Писатели Чувашии в Великой Отечественной войне

 

Чувашская литература периода Великой Отечественной войны Погибшие на фронтах Великой Отечественной войны Они вернулись с поля боя
Харлампьев Герасим Дмитриевич
Герасим Харлампьев

Мĕнпур вăйпа

Потаповка ялĕн шкулĕ кÿлĕ хĕрринче, ытти çуртсенчен уйрăм ларать. Икĕ кун каярах яла нимĕç çарĕсем килсе кĕчĕç, шкултан комендатура турĕç, алăк умне çакăн пек пĕлтерÿ кăларса çакрĕç:

"Юлашки хут астутаратпăр. Тата икĕ кун хушшинче те "Р" партизана тытса памасан, ялти мĕнпур халăха Германие хăваласа каятпăр, çурт-йĕрсене пĕтĕмпех çунтарса яратпăр".

Шăп виççĕмĕш кунне ирпе ирех ял тăрăх хаяррăн кăшкăрса çÿрекен нимĕç салтакĕсен сассисем тискеррĕн илтĕнсе кайрĕç. Вĕсем килтен-киле çÿресе ялти мĕнпур çынсене пуçтарма тытăнчĕç. Анчах мĕн чухлĕ кăшкăрса çÿресен те вунă-вунпилĕк ватă çынсăр пуçне урăх никама та тупаймарĕç. Ĕнер кăна ялта пулнă çынсем пĕр каç хушшинче çĕр çăтнă пек таçта кайса çухалнă. Çакă нимĕçсене тата ытларах уртарчĕ. Мĕншĕн тесен ку вăл нимĕçсемшĕн çав тери тĕлĕнмелле, кĕтмен çĕртен килсе тухнă ĕç пулса тăчĕ.

Чăнах та, каçĕ ытти каçсем пек мар, уйрăмах пăч тĕттĕм те лăпкă иртрĕ. Ял нихăçанхинчен те тарăн та ăшă ыйхăра çывăрнă евĕр, ку каç таврара пĕр сас-чĕв те илтĕнмерĕ, унта-кунта кăна хутран-ситрен йытăсем вĕрнине илтме пулчĕ.

Анчах ку ултавлă шăплăх, ытарлă каç пулчĕ-мĕн. Нимĕçсемшĕн кăна ял канлĕ те тарăн ыйха путнăн туйăннă. Чăннипе ялти çынсем çĕр каçа чăлăм куç хупмарĕç, ку каç ял-йышшăн нихçанхинчен те канăçсăр пулчĕ.

Кашни каçсерен нимĕçсенчен хăранипе тĕттĕм пулса çитичченех шăпланакан ачасем те ку каçхине хăйсен вырăнĕсем çине чăмса пуç çийĕн витĕнсе выртмарĕç, пурте тĕттĕм пуласса кĕтрĕç. Тĕттĕм пулса çитсенех, партизансем каланă васкавлă çĕнĕ хыпара ялти нимĕçсене систермесĕр килрен-киле хăвăрт пĕлтерсе çÿрерĕç.

Вăрçă пуçланиччен пиллĕкмĕш класра вĕренекен Димăпа Петруç та хăйсене хушнă килсене çитсе пĕлтерчĕç, вара хăвăрт анкартинелле тухса йăпшăнчĕç. Димăсен пахчи хыçĕнчи лапамра çын çÿлĕш ÿсекен хурлăхан тĕмĕсем патне çитсен, вĕсем çывăхри картан пĕр каштине урлă илсе хучĕç те çавăнтах хурлăхан тĕмĕсен чăтлăхне кĕрсе çухалчĕç.

Вăхăт нумаях та иртмерĕ, тĕмсем патне çывăхри вăрман енчен тепĕр мĕлке çывхарса пычĕ. Карта умне çитсен, Димăпа Петруç урлă хурса хăварнă каштана тытса тепĕр хут карта çине хучĕ, хăй çавăнтах хурлăхан тĕмĕсем хушшине кĕрсе кайрĕ.

– Ну, мĕнле? – шăппăн ыйтрĕ вăл Димăпа Петруç патне пыр-сан.– Пурне те пĕлтертĕр-и?

– Пурне те пĕлтертĕмĕр, – хирĕç хушрĕç Димăпа Петруç та çавăн пекех шăппăн.

– Хатĕрленеççĕ-и?

–Хатĕрленеççĕ. Мĕн пулсан та кĕçĕрех тухса кайма тăрăшатпăр, теççĕ.

– Нимĕçсем сисмерĕç-и?

– Çук, сисмерĕç.

– Питĕ аван. Маттур ачасем, пултаратăр. Халь ĕнтĕ сире тата тепĕр ĕç те хушма пулать. Анчах ку ĕçе вара сирĕн иккĕнех тума тивет. Ун çинчен ытти ачасене пĕлтерме те кирлĕ мар, – терĕ хайхи çынĕ.

– Мĕнле ĕç? – хавхаланса ÿкрĕç Димăпа Петруç.

–Халех, каласа паратăп, – терĕ лешĕ. Унтан хăйĕн кĕсйисенчен икĕ граната кăларса Димăпа Петруçа тыттарчĕ те вăл гранатăсене мĕнле авăрласа пемеллине тата мĕнле ĕç тумаллине ăнлантарса пама пуçларĕ. Димăпа Петруç лешĕ каланине пĕр сăмах ирттермесĕр тăнласа ларчĕç.

