Чăваш Республикин Наци библиотеки çумĕнчи «Варкăш» литература клубне çӳрекенсем çулталăк тăршшĕпех чăваш çыравçисен кĕнекисене вуласа сӳтсе яваççĕ. 2023 çултанпа вара çĕртме уйăхĕнче варкăшçăсем литература пикникĕ ирттереççĕ те икĕ уйăхлăха каникула каяççĕ. Кăçал та ку йăларан пăрăнас темерĕç – çанталăк çиллĕ те сулхăн пулнине пăхмасăр вулавăш картишĕнче пуçтарăнчĕç. Хальхинче вĕсемпе пĕрле поэзие юратакансен «Хавхалану» клубĕн хастарĕсем те пулчĕç.

«Чăваш кĕнеки» центрĕн ĕçченĕсем тăрăшнипе ешĕл лапам чăн-чăн уяв шилĕкне çаврăнчĕ тесен те юрать. Кукăль-икерчи, пылак çимĕçĕ, улми-çырли сĕтел ури авăнмалăх та пур. Хăнисем савăк кăмăллă, кашниех юрă-сăвă хатĕрлесе килнĕ. Елчĕк тăрăхĕнче пурăнакан Ирĕк Килтĕш (Валерий Краснов) ӳнерçĕ тата сăвăç, пĕлтĕрхи пекех, литература улахĕнчен юлас мар тесе ирхи виççĕре тăрса тухнă ялтан. Ун яланхи çулташĕ те юлташĕ – гитара. Тĕлпулăва Валерий Алексеевич «Варкăш» литература клубĕн гимнĕпе уçрĕ: хăй çырса кĕвĕленĕ мухтав юррине гитара каласа шăрантарчĕ. Варкăшçăсемпе хавхалануçăсем те пĕрле юрларĕç. Ирĕк Килтĕшĕн «Така вăрçи», «Çăкăр – ылтăн пек» юррисене вара тарăн шухăшлăн итлесе ларчĕç.

Тӗплӗрнех:

https://chuvbook.ru/news/2025/varkashcasempe-khavkhalanucasem-literatura-piknikenche