Писатели Чувашии в Великой Отечественной войне

 

Чувашская литература периода Великой Отечественной войны Погибшие на фронтах Великой Отечественной войны Они вернулись с поля боя
Алагер (Осипов) Василий Осипович
Василий Алагер

Икĕ юлташ

Тăватă пайлă, 10 картиналлă пьеса

В Ы Л Я К А Н С Е М:

Козлов          Кирсанов
Пастухов      Майор
Натюш          Кĕçтук
Татюк          1-мĕш хĕр
Крахъян       2-мĕш хĕр
Петрович     1-мĕш каччă
Горин            2-мĕш каччă
Жужома        Часовой
Магержамов
Хĕрсемпе каччăсем, совет салтакĕсем, нимĕç салтакĕсем.

ПĔРРЕМĔШ ПАЙĔ

Пĕрремĕш картина

Ял урамĕ. Тирпейлĕ пÿрт умĕнче пĕчĕк пахча. Унта улмуççисем. Юнашарах вырăсла хапха. Хĕвел анни чылай пулать. Аякра вăйă сасси. Хуткупăс кĕвви. Юрă майĕпе шăпланать. Кăшт тăрсан, сулахайран темиçе мăшăр каччăпа хĕр умлăн-хыçлăн, савăнăçлăн, шăкăл-шăкăл калаçса, утса иртеççĕ. Пĕр вăхăтлăха каллех шăп.

Сылтăмран Ванюк тухать. Тухнă-тухманах сулахайран килекен Натюшпа Татюка тĕл пулать.

Ванюк (хĕрсен çулне пÿлчĕ). Питĕ ир таврăнатăр-çке. Вăйă саланмарĕ пулĕ те?

Татюк. Саланиччен кĕтес мар, терĕмĕр. Хамăр кĕтни çук чухне – вăйăра та кичем.

Ванюк. Эх, кама кĕтнине чухланă пулсан... Кăмăлăрсене çырлахтарăттăм! Савнийĕрсене хам çавăтса тухнă пулăттăм...

Татюк. Чухлас текенни чухлать. Чухлама тăрăшнн курăнасшăн мар пек... (Ванюк çине ачашшăн, вăтанарах пăхать.) Пирĕн пеккисем çине пăхмастăн çав эсĕ. (Ассăн сывласа илчĕ.)

Ванюк. Хĕрупраç чĕри питĕрĕнчĕк. Уçса пăхма çăраççи çук.

Татюк. Мĕскĕн. Çук пулсан, кивçене каяканччĕ. (Кулать.)

Натюш. Кĕрес пуль киле.

Ванюк. Ăçта ун пекех васкатăр? Ман сире вăййа сĕтĕрсе каяс шухăш пур-ха.

Татюк. Вăйăра пирĕнсĕр те нумай.

Ванюк. Эсир пырсан тата нумайраххăн пулатпăр. Çапла-и, Натюш?

Натюш. Татюк кирек мĕн тутăр. Пыраймастăп.

Ванюк. Ак тата! Аплах тиркес марччĕ.

Натюш. Уншăн мар. Ĕç пур.

                          Кĕçтук чупса кĕрет.

Кĕçтук (Татюка). Аппа! Аппа! Анне сана хăвăртрах килтĕр, терĕ. Вадим пичче Мускавран таврăннă. (Натюш картах сикрĕ, анчах ăна никам та асăрхаймарĕ.)

Татюк. Чăнах-и? (Кĕçтюка.) Чуп, кала: халех килет, те.

Кĕçтук. Юрĕ! (Чупса тухса кайрĕ.)

Татюк (Натюша). Пыр пирĕн пата. (Ванюка.) Эсĕ те пырса кур, Ванюк.

Ванюк. Чĕннишĕн тав. Кала Вадим пиччÿне, ыран ир Пастухов кĕрсе тухма пулчĕ, те.

Татюк. Асту, пырăр вара. (Тухса кайрĕ.)

Ванюк (Натюш киле кĕме хатĕрленнине кура). Натюш... Тăхта. Мансах кайнă. Май санпа калаçмалли пур.

Натюш (чарăнса тăчĕ). Кала эппин, хăвăртрах.

Ванюк. Мĕншĕн çав териех мăнаçлă пулмалла-ши?

Натюш. Кам каларĕ сана, эпĕ мăнаçлă тесе?

Ванюк. Санпа калаçасшăн. Эсĕ пур... киле кĕме васкатăн.

Натюш. Каларăм-çке, ĕç пур тесе.

Ванюк. Кăшт та пулин хисепленĕ пулсан–апла каламăттăн.

Натюш. Ăнланмастăп сана, Ванюк.

Ванюк. Мĕншĕн пытаратăн? Кала тÿррипе, ăнланас килмест, те.

Натюш. Хăв пек мар эсĕ паян.

Ванюк. Пулма пултарать.

Натюш. Кĕретĕп. Кала часрах.

Ванюк. Тĕл пуличчен темĕн те пĕр калассăн туйăнатчĕ. Халь акă, иксĕмĕр çеç. Чĕлхем çаврăнмасть... Шухăшăм сан çинче.