– Ну, ăнлантăр-и? – ыйтрĕ лешĕ юлашкинчен.

– Ăнлантăмăр, – терĕç Димăпа Петруç пĕр харăс.– Хамăр ял витĕр нимĕçсен мĕнле çарĕсем иртсе кайнине сăнаса тăмалла, мĕн курни çинчен сире пырса пĕлтермелле. Гранатăсемпе хамăршăн хăрушлăх килсе тухсан çех усă курмалла...

– Юрать. Апла пулсан эсĕ, Дима, халех киле чуптар. Аслаçупа асаннÿне аçу манпа пĕрлех пыма хушрĕ. Вĕсем тухса кайма хатĕр пулсан, тепĕр çур сехетрен кунта килччĕр. Эпĕ кăшт, йăпăртлăха кăна киле кĕрсе тухатăп, – терĕ леш çынĕ.

Вĕсем çавăнтах карта çумĕсемпе хăйсен килĕсем еннелле кайса çухалчĕç. Ку çынĕ "Р" юлташ – Дима ашшĕ ертсе пыракан партизансен отрядĕнчен килнĕскер – Петруç ашшĕ пулчĕ.

Тепĕр çур сехетрен Петруç, унăн ашшĕпе амăшĕ тата Димăпа асламăшĕ, çыхăсемпе япаласем йăтса, хурлăхан тĕмĕсем патне пуçтарăнчĕç.

– Аслаçу килмест-им тата? – ыйтрĕ Петруç ашшĕ Димăран.

–Çук, килмест. "Тăван кил-çуртран ниçта та тухса каймастăп", тет. "Мана, ватăскере, нимĕçсем Германие хăваласа каяс çук, вĕлер-сен – вĕлерĕç, çуралса ÿснĕ кил-çуртрах чунăм тухтăр", тет. Ун пек-кисем пĕр пирĕн асатте кăна мар, ялта тата пĕр вунă-вунпилĕк çын пур.

– Германие ун пек ваттисене, тен, хăваласа каймĕç те, анчах вĕлерес çуккине шанма хĕн, – терĕ Петруç ашшĕ.

– Çуралса ÿснĕ кил-çуртран никамăн та тухса каяс килмест çав. Эпĕ хам та акă сирĕнпе пыма тухрăм, анчах хамăн чĕре çурăлса каяс пек ыратать, – çав тĕри хурланса калаçрĕ Дима асламăшĕ.

– "Партизансене тытса памасан яла çунтарса яратпăр", – теççĕ. Чăнах та çунтарсах ярĕç-ши вĕсем пирĕн яла? – хутшăнчĕ калаçăва Петруç амăшĕ те.

– Çунтарса яма парас марччĕ. Унччен хăйсене çапса аркатасчĕ, – терĕ Петруç ашшĕ. Унтан, каçхи тĕттĕм витĕр мĕлке пек кăна курăнакан ял çине пăхса илчĕ те Петруçа ыталаса:

– Ну, сывă пул, ывăлăм. Сывă пул, Дима, эсĕ те. Йывăр ĕç ху-шатпăр сире, пысăк ĕç. Çапах та эсир ăна пурнăçлама пултарасса шанатпăр, – терĕ.

– Мĕнпур вăя хуратпăр. Мĕн пулсан та, пурнăçлама тăрăшат-пăр, – терĕç Димăпа Петруç.

Ку юлашки калаçу пулчĕ. Петруç ашшĕпе амăшĕ, Дима асламăшĕ, виççĕн виçĕ мĕлке курăнса, часах вăрман еннелле кайса çухалчĕç.

Димăпа Петруç киле урăх таврăнмарĕç. Вăрман еннелле утакан виçĕ мĕлке курăнми пулсанах, вĕсем тепĕр хут хурлăхан тĕмĕсем хушшине кĕрсе вырнаçрĕç. Малтанах вĕсене каçхи тĕттĕмре темле хăрушă пек те туйăнчĕ пулмалла, вĕсем чылай вăхăт пĕрне-пĕри сăмах чĕнмесĕр шăпланса, унăн-кунăн пăхкаласа ларчĕç.

Йĕри-тавра нимĕнле сас-чÿ те илтĕнмерĕ. Комендатура умĕнче постран улшăнакан нимĕç салтакĕсем хăйсен чĕлхипе йытă вĕрнĕ пек хавхавлатса илни кăна çĕрлехи шăплăхра Димăпа Петруç чĕрисене тискеррĕн пырса тиврĕ. Çапах та вĕсем хăйсене хушнă ĕçе епле пурнăçласси çинчен пăшăлтатса калаçма тытăнсан, хăйсен шикленчĕклĕ шухăшĕсене часах сирсе ячĕç.

Çурçĕр иртсе автансем иккĕмĕш хут авăтнă тĕле ялти хĕрарăм-семпе ача-пăчасем пĕр сас тумасăр вăрманалла тухса пĕтрĕç.

Димăпа Петруç çĕр каçипе куç хупмарĕç. Вăхăтăн-вăхăтăн вĕсене ыйхă пусса килкелерĕ пулин те, хăйсене хушнă ĕçре çывăрма çуккине асра тытни темле ыйхă пуснине те çĕнтерсе пычĕ. Тул çутăлчĕ. Акă вĕсем халĕ те тĕмсем хушшипе чăл-чăл пăхса хăйсенчен инçех те мар кÿлĕ умĕнчи çурт – нимĕçсен комендатури еннелле сăнаса лараççĕ.

