Писатели Чувашии в Великой Отечественной войне

 

Чувашская литература периода Великой Отечественной войны Погибшие на фронтах Великой Отечественной войны Они вернулись с поля боя
Трофимов Прохор Трофимович
Прохор Трофимов

Юлашки залпсем

Асран кайми хĕрĕх пиллĕкмĕш çулхи апрель. Одер юханшывĕ... Миçемĕш кун ĕнтĕ çак шыва тытса илессишĕн калама çук хаяр çапăçу пырать. Унăн çыранĕнче, ăçта пăхнă унта, çĕмрĕк те çурăк машинăсем, танксем, тупăсем, урапасем; вĕри хĕвел айĕнче лаша виллисемпе çын ÿчĕсем шăршланса выртаççĕ. Таçтан инçетрен йывăр снарядсем килсе ÿкеççĕ те – е çыранти тĕмсем хушшинче çурăлаççĕ, е, шыва шаплатса, тем çÿллĕш шыв юписем сирпĕнтереççĕ. Фашистсем каçă çине пĕр вĕçĕмсĕр бомбăсем тăкаççĕ. Пирĕн истребительсем сывлăшран хăпма та пĕлмеççĕ, нимĕçсен бомбардировщикĕсене хăваласа яраççĕ. Анчах нимĕçсем пире ниепле те шыв урлă каçарасшăн мар, тÿпе çине-çинех мотор кĕрлевĕпе хупланать. Вара мĕнпур чĕрри-сывви, самантлăха та пулин вилĕме улталасшăн пулса, çĕр çумне лăпчăнать, шыва пытанать, хăрушлăх кăшт лăплансанах малалла ыткăнать.

Симĕс гимнастеркăллă, хĕвелпе хуралса тарланă сăн-питлĕ çынсен калама çук пысăк ушкăнĕ, йывăр тиенĕ машинăсем, тупă кăкарнă тягачсем, хăвăрт çÿрекен "катюшăсем", танксем, самоходкăоем, çурхи юханшыв капланăвĕ пек, çĕрĕн-кунĕн малалла шăваççĕ, çак улăпла куçăма ниепле вăй та чарса тăраймасть. Вĕсем пурте пирĕн саперсем васкавлăн туса лартнă кĕперсем çийĕн Одер урлă каçаççĕ.

Пире, самоходчиксене, Одер леш енче питех те кĕтнĕ иккен. Стрелковăй дивизи командирĕ – малашне пирĕн çак дивизипе пĕрле çапăçмалла – Вытриганов генерал, çапăçусене пула темиçе каç çывăрайманнипе ывăнса çитнĕ те шурса кайнăскер, пире тулли кăмăлпа кĕтсе илчĕ.

– Ах, вăхăтлă çитрĕр-çке! – терĕ вăл, чунтанах савăнса.

Эпир нимĕçсен пахчаçимĕç нÿхрепне антăмăр – халĕ унта дивизи командирĕн команднăй пункчĕ туса хунă.

Калаçу кĕске пулчĕ. Генерал пирĕн боекомплектпа горючи запасĕ çинчен, экипажсен составĕсем çинчен ыйтса пĕлчĕ.

– Юлташсем, вăхăт çав тери сахал юлчĕ. Икĕ сехет кăна. Шăпах вуниккĕре атака пуçлатпăр. – Вăл карттă умне пĕшкĕнчĕ те 95,6 паллăна хĕрлĕ кăранташпа чĕрсе çавăрчĕ.

– Акă, куратăр-и, çак çуртсем тÿпемре лараççĕ. Разведка пĕлтернĕ тăрăх, вĕсем тавра пит нумай танксемпе тупăсем чавса лартнă. Чи хăрушши вăл – фашистсем зенитнăй батарейăсене танксене хирĕç пеме хатĕрлесе лартни.

Пирĕн полк командирĕ Гаращенко лару-тăрăва хăйĕн картти çинче паллă тăвать те, эпир васкасах тухса каятпăр.

Çапăçу шăпах кăнтăрла пуçланчĕ. Пирĕн йывăр артиллерипе бомбардировщиксем тăшманăн малти линине темчченех сывлăшран тÿпкерĕç. Тăшман тÿпемре ларать, вал лайăх позици йышăннă, унтан нимпе те чакасшăн мар.

Тăшман патне çывхарма пехотăна уйрăмах йывăр. Пулеметсемпе автоматсенчен çав тери хаяррăн персе тăнă пирки атака хыççăн атака пăчланать. Акă, пирĕннисем тăшманăн хавша вырăнне хыпашласа тупрĕç те... Сылтăмран, шурлăхри тĕмесем хушшинчен, Алексей Козловпа Мезенцовăн самоходкисем курăнса кайрĕç. Вĕсем хыççăн – пехота. Çак участока тăшман пит шиклех мар тесе шутланă пулас та кунта оборонăна лайăх йĕркелемен. Дивизи командире хушнипе пирĕн ытти самоходкăсем те çавăнталла васкаççĕ, малалла куçаççĕ. Эпир халь ĕнтĕ тăшман оборонин тылĕнче, унăн дочĕсемпе дзочĕсене йывăр снарядсемпе тÿпкетпĕр. Çакна кĕтмен фашистсем нимĕн тума та пĕлмеççĕ. Вĕсен вилнисем çĕршерĕн, чĕррисем пинĕ-пинĕпе тыткăна лекеççĕ...

Çухату çав тери пысăк пулин те, тăшман парăнма шутламасть-ха. Вилнĕ офицерсем çумĕнче Берлина хÿтĕлекенсен штабĕ кăларнă приказсене тупатпăр. Вĕсем кашниех çак сăмахсемпе вĕçленеççĕ: "Берлиншăн пыракан çапăçу вăрçă шăпине татса парать".

