Писатели Чувашии в Великой Отечественной войне

 

Чувашская литература периода Великой Отечественной войны Погибшие на фронтах Великой Отечественной войны Они вернулись с поля боя
Тукташ (Семенов) Илья Семенович
Илле Тукташ

Шурă кăвакарчăн

Андрей Петтоккие асăнса

— Шурă-шурă кăвакарчăн,
Ма вĕçетĕн пĕр-пĕччен?
Мĕн шыратăн ирĕн-каçăн
Кăвак пĕлĕт тÿпинче?

— Ах, вĕçетĕп эп, йĕретĕп,
Вут çунать ман ăшăмра:
Хурчăка тытса аркатрĕ
Манăн савнă мăшăра.

— Шурă-шурă, шур аппаçăм,
Ма салхуллă эс ларан?
Куçунтан мерчен куççулĕ
Ирĕн-каçăн юхтаран?

— Ах, ларатăп эп, йĕретĕп,
Вут çунать ман ăшăмра:
Юнлă вăрçăра вĕлерчĕç
Манăн савнă мăшăра...

— Çук, ан лар-ха, шур аппаçăм,
Ан юхтар çут куççульне.
Çилçунат ут йĕнерле те
Тухса вĕç тăшман çине.

Нимĕн шиксĕр, çĕнтерÿллĕн
Тавăр эс ют эшкерне.
Пуçне хунă мăшăрушăн
Çакă пулĕ ыр парне.

Тукташ, И. Шурă кăвакарчăн : [сăвă] / Илле Тукташ // Паттăрлăх кунĕсем. – Шупашкар, 1995. – С. 30.