Яла юлнă мĕнпур ватăсене комендатура умне хăваласа килсен, вăрăм мăйлă тăрнаккай фашист ефрейторĕ хăйсен чĕлхипе темĕн кранклатса илчĕ те комендатурăна кĕрсе кайрĕ. Унччен те пулмарĕ, шалтан унпа пĕрле хĕрлĕ çÿçлĕ хыткан офицер тухрĕ.

– Ну?! – кăшкăрса ячĕ вăл хаяррăн, виçĕмкун кăларса çакнă пĕлтерÿ çине кăтартса.– Ăçта партизан?

Ял çыннисем офицера хирĕç пĕр сăмах та чĕнмерĕç. Ку вара хĕрлĕ çÿçлĕ офицера килĕшмерĕ пулмалла, вăл, аллисене мăнкăмăллăн хыçалалла тытса, урисене такан евĕр чармакласа, пĕр самант хăй те сăмах чĕнмесĕр çынсем çине хаярланса куç айĕн пăхса тăчĕ. Унтан хыттăн кăшкăрса калаçма тытăнчĕ.

– Ну?! – терĕ вăл тепĕр хут шăл витĕр.– Мĕншĕн нимĕн те чĕн-местĕр? Чĕлхĕрсем татăлса ÿкрĕç-им?

Малтарах тăракан Микола мучи – Димăн аслашшĕ, хăйпе юна-шар тăракан çынсем çине пăхса илчĕ те, пĕр ури çинчен тепĕр ури çине тайăлса, ерипен калаçма тытăнчĕ.

– Мĕнле калас, – терĕ вăл хуçкаланса, – пирĕн сирĕнпе калаç-маллиех те çук та, çавăнпа çынсем нимĕн те чĕнмеççĕ пуль.

Офицер пĕрре шуралса, тепре хĕремесленсе кайрĕ.

– О-о-о! – терĕ вал вăрăммăн тăсса.– Апла иккен. Эсир пирĕнпе калаçасшăн та мар. Ăнланатăп, ăнланатăп. Акă мĕншĕн кĕçĕр ялти çынсем тарса пĕтнĕ. Ăçта кайрĕç-ха вĕсем, партизана-и?

– Кам пĕлет, – терĕ каллех Микола мучи.– Таçта кайрĕç вĕсем. Кирек ăçта кайсан та, хăйсен ирĕк. Камăн мĕн ĕç пур. Эпир акă ялтах юлтăмăр.

Ку сăмахсене Микола мучи ытарлăрах каланине нимĕç офицерĕ хăй вырăс чĕлхине питех пĕлмест пулин те ăнланчĕ курнать.

– Ну, ну...– терĕ вăл шăлĕсене кăчăртаттарса. – Ирĕке вĕреннĕ халăх. Апла сире пирĕн йĕркесем килĕшмеççĕ? Юрать, юрать!.. Аха!.. Вăт мĕнле иккен...

Микола мучи тата тем каласшăнччĕ, анчах нимĕç офицерĕ тарăхнипе хĕремесленсе кайнине асăрхасан, урăх вĕчĕхтерес мар терĕ пулмалла, нимĕн те шарламарĕ.

Хĕрлĕ çÿçлĕ офицер çынсем çине тепре тискеррĕн пăхса илчĕ те:

– Юрать, – терĕ хаяррăн, – шухăшлама вунă минут вăхăт паратăп. Вунă минутран партизансем ăçтине каламасан, хăвăр ялпа сывлуллашма пултаратăр.– Унтан варт! çаврăнчĕ те комендатурăна кĕрсе кайрĕ.

Офицер мĕн каланине Димăпа Петруç уççăнах илтрĕç.

– Вунă минут вăхăт пачĕ. Партизансем ăçтине каламасан, мĕн тăваççĕ-ши? Германие хăваласа каяççĕ-ши ку ват çынсене е персе вĕлереççĕ-ши?..– шикленсе калаçрĕ Петруç.

– Ниушлĕ персе вĕлерĕç? Пĕтрĕ вара ман асатте. Мĕн тăвас-ши? Аттене кайса пĕлтерес, халь тин ĕлкĕреес çук.

– "Ялпа сывпуллашма пултаратăр", терĕ вăл офицер. Тен, яла çунтарса яма шутлаççĕ, – тавçăрса илем пек пулчĕ Петруç.

Димăна та, Петруçа та çак самантрах тата тепĕр хăрушă шухăш пырса кĕчĕ.

– Ку ватă çынсем фашистсем яла çунтарса ярассинчен е хăйсене вĕлерессинчен хăраса партизансем ăçтине каласан?.. Мĕн пулса тухать-ши вара?

"Пирĕн отряд тепĕр пĕчĕк отрядпа пĕрлешсе пĕр пысăк боевой операци туса ирттерме хатĕрленет. Май пулсан, паянах хамăр ялти нимĕçсен комендатурине килсе аркататпăр", терĕ каçхине Петруç ашшĕ.

– Тепĕр отрячĕпе пĕрлешме ĕлкĕриччен вĕсем ăçтине нимĕçсем пĕлсен?.. Нимĕçсем партизансене хăйсене çĕнтерме пултараççĕ. Аттесем хăйсем пĕтеççĕ вара...

