тухрĕ. Эй, кăшкăрашма та çухăрашма пуçларĕ хĕрарăм, тем те пĕр каласа пĕтерчĕ. Юрать-ха салтак бомбăсем ÿкнĕ чухнехи пек ик хăлхине ик алăпа хуплама ăс çитерчĕ.

- Эпĕ нимĕнле юратăва та ĕненместĕп, - кăштахран сиввĕн калаçăва малалла тăсрĕ Лукерья. - Шăпана çеç ĕненетĕп. Санпа ĕмĕр пурăнма пÿрмен мана. Пÿрнĕ пулсан урасăр юлмастăнах!

- Ик çул каялла пач юратмасăрах пĕр-пĕрин çумне кĕрсе выртнă-ши?

- Мĕн тĕлĕнмелле унран? Кĕсрене ăйăр, ăйăра кĕсре кирлĕ пулнă ĕнтĕ. Кулач çукран хăпарту...

Лукерья татăклăн ура çине тăчĕ.

- Эпир пустуй лăркаса ларатпăр. Сенĕкпе çил хăваланинчен усси пулас çук. Ман валли пĕри-пĕри ураллиех таврăнĕ-ха. Сан пеккине Екатерина йышăнать пулинех. Хăвăр уçса кĕтĕр, хăвăрах хупса хăварăр,- алăк тĕлне кăтартрĕ Лукерья уксах салтака.

Григорий ура çине тăчĕ. Кил хуçи çине пĕр вăхăт шанк хытса кайса пăхрĕ.

- Хăвалатăн эппин?! - хăйне хăй ĕненмен сасăпа кăшкăрса ячĕ вăл.

- Апла тăк кĕсрене ăйăр кирлĕ пулнă?

Салтак урăх калаçса тăмарĕ, пÿртрен çунса тăран чунпа васкаса тухрĕ.

Ыр шухăшлă çын йăпшăнса çÿремест. Хăй пек ырă шухăшлине тупас ĕмĕтпе Григорий аслă урам тăрăх ялăн тепĕр вĕçнелле Екатерина Петровна патне çул тытрĕ. Унăн тăпăл-тăпăл пÿрчĕ питĕрĕнсе тăрать. Нивушлĕ килте çук? Пахчаран хĕрарăмăн ятлаçуллă сасси илтĕнчĕ. Григорий пÿрт çумĕпе пахчаналла уксахласа утрĕ. Унта хĕрарăм-сухаçă унталла-кунталла туртăнма пăхакан хăлăхсăр вăкăра ятлать иккен. Сап-сарă сăнлă ку хĕрарăм никам та мар, Екатерина пулчĕ. Пахча вĕçне тухсанах сухаçă вăкăра чарса тăратрĕ.

- Эккей! Кама куратпăр! - тĕлĕнмеллипех тĕлĕнчĕ вăл. - Лукерья Порфирьевна курман чухне ыталам та чуп тăвам! - ыткăнчĕ хĕрарăм хăй кăмăллакан çын еннелле.

- Лукерья Порфирьевнăпа ман хушăран хура кушак каçса кайрĕ. Паянтан унпа çыхăну татăлчĕ.

- Епле апла?

- Мĕн епли... Урасăра йышăнмасть. Лукерья маншăн ĕнерхи кун, пĕлтĕрхи юр пулса тăчĕ.

- Ав епле! - тĕлĕннипе çăварне курак вĕçсе кĕмеллех карчĕ Екатерина. - Вăт сана юрату! Вăт сана тĕнкĕл-тĕнкĕл тăмра! Унталла та сулăнкă, кунталла та тайлăк. Ăçталла çул тытмаллине пĕр Турă кăна пĕлет. Çынна тăруках ăнланма йывăр çав...

- Çын чунне пĕлесси мăйăр шĕкĕлчесе катасси мар, - килĕшрĕ унпа Григорий.

Хăрах ураллă салтакпа чипер хĕрарăм пахчаран пÿрте кĕчĕç. Екатерина сĕтел çине çĕр улми кукли, кăкшăмпа квас лартрĕ. Калаçнăçемĕн Николай Пожедановпа унăн взвочĕ çинчен ыйта-ыйта пĕлчĕ.

- Ялта çакăн пек хыпар çÿрет: лешĕнпе, Кураков баянистпа, пирĕн Маргарита госпитальте тĕл пулнă теççĕ. Чăнахах-ши?

Григорий çакна çирĕплетнине илтсен хĕрарăм куçĕ кăмăллăн йăлкăшса илчĕ. "Вăт ăçта телей!" - хушса хучĕ вăл.

Иккĕшĕ сĕтел хушшине вырнасса ларсан тунсăхлăн пуплесси малалла тăсăлчĕ.

- Кала тÿррипе, Гриша, эсĕ çирĕм тăххăра çитсе миçе хĕрарăма юратса куртăн ĕнтĕ? Теçеткене çитермерĕн-и?

- Катя, эс ан кул-ха манран. Сана пĕрре курсах килĕштернĕччĕ, анчах тĕрĕс çултан Лукерья пуçтахланни пăрса ячĕ...