Сылтăмран Вадим тухать. Натюшпа Ванюк тăнине асăрхаса, йывăç хÿттине пытанса тăрать.

Натюш. Çакă çеç-и? (Кĕме тăрать.)

Ванюк. Чим, тăхта. Туятăп... Саншăн.. ман сăмахăмсем ним тĕшне те тăмаççĕ. Ĕнен, Натюш, эпĕ сана кÿрентерес тесе мар. Санпа ман халичченхи пек мар, темĕнле, çывăхрах, ну эппин, ялан пĕрле пулас килет. Мĕнле каласа ĕнентерем-ши? Эсĕ–ялан куç умĕнче. Чи ырă ĕмĕтсем санпа пĕрле. Халĕ те акă, тĕл пултăм та – уйăрлас килмест...

Натюш. Эпĕ сана йĕркеллĕ калаçать тесе.

Ванюк. Кÿрентертĕм пулать?

Натюш. Кÿренетĕп.

Ваню к. Шанчăк çук апла?

Натюш. Ан та тапрат. Ырă каç пултăр. (Хăвăрт кĕрсе çухалать.)

Ванюк. Натюш! (Тек сасă илтĕнмерĕ.) Эх... (Кăштах тăчĕ те çаврăнса сулахаялла утрĕ.)

Ванюк курăнми пулсан, Вадим тухрĕ.

Вадим. Апла иккен?.. Ырă юлташ Иван Пастухов... Шухăшламан. (Пауза.) Эпĕ Мускавра пурăнатăп. Натюш патне кунсерен тенĕ пек çыру çыратăп. А вăл... Натюш пуçне çавăрма пикеннĕ. Юрĕ. Шарламăпăр. Куç курĕ. (Натюш кĕрсе çухалнă алăк умне пырса тăчĕ. Алăка тĕртсе пăхрĕ. Хуллен шаккарĕ.)

Çутă сÿнчĕ. Вайăра каччăсемпе хĕрсем юрлаççĕ. Таçта хуткупăс калани илтĕнет. Чылайран юрă кĕвви майĕпен инçете-инçете кайса шăпланать.

Каллех çутă. Сцена çавах. Анчах халь ĕнтĕ уйăхлă каç. Йывăç тураттисем хушшипе кĕмĕл çутă сăрхăнать. Вырăсла хапха умĕнчи сак çинче Натюшпа Вадим лараççĕ.

Вадим. Ĕненес килмест. Çулталăк хушши тунсăхласа пурăннă хыççăн, эпир каллех пĕрле. Пĕртте улшăнман эсĕ. Çав-çавах çепĕç, кăмăллă. (Натюша куçран пăхрĕ.)

Натюш. Эсĕ те улшăнман. Пĕлтĕрхи пекех...

Вадим. Пĕлтĕрхи пекех–айван философ, канăçсăр этем. Çапла-и?

Натюш (куларах). Апăрша. Мĕскĕн.

Вадим. Кăлăхах кулатăн. Çирĕм иккĕре. Кунĕсем те, çулĕсем те иртеççĕ. Нимĕн те туман, "Вадим Козлов, çĕршыв сана çирĕм икĕ çул хушши çăкăр çитерсе усрарĕ, çитĕнтерчĕ, телейлĕ пурнăç туса пачĕ. Мĕн кăна кирлĕ, пурте янтă сана валли. Эсĕ ăна мĕн патăн? Мĕнле паллă ĕç турăн?" тесе ыйтсан... Мĕн калас? Нимĕн каламалли те çук. Çынсем пур, çирĕм иккĕре аспирантура пĕтереççĕ... Эпĕ мĕн?

Натюш. Метро тунă çĕрте ĕçлени усăллă ĕç мар-им?

Вадим. Усăллă ĕç. Сахал вăл, Натюш. Паллăрах, пысăкрах ĕç тăвăттăм.

Натюш. Пурте пысăк ĕç тусан, пĕчĕк ĕçсене тăваканни кам пулĕ?

Вадим. Çын тени – вăй-халне кура, ăс-хакăлне кура ĕçлеме тивĕç.

Натюш. Чăн та философ иккен эсĕ.

Вадим. Философ! Пуртăпа чутланăскер. Вĕренме каясшăн. Çаплалла ман философи. Унсăрăн ĕç тухмасть. Ăçта пырса перĕнетĕн–пĕлÿ кирлĕ. Пурнăç çапла – вĕренме хушать. Атя, каятпăр пĕрле Мускава.

Натюш (иккĕленерех). Хатĕрленмесĕрех...