Шăпах çак кунсенче йÿтенĕ ĕнтĕ Гитлер, Берлина пĕр çын юлмиччен хÿтĕлеме эпĕ унтах юлатăп, тесе кăшкăрашнă. Унăн шанчăклă йытти Геббельс, Берлинти çынсемпе салтаксене тумлам юн юлмиччен хирĕç тăма чĕнсе, пырне ыраттарсах çухăрашнă, çакă çĕнтерÿ тума май парать, тесе ĕнентернĕ.

Хăйсем çĕнтерессе ĕненекен фанатиксем те пулнă пуль çав фашистсем хушшинче. Берлина хÿтĕленĕ юлашки сехетсенче Гитлер темĕнле çĕнĕ, калама çук хăватлă хĕçпăшал парасса ĕненнĕ вĕсем. Эпир тыткăна лекнĕ СС офицерĕнчен – майортан, çапса аркатнă танк батальонĕн командирĕнчен, ыйтса тĕпчерĕмĕр. Вăл хăйне хăй вăрçăн малтанхи çулĕсенчи пекех мăнаçлăн та каппайчăклăн тыткалать.

– Эсир Берлин патне çывхарни вăл ниме те пĕлтермест, эпир те Мускав патĕнче пулса курнă... Берлина илейместĕр эсир, – ĕнентерме тăрăшать вăл, халĕ те фашистла пропаганда сĕрĕмĕнчен хăтăлайманскер.

Пирĕн полк командирĕ Федор Гаращенко, яланах вĕри чĕреллĕскер, тарăхнипе лач сурчĕ те текех ыйтса тĕпчеме чарчĕ.

– Ун пек тăмпуçпа вăхăт ирттерме те кирлĕ мар. Калăр ăна, тепĕр темиçе кунран эпир Берлинта пулатпăр!

Çапла, тăшман йăви çывăхрах. Сарлака шоссе çулĕн пĕр кĕтессинчи юпа çинче шултра саспаллисемпе нимĕçле çырнă хăма çакăнса тăрать: "Берлин-55 км".

Саша Соловьев лейтенант, пирĕн полк комсоргĕ, çав юпа çине малтанах хатĕрлесе хунă фанер хăми çакса хучĕ. "Малалла, юлташсем, Берлиналла!" – тенĕ унта вырăсла.

...Пĕрремĕш Белорусси фрончĕн ударлă ушкăнĕпе пĕрле эпир Берлина çавăрса илме васкатпăр. Пирĕн çарсем кунта шутсăр-хисепсĕр: 47-мĕшпе 3-мĕш тата 2-мĕш танк çарĕ. Çав тери пысăк çар хушшинче пирĕн самоходнăй полк пысăк вăях мар, анчах вăл та çапăçу ăнăçлăхĕшĕн кирлĕ таранах вăй хучĕ.

Эпир Берлинти пуянсен канмалли çурчĕсем, чаплă керменĕсем вырнаçнă хула тулашне пырса кĕретпĕр. Паллах, тахçан кунта илемлĕ те хăтлă пулнă. Халĕ вăрçă хăйĕн паллисене хăварнă: унта та кунта танксене чармалли "чĕрĕпсем", бомба варинккисем, арканнă çуртсен ишĕлчĕкĕсем купаланса выртаççĕ. Çуртсен аялти хучĕсенче, халĕ тупă персе тăракан вырăнсенче – тонни-тоннипе пăрахса хăварнă пат-ронсем, снарядсем, снаряд ещĕкĕсем, пулеметсем, тупăсем салтак виллисем.

Фашистсем хÿтĕленеççĕ: вĕсем кашни пĕчĕк ял-хулара, кашни çуртра тытăнса тăрасшăн тапаçланаççĕ. Пĕр татти-сыпписĕр оборона линийĕ тума кунта тавралăхĕ те лайăх пулăшать – нумай-нумай юханшывсем, юри тунă каналсем, çурхи шыв тулăхĕнче вĕсем пире уйрăмах хытă чарса тăраççĕ.

Акă, Берлин умĕнчи Франау хули. Çĕрлеренпех çапăçу пырать. Тăшмана хавшатса, эпир ерипенех малалла куçса пыратпăр. Тул çутăласпа йăлтах шăпланчĕ.

Хĕвел тухман-ха, чавса-ишсе пĕтернĕ çĕр çине ирхи тĕтре анать. Çулçăсем çинче сывлăм тумламĕсем йăлтăртатаççĕ. Ирхи уçă сывлăш пуриншĕн те канăçлă. Садсенче кайăксем чĕвĕлтетеççĕ. Юнлă çапăçу пулман та тейĕн. Анчах салтаксем сыхă: вĕсем пĕлеççĕ – ку вăл тăвăл умĕнхи шăплăх, паянхи кун та ĕнерхи пекех пуçланать. Çапăçусем тата хăрушăрах пулма пултараççĕ, тăшмана тĕппипе çапса арка-тичченех пырĕç вĕсем.

Сасартăк, уяр кунхи аслати пек, тăшман снарячĕ ÿксе çурăлать, унтан тепри, тата тепри... Тăшман кăвар сапма шеллемест, ÿркенмест. Тата тепĕр темиçе минутран çуллахи ирĕн илемĕ самантрах тĕксĕмленет, хура тусанлă тĕтрепе, йÿçĕ тĕтĕмпе хупланать.