- Пытармастăп, "Туслăх оркестрĕ" сцена çине тухсан никам çине те мар, сан çине куç илмесĕр пăхаттăм. Ку çуртра çаплах аннепе иксĕмĕр çеç пурăнатпăр. Хама пăхма пĕр ывăл та пулин çуратмалла та, пĕр-пĕр салтак аманса таврăнасса кĕтетĕп.

- Çав салтак эпĕ пулам-и? - ыйтуллăн пăхса илчĕ Григорий тăпăл-тăпăл хĕрарăм çине. Ыйту çине тÿрех хурав пама васкамарĕ Екатерина.

- Çыннăн Турă пÿрни пĕрре çеç пулать. Çавă çеç чăн-чăн телей кÿме пултарать, - сăмаха сĕтĕререх, лăпкăн каларĕ шухăшне Екатерина. Хăй Григорий çине тĕсесе пăхрĕ, хăнана çĕр улми кукли тутанма сĕнчĕ. - Чун таса манăн, манпа пĕрлешекен те таса чунлă пултăрччĕ.

- Яснă, таса чун çумĕнче теприн те таса пулмалла ĕнтĕ. Анчах уçăмлă каламарăн-ха: сан телее... таврăннă салтак эпĕ пулаймăп-и? -тепре тархасласах ыйтрĕ Григорий.

- Мĕн тархасласа тăмалли... Айта пахча сухалама. Унта çĕр улми лартăпăр. Çурт-йĕре юсама тытăнăпăр.

Ырă сăмах калакан хĕрарăмăн çăл пек тарăн куçĕнчен Григорий тинкерсе пăхрĕ, тăруках ним те каламарĕ. Мĕнех, пахча сухалама та, çĕр улми лартма та хатĕр вăл. Çакăн хыççăн Екатеринăпа пĕрле тăван ялне - Çирĕклĕхе каясчĕ. Унан та çурчĕ юхăнса ларать. Тăван ял пур чухне мĕншĕн ютра пурăнас-ха! Çуралса ÿснĕ ял чуна çывăх, урăххипе ылмаштармалла мар хаклă. Асаттесем лартса хăварнă çирĕксем мĕне тăраççĕ! Аттепе аннен вил тăприсем те унтах.

- Екатерина Петровна, каçарăр та, тÿрех калам: эпĕ качча тухаймастăп, авланма шутлатăп. Çавăнпа Юманайĕнчен Çирĕклĕхе куçса кайăпăр...

Салтак капла каласса кĕтменччĕ Екатерина. Вăл фронтра ăна-кăна сахал мар курнă ĕнтĕ, пур пĕр пуçпа шутлама пĕлмест. Григорий сĕннĕ пек качча тухса урăх çĕре куçса кайсан тăван аннене кампа хăвармалла? Ватăлса çитрĕ, пĕччен пурăнаяс çуках, çапах тăван ялтан хăпса тухма ниепле те килĕшмĕ. Чăнласах мăшăрланма, ĕмĕр тăршшĕпех пурăнма шутласан, Гришăн Çирĕклĕх çинчен манма тивет. Пĕринчен уйрăлмасăр тепринпе пĕрлешме çук.

Малашнехи калаçу пĕр-пĕрне хăй ячĕпе те ашшĕ ячĕпе хисеплесе каласси çине куçрĕ.

- Хăвах ăнланатăн, Григорий Михайлович, этем пурнăçĕ иккĕ килмест. Ăна кирлĕ пек пурăнса ирттересчĕ: пĕр-пĕрне итлесе те килĕштерсе, юратса та савса. Пĕрне те япăх ан пултăр, теприн кăмăлне те хуçас марччĕ. Тĕслĕхрен, эсĕ Çирĕклĕх çине ал сулатăн, ун вырăнне шанчăклă мăшăр туянатăн...

Калаçу вăраха тăсăлчĕ. Григорий çине-çинех махорка мăкăрлантарма пуçларĕ.

- Ку ыйтăва çийĕнчех татса пама май килмест пулĕ çав, - ассăн сывларĕ вăл. Иккĕшĕн шухăш-кăмăлĕ те ал тупанĕ çинчи пекех уçăмлă. Вăрттăнни-хĕрттĕнни ним те çук. Çапах та пĕр чĕлхе ниепле тупаймаççĕ. Аптриш пĕр-пĕрне çапла савакан чунсемпе. Пуплесен-пуплесен ик енĕ те шарт та март пулса тăчĕç.

- Таван ялна кайса кур та каялла кил. Паллах, чăн-чăн юрату шыратăн пулсан... - çапла пулчĕ Екатеринăн татăклă сăмахĕ.

Кĕтмен çĕртен тĕл пулчĕç - вăраха тăсмасăр уйрăлса кайрĕç. Вĕсен тĕл пулăвĕ нихăшне те питех хĕпĕртеттермерĕ, уйрăлăвĕ те чун ыратмаллах кулянтармарĕ.

Тенюшев, И. Вĕсем виççĕн çеç юлчĕç : [роман сыпăкĕ] : иккĕмĕш кĕнеке / Иван Тенюшев // Тăван Атăл. – 2008 . - № 1. – 7-12.