Вунă минут иртрĕ-и, иртмерĕ-и, шкул картинче нимĕçсем темĕн хыттăнах шавласа калаçма пуçларĕç. Урама каллех паçăрхи хĕрлĕ çÿçлĕ офицер, ун хыççăн пĕр ушкăн салтак тухрĕç. Салтакĕсем кашни патак тытнă, патакĕсем вĕçке пир татки чĕркенĕ, мазут сĕрнĕ.

– Юлашки хут ыйтатăп: ăçта партизансем?!.– çухăрашса кăш-кăрчĕ офицер.

Ватă çынсем хальхинче, чăнах та чĕлхисем çĕнтĕ пек, нихăшĕ те пĕр сăмах чĕнмерĕç. Пĕрне-пĕри куçран пăхса илчĕç те пĕр çĕре пĕтĕçсерех тăчĕç кăна.

– Çунтарăр! – хушрĕ офицер салтаксене хăйсен чĕлхипе. Салтаксем мазутлă пир татки чĕркенĕ патаксене зажигалкăсемпе вут чĕртрĕç те ял урамĕ тăрăх пĕрисем пĕр еннелле, теприсем тепĕр еннелле чупрĕç. Часах ял çинче темиçе тĕлтен çăра та сарă тĕтĕм мăкăрланса тухрĕ. Нимĕçсем яла вут тĕртрĕç.

– Ну, мĕнле, аван çунать-и сирĕн ял?– мăшкăлласа ыйтрĕ хĕрлĕ çÿçлĕ фашист офицерĕ ватă çынсенчен. Хăй çавăнтах урса кайнă евĕр лахлатса кулма тытăнчĕ.

– Çынçиенсем! – терĕ Микола мучи çав тери юнăхса.

Ватă çынсенчен хăшĕ-пĕри хăйсен килĕсене каясшăн пулчĕç, анчах çук, май килмерĕ, вĕсене хупăрласа тăракан салтаксем автомачĕсемпе пĕррех хăмсарчĕç, Нимĕн те тума çук, хăйсен кил-çурчĕсем çуннине çакăнтах чуна хытарса пăхса тăма тиврĕ вĕсене.

– Эх, çынçиенсем!– хыттăнах кăшкăрса ячĕ Дима та чĕри ыратнине чăтаймасăр.– Вут тĕртрĕç. Ялта пĕр çын та çук. Нимĕн те юлмасть ĕнтĕ, пĕтĕмпех çунса каять.

– Киле чупас мар-ши? Тен, хăшпĕр япаласене кăларма ĕлкĕрĕ-пĕр, – хыпкаланчĕ Петруç.

– Киле?..– шухăша кайрĕ Дима. Хăй çавăнтах кĕç-вĕç тухса чупас пекех унăн-кунăн пăхса илчĕ. Анчах хăйсенчен инçех те мар шкул патĕнчи нимĕçсене асăрхасан, тепĕр хут тĕмсем хушшине лăпчăнчĕ.

– Çук, – терĕ вăл Петруçа, – юрамасть. Пĕр те пĕр нимĕçсем асăрхасан, çавăнтах персе вĕлереççĕ.

Çак вăхăтра ял çине тата темиçе тĕлтен çăра тĕтĕм палкаса тухрĕ. Малтан тĕртнĕ çурчĕсем çатăртатсах çунаççĕ. Кĕтмен çĕртен таçтан çил сиксе тухрĕ. Халĕ ĕнтĕ вут тĕртсе çÿремесĕрех çуртран-çурта çулăм çавăрса илме тытăнчĕ.

Акă Димăсенчен пĕр пÿрт урлă çеç ларакан пысăк çурт çунма пуçларĕ. Унччен те пулмарĕ, вăл çуртпа юнашар улăм витнĕ тепĕр пÿрте шăрпăкпа чĕртсе çутнă пек партлатса вут хыпса илчĕ. Ку пÿртпе Димăсен хушшинчи çĕмĕртпе хурăн çулçисем вĕтеленсе çунма тытăнчĕç. Часах вĕсен çулçисем хĕлхемленсе вĕçсе кайнипе çара тураттисем кăна тăрса юлчĕç.

Дима ку çĕмĕрт кашни çуркунне епле илемлĕ çурăлса тутлă шăршă кăларса ларнине аса илчĕ. Ку çĕмĕртпе юнашар ÿсекен шурă хурăн çине Дима кашни çуркунне лайăхрах та лайăхрах шăнкăрч вĕлли туса лартатчĕ. Вара вăл вĕллене шăнкăрчсем вырнаçса хăйсен çав тери çепĕç юррисемпе Дима чĕрине савăнтаратчĕç. Акă халĕ ку шăнкăрч вĕллине те вут хыпса илчĕ. Шăнкăрч вĕлли те çулăмпа ялкăшса çуннине курсан, Димăна вăл пысăк çурт çуннă пекех туйăнчĕ пулмалла, унăн чĕри тата ытларах ыратса кайрĕ.

Епле чĕре ан ыраттăр-ха? Тек ку хурăн çине нихăçан та шăнкăрчсем вĕçсе килес çук, тек ку çĕмĕрт нихăçан та шап-шурă çурăлса чечекленсе ларас çук. Пĕтрĕ, пĕтĕмпех çунса кайрĕ.