Вадим. Пĕрле хатĕрленĕпĕр. Иккĕн–пĕччен мар, çăмăлтарах. (Пауза.) Мускава çитсен... метро курса çÿрĕпĕр. Тĕнчере урăх çук Мускаври пек метро! Мускав айĕнче хăйне уйрăм хула. Юмахри пек. Иăлкăшса, çутăлса тăрать. Стенисем çине пăхатăн та – сăн курăнать. Эскалатор сана хăех çĕр айне антарать. Утма та кирлĕ мар. Пусми çине тăратăн та–хаçат вуласа çеç пыратăн. Анса çитрĕн–сан умăнта электропоезд. Вагонĕсем, мĕнле калас сана, таса, илемлĕ, ылтăн та кĕмĕл. Алăкĕсем, юмахри пек, хăйсем тĕллĕнех уçăлса хупăнаççĕ. Лар та вĕçтер каяс тенĕ çĕре... Историллĕ вырăнсене курса çÿрĕпĕр. Ленин мавзолейĕ. Кремль. Сталин ĕçлесе пурăнакан кермен... Искусствăн чи паха произведенийĕсене курма галлерейăсене çÿрĕпĕр. Театрсенче пулăпăр.

Натюш (хумханчĕ). Ĕненетĕп. (Именчĕ, çав хушăрах хĕпĕртенине уççăн палăртмасăр та чăтса тăраймарĕ.) Вадим...

Вадим (ăна хăй çумнерех пăчăртаса). Натюш... Натюш. Халь ĕненетĕп. Эсĕ çук чухне – мĕн тĕрлĕ шухăшламан пулĕ. Ĕненес килместчĕ. Манать ĕнтĕ ку, тетĕп. Кĕтни сана...

Вадим (хаваслă). Çĕр çăттăр мана, эпĕ сана хăçан та пулин манатăп пулсан! Пыратăн эппин?

Натюш. Пыратăп.

Вадим. Кăмăлушăн, чĕрÿ ырришĕн юрататăп сана, Натюш! (Натюша хăй çумне пăчăртать.)

Çак самантра сылтăмран Ванюк тухать. Вăл салхуллă, пуçне усарах утса пырать. Телейлĕ мăшăра курмасăрах иртсе каятчĕ-и тен вăл, анчах ăнсăртран асăрхарĕ те тăпах чарăнса тăчĕ.

Натюш (Вадим ытамĕнчен вĕçерĕнчĕ, сасартăк Ванюка курчĕ). Ах! (Сиксе тăчĕ. Ванюк хăвăрт тухса кайрĕ.)

Вадим (хыпăнса тăчĕ). Пастухов? Курчĕ эпир ларнине, килсе калаçмарĕ. Паллаймарĕ пулас... (Чĕнет.) Ванюк!..

Натюш. Çитĕ. Кĕретĕп эпĕ.

Вадим. Ăçта? Хăратăн-им?

Натюш. Чылай пулчĕ. Кĕрес. (Алăк патнелле утрĕ.)

Вадим (ăна чарчĕ). Тăхта.

Натюш. Кĕретĕп. Анне тем калĕ тата.

Вадим. Кăшт ытларах тăнăшăнах ятламĕ-çке.

Натюш. Шырама тухичченех çÿресен аван-им?

Вадим. Натюш... (Пауза.) Санпа калаçса татăласшăн. Кичем сансăр. Иксĕмĕре пĕрле пурăнма такам чарнăпа пĕрех.

Натюш. Манран килнĕ пулсан...

Вадим. Сан сăмахăнтан килет! Эсĕ килĕшнинчен.

Натюш (хумханать). Кĕçĕр мар... Кайран, ыран калаçăпăр. Ытла тăрук. Мĕн калама пĕлес ман сана.

Вадим. Чăн шухăшна пĕлмесĕр уйăрлассăм çук.

Натюш. Ни аннепе калаçса пăхман...

Вадим. Аннÿпе хам калаçăп. Пĕр сăмах çеç кала.

Натюш (пауза). Хăвах пĕлетĕн...

Вадим (Натюша хăй çумне тытса çупăрларĕ.) Килĕшетĕн апла?

Натюш. Мĕн ыйтатăн? Каларăм. (Пуçне чикет.)

Вадим (савăнăçлă). Эх, Натюш! (Натюша ярса илет те çÿлелле çĕклесе çаврăнать.) Çÿл тÿпене çити çĕклĕттĕм! (Чуптăвать. Автансем авăтнă саса илтĕнет.)

Натюш (Вадим ытамĕнчен вĕçерĕнчĕ. Вăл çав тери телейли сăнран пăхсах курăнать). Автансем авăтаççĕ. Кĕрес.

Вадим. Ыранччен эппин?

Натюш. Ыранччен!

Вадим ăна тата тепĕр хут тытса çупăрларĕ. Ун ытамĕнчен вĕçерĕннĕ Натюш вырăсла хапхаран хăвăрт кĕрсе çухалчĕ. Вадим самантлăха алăк çине пăхса тăчĕ, унтан хăвăрт çаврăнчĕ те килнелле утрĕ.

Чаршав.

Иккĕмĕш картина

Таса, тирпейлĕ пÿрт ăшчикки. Яриех уçă чÿречесем çинче шурă чĕнтĕрсем. Чÿрече витĕр сад-пахчи курăнать. Улмуççи тураттисем пÿртелле кармашаççĕ. Ир-ха. Тул та лайăххăн çутăлман. Пахчара шăпчăк сасси.