Çапăçу пуçланать. Артподготовка хыççăн контратакана танксем тухаççĕ. Тăшман ĕнер мĕн çухатнине паян каялла тавăрма ĕмĕтленет. Самоходка экипажĕн командирĕ Шиморин триплекс умне лăпчăннă та çывхаракан тăшмана куç илми сыхлать. Акă, майлă самант: "Огонь!" 122 миллиметрлă тупа каяррăн кĕрслетет. Тепре, тата тепре... Тăшман танкĕ çăра тĕтĕмпе хупланать. Тиврех-шим?.. Çулăм ялтлатать. Тĕтĕм-сĕрĕм сирĕлсен пăхатпăр: танк тăнă вырăнта – çĕмрĕк тимĕр купи.

Çапăçу шавĕ витĕрех шлемофон наушникĕсенче полк командирĕн сасси илтĕнсе кайрĕ.

– Маттур, Шиморин юлташ! Сирĕн экипажа чĕререн тав тăватăп!

Çак çапăçура Шиморин лейтенант самоходки тăшманăн "артштурм" текен артиллери установкине те çапса салатрĕ. Полкри гвардеецсем пĕлеççĕ: Аркадий Шиморин пысăк опытлă, паттăр офицер. Çара киличчен учительте ĕçленĕ. Пĕрремĕш çапăçăва 1941 çулта чикĕре кĕнĕ. Ун чухне вăл отделени командирĕ пулнă. Оборонăри йывăр тытăçусенче çапăçнă. Пĕр хут кăна мар паттăрлăх кăтартнăшăн çичĕ хутчен орденсемпе медальсем илме тивĕçлĕ пулнă. (Вăрçă хыççăн Шиморин каллех мирлĕ ĕçре – Пăрачкав районĕнчи Сыресь ялĕнче сакăр çул вĕренмелли шкул директорĕнче ĕçлет).

...Çапăçăва ытти самоходкăсем те кĕреççĕ. Тăшман контратака тăвать, анчах усăсăр. Пирĕн самоходкăсен йывăр тупписем ăна тÿрĕ тĕллесех тÿпкеççĕ. Пирĕн подразделенисем, йĕркесĕррĕн чакакан тăшмана тапта-таптах, Франау хулине пырса кĕреççĕ. Тапăну çав тери хăвăрт пулнипе фашистсем хăйсен тем тери хĕçпăшалне пуçтарса кайма ĕлкĕреймеççĕ, хăйсем те нумайшаррăн тыткăна лекеççĕ. Акă вĕсем, нумай хутлă пысăк çуртăн аялти нÿхреп пÿлĕмĕнчен пуçĕсене усса, аллисене çĕклесе, пĕрин хыççăн тепри лăпăстатса тухаççĕ. Тыткăнрисенчен нумайăшĕ халĕ ача çеç вĕт-ха – 14–15 çулсенче кăна. Вĕсен çийĕнчи çитĕннисем валли çĕлетнĕ кительсем михĕ пек усăнса тăраççĕ, каскисем тем пысăкăш туйăнаççĕ. Камсем вĕсем? Нÿхрепе пытаннă шкул ачисем маар-и? Çук, вĕсем – юнгштурмовщиксем, Гитлерăн пĕтĕмĕшле мобилизаци йĕркипе пухнă "çарĕ".

Акă ăçта çитсе тăрăннă фашистсем, хăйсен ачисене те шеллемен.

Пирĕн çарсем çав тери хăвăрттăн, пачах кĕтмен çĕртен пырса тухни тăшмана тĕлĕнтерсех янă.

...Акă каллех эпир флангри вут-çулăм витĕр сиксе тухатпăр. Çул тăрăх пире хирĕç çăмăл машина "опель капитан" кĕрлеттерсе килет. Кăна курсан, полк командирĕн самоходки чарăнчĕ. Машинăран нимĕç генералĕ тухрĕ те сехри хăпнипе каялла чакрĕ. Вăл халĕ кăна пирĕн çинелле персе тăракан чаçăн командирĕ пулнă иккен. Генерал пуçне усса тăрать. Хăйне вăйпах лăплантарма тăрăшса, вăл Федор Гаращенкона темĕн каласшăнччĕ пулас. Анчах Гаращенко ун çине кăмăлсăррăн пăхса илчĕ те, самоходка ăшне кĕрсе ларса, команда пачĕ: "Кайрăмăр малалла, дистанци тытса пырăр!" Нимĕç генералне, автоматпа хÿтĕлесе, тухăçалла илсе кайрĕç.

Апрелĕн 21-мĕшĕнче пирĕн чаçсем, Берлинăн тулашри оборонин виççĕмĕш ярăмĕ витĕр шăтарса кĕрсе, ункăллă автострада урлă каçаççĕ те Германи столицин çурçĕр хĕррине çитсе тухаççĕ. 47-мĕш çарăн артиллери чаçĕсем ыттисенчен чи малтан Берлин варрине, рейхстаг çине, пеме тытăнаççĕ.

Фашистсен столицине пирĕн çарсем çавăрса илеççĕ. Хула варринчи лару-тăру калама çук хăрушă. Апрелĕн 21-мĕшĕнче пур предприятисенче те ĕç чарăнса ларать – электроэнерги те, кăмрăк та пама пăрахнă. Трамвайсемпе автобуссен те моторĕсем чарăннă. Водопровод та, канализаци те ĕçлемест.

Пирĕн чаçсем çав тери хăвăрт тапăнса пынине пула, тăшман флангсенчен вăйлăн персе тăрать – лару-тăру мĕнле улшăнса пынине пĕлсе те ĕлкĕрейместпĕр. Приказ: "Малалла, малалла кăна!"

Пирĕн салтаксем, танксем, тупăсем, тăшман вучĕ айĕнчен хăвăртрах тухас тесе, малалла çеç ыткăнаççĕ.