Яла вут тĕртсе çÿренĕ салтаксем каллех комендатурăна пухăнма пуçларĕç. Вĕсем вут тĕртнĕ çех мар, çав вăхăтрах вăрă-хурахла ĕç тума та манман иккен. Хăшĕ тĕрлĕрен япала çĕкленĕ, теприсем чăх-чĕп. Пĕри тата сысна çурине пилĕкĕнчен пăявпа мăйкăчланă та инçетренех сĕтĕрсе çухăртса килет.

Пушар вăйланнăçем вăйланса пырать. Часах пĕтĕм ял çинче çулăм ялкăшма пуçларĕ. Инкеке тенĕ пек, ку вăхăтра çил те хăватлăн вĕрме тытăнчĕ. Çил çавăрттарса вĕрнипе çулăм кÿршĕсен çунакан пÿртĕнчен Димăсен çатан картине пырса тиврĕ. Акă халь çатан та ялкăшсах çунать. Çатанран сарая вут хыпса илчĕ. Кĕçех пÿрт те çунма пуçлать. Димăсемпе юнашар тепĕр енче Петруçсен кил-çурчĕ. Пĕтеççĕ, çунса каяççĕ вĕсем те.

Чун-чĕрисем ыратнипе хыпкаланса, аран çеç чăтса тăраççĕ Димăпа Петруç.

– Мĕн тăвас?..

– Мĕн тăвас?!..

Шăпах çак самантра Димăсен килхушшинче темĕнле йывăррăн нăйкăшнă сасă илтĕнсе кайрĕ. Димăпа Петруçа пушшех те хăрушă туйăм пырса çапрĕ.

– Мĕн ку?

– Кам ку?..

– Сирĕн Хураçка! – Димăсен килхушшинче тем пулнă пекех нăйкăшса чупса çÿрекен хура йытта курчĕ Петруç.

– Хураçка?!– курчĕ Дима та. – Мишка ăçта-ши?

Мишка уйăх каярах çуралнă, Хураçка пекех йăм хура çури. Вĕсем валли Дима пусма айне ятарласа йăва туса панăччĕ. Чăнах та, ăçта-ши вăл?

Хураçка пусма айне кĕчĕ те нумай та тăмарĕ, каллех тухрĕ. Ун-кун пăхрĕ, пÿрт алăкне пырса чакăртаттарчĕ, килкартине чупса кайрĕ, унтан таврăнчĕ те урамалла ыткăнчĕ.

– Кама шырать-ши ку Хураçка? Мана-ши, е асаттене, е çурине çухатнă-ши? – нимĕн те тавçăрса илеймест Дима.

Урама тухсан Хураçка нăйкăшса такама шыранине Микола мучи те асăрхарĕ.

– Хураçка! – кăшкăрчĕ вăл чун хавалĕпе ăнсăртла.

Хураçка тем хушăра Микола мучи патне вăркăнса пычĕ те çаплах хурлăхлăн нăйкăшса Микола мучи кăкăрĕ çине урисемпе темиçе хут уртăнчĕ. "Атя хăвăртрах! Çунатпăр!" тенĕ пекех туйăнчĕ ку Микола мучие.

– Киле чуп хăвăртрах. Çуруна çăлса хăвар, – терĕ Микола мучи Хураçкана ачашласа.

Хураçка, Микола мучие ăнланнă пек, тем хушăра киле таврăнчĕ те çурине урама çĕклесе тухрĕ. Анчах, пĕр уйăх ÿснĕ çура самаях йывăр ĕнтĕ, Хураçка ăна инçете çĕклесе каяймарĕ. Мишка Хураçка çăварĕнчен вĕçерĕнчĕ те каллех килхушшине, хăйсен йăвине тарса кĕчĕ.

Хураçка пушартан хăранипе мĕнле нăйкăшса çÿрени, çурине çăлма мĕнле тăрăшни фашистсемшĕн камит курнă пекех туйăнчĕ пулас, вĕсем кулса-ахăрашса пĕри те тепри Димăсен пÿрчĕ умне чупса пычĕç.

Хураçка хăйĕн çурине каллех урама çĕклесе тухрĕ. Мишка татах вĕçерĕнчĕ, каллех килхушшине тарса кĕме тăчĕ. Анчах çук, хальхинче йăви патне çитеймерĕ вăл, ăна вăрăм мăйлă фашист ефрейторе хăваласа çитрĕ. Çитрĕ те, урса кайнă евĕр ахăрашса, йывăр аттипе тапса ывăтрĕ, Хураçка çури çунса шĕл кăвар пулнă çатан çине пырса ÿкрĕ. Ку самантра тата мĕн пулса иртнине фашистсем курса юлма та ĕлкĕреймерĕç. Хураçка мĕнпур хаярлăхĕпе тулашса вăрăм мăйлă ефрейтор çине пĕррех сиксе ÿкрĕ те, лешĕ тем хушăра çĕре тăрăнса анчĕ, Хураçка вара ăна темиçе хут кăкринчен, хулĕнчен çыртса тумтирне ÿчĕ-мĕнĕпе çурса, татса илчĕ. Унтан (куншăн ăна фашистсем персе вĕлерме пултарассине ăнланнă пек) вут тивме ĕлкĕреймен Петруçсен çатан карти урлă яшт! сикрĕ те лапамри хурлăхан тĕмĕсем хушшине кайса çухалчĕ.