Пÿртре Натюш пĕчченех. Савнăçлă, телейлĕ вăл, юрла-юрла чемоданне япаласем тултарать. Чылайран алăка шакканă сасă илтĕнет.

Натюш (хĕпĕртерĕ. Хăвăрт тĕкĕр умне пырса çÿç-пуçне тирпейлеме тытăнчĕ. Хăй тĕллĕн). Халех, халех, Вадим, ан васка, чăтсам ĕнтĕ пăртак...

Алăка тепĕр хут шаккарĕç. Вăл савнăçлăн хумханса алăк патнелле ыткăнчĕ. Самантлăха, хăй ăшĕнчи хумханăва пусарас тесе-и тен, чарăнса тăчĕ, унтан вара ерипен алăка уçрĕ, хăй стена çумне йăпшăнчĕ. Ванюк кĕчĕ.

Ванюк (пÿртре никам та çуккине кура тавралла çаврăнкаласа пăхрĕ, Натюша курах кайрĕ). Эпĕ... никам та çук тесе. Ырă кун. Вăхăтсăр килсе чăрмантартăм пулать?

Натюш (хăйне аван мар пулнăран именчĕ). Çук, мĕн чăрмавĕ... Иртсе лар.

Ванюк. Тĕлĕнтертĕм. Кĕтмен çĕртен, сасартăк килсе кĕтĕм. Çапла-и?

Натюш. Курăнмастăн. Ытти чухне кĕркелесе тухаканччĕ.

Ванюк. Саншăн пулсан – эпĕ килсе çуременни лайăхрах пулма кирлĕ. Эсĕ ăна хăвах пĕлетĕн.

Натюш (хумхачĕ). Тĕрĕс мар.

Ванюк. Эсир телейлĕ. Кĕтнĕ ĕмĕтĕрсем çырлахнă. Паян ав, Мускава каятăр. А эпĕ – сирĕн хушăрта ытлашши çын... (Йывăррăн сывласа илчĕ). Юрĕ, ырлăх та сывлăх, телейлĕ çул сунатăп. Пурнăçăр ăнăçлă пултăр. Сывă пул! (Тухса кайма тăчĕ.)

Натюш (ăна алăкра чарчĕ). Ванюк! (Хулпуççийĕчен тытса хăй еннелле çавăрса тăратрĕ.) Кала тÿррипе, çиленместĕн-и?

Ванюк (пауза). Çук, мĕншĕн çиленес? Эсĕ айăплă мар.

Натюш. Пĕрле, пĕр бригадăра ĕçлерĕмĕр. Саншăн, эппин, эпĕ... алă тытса сывпуллашма та тивĕçлĕ пулаймарăм. Ырă бригадир пулса, ăсатса ярас вырăнне çапла тухса каятăн эппин?

Ванюк. Каçар. Ăсатма пыраймастăп. Района тухса каймалла. Унсăрăн ир килсе чăрмантарман пулăттăм... Юлташу вырăнне хурса хисеплетĕн пулсан, аллуна пар!

Натюшăн ик аллине те тытса куçран пăхса тăчĕ. Çакна Вадим уçă чÿречерен курчĕ. Ванюк Натюш аллисене хытă чăмăртаса силлерĕ те вăрт çаврăнса тухса кайма хатĕрленчĕ, анчах халь çеç чемоданпа килсе кĕнĕ Вадима курса, сасартăк каялла чакрĕ.

Вадим. А-а, Пастухов! Чим-ха, чим, тухса каясси пулĕ вăл.

Натюш (малтан нимле мар пулса чĕнмесĕр тăчĕ, анчах хăйне хăй часах çирĕплетрĕ). Каларăм, тăхта, терĕм.

Вадим (Ванюка хулĕнчен тытса). Кил-ха, ирт тĕпелелле. Çу-ук, килсе кĕнĕскере алăран вĕçертместĕп. (Ванюк картусне илсе пăтана çакрĕ.) Тăтăр-ха вăл çакăнта. Лар.

Ванюк. Эсĕ мана пĕлетĕн, Вадим. Çиленме кирлĕ мар.

Вадим. Сан çине çиленмесен, кам çине çиленмелле тет-ши?

Натюш (Вадима ăнланаймарĕ). Вадим...

Вадим. Ан хÿтĕле. Пурĕпĕр кăларса ямастăп.

Ванюк. Сăлтавсăр-мĕнсĕрех...

Вадим. Сăлтавне ху пĕлетĕн. Ахаль чух çывăх тус текелетĕн. Халь пăх-ха эс ăна!

Ванюк. Эпĕ айăплă мар.

Вадим. Айăпĕ çинчен кайран калаçăпăр. Мускавран таврăннăран вара, ниепле куç тĕлне тăваймастăп. Ăçта çухалса çÿретĕн? Çывăх тус тусĕнчен ютшăнса çÿренине курманччĕ çак тарана çитсе. Совĕç пулма кирлĕ.

Ванюк. Пĕлетĕп, аван мар ĕнтĕ вăл.

Вадим. Аван-и, аван мар-и, лар. Эпĕ килсе кĕретĕп, вăл пур, тухса каясшăн. Çу-ук, капла хăтланнăшăн тавăратăп сана хăçан та пулин. Каларĕ, тейĕн!