Морковорут шывĕ урлă хывнă кĕпере илнĕ иккен. Йывăр танксемпе тупăсене епле каçармалла-ха ĕнтĕ? Çĕнĕ тăвас– вăхăт нумай кирлĕ, пирĕн ахаль те вăхăт çук.

Пирĕн чаçсем урăх енчен каяççĕ, унăн хавша тĕлĕсене шыраса тупаççĕ те, Акровер – Парецер каналĕ урлă каçса, Потсдам хулин çурçĕр хĕррине çитсе тухаççĕ.

Апрелĕн 25-мĕшĕнче Потсдамăн çурçĕр-хĕвеланăç енче, Кетцин текен вырăнта, икĕ фронтăн 1-мĕш Белорусскипе Берлиналла кăнтăр-хĕвеланăç енчен тапăнса пыракан 1-мĕш Украински фрончĕн танк чаçĕсем пĕрлешрĕç. Мĕн чухлĕ савăнăç!

... Малтанлăха ĕненмеллех те марччĕ. Марковербот патĕнчи варианта танксем нумай пухăнса тулнă. Чаçсем çума çумăнах тăраççĕ иккен.

Пирĕн кÿршĕсем – 1-мĕш Украински фронтра çапăçакан Лелющенко генералăн 4-мĕш танк çарĕнчи танкистсем пулчĕç. Пĕр-пĕрне ыталатпăр, алă тытса чăмăртатпăр.

Совет танкисчĕсем Берлина çавăрса илчĕç! Акă вăл – нимĕçсен паллă генералĕ Гудериан хăйĕн "Ахтунг, панцырь!" ("Тимлĕ пулăр, танксем!") ятлă кĕнекинче каппайланса çырнине хирĕç панă тивĕçлĕ ответ. Çакă вăл пирĕн командовани улăпла шухăшласа планланă стратегийĕн çĕнтерĕвĕпе пирĕн воинсен халиччен пулман талпăну вăйне пĕлтернĕ чи пысăк тĕслĕхĕ пулса тăчĕ.

Ункă сыпăнчĕ. Нимĕç фашисчĕсен Берлинти 200 пинлĕ çарĕ, виçĕ пин ытла туппипе тата миномечĕсемпе, ункăна лекрĕ. Пирĕн механизированнăй чаçсем анăçалла ыткăнчĕç.

Эпир, самоходчиксем, 47 Арми чаçĕсемпе пĕрле Зееборт хули еннелле тухса, хаяр çапăçура Шпандау хулине тытса илтĕмĕр. Халĕ ĕнтĕ Гатов, Глодов, Брилов хулисене илессишĕн çапăçатпăр. Пĕр чарăнмасăр Зило канале урлă каçрăмăр. Акă пирĕн чаçсем Бранденбург хулине тытса илеççĕ.

Нимĕçсем пысăк чул çуртсенче çирĕпленсе ларнă. Вĕсем чÿречесенчен, мачча çинчен фаустпатронсемпе переççĕ. Пирĕн самоходкăсем тĕп урамсемпе куçса пыраççĕ. Урамĕсем ансăр та тĕксĕм. Полк командирĕн машини ыттисенчен нимĕнпе те уйрăлса тăмасть, Гаращенко унтан раци тăрăх çапăçăва йĕркелесе ертсе пырать. Вăл малти уçă люкран, эпĕ – хыçалтинчен çапăçу мĕнле пынине сăнатпăр. Сасартăк фаустпатрон ухлатса çурăлчĕ. Тепре, тата тепре. Самоходка чарăнчĕ, чĕтренсе илчĕ. Унăн хыçалти пĕр кĕтессин чен тем пысăкăш металл татăкĕ хăйпăнса ÿкнĕ. Механик-водитель машинăна хăвăрт çавăрать те пĕр çурт кĕтессине кайса тăратать. Тата тепĕр фаустпатрон... Ку вара çурт стенисене тивсе шăтарса кĕрет. Пирĕн автоматчиксем тăшман йăвине асăрхаççĕ те, вăл вырнаçнă çурта çавăрса илсе, кĕске тытăçурах пĕтерсе хураççĕ. Çапла майпа пирĕн чаçсем, урам хыççăн урама тăшмантан тасатса, аэродромсем, çар склачĕсем, пит нумай хĕçпăшал тытса илчĕç.

Тепĕр кун çитрĕ. Анчах ку мĕн япала? Командовани панă приказ тăрăх халĕ эпир ĕнер хамăр çапăçса килнĕ çулпа каялла, Берлиналла, çĕмĕрттерсе каятпăр! Авă мĕнле пулса тухнă иккен: нимĕçсем хăйсен хĕвеланăç енчи фронтне сайралатса хăварнă та пĕтĕм вăйне хĕвелтухăçĕнчен тапăнса килекен Совет Çарне хирĕç кăларса тăратнă. Гитлер хĕвеланăçри 12-мĕш çарне, вырăнтан куçарса, Берлина кĕме, 9-мĕш çарпа пĕрлешме приказ панă иккен. 12-мĕш çарăн командующине Венк генерала Гитлер малтанах çапла сăмах панă пулнă: "Ĕç ăнăçлă пулса тухсан, çак çара чи пысăк ят – "Нацие хăтараканĕ" ятне паратăп", – тенĕ. Анчах тăрăшни ахалех пулса тухнă. Чавса çывăх та çыртма çук: 12-мĕш çар Берлина çитеймерĕ, ăна пирĕннисем тĕппех çапса аркатрĕç. Вара, Совет Çарĕн аллине лекес мар тесе, Берлинра юлнă фашистсем хĕвеланăçнелле тарма пикенчĕç.

