Ака уйӑхӗн 10-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Наци библиотекинче Владимир Степановӑн «Ӑннӑ та ӑнман кун» кӗнеке хӑтлавӗ пулать. Кӑларӑм Чӑваш кӗнеке издательствинче кун ҫути курнӑ, редакторӗ – Ольга Иванова. Калав алҫырӑвӗ ачасемпе ҫамрӑксем валли чӑвашла ҫырнӑ хайлавсен 2024-мӗш ҫулхи конкурсӗнче ҫӗнтернӗ. Конкурса Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗ 2011-мӗш ҫулхи июнӗн 16-мӗшӗнче йышӑннӑ постановленипе килӗшӳллӗн кашни ҫулах ирттереҫҫӗ. Кӗнекене аслӑ классем валли хатӗрленӗ, пӗр калав кӗнӗ.

Владимир Васильевичӑн хайлавӗ ҫамрӑксем ҫинчен. Аксукас яшӗсен тата ӑслӑ урхамахӑн ӑннӑ та ӑнман кунӗпе паллаштарать. Пӗррехинче Виталик, Толик, Владик тата Валерка утӑ тиеме тухса каяҫҫӗ. Хӑвӑрт ҫаврӑнса килме палӑртнӑскерсем утӑрах кун каҫаҫҫӗ. Ҫуллахи шӑрӑх ҫанталӑк пӗр кӗтмен ҫӗртен пӑтӑтӑрмахсем ярса парса уйрӑлми туссен ҫирӗплӗхне, тӳсӗмлӗхне тӗрӗслеме шут тытнӑ тейӗн. Яшсемпе пӗрле Навуходоносор ятлӑ лашана та ҫӑмӑл килмест. Мӗнлерех лару-тӑрӑва лекеҫҫӗ-ши каччӑсем? Йывӑрлӑхсен серепинчен еплерех хӑтӑлса тухаҫҫӗ-ши вӗсем? Вулакан геройсен тӗнчине лексе вӗсемпе пӗрле пӑшӑрханӗ те, савӑнӗ те…

Уявра «Ӑннӑ та ӑнман кун» кӗнекепе тата ҫыравҫӑн пултарулӑхӗпе ҫывӑхрах паллашӑпӑр. Чӑваш литературине кӑмӑллакансене Наци библиотекине йыхравлатпӑр!

Кӗнеке хӑтлавӗ 137 пӳлӗмре 16 сехетре пуҫланать.

Сире хапӑл туса кӗтетпӗр!