Натюш (каллех ăнланаймарĕ). Вадим!

Вадим. Чим-ха, ан пÿл. (Сасартăк аса илчĕ, сехечĕ çине пăхрĕ.) Улттă патнелле çывхарать иккен. Чим-ха, чим... (Чемоданне уçрĕ, сĕтел çине умлăн-хыçлăн хаклă эрех кĕленчисем кăлара-кăлара лартрĕ.) Капла калаçса тăрса шампански сĕвĕрĕлсе кайма пултарать. Пулăш-ха, Натюш. Сĕтел çине валли мĕн те пулин кирлĕ пулать. Хăнасем, ăсатаканнисем килсе кĕрĕç тата. (Натюшпа иккĕшĕ те сĕтел çине çыртмаллисем хатĕрлесе хума тытăнаççĕ.)

Ванюк (сехечĕ сине пăхрĕ, ура çине тăчĕ). Маншăн ан чăрманăр эсир. (Картусне илчĕ те Вадима алă тăсрĕ.) Телейлĕ çул сунатăп!

Вадим (аллине памарĕ). Кÿрентерес килет эппин? Натюшпа иксĕмĕре сума сумастăн пулать?

Ванюк. Сума суса килтĕм. Ларса тăма вăхăтăм çук, Вадим. Района вăхăтра ĕлкĕреймесен, ху пĕлетĕн...

Вадим. Э-э, мĕншĕн паçăрах каламарăн? Виçĕ стакан сĕтел çине, Натюш! Хăвăртрах! Унсăрăн тек тахçан тел пулатпăр-ха. Ан васка, ĕлкĕретĕн. Хатĕрленĕр-ха тост çĕклеме.

Натюш кĕленче шкапран стакансем кăларса лартать. Вадим шампански кĕленчине уçрĕ, хăвăрт стакансене тултарчĕ. Пурте стакан тытрĕç.

Вадим. Çĕршывăмăр телейĕшĕн, хамăр хушăри туслăхшăн!

Ванюк. Пурнăçăр тулли пултăр, акă çак стаканри пек, вĕресе, кăпăкланса тăмалла пултăр!

Пурте шаклатса ĕçрĕç.

Ванюк (картусне илчĕ). Ăсатма тÿр килеймерĕ. Каçарăр. Хăналанăшăн тавтапуç.

Вадим (хăвăрт стакансене тултарчĕ). Тытса парăр-ха тепрер! (Каллех шаклатса ĕçрĕç.) Шел, каçхине килте пулмарăн, паян ав, каллех...

Ванюк. Тĕл пулăпăр-ха малашне те.

Вадим. Вăл çапла. Çапах та... Ăнланма йывăр. Ачаран пĕрле ÿсрĕмĕр. Эсĕ çук та, темĕнле, телей тулли мар пек.

Ванюк. Пăшăрханмăпăр. Пуласлăх хамăр алăра.

Вадим. Юрĕ. Мĕн тăвăн? Телейĕ çаплалла пуль. (Стакансене тултарать.) Тытса чарма пултараймастăп. Çул курки пултăр... (Çаплах сĕтел çине хатĕрлекен Натюша.) Кил-ха, Натюш. Тытса пар. Ырă бригадира ырă хĕр тĕлне пулма сунса шаклатар!

Натюш. ÿсĕртсе яратăр эсир капла.

Вадим. Тĕппипех ĕçмесен те, тытса парасах пулать.

Стакансене тытрĕç, çĕклерĕç.

Ванюк. Каяс çулăр телейлĕ пултăр. Ан манăр. Мускавра пурăннă хушăра пире те кăштах аса илкелĕр.

Вадим. Эпир манмăпăр. Ху ан ман. Çыру-мĕн ярсан –ответ парасса шанатăп.

Ванюк. Çыруне çырăпăр. Ну, малашне те çакăн пек, стакан çĕклемелле пултăр!

Стакансене çĕклерĕç. Шыв ăсма кайнă Крахъян тулли витрепе килсе кĕрет.

Крахъян (савнăçлăн). И-и, Ванюк килнĕ-çке. Сывă-и? (Алă тытать.) Ара, ĕнер кăшт туй пекки турăмăр та, килте пулмарăн. Юрать-ха, питĕ аван пулчĕ килсе тухни. Ăсатма килни те тем пек паха. Ара, ĕçĕр, ĕçĕр, ман çине ан пăхăр эсир. Чим-ха, кăштах çăмарта ăшаласа парам. (Хыпаланса чăланалла кĕрсе кайрĕ.)

Татюкпа пĕрле пĕр ушкăн каччăпа хĕр савнăçлăн шăкăлтатса калаçса, кулса кĕчĕç. Пĕр каччи хуткупăспа, тепри – патефон çĕкленĕ.

Крахъян (чăлантан хыпаланса тухрĕ). И-и, килĕрех, килĕр, иртĕр тĕпелелле. Натюш, ара, хăнасене ларма пăлтăртан пукансем илсе кĕрес.