Эпир Берлинран вăтăр-хĕрĕх çухрăмра вырнаçнă Штакинри пысăк аэродрома пырса тухрăмăр. Пирĕн танк тата артиллери чаçĕсем кунталлах çывхараççĕ. Çарсем вĕтлĕхсенче пытанса хÿтĕленме тăрăшаççĕ, анчах çавăн чухлĕ çара ăçта пытарса çитерĕн?! Нимĕçсем тупăсемпе минометсенчен вăйлăн пеме тытăнчĕç. Артподготовка хыççăн темĕн чухлĕ танкĕсемпе пирĕн çинелле ыткăнчĕç. Пирĕн самоходчиксемпе пехотинецсем çывхарса килекен тăшмана сăнаççĕ, пеме команда парасса кĕтеççĕ. Хушă кĕскелсех пырать: çухрăм, 800 метр, 700, 600... Акă ĕнтĕ салтакĕсемпе офицерĕсене те ахаль куçпа пăхсах уйăрса илме пулать.

Старшинов лейтенант чи малти танка перет, ун хыççăн ытти тупăсем тăшмана тÿпкеççĕ. Малти танк чарăнчĕ. Старшинов команда парать: "Тепĕр снаряд! Тата тепре!". Тахçан пит пысăк шанăç хунă нимĕçсен "Тигрне" вут хыпса илет те, пĕтĕм таврана кисретсе, çав тери вăйлăн кĕрслетсе çурăлать – снарядсем те, горючи те лăк туллиех пулнă пулас. Чакать нимĕç пехоти. Аэродромра шăпăртах пулать. Çапăçусем вăрман еннелле куçаççĕ те çĕрлечченех пыраççĕ. Çĕрле вара, тĕттĕмпе усă курса, нимĕçсем хĕвеланăçнелле тарма тытăнаççĕ. Берлинтан тухакан çулсем çуран таркăнсемпе, çăмăл е груз турттармалли машинăсемпе тулса ларнă. Тĕттĕмре – хăшĕ хамăрăнни, хăшĕ тăшман – ниепле те уйăрса илме çук. Çавăнпа ĕнтĕ пирĕн командовани хамăрăн автомашинăсемпе бронетранспортерсене палласа илме ятарласа çутă сигналĕсем тума хушнă.

Акă çăмăл машина пырать. Çутăсăрах. Бочаров лейтенант самоходка люкĕнчен ун хыççăн сăнать, çак кунсене валли палăртнă сигналпа ракета ярать. Машина сигнала йышăнмасть, чарăнмасăрах малалла вĕçтерет. Лейтенант каллех сигнал парать, машина чарăнмасть. Вара вăл ун еннелле йывăр снарядпа пеме хушать. Машина тÿнсе ыткăнса каять. Унта фашистсен офицерĕсем ларса пынă иккен.

Çав кунхи çапăçура Бочаров лейтенант икĕ танк тата икĕ тупă персе аркатрĕ. Командир ăна черетлĕ награда пама тăратрĕ. Яланах хаваслă Иван Бочаров лейтенанта полкра пурте кăмăллатчĕç, офицер-туссем ăна Ваня тесех чĕнетчĕç. Ахальтен мар ĕнтĕ çапăçусенчи паттăрлăхĕшĕн юрататчĕç ăна.

Акă мана Висла хĕрринче чухнехи хĕвеллĕ вăрман хĕрри аса килчĕ. Полк канма чарăннăччĕ. Куçса çÿрекен кухньăсем тĕтĕм йăсăрлантараççĕ, унта та кунта – кулă, шавлă калаçу. Инçех те мар тахăшĕ купăс шăрантарать. Самоходка башни тăрринче çутă сенкер куçлă çамрăк лейтенант чечетка ташша çапать. Йĕри-тавра салтаксем пухăнса тăнă. – Кам ку? – ыйтать вĕсенчен пĕри.

– Пĕлместĕн-и? – тавăрать ăна хирĕç тепри, лутрараххи, çулланса пĕтнĕ фуфайкăпа танк шлĕмĕ тăхăнни. – Самоходкăн çĕнĕ командирĕ.

– Вăт ку ташлать! Кун пекки пирĕн пулманччĕ-ха...

– Артист, теççĕ.

– Артистне артист пуль те-ха, çапăçура хăйне мĕнлерех кăтартĕ? – илтрĕм эпĕ теприн сассине.

Унтанпа вăхăт нумаях та иртменччĕ. 1945 çулхи хĕлле пирĕн полк темиçе кун хушши Польшăра Шнейдемюль хулине илессишĕн çапăçрĕ. Пехотăна малалла кайма нимĕçсен бронепоезчĕ чарса тăрать. Пирĕн самоходкăсем çĕрле тĕмсем хушшине кĕрсе пытанчĕç.

Бронепоезд чугун çул тăрах шума тытăнчĕ кăна, самоходкăсем 122 миллиметрлă тупăсенчен харăс кĕрслеттерчĕç. Бронепоезд çунса кайрĕ. Çак çапăçура пуринчен ытла Иван Алексеевич Бочаров командирăн самоходки уйрăмах палăрчĕ.

Бочаров лейтенант Берлина илессишĕн пынă малашнехи çапăçусенче те пĕр хутчен кăна мар паттăрлăх кăтартрĕ. Ăна правительство виçĕ орден, тăватă медаль парса наградăларĕ.

Вăрçăччен вăл Шупашкарти театр техникумĕнчен вĕренсе тухнă, театрта ĕçленĕ. Анчах вăрçă ăна чăн-чăн воин туса хунă. Вăрçă пуçламăшĕнче рядовой пулнă, вăрçă вĕçĕнче – офицер. Вăрçă хыççăн вăл каллех хăй юратнă ĕçĕнче – К. В. Иванов ячĕпе хисепленекен чăвашсен музыкăпа драма театрĕнче ĕçлет. Вулăр афишăсене, унăн хушаматне яланах курма пултаратăр.