– Хураçка! Хураçка! – шăппăн чĕнсе илчĕç ăна Димăпа Петруç.

Матур, матур эс, Хураçка, – ачашларĕ хăйĕн тусне Дима. Хураçка туласа туртса çурнă фашист-ефрейтор аран çеç тăчĕ те суранĕсене тытса комендатурăна кĕчĕ. Унччен те пулмарĕ, комендатурăран хĕрлĕ çÿçлĕ фашист-офицер тулхăрса тухрĕ.

– Калăр, кам йытти вăл? – хаяррăн çухăрашса ыйтрĕ çаплах кунта тăракан ватă çынсенчен.

– Пирĕн йытă, – терĕ нимĕн иккĕленсе тăмасăр Микола мучи. – Вара мĕн?

– Сирĕн?

– Пирĕн, – тепĕр хут çирĕплетсе каларĕ Микола мучи.

– Аллисене çыхăр! – хушрĕ салтакĕсене офицер.

Лешĕсем çавăнтах Микола мучи аллисене хыçалалла çыхрĕç. Офицер атă кунчи ăшĕнчен чĕн саламат туртса кăларчĕ те Микола мучине пĕр тăтăш темиçе хут туртса çапрĕ. Микола мучи, хăйĕн ÿт-пĕвĕ епле хытă ыратрĕ пулин те, пĕр сасă та кăлармарĕ, шăлне çыртса чăтса тăчĕ.

– Ну?! – мăшкăлласа кулнă евĕр куç айĕн пăхса ыйтрĕ офицер каллех Микола мучирен. – Тен, халĕ калатăн эсĕ "Р" партизан тĕлне? Хăшпĕр сведенисем тăрăх эпир пĕлетпĕр, вăл санăн ывăлу иккен!

– Тĕрĕс, манăн ывăл, – терĕ татăклăн Микола мучи паçăрхи пекех пĕр тытăнса тăмасăр.

– Апла иккен. Эсĕ хăв та тунмастăн ăна.

– Тунмастăп, мухтанса калатăп! – терĕ Микола мучи мăнаçлăн.

– Акă мĕнле ывăлсем ÿстернĕ эс! Пĕри хĕрлĕ çарта пире хирĕç кĕрешет, тепри кунта, партизанра...

– Чăн, пĕрре те йăнăшмастăр эсир. Çавăн пек ывăлсем ÿстернĕ эпĕ. Ывăлсем çеç мар, манăн ывăлсен ывăлĕсем те, пĕтĕм çемье, пĕтĕм ял-йыш сире хирĕç кĕрешет. Пĕтĕм ял-йыш, пĕтĕм халăх кăна та мар, пирĕн йытăсем те сире хирĕçех кĕрешеççĕ. Пурне те эпир сире хирĕç, тăшмана хирĕç тăма вĕрентнĕ!..

Микола мучи хăйĕн сăмахне каласа пĕтереймерĕ, ăна нимĕç офицерĕ кăшкăрса пÿлчĕ. Вăл Микола мучие тата темиçе хут чĕн саламачĕпе туртса çапрĕ те малалла тĕртсе ячĕ.

– Илсе кайăр! – хушрĕ вал салтакĕсене уйра ларакан ватă юман енне кăтартса. – Халех çакса вĕлеретпĕр.

Салтаксем Микола мучие автомачĕсемпе тĕрте-тĕрте юман патне уттарчĕç. Офицер-фашист хĕненĕ хыççăн утма йывăр пулин те, Микола мучи пĕрре такăнмасăр, пĕр сăмах чĕнмесĕр пырать.

Акă вĕсем Микола мучисен анкартийĕ çумĕпе уя тухса пыраççĕ. Кунтан Димăпа Петруç ларакан хурлăхан тĕмĕсем инçе те мар.

Уя тухсан, Микола мучи чарăнса тăчĕ. Пĕрре шĕл-кăвар пулса юлнă ял çине пăхса илчĕ вăл, тепре – ялкăшса çунакан кил-çурчĕ çине...

Шăпах çак вăхăтра кунта хĕрлĕ çÿçлĕ офицер-фашист килсе çитрĕ.

– Ут! – кăшкăрчĕ вăл Микола мучие çурăмĕнчен тапса. Микола мучи чăтса тăраймарĕ, малалла тĕртĕнсе ÿкрĕ. Унтан ерипен кăна тăчĕ те офицера питĕнчен "йытă!" тесе чун туллин лачлаттарса сурчĕ, хăй çавăнтах пуçне мăнаçлăн тытса вата юман патнелле утрĕ.

Офицер çав тери вĕчĕхсе, урса, сурчăклă пит-куçне шăлса тăрса юлчĕ. Кун хыççăн мĕн тăвĕ-ши вăл Микола мучие? Çакса вĕлериччен мĕнле асаплантарĕ-ши?

Çакна хăй куçĕсемпе курса тăнă Дима пĕтĕм ÿт-пĕвĕпе чĕтреме тытăнчĕ. Чун-чĕринче тăшмана курайманлăх тулса çитнипе тек чăтса тăраймарĕ, мĕнпур сасăпа:

– Çынçиенсем!– тесе кăшкăрчĕ те аллине граната ярса тытрĕ.