Татюк. Ан чăрманăр, эпир хамăрах! (Пĕр хĕрпе тула тухса кайрĕ.)

Хăнасем сĕтел çине кучченеçсем, эрех кĕленчисем пыра-пыра лартаççĕ. Сĕтел тулли ĕнтĕ, илсе килнĕ кучченеçсем шăнăçаймаççĕ. Икĕ каччă сăра корзинки илсе кĕреççĕ. Татюкпа хĕр пăлтăртан пукансем çĕклеççĕ.

Крахъян. Эх, ара, чăрманма кирлĕ марччĕ кучченеçĕсемпе. Хамăрăн çук-им ара!

1-мĕш каччă. Урăх нимĕнпе те хисеп тума пĕлейместпĕр мар-и, кинеми.

Крахъян. Сăпаçипă-ха, хĕр çитĕнсе çитнĕ çĕре çăкăрлă-тăварлă пултăмăр. (Хыпăнса.) Ах, анчах. Сĕтел çине пуçтарма ĕлкĕреймерĕм-ха. Стакансем лартмаллаччĕ.

1-мĕш хĕр. Ан чăрман, кинеми. Хамăрах хатĕрлетпĕр. (Ик-виçĕ хĕр кĕленче шкапран стакансем кăлара-кăлара лартаççĕ, тепĕр каччă эрех кĕленчисене уçса çавăнтах стакансене, черккесене тултарать.)

1-мĕш каччă. Хĕрли хĕрсем валли пултăр-ха.

2-мĕш каччă. Э-э, эсĕ стакансене тулли тумастăн-çке. (Эрех кĕленчине илчĕ, тулли мар стакансемпе черккесене тултарма тытăнчĕ.) Тулли тумасан, телей тулли пулмасть, теççĕ.

Татюкпа пĕр хĕр Крахъяна апат-çимĕç хатĕрлеме пулăшаççĕ.

Ванюк (Вадима). Ну, Вадим, кÿренсе ан юлăр. (Вадима алă тытма тăрать.)

Вадим. Чим-ха, чим, юлташсенчен ыйтса пăхар. Яраççĕ-и вĕсем сана, ямаççĕ-и? (Каччăсемпе хĕрсене.) Юлташсем! Самантлăха çеç. (Аллине çĕклерĕ.) Шăпăрт пулăр! (Пурте шăпланаççĕ.) Пастуховăн района каймалла, тет. Ман шухăшпа, ушкăнĕпе ĕçсе париччен ямалла мар. Эсир мĕнле пăхатăр?

1-мĕш каччă. Çу-ук, Пастухов, ушкăнĕпе шаклатса пĕрер стакан ĕçесех пулать. Унсăрăн хисеплемен пек пулать.

Сасăсем. Тĕрĕс! Тĕрĕс!

Вадим (Ванюка). Илтрĕн-и? Пăхăнма тÿр килет.

Ванюк. Ушкăна хирĕç тăма пултараймастăп. Килĕшмелле пулать.

2-мĕш каччă. Вăт ку – тĕрĕс сăмах! Кама стакан, кама черкке, пурне те тултарнă. (Крахъяна.) Кинеми, ватă çынна хисеп те чыс, эсир пире пуçласа параканни пулăр.

Крахъян (черкке тытрĕ. Ун хыççăн пурте стакансемпе черккесем тытрĕç). Çакăн пек пĕрле, телейлĕ пурăнмалла пултăр эппин. Хурлăхне, нушине эпир, ваттисем, курнă. Тек ан таврăнччăр ĕнтĕ вĕсем.

Сасăсем. Тĕрĕс, кинеми! Телейлĕ пурнăçшăн!

Пурте стакансемпе черккесем çĕклерĕç. Çак самантра радио Совет правительствин паллă пĕлтерĕвне парасси çинчен хыпарларĕ.

Вадим. Тс-сс... Шăпăрт пулăр! Темĕнле çĕнĕ хыпар.

Пурте шăпланаççĕ. Молотов юлташ фашистла нимĕç захватчикĕсем пирĕн çĕршыв çине вăрçăпа тапăнни çинчен сăмах калать. Стакансемпе черккесем çĕкленĕ алăсем анса-анса пычĕç. Савнăçпа çиçсе тăракан питсем тĕксĕмленчĕç. Пурте, мĕнле тăнă çаплипех, хускалмасăр итлеççĕ.

Чаршав.

Виççĕмĕш картина

Сцена çавах. Анчах кăнтăрла ĕнтĕ. Пÿртре Натюш пĕчченех. Вăл салтак кутамккине çĕлесе пĕтерчĕ те саркаласа пăхрĕ, унтан вара янтăласа хунă кутамкка çаккисене майлаштарма тытăнче. Çак самантра Крахъян вутă çĕклесе кĕчĕ, чăланалла иртрĕ.

Крахъян (чăлантан тухрĕ). Чим-ха, çаккисем чăтайраççĕ-и сан? Салтак кутамкки йывăр пулакан.

Натюш. Татăлма кирлĕ мар пек те...