Вăрмантан, тĕмсем хушшинчен – ăçтан кирлĕ унтан, ушкăнпала е пĕчченшерĕн аллисене çĕкленĕ нимĕç салтакĕсемпе офицерĕсем тухаççĕ. Вĕсем хыççăн штатскисем–тĕрлĕ министерствăсемпе Берлинти учрежденисенчи пысăк чиновниксем... Вĕсем ункăран хăтăлса анăçалла тарма пикеннĕ, анчах кăлăхах. Халĕ вĕсем вĕçĕ-хĕррисĕр ушкăнпа, пирĕн автоматчиксем ертсе пынипе пуçĕсене усса, вăраххăн хĕвелтухăçнелле лăпăстатаççĕ.

Эпир каллех хĕвеланăçнелле, тăшман юлашки вăйпа хирĕçлекен еннелле, ыткăнса пыратпăр. Пысăках мар Ратенов хулине çитрĕмĕр. Унта пирĕннисем маларах çитнĕ. Эпир каллех малалла каятлăр. Кĕске тытăçу. Тăшман таçтан флангран перет. Унăн снарячĕсем машинăсем хушшинех пырса ÿкеççĕ, броня çийĕнчен осколкăсем сирпĕнеççĕ. Люк-сене лайăхрах хупатпăр та малалла ыткăнатпăр.

Гаращенко мана карттă çине кăтартать. Эльба, таврари йывăç тĕмĕсене пула кунтан курăнмасть пулин те, çывăхрах иккен. Пулеметсемпе минометсем таттисĕр персе тăраççĕ, апла пулсан, шыв çыранне тăшман лайăх çирĕплетнĕ. Пирĕн пехота çĕр çумне лăпчăнать, тупăсемпе минометсем, танксем тăшман оборонине утюглаççĕ.

Тăпрапа пĕрлех йывăç тĕмĕсем те çÿлелле вăркăнаççĕ. Триплекссем витĕр халь ĕнтĕ çаралса юлнă çĕр çинче тăшманăн дотсемпе дзочĕсем ывăç тупанĕ çинчи пекех курăнаççĕ. Пирĕн самоходкăсем пĕр шикленмесĕр çыран хĕрринех пырса тухаççĕ.

– Тăшмана куратăр-и? – ыйтать Гаращенко экипаж командирĕсенчен.

– Куратпăр!

Командир приказĕ тăрăх пеме пуçлатпăр. Пирĕн радист Иван Зызаров командира çапла пĕлтерет:

– Подполковник юлташ, 151-мĕшĕ хыпарлать (ку пирĕн самоходка номерĕ): нимĕçсем тараççĕ! Шыв урлă леш еннелле чавтараççĕ!

– Куратăп! Хамах куратăп! – хаваслăн кăшкăрать полк командирĕ.

– Огонь! Огонь!

Артиллери канонадине пула çĕр чĕтресе тăрать. Пирĕн салтаксем Эльба еннелле ыткăнаççĕ. Вĕсен ÿссех, çирĕпленсех пыракан ур-ра кĕрлевĕ çыран тăрăх енчен еннелле кайса сапаланать.

Тепĕр çыранта Совет Çарĕн наступленине пĕрремĕш хут куракан американецсем пире шиклĕн сăнаса тăраççĕ. Союзниксем васкасах сывлăша самолетсем çĕклеççĕ, хăйсен позицийĕсене пирĕннисем тытса илесрен хăранă пек, тĕрлĕ тĕслĕ сигналсем параççĕ.

Çакăнта ĕнтĕ, Эльба хĕрринче, Берлин капитуляци туни çинчен пĕлтĕмĕр.

Эпир, гвардеецсем, тĕрлĕ нацирен тухнăскерсем, тăшмана пĕр пек курайманлăхпа, Тăван çĕршыва хÿтĕлес шухăшпа пĕтĕçсе, тăванран та тăванла туслашса çитрĕмĕр. "Çынсем пĕрне-пĕри йывăрлăхра пĕлсе çитеççĕ", тенĕ. Çапăçусем вара – чи лайăх тĕрĕслÿ. Полк командирĕ Федор Гаращенко, пирĕн янташ Шиморин (Пăрачкав районĕнчи Мишуково салинчен), парторг Иван Кулик (Шестка хулинчен), чăваш каччи Иван Бочаров – пурте эпир ун чухне пĕрне-пĕри çĕнтерÿпе саламларăмăр, пĕр савăнăçпа савăнтăмăр.

* * *

Отечественнăй Аслă вăрçă пĕтнĕренпе çирĕм çул иртрĕ, анчах хамăрăн мухтавлă самоходкăсемпе вĕсене тытса пыракан паттăр гвардеецсем халĕ те асран каймаççĕ. Вĕсенчен нумайăшĕ, мирлĕ ĕçе тăрса, пĕтĕм вăйне Тăван çĕршыва коммунизм тăвассишĕн параççĕ.

Полкра пĕрле çапăçнă туссем çыру çырсах тăраççĕ. Тепĕр чухне фронтри туссемпе кĕтмен çĕртен тĕл пулатăн. Акă пĕр тĕслĕх.