– Чим, эс çав фашиста пересшĕн-им? – чарчĕ Димăна Петруç.

– Перетĕп. Чăтма çук ку мăшкăла. Ак сана, хура çăхан! – гранатăна хăвăрт авăрласа офицер çинелле вăркăнтарчĕ Дима.

Граната офицер патне çитеймерĕ, çатан картан ку енче янратса çурăлчĕ.

Димăпа Петруçа курман, гранатăна хăш енчен пенине асăрхаман фашист çатан хыçне вăшт! выртрĕ, ун-кун пăхма тытăнчĕ.

– Эх, ывăтса çитереймерĕм. Кÿр тепĕр гранатине, – ыйтрĕ Дима.

– Çук, – терĕ Петруç гранатăна авăрласа, – апла пулсан, эпĕ хам перетĕп.

Хĕрлĕ çÿçлĕ фашист Димăпа Петруçа халь курчĕ. Выртнă çĕртен шăппăн кăна тăчĕ те çатан çумĕпе пĕшкĕнсе комендатура енне шăвăнма тытăнчĕ.

– Тарать, хăвăртрах пер! – васкатрĕ Дима.

– Çук, тараймасть!– терĕ Петруç. Хăй çав самантрах хурлăхан хушшинчен чупса тухрĕ те гранатăна мĕнпур вăйпа фашист офицере хыççăн ярăнтарчĕ. Граната шăпах офицер умне ÿксе çурăлчĕ. Ку фашистăн кун-çулĕ çакăнта татăлчĕ.

* * *

Ялпа вăрман хушшинче ларакан ватă юман патне нимĕçсем ирхинех хăваласа пухнă ялти ватăсене те илсе пычĕç. Ятарласа тунă çÿлĕ пукансем çине пĕр енне Димăна, варрине Микола мучие, тепĕр енне Петруçа улăхтарса тăратрĕç. Аллисене хыçалалла çыхрĕç, умĕсене: "Нимĕç офицерне вĕлернĕшĕн", "Партизансен тĕлне каламаншăн" тесе çырнă фанер хăмисем çакрĕç. Виççĕшин мăйĕ çине те ункăланă пăяв тăхăнтартрĕç, пăяв вĕçĕсене юманăн пысăк тураттинчен çыхса хучĕç. Димăпа Петруçăн чĕрсе, çурса пĕтернĕ кĕписем ялкăшса çунакан ял çинчен вĕрекен çилпе вĕлкĕшсе, вĕçсе тăраççĕ. Кĕпе çурăкĕсем витĕр курăнакан çамрăк ÿт çинче йăрăмăн-йăрăмăн юн пăчăртатса тухни курăнать. Нимĕçсем вĕсене темĕн чуль хĕненĕ, асаплантарнă пулин те, вĕсем тумлам куççулĕ кăлармарĕç. Акă вĕсем халĕ те тип-типĕ куçĕсемпе уй-хире, вăрман çине, таçта-таçта инçете вичкĕнĕн пăхаççĕ. Вĕсен умĕнчи хăшпĕр ватăсем кăна пĕрре Димăпа Петруç çине, тепре Микола мучи çине пăхса илсе хуйхăллăн пуç усса тăраççĕ.

Паçăртанпах ним тĕллисĕр каллĕ-маллĕ утса çÿрекен нимĕç коменданчĕ Микола мучие тата Димăпа Петруçа çакса вĕлерме хатĕрлесе çитерсенех унта илсе пынă ватăсем умне хăвăрт тухса тăчĕ те, хуйхăллăн пуç усса тăраканĕсене янахĕсенчен чĕн саламат аврипе тĕрте-тĕрте, çÿлелле пăхтарса тухрĕ.

– Ну! – терĕ вăл çухăрашнă сасăпа, – пăхса юлăр ĕнтĕ хăвăрăн юлташăрсем çине. Юлашки хут астутаратăп: кам та кам малашне пирĕн офицера е салтака вĕлерет е пирĕн йĕркесене пăхăнмасть, сире пурне те çакăн пекех çакса вĕлеретпĕр. Эп хушнă тăрăх сире пурне те паянах персе вĕлермеллеччĕ, анчах кăшт тăхтатпăр-ха. Эсир пире кирлĕ çынсем. Партизансем вăрманти тарăн çырма кĕперне аркатса тăкнă. Çав кĕпере сирĕн çĕнĕрен тăвас пулать. Туса пĕтерме икĕ кун вăхăт паратпăр. Çак икĕ кун хушшинче туса пĕтермесен, сире урăх вăхăт пулмасть. Ăнлантăр-и?

Нимĕç комендантне хирĕç нихăшĕ те сăмах чĕнмерĕ. Вăл çынсем çине кĕç-вĕç туласа тăкас пек хаяррăн пăхса тăнă хыççăн тепĕр хут:

– Ну?! – терĕ. – Тата нумай кĕтмелле-и сирĕн ответа? Ватăсем пурпĕр ăна хирĕç сăмах чĕнмерĕç.

