Ака уйӑхӗн 1-мӗшӗнче, Кулӑш кунӗнче, Чӑваш Республикин Наци библиотекинче Владислав Николаевӑн «Пуян Куян» кӗнекин презентацийӗ иртрӗ. Асӑннӑ юптару пуххи тинтерех тухрӗ, ҫавӑнпа вуласа ӗлкӗрейменнисене каҫарма пулать. Ҫыравҫа саламлама поэтсемпе прозаиксем, драматургсемпе журналистсем, университетра пӗрле вӗреннӗ тантӑшӗсемпе ҫывӑх юлташӗсем йышлӑн пуҫтарӑнчӗҫ. Уяв каҫне наци литературпе библиографи пайӗн ӗҫченӗ Антонина Андреева ертсе пычӗ, Владислав Дмитриевичӑн юптарӑвӗсене вула-вула пачӗ. Мероприятие хутшӑнакансем те хӑйсене килӗшнӗ ҫаврасене янраттарчӗҫ.

Фоторепортаж

Автор ку кӗнекене виҫӗ-тӑватӑ ҫул каяллах кӑларма ӗмӗтленнӗ-мӗн, ӑна калӑпласа та хунӑ, анчах укҫа-тенкӗ ыйтӑвӗ чарса тӑнӑ. Кӑҫал тинех майлӑ самант ҫитнӗ – спонсорсем пулӑшнипе кӑларӑм кун ҫути курнӑ. Владислав Николаев каланӑ тӑрӑх, кунашкал самай калӑпӑшлӑ юптару пуххи чӑваш литературинче ҫур ӗмӗре яхӑн пулман. Ӑна тӳрлетсе Любовь Федорова сӑвӑҫ сӑмах илчӗ – унӑн «Ала витӗр» ятлӑ кӗнеки тухнӑ иккен. Шел те, ун ҫинчен пӗлсех каймаҫҫӗ-мӗн.

Владислав Дмитриевич вунӑ ҫул каялла юптару ҫырма пуҫӑннӑ. Тӗрӗссипе, вӑл юлташне – Федор Чернова – ҫуралнӑ кун ячӗпе саламлама сӑвӑ шӑрҫаласшӑн пулнӑ. Тем вӑхӑт шухӑшласа ҫӳренӗ хыҫҫӑн кӗтмен ҫӗртен юптару «ҫуралнӑ». Унтанпа ку жанрпа чылай хайлав калӑпланӑ ӗнтӗ. Килти е тискер чӗрчунсемпе вӗҫен кайӑксен, кӑпшанкӑсемпе йывӑҫсен, тӗрлӗ ӗҫ хатӗрӗ е япала сӑнарӗсем урлӑ автор пурнӑҫри ҫитменлӗхсене, этем кӑмӑл-туртӑмӗн кӑлтӑкӗсене кӑтартса парать, питлет, йӗплет, чӗпӗтет, хамӑр ҫине айккинчен пӑхма хистет. «Пирӗн пурнӑҫ – юптару. Темӑсем кашни утӑмрах», – тет Владислав Дмитриевич. Федор Чернов ҫакна ҫирӗплетсе тӗслӗх илсе пачӗ. «Хамӑр хушӑра калаҫнӑ чухнех кун ҫинчен лайӑх юптару ҫырма пулать тет вӑл. Тем вӑхӑтран хайлав хатӗр те. Хамӑр туссене те шеллемест, капла ан ҫыр тесен те итлемест. Ку кӗнекери юптарусенчен вунӑ проценчӗ юлташсем ҫинчен пуль, ҫав шутра ман ҫинчен те пур», – вӑрттӑнлӑх чаршавне сирчӗ Федор Петрович.
Ҫапах та кӑларӑмра прототипсене шырама кирлӗ мар: автор пӗтӗмлетнӗ, пуҫтаруллӑ сӑнарсемпе усӑ курнӑ, вӑл е ку ҫитменлӗхсене пӗр ҫынран кӑна илмен. «Хӑвӑрта хӑш-пӗр тӳнтер енсене асӑрхатӑр пулсан – тӳрлетме тӑрӑшӑр, ман юптарусем сире ҫак енӗпе пулӑшасса шанатӑп», – терӗ Владислав Дмитриевич хӑтлавра тепӗр хутчен – кӗнекери автор сӑмахне аса илтерсе.

Василий Кервен сӑвӑҫ «Пуян Куянӑн» редакторӗ пулнӑ, умсӑмахра юптару жанрӗн аталанӑвне кӗскен тишкерсе тухнӑ, В. Николаевӑн пултарулӑхне пысӑк хак панӑ. Василий Гаврилович ку кӑларӑм тухнишӗн хӗпӗртенине, унпа мӑнаҫланнине пытармарӗ. Хӑй те алҫырӑва юратсах редакциленӗ-мӗн. Ҫыравҫӑпа редактор пӗр чӗлхе тупса ӗҫлени паха ҫимӗҫ кӳнӗ – вулакан аллинче ҫӗнӗ юптару пуххи.
Арсений Тарасов ҫыравҫӑ хальхинче корректор тивӗҫӗсене пурнӑҫланӑ. Ӑна та юлташӗн ҫитӗнӗвӗ савӑнтарать, тӗлӗнтерет. «Эпӗ, тӗслӗхрен, юптару ҫырма пултараймастӑп. Тӗрӗссипе, кунта калаҫма та хӑрушӑ. В. Николаев йӑлт сӑнать, асӑрхать, кайран ҫырать те хурать йӗплесе. Обществӑна диагноз лартать вӑл», – терӗ Арсений Алексеевич.

Вера Никифорова литературовед Владислав Дмитриевич хайлавӗсем чӑвашла сӗмлӗ пулнине палӑртрӗ. Кунта чееленни те, тӳрремӗн каламасӑр шахвӑртни те пуррине асӑнчӗ. Елена Николаева ҫыравҫӑ-журналист кӗнекери юптарусенче йӑлт шайлашуллӑ та виҫеллӗ пулнине пӗлтерчӗ. «Пирӗн пурнӑҫӑн куҫа кӗрен йӳҫӗ чӑнлӑхӗ, ырӑпа усал, пӑсӑкпа илем, шуррипе хури – пӗтӗмпех пӗр кӑларӑмра. Паян – Кулӑш кунӗ, алра – сумлӑ кӗнеке. Ахӑлтатса кулмалла пек, анчах ман кулас килмест. Йӗри-тавра – Хулкка, путарас тесен те путманскер; Флюгер, ялан ҫиле майӑн вӗрекенскер; йӑпӑлти Йӑпар; сыснаран та сысна пулнӑшӑн медале тивӗҫнӗ Сысна… Ниепле те кулаймастӑп», – терӗ Елена Николаевна пурне те тарӑн шухӑша ярса. Автор чӑннипех ҫивӗч, чӗрене ыраттаракан ыйтусем хускатнӑ.

Ҫӗнӗ кӗнекене ҫавӑн пекех Раиса Воробьева сӑвӑҫпа Светлана Асамат чӑваш халӑх поэчӗ, Алина Герасимова радиожурналист пысӑк хак пачӗҫ, автора тав турӗҫ. Чӑваш патшалӑх пукане театрӗн артисчӗ Геннадий Кириллов «Юманпа Тунката» юптарӑва вуласа пачӗ.

Хӑтлав хыҫҫӑн кӑсӑкланса кайнисем вара кӑларӑма туянма, автограф илме васкарӗҫ.

Ольга Иванова