...Çавал шывĕн сулахайри сарлака тÿремлĕхĕнче вуншар çÿллĕ чул çурт, завод корпусĕ, производство объекчĕ ÿссе ларчĕç. Ку вăл – çĕнĕ хула – çĕнĕ Шупашкар ÿсет. Кунти хĕрÿ ĕçе курсан, чун савăнать. Çакă мар-и-ха вăл коммунизм никĕсĕн куç умĕнчи çĕкленĕвĕ, пирĕн республикăн улăпла улшăнăвĕ? Пуçа каçăртса, хĕвеле пула куçа хĕссе, башньăллă крансемпе çÿллĕ çуртсем çине, унта пĕр шиксĕр ĕçлекен çынсем çине пăхатăн.

Инçетренех монтажниксене асăрхатăн. Вĕсенчен пĕри, питне маскăпа хупласа, куçа йăмăхтаракан хĕм сирпĕтет.

Прицепсем чăнкăртатни, пуртăсем таклаттарни, каменщицăсен çухрашуллă сассисем пĕр шава пĕрлешеççĕ, анчах пĕрне-пĕри кансĕрлемеççĕ, пачах урăхла – кунта пĕр çирĕп коллектив пулнине пĕлтереççĕ.

Юлташпа иксĕмĕр туса пĕтернĕ хатĕр çĕнĕ çуртсем умĕн иртсе пыратпăр. Цемент шăрши, сăр шăрши сăмсана кăтăклатъ. Акă, – тин купаласа пĕтернĕ çуртсем, аялтан çÿлелле йывăç пусмасем тăратнă. Иккĕмĕш хута хăпаратпăр. Кунта платниксем ĕçлеççĕ.

Фуфайка тăхăннă çÿллĕ çын васкамасăр та пĕр тикĕссĕн вăрăм планка савалать. Ман çине васкавлăн пăхса илчĕ те сасартăках тÿрленсе тăчĕ.

– Зызаров! – савăнса кăшкăрса ятăм эпĕ, фронтри туспа тĕл пулнишĕн чунтанах тĕлĕнсе.

Вăл та савăнчĕ.

– Так точно! – терĕ вăл, çарти пекех. Кула-кулах алăсене чăмăртатпăр. Хĕвелпе хуралнă сăнĕпе танлаштарсан, куçĕсем ялтăрса кăна тăраççĕ.

– Ав ăçта хăпарса кайнă эсĕ, Иван Федорович!

– Йĕрки çапла ĕнтĕ: ăçта стройка, эпир те унтах...

– Вăл пирĕн чи ватă рабочи, – калаçăва хутшăнать йăлттам каччă. Вăл та Зызаров ĕçлекен бригадăранах пулас.

Капла калани Иван Федоровича килĕшмерĕ иккен.

– Эпĕ-и-ха вăл ватти? Малтан эс мана ĕçре çитсе кур-ха! Каччă именчĕ.

– Эпĕ стаж пирки каларăм. Эсир стройкăна чи малтан килнисенчен.

– Кунпа килĕшес пулать вара.

– Эппин, нумайранпа ĕçлетĕр кунта? – ыйтрăмăр эпир Иван Федоровичран.

– Паллах ĕнтĕ! – çирĕплетрĕ Зызаров. – Малтан, чăнах та, Шупашкарти "Чувашремстройра", Михаил Степанов бригадинче ĕçлерĕм. Кунта строительсен малтанхи ушкăнĕпе 1960 çулхи сентябрьтех килтĕм. Çурт вырăнĕсене планлатчĕç кăна-ха. Унтан стройматериал тиенĕ машинăсем çитрĕç... Халĕ мĕскер... Чун савăнать! – вăл чÿрече шăтăкĕ витĕр пăхса илчĕ. –Масштабĕсем мĕнлерех! Вунă-вунпилĕк çурт мар, чăн-чăн хула туса лартатпăр. Мĕнлерех хула-ха! – Ырă мăнкăмăллăхпа пирĕн çине пăхса илчĕ вăл.

– Санăн бригадир пулнă Михаил Степанович Степановпа пĕррехинче сан çинчен те аса илтĕмĕр. Мухтать сана, унта чухнех разрядпа та ÿснĕ, терĕ... Час-часах асăнаççĕ сана унта.

– Ĕçленине кура асăнĕç те çав, – йăл кулса илчĕ Зызаров, паçăр тĕлсĕр сăмах хушнă каччă еннелле пăхса. Лешĕ каллех именчĕ те тек чĕнмерĕ. Зызаров çав-çавах хаваслăн кулкалать.

– Тÿрех калатăп: ĕçлетпĕр – пурнăçа юсатпăр! Пĕр вунă çул каярах Шупашкарта тĕл пулнине астăватăр-и? Çапла... – Тем тĕрĕсленĕн вăл хăй якатнă планкăна ывăç тупанĕпе сăтăрса илчĕ. – Йывăрччĕ ун чухне мана. Кил-йыш, пĕчĕккисем виççĕн. Хваттер çук, ĕç укçи сахал... Вăл планкăна верстак çине хучĕ, савине тасатрĕ, унтан пирус туртса кăларчĕ, анчах урайĕнчи сап-сарă çункав çине пăхса илчĕ те пусма еннелле пуç сĕлтрĕ.

– Тухар. Халĕ кану вăхăчĕ. Таса сывлăшра туртăпăр.

– Халĕ 120–150 тенкĕ таран ĕçлесе илетĕп, – терĕ Иван Федорович, пирус туртнă май. – Авă çавăнта, нумай хутлă çуртра пурăнатпăр, пит лайăх уйрăм хваттер пачĕç.