– Чĕнместĕр эппин? Апла эсир кĕпер тума та килĕшместĕр? Юрать, урăх сирĕнпе нимĕнле калаçу та çук! – терĕ те, варт! çаврăнса, аяккалла утса кайрĕ. Вăл çавăнтах салтаксене команда пачĕ. Лешсем тем хушăра пĕр хускалмасăр тăракан çынсене хирĕç пĕр çирĕм утăм аякка кайса автомачĕсене тытса пĕр йĕркене тăчĕç. Çав вăхăтрах тата виçĕ нимĕçĕ Микола мучи, Димăпа Петруç хыçне пырса вĕсен айĕнчи пукансене тĕртсе яма хатĕрленсе тăчĕç. Нимĕç коменданчĕ халь кăна ку виçĕ салтакне пукансене тĕртсе яма хушса çăвар уçнăччĕ, шăп çак вăхăтра:

– Тăхтăр! Эпĕ калатăп! Пуриншĕн те ответ паратăп! – тесе пÿлчĕ ăна Микола мучи çивĕч те янравлă сасăпа. Нимĕçсем пĕр вырăнта хытса тăрса Микола мучи малалла мĕн калассине кĕтме тытăнчĕç. Микола мучи вĕсене нумай кĕттермерĕ, çав вăхăтрах пуçне мăнаçлăн çĕклерĕ те калама тытăнчĕ.

– Эпĕ юлашки хут ялкăшса çунакан тăван ял çине пăхатăп. Юлашки хут куратăр ăна эсир те, çакăнта тăракан ялйышсем. Тепрер минутран мана, манпа юнашар тăракан пĕчĕк Димăпа Петруçа çакса вĕлереççĕ. Сире те, хаклă ялйышсем, персе вĕлереççĕ. Эпĕ çак юлашки минутра манăн мăй çине пăяв ункăласа хуракан тăшмана, сирĕн çине вилĕм пăшалĕпе тĕллесе тăракансене çакна калатăп: эсир, çынçиенсем, пирĕн çĕршыва чĕнмесĕр килсе кĕтĕр. Пирĕн халăха чуралантарма шутлатăр. Анчах пирĕн халăх сире пăхăнма килĕшмерĕ. Эсир уншăн ялсене çунтаратăр. Эсир уншăн пирĕн халăха юн ăшне путаратăр. Çапах та, эсир мĕн чуль тăрăшсан та, пирĕн халăх сире парăнас çук, сирĕн умра чĕркуççи çине тăрас çук! Астăвăр, çынçиенсем! Вăхăт çитĕ! Эсир ун чух хăвăрăн ирсĕр юнăрпах ăнчăхса кайăр!..– тата уççăн, витерÿллĕн янраса кайрĕ Микола мучин сасси. Вăл тăшмана кураймасăр пĕтĕм чĕререн ылханса калама тытăнсан, нимĕç коменданчĕ ним тума пĕлмесĕр вĕткеленме пуçларĕ, аллинчи саламачĕпе юнаса кăшкăрма тытăнчĕ. Пуçĕ çийĕнче ним тĕллисĕр çатăлтатакан чĕн саламат вĕçĕ темле майпа хăйĕн тÿпчем тутинчен çатлаттарса тиврĕ. Вăл çавăнтах саламатне аяккалла ывăтса ячĕ те тата ытларах вĕчĕхсе, чышкисемпе юнаса кăшкăрма пуçларĕ. Анчах Микола мучи пурпĕр чарăнмарĕ, хăйĕн сăмахĕсене тата ылханлăрах, тата янравлăрах калама пуçларĕ.

Урса кайнă нимĕç коменданчĕ пистолетне тытса халь кăна Микола мучи çине тĕллеме тăнăччĕ, шăп çак вăхăтра сасартăк темиçе пăшалтан пенĕ сасă хăлхана çурса татти-сыпписĕр янраса кайрĕ. Çынсем çине кĕç-вĕç персе ярас пек, комендант команда парасса çеç кĕтсе тăракан нимĕçсенчен виç-тăваттăшĕ çĕрелле авăнса лÿчĕркенсе анчĕç. Çавăнтах аяккалла тарма тăнă ытти нимĕçсем те пуçхĕрлĕн е месерле явăнса тăрăна-тăрăна анчĕç.

Тем хушăра вăрмантан çил çунатпа вĕçсе тухнă пек хăвăрт килсе ĕлкĕрнĕ партизансем ватă юман патĕнче тăракан çынсене пырса ыталарĕç. Çав вăхăтрах ытти партизансем комендатура йышăннă шкула та вăркăнса кĕрсе кайрĕç. Кунта Димăпа Петруç ашшĕсем те пулчĕç.

Вăхăт нумаях та иртмерĕ, ватă юман патне хăваласа пынă çынсем те партизансемпе пĕрле вăрмана кĕрсе çухалчĕç. Микола мучие тата Димăпа Петруçа çакса вĕлерме пăявсем çыхса хунă юман туратти айĕнче виçĕ нимĕç сулланса юлчĕç. Вĕсенчен пĕри нимĕç коменданчĕ пулчĕ. Кашни нимĕçĕ умне, Микола мучи тата Димăпа Петруç умне нимĕçсем çырса çакнă фанер хăмисене хуратса, партизансем çапла çырса çакса хăварчĕç:

"Пирĕн ялсене çунтарнăшăн",
"Пирĕн çынсене вĕлернĕшĕн",
"Пирĕн çĕршыва ирсĕрленĕшĕн".

Харлампьев, Г. Мĕнпур вăйпа : калав // Харлампьев, Г. Иртнĕ çулсем / Герасим Харлампьев. – Шупашкар, 1959. – С 34-47.