Крахъян (кутамкка çаккисене тытса пăхрĕ). Лайăх. Сарлака тунă. Унсăрăн хул-çурăма касса аптратакан тата. Асту, йĕппе çип парса яма ан ман. Алшăлли, супăнь чик. Çул çинче шыв ĕçес килекен, хайхи леш мăлированнăй кружкине парса ярас. Алшишне çыхса пĕтертĕн-и?

Натюш. Пĕтертĕм. Хăвăртрах типтĕр тесе, хĕвел çине кăларса çакрăм.

Крахъян. Пĕр мăшăр пир тăла чиксе хур.

Натюш. Вĕрентессипех-çке çав. Пĕлетĕп-çке хамах, мĕн чикмеллине.

Крахъян. И-и, хĕрĕм, çул çинче унта вăл та, ку та кирлĕ. Салтакăн – çулĕ вăрăм. Аннÿ каланине итле эс.

Натюш. Ахаль те пуç çаврăнать. Ларма-тăма вырăн тупаймастăп. Ах, анне...

Крахъян. Пĕлетĕп, хĕрĕм. Усал куçа курăнса килмест, теççĕ те вăн... Мĕн тăвăпăр ĕнтĕ? Хăяматĕнчен килсе тухрĕ-çке усал тăшман. Чип-чипер савăнса пурăнас чухне, инкек йăтăнса тухрĕ ав. Нимĕн тума та çук. Чипер кайса чипер çаврăнса килсен тем пекчĕ те-ха вăл. Çаврăнса килĕ-и-ха мĕнле те пулин...

Натюш. Уйрăлма йывăр.

Крахъян. Апăрша. Йывăр пулмасăр.

Натюш. Вăл мана лăплантарасшăн, Ан йĕр, тет. Пĕччен мар, халăхпа пĕрле, тет. Пĕлетĕп. Йăлтах ăнланатăп. Хамăр çине тăшман тапăнса килнĕ чух... никам та килте тÿссе лараяс çук. Пĕлетĕп. Çапах та.. куççулĕ тухать, макăратăп.

Крахъян. Макăрса та нимĕн тума çук, хĕрĕм. Чăтас пулать. Вадим каларĕш, вăйпитти çын килте ларса ирттереймĕ çав, хÿтĕлемеллех ĕнтĕ пирĕн пек ваттисене те. Вăрă-хураха киле кĕртес марччĕ, тем курса ларăн. Тăшман тени вăл, пĕр асса кайсан, ваттине те, вĕттине те уяса тăмĕ. Çурт-йĕрне те шеллемĕ. Çырлахтăрах тура! Чим, шыв кÿрсе килсе апатне çакса ярам-ха. Кÿршĕрен çĕпре илсе килмеллеччĕ те... Ĕлкĕреймерĕм. Хăвах чупса кайса кил-ха эппин.

Натюш. Юрĕ. (кутамккине аяккалла хурать.) Сăпани аппасем патне каяс-и?

Крахъян. Сăпани аппусен те, Маврисен те пур, терĕ. Чÿлмек ил.

Крахъян мăшăр витре илсе тухса кайрĕ, Натюш чÿлмек илме чăлана кĕчĕ. Кăшт тăрсан, вăл чăлантан чÿлмек илсе тухрĕ. Алăкра Вадима хирĕç пулчĕ те чÿлмекне сак çине лартрĕ.

Натюш (хумханса). Мĕнле? Мĕн терĕç?

Вадим. Мĕн терĕç... Повестка алăра. Ыран ир поезд çинче пулатпăр.

Натюш. Ыранах эппин?

Вадим. Васкатаççĕ. Ну, Натюш, сывпуллашма тÿр килет. Кĕнекесене пуçтарса чикĕпĕр. Философи урăхла май çаврăнать. Çапăçмалла. (Пауза.) Çапла, кутамкка çĕлени сая каймарĕ сан.

Натюш. Сая каймарĕ... (Пауза.) Ах, Вадим!.. (Вадим кăкри çине уртăнчĕ.)

Вадим (ййпатса). Чунăм, лăплан. Вилме мар, çĕнтерме каятпăр. (Пауза.) Çапла... Пурăнма памарĕç. Вĕренес тенĕччĕ, телей туллирех пултăр тесе, мăшăрлантăмăр... Ĕмĕтсем пысăкчĕ. Татăлчĕç. Ничево, ан кулян, парăнмăпăр.

Натюш (сывлăш çавăрса илчĕ). Йывăр, Вадим.

Вадим. Пĕлетĕп. Уйрăлма çăмăл мар. Манăн та ăш вăркать. Уйрăлассăм килмест.

Натюш Хăратăп... Хаяр вăрçă вут-кăварĕнче сарăмсăр ÿксе юлсан...

Вадим. Ун çинчен халех шухăшлар мар. Юрать-и? (Натюш куçĕнчен пăхрĕ.)

Натюш. Эсĕ каятăн. Эпĕ те чăлах мар. Пыратăп эпĕ те.

Вадим. Эсĕ кунта кирлĕрех.

Натюш. Юри, шеллесе калатăн.