Фронт вăхăтне, полкри юлташсене аса илтĕмĕр. Аса илмелли те сахалах мар. Иксĕмĕр те гварди самоходнăй полкĕнче пулнă, Варшавăна ирĕке кăларнă, Померанинчи, Одер çинчи нумай-нумай çапăçусенче пулнă, Берлина çавăрса илсе унти тăшман çарĕсене тĕп тунă çĕре те хутшăннă. Вăрçа Эльба хĕрринче вĕçленĕ. Эпĕ полк командирĕн политика енĕпе ĕçлекен заместителĕччĕ, Зызаров сержант самоходка экипажĕнчеччĕ.

Тимлесех пăхатăп эпĕ ун çине. Улшăнман пек те... Çук çав, улшăннă. 1945 çулхи февраль уйăхĕн юлашки кунĕсем аса килчĕç. ...Темиçе талăк ĕнтĕ, çĕрне-кунне пăхмасăр, Шнейдемюль хулинче çавăрса илнĕ тăшман çарĕсене хирĕç çапăçатпăр. Çак хулана фашистсем Одер хĕрринчи чи пысăк оборона пункчĕ туса хунă. Çапăçусем пуçланиччен темиçе кун маларах унта Гитлер эшкерĕн пуçлăхĕсенчен пĕри Гиммлер вĕçсе пынă. Çак хулана Совет çарне памастпăр, тесе офицерсемпе салтаксене вăл тупа туса алă пустарнă. Фашистсем урса кайсах хирĕç тăчĕç. Анчах пирĕн çарăн талпăну хăватне нимĕн те тытса чараймастчĕ.

Ир-ирех, тул çутăлас умĕн, стрелковăй подразделенисемпе пĕрле эпир те, самоходчиксем, хула хĕррине тапăнса кĕтĕмĕр. Акă, пĕр самоходки, траншейăсемпе бомба варинккисем урлă тайкаланса каçса, тăшманăн малти линийĕ патне çывхарать. Çывăхри пĕр хутлă çурт айĕнчен урса кайсах пулеметран переççĕ. Икĕ енче те, вăйланнăçемĕн вăй-ланса, артиллери кĕрлет. Пехотăн ирĕксĕрех çĕр çумне лăпчăнма тиврĕ. Самоходка командирĕ Семенихин лейтенант тăшманăн вут йăвине çывăхран персе салатма шут тытрĕ. Самоходка малалла ыткăнчĕ – кĕç-вĕçех тăшмана ăшалама тытăнчĕ. Йывăр машина сасартăк чĕтренсе илчĕ. Самоходка ăшĕнче йÿçĕ тĕтĕм явăнать. Экипаж командирĕ ахлатса илчĕ те аран тухакан сассипе команда пачĕ: "Огонь!" Çакă вăл унăн юлашки сăмахĕ пулчĕ. Тупă командирĕ, вăлах наводчик, – унпа юнашар. Самоходкăн хулăн бронине, шăпах экипаж командирĕ ларнă тĕлтен, фаустпатрон шăтарса кĕнĕ.

Машина патне нимĕç траншея тăрах шăвăнса пынă пулнă иккен. Авăрлакан Зызаров сержантпа снарядсем паракан Иванов тупă кĕпçин тепĕр енче пулнă. Вĕсен çăмăл контузи кăна.

Экипажа Зызаров ертсе пычĕ. Триплекс витĕр пăхрĕ те вăл: çурт айĕнчен вутлă тăхлан пĕрĕхнине – пулемет пенине курчĕ. Самоходка туппине йывăр снарядпа авăрланă ĕнтĕ. Зызаров тĕллерĕ те персе ячĕ. Кĕрĕслетни пĕтĕм таврана хупларĕ. Тата тепĕр снаряд, тата тепре... Вунă снаряд ытла шаплаттарчĕ вăл тăшманăн амбразурине. Çурта хура тĕтĕм хупласа илчĕ. Вăл тайăлса кайрĕ те турпас купи пекех саланса анчĕ.

Пулемет тек пемест. Пирĕн пехота малалла васкарĕ. Самоходчиксем вĕсене çул уçса пачĕç. Çак паттăрла ĕçшĕн Иван Федорович Зызаровпа экипажри ытти воинсене орденсем парса наградăларĕç.

Зызаров сержантшăн ку çапăçу пĕрремĕш пулман, вăрçă паттăрĕсен çулĕ вăрăм. Вăрçă пуçламăшĕнче вăл Ленинград çывăхĕнче пехотăра çапăçнă. Аманнă. Госпитальтен сывалса тухнă хыççăн "Т-34" танк экипажĕнче пулнă.

1943 çулхи çапăçусенчен пĕринче çунакан танкран сиксе тухнă. Каллех аманнă, çуннă. Каллех госпиталь, каллех фронт.

– Манăн пурнăçри чи паллă кун вăл, – каласа парать Иван Федорович, –1942 çулта çапăçăва каяс умĕн Коммунистсен партине кĕни. Тем тĕрĕслес шутпа-ши: "Мĕн тума партие кĕретĕн?"– тесе ыйтрĕ те манран рота политрукĕ, эпĕ: "Çапăçура вилес пулсан та, коммунист пулса вилем терĕм ăна хирĕç. "Партие кĕрес тĕллеве эсĕ тĕрĕс ăнланатăн", – терĕ мана политрук.

Зызаров сержант пирĕн полкра хăюллă та паттăр воин шутланатчĕ, тин пынă çамрăк боецсем яланах унран тĕслĕх илме, унран вĕренме тăрăшатчĕç.

Халĕ те, мирлĕ вăхăтра, çĕнĕ стройкăн чи кирлĕ участокĕнче Зызаров хăйĕн чăн-чăн коммунистла ĕçĕпе чи паха тĕслĕх кăтартать.

Трофимов, П. Юлашки залпсем : [калав] / Прохор Трофимов // Вăрçăра : калавсемпе сăвăсем. – Шупашкар, 1968. – С. 567-581.