Вадим. Килте ĕçлекеннисемсĕр сăхă тăшмана çĕнме

Натюш. Уйрăлас килмест.

Вадим (пауза хыççăн). Çапла, пурне те йывăр.

Натюш. Пуçу сывă юлтăрччĕ.

Вадим. Тăшман айне пулма шухăшăм çук.

Натюш Шанатăп...

Вадим. Тавтапуç, чунăм... (Натюша çупăрларĕ.) Çепĕç чĕре... (Чуптурĕ.)

Натюш (ун ытамĕнчен вĕçерĕнчĕ, питне хупласа тăчĕ). Ах, мансах кайнă. Анне кÿршĕрен çĕпре илсе килме каланăччĕ.

Вадим. Колхоз председателĕ патне хăнана каймалла-ха иксĕмĕрĕн. Кĕтеççĕ пуль?

Натюш (чÿлмекне илчĕ). Хăвăрт кăна чупса кайса килем-ха эппин. (Тухса кайрĕ.)

Вадим „Ыран вăрçă пулсан" юрă кĕввине шăхăркаласа чемоданне уçрĕ. Унти кĕнекесене, ытти япаласене кăларса хучĕ, пушă чемодана тула илсе тухса шаккарĕ те пÿрте илсе кĕчĕ.

Вадим. Чемодан... Сывпуллашăпăр эппин, санпа та. (Кутамккине илчĕ, фронта кайма кирлĕ япаласене тарпейлесе чикме тытăнчĕ. Пастухов килсе кĕчĕ.)

Ванюк. Сывлăх сунатăп.

Вадим (кăмăлсăррăн.) Килех. Иртсе лар.

Ванюк. Кĕтеççĕ сана унта. Петрович хÿтерсех ячĕ. Хăвăртрах, тет. Мĕн... Натюш килте çук-им тата?

Вадим. Тавтапуç, тусăм, чĕннĕшĕн. Хисепленĕшĕн, чыс тунăшăн тав. Хăвна ху тыткалама пултаратăн иккен. Маттур йĕкĕт. Пĕлме çук, эпĕ фронта тухса кайни хăш-пĕрисене хавхалантарать те-и тен? Анчах санран кăна кĕтменччĕ, Пастухов юлташ.

Ванюк (тĕлĕннĕ пек пулса). Тăхта... Тавçăрса илейместĕп. Мĕн çинчен калаçатăн çак эсĕ?

Вадим. Пĕлместĕн апла? Эх, Ванюк, чĕре ыратать ман эсĕ икĕ питленнине кура. Пĕлетĕп. Йăлтах пĕлетĕп. Тек сана çывăх тусу кирлĕ маррине те... Эсĕ кунта мĕн сăлтавпа килсе çÿренине те... Хăвна ху тÿрĕ çын вырăнне хуратăн пулсан, мĕншĕн икĕпитленмелле?

Ванюк. Хама хам айăплă тесе шутламастăп.

Вадим. Эпĕ мар, Натюш кирлĕ сана. Юрататăн пулсан, мĕншĕн тÿррипе каламалла мар? Эпĕ ав, юрататăп та, вăтанса тăмастăп. Ан шухăшла... Кÿлешместĕп. Улталатăн апла? Юрĕ. Асту, Ванюк, мана улталани вăл нимех те мар. Тÿррипех калатăп: çĕршывăма ан ултала, япăх пулать.

Ванюк (сасартăк хĕрсе). Мĕн? Мĕн терĕн эсĕ? Эпĕ... çĕршывăма... Спасибо. (Пауза.) Юрĕ. Ăшна вăркаттармăп. Сывă пулса юл! (Алăка хыттăн хупса тухса кайрĕ.)

Вадим (чылайччен чĕнмесĕр тăчĕ. Сисĕнет, çак саманта чăтса ирттерме йывăр ăна, вăл хăвăрттăн сывлатъ, лăпланса, лăплансах пырать). Чăтса тăраймарăм. Пĕртен-пĕр çывăх тусăма çухатрăм. (Пауза.) Усал, чăкăлтăш этем иккен эсĕ, Вадим Козлов! Вадим, Вадим...

Натюш çĕпре илсе кĕчĕ.

Натюш. Кĕтсе ывăнтăн пуль эс? Сăпани аппа килте пулмарĕ. (Сасартăк Вадим салхуллине асăрхарĕ.) Мĕн, чирлемерĕн пулĕ-çке? Сăну çук...

Вадим. Çук, иртсе каять вăл. Темĕн, пуç çаврăнса килнĕ пек пулчĕ. (Хăйне хăй çирĕплетрĕ.) Акă, иртсе те кайрĕ.

Натюш. Райвоенкоматран Пастухов валли повестка килнĕ, тет.

Вадим. Пастухов валли? (Пауза.) Пастухов валли повестка килнĕ апла? Питĕ аван. Пĕрле каятпăр эппин.

Чаршав

Алагер В. Икĕ юлташ : [пьеса сыпăкĕ] / В. Алагер // Чăваш совет прозипе драматургийĕ. – Шупашкар, 1950. – С. 371-385.